Шырав: пĕркенчĕк

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

пĕркев

то же, что пĕркенчĕк

пĕркенчĕк

1.
покрывало
кравате пĕркенчĕкпе вит — накрыть кровать покрывалом
Пĕр пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ. (Юр). — загадка Вся земля покрыта одним покрывалом. (Снег).

пĕркенчĕк

2.
фата
хĕр пĕркенчĕкĕ — свадебная фата
Пĕркенчĕк пĕркенсе йĕмен хĕр шăналăк витĕнсе йĕнĕ, тет. — посл. Не плакала под покрывалом, наплачешься под пологом. (соотв. Не плакала за столом, наплачешься за столбом).

пĕркенчĕк

3. поэт.
покров, наряд
уйсен симĕс пĕркенчĕкĕ — зеленый наряд полей
çĕр çине хура пĕркенчĕк анчĕ — на землю опустился ночной покров

плед

плед (пысăк ăшă тутăр, пĕркенчĕк)
çăм плед — шерстяной плед
пледпа чĕркен — закутаться в плед

хĕр

невестин
хĕр йĕрри — причитания невесты
хĕр çумĕ — девушки, подруги невесты
хĕр туйĕ — 1) свадьба в доме невесты 2) диал. девичник
хĕр япали — приданое невесты
хĕр вăрла — выкрасть невесту, похитить невесту
хĕр пăх — высматривать, искать невесту
хĕр çураç — сватать невесту
çураçнă хĕр — сосватанная невеста
Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хĕр йĕрри йĕрет. (Сĕтел). — загадка Под одной фатой причитают четыре невесты. (Стол).

хупла

II.

1.
накрывать, покрывать, прикрывать чем-л.
каткана хăмапа хупла — накрыть кадку доской
Шурă пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ. (Юр). — загадка Белая скатерть всю землю одела. (Снег).

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пĕркенчĕн

фата
пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хӳхлесе лараççĕ — под одной фатой плачут четыре невесты

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çĕнĕ-çын шывĕ пуçлани

назв. обряда. Альш. Ирхине тăрсан, çĕнĕ-çынни питне-куçне çăват та, хĕрсеммипе çĕнĕ çын шывĕ пуçлама каяççĕ. Унта темĕн чухлĕ ача-пăча пухăнат: курма пыраççĕ. Вĕсем каяççĕ пусă кутне. Кĕвентипе витрисене пусă кутне хĕрсемми çĕклесе пырат. Пусă кутне çитсен, хĕрсемми витрисене лартат та, шыв аса-ăса парат витрепе. Çĕнĕ-çынни нимĕнсĕрех хĕвеле хирĕç тăрса (хĕвел тухăçнелле пăхса) малтан виçĕ хутчен çăкăнат: аранçĕ-аранçĕ лапчăнса илет. Унтан шыв тултарнă витрене виçе хутчен (виçĕ витре) тапа-тапа йăвантарса ярат — шыва тăкат. Унтан хĕрсемми тата икĕ витрине те шыв тултарат та, кĕвентисене çаклатса, ку çĕнĕ-çынна тыттарат. Çĕнĕ-çынни çĕкличчен, çав кĕвенти çине нухрат хурат. Вăл нухратне хĕрсемми илет хăйне. Вара çĕнĕ-çынни кĕвентепе шыва йăтат та, каллах хĕвел тухăçнелле тăкса виçĕ хутчен çăкăнат. Унтан вара каяççĕ килнелле. Шыв ăсма аяккарах каяççĕ, килти пусран ăсмаççĕ. Урамра ват çын пынине курсан, çĕнĕ-çын чарăнат та, çав çын еннелле пăхса, çекленĕ шывĕпех виçĕ хутчен çăкăнат. Тутине чĕркенĕ явлăкпа тытат-хуплат. Лешĕ ăна хирĕç чарăнат та: аслă çын пул, тет. Явлăкне ăна пĕркенчĕк пăрахсанах параççĕ, вăл вара килте те çĕнĕ хăнана-мĕне кайса киличчен çапла тытса çӳрет. Хапхаран кĕнĕ чух, унтан тата пӳрте кĕрсен, урай варрине тăрса, виçшер хут çăкăнат. Хуняшшĕпе хунямăшĕ, пӳрт урай варринче çăкăннă чух: аслă çын пул, аслă çын пул, тесе лараççĕ. Витрисене лартат та, хĕрсеммипе салма çакаççĕ. Хунямăшĕ пымас унта.

