Шырав: пирĕнтен

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ирт

4.
обгонять, опережать
хуса ирт — догнать и перегнать
вăл пирĕнтен кĕç-вĕç иртет — он вот-вот опередит нас

кил

дворовый, надвбрный
усадебный

пуян кил — богатая усадьба
кил йытти — дворовая собака, дворняжка
ялта çĕр кил — в деревне сто дворов
пирĕнтен виçĕ кил урлă — через три двора от нас
кил çумĕнчи ани — приусадебный участок
кил вырăнĕ ил — получить участок для застройки
кил çавăр — обстроиться, застроить участок

малтан

2.
раньше, ранее, вперед кого-чего-л.
малтанрах — несколько раньше
малтантарах — несколько раньше
пирĕнтен малтан — раньше нас
чи малтан — 1) раньше всех, вперед всех 2) прежде всего, в первую очередь, первым долгом
пуринчен малтан — 1) раньше всех, вперед всех 2) прежде всего, в первую очередь, первым долгом
унччен чылай малтан — задолго до этого
унччен нумай малтан — задолго до этого
эрне малтан — за неделю вперед

нумай

много
больше

чи нумай — самое большее
нумайрах — больше
нумай енлĕ — договор многосторонний договор
нумай нациллĕ пăтшалăх — многонациональное государство
нумай сыпăклă ракета — многоступенчатая ракета
нумай çул — многие годы
нумай çул ӳсекен курăксем — многолетние травы
нумай тиражлă хаçат — многотиражная газета
нумай хваттерлĕ çурт многоквартирный дом
нумай енĕпе — во многих отношениях
нумай та мар — совсем немного
нумай хутчен — много раз, многократно
нумай ĕçле — много работать
укçа нумай юлман — денег осталось немного
кунта ялан çын нумай — здесь всегда много народу
нумай ученăйсем çапла шутлаççĕ — многие ученые считают так
нумай япала çинчен калаçрăмăр — мы о мнбгом поговорили
вăл пурнăçра нумай курнă — он многое повидал в жизни
вĕсем пирĕнтен нумай ĕçленĕ — они работали больше нас
Нумайа шыраса, сахалсăр тăрса юлнă. — посл. В погоне за многим остался без малого. (соотв. За двумя зайцами погонишься, ни одного не поймаешь).

пĕри

1.
один (из многих)
вĕсенчен пĕри — один из них
пирĕнтен пĕри киле юлчĕ — один из нас остался дома
иксĕртен пĕрин каймалла — один из вас должен пойти

пĕри

3. в сочет. с частицей те
никто

пирĕнтен пĕри те юрлама пĕлмест — никто из нас не умеет петь
пĕри те чĕнмест — никто не отзывается

пирĕнтен

(пиртен)

мест.
исх. п. от эпир

нас
с нас
от нас
из нас

вăл пирĕнтен иртсе кайрĕ — он перегнал нас
ку вăл пирĕнтен тухнă йăла мар — не нами это заведено, не от нас этот обычай идет
пирĕнтен никам та унта пулман — никто из нас там не был

пиртен

см. пирĕнтен

сахалăш

1.
немногие, небольшая часть (из общего числа)
пирĕнтен сахалăшĕ — немногие из нас
ку йăлана сахалăш астăвать — мало кто помнит этот обычай

сӳ

3. перен.
сдирать, грабить
пирĕнтен çĕршер тенкĕ сӳсе юлчĕç — с нас содрали по сто рублей

тахăшĕ

1.
неизвестно который, кто-то, один (из многих)
хăшĕ каларă? — тахăшĕ — кто из них сказал это? — не знаю кто
пирĕнтен тахăшĕ сăмах вĕçертнĕ—  кто-то из нас проговорился

утăм

1.
шаг
малтанхи утăмсем — первые шаги
пысăк утăм — большой, длинный шаг
кашни утăмра — на каждом шагу
пирĕнтен пĕр çĕр утăмра — шагах в ста от нас

çĕт

2.
пропадать, исчезать, теряться
йĕр çĕтрĕ — след потерялся
куçран çĕт — пропасть из глаз
хыпарсăр çĕтнисем — пропавшие без вести
çĕт ман куç умĕнчен! — прочь с моих глаз!

çĕтсе çӳре —
1) плутать, блуждать
вăрманта çĕтсе çӳре — плутать по лесу
2) пропадать (долгое время)
эсĕ ăçта çĕтсе çӳретĕн? — где ты пропадаешь?

çĕтсе юл — отстать, затеряться
ача пирĕнтен çĕтсе юлчĕ — мальчик отстал от нас и затерялся

пĕл


пĕлетĕн-и...вводн. сл. знаешь... , понимаешь...
пĕлетĕн-и, ку вăл пирĕнтен килмест — понимаешь, это от нас не зависит
пĕли-пĕлми — не зная как следует
пĕлнĕ-пĕлмен — не зная как следует
кам пĕлет — кто знает, как знать
ним тума пĕлмест — он в растерянности, не знает, что делать

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сывăл

(сывы̆л), убывать. См. сывал. Карсун. † Икĕ шурă çăмарта пĕçертĕм, хăшĕ сывăлассине пĕлмерĕм. СПВВ. Сывăлас — чакас; яшка сывăлчĕ. ЧП. Аслă Пăла сывăлмĕ (чакмĕ). N. † Çичĕ çырма пуçĕнче те сăмавар вĕрет — сывăлмас; вĕрет-вĕрет, сывăлмас та, пирĕнтен сар хĕр сивĕнмес.

сим

медовый напиток. Юрк. † Сĕтелĕр çинче мĕскер пур? Вуникĕ чурхат (особая чаша для пива или меда), пĕр ступка, сирсе сирĕлми симсем пур. Ib. † Кĕрекĕрсем витĕр сим çапат, вунă пӳрнĕр витĕр мул вылят. N. † Пирĕнтен ăснă сăрине, пирĕнтен вара сим пултăр. N. Пĕр пăккинчен сим юхать, тепĕр пăккинчен пыл юхать. Собр. † Тарай тутри çине сар чашăкпа сим лартар, чĕни-чĕнми тăвансене çак симпе чĕнтерер (заставим вести беседу). Ib. † Сĕтел лартса, сим лартса, пĕр ватсăр (= ватăсăр) килĕшмест, пирĕншĕн пуçланă пичĕкĕр, пиртен вара сим пултăр, пирĕншĕн пĕçернĕ яшку-çăкăру, пиртен кайран сим юлтăр. Ib. † Улт ураллă чурхат çинче сирсе сирĕлми сим ларать. N. † Пирĕншĕн тунă сăрана, пиртен вара сим пултăр; пирĕншĕн пĕçернĕ яшкана, пиртеи вара çу пултăр. (Хĕр йĕри). Микушк. † Пирĕншĕн пуçланă пичĕкене пылпа сим тулса лартăр. Ib. Пĕр пуçĕнчен (у бочки) пыл юхать, тепĕр пуçĕнчен сим юхать. Пазух. Сирĕн пек ыр çынпа паллашмашкăн мĕн кĕçĕнтен пухнă мул кирлĕ; мулта кирлĕ, тăван, ăс та кирлĕ, сирсе сирĕлейми сим кирлĕ, сим-пылĕ-ех тутлă-и, тăван тутлă-и? сим-пылĕнчен тутлă тăвансем. ЧП. Шарт çапать те, сим тăвать (чун савни). Альш. † Сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. † Пĕр аппаçăм, пĕр йыснаçăм, кĕрекĕрсем тулĕнчен сим тумлат. Султангул. Вуникĕ кăшăллă пичĕки пур: пĕр пуçĕнчен пыл юхат, тепĕр пуçĕнчен сим юхат. Сред. Юм. † Атте нӳхреп — чул нӳхреп, пĕр хĕрĕнчен сим юхать, тепĕр хĕрĕнчен пыл юхать. Рак. † Çакăях та тăвансем патне халь килсессĕн, çамрăк пуçăм ӳкрĕ сим çине.

çурта

то же, что у др. çурăра (местн. п. от çур, çурă). N. Пирĕнтен пĕр çухрăм çурта. В полуторе версте (в полуторах верствх) от нас. См. çур, çурă.

