агропром - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
..., ç.х. Хутлă сăмахсен «агропромышлен-ность» (туп.) пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Агропромкомитет — хуçа, унăн районти сыпăкĕ (РАПО) — каллех хуçа. ТА, 1988, 10 /, 5 с. Анчах вĕсенчен [ял хуçалăх предприятийĕсенчен] нумайăшĕ кредит ыйтăвĕпе Агропромбанка пыман-ха. Х-р, 5.05.1997, 2 с.