кĕпĕрнаттăр - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ч.с. Область е край администрацийĕн пуçлăхĕ. Чулхула кĕпĕрнаттăрне Б.Немцова, Самар хулин мэрне О.Сысуева Раççей правительствине йыхравларĕç. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с. Кĕпĕрнаттăр стипендине кам илме тивĕç пулнине вĕренӳ заведенийĕсен администрацийĕпе ... профком палăртаççĕ. К-ш, 1998, 7 /, 1 с. Малашне Приморье крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулас текенсен ... суйлав салукĕ тӳлемелле пулать. Х-р, 29.04.1999, 1 с. — Чĕмпĕр кĕпĕрнаторĕ (ХС, 19.07.1996); Красноярск крайĕн çĕнĕ кĕпĕрнаттăрĕ, Вологда облаçĕн экс-кĕпĕрнаттăрĕ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); Кемĕр облаçĕн кĕпĕрнаторĕ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.); — кĕпĕрнаттăра суйлан (Х-р, 27.11.2001, 1 с.).