тав-ту

приветствовать. Янш.-Норв. Упăшки арăмне сак çине лартсан, ывăлин (т. е. жениха) ашшĕпе амăшĕ вара тултарса лартнă куркана тав-туса ĕçеççĕ: ашшĕ ывăлне тав-тăвать те, акă çак сăмахсене калать... N. Эсĕ мана аса илсе праçникшĕн пĕр виç курка тав-туса сăра ĕç-ха. (Письмо). N. Тав турĕ те, ĕçсе ячĕ. Пазух. Йĕрке çитмессерен тав-тăватăр, савнă хăнăрсем эпир-и (мы ли желанные гости)? N. Хĕрĕ пӳрте кĕрсен, ашшĕпе амăшне ӳксе пуççапать. Ашшĕпе амăшĕ вăл вăхăтра куркапа сăрă тытса тăраççĕ; вĕсем, сăрине ĕçсе, тав-тăваççĕ: тав сана, хĕрĕм! теççĕ. N. Вара хĕре ĕçтереççĕ тав-туса, пĕркенчĕк илсе пыраççĕ. Корсун. † Тăванçăм тав-тумасăр ĕçмерĕм: тав-тăва, тав-тăва ĕçтерчĕ. Юрк. Чи малтан тултарнă эрех куркине, кӳршипе хăнине тав-туса, хуçи тĕппипех хăй ĕçсе ярать. Тепĕр черккине тултарса, кӳршине тыттарса, ăна ĕçсе пама хушать. Т. VI, 60. Унтан ĕçтерекенни: арçынсене ĕçтерсе пĕтертĕм, тет. Вара кĕл-кĕлекенни: ĕçтерсе пĕтертĕн пулсан, хĕрарăмсене тав-ту, тет. Юрк. Кĕл-туса илсен, лешсем пекех пăраçникпе тав-тăваççĕ, мĕн тăваççĕ, укçа парасса кĕтсе. Микушк. † Тав-тусам-и (надо: тăвам-и), тайăлам-и, ăсталла, тăван, каям-и? Т. VI, 64. Вара хуçисем ларсан, ытти юрлаканнисем ахаль пуççапаканнисене тав-туса параççĕ те, ĕçеççĕ. N. Унтан пăлтăрта мăн-кĕрӳрен курка илсе, упăшки (новобрачный) арăмне, ятне каласа, тав-туса ĕçтерет. Унтан хĕрĕ те (новобрачная) упăшкине ятран каласа тав-туса, ĕçтерет. || Благодарить. Хурамал. Ĕçсе çисен, вара тав-тăвать. N. Вĕсем ĕçсе çиеççĕ те, вара хуçисене тав-тăваççĕ. Поев и попив, они благодарят хозяев. N. Вăл хăйне ырă тунăшăн темĕскер пек тав-тăвать. За сделанное ему добро он бесконечно благодарит (т. е. очень признателен).

