Шырав: темме

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

темме

разг.
неизвестно почему, почему-то
вăл темме килмерĕ — он почему-то не пришел

тепле

2. диал.
то же, что темме

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

салан

разбиться. Артюшк. Çĕлен ӳксе салайса каят та, вилет вара вăл. Яргуньк. Пурçăн тĕвви пулăттăмччĕ, хĕрсен хумĕн (= хĕвĕнчен) тухмăттăмччĕ, салтак пултăм — салантăм, куçран ӳкрĕм — çухалтăм. N. Ăна хĕçпе кассан, хĕç саланса каять. N. Çав чул çине ӳкекен саланса кайĕ. N. Халăх пички шыв турттарнă çĕртех ишĕлсе анчĕ, тĕнĕлĕ хуçăк, ураписем саланнă. Ст. Шаймурз. Старик кăмакана хума хушнă. Ача хунă. Унтан: илсе пар, ачам, тенĕ; вăл илсе панă, вара ачана вырттарса виççĕ кăна пенĕ, кашни пемессерен саланса кайнă. || Расходиться. N. Килĕсене саланаççĕ. Они расходятся по домам. N. Киле саланма вăхăт çитет. М. Сунч. Çак юрра юрласа пĕтерсессĕн, киле саланаççĕ вара. Ягутли. Хĕвел ансан тин саланса пĕтеççĕ (окончательно расходятся). Юрк. Пирвайхи çула пĕр пин нумĕрĕ салансан (разойдется) пит те аванччĕ. || Распускаться. || Разрываться (о снаряде). || Рассеиваться, разбрасываться. Орау. Вăсем саланса (или: саланса-туса) пурăнмаççĕ, пĕр çĕре пуçтарăнса пĕрле пурăнаççĕ, Они живут не разбросанно, а в куче. || Разбежаться (о глазах). Ашшĕ-амăшне. Куçĕсем саланса кайнă, алли хĕрĕ пуçĕ çинчен шуса анса хытса кайнă (у умершего). Б. Олг. Эх, япаласам лайăх лапкара пăхса, коç саланса карĕ, тет. Орау. Ман тĕр тунă чухне куç пĕтĕмпех саланса каять. Ib. Çуркунне тултан пӳрте кĕрсен вара, темме пĕтĕмпе куç-пуç саланса каять. Ст. Чек. Саланнă куç (ӳссĕр çыннăн). || Расползаться. N. Пыйтăсем пĕтĕм тумтир тăрăх саланаççĕ. Вши расползаются по всему платью. || Разлететься. Б. Хирлепы. Хурăн çинчи хур хурчки хурсам çине саланать. (Ястребов несколько, и они разлетаются по гусям). || Разноситься, износиться. Якейк. Çăпата пĕтĕмпех саланса карĕ (совсем не годится носить). Ib. † Порçăн тоттăр эпĕр полсаччĕ, хĕр пуçĕнче çӳресеччĕ, саланса ӳкессĕн туйăнсаччĕ, кăçалхи çолах саланса ӳкрĕ. || Раздеваться. Перев. || Разоряться. Собр. Кимĕ яракан хуçа та саланать, теççĕ. (Послов.). || Начинать болтать всякую чушь. Орау. Кăшт ĕçсен (или: пуçне пырсан), саланать вара ку старик: тем те калаçать, аван мар апла.

сывлам

продух; прогал, поляна. Изамб. Т. Сивĕ-сивĕ сывлам витĕр кичем уçланка çутатать. || Редкий, с прогалами (о всходах). Орау. Ку анан калчи темме сывламрах (= начар, сайра).

сăхăн

(-hы̆к), просачиваться; впитываться. О сохр. здор. 66. Ун пек чашăксен ăшне шыв та, нимĕн те сăханса кĕмест, тата вĕсене çуса тасатма та аван. Изамб. Т. Шыв сăхăнат (уходит в землю). || Копать, стекать. Золотн. || Просыхать. Тюрл. Çол сăхăнчĕ. Дорога просохла. Сред. Юм. Çôл ĕнер пылчăкчĕ, паян тавна сăхăнса пĕтнĕ. || Похудеть. Сред. Юм. Пирĕн лаша пăркôн самарччĕ, халь темме пит сăхăнса кайрĕ. N. Чуну вăйĕ сăхăнса тухĕ.