те

(тэ, т’э̆), и, да, еt (союз). См. та. СТИК. Çапла пĕр çул иртет, иккĕ те иртет. Прошел год, прошло и два (из рассказа). N. Мĕн çиес килнĕ, ăна çирĕмĕр (ели): улми те пур, пылĕ те пур, чăххи те пур, тепĕр чухне вара çăккăр çиме те вăхăт çукрах. Слакбаш. Ан çи те, ан ĕç. Эп ĕçместĕп те, çиместĕп те. Альш. Хĕр чухне кăна савăнни те. Только и радости то, что в девках (в девичестве, т. е. пока не вышла замуж). Зап. ВНО. † Çакă ялăн ачине инке-арăм та юрĕччĕ; пирĕн ялăн ачине пĕр сар хĕр те юрĕччĕ. Панклеи. Кошак кон патне те сиксе тохать. Хĕр кошака тапать те ярать, тапать те ярать. || Может повторяться. Альш. Пурте пур унта: пĕр килĕ хăнисем — унта Каши те пур, Мертли те, Раккасси те, Пӳркелĕ те. Регули 1489. Эп те, вăл та пыман онта. || Иногда речь бывает прервана. N. Лаши шăнарать те... лошадь сердится (и потому опасно к ней подходить). N. Хăй тивет те!.. Сама бьет (заставляет работать и пр.). || Хотя и... Регули 1483. Эп ĕнер килтĕм те сирĕн пата, эсĕр килте çок. СТИК. Пухăва каймаллаччĕ те ĕнтĕ, анти — мансăр пуçне те тăвĕç мĕн тумаллине, тенĕ. Орау. Хĕлле эсир: мана чăваш сăмахĕсене çырма ярăп, терĕр те, ямарăр. Орау. Ĕнер вăл ман пата килнĕччĕ те, эп: килте çук, теме хушрăм. Регули 82. Ман конта исе килес те, эсĕр илес çок (или: эп конта исе килсен те, эсĕр илес çок). Сред. Юм. Авăн пит çапмаллаччĕ те-ха, хôплать вит Çĕрпӳве каймалли. N. Ку юр кайсан выльăхсене килте тытматтăмăрччĕ те-ха, анчах юр хăçан кайĕ. Орау. Лаша, теме хăтланать те, уçсах калаймаçть. Хочет сказать: „лошадь“, но выговаривать ясно не может (напр., маленький ребенок). || Уже. Кан. Вăт, Кĕркурин, курăк каллех çулмалла пулчĕ те, теççĕ. Альш. Тухатпăр, япаласене вăй çитнĕ таран пуçтаратпăр та, пирĕн ял вăтаткасса çитнĕ те ĕнтĕ вут хыпса. Яргуньк. Лешĕ (он) кĕпипе хурĕ (= хыврĕ), тет: хусан, Ваньккă çитсе кĕчĕ, тет. Хурамал. Çапла каласанах, леш çын хутаççа кĕрсе те выртнă. Бгтр. Мăнкон çитрĕ те-и? Разве пасха уже наступила? || Тут же. Альш. Кайрĕ хайхи вут чупса. Пĕр килле хыпать те (огонь), тепĕрин çине сиксе те ӳкет. Коракыш. Каçпа карчăк тухнă та: ши! шăхăрнă, кĕç улттăн сиксе те тухнă. || Вот и. Кан. Индустри зайомне çырăнса илекенсем пулчĕç-и те. || Указывает на нечто непредвиденное. Юрк. Çемйисене Пăвана куçарнă вăхăтра (он) хайхи ашшĕ, Миките Микулайĕ, вилсе те каят. Шинар-п. Атте мана каларĕ: мĕн тăвасси мĕн те, пĕтетпĕр вĕт! терĕ. Отец отвечал мне (на вопрос: что делать?) Что делать то, что делать, а ведь, мы погибаем! Орау. Вăсем иккĕшĕ пĕрле пурăннă çĕртех старикки чирленĕ те, вилнĕ те (или: вилех те кайнă, или: вилсе те кайнă, или: вилнĕ-кайнă). Альш. Мишукне салтнă та, тутарĕ сиксе те тухнă. С. Айб. Улпут, хуран куклине илес тесе, аллине кăкшăма чиксе ячĕ, тет те, алли кăкшăмран каялла тухмасть те, тет. || При обобщении. N. Шывне виçĕ савăчĕпе те (во всех трех сосудах) илсе килеççĕ. Якейк. Ман виç ĕнине те сотмалла полчĕ. Кан. Хăшĕ калаççĕ: Çеçпĕл Мишши сăввисем çинчен каламаллăх та çук, унăн мĕн пурĕ те 2—3 сăвă çех, теççĕ. Полтава. Мазепа вăлсен иккĕшĕн пуçне те кастарнă. Мазепа велел им обоим отрубить головы. N. Унăн вăрăмĕ те мĕн пурĕ те çичĕ çухрăм анчах. N. Пирĕн мĕн пурĕ те (всего на всего) пĕр урам анчах. Коракыш. Кирек те мĕнле (во что бы то ни стало), Иван арăмне мана илсе пар. Во что бы то ни стало, добудь мне жену Ивана. Синерь. Хун ирĕк (твоя воля), кирек те мĕн ту. Ашшĕ-амăшне. Мана тесессĕн, кирек те ăçта кай. По мне, так иди куда хочешь. || Выражает усиление. Юрк. Пирĕн кăмăлăмăра пит те килсеччĕ (она). ТММ. Атăл çинче темĕн чухлĕ те кимĕ çӳрет те, çапах та йĕрĕ палăрмасть. (Хĕрарăмсем çинчен калаççĕ). Ала 27. Эсĕ ăçтисем (ты чья), эпĕ сана кунта халччен те курман, тенĕ, тет. N. Пĕр çирĕм хутчен те кайса килет пулĕ вăл. Янтик. Ц. Лачкасси пирĕнтен инçех те мар; васкаса, хăраса чупнине çитмелле те мар. || Соответствует русск. „а“ (в некоторых оборотах). N. Çурчĕ те, ачам!. Çурчĕ, çурчĕ. Çуртне пăх-ха! Один дом чего стоит („а дом то“...). || Юрк. Çурт туса пачĕ пулĕ? тесе ыйтат.— Пачĕ те, тет ку та. || Даже (иногда не переводится). Завражн. Онччен темĕскер те полĕ-ха! До тех пор еще невесть что случится (может случиться). N. Çапрĕ те-и ăна. Тыттарчĕ те-и вара ăна? N. Çын ĕçленипе тăранса пурăнса вĕсем ĕçлеме манса каяççĕ, кайран пĕр ĕç те ĕçлейми те пулаççĕ. О сохр. здор. Çав хĕрнĕ çан-çурăм çур тавлăкчен те сивĕнмест (от паренья в бане). Шурăм-п. Çавăн пек чăваш пĕрех çеç те марçке-ха вăл. Ведь, таких-то чуваш, смотри, не один. || В песнях имеет неопределенное значение, заменяет недостающий слог в тексте. Альш. † Икĕ те сарă ача эп ӳстертĕм, икĕ те хура куçăмсенчен пăхтарса.