хушпу

хошпу, женское головное украшение. Б. Олг. Кисессĕн (в доме жениха), каччин амăшĕ орайне пăрахрĕ тенкĕлĕ хошпу: вот сана, кин, тет, çак çутти çине посса кĕр, тет. N. Хушпу представляет из себя полотно в 5 четвертей, сшитое по форме, надевают на голову, и по спине тянется почти до колен, а форма постепенно суживается книзу. Хушпу обвешан бусами, бусовидными кружочками овальной формы. Хушпу надевался на голову с заостренным концом кверху. Хушпу носят на свадьбе. Шорк. Хошпу делается из кожи, на нее сплошь пришиваются монеты в виде рыбьей чешуи, вверху бывают самые мелкие монеты, ниже идут монеты покрупнее, в самом нижнем ряду уже двугривенные. Спереди на самом лбу ниже кожи висят три монеты, одна в середине больше, по обеим сторонам поменьше. По краям хошпу пришивают по несколько рядов мелких бус (шăрçа). Юрк. Хушпу. Ăна маткасем тăхăнаççĕ, кăшкар пек. Тогаево. Пирĕн пĕкки пĕкĕлле, пуян çын хĕрсен хушпуйĕ пек. Альш. Пуçăм тулли хушпăвăм пур, умăм тулли сăркам пур. N. Сакăр шăллă хушпу. N. Условия такие: матери невесты сшить шубу, невесте хушпу из 400 нухрат и денег, 1 пуд меду и подарки разным родственникам невесты. Нюш-к. Хушпу çинчен тăхăнаканни. Ст. Чек. Хушпу çумне çамкана тенкĕ çакаççĕ, икĕ ĕрет укçа, пĕр ĕрет вуншар пус, пĕр ĕрет палттиникшар хушпу хĕррине çакаççĕ, ытти нухрат. Бугульм. Инке хушпу çакнă чух нумай укçа пухрăн-и? Арзад 1908, 52. Вăл (старуха) хăй вилес умĕн ачисене хушпу тенки валеçсе панă. Ib. Селиме хушшинче миçе тенкĕ? Арçури. Хырçă-марçă памашкăн хушпу саклат паратпăр. N. Унтан вара икĕ енчен икĕ хушпулă арăмсем пĕркенчĕк айне кĕрсе ăс парса лараççĕ (невесте). N. Çиччĕн-çиччĕн килтĕмĕр, çичĕ ĕрет хушпуне сакçи шăлли турăмăр. СПВВ. ЕХ. Хушпу, арăмсен пуçне тăхăнаканни, укçаран тунă ĕскер. СПВВ. МЕ. Хушпу, ăна арăмсем тăхăнаççĕ. N. Хушпу тăхăнаççĕ сурпан çинчен. Ăна тăваççĕ: çичĕ рет нухрат çакаççĕ, пилĕк рет укçа çакаççĕ, хĕррине шăрçа тиреççĕ, çамка тăррине шăрçа çакаççĕ, хĕррине укçапа ярапа яраççĕ. Çамка çине укçапа ярапа яраççĕ; тăрĕнне вершка çурă çӳлĕрех тăваççĕ. Ăна чĕн мерченпе тăваççĕ, чи тăррине шăтăк хăвараççĕ. Хыçала хӳре тăваççĕ, ăна пĕр аршăн ытларах тăршăне тăваççĕ. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. Хĕррине шăрçапа пăчăра тытаççĕ. Ăна польский укçапа çакса тухаççĕ. Хыçала тăватă манит, çӳле хушпу çине кĕмĕл тенкĕлĕхсем çакаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăммисен пуçĕсенче хушпу. N. Ун хушпи йăри-тавра ярапа та çут шăрçа анчах. ЙФН. † Пуçăм тулли хушпум пур, уйăх карти (scr. тарты) пултăр-и? Ăвăм тулли çут кĕмĕл, уйăх çутти пултăр-и!

хӳхле

плакать; причитывать (о невесте). Шарбаш. Ĕлĕк хĕр-опраç килĕрен хӳхлесе çуретчĕ. Ib. Апи чăтимасăр хӳхлесе (йĕрсе) ярчĕ. Ск. и пред. чув. 26. Ашшĕ-амăшĕ тав тусан, пĕркенчĕкпе хĕр хӳхлет. Сам. 80. Пĕтнĕ Кулюç чунĕ те каç пулсанах хускалнă, ишлĕк çурчĕ патĕнче хӳхленĕ вăл, юрланă. Б. Олг. Авал чох той кон хĕрсем хӳхлесе. Курм. Пĕр пӳркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хӳхлĕ. (Сĕтел). Т. VI. Загадки. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хӳхлет. (Сĕтел урисем). Собр. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăват хĕр хӳхлесе лараççĕ. (Сĕтел урисем).

