Шырав: лизинг
Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)
лизинг (машинăсене, производство çурт-йĕрне, транспорт хатĕрĕсене вăрах вăхăтлăх арендăна пани)
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
ç.с., фин., экон. Техникăна (е урăх пурлăха) майĕпен тӳлесе татмалли йĕркепе тара илни; аренда. Çакмалли-кăлармалли техникăна ... лизинг мелĕпе туянма пулать иккен. Х-р, 17.04.1996, 3 с. Колхоз топливо тата электроэнерги шучĕпе укçа перекетлесшĕн, лизинг йĕркипе çĕнĕ машинăсем илсе чуралăха кĕрсе ӳкесшĕн мар. ЧÇ, 1998, 14 /, 11 с. Виçĕм çул лизингпа икĕ трактор туяннă. ХС, 1999, 23 /, 2 с. Лизинг ял хуçалăх экономикине тĕреклетме пулăшать [Пуçелĕк]. Х-р, 2.12.2000, 2 с. — лизинг операцийĕсем (Х-р, 8.04.1993, 4 с.); лизинг фончĕсем (ХС, 18.11.1997, 1 с.); лизинг компанийĕ (Т-ш, 1999, 32 /, 3 с.; Х-р, 7.04.2001, 1 с.); лизинг ĕçĕсем, лизинг килĕшĕвĕ (Х-р, 2.12. 2000, 2 с.); — финанс лизингĕ, «Чăвашагропромлизинг» (Х-р, 2.12.2000, 2 с.).