Шырав: еркĕн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ерĕшке

диал.
то же, что еркĕн

еркĕн

любовник, любовница
еркĕнпе пурăн — быть в интимной связи с кем-л.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

такмакла

(-ла), сочинять песни (такмак); петь частушки. Ст. Чек. Альш. Çав хваттирте хĕрсем ташлаççĕ вара, юрлаççĕ, такмаклаççĕ. Ib. Çывăрмалла пуличчен тек юрла-юрла, такмакла-такмакла ташлаççĕ. || Говорить такмак’ом, т. е. размером. Ерк. 124. Чĕкеç туйне сиснĕ пек, хăта пулса такмаклать, çав вăхăтрах тĕлĕк пек еркĕн юрри вăл юрлать. Н. Карм. Такмакласа, в виде такмака (т. е. стихами). Калашн. Пĕр вуларăмăр, такмакларăмăр. || Говорить наговор. N. Юмăç карчăк пек тек такмакласа ларат витнă.

еркĕн

(рг'э̆н'), любовник, любовница (так во многих гов.). Панклеи. † Атьăр, ачасам, киле кайпăр, еркĕн кĕтсе тăрать полĕ, ăснă сăри сӳрĕлет полĕ. Сака 519. Акă ку карчăк еркĕннийĕн умне икерчĕ хурат та, калат: асту, хытă ан çи, суккăр та клуххуй тăват пире вăл, тенĕ. Яжутк. † Атĕр киле, ачасем, киле кайма чух пулĕ, ял-ялĕпе (в ориг. ялипе) еркĕн пур, еркĕн кĕтсе тăрать пуль.

еркĕш

любовница, наложница. Описка? См. еркен. N. Пĕр вăхăтра унăн вунпилĕк арăм пулнă, тата вĕсенчен пуçне еркĕшсем те пулнă. (В другом месте той же рукой — еркĕн).

макăр

(магы̆р), плакать, рыдать, {{anchor|DdeLink24721091272258}} „реветь“. Беседы. Çапла каласанах, вăл макăрса яра панă, вара пĕтĕм çул тăрăшшипе макăрса, уласа пынă. N. Мана курсаннах, вĕсем пурте макăрса ячĕç (заплакали). ЧС. Анне куçне те уçимаçт — макрать. Тогаево. Эпир он патне çитрĕмĕр те, вăл пире корса, хĕпĕртесе, макăрса яра пачĕ. Чураль-к. Кайнă чух макăрса каять, килнĕ чух хăсса килет. (Витрепе шыв патне кайни). Регули 227. Старик макра-макра (с плачем) исе карĕ. Ib. 263. Макăрмасăр каларĕ. Ib. 151. Макăрнăран он куçĕ хĕрелне. N. Йăван макăра-макăрах (со слезами; по построению срв. хăра-хăрах) шăтăк патне (к могиле) кайнă. Шинар-п. Пирĕн аппасем макра-макра япаласем çуртран калараççĕ. Б. Хирлепы. † Якку еркĕн-çичĕ еркĕн, çичĕ еркĕн те хыт макрать. N. Кăшкăрса макрать, çуйăхса макрать (тонко, пронзительно, о женщине и ребенке); уласа макрать, ĕсеклесе макрать; вилес пек макрать (самый сильный плач). || Мычать, блеять. Изамб. Т. Ĕне, сурăх, качака макăрать, вăкăр мĕкĕрет. N. Сурăх, качака макăрать. Сред. Юм. Ĕне макрать, сôрăх макрать. Синьял. Çеçен хирте ула ĕне макăрса çӳрет. (Тĕклĕ-тура). || Квакать. Альш. † Шурта шапа макăрат, хирте çĕлен шăхăрат. С. Тим. † Шурта шапа макăрат, пĕтĕм шура ян ярат. || Каркать. Чув. пр. о пог. 248. Ула курак хĕвел тухăçĕ енелле пăхса макăрсан.. (если ворона каркает, смотря на восток...). Собр. Чашкă айĕнче чакак макрать. (Лаша ури айĕнчи юр). || Мяукать (кошка). || Выть. Б. Ильгыши. Йăтă хырăмĕ выçнипа вăрман тăрăх макăрса çӳренĕ, тет. С. Айб. † Çӳл ту çинче сăсар макăрать, тин çуралнă ача сасси пек. || Скулить (о собаке). В. Олг., КС. || О пчелиной матке. Торх. Ама макрать (макрат'). Матка поёт (сидя в маточнике; она уже созрела и готова к выходу из маточника). АПП. † Хурт ами макрать, ай, пыл çукран. || Скрипеть (о телеге). Собр. Урапана çу сĕрмесен, макрат, теççĕ. (Послов.).