кĕр

(к'э̆р, кэ̆р), выйти, зайти, вьехать, заехать. N. Санăн ăçта кĕмелле? тесе ыйтрĕ ăлавçă. N. Ăçта кĕрĕпĕр çĕр выртма (на ночлег)? Альш. Хулана кĕнĕ çĕртех (при самом въезде в город) пĕр пĕчĕкĕ çурт пулнă. Етрух. Пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ («çынна пытарни»). Орау. Мĕн пур пӳлĕме (во все комнаты) кĕре-кĕре тухрăм. N. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен (не успел войти, а...) ятлаçма тапратрĕ. Чуратч. Ц. Усал тарçи пӳрте кĕнĕ-кĕмен ыйтрĕ, тет: куртăн-и? тесе. N. Сарă сĕтел кутĕнчен, мăйлă стаккан патĕнчен, ĕçсе-çисе кӳпĕнсе, кĕре-туха пĕлмеççĕ. N. Вĕреннĕ те (привык) унта çӳреме, халь те хăш чухне астумасăр (невзначай) кĕрех каяп. N. † Ай-хай, хамăр тантăшсем халех кĕрсе кайăпăр. Орау. Эп леш пӳлĕмрен тухнă çĕре вăл кĕнĕ-тăнă (вошел). ГТТ. Кĕриччен малтан, тухассине тавçарса ил. (Перевод тат. пословицы). N. Вара хĕрпе арăм, пĕркенчĕк ăшне кĕрсе ларса арăмĕ виçĕ çавра (3 куплета) йĕрсе кăтартать N. Вăл вăрманта çӳрекелерĕ-çӳрекелерĕ, тет те, темскерле пĕр упа капкăнĕ çине кĕчĕ кайрĕ (наткнулся), тет. Пазух. Хĕрсем вăйăран кĕрсессĕн, каять урам илемĕ. Сĕнтерчĕ 37. Ниçта кĕре-кая пĕлмесĕр, кускаласа çӳрет. Могонин. Пĕр пусăк çын пĕчĕк çынăнне уй анине пĕр утăм пек кĕрсе сухаланă (запахал лишку). || Тайба-Т., К-Кушки. Калуш атта кĕмес. Капоши не лезут на сапоги (калоши малы для этих сапог). || Попадать, проникать. ЧС. Тăла çăпатисене пĕри те пал(л)аса сырман: хăшĕ алла кĕнĕ, çавна сырнă. N. Çав йывăçсем пĕтĕмпех пиçсе кайнăчĕ, хăшĕ çурри таран çунса кĕрсе кайнăчĕ (обгорели). Альш. Ялăн тулашне тухса, çĕре алтса кĕреççĕ те икĕ енчен, хапха пекки тăваççĕ. («Çĕнĕ вут кăларни»). Сюгал-Яуш. Кайран пĕр мăн полă кĕчĕ (поймалась). N. † Çинçе вăлтана кĕрекен, хăй те кăртăш чĕппи вăл. Цив. Пулă çавăн пекех кĕрет (ловится). О сохр. здор. Çапах та хăш-хăш таса мар япала тӳшек çитти витĕр те çапать: пысăк çынсен тарĕ, ача-пăчан шăкĕ кĕрсен, тӳшекрен вара пит шăршă кĕрекен пулать (пахнет). Сред. Юм. Ôра айне кĕрен вит! Ведь лезешь под ноги. N. Тĕтĕм коçа кĕрет, ят коçа кĕмест. (Послов.). Толст. Çамрăк турачĕсем пĕрĕнсе кĕнĕ (сморщились). Альш. Хай Утил (Удел) çинчен калаçса кĕрсе кайрăмăр (разговорились об...) эпир. Ib. † Çамрăк хĕрсене илем кĕмес, кĕмĕл тенкĕ çакмасан. || Подгонять друг друга. Шел. 80. Харăс çĕкленсе йĕрки-йĕркипе, пĕр-пĕрин çине кĕрсе пыраççĕ (косцы). || Напасть. Истор. Тутарсем çине пырса кĕрсе, кам алла лекнине йăлт вĕлерсе тухнă (они). Ib. Вăл тăшман вырăссенчен темиçе хут вăйлине курса, унăн çине кĕме хăраса тăнă. Алекс. Нев. Нимĕчсем тĕрлĕ енчен вĕсем çине пыра-пыра кĕнĕ. || Поселиться, поместиться, занять. Изамб. Т. Халĕ кам патĕнче пурăнат? Якур патне кĕнĕ (погорелец). Изванк. Унăн