тем

(т’эм), неизвестно что. См. темĕн. Регули 510. Тем (темĕнле) полать-ха. Не знаю, что (еще) будет. Синьял. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Пуç капташки-маклашки, тем курасси пур-халь ун. Сунт. Тем тăвассу пур. Не знаю, что мне сделаешь (т. е. ты со мною ничего не сделаешь. Ответ на угрозы). ТХКА 49. Тем тăватăр ĕнтĕ (не знаю, как вы решите), кайма та хăрамалла, лашасене те шалккă, тет анне. Амăшĕнчен ыйтсан: ашшĕ тем тăвать, тет. СТИК. Тем пулат, тем килет-ха, тен мункунччен вилĕпĕр-кайăпăр! (Погоди, вот доживем до пасхи, там увидим). || Неизвестно какой. Шел. II. 64. Ма ан кăтарттăр (почему не показать), вăл тем япала мар вĕт (не бог-весть что). Истор. Иван Калита аслă княçра чухне вĕсем тем сăлттавпа (по какой-то причине) Радонеж ятлă хулана куçнă. Все, что угодно; весьма многое, разнообразное. || N. Уйăх хушши мар, пĕр эрнере те тем пулас, тем килес. N. Темрен те паха. Дороже всего на свете („дороже не знаю чего“). Ст. Яха-к. Çав кунсенче тем те курăн çавăн пек япаласене (увидишь много подобных вещей и не знаю каких). || Нечто страшное. Шел. 102. Саншăн (из-за тебя), пĕчиккĕскершĕн, пире темех тумĕç-ха (ничего особенного не сделают). || Не знаю. Регули 481. Тем, пĕлместĕп эп. Не знаю, мне это неизвестно. Ib. 486. Тем тес. Не знаю, что сказать (quid dicam nescio). Орау. Час килет-ши вăл? — Тем, пĕлместĕп. Ib. Пырать-ши вăл, çук-ши? — Тем тăвать („не знаю, как он поступит“). Придет ли туда? — Не знаю. Якейк. Виçĕ пус окçа та çок, тем тума пĕлес халь (не знаю, что делать). N. Пирĕн тем тумалла çук япалана. N. Эпĕ орăх хоть те ярирăп-и, тем. || Не знаю, что об этом сказать (затрудняюсь определенно высказаться). Орау. Вăл хăй кăмăллă япшар çын пек туйăнчĕ те, тем тата. Мне показалось он любезный человек, впрочем не знаю... || Иногда только смягчает последующее заявление, или отнимает от него силу полной уверенности. Торп-к. Пичĕшĕсем ыйтаççĕ, тет: макăртăн-и мĕн, Хăрхăн, тесе калаççĕ, тет. Пике калать, тет; тем, макăрман та, йывăç турачĕ çапрĕ те, çавăнпа кушшуль тухрĕ, тесе каларĕ, тет. Регули 843. Тем, каяс çок вăл паян. Ib. 482. Тем, корман эп. Не знаю, я не видал (мне кажется, я не видал). Другой смысл (с иною интонацией): „мне по этому делу ничего не известно, я не видел“. || Должно быть, кажется, как видно, возможно. Панклеи. Попĕ корчĕ те: Макçăм, сан кĕсре окçа кăларать, тем, тет. Орау. Тем, ку Йăван кĕçĕр килмеçт пуль (наверное, не придет; верно, не придет; как видно не придет), кĕтес те мар. Никит. Татнă пек çырлине сутсах килет тем. Видимо, она придет домой тогда, когда продаст набранные ею ягоды. Янтик. Хулана карĕ тем (повышение голоса на „хулана“). Видно он в город поехал. Сред. Юм. Паян çăмăр пôлать тем? Возможно сегодня будет дождь? N. Ĕни сĕтсĕр мар тем те (кажется): çаканĕ нăмай та, çанпа çитмеçт, корнать. Орау. Ирех юрлатăн, ачам, тем сан паян макăрмалла пулать пуль. Регули 485. Вăл тем. Кажется (думаю, что), это он. N. Сахат чарăнса ларчĕ тем вăл çĕрле. Б. Нигыши. Старикки каланă (старухе): çарăкне хăпарса курмасăрах кулатăн тем (кажется), тесе калать, тет. Якейк. † Ай акиçем, йăмăксам, тем ытлашши каларăм поль, кайтăр-поттар! ан тийăр. (Солд. п.). Нюш-к. Эс манран пĕр виç çул аслăрах-ши? Эс манран пĕр виçĕ çул аслăрах тем вара (еще более увеличивается продолжительность). Панклеи. Чăнах тем. Кажется и в самом деле правда. || Как будто, словно будто, quasi is. Регули 480. Эп, тем, каларăм сана. Не знаю, сказал ли я тебе (как-будто я сказал тебе). N. Тем пĕр-пĕрне çиленнĕ пек, тек пĕр-пĕрин патне нимĕн хыпар тумасăрах пурăнатпăр. С. Айб. † Турă утма савса эп ӳстертĕм, тем хам савăнса ларса, ай, çӳрес пек. („Тем“ придает здесь оттенок раскаяния). Сунт. Тем, пуян çынсем пек. Ib. Çанталăкĕ, тем, сулхăнлатрĕ. N. Тем, аван мар пек туйăнать. || Нередко соединяется с другими выражениями или предложениями. Регули 484. Те ярас тем. Не знаю, посылать (послать) ли, или не посылать (послать). Ib. 780. Вăл пирĕнтен инче мар; те килет тем конта, эп она пĕлместĕп (не знаю придет или нет). N. Мĕскерле, чăваш хушшинче пурăнса, чăвашла вĕренейчĕ-ши вара (а удалось ему выучиться)? — Тем, вĕренейчĕ-и вара (или: те вĕреннĕ тем, или; темĕскерле вара). А когда он жил в чувашах, удалось ли ему выучиться по-чувашски? — А не знаю (а не сумею тебе сказать). Бр. п. водку 16. Хамăр ялăн каччисем темĕншĕн тем ыйтмаççĕ (не сватают). N. Тем авланас пулĕ салтака каяччен. || Не знаю почему. Изамб. Т. Тем вăрçаççĕ вара? || Не знаю что; шут знает что. N. Çавăн пек сăмахсем вĕсенĕн урăх та нумай: çавăн пек пулсан, тем курас пулĕ (испытать придется). С. Тим. Курăкран çӳхе, темрен вăрăм (длиннее не знаю чего). || Что-то. Шурăм-п. Тем калас, тет пулмалла. Должно быть, что-то хочет сказать. Сред. Юм. Тем алхастарнă поль сире. (Çынсĕм пит чарăнмасăр вылясан, кôлсан калаççĕ). Уже не... ли (указывает на одну из возможных вероятностей). Ib. Пĕр пит йосав каччă иртсе кайрĕ, хăтана каймарĕ тем (т. е. уж не пошел ли он невесту сватать?). || Что-то (= почему-то). Орау. Пĕр çулнехи пек кахатлăх ан пултăр кăçал (как бы не случиться неурожаю), тем çăмăр çук. СТИК. Тем пуç ырата пуçларĕ, те сĕрĕм çакланчĕ. Что то начала болеть голова, не знаю — угорел. Алгаз. Тем урамалла пăхрăм та, çынсем мăкăр-мăкăр вуласа чупаççĕ. N. Çынни тем чирлĕ, типшĕм, лутра хăйне хăй хавас мар пек кăтартат. || Служит для усиления. НИП. Тем пысăкĕш чăрăшсем (огромные ели). Орау. Вучĕ тем çӳлли çунать. Пламя поднимается на огромную высоту. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Тем çăва ятлăччĕ çав! Не знаю шут знает, как его звали! Ib. Тем çăва патне ярат онта мана! Не знаю (шут знает), зачем посылает он меня туда! N. Тем мурне (также: тем ахратне, тем шуйтанне, тем хăяматне, тем масарне; тем çăвине, почему-то). Сред. Юм. Тем çăвалла çын ô, нимпе те манран йôла пĕлмес. Шут знает, что он за человек — все за мною вяжется. Ib. Паян ô кайни такçанах, тем ĕмĕр пôрăнчĕ ôнта (долго находился или пробыл). Ib. Тем чир пик аса та илмен эп ôна. Не знаю, я как-то не припомнил этого. Ib. Тем çăви полнă. Не знаю, что случилось (шут знает, что случилось). Шурăм-п. Хăйне теме (dat.) хурса, таçти пухура пек, никам ăнланайми сăмах калать. С крайнею гордостью он произносит никому непонятную речь, как будто на каком-то важном собрании. Ск. и пред. чув. 57. Тем хăтланман-ши, темĕскер туман-ши? Не наделал ли он чего? Сĕт-к. Çав пачкалăка тĕкĕ пемелле (надо подпереть подпорой): тем çĕрех солăнса кайнă. || Чорт знает к чему, зачем. Орау. Тем ухмахне палăртать вăл. К чему обнаруживает он свою глупость?

темĕскер-и тен

что-то такое, что даже трудно определить. Пир. Ял. Пирĕнтен малти темĕскер-и тен кĕрлет... те проппеллĕр? Тем хăямачĕ.