вупкăн

вопкăн (вупкы̆н, вопкы̆н), назв. божества (7 разр.). М. Васильев. Аслă вупкăн выльăхсене пăхса тăнă. Хорачка. Вопкăн (чит. вофкăн) пĕтерчи-мĕн (çисе кари-мĕн) санăньня (= санăнне)? теччĕ, çиленсен. Чертаг. Вопкăн пак пĕтерсе порнан! (Брань). Алик. † Ах вупкăн еркĕнĕ! Хăйне çакма саппан çук, пире саппан парса ячĕ! (Свад. п. ). Б. Хирлепы. † И, вупкăн еркĕн хĕр! Хăйне тăхăнма çĕрĕ çук, мана çĕрĕ парса ячĕ! Аттик. Çĕнĕ Макçăм халăхран юлат (в конце моленья), тата унпа пĕрле пĕр пилĕк-улт ватăрах çынсем юлаççĕ. Вĕсĕм хай (т. е. тех) виçĕ сурăха пусса, пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Ăна епле чӳкленине, мĕншĕн чӳкленине пĕлместĕп; анчах ватă çынсенчен: вупкăна параççĕ, тенине илтнĕччĕ. В. Олг. Вопкăн ерсессĕн, поян çын начарланат. Ст. Чек. Вупкăн — страшилище? Г. Т. Тимоф. «Масар вупкăнĕ» упоминается при обряде „пăсташ тасатни“. || Назв. печенья? Цив. Çын чирлесен, вупкăнсем туса тăкни... Мăлтан вĕтĕ салма пек вупкăнсем тăваççĕ... || Обжора. СПВВ. ГЕ. Вупкăн тесе, çăккăр та нуммай çиекен, шыв та нумай ĕçекен çынна калаççĕ. || Назв. болезни. Моркар. Вар ыратсан: вопкăн полна, вопкăнтан вĕрсе памалла, теççĕ. || Назв. прожорливого сказочного существа (горе-злосчастие). Б. Олг. Вопкăн — обжора. О нем легенда: он живет у человека и разоряет его. Пшкрт. Вопкы̆н-Ҕап хыбады̆н! (жрешь). Питушк. Вопкăн пак çиять (обжора). Ст. Чек. Вупкăн куçлă çын — çыннăнне ăмсанакан çын. || Прожорливый. Сир. 142. Вĕсем тĕлне тискер (в рукописи — вупкăн) вĕçен-кайăк пĕлмест. || Брань. Питушк. Вопкăн! Хопларăн, пĕтермĕш! («брань, а не существо»). N. Эй вупкăн путене! пуçсăр (= кутăн, куштан, нахальный) ача тунăшăн пуçна çапса пăрахăп! Алик. † Ах вупкăн еркĕнĕ! (проклятущая любовница)! Хăйне çакма саппан çук, пире саппан парса ячĕ! В. Хирлепы. † И, вупкăн еркĕн хĕр! Хăйне тăхăнма çĕрĕ çук, мана çĕрĕ парса яр! См. Золотн. 27, Магн. М. 134, 247.

улах

(улах, олах), уединенный, уединение. Мар. Егип. Монастырĕ (чит. мăнастирĕ) пушă хирте, улах çĕрте пулнă. Шибач. Ман олах, айта ман пата. N. Эпĕ алăкне тухса питĕрем-ха, урăх никам та ан кĕритĕр, хамăра улах пултăр (чтобы нам быть наедине), терĕ, тет. || Ночное собрание молодежи. N. Осенью и зимою, когда обыкновенно ночи длинные, девушки собираются в одю баню с работами. Позднее туда же являются парни с какою-нибудь музыкою. И начинаются игры, шалости, нередко и драка. Это назыв. улах. В. Олг. Олах. Йокорпа арĕмĕ сара ĕçме кайса, ачисем олаха çĕнчĕç: килĕр, тет, ларма, аттисем перĕн сăра ĕçме кайса. Окаххи ятлă хĕр ачи хĕр тантăшшане чĕнет: килĕр, тет. Похăнчĕç ачасам ларма; арçын ачасам çăпата туаччĕ, хĕр ачасам кăнчала арлаччĕ; тĕрĕ туаканĕ те пор. Вăлсам ларчĕç-ларчĕç те: тавай выльăпăр, тет, чĕпикле, тет. Ĕçлĕк тăхăнса выляччĕ. Пысăкĕсем чĕчĕ тытмалла вляччĕ. Хĕре, çĕклеме исе, тӳшек кокрине исе каять, чеччине тытать, inferiores quoque pertrectct partes. Тепĕри калать: тавай, тет, шу коркипе чĕчĕ виçĕпĕр, тет: камăн чĕчĕ пусăк, камăн пĕчĕккĕ? тет. Тата туаччĕ — мăйăран пĕрне-пĕри çеклетсе тортаччĕ пиççипе. Çине выртса, çĕклесе тăратать тата. Тата, мăклашка çине ларса, ора çине ора хорса, ларас полать, каран йĕп çăртине çип тирс'илес полать. Пăлаттин çине алăпа тытса, çавăрнса, хăпарса выртать — кошт! çӳлелле. Пăлаттин çинчен шăрпăк илмелле, тата похан виттĕр тохмалла, тата кăшăл виттĕр авăнса тохмалла. Атан атиччен лараччĕ. Икшер йĕке арлаччĕ хĕрсем, çинче çин йĕки. Лайăх туакан арçын ача пĕр мăшăр çăната пĕтерет. Онта йорлаччĕ тем тĕслĕ йорă: той йорри, ĕçкĕ йорри; самый лайăх йорăсам вĕренеччĕ, тем тĕслĕ сăмах вораччĕ. Каран тарначчĕ. Варлă хĕрсем лăка кĕрсе йолаччĕ — яшă ачапа яшă хĕр, варлă ачана варлă хĕр, atque ibi mixtis corporibus iuvenilis amoris suavitate stantes perfruuntur. Н. Седяк. Улах шăп, канăçлă вырăн тени пулать. Улаха хĕлле тăваççĕ, пĕрле пухăнса ларса алă ĕç тăвасшăн, праçник каç вăйă-кулăшăн тăваççĕ, ташласшăн. Улаха çамрăк çитĕннĕ хĕрсемпе çитĕннĕ каччăсем тăваççĕ. См. Стюх. чув. 25. Нюш-к. Улах ула кутлă (т.-е. посиденки до добра не доведут и пр. Якейк. Йори калаçрăм çыр хĕрпе олахсенче çăвăрма (= çывăрма). Собр. 209. † Хамăр савнисене кĕте-кĕте, уйăх çурă выртрăм улахра. † Хĕрсем, улаха мĕн-ма тухмастăр чунусене йăпатма? ТРМ. Сирĕн ачăрсем, улаха кайса, пĕчĕкреннех аскăна вĕренеççĕ. † Манăн еркĕн — виç еркĕн; вăсем тăрса юлаççĕ, улах яшки юлатĕ. (Солд. п.). См. Магн. 236.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

