акупунктура - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Ӳт-тире тĕл-тĕл йĕппе тирсе ятарлă вырăнсене витĕм кӳни, çапла майпа организм ĕçĕ-хĕлне лайăхлатса чир-чĕре сирме пулăшни; йĕплев сиплевĕ. Республикăн акупунктурăпа йăлана кĕнĕ медицина центрĕнче Чăваш наци конгресĕн делегачĕсене хапăл туса кĕтсе илчĕç. Х-р, 13.10.1992, 1 с. 1994 çулта Мускавра акупунктура енĕпе иртнĕ конгреса хутшăннăччĕ. Х-р, 21. 08.1997, 3 с. — акупунктура тытăмĕ ÇХ, (1997, 52 /, 2 с.).