çулçă

(с’улз’ы̆, с’ул’з’ы̆), лист (растительный). Ст. Чек. Пазух. Варманах та варринче, ай, ват юман, асапланать çулçă та сарасшăн. Ск. и пред. чув. 52. Каччă ташлать, кур ĕнтĕ: çулçă, тийĕн, вĕçкелет! Баран. 118. Хырапа чăрăшăн çулçă вырăнне йĕп çулçă ӳсет. N. † Вĕрене çулçă сарат-çке. ЧС. Кайран пурте хăрса кайрĕç вара, çулçă та кăлараймарĕç. Юрк. † Вăрман хĕрринче икĕ хурăн, çуллен çулçă ярат-ши? Пазух. Хурăн çулçи çурсассăн килет вăрман илемĕ: хуран çулçи тăкăнсан, каять вăрман илемĕ. Хурамал. Çуркунне йăвăç çулçă çурнă чух, йăвăçăн тăрăнчи çулçи шеп пулсан, малтан акнă тырă шеп пулать, тет; йăвăçăн тĕпĕнчи çулçи шеп пулсан, кайран акнă тырă шеп пулать, теççĕ ваттисем. Календ. 1906. Хăш йывăç çулталăкĕпе çулçăпа ешĕрсе ларать. Ачач 83. Ара, ывăлĕ лашине ма киле кӳртмест-ха? Урамра тăвармасăрах тăратать. Аль апла çулçăсем лартма аван-и мĕн? Бел. Гора † Çулçă пек çӳхе тутампа чуп-туса пăхайăтăм (девушек). Орау. Инке анкартне купăста çулçи татма карĕ те, темме нумай тăрать. N. † Шур Атăлăн тăршĕпе хăва çулçи çура-çке. ЧП. Çулçă çур (улма йывăç). О земл. Тулла юман çулçи çурăлмасăр акма юрамасть. К.-Кушки. Вуникĕ мулкаç çурисем иртиччен выртас иккен çульçăн та айĕнче.

теме

неизвестно почему; почему-то. См. темме. Виçĕ пус. 19. Выльăх чĕрлĕх нумаях пулман пирки, уйне (хирне) пĕтĕмпех тислĕк тăкса юсас теме шухăшламалли те пулман унăн. N. Пĕр эрне теме ман питĕ ăшăм çунчĕ.

темме

почему-то. Изамб. Т. Темме утă çулассине юратаççĕ (сенокос любят). Аттик. Темме тăваçç çиччĕшне (поминки), эпĕ ăна пĕлместĕп.

тивĕçсĕр

незаслуженный (-но), недостойный (-но). N. Пĕр тивĕçсĕр çĕртен сăмах илтсе пурăнтăн. N. Сире чунтан юратакан, хисеплекен, сирĕн тивĕçсĕр çыннăвăр Якку. (Конец письма). N. Вĕсем Раççейри пĕтĕм хура-халăха улпут аллине валеçсе парса тивĕçсĕре кăларнă (привели в недостойное положение). N. Ман тивĕçсĕр кĕллĕмрен (ыйтнинчен) йĕрĕнмерĕн. Шишкин. Волакансем ан тиркĕр: тивĕçсĕр йорсем çырнă, тесе, кăçал йор те темле тивĕçсĕр çурĕ. N. Хĕре тивĕçсĕр (незаслуженно) хурлантарнăшăн тусĕсене хытă ятланă вăл. || Неуместно. Сред. Юм. Темме пит тивĕçсĕр сăмахлан çак эс (неуместно). || Чересчур. Харченко 49. Йĕтĕн тăпрана питĕ начарлатса, ывăнтарса хăварать. Мĕншĕн тесен вăл тăпрари сĕткенсене тивĕçсĕр нумай пĕтерет. Ib. 1З. Çапла, тивĕçсĕр васкаса ĕçленипе вĕсен сывлăхĕсем те тикĕс ĕçлесе пынă чухнехинчен ытларах пĕтеççĕ.