мĕн каланисене хут çине çырсан, виç-тăват листа çине те кĕрес çук. Орау. Ăçта кĕрет-ши ман?! (о еде: «куда это только у меня помещается?!» — т. е. я много ем). || Идти, уходить. Изамб. Т. Тума (на одежду) пилĕк аршăн пустав кĕрет (идет). N. П. С. ани çинче урапана кĕмерĕ. || Наняться, поступить на место, на работу. N. Кĕр хам пата тарçа, мĕн чул илетĕн укçа, тенĕ вăл. Истор. Годунов патшана кĕрсе-кĕрсе пит тĕплĕ кĕрсе ларасшăн пулнă. Регули 1216. Кĕрсенех (малтан, кĕрсенех; первей, кĕрсенех) йăвăрччĕ, кайран çăмăлланчĕ. || Коракыш. Кусем татах парăма кĕнĕ (вошли в долги). || Капк. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ (провинился). || N. Суйланă çынсем причака кĕмелле пулнă (должны были принять присягу). || Войти в употребление. Сред. Юм. Ĕлĕк çĕре ахаль виçнĕ, унтан вара сăнчăр кĕнĕ, пôрнан ĕмĕрте кĕççе кĕрет. Якейк. † Çынсам çинче порçăн тоттăр, пирĕн пуçа кĕрес çок, — кĕрес çок мар, тохас çок. || Войти в силу. N. Патшалăх Канашĕ тунă ĕç канашра ларакансенчен виç пайĕнчен икĕ пайĕ килĕштерсен тин (саккун) йĕркине кĕмелле пулнă. || Выйти в люди. С. Тим. † Эпир çук çын ывăлĕ-хĕрĕ, хăçан кĕрĕпĕр-ши çын çине? («çын çине кĕрес» означало «стать порядочным, состоятельным»). Девлизерк. † Атте-анненĕн пиллĕхĕ çитсен, пулмăпăр-ши эпĕр çынсем, кĕмĕпĕр-ши эпир çын çине? || Дожить до той или иной поры. Беседа 18. Микулай çапла мункуна кĕчĕ. N. Çуркунне иртсе кайрĕ, çăва кĕтĕмĕр. Альш. Йĕпе-сапана кĕриччен (пока не началось ненастное время). || Çăварни. Çакна илтсен, ĕнтĕ ăса кĕрес пулать (надо образумиться). N. Вĕсем куçĕсемпе курасшăн мар, кăмăлĕсемпе ăна кĕресшĕн мар (в ум прийти). || О запахе. Толст. Йытă хир чăххи йĕрĕпе малалла мĕн чухлĕ кайнă, çавăн чухлĕ ăна чăхă шăрши кĕререх парса пырать (пахло сильнее). СТИК. Ахтар, хăнчен тар шăрши кĕрет! || О купаньи. Ст. Чек. Пике те, шыва кĕрсен-кĕрсен, тухат. N. Çырма патне çитсен, ачасем пĕри те кĕресшĕн мар, пурте хăраççĕ. || О крещении. Истор. Çапла 988-мĕш çулта Киеври халăх пĕр кунтах тĕне кĕрсе пĕтнĕ. || Кан. Ĕлĕк хурал пӳрчĕ тĕттĕм, таса марччĕ, халь ĕнтĕ илемĕ кĕчĕ (стала опрятной). || Садиться (о ткани). См. тăла тĕртни. || В качестве вспомогательного гл. БАБ. Тултан пĕр чăхă тытса кĕрсе, пӳрт урайне яраççĕ. Ib. Вара хăй ман çăвартан ăша вĕрчĕ те, таçта кайса кĕчĕ (исчез). Альш. Акам, эсĕ ман хыçран питĕрсех кĕр (запри за мною) хапхана. N. Çта кайса кĕресех! Куда же бы это укрыться! N. Чопкаласа çӳрет, ниçта кайса кĕримаçть. Çта кайса кĕчĕ ку шăрши? Шурăм-п. Хăмла татса пĕтерсе кĕнĕ чухне, пĕр шалча лартса хăвараççĕ. Чăв.-к. Кăшт выляса кĕрем-ха! Ходар. Ачасем: вирĕм, тесен, савăнса, таçта та кайса кĕрĕç (несказанно обрадуются). Юрк. Пырса кĕтĕмĕр (взъехали) пĕр кĕпер çине.