фаворит

фаворит (1. пĕр-пĕр аслă, чаплă çын кăмăллакан, юратакан çын); 2. еркĕн; фавориты Екатерины II иккĕмĕш Екатеринăн еркĕнĕсем.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

возлюбленный

прил. 1. савнă, юратнă; 2. в знач. сущ. возлюбленный м., возлюбленная ж. савни; (любовник, любовница) еркĕн.

любовник

м. еркĕн, варли (арçын).

любовница

ж. еркĕн (хĕрарăм).

наложница

ж. уст. еркĕн хĕрарăм.

сводник

м. еркĕн тупкăчĕ.

сводничать

несов. разг. еркĕн тупса пар.

содержанка

ж. уст. содержанка (арçын усракан еркĕн хĕрарăм).

сожитель

м. 1. (по комнате) пĕрле пурăнакан, пĕр пӳлĕмре (е хваттерте) пурăнакан; 2. уст. (любовник) еркĕн; 3. уст. (муж) упăшка.

фаворит

м. 1. (любимец) фаворит, юратнă çын; 2. уст. (любовник) еркĕн; 3. спорт. (обычно о лошади) фаворит, шантараканни.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

ер

«приставать», «следовать за кем-л.»; «связываться», «спутываться»; др. тюрк., чаг. ӓгӓр, кирг. ээр, ээрчип ал, казах., к. калп. ер, ног. иер, туркм. эйэр, башк. эйәр, тат. ияр «пристать», «привязаться», «следовать за кем-л». Производные: еркĕн «любовник», «любовница»; понуд. ерт, кирг. ээрчит, казах., к. калп. ерш «вести за собой»; «руководить». А. А. Юлдашев склонен производить от иe «хозяин» (?).

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

илĕртӳçĕ

п.с. Çавăрма, илĕртме, астарма пултаракан çын; астармăш, астаруçă. Местифотельусал кăмăллă илĕртӳçĕ. Фауст, 1979, 14 с. Чи пысăк илĕртӳçĕсенчен пĕри Иран шахĕ Реза Пехлеви пулнă... Пĕтĕмĕшпе унăн пин еркĕн пулнă. Х-р, 10.09.1996, 3 с. Çамрăк илĕртӳçĕне ручка тыттарнине никам та сисмерĕ. К-н, 2002, 7 /, 11 с. — ВЧС, 1971, 728 с., 730 с.

импотент

п.с. Ар вăйсăрлăхĕпе аптăракан, ар (арлăх) çыхăнăвне кĕме пултарайман арçын; халсăрри. Йывăра кайнă импотентсене ... инкекрен хăтарма çăмăлах мар. В-х, 7.10.1991, 8 с. Вăл хăйне импотент тесе шухăшлать, çак шухăш унăн пуçне пăралать. ÇХ, 2000, 11 /, 3 с. Эпĕ импотент мар, [анчах] ... мана секс пачах та кирлĕ мар. Х-р, 20.07. 2001, 3 с. Импотент ан пул! [Пуçелĕк]. Ар, 2001, 15 /, 4 с. — импотент-арçын (С-х, 2000, 17 /, 3 с.); импотент-еркĕн (Х-р, 18.08.2000, 3 с.); — ВЧС, 1971, 253 с.; — танл., лаша (Ашмарин, VIII, 65 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

ерипе-ерипе ерипен ерипенĕн ериперех « еркĕн » еркĕш Ерле Ермĕнккĕ ермĕш ермек

еркĕн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150