тултăрка

чувствовать слабость (в болезн. состоянии). N. Темме ман паян шăм-шак тултаркать (чувствуется ломота, слабость, дрожь).

тĕке

употребл. только в дееприч. форме: тĕкесе (сильно, пристально). Тюрл. Темме мана питĕ тĕкесе пăхрĕ (пристально, çилленсе е палласшăн).

тĕксĕм

темноватый, мутный, несветлый. В. Олг. Кан. Тĕксĕм тĕсли час ирĕлмест (воск). СПВВ. ПВ. Тĕксĕм пӳрт, несветлый. Бгтр. Уйăх шурă тĕксĕм пулсан, ашăтать, теççĕ. СПВВ. ЕХ. Тĕксĕм — уçă курăнман япала. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать; тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнать. || Матовый. || Просвечивающий. || Пасмурный, сумрачный. Орау. Кунĕ те тĕксĕм те паян, темĕскерле ăйăх килет. И день-то сегодня сумрачный, что-то спать хочется. Питушк. Паян тĕксĕм сивĕ (çул йăвăр). Хорачка. Тĕксĕм çанталăк — ни сивĕ, ни ăшă, хӳел корăнмаст (пасмурно). || Мрачно, темно. О Японии. Çапла вилнĕ çынсене асăнакан праçнике японсем савăнса ирттереççĕ, тĕксĕм хуйхăрса çӳремеççĕ. В. Олг. Хоçи, лампă çутăрах яр, ĕçлеме корăнмас, тĕксĕм. || Угрюмый. ГТТ. Тĕксĕм çын, угрюмый человек. Зап. ВНО. Тĕксĕм çын — гордый, недоступный, неразговорчивый человек. Ст. Чек. Тĕксĕм çын. Вăл çын çынна чĕнсе илсе калаçмас, унпа калаçма тытăнсан аххута калаçмас, пуçне хăй ялан çĕрелле пĕшкĕртсе çӳрет. Вута-б. Тĕксĕм, неразговорчивый, наружный вид угрюмый. Ib. Ваççил вăл тĕксĕм çын. СПВВ. ИФ. Тĕксĕм — куç айĕнчен пăхакан. СПВВ. ФИ. Тĕксĕм — чĕнсе чĕнмен çын. Полтава З2. Тĕксĕм (мрачный) ватă Кочубей ĕнентерсе тупăшать (клянется). Альш. Унта-кунта тухса çӳренĕ çын мар вăл, килте кăна ларнă, тĕксĕм çын вăл (необщительный). N. Тĕксĕм çын противополагается уçă çын, гордый, недоступный, неразговорчивый человек. N. † Чашки-чашки вĕт йăви, касмасăрах полмас во (= вăл); юр пуçласа юрлама тĕксĕм çынран пулмас во. СПВВ. Х. Тĕксĕм, шероховатый, человек грубоватый, необтесанный. Ашшĕ-амăшне. Тепĕр кунĕнче Кĕркури иртенпех тĕксĕм, пĕр калаçмасăр çӳренĕ. Сред. Юм. Темме пит тĕксĕм çӳрет çав, пĕрте уçă çӳремес. || Глупый. Тюрл. Тĕксĕм янтар, мутный.

шĕвенкеле

учащ. ф. от шĕвен. Сред. Юм. Темме пит хăюсăр çӳрет ô, çын патне кĕрсен те, шĕвенкелесе çиç çӳрет.

