Хăлхана кĕр - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Хăлхана кĕр [çит] 1. доходить / дойти до ушей кого, чьих; 2. хăлхана кĕр доноситься / донестись, слышаться / послышаться.
1. Çтаппанпа Макçăма тытса хупнă текен хыпар чи малтан Верук хăлхине пырса кĕчĕ. Н. Мранькка. Паян кăнтăрла, вăхăт иртсен, çав кутăн-пуçăн калаçусем Униççе хăлхине те çиткелеме пуçларĕç. Н. Никитин. 2. Тĕрлĕ кайăксен концерчĕ Хăлхана кĕрсе ирпе Савăнтарчĕ, килентерчĕ Пыл пек тутлă кĕввипе. Я. Ухсай. Хумсем çапаççĕ çырана Чăл-пар! Чăл-пар! Сасси кĕрет ман хăлхана: Çул лар, çул пар! Ю. Семенов. Наталийĕн хăлхине Сĕрме купăс ян та ян Янрани кĕрет таçтан. П. Хусанкай.