тăрă

(ты̆ры̆, тŏрŏ), верхушка. Байгул. Чăрăш тăрри — йĕс тăрă. Панклеи. Качака ку путяккине карта тăрне çакать-хăварать. N. Хура вăрман тăррипе, хура пĕлĕт айпе. (Письмо). Цив. † Сăрлă-сăрлă кĕлешче, ут тăррипе сăр кайрĕ. Юрк. † Пĕчĕкçĕ лаша-кăвак лаша, тумхах тăрринчен пускалат. || Верховье. N. Уравăш çырми тăррине. || Головка (прыща, чирья). О сохр. здор. Шатрисен вара тăррисем путса анса шуралаççĕ. || Бутон. Якейк. † Уй варĕнче умуççи, тăрри çорăлать — уй толать. Юрк. † Тăрри çурăлаччен ларакан (т. е. шăма кĕпçи), вăрман хӳтти пулакан. Сорм-Вар. Хусантан тухать хура çул, икĕ айăккипе улмуççи, тăрри çурлать (чечеке ларать) — уй тулать. Ала 101. Пирĕнтен каяш йолашки ларччăр тăрри çорлаччен (о „пантьăк кĕпçи“). Кильд. † Хĕрсен арки тивмесен, чечек тăрри çурăлмĕ. Михайлова. † Мăн олăхри олăх кĕпçи (вар. тарăн-варти путран кĕпçи), лартăр тăрри сарăлса. Хамăрпа калаçнă ачисам порăнччăр-и вăхăт çитиччен. || Разница в стоимости более дорогого предмета. Календ. 1904. 50 тенкине вĕсемшĕн банк туленĕ, 5 тенкнне (тăррине) вĕсем хăйсем тӳленĕ. || Борозда (в загадке). Карм. Ани шурă, тăрри хура. (Кĕнеке, çыру). || Кисточка пояса. КС. Тарри янă пиçиххи, пояс с кисточкой. Яргуньк. † Пирĕн арăм пуласси шуп-шурă шупăрпа, хĕп-хĕрлĕ пыçипа, пыçи тăринче шарçи пур. Абыз. Ик йăлтарка, тăват кăчăрка, ик тăрă. || Острие, кончик. Собр. Çĕççĕн тăрри çурăк пулчĕ, йăттăн пуханĕ (?) çурăк пултăр. N. Уксак çын туя тăрринче çӳренĕ пек. Алик. Хĕр калать, тит: тăхăр качака вăç (вот?) килет, мăйри тăрри ылтăн, чĕрни тăрри кĕмĕл. Альш. † Ăçта каян, чĕкеç, васкаса, çунат тăррисене хытарса. Шишк. † Ăçта каян, чĕкеç, çомăр витĕр, ик çонач тăрине йĕпетсе? || Крыша. N. Асанне пӳрчĕ тăрринче çур çăкăр выртат. (Уйăх). N. Лупас тăррисе виттертĕм. М. Тупт. Тăрă е арман тăрри, верх мельницы. Альш. Ăна çавăрса илет те, урхалăхпа пăвса çыхса, ампар тăрринчен çакса хурат тет. Орау. Пӳрте туса пĕтеретпĕр, тăрă çавăрасси анчах юлч. || Баран. 75. Хапхисем тăррине çырусем çырса хунă. || В переносном смысле. Персирл. Тăрри шăтăкрах, тăррине вус посман (глуповатый). Янтик. Сан пăртак тăрри шăтăк пуль, ытла тем-те-пĕр авран. (Гов. в ироническом тоне про человека, который где-нибудь в гостях говорит пошлости или начинает проявлять свое сумасбродство). Ib. Тăрри шăтнă-çке сан! N. Тăрри шăтăк = ухмах. Слеп. Тăрри шăтăк, питĕрмен (дурак). || Употребл. в качестве послелогов: на, над. С. Тим. Арча тăррине ларăттăм. Якейк. Ылтăн йопа тăрăнче ăмăрт-кайăк ларатĕ. Орау. Темскер шутлать пĕлĕт тăрнче. Что-то считает на небе. ПВЧ 96. Хурăн тăрне хпарасси (трудно влезть), хпарассинчен анасси (но еще труднее слезть). N. Осал çырнă, тесе ан кала: ора тăрăнче çырап ал вĕççĕн. Микушк. Ăмăрт-кайăк унăн тăрринчен (над ним) вĕçсе пынă та, вăл мĕн каланисене илтнĕ. N. Эпĕ пуç тăрне кĕреçе тытнăччĕ, кĕреçе шăтман.

халаллă

должно, следует. СПВВ. Туй халăхĕ хăюллă, аслатирен хăрас çук; çумăр çĕре халаллă, туй халăхне сиен çук. Шумш. Виçĕ карта ĕнем пор, пĕр картийĕ сана халаллă. N. Пĕр кĕлечĕ сана халаллă. Абаш. † Манăн поçа хăварсамăр (не губите), поçри хошпу халаллă (я отдаю вам). N. Ну, ĕнтĕ пирĕнтен çамрăккисене халаллă терĕç (старики, спев несколько куплетов песни застольной). ||Бгтр. Халаллă полтăр эппин. Ответ на: ху пĕлменнине халалла мана. Орау. Вăрманти шур така халаллă пултăр. Вылятса пуççапакана, е пĕри çĕре такăнса ӳкни пуççапнă пек пулсан, çапла калаççĕ.

хатĕр

(хадэ̆р), готовый, законченный, готово. N. Ленин — Сталин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул! К борьбе за дело Ленина — Сталина будь готов! А.-п. й. 103. Сутьесем патне кай та, çак йĕке вĕçне парса çапла кала: пурте хатĕр, тĕртме стан çук, çакăнтан стан туса парăр, те. Иди к судьям, отдай им вот этот кончик и скажи: все готово, только нехватает ткацкого станка. Пускай сделают из кончика веретена станок, тогда будет в точности выполнено их приказание. Ивановка. Сутпа илме хатĕр укçасем те çукчĕ. N. Çав ĕçе хатĕр туса хурас, теççĕ. N. Пурне те тӳсме хатĕр пулнă. Выла. Пур тавраш та хатĕр пулса çитсен... (когда будет готово). N. Вăл пур ырă ĕçшĕн те хатĕр тăратчĕ. Н. Карм. Мĕн çырмалла тата сире, çырса ярăр, эпĕ пурне те итлеме хатĕр сирĕнне; хасăр сирĕншĕн асапланма та хатĕр (готов). N. Хăтасем калаççĕ: хатĕр-и эсир? N. Çавасем хатĕр мар. Мусир. † Ах, аппаçăм, йыснаçăм, хăçан пыма хатĕр пулăр-и (когда будет угодно пожаловать). Ердово. † Тоя кайма тăрсассăн пирĕн пек хатĕр ачи çок; ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕн пек кахал ачи çок; ах апла мар, апла мар, ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕнтен хатĕр ачи çок. ГФФ. † Ай, хатĕр, той хатĕр! Хамăр та хатĕр полмасан тойçи хатĕр полас çок. Ай, готова, свадьба готова! Если мы сами не будем готовы, то и свадьба не будет готова. || Н. Карм.† Тимĕр арчасенĕн уççийĕ çук, манăн çамрăк пуçăн хатĕри çук. || Принадлежности, инструмент. Ивановка. Лавсем çине михсем, арчасем тиесе хурса лашисене кӳлсен, пур хатĕр те çитсен, эпир пурте лавсем çине тухса лартăмăр. N. Пурте хатĕр çитсен, хĕре йĕртме кĕлете илсе каяççĕ. Сред. Юм. Сирĕн хатĕр çитнĕ-и? Вы собрались что ли? КАЯ. Чӳк тунă çĕрте кирлĕ хатĕрсене хатĕрлеме вăлсем ик ăстарика суйласа хураççĕ. Сиктер. Вара мĕн пур хатĕр çитсен, кӳршĕсене йыхăраççĕ. N. Сирĕн хатĕр çитет-и? тет. Готово ли у вас? || Продукты. N. Кашни кун курăк тымарĕсем тупса пырса хĕрарăма тăрантнă. Вăл хăй те çав хатĕрсенех çисе пурăннă. || Угощение. К. П. Прокоп. Кăçалхи çул çав вăкăра пирĕн ача туйĕ хатĕрне тытса пуснă иккен. Тайба Б. † Аната пĕве пĕверĕм хуркăвакал хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || В соединении с глаголом ту — почитать. Хурамал. Çак çынна пур-те хатĕр тăваççĕ (почитают). Ib. Пире хатĕр тунăшăн вăл хатĕр тутăр. || Заряд (для выстрела). N. Ман тепре авăрламалăх анчах йолчĕ хатĕр (порох и пр.). || Снаряд. N. Халь вăрçă хатри (хатĕрĕ) кăлех пачĕç. || Сбруя. Ст. Шаймурз. Шап-шур çăмран кĕççе çаптартăм улма-чăпар утăн хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || Кремень об огниво и пр. Панклеи. Чĕлĕм хатĕрне çаппĕр. || Буин. Арăм хатĕрĕ, теççĕ, упăшка йăли, теççĕ.

нарошнах

нарочно, с намерением. Шигали. Вăл нарошнах пирĕнтен юлнă та, пире хăратас тесе, вăртăн уя тухса тăнă.

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пин

(пин'), нас, наш (= пирĕн). Чуратч. Ц. N. Халĕ пин пеккисене яраççĕ курма (на побывку). N. Пинтен, от нас; синтен, от вас (см. пирĕнтен, сирĕнтен).

