бомж - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. Килсĕр çын; çапкаланчăк, сĕтĕрĕнчĕк, сулланчăк. Бомж пӳрнисем ăнсăртран кăна дактилоскопи карто-текине лекнĕ. Х-р, 28.09.1996, 4 с. Те бомжсем, те ашкăнчăксем унти [подвалти] ăпăр-тапăра тивертсе янă. Х-р, 8.06.1999, 4 с. Асăрханă-и, «перестройкăранпа» хулара бомжсем те нумайланчĕç. ÇХ, 2000, 11 /, 5 с. «Тек ĕнтĕ эпĕ хĕрарăм мар, бомжа», — тесе хучĕ. ЧХ, 2000, 35 /, 8 с. — бомжа тух (Х-р, 18.06.2002, 2 с.; К-н, 2002, 7 /, 4 с.).