ĕнчĕ
1.
жемчуг
ĕнчĕ
жемчужный
ĕнчĕ куçăн çĕрĕ — перстень с жемчугом
ĕнчĕ мая — жемчужное ожерелье
ĕнчĕ пĕрчи — жемчужина
Мамăк тӳнтек çинче ĕнчĕ пĕрчи выртать. (Юр пĕрчи). — загадка На пуховой перине лежит жемчужина. (Снежинка).
Тăван енче чул та — ĕнчĕ. — погов. В родной краю и простой камешек — жемчужина.
ĕнчĕ
2.
перламутр
ĕнчĕ
перламутровый
шурă ĕнчĕ — белый перламутр
ĕнчĕ тӳме — перламутровая пуговица
ĕнчĕне эрешле — 1) расшивать жемчугом 2) украшать, инкрустировать перламутром
-им
частица вопр.
разве, что ли
вăл килнĕ те-им? — разве он уже приехал?
илтместĕн-им? — не слышишь, что ли?
эсĕ те кунта-им? — разве и ты здесь?
Ĕнчĕ пушмак, шур чăлха кирĕк лармасть тетĕр-им? — фольк. Жемчужные башмачки, белые чулки разве не пачкаются?
ĕнчĕ
жемчуг, бисер
жемчужина, перл
тамăр
неизв. сл. Собр. Аякран пăхсан — тамăр хăва, патĕнчен пăхсан — ĕнчĕ хăва. (Кантăр). Срв. тат. тамы̆р (корень).
чăлха
чулок. Образцы 5. † Ĕнчĕ пушмак, шур чăлха, кирĕк тимĕ тиетрем? Хĕр йĕрри 6. Шурă чăлха сырмарăм, ăрама тухса лармарăм. ГФФ. † Шор чăлхапа пошмакпа.
шыв
(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).
нӳр
(н'ӳр), влага, сырость. Cуждение. Çынни çĕрне сухаласан, сӳресен, тыррине аксан, тин хĕвел ăшшипе, хĕвел çуттипе, çумăр, сывлăм нӳрĕпе тырри шăтса ӳсет. Ст. Чек. Нӳр, нӳр туртнă, нӳрленнĕ. Бес. чув. Анкартинче ялан нӳр тăратчĕ. О сохр. здор. 32. Тата çĕр нӳрĕнчен пире сивĕ чир ан ертĕр тесен, ак мĕн тумалла пирĕн. Альш. † Чĕнтер çиппи чăлха, ĕнчĕ пушмак, епле пусам-ши нӳр çине. || Влажный. КС. N. Вĕсем çĕре нӳр тытаççĕ.
ахах
(аhах), i. q. (то же, что) акак. Н. Карм. Lapis quidam, cujus duo sunt genera, unum, quod чăн ахах appellator, magnoque pretio emitur, alterum, quod cyяxax (i. e. cyя axax) vocant, villus est. Камень, двух родов; один из них, чăн ахах, ценится дорого, другой, суяхах (т. е. суя ахах), — дешевле. Ib. Ахах — мăй-çыххи тăваççĕ. Ахах — из него делают ожерелья. Ч. П. Ахахĕсем хĕрлĕ. Сердолики — красные К. Кушки. Ахах — бледно-красного цвета (редкость). Т. II. Загадки. Атăл урлă ахах куртăм. (Палан; в той же загадке, записанной другим лицом в Раковой, вм. палан поставлено пăлан, что, конечно, не имеет смысла). Через Волгу я увидал сердолики. (Калина). Ex quibus exemplis facile colligere possumus rubro colore esse. Эти примеры доказывают, что цвет камня — красный. Ib. Тĕпсĕр тинĕсре ахахсем выртаççĕ. (Çăлтăрсем). В бездонном море лежат сердолики. (Звезды). Ч. П. Ахах куçлă çĕрĕ. Перстень с сердоликовым глазком. Ib. Ахах куçлă çĕррĕм пур. У меня есть перстень с сердоликовым камнем. Ib. Кĕмĕл çерĕ ахах куç. Серебряный перстень с сердоликовым камнем. Альш. † Хура вăрман витĕр тухнă чух çунам тупан, ахах пулинччĕ! Ах, если бы при проезде через большой лес полозья моих саней стали сердоликовыми! || Qui margaritam esse putant, falluntur. Некоторые считают ахах за жемчуг но, как видно из предыдущего, ошибочно. См. ĕнчĕ. || Nunc quidem per inscitiam etiam alias gemmas viliores ex vitro aliave materia con-fectas eodem vocabulo appellant. Так как в настоящее время чуваши уже не видят настоящих драгоценных камней, то они перенесли назв. ахах на некоторые искусственные бусы. Т.-И.-Шем. Çынна çуса вырттарсан, сăмси шăтăкĕсене, хăлхи шăтăкĕсене, куçĕсем çине пурçăн (шелк) хураççĕ, çăварне ахах чулĕ хыптараççĕ; е нухрат хыптараççĕ. — Ахлатса вилнĕ çынна ахах хыптарас, теççĕ. Когда покойника обмоют и положут, то кладут ему в ноздри, в уши и на глаза шелку, а в рот — ахах чулĕ или старинную серебряную монетку (какие употребляются для приготовления женских уборов). Они называют это: «дать в рот человеку, умершему со вздохами, камень ахах (зам. народную этимологию). — Далее автор рукописи пишет уже по-русски: «Не отсюда ли и название ахах? Мне показывали и самый ахах: граненая стеклянная бусинка, поддельный жемчуг». Из его последних слов мы видим ясно, что жемчуга он никогда не видал.
