пестицид - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Ял хуçалăхĕпе вăрман хуçалăхĕнче çум курăкпа тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешме усă куракан им-çам. Кĕçĕн Çавал ... гербидцидсемпе, пестицидсемпе, минераллă удобренисемпе пăсăлса пырать. Я-в, 1991, 7 /, 2 с. Вăрнарта çĕр пахалăхне 21 хут тĕрĕсленĕ хыççăн хлорорганикăллă пестицид нумай пулнине асăрханă. ÇХ, 1998, 40 /, 4 с. Асăннă заводра ӳсен-тăрана хӳтĕлемелли химилле препаратсем — песитицидсем ... хатĕрлеççĕ. ХС, 1999, 1 /, 1 с. Диоксинсемпе пестицидсем — рака пуçаракан тĕп веществосем. С-х, 2000, 31 /, 3 с. — пестицид-гербицид (ТА, 1988, 10 /, 4 с.); гербицид-пестицид (М.Сениэль, 1990, 133 с.).