Шырав: тĕппипе

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

тĕпĕпех

то же, что тĕппипе

тĕппипе

1.
до дна
тĕппипе ĕç — выпить до дна

тĕппипе

2.
до основания, дотла
совсем, начисто, полностью

çурт тĕппипех çунса кайнă — дом сгорел дотла
тĕппипе пĕт — 1) кончиться совсем, без остатка 2) сгинуть, погибнуть
тĕппипех пĕтер — ликвидировать, уничтожить полностью

тĕпĕпе

то же, что тĕппипе

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сав

любить. Янтик. † Пурçăн явлăк пур, тетĕр, пĕртте çыхса тухмастăр; савап, савап — тиетĕр, кучченеç те памастăр. Алешк. † Ай-хай, савнă тусçăм, хура куçăм, илсен илмесен те савса тăр. Альш. † Пĕчĕкçĕ çырма, вак чуллăх, кĕпер ан хыв, ут сиктер. Савнипелен савманни сăмах ан хуш, куç сиктер. Ib. † Чипер ача, сар ача, савăп — кайăп мĕн тăвăн? Буин. † Икĕ савса сар хĕр эпĕ ӳстертĕм. Ст. Ганьк. † Сарă хĕрсене кам савĕ, савсан савĕ сар каччă (разве он, а то кроме него никто). С. Айб. † Пуян хĕрĕ савмалăх, ашшĕ ятне ямалăх. || Радоваться. Ст. Ганьк. † Хурама йывăç тăрринче сарă кайăк ларать сарăлса, савса (радостно) сарăлса ларнă чух çавра çил килчĕ — çавăрчĕ. ТХКА 60. Юр та карĕ, пăр ирĕлсе пĕтрĕ. Çанталăк ăшă, пит ăшă. Хĕвелĕ те хĕртсе, савса пăхать те. || Обрадовать. Ерк. 169. Халĕ ĕнтĕ ленкрĕн алла тĕппипе, тавăрттарăп — чуна савăп виллӳпе. Каласа пар: мĕншĕн килтĕн эс кунта? Мĕнле шухăш пăтрантарать пуçăнта? || Ласкать, миловать. Ашшĕ-амăшне. Вăл (она) ун çине пăхса ăна куçĕсемпе савса çеç ларнă. Учите детей. Ача мĕн те пулсан аван тусан, саврăн — çитрĕ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне амăшĕ савать (йоратать). Юрк. † Сӳлĕ тусем çине улăхнă чух ука хӳрелĕ хĕрсем тĕл пулчĕç, аллисемпе йĕтĕн сараççĕ, куçĕсемпе пире саваççĕ. Альш. Çурăмĕнчен лăп-лăп савать (ласкает). Собр. † Мирун кинин ачине çын савайми тиеççĕ, эпир тытса саврăмăр. || Гладить ласково (напр., по головке, по спине). Изамб. Т. Каçантан саваççĕ (гладить по спине). Ib. Ача йытта каçанĕнчен саврĕ. N. † Пуç тăрринчен тăрлаççĕ, çурăмсенчен саваççĕ, аяксенчен тапаççĕ, ларми тăми тăваççĕ. Турх. † Икĕ çунатна ман умма хутласассăн, эпĕ сан тĕкне аллăмпа савăттăм. || Уважать. Якейк. Çак кил хуçи пит савмалла çын. Этого хозяина можно уважать.

тĕппипе

до дна. Кив-Ял. Пачĕç эрех куркапа, астивсе пăх терĕçĕ, савни каялла килсессĕн, тĕппипе ĕçĕттĕм терĕм. Изванк. Тĕппипе ĕçсе яричченех. Юрк. Çук, умлă-хыçлă пĕр канмасăр пĕр-ик тапхăр тĕппипе ĕçнĕ хыççăн, пăртак çăкăр татăкĕ çисе пăхмасан, виççĕмĕшне эпĕ ниепле те ĕçейместĕп, тет. Якейк. Ытла тĕппипех ĕçес мар, хамăра намăс кӳрес мар. || До основания, совершенно. N. Эпир вĕсене тĕппипех пĕтерĕпĕр тесе каларĕ. || Подробно. КС. Ни пушарĕ çинчен çырман, ни ху хăрани çинчен тĕппиперех çырман. || Точно. N. Çапла ĕнтĕ вăрçă пулассине халĕ никам та тĕппипе пĕлеймест.

