мусульманлан - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. 1. Ислам тĕнне йышăн, мăсăльмана (мусульмана) тух. Пыра-киле монгол-тутар мăрсисемпе пăлхар турханĕсем хушшинче уйрăмлăх пĕтсе пынă, мĕншĕн тесен лешсем те, кусем те мусульманланса кайнă. И.Кузнецов, 1962, 29 с. Мусульманланнă чăвашсем хăйсен ятне çухатнă, «тутар» ятпа çӳреме пуçланă. Х-р, 17.03.1992, 5 с. 2. Мăсăльмансен евĕрлĕ пул, мăсăльманпа пĕр пеклен. Мăсăльман тĕнĕ сарăлма пикенсен — ятсем те мăсăльманланаççĕ. Х-р, 16.05.2002, 3 с.