пушмак
башмак, ботинки, туфли. Альш. † Ĕнчĕ пушмак, шур чăлха. N. Вĕсем е пушмакĕсе (= пушмакĕсене) хапха урлă ытаççĕ, е куçĕсене тутăрпа хупласа хапхаран тухса каяççĕ, тата сурăх ури тытаççĕ (на святках). Микушк. Пушмак ывăтаççĕ: пушмакăн сăмси ăçталла выртать, çавăнталла качча каймалла, теççĕ; каччă пусан, çавăнталларан хĕр илмелле, теççĕ. Илебар. † Пушмакки пичĕсем (у них) хурăн хуппи. || В перен. знач. Чăв. й. пур. 16°. Пуçа ӳксен, пушмак: килте урăх шанăç пулмасан, йĕрес те çӳрес пулать, ниçта тухмасăр, килтех пурăнма хал çук. Орау. Пуçа килсен пушмак: тăратсан (когда вызовут), мĕн те пулсан авăртан (если спросят урок, приходится что-нибудь молоть). N. Поçа килнĕ пошмака час хывса прахмалла мар.
пĕрчĕ
(пэ̆рζ'э̆, пӧ̌рџ̌ӧ̌), зерно. Юрк. Акрăм тулă, пулчĕ ĕнтĕ пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ. N. Мана пĕр тырă пĕрчипе те тытма пултараççĕ. N. Пĕрчи выçă. || Капля. N. Йывăç çулçи çине сывлăм шывĕ ĕнчĕ пĕрчи пек пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăна-пуçтарăна ларнă. На листьях дерева лежали жемчужные (?) капли росы. Туперккульос 21. Пĕрĕхтерсе янă сурчăк пĕрчисем... ЧП. Шăпăр та шăпăр çăмăр çăвать, пĕр пĕрчисем пăр пак туйăнать. Альш. Кассан пĕр пĕрчĕ юн тухас çук. (Гов. о малокровном человеке). || В перен. см. БАБ. Пĕр пĕрчĕ те хăрамаççĕ. Вовсе не боятся. N. Пĕрчĕ те = пĕртте. N. Пурти çав хатĕр мăка пулнă (был очень тупой), пĕрчĕ те касман. || Ягодка. N. † Тĕл пултăм хурлăхан йăвăççи, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине. N. Иçĕм-çырли пĕрчи. Емельк. Пĕрчĕ-пĕрчĕ пĕрлĕхен сайра кăлкан витĕр курăнать. || Крошка, крупинка. Толст. Тĕрмере ăна икĕ кунччен пĕр пĕрчĕ çиме памасăр усрарĕç. ТММ. Чăхă пĕр пĕрчĕн сăхсах пурăнать. (Поговорка). Альш. Татах вăл навус çине пĕрчĕрен кĕмĕл шырат, анчах пĕре те тупаймас. БАБ. Ман йăвăрăш çăнăхăн пĕрчине шуйттан хăçан суса кăларĕ, ман чĕлхене (заклинание) те шуйттан çĕнтерĕ. Рак. Пĕр шкапра çĕр пĕрчĕ. (Çăкăр тĕпренчĕкĕ). Баран. 42. Уйăх çутипе юр пĕрчисем (снежинки) йăлтăртатаççĕ. || Волокно. N. Çӳç пĕрчи, волос. О сохр. здор. Çăм пĕрчисем те çĕр (хир)-мамăк (вата) пĕрчисем пекех. || С. Айб. Пĕр пĕрчĕ тĕкне (перышко) патша хĕрне кастарса илчĕ, тет, ăна шур тутăрпа чĕркеттерчĕ, тет. БАБ. Виçĕ пĕрчĕ утă, утă пĕрчи. || Отдельная нитка (при тканье или при наматывании). Яргуньк. СТИК. «Сум» подразделяется на «пĕрчĕ». «Пĕрчĕ» — одна ниточка. То же знач. в Сред. Юм. Утăм. Ку умри юпана лайăхрах тишкертсе тăрать. Кун çĕлĕкĕ ăшĕнчен пĕр вăрăм çип пĕрчи куçĕ умĕнче тăсăлса тăра парать. См. хутăр-йывăççи. || Небольшая часть. N. Пĕрчĕ-пĕрчĕ тӳлесси нимĕн те мар.