пирĕн

(пирэ̆н'), наш. Икково. Паян пирĕнне (у нас) чутах мăн тоттăр вăрласа каятчĕç. Сред. Юм. Пирĕн хушăра шевле вылять (очень разгорячены). Ib. Пирĕн тĕлтен тем те килсе тôхĕ. Ib. Пирĕнпе хире-хирĕççипе пит вăрçрĕç. Ругались с живущим против нас. N. Пирĕнчен тайăлмасть. Не уступает нашим. Тогаево. Вăл пирĕнтен çорçĕр енелле полнă, тет. Календ. 1910. Пирĕн патра пахчасене, уйсене тислĕкпе анчах çемçетеççĕ. В. С. Разум. КЧП. Ĕçлеме ӳркенместĕн пулсан, пирĕн çын пулатăн вара. Юрк. Пирĕннисем пулмасан, вăсене илес мар; кăшкăр, эпир хамăрăнĕсене илĕпĕр, тет арăмĕ, тепĕр пӳлĕмрен кăшкăрса. Ib. Пирĕнĕсем. Шигали. Пирĕн çын чăнах та Ахваниç пулнă. Яргуньк. † Инке маншăн макăрас çук, пултăр карĕ, тиес çук, пирĕн пĕтрĕ темеле. Регули 333. Ут (вм. утне) пирĕн патра тытнă полчĕ. Ib. 397. Вăл кисе пирĕн пата, эп он чох вăрманта полса. Ib. 600. Пирĕн поскил тимĕрçĕ (пирĕн тимĕрçĕ поскил) хола кайрĕ. Ib. 630. Пирĕн вăрманти превнисем (превнисем пирĕн вăрманти) лайăхчĕ, холари (холаран исе килни) осалчĕ. Ib. 643. Пирĕн пек томтир çок конта. Ib. 918. Вăл пирĕн ачапа килчĕ, вăл пирĕнпе килчĕ. Ib. 1550. Эп: пирĕн çынсам килеççĕ, тесе, кайран пăх (пăх та) — пирĕн çынсам полмарĕç. Урож. год. Пирĕн килес, вăй патăр (говорят вошедшие). N. Вăл пирĕн лаша вăрларĕ, вăл пирĕн лашана вăрларĕ, вăл пирĕнпе лашана вăрларĕ. [В первом примере — у нас он (лошадь может быть и не наша) украл].

пӳ

рост. Тайба Т. † Хĕрсем пĕве кайнă чух та, сивĕ куçпа ан пăхăр. Собр. Ӳксе пĕве кайимарăм, питĕмрен хура каймарĕ. (Сак ырати). МПП. Пӳ — çĕр пĕвĕ, рост. || Возраст. Цив. † Эпĕ çак ялтан тухас çук, пӳ çитмесĕр ан илĕр (раньше, чем приду в возраст). Сала 302°. Пӳ епле, ĕмĕр çапла килет, тет. (Послов.). || Туловище, корпус, стан. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ; пĕвĕм-çийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумăш пек. Алешк.-Сапл. † Ман пӳ юлать çĕр айне. Шибач. Пӳ çĕклеми ĕссĕр полтăм. N. Шемшер урам — вăрăм урам, ман çамрăк пӳ шăнăçмаçт. Шишкин † Виçĕ кĕренке поканне кача порнепе çĕклерĕм; ял çинчи йăвăр ятне пĕчик пӳпе çĕклерĕм. Актай. † Пӳ курăнми хăйăр ăшне (с головою). Ib. † Илсе каяççĕ чуна, каçараймарăм пӳме. Лашм. † Куç кĕски мар — куçран пăхтарма, шур чĕнтĕр мар — пӳме виçтерме. Янтик. † Аркă çичĕ ан пĕрсессĕн, пӳне йывăр килмĕ-ши? Альш. Илтĕм симĕс кăтат, çĕлетрĕм сăкман, çаннисем те вăрăм, пӳ кĕске. Пазух. Пӳсрен те çипиркке çĕлетрĕм, çаннисем вăрăм та, пӳ кĕске. Сала 312º. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăйи те юрать пире. || Стебель, ствол; высота, равная длине ствола дерева. Ст. Чек. Хĕвел йывăç пĕвĕ (на высоте длины дерева) анчах юлчĕ. Кĕвĕсем. Шурта шăпчăк авăтать, хăмăш пĕвĕ (стебель) янăрать. Вăрманта кукку авăтать, вĕрене пĕвĕ (ствол) янăрать. СПВВ. Х. Хĕвел йывăç пӳ пурччĕ. || Длина, расстояние. Янш.-Норв. Пирĕн ялтан кăнтăрла енче, пĕр ана пĕвĕнчен (на расстоянии длины загона) тĕне кĕмен чăвашсенĕн масарĕ пур. N. Осем пирĕнтен пĕр ана пӳ ытларах çех тăраççĕ (стоят лишь на расстоянии длины одного загона).

пӳр

(пур'), присудить, дать, предопределить, штрафовать (в некот. гов.). СПВВ. Турă пӳрчĕ (дал). Б. Олг. Çапла торă пӳрсе полĕ. Ib. Хам телейпеле торă пӳрсе парчĕ (находка). Хорачка. Сана торă пӳрсе конта çырса çӳремешкĕн. Ib. Çоратнă чоня лепле пӳрсе, çана кормасăр полмаст. Ib. Ана-йĕрен çинче тыра-пола вольăк таптаса пракат, ана пăльовой пырат та, пӳрет. N. Васкани çитермес, тет, пӳрни çитерет, тет. Четыре пути. Турă пӳрсен, эсĕ авлансан, ачу-пăчу пулсан, асту, вĕсене лайăх ăса кӳртме тăрăш. Ст. Чек. Ах, мăнтарăн турри пӳрмерĕ те, атте панă лайăх кăвак ăйăр хапхаран кĕреспе ӳксе вилчĕ. Ib. Ăна çапла пӳрнĕ пулĕ. Такова его судьба. Изамб. Т. Пӳрменнине туртса илеймĕн. Ib. Пĕр-пĕр çын укçа тупсан: укçа ăна пӳрнĕ, теççĕ. Бижб. Пӳрмен çăкăр çăвартан тухса ӳкет, тет, пӳрнĕ çăкăр шăл хайăрса кĕрет, тет. Вил-йăли. Çурта умне, кулник сакки çине вилнĕ çынна пӳрнĕ чĕреспе чашкă лартаççĕ. Вăл чĕреспе чашка вилнĕ çын пытарнă чух хыв-нăранпа тулта тытаççĕ; вĕсене вилнĕ çынна параççĕ: вилнĕ çын савăчĕсем, тесе, урăх çĕре ниăçта тыткаламаççĕ. N. Ан хăрăр: сире вăл укçана аçăр турри пӳрнĕ, сирĕн ĕлĕкхи укçăр манăн алла çитрĕ, тенĕ тарçи. ЧП. Турă пӳрнĕ-çырнă пулсассăн... Ib. Пӳрмен мулсене (несужденые) шыраса. ЧС. Турă пӳрмесен, эсĕ мĕн тума çӳрен (что станешь делать)? N. Вĕсем курнă инкексене никама та курма турă ан пӳртĕр. АПП. † Хăна пӳрнĕ мул тупăнĕ, пӳрмен мулсене шыраса, ылтăн пек пуçна ан çухат. П. Федотов. Çырлах, турă, перекетне-тухăçне пар, ĕçме-çиме пӳр (удостой. Моленье). Ир. Сывл. 12. Пӳрех ĕнтĕ эс мана ирĕклĕхпе сывалма. Альш. Пӳлĕхĕ пӳрсе пулчĕ-ши, хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? Ib. † Турă пӳрсен, çырсан, пăрахмасан, эпир те пулмăпăр-ши çурт пуçĕ? Пазух. Атте-анне çурчĕ ылттăн сăпка, хăш ачине пӳрет те, çав тытать. М. Тув. † Ах, акийăм Тӳми пур, килте ырлăх нумай та, сана çима пӳрмерĕ. Юрк. † Турă çырни-пӳрни пулмасан, çаккăнти сарă хĕр вăл пирĕн. Шибач. Вăл мана торă пак пӳрсе пачĕ (наделил меня). Собр. Çырни-пӳрни пусма вĕçнех килет, теççĕ. (Послов.). Ib. Пӳрмен япала, çăвартан тухса ӳкет, теççĕ. (Послов.). ЧП. Турă çырсан, турă пӳрсен. Т. VI, 2. Пӳрменне пӳрсе пар, пӳрнине çуратса пар. Сир. 77. Мĕн хăйне пӳрнипе çителĕхлĕ тăракан çынпала ĕçлесе тăрăшса пурăнакан çыннăн кунçулĕ савăнăçлă иртет. Ib. 68. Хăй пурлăхне ывăлĕсене пехиллесе (= пӳрсе) хăварнă чухне вăл хĕрĕсене те пай панă. N. Хĕрĕмрен Сарраран ача-пăча курма пӳртĕрччĕ ман. Истор. Ăна патшара нумай ларма пӳрмен. Бес. чув. 5. Анчах унта вĕренсе тухма ăна пӳрмен. Тăв. 51. Ачам, мана та вара ан пăрах. Турă мана ку енчен те пӳрмерĕ, хуть эс те пулин ан пăрах. Баран. 31. Пĕрре этемсем кама мĕнле телей пӳрни çинчен калаçса ларнă. СПВВ. КЕ. Выльăхсене хĕлле кашкăрсем витеренех тытса каять те, ăна пӳрни тесе калаççĕ. ТММ. Пӳрни чӳречене килсе шаккат. Ерк. 12. Сентел тĕсĕ пит-çăмарти, яштак пӳ те тӳрĕ ура — пӳрнĕ хĕре пурнăçра! Янтик. Хама пӳрмен пуль çав, çавăнпа çухалчĕ пуль. Ib. Хамăра пӳрмен пуль çав: хамăра пӳрнĕ пулсан, вăрласа та каймĕччĕç ăна. Альш. † Пӳрни ăçта, пӳ унта; çырни ăçта, пуç унта. (Турă пӳрни). Сред. Юм. Хуна пӳрни таçта та çĕтмес Что тебе определено, то ты все равно получишь. К.-Кушки. Ырлăха пӳрен ырă (назв. духа). Ерк. 7. Мĕн кирлĕ-ши кăна пирĕнтен? Пӳлĕхçĕ, пӳр инкекрен! терĕçĕ.

