пăхăр - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.п. Спорт ăмăртăвĕнче е конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн паракан медаль тата унăн пахалăхĕ; бронза, туйăр (туп.). Дистанцие Алина чи малтан вĕçлерĕ, Елена — виççĕмĕш! Апла тепĕр ылтăн тата пăхăр медаль чăваш хĕрĕсенче! Ç-т, 1992, 9—10 /, 19 с. Т.Герасимова 3 çухрăмра иккĕмĕш, çухрăм çурăра виççĕмĕш пулса «кĕмĕлпе» «пăхăр» çĕнсе илнĕ. Х-р, 11.07.1997, 4 с. Тăваттăмĕш пултăм, темиçе çеккунт çеç çитмерĕ пăхăр медаль валли. ÇХ, 30.04.1998, 4 с. «Красноярская» сортли [вермишель] вара виççĕмĕш степень диплома тата пăхăр медале илме тивĕç пулнă. Х-р, 3.04.2001, 1 с.