ăс
(ŏс, ы̆с), черпать, цедить. Ч.С. Тата пĕр пуçламан чăкăт илсе кĕрсе, сăра ăсса тухса, сĕтел çине лартрĕç. Принесли еще непочатый сырец (чăкăт), нацедили пива и поставили на стол. N. † Атăл варринче шур енчĕк (чит. ĕнчĕ), ăсса илесчĕ ăсли (чит. ăсми) çук. Юрк. Тиркĕ çине ăссан (вир пăттине), чи варрине, кашăкпа пусса лапчăтса, шăтăк тăваççĕ, ăна куç теççĕ. Наложив (пшен. кашу) на блюдо, посередине делают ямку, которую называют куç (глаз). N. Шăвне куркапа ăсса тултăраççĕ. Воду начерпывают ковшом. Юрк. Шыв ăсса кĕр-халĕ. Зачерпни и принеси воды (из колодца). N. Унтан, çапла кĕл-туса пĕтерсен, пăтта сĕтел çине ăсса лартаççĕ. Потом, помолившись так, накладывают кашу на блюдо и ставят ее на стол. Ч.С. Пĕр кашăк пăтă ăсса илет. || Захватывать землю лопатой. Ент(ĕ)рел.
ĕмĕрлĕх
(ӧ̌мӧ̌рл'ӧ̌х, э̆мэ̆рл'э̆х), достаточный на веки вечные, до конца жизни, до гроба. Сред. Юм. Олмăççи пахчи ĕмĕрлĕх япала (на веки хватает). Н. Карм. † Улт уралă капан айĕнчен ĕмĕрлĕх пĕр çĕрĕ эп тупрăм. Ĕмĕрлĕх çĕрĕ, пĕр ĕнчĕ куç, пур пӳрнесене те юрин-ччĕ! Под копной, стоящей на шести подставках, нашел я одно вечное колечко. Вечное колечко с жемчужным глазком, — ах, если бы оно хорошо приходилось на все пальцы! Икково. Пиçмен çăккăр виç конлăх, осал арăм ĕмĕрлĕх. (Послов.) Е. Турă тĕнчене çав тĕрлĕ юратрĕ, вăл хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне ĕненекенсем пĕри те ан пĕччĕр, ĕмĕрлĕх пурăнăçа курмалла пулччăр, тесе, ăна вилĕме пачĕ. Чăв. й. пур. Унта çур витре эрехлĕх мар, теминçе çын ĕмĕрĕлĕх мул пур, тенĕ. Там хватит богатства не только на полведра водки, но и на несколько веков. || Вечность. Сунч. † Уйăрăлмăпăр, тăван, сивĕнмĕпĕр, ĕмĕрлĕхе пĕрле пурнăпăр. Сборн. мол. Ĕнтĕ ĕмĕрлĕхе вĕлерсе ан пăрах пире. Ст. Айб. Эсĕ ĕмĕрлĕхе çывăрнă-ччĕ те, эпир сана чĕртсе тăратрăмăр. Ты заснул было на веки (умер), но мы решили тебя воскресить. Ч.П. Ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнашшăн. Чтобы век прожить вместе. Псалт. 148,6. Вĕсене вăл ĕмĕрлĕхе, ĕмĕртен ĕмĕрлĕхе туса хунă. IЬ. 118,142. Санăн тĕрĕслĕхӳ ĕмĕрлĕхшĕн тĕрĕслĕх. Сир. 33. Этем ĕмĕрне ĕмĕрлĕхпе танлаштарсассăн, тинĕсре пĕр тумлам шыв пек.
