п.с. Çуралнă вырăнтан аякра пурăнакан ентешсен пĕрлĕхĕ; çĕртешлĕх. Чылай сӳтсе явнă хыççăн «ентешлĕх» тумалли шухăшпа тăваттăш те килĕшрĕç. П.Осипов, 1971, 345 с. Ентешлĕхсем, общинăсем хулара [Питĕрте] йĕркеленсе, чăмăртанса пынă тапхăр. Х-р, 6.09.1996, 3 с. Тав, ентешлĕх! Эс пире чĕнсе пухрăн пĕр çĕре. Ç-т, 1998, 2 /, 8 с. «Шупашкар таврашĕ» ентешлĕхĕн ĕç планĕнче ... çул-йĕр музейне уçасси тăрать. ЧЕ, 1999, 8 /, 5 с.
— ентешлĕх туйăмĕ (Х-р, 10.10.1992, 2 с.); ентешлĕх тымарĕ (Х-р, 28.02.1997, 4 с.);
— чăваш студенчĕсен ентешлĕхĕ (Я-в, 1990, 6 /, 13 с.); ял ентешлĕхĕ (ХС, 1999, 13 /, 3 с.); Вăрнар районĕн Шупашкарти ентешлĕхĕ (Т-ш, 1998, 13 /, 9 с.); Шупашкарти Трак ентешлĕхĕ (ХС, 1999, 1 /, 2 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
Ентепи ентер Ентер çуч ентеш « ентешлĕх » енти Ентиер Ентийер Ентимĕр Ентирек