1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) вуннăмĕшĕ. Вьетнам, Китай, Япони, ... ытти хăш-пĕр çĕршывсен календарĕнче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă. Çав ятсем 12 çулхи çаврăмпа ылмашăнса пыраççĕ. Вĕсем çаксем, 1. Йĕкехӳре (Шăши). 2. Ĕне (Вăкăр). 3. Тигр. 4. Куян (Кролик). 5. Аç-таха. 6. Çĕлен. 7. Лаша. 8.Сурăх (Така). 9. Упăте. 10. Автан (Чăх). 11. Йытă. 12. Сысна (Кабан). КЯ, 15.05.1988, 4 с. Шухăшлавçăсем, ăсчахçăсем Автан çулĕнче çуралаççĕ. ЯБ, 1990, 1 /, 62 с.
— Автан çулне кĕр (Х-р, 22.03.1993, 4 с.; ÇХ,1998, 1 /, 5 с.).
2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Автан çулĕнче) çуралнă çын. Автана кăçал ĕмĕтсем татăлни кулянтарма пултарать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автансем ... çĕнĕ çула та асăрхануллăн йышăнаççĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Автан çитес çул чылай лăпкăрах тата ирĕклĕрех пурăнма пултарать. ÇХ,1999, 49 /, 8 с.
— Автан-хĕрарăмсем, Автан-арçынсем (Х-р, 31.12.1992, 3 с.).
3. П.п., калаç. Ирĕлтернĕ сахăртан ачасене ĕмме хатĕрлекен пылак çимĕç. П.Большаков хăйĕн килĕнче пылак автансен «инкубаторне» уçнă. К-н, 1966, 9 /, 12 с. Сахăртан тунă «автан». Х-р, 20.01.1994.
4. П.п., калаç. Чупкăн арçын; хĕрарăм кĕтӳççи, ĕревĕç. Пĕлтĕр мана «автан» тесе чĕнетчĕç. Çук, Автан çулĕнче çуралнăран мар, чиперккесене час-час улăштарнăран. ÇХ, 1998, 42 /, 10 с. Çав мехелпех пуçлас пуль сăмаха... Каçтака мар, автан шырамалла. ТА, 1998, 1 /, 36 с.
Çавăн пекех пăхăр:
австрийский австрийцы автă автăр « автан » автан çăмарти автан алки автан вăрли автан йĕтесси автан кĕлли