Шырав: сакăрвунă

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

минут

2.
минута (градусăн утмăлмĕш пайĕ)
сакăрвунă градус та вăтăр минут — восемьдесят градусов тридцать минут

сакăлта

уступчатый
Сак, сак, сакăлта, сакăрвунă сакăлта. (Пусма). — загадка Уступы да уступы — восемьдесят уступов. (Лестница).

сакăрвун

см. сакăрвунă

сакăрвунă

(сакăрвун)
при конкр. счете, в качестве опр.
восемьдесят
восьмидесяти-

сакăрвунă тенкĕ — восемьдесят рублей
сакăрвунă çулхи старик — восьмидесятилетний старик
вăл сакăрвунă çичĕ çулта — ему восемьдесят семь лет

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сак

присловье к сакăлта. Собр. Сак сакăлта, сакăлта, сакăрвунă сакăлта. (Аçтăркан мăйри).

сакăлта

(сагы̆лда), уступ, образованный в почве; ухаб, обрыв. Яргуньк. Зап. ВНО. Сакăлта, уступ; уступчатый. Ib. Сакăлтана пыриччен, сакăр çулпа пымалла. Т. II. Загадки. Сак, сак, сакăлта, савăрвунă сакăлта. В Хорачка: сагы̆лдак. Сред. Юм. Сакăлта тесе çôл çинчн пĕчикрех лакăма калаççĕ. (Небольшая впадина на дороге). Торп-к. † Сакăрвоннă сакăлта, сакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса утми турăмăр. С. Тим. Сак, сак, сакăлта, сакăрвунă сакăлта, (Пусма). Сĕт-к. † Тăхăрвоннă тухури, сакăрвоннă сакăлти, сакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр. N. Малтан тӳрем çĕр, унтан тӳрех сакăлта (обрыв). N. Çĕнĕ çуна, сăрлă ӳрече, сакалтана сикмин — лайăхчĕ. Сам. 71. Сакăлта çыр хĕрринче, тăмлă, хытă çĕр çинче курнăччĕ эп пĕр чечек. Тюрл. Çорконне шыв çорса кайнă та, сакăлта полнă (обрыв). || Углубление в реке. СПВВ. Х. Сакăлта; шывра пĕр тĕлте пĕр пĕчикçĕ кăна тарăн тĕле сакăлта теççĕ. Ст. Чек. Сакăлта = авăр. Буин. Шывра тăнă чух манăн урасем пĕр сакăлтана анчĕç кайрĕç (провалились в углубление). См. сакăлтак, санкăлта.

сакăрвунă

восемьдесят. Употребляется как опред. Тайба-Т. Сакăрвунă пĕр, восемьдесят один. (Употребляется и самостоятельно). Рак. Сакăрвунă пĕрмĕш иккĕ. Кĕвĕсем. Сакăрвунă сакăр юррăм пур, сарă сак çине сарса суйларăм.

Сартăн

(-ды̆н), назв, города? С. Айб. † Сартăн хули сарă курăнать, çĕр сакăрвунă çухрăмра курăнать.

сумлăх

на... рубль(-лей), стоющий рубль. ЧП. Кĕтӳ кĕпи пĕр сумлăх. Регули 623. Постав пилĕк сомлăхĕ лайăх. N. Сакăрвунă сумлăх хут (деньги).

