çулан
I. возвр.
облизываться
çуланкаласа лар — сидеть облизываясь
çуланса ил — облизнуться
çулан
II. возвр.
маслиться, замаслиться
промаслиться
çуланса кай — стать масленым
çуланса ларнă тумтир — замасленная одежда
Хуран тытсан ал хуралать, сĕт-çу тытсан ал çуланать. — посл. С котлом возишься — руки в саже, с молоком-маслом возишься — руки в масле. (соотв. С кем поведешься, от того и наберешься).
çулантар
I.
понуд. от çулан
çуллан
II. диал.
1.
то же, что çулан II
çулан
маслиться. Юрк. Ни çăвĕ ирĕлмест, ни икерчи çуланмаст. Султангул. † Тутам-çăварăма шăла-шăла шурă алшăлли çуланчĕ. || В перен. смысле. Якейк. Чĕлхи-çăварĕ те çуланса карĕ (= пакарти хĕрнĕ, пит калаçакан полнă; о пьяном). Ск. и пред. чув. 73. Икĕ пысăк кăмака, тĕрлĕ апат пăсланать; ялти тантăш-тăвансен тута-çăвар çуланать. Ib. 48. Куçĕсем хĕрлĕ, çуланса кайнă (стали масляными). || Облизываться. Альш. Кашкăр пулла çисе ярат, тет: çулантăм-пăхрăм — çулă пулчĕ, тутантăм-пăхрăм — тутлă пулчĕ; тата парччĕ, тилĕ тус, тесе, калат, тет (волк). Рак. Урам тăрăх шăши çуланса çӳрет. (Эрех ĕçнĕ çын). N. Мур кушакки, епле çуланса ларат.
çулантар
понуд. ф. от çулан. || Бить, колотить. Т. VII. Пит хытă çулантара (дубасить, колотить) пуçларĕ. Букв. 1886. Атте варт çавăранчĕ те, мана хулăпа çулантара пуçларĕ. N. Анне мана хытă кăна çулантарчĕ çав.
хĕлле
зима, зимнее время; зимой. N. Хĕлле = хĕл. Кан. Хурт-хăмăршăн чи йăвăр вăхăт вăл — хĕлле. N. Хĕллене кĕриччеи пур хваттер те хатĕр пулать. Орау. Ун чухне хĕллеччĕ (была зима), çанталăк пит сивĕччĕ. N. Кунта çанталăк питĕ ăшă, хĕлле пулман-халĕ. Çутт. 53. Хĕлле пуларахпа аш, чăх-чĕп, тир килет. Баран. 118. Вĕсен çулçи хĕллене пĕтĕмпе тăканса пĕтет. Якейк. Халь хĕлле пек пĕре те туйăнмасть. N. Вăрман çук çĕрте хĕлле пулин пур юр та çырмасене кайса тулать. N. Пилĕк теçеттине çарантан пухнă утă хĕллене çитмерĕ. N. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваç. Хăшĕ хĕлле тăваç, хăшĕ çăварнира туса иртереç. N. Тата хĕллен те, çулан та хăйсенĕн арасна тĕсли пит нумай. У зимы и лета много разнообразаого (различного, разницы). ХЛБ. Тирĕслĕке хĕллесĕр турттарма юрамасть пулсассăн (хуларан), ăна турттар та ана çине лавĕ-лавĕпе, вун утăмран-и, вуникĕ утăмран-и, тăк. Юрк. Хĕллешĕн (на зиму) хатĕрлесе хучĕç. Кан. 1929, 184. Такам тунă çав хĕллене, тесе вăрçаççĕ вара пирĕн пек тумтирсĕр чухăнсем. Ib. 1929, 175. Тивĕшри 8 çул вĕренмелли шкулта иртнĕ хĕллеренпе турăсăрсен ячейкки ĕçлет. N. Хĕллепе çула. N. Тырă вырма тухрĕç, хĕлле те пулчĕ. Изамб. Т. Хĕлле хăшĕ вăрмана каяççĕ, хăшĕ çăпата туса тутарсене сутаççĕ. Юрк. Хĕлле çӳрекен çул юртан çӳлĕ пулсан, тырă пулать. Н. Тим. Хĕлле сивĕ пулсан, çăвла ăшă пулат. N. Хĕлле тота, çула вуçă. (Аркăпли). Зап. ВНО. Хĕлле мăнтăрланать, çула начарланать. (Арпа лаççи). Янтик. Хĕлле — çулла, çулла — хĕлле. (Нӳхреп). А.-п. й. 65. Вĕсем çавăнпа кутаранчченех хĕлле те, çулла та, ĕмĕр-ĕмĕрех симĕс юлнă, тет. Оп. ис. и. II. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пӳрт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - что не выстроила летом дома из костей.
пресмыкаться
несов. перед кем-чем йăпăлтат, çулан, явкалан.
промаслиться
сов. çулан, çуланса пĕт (е кай), çу вит.
просалиться
сов. çулан, çу çап, çуланса кай (е пĕт).
Çавăн пекех пăхăр:
Çулав Çулав çырми çулак çулаллă-мĕнлĕ « çулан » çулантар çуланчăк çулаттар çулахи çулахи кун