ĕн
(ӧ̌н, э̆н), удаваться, быть успешным. М. П. Петр. Пурнăç (= пурăнăç) ĕнсе пурать (= пырать). N. Ман çавна пола ĕç ĕнмерĕ. Благодаря этому у меня не было успеха в деле. Изванк. Пӳртре вут епле шарласа çунат, пурăнăç та, лайăх пурăннă чух, çапла ĕнсе пырат, теççĕ. Как горят в печке дрова, так, говорят, и жизнь, когда живешь хорошо, бьвает успешна. Шибач. Питĕ вăлсенĕн порăнăç ĕнме пуçларĕ çав хĕре исе килсессĕн. После того, как они взяли эту девицу (замуж), у них жизнь поправилась. Сёт-к. Ĕнет, идет удачно. Чертаг. Ĕнчĕ, удалось. IЬ. Ĕнсе порнать. Ему в жизни удача. || Настраиваться. Якейк. Копăс ĕнмеçт. Скрипка не настраивается. || Плодиться. Пшкрт. N. Выльăх-япала çухалсан: йăвăр аллă (= алăлă, алăллă) çынна ан çеклентĕр-ччĕ, выльăх ĕнмест, теççĕ.
ĕн
(ӧ̌н, э̆н), опаляться, пригорать. Ч.С. Лашайăн тăватă ури те пĕтĕмпех ĕнсе кайнă (от молнии). Моргар. Çӳç ĕнчĕ вăт умĕнче. Волосы спалились у огня. Л. Павлов. Тырăсем (хлеба в поле) пирĕн ĕнсе карĕç пулĕ (от солнца), тет. БАБ. Шăтсанах, е хурт çисе яраччĕ, тет, е, çумăр çумасăр, типсе, ĕнсе каяччĕ, тет. Пшкрт. Кы̆мађа с'ин'џӓ сы̆кман э̆нзӓ ђаjза. Кафтан на печке спалился. IЬ. Пы̆ды̆ хоран с'омн'а э̆нзӓ ларны̆. Каша пригорела к котлу. IЬ. Коркы̆ хӳӓлβӓ э̆нвӓ к┐аjза. Трава сгорела от солнца. || ХЛБ. Ĕн — тлеть? (о навозе). || Жить в скудости. Сред. Юм. Ĕнсе порăнан çавăнта çити-çитми, выçлă-тôтлă. || Быстро сжинаться (о загоне). Шурăм-п. № 19. Ана ĕнет (в разгар жатвы).
ĕнче
жемчужина, жемчуг. Описка? См. ĕнчĕ. Конечное «е» здесь возможно: срв. ĕнте. Ч.П. Ĕнче куçлă çĕррĕм. СПВВ. † Кĕмĕл çĕрĕ ĕнче куç.
ĕнчĕ
(э̆нζэ̆), жемчуг, жемчужина. Ой-к. Мамăк тӳшек çинче ĕнчĕ пĕрчи выртĕ? (Юр çинче сивĕ чухне йăлтăртатса юр выртни). СПВВ. ПВ. Ĕнчĕ (?). Вопрос в оригинале. Каша. Ĕнчĕ ― дорогой камень, жемчуг. СПВВ. † Эпĕ каймăттăм пасара, ĕнчĕпе мерчен йыхăрат (зовет). Ч.П. Шурă Атăл тĕпĕ шурă ĕнчĕ, ăсайса илес-чĕ; ăскăç çук. Собр. † Чупрăм-антăм шыв хĕрне, çерçи валли вак касма, çерçи куçĕ ĕнчĕ куç, эпир каяс ача кăвак куç. || Перламутр. Н. Седяк. Ст. Чек. Ĕнчĕ, перламутр. Его наскобленным (хырса) порошком лечат глаза. Н. И. П. Ĕнчĕ тӳмме (пуговица) питĕ çутă пулат, шуррăн-кăвакăн курăнса тăрат. Ăна, хырса, ялхах (темная вода) илнĕ куçа яраççĕ. Н. Карм. Ĕнчĕ, перламутр; ĕнчĕ тӳме, перламутровая пуговица. Ст. Семенкино. Ĕнчĕ ― перламутр. Буин. Ĕнче (sic!), маленькая пуговица для рубашки. Стюх. Ĕнчĕ, перламутр. IЬ. Ĕнчĕ тӳмми, перламутровая пуговица. || «Бисер». Альш. Ĕнчĕ — бисер. IЬ. † Ĕнчĕ пушмак (вышитые бисером?) шур чăлха. Хурамал. Ĕнчĕ сарăрах пулать, пĕтĕм тенкĕрен çӳхерех пулать. IЬ. † Аслă шыва кĕтĕм: ăшăк, тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур, тесе. Из этого и пред. примеров видно, что первоначальное значение слова в Н. Кармалах уже забыто.