çичĕ

(с’иџ̌э̆, с’иζ’э̆), семь (употребляется только как определение). Шел. 16. Шурă акăш пулчĕç те, çичĕ тинĕс леш енне вĕçсе карĕç виççĕш те. Альш. † Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн: ан касăрсем çичĕ пуртăпа. N. Ваттисем çичĕ сыпăка çитмесĕр хĕр (невест) парса хĕр илмен, тиркенĕ. АПП. † Самара кайрăм саккăрпала, çичĕ çитмĕл (семь раз семьдесят) хĕрсем пур тесе. N. Çичĕ çухрăм, семь верст. Лашм. † Хура кăтра çăрхисем çăрхаланине çичĕ çунатлă кайăксем çитеймеççĕ. Т. VI. 49. Çавна та кала пĕлменни çичĕ те пиллĕк (т. е. 12) курка ĕçмелле. N. Çичĕ тинĕс сутти (scr. тин-тин сутти), за тридевять полей. ЧП. Çичĕ тăван хушшинчен турă мана хурлăха çырайчĕ. Ib. Çичĕ хурăн. Сред. Юм. Чăвашсĕм: тĕнчере пирĕн çĕрсĕр пуçне тăта çичĕ тĕнче (семь миров) пор, теççĕ. Менча Ч. Çичĕ тĕслĕ (семи родов) тыррăм-пуллăмпа сана асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Моленье). Торп-к. Ĕлĕк пĕр çын пуян пулнă, тет, çавă пуян вилнĕ, тет те, ăна путармашкăн çиче ял çынĕ пуçтарнă, тет. Альш. † Ах тетĕçĕм Ехрим, çитмĕл пуян ăшĕнче çичĕ пуян тетеçĕм. N. Çичĕçĕр сакăрвунă икĕ çул, 782 года. Н. Тим. Çичĕ çырминче çеçки пур та, çырли çук.

çул

çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), сто. N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытĕ. (Алăк хăлăпĕ). N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытать. (Алăк хăлăпĕ). N. Çĕр тенкĕ, сто рублей. N. Çĕр те виççĕ. N. Çĕр те пилĕк, çĕр те пĕре. Календ. 1904. Пĕр çĕр пуç хурт пур. Есть с сотню ульев пчел. Истор. Вĕсем çав ĕçе çĕр пӳлĕме (главана) уйăрса çырнă. N. Çĕр çул, столетие. Сунч. Ула тына: мĕн хак, тет? — çĕр çирĕм пус, теççĕ (т. е. 34 коп. серебром; так и у КС). Чура-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). Юрк. Çĕр те вуниккĕ, икçĕр вуниккĕ. Шурăм-п. Çинчен тата çĕр çирĕм икĕ пус (35 коп. серебром) укçа парса ярăпăр. N. Çĕр пин, сто тысяч. N. Çĕр те пиллĕк, сто пять. N. Сакăрçĕр çичĕ çул, 807 лет. Тăхăрçĕр вăтăр çул, 930 лет. N. Сакăрçĕр çул. 800 лет. N. Пилĕкçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 595 лет. N. Тăхăрçĕр вуникĕ çул, 912 лет. N. Сакăрçĕр вунпилĕк çул, 815 лет. N. Тăхăрçĕр, вунă çул, 910 лет. N. Сакăрçĕр вăтăр çул, 830 лет. Сакăрçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 895 лет. N. Тăхăрçĕр утмăл икĕ çул, 962 г. N. Çĕр утмăл икĕ çул, 162 г. N. Виççĕр çул, З00 л. N. Виççĕр утмăл пилĕк çул, З65 лет. N. Çĕр сакăрвунă çичĕ çул, 187 лет. N. Çĕр ик çулхи. || При обозначении возраста, как и при др. числ., год можат быть опущено. Альш. Манăн çĕртен те иртнĕ (старше ста лет) асатте пур. М. Васильев № З, З2. Çĕрте икке çитнине. Якейк. Эс минчере? — Çĕр те пĕрере. Сколько тебе лет? — Сто один год. || Сотня (в смысле админ. разделения). См. Разг. С. Мих. 16.

