пепси - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., п.с. Ăша уçăлтарса хавал кӳрекен газлă пылак шыв тĕсĕ. Ашшĕпе пĕрле пепси, шампански кĕленчисенчен ӳпле ăсталанă. ÇХ, 1998, 49 /, 12 с. Çие юлсан газлă пылак шывсем, лимонад, кока- тата пепси-кола — ĕçме юрамасть. С-х, 1999, 19 /, 3 с. Кусем ... «пепси» ĕçеççĕ, «попса» итлеççĕ, боевик пăхаççĕ. Х-р, 14.06.2000, 3 с.