каяш

последки; остатки. Шумш. † Пирĕнтен — каяш — йолашки ларччăр вăрри толаччен. N. Пĕр пăккинчен пыл юхат, пĕр пăккинчен сим юхат, пĕр пăккăнчен (siс!) каяш юхат. Вăл та пулин юрĕ. (Такмак. В другом месте там же: «пĕринчен сим юхат, пĕринчен каяш сăра юхат»). Сред. Юм. Çăра ăсла йôхса пĕтсен, кайран йôхакан ăслана каяш теççĕ. ||Шарбаш. Каяш — испражнение. || Хвост хлебного вороха. Тюрл. Тырă сурсассан, каяш. Альш. Тырă каяшĕ, авăн çапнă çĕрте, тырă сăвăрнă хыççан йĕтем çине юлат. || Последствие, конец. N. Хуйхăна сирсе яр, каяшĕнче темĕн пуласса асăнта тытса тăр. || Минувшее, прошедшее. Ст. Шаймурз. † Малашне-каяшне астусан, шăпăртатса юхат куççулĕ.

ен

(jэн'), сторона (склоняется только с афф. 3-го л.). N. Унăн икĕ енĕпе вăрман. По двум сторонам его лес. Т. М. Матв. Пĕр енче хир, тепĕр енче вăрман. (Кĕрĕк). Регули 1148. Хола енчен килчĕ. Прибыл со стороны города. Чхĕйп. Шырланăн (промоина) ял енчи хĕрне (край). Регули 1150. Ман ен(н)е пăх, конталла. Смотри в мою сторону. М. Васильев. А, вăл енне кайсассăн, ан ти! ая кĕрес çук. Собр. 429°. † Ай мулла, Ярмулла! Ярмулларан сăра илтĕм, пĕр енĕн чусĕ çук. (Искаженная п.). Бюрг. † Эпирех те каяс çулсем çинче икĕ енĕпеленех канавлă. По обеим сторонам дороги, по которой мы должны ехать, канавы. Орау. Енне-енне виçшерĕн тăраççĕ. Становятся по трое на каждую сторону. Юрк. † Енне-енне вуникĕ кусуй чӳрече кастарчĕ. По обеим сторонам вырубил по 12 окон. Сред. Юм. Енчен-енне тайкаланса пырать. Качается из стороны в сторону. || Бок. N. Эп сулахай енне выртсан, çывăримастăп. Мне нельзя (я не могу) спать на левом боку. Шибач. Пирĕн кин, тет, ача турĕ, тет; пĕр енĕ хĕвел, тет, пĕр енĕ ойăх, тет. Хыпар № 8, 1906. Енчи хĕррисене (аяккисене) шывлă тăмпа сĕрсе якатас пулать. Края боков нужно сгладить, обмазав мокрой глиной. || Календ. 1907. Икĕ енни тавлашнă чух, председатель вĕсене килĕшме ӳкĕтлет. При споре двух сторон председатель старается примирить их. Ст. Чек. Пуçма-пуç улăшрăмăр, пĕр енчен те сĕтев паман. Поменялись без всякой придачи (баш-на-баш), ни одна из сторон не дала придачи. || Сторона села; страна N. † Ула кĕсрен тыйхине хăях утă та йорĕ-чĕ; çакă ен хĕрсене мăк сухал та йорĕ-ччĕ. N. Пирĕн еннереххисем. Те из них, которые находятся (живут) ближе к нам, в нашей стороне. Регули 1151. Хăйсем ен(н)е каяççĕ. Отправляются в свой край. Альш. Çĕрпӳ енчисем эпир. Мы со стороны Цивильска (наша родина около Цивильска). О сохр. здор. Хале ĕнтĕ эпир хамăр пурăнакан енчи çимелли япаласем мĕнлине, хăшĕ кирлине пурне те пĕлтĕмĕр. || Отношение, Hinsicht. Ст. Чек. Вăл енчен калама çук. В этом отношении и говорить нечего. Хыпар № 33, 1906. Вĕренес енчен те тĕлĕнмелле вĕренеймеççĕ. В отношении учения они тоже не очень-то успевают. Беседа чув. 7. Христос тĕнĕ енĕпе тутарсем ун чĕрине пит ыраттарса пурăннă. Чет. пути. Халĕ ĕнтĕ Америкари çынсем епле пуян, пур енчен те (во всех отношениях) малтан пыраççĕ. Истор. церк. Ĕненекенсен хушшинче пĕр енчен те йĕрке пулман. || В значении послелога. Чума. Çавăнтан кайран вара çын е вилес енелле каять, е сывала пуçлать. Хыпар № 31-2, 1906. Вăл татах пăлхану енне шухăшлĕ. Псалт. 48,5. Юмахпа каланă енне хăлхама чикĕп, вăл юмаха псалтир каласа ăнлантарăп. Сборн. мол. Вăл ман енне хăлхине чикрĕ, ĕнтĕ хам кун-çулăмра ăна чĕнĕп. Регули 1149. Хĕвел ен(н)е çавăрăнчĕ. Обернулся (лицом) к солнцу. Сред. Юм. Кĕр енне кайсан (к осени) çанталăк сивĕтет вара. Синерь. Ир енне. К утру. Макка 110. Пирĕнтен хĕвел-тухĕçĕпе çур-çĕр енче. От нас на северо-восток. IЬ. 72°. Ялăн çур-çĕр енче. К северу от деревни. Альш. Качча кайсан, ачу-пăчупалан вăл еннелле пăхма вăхăт çук вара унта (когда пойдут дети некогда будет этим заниматься). IЬ. Турă енне те ытларах (больше) шухăшлаççĕ. IЬ. Чăп ĕç çыннисем чăвашăн авланса, качча кайнисенчен пуçласа ватталла çывăхарнисем таранччен. Вĕсем лешсем пек ял сутне кĕмеççĕ, лешсем пек юмăçĕ-вĕрӳçĕ енчех лармаççĕ. || В чувашизмах. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесен (тăва пĕлмен енне) ăна та кăна та шухăшласа пăхаççĕ, чăвашсем вилменнине кура вăсенĕн тĕнне кĕрсе чăваша тухма та шухăшлаççĕ. П.П.Т. Вăсем аптранă енне (не зная, что делать) ак епле тунă... Сир. 113. Чун тарăхнă енне ӳпкелешем пĕреххут. Буду жаловаться в горести души моей. Ч.С. Эпĕ вара ним тăвайман енне (не зная, что делать), хупаха кайса лартăм. Баран. 28. Çи-халĕ ăна, çавăнтах шăлă шанса кайĕ, тесе пырать, тет, нимĕн тăвайман енне. Ч.С. Вăл унта, нимĕн тăвайман енне, вут çуннă тĕле сăхманĕпе витнĕ. Альш. Микулĕ каланă: çапла çав, вăл пуяс енне чукун та юр çинчех пĕçерет тенĕ. N. Аптăранă енне ним калама пĕлмесĕр суеçтертĕм. Хыпар № 37, 1906. Хресченсем хăш тĕлте, аптăранă еннипе: куланай параймастпăр, тесе, приговорсем çыра пуçларĕç. || Страница. КС. Икĕ енне те вуласа тухрăм. См. пит.

лăкан

(лы̆ган, лы̆ҕан), качаться, шататься. || Masturbare? Ир. Сывл. 23. Унта-кунта хумпала пĕчĕкçеççĕ кимĕсем, урлă-пирлĕ лăканса, юлса пыраç пирĕнтен. Якейк. Ман шăл теме лăканать. Ib. Çăмарта, хохса (усохнув), лăканакан полнă (стало бултыхаться). Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ. В. Олг. Онăн каснă çĕрти (место отруба) çорлса карĕ, лăканса, торачĕпеле ӳкрĕ корăк çине (дерево).

мăнни

(мăн+афф. З-го л.), один из больших; тот, который большой. Трень-к. Çав çырма пуçĕнчен тавăраннă чух, виçĕш пирĕнтен мăннисем: Татян тытат, Татян тытат, тесе кăшкăрса пирĕнрен таратчĕç. || Крулный сор, т. е. солома, арпа при веянии. Орау. Каç пулаччен мăннине сăвăрса ярасчĕ (т. е. отвеять крупный сор). Вара ыранччен те ларĕччĕ. Ыран тен çил пулĕ.

