криминал - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с. 1. Саккуна хирĕçле вăйсем; пре-ступниксем. Сотрудниксем коммерци е криминал тытăмĕсемпе çыхăнса каясран сыхă тăмалла. Х-р, 15.02.1996, 2 с. Пурнăçăн преступленисемпе çыхăннă йĕрки çамрăксен шухăшлавĕнче тарăн тымар янă. Хăйне евĕрлĕ криминал культури вăй илнĕ. ÇХ, 1997, 49 /, 4 с. Милицире ĕçлет пулсан та «криминалсемпе» ыталашса пурăнать. ХС, 21.01.1999, 4 с. Советсен вăхăтĕнче халăх чылай лайăхрах пурăннă, олигархсем, криминал, террор пулман. Ч-х, 1999, 28 /, 3 с. — криминал тĕнчи (Х-р, 11.06.1997,1 с.; ÇХ, 1998, 47 /, 2 с.); криминал авторитечĕсем (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.; Х-р, 23.08.2001, 1 с.); криминалпа çыхăннисем (ÇХ, 2000, 38 /, 1 с.); — Раççей криминалĕ (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.). 2. Саккуна пăсни, преступлени. «Чăваш ятне ӳкме паман», — тенинче тата мĕнле криминал пур. Х-р, 17.03.2000, 3 с. Кунта, чăн та, криминал çук-тăр. ÇХ, 2000, 11 /, 4 с. — криминал паллисем (Х-р, 13.02.2001, 1 с.).