1.
соглашаться, выражать согласие
пуринпе те килĕш — согласиться со всеми
хаваслансах килĕш — согласиться с радостью
вăл килĕшмесĕр турткаланса тăрать — он что-то мнется и не соглашается
шутласа тăмасăрах килĕш — согласиться не задумавшись
сирĕнпе пĕтĕмпех килĕшетĕп — я вполне согласен с вами
эсир килĕшетĕр пулсан — с вашего согласия
2.
договариваться, уговариваться
килĕшмелле мар условисем — неприемлемые условия
килĕшсе татнă ĕç — полюбовное соглашение
3.
торговаться
рядиться прост.
хак килĕш — сторговаться в цене
килĕшнĕ хак — договорная цена
4.
сватать
хĕр килĕш — сватать невесту
5.
нравиться
пĕр-пĕрне килĕш — нравиться друг другу
килĕшми пул — впасть в немилость
— ку картина сире килĕшет-и? — вам нравится эта картина?
— килĕшмесĕр! — еще бы!
6.
соответствовать чему-л., согласовываться с чем-л.
наукăпа килĕшсе тăман пĕтĕмлетӳ — антинаучный вывод
7.
идти, быть к лицу
сана ку костюм килĕшет — тебе идет этот костюм
8.
быть подходящим, годным, подходить
капла хăтланни ăна килĕшмест — ему не годится так вести себя
9.
идти впрок, быть на пользу
ăна курорта кайни килĕшнĕ — поездка на курорт пошла ему на пользу
мана кăнтăрти климат килĕшмест — мне южный климат противопоказан
10.
мириться
вĕсем килĕшнĕ — они помирились
соглашаться
уговариваться (почем)
быть к лицу
быть приличным
(к’ил’э̆ш), то же, что кил-йыш, семейство. Ходар. Чӳклемере ятлаçу-вăрçу пулсан, тепĕр чӳклемеччен килĕшре пĕр çын вилет, теççĕ. Ib. Чипер тырра-пулла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет (хозяин дома), çырлах! («Чӳклеме»). С. Алг. Килĕшпе чӳклетпĕр пăтă. Спаççипă турра-пӳлĕхе, лайăх алла тырра-пулла илтĕмĕр, тепĕр кĕркуннеччен лайăх ырлăх-сывлăх пар. Çырлах, амин. С. Дув. † Эпĕ пырас килĕше элек парса тултарнă. (Хĕр йĕрри). N. Хăй килĕшпе, со своей семьей. Çĕнтерчĕ 18. Эсир килĕшĕпе, çакă манăн сурчăка (плевка) тăмастăр! Сиктер. Килĕшпе, çуртăм-йĕрĕмпе, ачам-пăчампа, çемьемпе, тĕрĕс-тĕкел тăма пар. Ib. Килĕшпе хĕрт-сута (так!) чӳк тăваççĕ Шептак. Акун килĕшпех лайăх порначчĕ (= порнаççĕ), сана пысăк салам яраччĕ. КАЯ. Тфу... Сире урнă йăтă туллани-мĕн? Е килшĕртине (так!) туллани?
(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.
килергә
[kileŝ]
plaĉi (plaĉu), konsenti (konsentu), taŭgi (taŭgu)
вăл мана питĕ килĕшет — li (ŝi) tre plaĉas al mi
пĕр-пĕрне килĕш — plaĉi unu al alia
эп(ĕ) санпа килĕшетĕп — mi konsentas kun vi
сана çак кĕпе питĕ килĕшет - tiu ĉi robo tre taŭgas (konvenas) por vi
1. «соглашаться», «договариться», «мириться»; 2. «идти к лицу», «нравиться»; башк., тат. килеш, уйг., узб., кирг. келиш, казах., к. калп., ног. келис, алт. в келиш, келис, туркм. гелиш, хак. килис «соглашаться», «договариваться», «прийти к соглашению»; в кирг., казах., к. калп., башк., тат. ещё «мириться»; сверх того в башк., тат. «идти к лицу», «приличествовать», «нравиться». Чув. килĕш представляет собой форму взаимн. залога от глагола кил «приходить».
Çавăн пекех пăхăр:
килĕн килĕнтеш килĕрен килĕрен килле « килĕш » Килĕш киремет килĕш пăтти килĕш пăтти юсманĕ килĕш тăван килĕш-чикĕ