мĕн тума

зачем; почему; по какой причине; с какой целью. N. Хăрма та, мĕн тума хăрччăр вĕсем? Эльбарус. Эсир мĕн тума çойăхаттăр çав таранччен. Шинар-п. Унтан пĕр мулкачи каларĕ, тет: эй ачасем, пирĕнтен те хăракансем пур, пирĕн мĕн тума вилес терĕç, тет.

-ех

(-эх'), афф. ограничения, усиления или отождествления; тоже, что -ах. Орау. Ăна эпĕ пыричченех (еще до моего прихода) велернĕччĕ. IЬ. Ăна эпĕ киличченех çĕмĕрнĕччĕ. IЬ. Вăл эпĕ килнĕ чухне те çĕмĕрĕкех выртаччĕ. Орау. Пыл темскерех мар-çке (не Бог знает что), ан вăрçăр, пурне те çитĕ. Орау. Путлĕн мĕн чухлех панине пĕлместĕп. Не знаю толком, сколько именно дали. Орау. Мĕнпех (чем именно) çапнă-ши вăл ăна? — пĕлесчĕ. Здесь «-ех» указывает на сильное желание узнать. Орау. Лашине çĕр тенкĕ панă, тет. — Тем, ун чухлех (так много) янă-ши вара. Орау. Ĕçĕ мĕскерле пулнă-ши? — Мĕскерлех (как именно) пулнине пĕлместĕп. IЬ. Паяррăн мĕллех пулнине пĕлместĕп. Не знаю точно, как именно это произошло. IЬ. Кулине пуян ывăлне кайнă та, такăшех пулнă: пуçне каçăртса иртсе карĕ, çавăрнса та пăхмарĕ. IЬ. Ку стаккан ĕнерех çĕмĕрлнĕччĕ. IЬ. Тутарла калаçнине ăнлас пулсан (чтобы понимать), тутарла пĕлесех пулать çав (надо непременно знать). Кумарка. Ялта пĕчĕкрех ачасем кунĕпех çыма кĕмесĕр выляса чупса çӳреççĕ. Сред. Юм. Элекçеех (не кто иной, как А.) пĕтерчĕ мана; вăл полман полсассăн, эп аванах порăнаттăм... Тата çынсем те пит пôтарчĕç. Истор. (№ 37). Вăл: поляксене çĕнтернĕ пекех вырăссене те çăмăл çĕнтерĕп, тесе шухăшланă. Истор. (№ 37). Наполеон: тинех (вот теперь-то) вăрçатпăр ĕнтĕ, тесе, темĕн пек хĕпĕртенĕ. М. Тюм. Çимĕк кунне ирех (совсем рано) ваттисем чиркĕве кайса пĕтеççĕ. Илебар. Халăх сурать — кӳл тăвать, пĕр çын сурать — типсех пырать. Цив. Вăл, эпир лашасене тытма пуçличченех, пĕр лашине тытса, тепĕрне тытăнкĕ. Сюг.-Яуш. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? IЬ. Хваттир инçе мар пулсан, тăлăп кирлех те мар (не очень нужен) пулĕ. Рег. 209. Эп ончченех (до тех самых пор) тăхтам. N. Хапхаран кĕрсессĕнех (как только вошел), эпĕ лупас айĕнче икĕ çын хăма саваласа тăнине куртăм. Собр. 265°. Эсех (только ты или: уж ты)... пуян, çăварна каран та ларан. (Укçа хутаççи). Орау. Вăлне вăлах та (он-то положительно он), урăх никам та мар та, ахал, каламаçть. IЬ. Эсне эсех-çке (ты-то, разумеется, положительно ты) те, тулĕк ахаль, каламастăн. N. Пулă çавăн пекех кĕрет. Н. Полорусс. Эп вырăн тупичченех (до тех самых пор, пока) кунта пурăнан. IЬ. Эп, вырăн тупиччен, кунтах (здесь же, все здесь) пурăнан (буду жить). Орау. Темех (невесть что) ĕçтерсе çитармаççĕ пуль-ха вăсам та. IЬ. Темех курнă вăсене, вĕсем умĕнчен каймасăр, унтах ташласа тăрать. Не знаю, почему они уж очень ему дороги (милы) — расстаться не может, все перед ними кривляется («пляшет»). Орау. Хăшех (кто именно) капла вăрттăн нӳхрепĕн-масарăн сĕтĕрĕнсе çӳрет-ши? Урине çапса хуçăттăм мура — сĕт хăймине çиса тухнă. Здесь «-ех» указыв. на страстное желание узнать вора. Орау. Пĕлмессе пĕлместĕнех (действительво не знаешь) пулмалла, çав ахаль, сăмах çукран сăмах калаççа ларан. N. Халĕ кунта Варшаври пекех хĕнех мар (не очень трудно). Скотолеч. 31. Çак чирех, именно эту болезнь. Дик. Леб. 46. Акă патша Елиса çывăракан пӳлĕм çумĕнчиех пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕмĕн алăкне уçса ярать. Цив. Пирĕнтен инçех мар (не очень далеко), тăватă çухрăмра, пĕр чăваш ячĕ пур, Тенел. Курм. Юр айĕнчен тухнă кальчасем, курăксем хĕвел ăшшипе симĕсленех (постененно все) пыраççĕ. Изамб. Т. Исампалĕнче мĕн пурĕ хĕрĕхех (только сорок) кил. Ходары. Хутте вăлсемшĕн пулсан çурхи шыв тапраннă пултăр, çаплах, аеанланкаласа мĕнле те пулин пĕр вуншар хула та пулин касса килеççĕ, килеççех (все-таки срубят и принесут, для совершения обряда «вирĕм»). Ч. С. Ку асатте хăçан (когда же) вилех, выляма та ирĕк памасть. Бес. о земл. Ĕçе — вĕренемех! (ненременно выучусь) тесен, çын вĕренет. N. Урăх вара нимĕн ĕçех те çук. Никакой другой особенной работы нет. Нимех те çук унта. Там ничего особенного нет. Сред. Юм. Мĕнех кирлĕ пôлчĕ-ши сана! Что тебе было надо! (гов. человеку, некстати сделавшему что-нибудь). Шурăм. № 6. Итлесех тăрас килет. Так и хочется слушать. Яланах: пăртак тăрам-ха, тăрам, тесех (всё откладывал и...), вăхăта ку таранччен ирттерсе ятăм. Рег. 1360. Вăл тытĕ тытех (непременно). Йоман ытти явăçран çирĕп-çирĕпех (положительно крепче). Рег. 236. Ĕçлекенех никам та çок халь конта («-ех» здесь только смягчает выражение; по мнению других, его след. перевести с.товом «особенно»). N. Урăх паллă ятлă çырмасемех çук. Других особенио известных оврагов нет. (По мнению Н. И. Полоруссова, «-ех» здесь только смягчает выражение). Орау. Еплех хăтланнине (или епле хăтланнинех) куримарăм çав, айăн-çийăн çавăрнса пĕтрĕç те. Рег. 1344. Он пусăкăшех çок конта. Совсем равных ему по величине здесь нет. Рег. 1357. Турĕ-турех (все-таки). Тумарĕ-тумарех. Правильность этих оборотов подтверждает и Н. И. Подоруссов. Рег. 1338. Çимĕкренпех (е самого семика) сумар выртать. Çомăр хыççăнах (тотчас после дождя) кайрĕ. Рег. 235. Илтсенех (илтсеснех) каларăм. Календ. 1910. Ăслă француз «Ити» шутласа илнĕ те, пĕр кĕске çиçĕмех 17 çухрăм тухнă.

Иштек вăрманĕ

назв. леса. Ормай. Пирĕнтен пĕр çухрăмра, Иштек патĕнче, вăрман пур, ăна «Иштек вăрманĕ» теççĕ; пĕр тĕлтине «Киремет алăкĕ» теççĕ.

унтан-кунтан пулмин

откуда-то. С. Шигали. Унтан-кунтан пулмин, пирĕнтен пит инçех мар, пĕр çын чупса килнн курăнчĕ те, эпир, лайăх пăхмасăрах, урана кута лектерсе, чупа пуçларăмăр.

