йăпсăрăн
диал.
то же, что йăпшăн
йăпшăн
1.
льнуть, ластиться, жаться к кому-л.
ача амăшĕ çумне йăпшăнать — ребенок льнет к матери
йăпшăн
2.
красться
двигаться скрытно
вар тăрăх йăпшăнса пыр — красться по ложбине
йăпшăн
3.
таиться, скрываться, прятаться
йăпшăн
4. перен.
льстить, заискивать, лебезить
йăпшăнса çӳре — обхаживать кого-л.
йăпшăнтар
понуд. от йăпшăн
кушак
кошка, кот
кошачий
вăрман кушакĕ — дикая кошка
Сиам кушакĕ — сиамская кошка
Çĕпĕр кушакĕ — сибирская кошка
ула кушак — пестрая кошка
кушак ами — кошка
кушак аçи — кот
кушак çури — котенок
кушак тирĕ — кошачий мех
кушак шăтăкĕ — лазейка для кошки (в нижней части амбарной двери)
кушак пек йăпшăн — красться как кошка
Кушак тĕк майлă шăлнине юратать. — посл. Кошке нравится, когда ее гладят по шерстке.
Аллă кушак пĕр пӳртре выртаççĕ. (Шăрпăк). — загадка Пятьдесят кошек в одной избушке. (Спички).
йăпшăн
(jы̆пшы̆н), притаиться; быть вкрадчивым. Полтава. Çĕрле вăрттăн, йăпшăнса, тăшман енне кайс' çӳрет («прокрасться в ночь ко вражью стану») Çутталла 71. Вĕтлĕх-чăтлăх айне кĕрсе ларчĕ. Çуна енелле йăпшăнса пăхать. Ст. Чек. Йăпшăн çӳре, йăпшăнса çӳре. Ходи тихо, не подавая повода сердиться на себя. КС. Йăпшăнчĕ. Приняла такую позу, чтобы можно было подкрасться. Сказки и пред. чув. 21. Вăйăра Чĕкеç енелле вăл йăпшăнать, сулăнать. СПВВ. МС. Ачам, вăл тухрĕ те, йăпшăнчĕ. N. Хăва тĕминчен йăпшăнса пăхса пырать. РЖСЗ. Вăл çемçе чĕлхепе йăпшăнса ыйтнă: халĕ ĕнтĕ эсир пирĕн туррăмăрсене, пĕтĕм халăх пуççапакан турăсене хисеплетĕр-е?... тенĕ. Шибач. Йăпшăнса каять (тихонько), никам кориччен. Янш.-Норв. Унччен те пулмарĕ, тепĕр аяккинчен курăк хушшисемпеле кашкăр йăпшăнса пыра парать. Сир. 23. Вăл сан умăнта йăпшăнса çӳрĕ (лебезит, «как подчиненный перед начальством»). (У КС. = незаметно, но будет выделяться). Янтик. Ха, кушак хӳмме çуммипе йăншăнса пырать! СПВВ. ФИ. Вăрттăн пĕшкĕнсе пынине: йăпшăнса пырат, теççĕ. СТИК. Хайхи Ванькка пирĕн уччиттĕл умĕнче тилĕ пек йăпшăнса çӳрет (подлизывается). Ст. Чек. Йăпшăнса çӳрет — ерипе-кăна, почти то же, что шăлăнса çӳрет. Б. Нигыши. Хай кашкăр йăншăнса пынă та, ачана (ребенка) йăтса тарнă (унĕс). || Сред. Юм. Йăпшăнса йăмахлать (хăймасăр, вăтанкаласа сăмахлакан çынна калаççĕ).
йăпшăн
(jы̆пшы̆н), тихо. Ст. Чек.
ласкаться
несов. к кому ачашлан, йăпшăн, йăпăлтат; ласкаться к матери аннӳ çумĕнче ачашлан; собака ласкается йытă йăпăлтатать.
льнуть
несов. к кому-чему 1. (липнуть) çыпçăн, çыпăç, çыпçăнса лар; 2. перен. (прикасаться, прижиматься) çыпçăн, тĕртĕн, тĕршĕн; 3. (нежно прижиматься) йăпшăн, тĕршĕн; девочка льнула к матери хĕрача амăшĕ çумне йăпшăннă.
притаиться
сов. йăпшăн, лăпчăн, пытан; притаиться за домом çурт хыçне лăпчăн.
притулиться
сов. к кому-чему, разг. тĕршĕн, сĕвен, пытан, лăпчăн, йăпшăн.
Çавăн пекех пăхăр:
йăптăхлан йăпху йăпшăк йăпшăклан « йăпшăн » йăпшăнтар йăпшăт йăпшак йăпшака йăпшаклан