пиллĕ
счастливый, благополучный
благословенный высок.
пиллĕ çын — счастливый человек
пиллĕ çĕршыв — благословенный край
пиллĕхлĕ
то же, что пиллĕ
пиллĕ
благословенный (противоположно: пилсĕр). Слакбаш.
ăшă пиллĕ
с доброй душой (прилаг.). Альш. Тепле ăшă пиллĕ çын вăл, ăна курсан, чун савăнат (с добрыми внутренними качествами; не желающий другому зла).
благословенный
прил. высок. пиллĕ, тивлетлĕ, пехетлĕ, телейлĕ, ырлăхлă.
Вĕчĕ тыт
Вĕчĕ тыт держать [иметь] сердце на кого,. держать зло на кого, питать злобу к кому-чему, против кого, син.: юнав хыв.
Вĕчĕ ан тыт, сана, ятлă-шывлă çынна, вăл килĕшмест, çапла ăш-пиллĕ калаçса татăлар та, ĕçĕ те пĕттĕр. К. Турхан. Николай Степанович вĕчĕ тытса çӳрекен çын мар-ха, унпа кирек хăçан та пĕр чĕлхе тупма пулать. В. Алакĕр.
ăшпиллĕ
, п.с. Ăшă кăмăллă, ырă чунлă, кăмăлçах чĕреллĕ. Унăн кăмăлĕ çав тери ырă, чĕри сар хĕвел пек ăшпиллĕ. Н.Мранькка, 1959, 172 с. Ăшпиллĕ, вашават çын асăмра. Ю.Си-лэм, 1989, 73 с. Ăшпиллĕ, хаваслă ... арçын. КЯ, 27.01.1989, 4 с. Ăшпиллĕ, кăмăллă хĕр сăнарĕ. ХК, 1993, 6 /, 2 с. Эп, сан пекех, ăшпиллĕ те тискер. А.Смолин //Х-р, 22.02.2000, 4 с.
— ăшпиллĕ калаçу (К.Турхан, 1967, 14 с.; Ф.Муратов // Я-в, 1986, 10 /, 25 с.); ăшпиллĕ туйăм (К-н, 1986, 24 /, 3 с.); ăшпиллĕ тĕлпулу (Ç-т, 1995, 4—5 /, 30 с.); ăшпиллĕ тухтăрсем (Н.Ишентей, 1997, 8 с.); ăшпиллĕ самант, ăшпиллĕ сăмахсем (Я-в, 1999, 11—12 /, 5 с.; 9 с.); ăшпиллĕ преподаватель (АМХ, 2001, 7—8 /, 9 с.); ăшпиллĕ автор (С-р, 2002, 40 /, 4 с.).
— танл., ăшă пиллĕ çын (Ашмарин, IV, 93 с.); ăшă пиллĕ Турă (Г. Юмарт //Я-в, 2000, 12 /, 3 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
пилить пилишник пилка Пилкка « пиллĕ » пиллĕк пиллĕкĕн пиллĕкĕш пиллĕкĕшĕ пиллĕкен