Умсăмах

 

Чăваш чĕлхинчи чĕрчун ячĕсен словарьне халиччен пĕтĕмлетсе, системăласа кăларни пулман. Анчах вăтам тата аслă шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ял хуçалăх специалисчĕсене, çутçанталăка юратакансене, хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансене кун пек словарь кирли тахçанах сисĕнетчĕ.

Ку таранччен чăваш вулавçи валли чĕрчун ячĕсене нумайрах кĕртнĕ пĕртен-пĕр словарь М. К. Костинпа В. И. Игнатьев хатĕрленĕ «Русско-чувашский словарь сельскохозяйственных терминов» ятлă кĕнеке пулнă (Шупашкар, 1976). Анчах ку словаре кĕртнĕ чĕрчун ячĕсем чăваш халăх пурнăçĕнче, хуçалăхĕпе культуринче усă курма ытла та çителĕксĕрри сисĕнет. Унта хамăр таврара пурăнакан чĕрчунсен ячĕсене те кĕртсе çитермен. Хальхи вăхăтра пирĕн вулавçăна пĕтĕм тĕнчере пурăнакан паллăрах чĕрчунсен ячĕсене пухса кăларнă словарь кирлĕ. Мĕншĕн кирлĕ-ха кунашкал словарь? Пурнăç аталаннăçемĕн тĕнчери чĕрчунсенчен хатĕрленĕ апат-çимĕç, тум-тир, атă-пушмак, сувенир тата ытти тавар туса кăларасси ӳссех пырать. Вăл тавара пирĕн таврана та, Чăваш Республикине, йышлăн кӳрсе килме пуçларĕç. Тавар туянакан çимĕçе е япалана мĕнле чĕрчунран тунине пĕлесшĕн, анчах çав чĕр чунсен ячĕсене вăл илтмен те вĕт-ха. Çавăн пекех республикăмăрăн тĕп хулине çулсеренех зоопарк е зооцирк илсе килсе чăваш çыннисене тĕнчере пурăнакан чĕрчунсене эрни-эрнипех кăтартса, паллаштарса пурăнаççĕ. Чĕрчунĕсене куратпăр, анчах ячĕсемпе паллаштаракан пирĕн пĕр кĕнеке те çук-мĕн. Е тата юлашки çулсенче хамăр тавралăхра ку таранччен тĕл пулман, ытти çĕршывсенче пуранакан хаклă йышши чĕрчунсене илсе килсе Чăваш енче ĕрчетме пуçларĕç. Акă, Америкăран илсе килнĕ чĕрчунсем — ондатра, шиншилла, шашка, нутри — пирĕн патра чиперех пурăнаççĕ. Магазинсенче тĕрлĕ-тĕрлĕ ятлă тинĕс чĕрчунĕсенчен хатĕрленĕ консервăсем сутаççĕ. Çав ятсем çинчен пĕлетпĕр-и-ха эпир?

Пурнăçра çакăн пек те килсе тухать. Хаçат-журналта чĕрчунсем çинчен статья пичетлесе кăлармалла-и е издательствăра чĕрчун тĕнчи çинчен кĕнеке кăларас тетпĕр-и, чĕрчун ячĕсене чăвашла палăртса çитермен пулсан, авторсене асăннă ĕçсене пурнăçлама чăрмав ĕнтĕ. Шкул ачисене е пур вулавçăна та кĕнеке-журналта вуласа пĕлнĕ чĕрчунсен ячĕсене чăвашла пĕлменни ăнлав тума чылай чăрмантарать.

Çаксене шута илсе, словарь авторĕсем халиччен тухнă чăваш-вырăс, вырăс-чăваш словарĕсене, термин тата диалектологи словарĕсене, çутçанталăк çинчен çырнă кĕнекесене, учебниксене пăхса тухса, чĕрчунсен ячĕсене пĕр çĕре пухма тăрăшнă, йĕркене кĕртнĕ. Май пур чухне чĕлхемĕрте çук ятсене авторсем хăйсем тунă.

Ку словаре вĕренӳ пособийĕсенче, ял хуçалăх литературинче, наука ĕçĕсенче час-часах тĕл пулакан чĕрчунсен ячĕсене кĕртме тăрăшнă.

Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Яндекс: 41001106956150

WMR: R028110838271

PayPal: np@chuvash.org