нумай

, номай, нуммай, много, в большом количестве. О сохр. здор. Тата урăх тĕрлĕ те нумай сивĕрен пăсăлма пулăть. Т. Григорьева. Нумай пĕтет, сахал çитет, теççĕ. (Послов.). Ib. Нумая шыраса сахалсăр юлать, теççĕ. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. Б. IЗ. Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ? N. Сахал пулсан та, нумай туса ил. Регули 867. Номай çын кайрĕ, вилчĕ; çынсам кайрĕç, вилчĕç. Ib. 868. Онта номай çын сана полăшмалли. Ib. 417. Кăçал кайăк номай поль. Ib. 229. Эп ĕçлекене номай корса, кон пак ĕçленине (ĕçлекене) корман. Ib. 216. Ман паян ĕçлекен номай. Альш. Вăл хĕрлĕ йĕмре те çавăн пекех пуринчен ытла хĕрлĕ нумай. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă кӳртнĕ. Вишн. 71. Нумай çĕрте çырмасене е арманшăн, е шыв кӳлентерсе тăратасшăн пĕве-пĕве хураççĕ. Ib. 61. Выльăхсене çуреме сирĕн çаран пулсан, анăрсене çаран тăвăр. Апла пулсан, сире наклат пулас çук, усси нумайрах пулĕ. N. Выльăх нумайтан мар ку япала, пирĕн çарансем питĕ начарланса кайрĕç. Альш. † Нумайран мар çак кунсенче хĕрсемпелен вылярăмăр. Нюш-к. Чăвашсем кулакан çынтан: нумаях пулас çук унтан, теççĕ. С.-Устье. Нумай та пулмарĕ, тет, пĕр ывăл фунарпа хĕç илсе çав салтаксене вĕлерме пычĕ, тет. N. Нуммай та хăвармарĕç. Совсем мало оставили. ЧП. † Арчи-арчи панулми, хĕрлинчен шурри пит нуммай. Орау. Тăрничакки (назв. какого-то предмета в игре) нуммай вĕçлĕ енĕпе (пуçĕпе) тăрăнсан, тăрăннă вĕçĕ миçе вĕçлĕ, çеккĕлне çавăн чухлĕ турата шутласа хапартса лартаççĕ. || Намного, много раз. Регули 1379. Вăл мантан номай ăста (мантан итларах ăста). N. Вăл Байкал кӳллинчен нумай хĕвел тухăçĕ енче. Висĕ пус. ЗО. Вĕсен тымарĕсем, çĕре ытти тырă-пулăсен тымарĕсенчен нумай тарăнтарах кĕрсе кайса, унтан хăйсене валли нӳр илсе тăраççĕ. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумай ытлах пулмасть. Баран. 12. Манăн умра нумай çӳлте, Днепр шывĕ тĕлĕнче, авалхи хула Киев тăрать. Альш. Ют ялтан хĕр-сăри каçпа, нумай çĕрле, тин тавăрăнат. || N. Аллă нумай-и, çирĕм нумай-и? Что больше: 50 нли 20? || Самое большее. Хорачка. Вăл отмăл конта полат, çарнат тырă ене, нумай ларат отмăл олттă сутка, вураччă, çапаччă. О сохр. здор. Ăна (шкуру) сутса эпир нумай укçаллă пулас çук, пит нумай пĕр виçе тенкĕ илĕпĕр. || Долго. N. Нумай ан çӳре. Долго не ходи. N. Эп пырсан (килсен), нумай та тăмарĕç, вăсем те персе çитрĕç. Ала 15°. Нумай та пурăнман çамăрк хуçа, киле хăш кун киле çитмелли çыру янă, тет. N. Ыранах кантура кайса çыртар (заяви жалобу). Нумая ан яр (не откладывай). Никит. Матки килеймерĕ-ха, темме нумая юлнă. Изамб. Т. Нумай выртап-и? сахал выртап-и, пирĕн йытă вĕре пуçларĕ. Альш. Акă кайрĕç, тет, салтаксем хăвалама. Акă нумай пыраççи, сахал пыраççи, хай салтаксем çитеççĕ, тет. Регули 1236. Вăл онта номай порнать. Вăл килни номай полать. Ib. 1238. Номай полмаçть вăл контачĕ. Ib. 848. Ман паян номая пырас çок. Ib. 807. Номай полать эп она çĕклесе çӳрени. Букв. 1904. Нумай пулчĕ-и, сахал пулчĕ-и, юлташсем мана кăшкăра пуçларĕç. N. Нумай тăмаст, бывает непродолжительно. Якейк. Çомăр нумая каþ. Ib. Ма нумай тăрать. Как долго (тянется). Кан. Вăхăт çитсен каласа парĕç, нумая кĕтнĕ, сахала кĕтĕпĕр. Ib. Эсĕ вăхăт нумая кайиччен Кĕркурирен укçуна илме тăрăш. ППТ. Тепĕр касса кайсан, вара нумаях çӳреймеççĕ. Нумай кĕрсен, пĕр-ик-виç килле кĕреççĕ. Юрк. Нуммай та çапла çывăрса выртмаççĕ, хай сӳннĕ, тесе, пĕлнĕ. Юман кăмпийĕ çĕнĕрен амаланса кайса çуна пуçлат.