чаршав

занавеска, завеса. Чураль-к. Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çитти ай пултăр-и. (Из сказки). К.-Кушки. Савнă тусă тĕпелте, шур пĕркенчĕк айĕнче, улача чаршав ăшĕнче. КВИ. Хĕрлĕ чаршав хыçĕнче пĕрхенчĕклĕ хĕр ларать. Янтик. Санăн савни çӳл кĕлетре, улача чаршав ăшĕнче, ылттăн укçа шутлатчĕ. N. Вырăн çине чаршав карса хунă. Юрк. Кăлавипе писсăрĕ чаршав хыçĕнче, пытанса тăнă пек, пĕр чĕнмесĕр шăппăн кăна тăраççĕ. Шел. З2. Кантăксене пурне те карнă шур чаршавсем. Альш. Унта шăналăк пекки мĕн карат: кара тăран чаршав теççĕ. || С. Айб. Чаршавра виçĕ тĕслĕ çимĕç пур.

хĕр-йĕри

хĕр-йĕрри, плач (причитанье) невесты. Янбулат. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хĕр-йĕри йĕрет. (Сĕтел ори).

хĕр пуçлат

подготовить невесту к плачу (причитаниям). Собр. Унтан вара кĕлетре хĕр пуçлатма тытăнаççĕ. Ăна ак çапла пуçлатаççĕ: пĕр-пĕр арăм-инкĕшĕ пулсан, инкĕшĕ-çĕлĕк илет те, хĕрне тăхăнтарать, хĕре çĕлĕкне илсе пăрахать, вăлсем çапла виçĕ хутчен тăваççĕ. Унтан хĕрне пĕркенчĕк пĕркентереççĕ, кĕлетрен тухса пӳрте каяççĕ.

пĕркенчĕк

(-ζэ̆к, -џ̌э̆к), покрывало. ТММ. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăват хĕр йĕрет. (Сĕтел). IЬ. Шур пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ. (Юр). N. Тĕттĕме хăйĕн пĕркенчĕкĕ турĕ. N. Вара, килĕшсен, пĕркенчĕк айĕнче хĕрпе качча чуп-тутараççĕ. Якейк. † Хĕрĕн ĕмĕр иртесси шор пĕркенчĕк айĕнче. СПВВ. N. Пĕркенчĕке хĕрсем качча кайнă чухне пĕркенсе çӳреççĕ. Ст. Чек. Пĕркенчĕкĕ хăйĕн хап-хура (у невесты). || Пшкрт. Пĕр пĕркĕнчĕк томтир илтĕм (кипу, труду).

