Шырав: хăртнă

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

хăртлăх

то же, что хăртнă

хăртнă

уст.
подсека (место в лесу, расчищенное под пашню)
хăртнăра тырă лайăх пулчĕ — на подсечном участке урожай выдался хороший

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Салапай

(-баj), имя мужч. Б. Олг. || Назв. местности (хăртнă). Орау. || Назв. лугов около Персирл.

çĕртме çăрт

парить (землю). Сĕт-к. Хăртнă хăртрăм — хăрмарĕ, çĕртме çертрĕм — çĕрмерĕ.

тинке

(т’иҥ’г’э), сл., основное значение которого в чув. яз. неизв. Употребл. в нек. выражениях. С. Высли. Пичче хăваттирне шыра-шыра йăлт тинке хăрчĕ (я замаялся). ЧС. Анне каланă пулсан, атте мана тинкене кăларĕччĕ. Если бы мать пожаловалась отцу, то он задал бы мне трезвону (донял, замучил бы допросами). N. Хĕнесе тинкине кăларнă (хăртнă). Сред. Юм. Эс ôнтан окçа ыйтса, тинкине кăлар (дойми), ôнсăрăн памас ĕнтĕ ô сана. Ib. Лашасĕм пĕрмай вилсе, çуллен лаша илсе, чысти тинке тôхрĕ вит (измучился). Ib. Паян çанта каятпăр, тесе, тинкене илчĕ (донял); эп кăçта кайнă, ôнта пырать те, пĕрехмай: каятпăр, тет. СПВВ. Х. Хăранипе тупаймасăр тинкем тухрĕ (я измаялся). N. Тинкене илет. Донимает. СПВВ. ФИ. Кĕрешсе туса вăя пĕтерсен: тинкем тухрĕ (я выбился из сил), теççĕ; тата кĕрешнĕ чухне пĕри тепĕрне çĕнтере пуçласан, çĕнтерекенне: унăн тинкине хăрт (ты его помучь, измучь), теççĕ. N. Тинкине тивертрĕ (донял; тинкем тухрĕ, тинкене хăртса тăкрĕ). Якейк. Çанпа (с ним) вăрçса тинкерен тохрăм (изустал, изнемог, выбился из сил).

Турпăшни

назв. поля. Г. А. Отрыв. Турпăшни — уй ячĕ. Унта вăрман пулнă. Хăртнă вырăн пулнă.

хăрт

высушить. Могонин. Ниш — пĕчĕкçĕ, сăпкара выртакан ачана типĕтсе хăртса яракан чир. || Корчевать. N. Вăл вăрмана Петĕр хăртнă, тет, çавăнпа „Петĕр хăртни“ тенĕ. НИП. Виç хут туса хăртаççĕ курăк тымарĕсене (сухаласа). || Поносить. оскорблять. Ст. Чек. Тĕнчери пурĕ-çуккипе хăртнă (всячески поносил). Ib. Хăртас, указать человеку его ничтожность во время ругани. Изамб. Т. Ул хăй тахçанхине пĕлет, тахçанхипе хăртать. N. Карта витĕр хăртрăм (оскорбил). Альш. Хăрт = мăшкăла. Сред. Юм. Чист хăртса хăвартăм (изругал всячески). Ib. Вăрçнă чôхне пĕрне тепри тем те пĕр каласа пĕтерсен, пĕри чĕнейми пôлсан: сăмахпа каласа хăртать вит, теççĕ. Т. Григорьева. Ырă çын çынна хăртмасть, усал çын çынна хăртать, теççĕ. СПВВ. Сăмахпа хăртать. Альш. Мĕн-мĕн кала-кала хăртмаççĕ, мĕн-мĕн кала-кала питлемеççĕ.

хăртни

то же, что хăртнă, поляна, чищоба. Шурăм-п. Икĕ çын хăртни çăлса кайнăшăн ятлаçаççĕ.

хăртнă

чищоба. