ç.с. Халăхăн пурнăç палă-рăмĕсен тата пултарулăхĕпе çитĕнĕвĕсен пĕрлĕхĕ (тĕнче курăмĕ, чĕлхи, тум-тирĕ, йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ т.ыт. те); культура. Чăваш халăхĕн тата мĕнпур Чăваш енĕн ирĕкĕпе чысĕ, ырлăх-сывлăхĕпе ăспурлăхĕ (культури). В.Станьял //Х-р, 19.12.1991, 2 с. Çак тапхăрта тăван чĕлхе, ăспурлăх (культура) пирки калаçни теприне тарăхтарать те пулĕ. А.Смолин //Х-р, 17.03.1992, 5 с. Пирĕн этикетра ун [хурав] валли ăспурлăх çителĕклĕ. Х-р, 3.10.1992, 2 с. Çак музей пирĕн ăспурлăхăн, культурăн уйрăлми пайĕ. Ç-т, 1995, 4—5 /, 31 с.
— тăван йăх ăс пурлăхĕ (ЧС, 1993, 10 кл., 3 с.); тăван халăх ăс пурлăхĕ (ЧЛ, 1994, 11 кл., 6 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
ăспару ăспаруçă ăспуç ăспуçлă « ăспурлăх » ăсран кай ăсран яр ăссăн ăссăр ăссăрлăх