чăн ĕнчĕ
первоначально — настоящий жемчуг, теперь — перламутр. Н. И. П. Чăн ĕнчĕ — «настоящий перламутр».
ĕнчĕ пушмак
повидимому, башмаки, вышитые жемчугом. Теперь этого выражения не понимают. Каша. † Ĕнчĕ пушмак, шур чăлха, кирĕк тимĕ, тиетрем? Тайба. † Ĕнчĕ пушмак шур чăлха, кирĕк тивми (sic!) тиетрим? Альш. † Ĕнчĕ пушмак, шур чăлха: кирĕк тимĕ, терĕн-ем? IЬ. † Чĕнтĕр çиппи чăлха, ĕнчĕ пушмак: епле пусам-ши нӳр çине (на сырость)? Рак. † Чĕнтĕр çиппи чăлха, ĕнчĕ пушмак.
ĕнчĕ-пĕнчĕ
неизв. выражение в загадке; первая часть ― то же, что предыд. сл. Рак., Альш. Ĕнчĕ-пĕнчĕ, кĕленче çинче пĕр пĕрчĕ. (Куç). См. энчĕ-менчĕ.
ĕнчĕ хăва
жемчужная ива? Собр. Аякран пăхсан, тамăр хăва; патĕнчен пăхсан, ĕнчĕ хăва. (Кантăр).
ĕнчĕ
назв. праздника у верх. чув. Юрк. Сомн.
енчĕк
(jэнζэ̆к,—џ̌э̆к'), кисет; кошелек; кожаный кошелек для денег. Изамб. Т. Енчĕк ― кисет для денег или для табаку. Щ.С. Енчĕк — кожаный кошель для денег, вешался на пояс. IЬ. Ĕлĕк, турă çынсене укçа вайлеçнĕ (sic!) чухне, вырăссем укçа илме мих илсе кайнă, çавăнпа вĕсен укçа нăмай. Чăвашсем енчĕк анчах илсе кайнă. Енчĕк ăшне укçа сахал кĕнĕ, çавăнпа чăвашсенчен пĕр пуян çын та çук. Альш. Хĕрсен чĕрçитти кантрисем çумĕнче, пысăклăх çумĕнче, енчĕк (кисет) пулать. Вăл енчĕкне çавракарах тăваççĕ те, пиччĕн енĕшне темĕнле-темĕнле татăк-татăк улалатса çĕлеççĕ хăшĕ. Унта хăнасем панă укçисене яраççĕ. КС. Енчĕк — мешочек у женщин; в него кладут нитки, шнурки и пр. СПВВ. НН. Енчĕк — хĕр-арăмсен пилĕк-çыххи çумăнчи кĕсйи. Пшкрт. jӓнџэ̆к, то же, что енчĕк. Ст. Шаймурз. † Авалхи те тенкĕ, кив тенкĕ, енчĕк тĕпне ярса пулмарĕ. Старинную серебряную монету не пришлось положить в кошелек. Сред. Юм. † Енчĕк тõлли окçи пõр, пĕтĕм пасара хăй пõхать. Шел. 31. Тарай тутри енчĕкĕ пурте пурçăн шерепи. Юрк. Старик, виçĕ çĕр тенкĕ укçине аллине илсе, укçа йнчĕкне чиксе хурат. Бел. Гора. † Саратав (= Саратту) енчĕк сар енчĕк; тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмар. IЬ. Енчĕк — укçа хуракан сăран хутаç. Альш. † Пире укçа памасан (если не даст), шăши кастăр енчĕкне, арлан тулттăр укçине; пире укçа парсассăн, шăши юсĕ сыхлатăр. || Украшение (у женщ.). На грубом рисунке из Шибач. изображено так: [[Image:]]Сбоку приписано: «моркка». Сёт-к. Енчĕк — женск. украшение. Юрк. † Утса-чупса çырла пухат кунсем шăрăх вăхăтра; енчĕк çӳçи тытса йĕрет пит асăннă вăхăтра. || Scrotum. Шибач. || Вымя. Торп-к. Качаки вăрмана кайса килчĕ те, йорлать, тет: хир, хир вути татрăм, хир, хир орлă каçрăм; енчĕкĕм толи (= толли) сĕтĕм пор, муþ хоппи толи çăвăм пор, тесе йорлать, тет. Чураль-к. † Енчĕк тулли сĕтĕм пур, мăйăр хуппи тулли пылăм пур. (Юмах юрри). См. кача. || В одной песне встречается вм. ĕнчĕ. N. † Атăл варринче шур енчĕк (lege: ĕнчĕ); ăсса илес чĕ, ăсми çук.
