Шырав: хурăн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

класться; быть положенным, быть заложенным. Сала 190. † Тилхеписем пурçăн пулинччĕ, хумасăр хурăнса тăринччĕ. Тимĕрçен. † Тимĕр-кăвак лаша, шурă пĕкĕ кӳлмесĕр кӳлĕнсе тăринччĕ! Шурă пурçăнпа явнă шурă тилкепе хумасăр хурăнса тăринччĕ!
хорăн, береза (Веtula). Ст. Чек. Хурăн виçĕ тĕслĕ пулать: хура хурăн, хап-хура, кăчăкăсăрри — ама хурăн. А.-п. й. 62. И-и-и, лăс хурăн, лăс хурăн, хăвăн патна çуркуннеччен пурăнма яр-ха, тет. N. И лăс хурăн, лăс хурăн, лăсĕпеле илемлĕ. М. Сунчел. Картлă-кĕртлĕ пашалу, кукăр-макăр хурăн. Нюш-к. Пĕчик хурăна ватă çынсем лартаççĕ, çамрăк çынсен лартма юрамас тет, мĕншĕн тесен хурăнĕ лартакан мăйĕ пек ӳссе çитсен, лартаканни вилет тет. Чураль-к. Хурăн кассан — хĕрарăм вилет тет (во сне). Орау. Ватăсем хурăнран нихçан та туя тумаççĕ. Ib. Хурăн хуллипе выльăха çапмаççĕ. Ĕлĕкрех хурăн шăппăрипе выльăх çӳрекен вырăна та шăлман. Вите урайсене ватăсем хурăн шăппăрипе шăлтармаççĕ. Выльăхĕ хĕсĕр пулат, ĕрчемест, теççĕ. Собр. Кĕсреье хурăн хулипе çапсан тике тумас тет. Эльгер. Ăвăс, хурăн... кăштăртатрĕç,— чухенеççĕ ăш çилпе. Ир. сывл. 35. Хĕрсен кĕлетки-çурăмĕ шур хурăнăн туйăнать. Ib. Шап-шур хурăнсем хĕр-упраç пекех выллянтараççĕ пӳне, пит-куçне. Ст. Чек. Кĕçнаксăн (дер. Малая Акса) хурăн пур, вăл хурăна ялпа тухса чӳклемесен... Юрк. Кайăттăм, тăван, çулпалан, икĕ аяккинче хурăн шур. Выльăттăм, кулăттăм, тăван, çамрăк пуçра хуйхăм пур. Якейк. † Хорăн айăн çол турăм. Я проложил дорогу под березами. ГФФ. † Хорăн котĕнчи хорăн çырли, Земляника у корней березы. ГФФ. † Мăн çол орлай каçрăмăр хорăн çулчи солхĕнпе. Мы переехали через большую дорогу в тени листьев берез. А.-п. й. 62. Вăрман хĕрринче кĕмĕл хурăн ларать хумханса. Пазух. † Вăрман илемне мĕн кӳрет? Хурăн çулçи — çав кӳрет. Айб. Унтан вăл (лисица) хурăн хуппи сӳсе илчĕ тет те, хурăн хуппи çине пылчăкпа çыру çырам пекки турĕ, тет.

Çавăн пекех пăхăр:

хурăлхан хурăм Хурăмвар хурăмлă « хурăн » Хурăн çерем хурăн çулçи хурăн çырли Хурăн çырми хурăн вотти

хурăн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150