кĕвĕлĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. 1. Сас-чĕвĕн илемлĕ янравĕ; килĕшӳлĕх, янравлăх, ĕнерӳлĕх. Юрă сăввин хăйĕн ритмĕ, кĕвĕлĕхĕ пур. Г.Ефимов //Я-в, 1968, 6 /, 30 с. Поэзи ... — музыкăна çывăх тăракан кĕвĕлĕх. Г.Айхи //ТА, 1988, 10 /, 57 с. Лена юрлакан юрăсем çепĕçлĕхпе, кĕвĕлĕхпе тыткăна илеççĕ. Х-р, 20.01.1994, 4 с. Илле Тукташ кĕвĕлĕхĕпе çунатланса эпĕ те хамăн сăвă сăмахĕсене çырса панăччĕ. Ар, 2001, 17 /, 2 с. — сăвă кĕвĕлĕхĕ (ТА, 1998, 1 /, 14 с.); сăввăн кĕвĕлĕхĕ (Х-р, 11.11.1999, 1 с.); сасăсен кĕвĕлĕхĕ (ХШ, 2000, 4 /, 102 с.); асамлă кĕвĕлĕх (ЧЕ, 1999, 8 /, 5 с.); — ВЧС, 1971, 124 с., 338 с., 355 с. 2. Шайлашулăх, çураçулăх, килĕшӳлĕх. Çын кăмăлĕ тĕнче кĕвĕлĕхне тупсан çеç чăн-чăн поэзи ӳкерчĕкĕсем çуралĕç. Н.Петровский //ЧЕ, 1992, 21 /, 15 с. Шуйттан ... пурнăçри çураçулăхпа кĕвĕлĕхе пĕрмаях пăсса пынă иккен. ЧС, 1994, 8 кл., 321 с.