енче
неизв. слово. И. Пин. Енче пенче кĕленке ăшĕнче шпĕр енче. (Чун). См. Ĕнчĕ.
енчĕ-менчĕ
, неизв. слово в загадке о душе. Собр. 159°. Енчĕ-менчĕ, кленче çинче пĕр пĕрчĕ. (Чун). В Альш. есть загадка: «Ĕнчĕ-пĕнчĕ (с двумя ĕ), кĕленче çинче пĕр пĕрчĕ. (Куç.)». Выражение «ĕнчĕ-пĕнчĕ» в загадке встреч. и в Таяпа-Ентĕри.
инчĕ
неизв. слово в загадке; м. б. то же, что ĕнчĕ «жемчужина». Салагаево. Инчĕ, пинчĕ, хывăх çинче пĕр пĕрчĕ. (Патша).
жемчуг
сущ.муж., множ. жемчуга
ĕнчĕ (шапа хуранĕнче чăмăртанса пулакан хаклă чул); украшения из жемчуга ĕнчĕ капăрлăхĕ
жемчужный
прил.
ĕнчĕ -ĕ; жемчужное ожерелье ĕнчĕ мăй çыххи
имитация
сущ.жен. (син. подделка)
евĕрлев; евĕрлени, ... евĕр туни; имитация испуга хăранçи пулни; это не жемчуг, а лишь имитация ку вăл чăн ĕнчĕ мар, ун евĕрлĕ шăрçа кăна
бисер
вĕтĕ шăрçа; ĕнчĕ.
жемчуг
м. ахах, ĕнчĕ.
жемчужина
ж. 1. ахах пĕрчи, ĕнчĕ пĕрчи; ĕнчĕ шăрçи; селем; 2. перен. ахах; жемчужина русской литературы вырăс литературин ахахĕ.
зерно
с. 1. пĕрчĕ; тырă, тĕшĕ; крупное зерно шултра пĕрчĕ; 2. собир. (семена) тырă, тырпул, тĕштырă; семенное зерно вăрлăхлăх тырă; 3. прям. и перен. (крупинка) пĕрчĕ, тĕпренчĕк; жемчужное зерно ахах пĕрчи, ĕнчĕ пĕрчи; 4. перен. (зародыш) тĕшĕ, тĕвĕ, пуçламăш; зерно истины чăнлăх (е тĕрĕслĕх) пуçламăшĕ.
имитация
ж. 1. по гл. имитировать; 2. (подделка) тĕслĕ (е евĕр, пек) туни; имитация жемчуга ĕнчĕ евĕр туни; имитация дуба юман хами тĕслĕ туни.
искатель
м. 1. шыравçă, шыракан; искатели жемчуга ĕнчĕ шыракансем; 2. тех. искатель (объекта тупма туса лартнă прибор — фотоаппаратра е телескопра); ◇ искатель приключений мыскарасем (е приключенисем) шыраса çӳрекен; искатель руки авланас (е мăшăрланас) текен, хĕр çураçакан.
ĕнчĕ
энҗә
ĕнчĕ
«жемчуг»; др. тюрк. йинчӳ, КБ, МК, Замахш., АФТ инчӳ, уйг. ӳнчэ, азерб., тур. инчи, кирг., кумык, инжи, казах., узб. инжухӳнжи, к. калп. хинжи, ойр. дьиндьи, тат. энже, башк. ынйы «жемчуг». Слово заимствовано из кит. яз.: чон-чу «настоящий жемчуг».
Çавăн пекех пăхăр:
ĕнтрĕклен Ĕнтрукка ĕнттер ĕнтяк « ĕнчĕ » ĕнчĕ пушмак ĕнчĕ хăва ĕнчĕ-пĕнчĕ ĕнчĕллĕ Ĕнчĕпек