вĕренӳçĕ - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. 1. Пĕлӳ илекен, вĕренекен ача; шкул ачи. Лараç лабораторире ик çамрăк вĕренӳçĕ. С.Шавлы //Хаваслăх. 1940, 34 с. Ирĕксĕрех вырăсла вĕрентме хăтланать кун пек учитель. Капла çăмăлрах. Паллах — хăйне. Вĕренӳçе çăмăл-и, йывăр-и — Турă пĕлтĕр. М.Волков //Х-р, 7.10.1992, 1 с. 2. Ăстаран (пĕлӳçĕрен) ăс илнĕ е унран вĕренсе пыракан çын. Ак вĕренӳçĕ-тĕк вĕренӳçĕ — вĕрентӳçин мухтанмалăх пур. Г.Волков //Х-р, 2.07.2002, 2 с.