тӳме

(тӳмэ), завязка рубахи. В. Олг. N. Сар пурçăнтан тӳме тӳлерĕм. Кĕвĕсем. Пирĕн çак тăвансем таçтан паллă, унăн кĕпи тӳмисем шур пурçăн. || Пуговица, крючок. Шашкар. Тӳмесене ĕçертрĕм. Я расстегнул пуговицы. ЧП. Сакăрвунă сакăр сăкмана вуник кĕмĕл тӳме хуртартăм. N. Сан тӳмӳсене лайăх лартман: пальттуна пĕркелентерсе тăрат. Шурăм-п. Петтăр, амăшĕ пек, тӳме илсе пырса парсан, ăна çывăрнă чухне пуç айне хурать (кладет под изголовье). Тюрл. Сăкман тӳми çитеймес (узор для застегивания). || Бляха. Кĕвĕсем. Пĕчикçĕ лаша — турă лаша, лаша кутлăхĕ палăрми йĕс тӳме. || Шишка репейника. См. лапăстан, лапăштан. || Реnis. М. Яльчики.

хуçа

хоçа (хуз’а, хоз'а), хозяин, владелец; купец. Орау. Ку çăпатан хуçи çта? Юрк. Хуçисем паллă кăна пысăк хăнине тытăнаççĕ мĕн пурĕпе силлеме. Ib. Хуми çӳллĕрен ниепле те тушне (тушу овцы) тепĕр енне ывăтса каçараймасть; хуçи хăй патне пынине курмасăр тек асапланать. ЧП. Пĕр икĕ çавра юрă юрласшăн хаварас мар хуçин кăмăлне. Хуçи хуçа ятлă мĕн, сăрисем пыл пек тутлă мĕн. N. Эсĕ, Марье, нумай пулать-и хуçана кĕни? Кам хушрĕ сана манран иртсе пурăнма? N. Ĕлĕкхи хоçи (мой) тĕл полчĕ. Якейк. Ĕçес-çияс хуçаран, калаçас-колас хамăртан. Кильд. Вара вăл хăй те хуçана ӳкнĕ. N. Хуçанăн сылтăм енче çĕнĕ пӳрчĕ пур, тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ, çине шатрун виттернĕ, ăшне калтир турттарнă. Çав çĕнĕ пӳрчийĕн сакăрвунă сакăр сакки пур, пĕр саккине пире выляса кулса ирттерме памĕ-ши? Тата унăн çичĕ çулхи вăкăрĕ (вăкăри) пур, мăйраки кĕмĕл, чĕрни ылттăн, мăйракипе çĕр чавать, чĕрнипе çул хывать. Çак хуçанăн аслăк тăрринче пĕр кăркки пур, унăн-кунăн кускаласа çӳрет, уна икĕ çулччен тытайман пусман, халĕ туй халăхĕшĕн тытнă пуснă, сĕтел çине лартнă, çуначĕпе витнĕ. Курм. Хуçа апачĕпе: чăкăтпа, çӳкӳпе. П. Пинерь. Килмĕттĕм эпĕ çак киле, илемлĕ иккен хуçан ĕçкисем. ГФФ. † Эпир контан кайсассăн, хоçи йолать хорланса. Когда отсюда мы уедем, хозяину станет грустно. ГФФ. † Хоçи тохрĕ те курмашкĕн те. Вышел поглядеть хозяин. ГФФ. † Хоçи çӳрет савăнса. Хозяин ходит и радуется. А.-п. й. 18. Утар хуçи илтсессĕн, иксĕмĕрĕнне те тирсене сӳсе кайĕ,— тет. ГФФ. † Порнеллĕ те перчаткă тахнас мар, хоçасен чонне хорлантарас мар. Уж не будем надевать перчаток, чтобы не огорчить этим купцов. ГФФ. † Самар алстоль сар алстоль, Самар хоçи йышăнмасть. Самарский купец не признал за свои самарских желтых толиц. ГФФ. † Номай окçапа мĕн тăвас? Эпĕр хоçа полас çок та, хоçа ятне илтес çок. На что нам много денег? Купцами нам не быть, не нам носить имя купца. А.-п. й. 71. Çав вăхăтра çулпала пĕр хуçа вĕçтерсе килет, тет. || Хозяйство. О землед. Кил-хуçара сухапуçĕсем анчах пулсан, навуслă анасене плуксемпе сухаланă пекех сухаламалла. || Ходар. Пире тата кайăкран-хуçаран, вăрăран-хурахран, вутран-кăвартан, шывран-шуртан, тĕрлĕ хуйхăран, тĕрлĕ чиртен, тĕрлĕ асапран — хăтар пире.

