ан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ан), i. q. (то же, что) авăн. Б. Олг. Первой ан хоратпăр. Первой хоратпăр хылчăклă (хыл’џы̆клы̆) тырă, орпа кĕлти, каран хоратпăр — сĕлĕ çапатпăр. Ан типĕтетпĕр вотăпала; лере, чуашалла, олăмпа типĕтеччĕ. Ан çапса кӳртетпĕр киле, пурая хуатпăр, ампара. Сначала мы садим овин. Прежде всего мы сушим остистый хлеб — ячмень, а потом сушим и молотим овес. Мы сушим хлеб дровами а там, дальше в чуваши, сушат соломою. Обмолотивши, привозят домой и ссыпают в сусеки, в амбар.