ура

ора, нога. N. Эпĕ, урана салтса, хăпарса лартăм сак çине, урасене кăмака чĕрçи çине хурса. Якейк. Ора посма вырăн çок. Негде ногою ступить. Альш. Ĕлĕк вăл (Етремен), ку енче те, леш енче те вăрман чухне, çын ура ярса пусса каçса каймаллаччĕ, тет. N. Виç урипе каялла чакса пырать, çăварĕпе, пĕр малти урипе çăкăр татăкне сĕтĕрет. Букв. 1904. Ура салтсах выртма пуçланă (больная). Алик. Ай, килеми, килеми, ура канли (кан'л'и) кӳтĕмĕр. (Свад. п.). Изамб. Т., КС. Атта çара уран тăхăнсан, ура хăпарать. Богдашк. Тăрăс, тăрăс ташлама тимĕр ура пулинччĕ. N. Ура алăк хушшине пулсан (если прищемишь), çын килет. Сред. Юм. Ĕнер-çиç чипер çӳретчĕ, паян ора çине те тăрайми чирлесе выртать. Вчера был здоров, сегодня уж и на ноги вставать не может. Ч. С. Ун чухне ачасем пит ӳсĕр пулаççĕ, урисем çине те аран-аран тăраççĕ. Урмай. Ури çăмăл юлсассăн, килес çул кайлах килĕпĕр; ури йăвăр пулсассăн, çич çулсăр та килмĕпĕр. Скотолеч. 13. Шыв е сĕлĕ пуринчен ытла малти урисене анать. Трхбл. † Аттепе аннене лартар-и, ик уринчен тытса тайлар-и. Альш. Ура салттараççĕ хĕве хупсан. Хĕрĕ каччинне салтать. Зап. ВНО. Ăçта каятăн, икĕ ура? — Тватă урана шырама. — Ăçта каятăн, тватă ура? — Ултă урана шырама. — Ăçта каятăн, улт ура? — Выртнă упана тăратма. (Çара-çуна). Изамб. Т. Пĕр урипе сиксе каят. Чăв. й. п. 31. Апат хытнă çăкăрне, лармасăр, ура çинченех (стоя на ногах) çикеленĕ. Н. Лебеж. Виç хĕл каçан вăкăрне шур парнене тытрăмăр; ури çинчен пусăпăр, ăна туй халăхне валли тăвăпăр. Сред. Юм. Õра сыраччин йôрласан, каç пôлаччин йĕрет, тет. (Поговорка). Хăр. Паль. 5. Акă Палля тĕлĕнчен пĕр уксах ача хăрах уранăн сиксе кĕвĕ. N. Если урине (у молодушки) курсан, вара пĕр мăшăр чулха илсе парас пулать кинĕн, е кĕрӳшĕн хунĕсем патĕнче. Беседы о землед. Пĕр татăк хытнă çăкăршăн та ураран ӳкиччен ĕçлетĕн. N. † Урасем пусрăм та, куçма хĕсрĕм — ухмах иккен хĕрĕрсем, сисмерĕç. N. † Савнă тантăш аса килнĕ чух ура çинчен (наяву) тĕлĕк куртăмăр. N. Ăна вара ура тупанĕ патне хурса тĕтĕмне кăлараççĕ. (Тĕтĕрни). Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. (Послов.). Пизип. Пĕр карта сурăх, пурте пĕр ура тăрăнче тăраççĕ, (Купăстасем). Юрк. Урисене пуçтарса ларсан (гуси)... Пшкрт. Молҕас' иҕоран ларза-да, хы̆лҕизäм анцак коры̆начы̆. М. Васильев, № 3,44. Пăхаç кăсем ирхине — тотар лаши орине тăсса выртнă (околела). Сред. Юм. Кошак ôри чоста, ман ôра тимĕр! Пĕчик ачасем çӳлĕ çĕртен сикнĕ чôх çапла каласа сикеççĕ. Орау. Ура çинчен янă. Futuit stans. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хупсан (прищемишь), хăна килет. N. Манăн урасам утми пулчĕç. Сред. Юм. Ора сырма кил! тесе, ирхĕне ирех хуçисĕм вырăн çинчен тăраччин пыракан çынна калаççĕ. Орау. Тухса кай кунтан халех; нихçан та ман килĕме уру килсе ан пустăр! Букв. 1904. Çырла вĕçĕ-хĕррисĕр, ура пусма та çук (негде ступить). Сред. Юм. Ора-ал пит ыратать. Руки и ноги болят. О сохр. здор. Урпсемпе тапкаланса выртма. Ст. Шигали, Цив. у. Унтан-куптан юлмин, пирĕнтен пит инçех мар, пĕр çын чупса килни курăнчĕ те, эпир лайăх пăхмасăрах урана кута лектерсе чупа пуçларăмăр (во весь дух). Альш. Ура хурса ӳкерес. Свалить, подставив ногу (= такăнтарса ӳкерес). КС. Орау. Хăй кулать, калаçать, ури çĕре перĕнмеçт. IЬ. Таçта çухалчĕ кушаккăм, аванччĕ. Урана чăссан, ура урлă сикеччĕ, тата, кайри урисем çине ларса, слушит тăваччĕ. Букв. 1904. Эпĕ вара урана çĕре тивретмесĕр (= тивертмесĕр) киле çитсе ӳкрĕм те, питĕрĕнсе лартăм (прибежал во весь дух). N. Ураран ӳксе, вырăн çине выртнă. N. Çав пичĕкен тĕпне ура тивмест; пӳ ярсассăн, пӳ çитмест. N Ватă юмансом те ӳкеççĕ, тет, ураран (валятся). СТИК. Чăхă урине хĕр-ача çисен, тĕрре пĕлмест, тет. Чув. прич. о пог. 229. Хур пĕр уранăн тăрсан. Если гусь стоит на одной ноге. || Доля, равняющаяся одной четверти заколотого животного. Сред. Юм. Миçе ора кĕтĕн? Çак çолсĕнче выльăхсене оралашса пусаççĕ; пĕр ора кĕнĕ полсан= 1/4 части коровы; çор ора кĕнĕ полсан= 1/8 части коровы; ик ора= 1/2. || Активный участник воровства, знающийся с ворами из других селений и помогаюпшй им воровать,в своей деревне. Якейк. Ялта япаласам çохалсан, вăррине пĕлмесен: ори ялта пор, теççĕ. IЬ. Хамăр ялти орине пĕлесчĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бегать

глаг. несов.
1. чуп, чупса çӳре; дети бегают на улице ачасем урамра чупса çӳреççĕ
2. от кого-чего (син. избегать) тар, пăрăн, ютшăн; тарса çӳре; он бегает от нас вăл пирĕнтен тарса çӳрет

воля

1. сущ.жен.
1. (ант. безволие) çирĕп кăмăл; воспитывать силу воли кăмăла çирĕплет
2. (син. стремление) ăнтăлу, тăрăшу, кăмăл; ăнтăлни, тăрăшни; воля к победе çĕнтерме ăнтăлни
3. (син. требование) ирĕк, хушу; хушни; он исполнил волю родителей вăл ашшĕ-амăшĕ хушнă пек тунă ♦ волею случая ăнсăртран; это не в нашей воле ку пирĕнтен килмест

каждый

местоим. определит.
кашни; каждый день кашни кун; каждый из нас пирĕнтен кашниех

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

нас

мест. личн. род., вин. и пред л. п. мн. от мы пире; у нас пирĕн, пирте; о нас пирĕн çинчен; для нас пире валли, пирĕншĕн; без нас пирĕнсĕр; от нас пирĕнтен, пиртен, пирĕн патран.

отдельно

нареч. уйрăм, уйрăммăн; отдельно от нас пирĕнтен уйрăм.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть

Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть конца-краю не видно (не видать); син.: вĕçĕ-хĕрри çук.
Малтанах мана вăрçă, пĕр-ик хут çапăçăва кĕрсенех, пĕтессĕн туйăнатчĕ. Анчах унăн вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть иккен. В. Алентей. Илемлĕ, аслă çакăнти вăрман, Пĕр-икĕ ĕмĕр пирĕнтен авал Вĕçĕ-хĕрри ун ниçта курăнман. С. Элкер.

Тăкак тӳс

Тăкак тӳс терпеть / потерпеть убытки.
Çу сĕрмесĕр урапа та кусмасть, çавăнпа та кашни килĕн пĕчĕк тăкак тӳсмелле пулать. Г. Алентей. Эс, Çитăр кум, пирĕнтен ытларах чухлатăн — илсе кайса сут çав нимĕçе пирĕн хăмлана, тăкакне тӳсĕпĕр, — терĕç хайхи хăмла ӳстерекен чăвашсем. П. Осипов.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

дед

ç.с., калаç. Асатте (туп.). «Дедсем» пирĕнтен çав тери мăшкăллатчĕç, хĕнетчĕç. Х-р, 4.09.1996, 2 с. «Дедсем» тем те пĕлеççĕ. ÇХ, 1997, 52 /, 3 с.

Çавăн пекех пăхăр:

пирĕнни пирĕнпе пирĕнсĕр пирĕнте « пирĕнтен » пирĕншĕн пирĕште пирĕштесĕр пирĕшти пирĕшчи

пирĕнтен
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150