Чун чĕрне вĕçне çитет - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Чун чĕрне вĕçне [ура тупанне] çитет (çитрĕ) душа уходит (ушла) в пятки у кого; син.: сехре хăпать (хăпрĕ), чун [чĕре, ăшчик] тапранать (тапранчĕ), куçран сăсăл вĕçсе тухрĕ, сăсăлĕ вĕçнĕ, пă кки тухса ӳкнĕ.
Ай-хай-ах салтак нуши! Тата йывăр та пур-ши? Хĕç витмен — патак витет, Чун чĕрне вĕçне çитет. П. Хусанкай. Чунăм ура тупанне çитрĕ.