калпак

(калбак), шапка. Аттик. Виççĕн, суллахай хул хушшине калпак хĕстерсе, виçĕ хуран умне тăрса, кĕл тăваççĕ. (Ӳчӳк). Синерь. Курăнман калпак, шапка — невидимка. N. Калпакна лайăх посса ларт; пĕр минутра теминче пин çохрăм йолч (= йолчĕ) калпакку! (Сказка). Арçури. Йăввăн ӳснĕ йăвăçсем; пăхсан, калпак ӳкмелле. Орл. II, 214. Пĕр калпак айĕнче çичçĕр касак. (Мăкăнь). СПВВ. Калпак — çĕлĕк. || Головной убор у женщин, из ситца и монет. МПП. † Калпакне тăхăнса, хĕр пулса, килейĕнчĕ (siс!) савнă тус пулса. Альш. † Ман пуçăмри шур калпак мамăклăрах пулинччĕ! Ст. Айб. † Шурă калпакран тумла юхать-ĕçке; пĕр сăмахран кăмăл юлат-çке. N. † Шурă пӳртĕр умне шăлса хурăр, мамăк калпаксемпе выляма. Ст. Чек. † Тусăм, эс калпакна, ай, çуса юл, ĕмĕр-ĕмĕр кирĕк, ай, лармасса! Пазух. Шур калпакăн ултă чӳк, улттăшĕ те ука чӳк. Ib. Ука кирлĕ калпак, ай, юсама; пурçăн кирлĕ çуха, ай, çавăрма. Собр. 108. Илсем, инке, калпакна, авалхи кĕмĕлне курăм-а! Ст. Шаймурз. † Шур калпак ярапи пурçăн мар. N. Калпак. При опрокидывании ведер и после, она бывает в шапке мужа, в знак того, что они с мужем будут жить в мире и согласии, как обычай давать при венчании «Теплоту». Мужнину шапку, ту самую, которую муж носил при свадьбе, она надевает тотчас после снятия пĕркенчĕк. СПВВ. N. Калпак — хĕрсем тухья çинчен тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Калпак — носят только девушки на свадьбе (это не шапка). Пазух. Симĕс те пур калпак, шур пӳс те пур; выляс тесен, савнă, ай, тусăм пур. Юрк. † Хĕрсем, йĕкет маттур юрлапă чух, калпак чӳкне хыпса, йĕреççĕ. СТИЕ. Калпак — головной убор девушек. «Калпак» надевают только на свадьбах; он имеет вид длинного узкого мешка, спускающегося на спину и оканчивающегося кисточкой; на голову, под «калпак», вставаяется деревяшка. || Шапочка ребенка. Сятра, Ст. Сахча. Сред. Юм. Калпак тесе пĕчик ачасĕне валли чечеклесе тăвакан пĕчик шапкана калаççĕ. || Schafhaut, Helm. Cт. Чек. Ача калпакпа çуралат, кĕпелĕ те çуралат. Калпакĕ те, кĕпи те илнĕ. Сута кайсан, çав ача калпакне, кĕпине исе кайсан, сан сăмахă çиеле тухат, теççĕ. || Короткая доска, с вырезом посредине; в нее вставляются верхушки двух стоящих рядом столбов изгороди, чтобы они не расходилиcь. || Коронка горелки (у лампы). Пухтел. || Шапочка жолудя. Сятра.