хăек

клин. ЧП. Сакăр тиртен кĕрĕк эпĕ çĕлетрĕм, сакăрвунă саккăр хăек пур.

шăлтăрма

блок (ткацкого станка). ЩС. Шăлтăрма, колеса, на которые вешаются ниченки. Мыслец. Шăлтăрма, вертушки (ткацкого станка). Мочеи. Шăлтăрма, ун çинче кĕрĕ çӳрет. Изамб. Т. Кĕрĕсене шăлтăрмаран çакаççĕ. Сред. Юм. Шăлтăрма, пир вырнĕ çумне çӳлтен çакса яракан, унтан хăйĕнчен кĕрĕ çакса яракан урапаллă япалана калаççĕ. Якейк. Кĕртен çӳлелли япаласене порне пĕрле шăлтăрма теççĕ. Т.-И.-Шем. Шăлтăр-шăлтăр шăлтăрма, шăл хушшисем хавшанă. Токташ. Шăлтăрма, блок для поворачивания мельницы, на конце „арман хӳри“. || Моркар. Шăлтăрма (на мельнице), блок, прибитый к ковшу; через него проведена тонкая веревочка от корытца (алтăркаç) к крутой дощечке (сып яраканни). См. арман. || С. Дув. Вăл карташ варринче сакăрвунă ылтăн юпа пур, кашни ылтăн юпинче сакăрвунĕ кĕмĕл шăлтăрма, чупса пыран ут-выльăха кăкарса кантарма пĕр шăлтăрмине памăр-ши пире? || Сучилка. N. Шăлтăрма – когда лошадь пускают, вĕренĕ ситрелмес, вертится. См. вĕрен шăлтăрми. || Назв. травы.

маса

(маза), decus; пригожество; красота; благоустройство (с перс.). Юрк. † Сакăрвунă пĕрме саланас пулсан, кĕрĕкĕм кайĕ масаран. СТИК. Сĕтел чист масаран кайнă (загрязнён и т. п.), мĕшĕн кăш та тирпейлеместĕр? (= сĕтел чист тирпейрен тухнă, чисран кайнă). Ib. Çĕлĕк чист масаран тухрĕ ĕнтĕ, çын çине (в люди) тăхăнса тухма та намăс. Ib. Масине курас килмес. Посмотришь — берёт отвращение какое-то! („вообще выражается отвращение при виде кого-нибудь. Если чувствуют отвращение к предмету, то говорят, например, о водке: „тĕсне курас килмес“, или: „тĕсне курсан, хăсас килет“). Ib. Унăн маси кайнă чист. Он потерял образ человека. N. Хăйсенĕн усаллăхĕпе ашшĕ ятне те çĕртнĕ, кил-çурт масине те янă. Ст. Чек. Масинчен тухнă. Потерял(-а) прежнюю красоту и прелесть (от пьянства, распутство, старости). СПВВ. Тути-маси çук ку апатăн; кил-çурт масине яратăн. СПВВ. ПВ. Маси — тути-маси; кил-çурт маси, доброе имя дома. N. Масу та çук ĕнтĕ! Нет у тебя нравственных принципов!

Çавăн пекех пăхăр:

сакăр вунă сакăрçĕр сакăрçĕрмĕш сакăрвун « сакăрвунă » сакăрвуннă сакăрвуннăмĕш сакăрвуншар сакăрура сакăрчăк

сакăрвунă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150