пыл-çу

мĕд и масло. Чураль-к. Пылтан-çуран тутли мĕн пур? (Ыйхă). Ерк. 8. Калаçасси (у нее) пыл та çу, юр юрласси юлас çук. Ст. Чек. Мĕн ĕçетĕр, мĕн çиетĕр? — Пылпа çу. Сред. Юм. Çавăн чохне тунă полсан, пылпа çу çинчи ĕç полаччĕ-çке те, темме малтан шокăшласа хоман çав хамăр та. ЧП. Вĕрене те курка сарă курка, нумай пыл-çу çинче тăнă пулĕ (употребляется для дорогих кушаний). Ib. Çак киле килсессĕн, çыхланат чĕлхем пыл-çупа. N. Халь икĕ хĕрпе сăмахларăм — пыл та çу. Кама 54. Кукша Илле: колхозра пыл та çу пулать, тесе савăнтарать пире. Бр. п. водку 2. Пиçет çырла пыл та çу.

пăшăрхан

(пы̆жы̆рhан, пŏжŏрhан), быть в подавленном состоянии; скорбеть, тосковать, печалиться, беспокоиться. См. укалан. N. Ăш-чик питĕ пăшăрханат. Сред. Юм. Çын малтан ĕçне туса, кайран: амма турăм-ши, тесе шокăшлать пôлсан, пăшăрханать, теççĕ. IЬ. Окçа нăмай ятăм (истратил) тесе, тек пăшăрханать (не спокоен). Ст. Шаймурз. Çав ача çакă тĕлĕке каланă чух асламăшĕ ватă пулин те пăшăрханса ларнă. N. † Ăшăм-чиккĕм пăшăрханат, йăвăр хуйхă кĕтет пуль. Изамб. Т. Пĕр-пĕр япалине çухатсан, çын пăшарханат (беспокоится). ЧС. Ĕлĕк/çамрăк чух эсĕ мана тăрантарса усрасшăн, ырă çын тăвасшăн нумай пăшăрханнă пулĕ. Якейк. Пĕр-пĕр çын патне орăх çын пырсан, кил хуçин онпа калаçма вăхăт çок полсан та, она (чтобы не ставить его в неловкое положение) илет, хăй пăшăрханать. Хурамал. Маншăн ан пăшăрхан (= ан кулян). Календ. 1911. Цеппелин пит хуйха кайнă, анчах халăх та унтан кая пăшăрханман. Шурăм-п. Çынсем пурте: мĕнле хĕле ирттерĕпĕр, тесе, пăшăрхана пуçлаççĕ (в виду сухого года). || Расстраиваться. Е. Орлова. Мĕшĕн пăшăрханан-ха эс? Что ты расстроился? Янтик. У хыпара илтсен, пит пăшăрханатчĕ-ха у: тем туса хăтăлас, тесе. Пшкрт. Темĕн чон пăшăрханат (озноб). КС. Темме ман чун пăшăрханать (человек видит в себе недостатки и упрекает судьбу). ЧС. Эпĕ тавăрăнсан, Митри питĕ пăшăрхана пуçларĕ, анне: ачам, вилетне мĕн, тесе чĕнчĕ те, аннене хирĕç, пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. || Обижаться. КС. Çав пама пулнă япалусене паманшăн кĕрĕвӳ (кĕрӳвӳ) пит пăшăрханать (приличная форма для выражения недовольства).

каштăрккалан

стать твердым. Сред. Юм. Ман ал темме пит каштăрккаланса кайрĕ хăй (тверды на ощупь).