тĕшмĕш

суеверие, предрассудок. Орау. Тĕшмĕшĕ пур. У него есть (суеверие) предрассудки. || Суеверный. Абаш. Вăл пит тĕшмĕш çын. Слеп. Çав çын тĕшмĕш, çав кон памаст, ку кон тĕшмĕшленет (телей каять тесе). N. Ĕлĕк чăваш хресченĕ питĕ тĕшмĕш пулнă. СТИК. Çавсем пит тĕшмĕш-çке (придерживаются старых взглядов, суеверий). N. Анчах йĕрнипе, те тĕшмĕш йĕркипе хăрах куçа шур илчĕ тĕппипе.

мĕнле

(мэ̆нлэ), какой; что за. N. Кĕсем мĕнле япаласем? N. Ку мĕнле япаласам? Регули 937. Эс мĕнле çын конта? Эп тарçă контине пурмис (бурмистр). Янтик. Кăтат-пăртик укçа памăн-ши эс мана? — Мĕн пулĕ-ха (мĕнле пулĕ-ха, если придется дать спустя некоторое время; или: тем тăвас вара, если денег просят тут же. Есть надежда на получение). Альш. Ирхине çьшсем тăраççĕ те:. мĕнле йывăр шăршă тухат, теççĕ. N. Эй тăвансем, кама мĕнлипе чĕнсе илнĕ, çын умĕнче пурте çаплипех юлăр. СТИК. Мĕнлескер çав хапха умне пырса тăчĕ? (Означает всякого смертного; этот вопрос понимается в смысле: торговец ли, собиратель-ли подати, шапулник-ли). Орау. Мĕнле аптăранă вăл (какой болезнью)? || Как, каким образом. Сред. Юм. Нô, мĕнле тăвăпăр вара. Ну так, как же сделаем. Иванова. Хай аннерен ыйтаттăм: мĕнле эпĕ киле таврăннă? Шкултаччĕ-çке эпĕ? теттĕм. Янтик. Мĕнле ку капла! Пит лайăх пек-и мĕн çапла туни? Намăса пĕлес пулать пăртик. СТИК. Мĕнле пырса кĕрес ĕнтĕ унта (стехнение). Ib. Мĕнле пырса кĕрĕ-ши ĕнтĕ хăй унта (если „хайхи“ — раздражение с теми, к которым предполагается он пойдет). Ib. Мĕнле-ха вăл унпа çапăçса кайнă — тĕлĕнмелле! Удивительно, как это он с ним раздрался (человек был смирный, не пьющий). Б. Нигыши. Урисем каланă: мĕнле те пулсан тарса хăтăлас, тесе, чупрăм, тенĕ. || N. Всякий, какой-угодно. Тĕнчере мĕнле халăх та хăйсенчен тăван чĕлхине тĕппипе пĕлмелле. Баран. 59. Мĕнле усал çанталăкра та хуралла кайнă (ходил).

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

дно

мн. донья, доньев тӗп; золотое дно пысӑк тупӑш паракан ӗҫ, вырӑн; вверх дном ӳпне; выпить до дна тĕппипе ӗҫ (тӗппи курка!)

осушать

что несов., осушить, -шу сов. 1. типĕт (лачакаллӑ вырӑна); 2. тĕппипе ӗҫсе яр; осушить слёзы кому хуйхине пусар, лӑплантар.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

осушить

сов. 1. что. типĕт; осушить болото шурлăха типĕт; 2. (выпить) тĕппипе ĕç, ĕçсе яр, ĕçсе пĕтер; ◇ осушить слёзы хуйхăра лăплантар, кăмăлне пусар.

полностью

нареч. пĕтĕм(ĕш)пех, йăлт(-ах), тĕппипе(х), тĕпĕ-йĕрĕпе; позабыть полностью йăлт манса кай; полностью засадить огород картофелем пахчана пĕтĕмпех çĕрулми ларт; уничтожить полностью тĕпĕ-йĕрĕпе пĕтер; использовать полностью туллин усă кур.

Çавăн пекех пăхăр:

тĕппи-йĕрĕпе тĕппи-йĕркипе тĕппи-йĕррипе тĕппи-тĕменсĕр « тĕппипе » тĕпреке тĕпрен тĕпренчĕ тĕпренчĕк тĕпренчĕкĕн

тĕппипе
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150