п.с. 1. Апат-çимĕç çини; сăй. Вăраха пымарĕ апатлану. В.Тимаков, 1984, 33 с. Б.Чиндыковăн «Çур çĕр хыççăнхи апатлану» драмăлла повеçĕ. Я-в, 1989, 6 /, 25 с. Пурăннипе, апатланупа тата çул çӳревпе çыхăннă тăкаксене хуçасем хăйсем çине илеççĕ. Х-р, 11.09.1996, 1 с. [Пĕчĕк] ачан кун йĕркийĕ апатлануран, çывăрнă тата çывăрман вăхăтсенчен тăрать. С-х, 2000, 36 /, 3 с.
— совет салтакĕн апатланăвĕ (А-и, 1992, 22 /, 2 с.); юлташла апатлану (У.Улхаш, 1993, 36 с.); каçхи апатлану (В.Эктел, 1996, 32 с.).
2. Апат-çимĕç çитерессине йĕркелени; халăха тăрантни, сăйлани. Суту-илӳпе обществăлла апатлану предприятийĕсем. КЯ, 22.09.1973, 2 с.; Х-р, 21.07.1992, 1 с. Обществăлла апатлану управленийĕ. К-н, 1984, 16 /, 8 с.; Х-р, 25.12.1997, 3 с. Малтан-лăха [Турцирен килнĕ] хăнасем Шупашкарта пĕр апатлану пунктне уçма калаçса татăлнă. Т-ш, 1998, 12 /, 4 с.
— апатлану çурчĕ «столовăй» (К-н, 1982, 19 /, 5 с.; К-н, 1984, 18 /, 4 с.); апатлану керменĕ «ресторан», «кафе»(Я-в, 1995, 10 /, 110 с.; ХШ, 1999, 4—5 /, 114 с.).
— ВЧС, 1971, 509 с.; ВЧС, 1951, 473 с.
Çавăн пекех пăхăр:
апатлă апатла апатлан апатлантар « апатлану » апатпа кай апатриды апах мар апачĕ-масарĕ апачлĕх