лак

(лак), подр. (отпечаточное) звуку, получяющемуся от удара о более или менее мягкий предмет. КС. Кучĕпе сак çине лак! ларчĕ. Ib. Ури шурĕ те (поскользнулись), кучĕ çине (на задницу) лаках кайса ларчĕ. Ib. Уссĕрскер, кучĕ çине лаках кайса ларчĕ. Н. Карм. Пĕчĕк ача кучĕ çине лак! ларчĕ (не устоял на ногах и шлепнулся на задницу). N. Куссан-куссан, пĕр тункатана перĕнчĕ те, лак! тутарчĕ (бочка о кочку), манăн пуçа лап! тутарчĕ. Орау. Чашăка лак! лартрăм та, лаштах çурăлса карĕ — сĕт пĕтĕмпех тăкăнса карĕ (поставил со стуком, неосторожно). Н. Чукалы. Хĕверисем (черти) Якуркка выртакан вырăн тĕлĕнчен маччана сӳтнĕ те, арман чулне лак! пăрахнă. Пус. Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, ланчашкана лак! сикет. (Кăвар туртни). || Подр. локанью. Якейк. Йăтă пăтратни лак-лак! хыпать. Ib. Йăтă лак-лак! хыпать (ест жидкое). || Собр. Хура йытă кутне лак-лак. (Çăра питĕрни). Ст. Шаймурз. Ватă ĕне... лак-лак. (Уйран уçлани). || Подр; бульканью. Сред. Юм. Четвĕрт кĕленчинчен хăвăрт шыв йŏхтарнă чŏхне кĕленче мăйĕнчи шыв лак-лак (а с легкой лабиализацией) туса тŏхат. Лак! тухса ӳкрĕ. || Подр. неровному бегу лошади. Сред. Юм. Пирĕн лаша темме çынсĕнни пик чипер йăпăртатса йŏртса чупмас ŏ, пĕрмай лак-лак! тăвать те, кŏта веç ватса пĕтерет („назв. бега лошади, когда она бежит длинными шагами“).

йăвă

(jы̆вы̆), густой, частый; густо, часто. См. йӳ, ю. Рук. календ. Прокоп. Икĕ чалăшран йăвă лартма юрамасть. Нельзя сажать (яблони) ближе, чем на две сажени друг от друга. ХЛБ. Ытла йăвă акма та юрамасть, сайра акма та аван мар. Нельзя сеять ни слишком часто, ни слишком редко. Календ. 1910. Йăвă шăтнă хăяра сайралатаççĕ те, вырăнне çĕнĕр сапаççĕ. Хыпар № 21, 1906. Ытлашши йăвăран хăш-хăш тĕпсене урăх вырăна кăларса лартрăм. Сборн. по мед. Чирлĕ çын йăвăран-йăвă ӳсĕре пуçлать. Больной начинает кашлять все чаще и чаще. Упа. 718. Эпир çавăрса илме йăвă чăршăлăхпа. кайрăмăр (пошли густым ельником). Ал. цв. 19. Алă-шăллисене кĕмĕлпе, ылтăнпа тĕрлет, çӳçисене ахах шăрçа йăвă тирет. Хыпар № 12, 1907. Вĕте вăрлăх аксан, калча йăвăрах шăтать (всходит гуще), теççĕ. Никит. Ыраш темме йăвă мар. Рожь (озимь) почему-то не густа. М. П. Петр. Пĕр тĕлте йăвă, тепĕр тĕлте сайра ан пултăр-ччĕ тесе, чухлас пулать (надо сноровить).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

зачем-то

нареч.
темме, темшĕн, тем тума; его зачем-то вызвали к начальству ăна темшĕн пуçлăх патне чĕнтернĕ

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

зачем-то

нареч. темшĕн, тем тума, темме.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

темшĕн

, темме никтер, нәрсәкәдер

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

темме

«неизвестно почему»; «неизвестно за что»; темме < те + мĕн + тума: те — частица неведения; мĕн «что»; тума «делать».

Çавăн пекех пăхăр:

темлескер темляк теммĕн темма « темме » Темми темнеть темнеться темнешкал темнешкел

темме
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150