алкаш - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с., калаç. Ĕçке ернĕ çын; ĕçкĕçĕ, алкоголик. Тарасов пухура «алкашсене» хирĕç тухса каланăччĕ. К-н, 1983, 16 /, 8 с. Кашни сывалакан алкоголик пуçне сывалма тăрăшман виçĕ-тăватă алкаш тивет. А.Емельянов, 1990, 50 с. Ку та ашшĕ пекех алкаш пулчĕ. Т-ш, 1999, 11 /, 2 с. Алкашсем пурте пĕр пекех иккен. ТА, 2003, 2 /, 9 с. — алкаша тух (А.Емельянов, 1985, 346 с.).