ӳкерчĕк

(-ζ'э̆к), снимок, образчик рисунка; рисунок, картина; образ, икона; географ. карта. Тюрл. Ӳкерчĕк — образчик, рисунок узора. СТИК. Ӳкерчĕк (образец) илме каяс-ха (напр., для вышивания). Осв. чув. мон. Вуникĕ аслă прасникĕн ӳкерчĕкĕ (= икконĕ). Посл. 164,14. Эпир ун урлă унăн юнĕпе хăтăлма, çылăхăмăрсене каçарттарма пултаратпăр; вăл курăнми туррăн ӳкерчĕкĕ пур пултарнă япаласенчен те малтан çурални. IЬ. 214,3. Хăна ту çинче епле кăтартнă, пурне те çав ӳкерчĕк тăрăх ту. К.-Кушки., Альш., Бюрг. † Пĕркенчĕк тĕрри ӳкерчĕк (образцовый), ӳкерсе юлăр, тантăшсем. N. Çĕр ӳкерчĕкĕ, геогр. карта. || В перен. см. работа. N. Ӳкерчĕке (= ĕçӳ) нуммай иккен-ха сан, Иван. || Список. Расск. из жит. св., 5 кн. Çав çын çырса ӳкернĕ новый завет кĕнеки ӳкерчĕкне улпут: асăнмалăх пултăр, тесе, Лондон хулине панă. Сир. ХХХVIII. Мĕн пур халĕнчен вăл ӳкерчĕкне тĕрĕс ӳкересшĕн тăрăшать. || Пропись (тетрадка). Тюрл.

витĕн

(видэ̆н’), покрываться; закрывать(-ся). Сир. 138. Аскăн çыннăн куçĕ каç пуласса кĕтсе тăрат; мана никам куçĕ курас çук, тет те, пĕркенчĕк витĕнет. Юрк. † Манăн пуçăмра хура шаль тутăр, витсен витĕнĕ йывăç çулçине; çавăнтан пĕлĕр йывăç ыррине, çавăнтан чухлăр Алим кĕрĕвĕре. Орау. Тумтирĕсем урисем çинеллех витĕнсе тăраççĕ. Одежда прикрывает их ноги (в игре в „йĕр“). Ч. П. Туллă кĕрĕк витĕн.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

покров

витӗм, пĕркенчĕк, хупӑрлӑх; под покровом ночи ҫӗрлехи тĕттӗм хупӑрлӑхӗнче.

чадра

пĕркенчĕк (мусульмансен хĕрарăм пĕркенчĕкĕ).

фата

çӳхе пĕркенчĕк.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

покров

м. 1. витĕ, витĕнчĕк, пĕркенчĕк, тум, хупă; покров цветка чечек витти; снежный (или снеговой) покров юр сийĕ (е витĕнчĕкĕ); без верхнего покрова çара; волосяной покров тĕк; белый покров шурă тум; 2. уст. (покрывало) пĕркенчĕк, витĕ, витмелли; ◇ под покровом ночи каç тĕттĕмĕнче; набросить покров пытар, ан палăрт; снять покров уç, палăрт.

покрывало

с. витĕ, витĕнчĕк, виткĕчĕ, пĕркенчĕк, çивитти; головное покрывало çӳç витти; покрывало на подушку минтер витти; накрывать покрывалом пĕркенчĕкпе вит; окутываться покрывалом пĕркенчĕкпе пĕркен.

снеговой

прил. 1. юр ⸗ĕ [⸗и], юр..; снеговый покров юр пĕркенчĕк; 2. (покрытый снегом) юр.., юрлă; снеговые горы юрлă тусем; 3. (со снегом) юрлă, юр ⸗ĕ [⸗и]; снеговые облака юр пĕлĕчĕсем.

фата

ж. пĕркенчĕк (кĕçĕн çын пĕркенекенни).

чадра

ж. чадра, виткĕч, пĕркенчĕк; сбросить чадру пĕркенчĕке хывса пăрах.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

пĕрке

, пĕркенчĕк см. пӳрке, __пӳркенчĕк__.

пӳркенчĕк

, пĕркенчĕк «покрывало», «фата»; азерб. бӳрӳнчәк, тат. бӧркәнчек «покрывало», «фата», «вуаль»; уйг. пӳ(р)кәнчӳк «женский капюшон», «капор». Из пӳркен «укутываться» + чĕк.

Çавăн пекех пăхăр:

пĕркем пĕркен пĕркентер пĕркенчĕ « пĕркенчĕк » пĕркенчĕн пĕркке пĕрконне пĕркун пĕркуна

пĕркенчĕк
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150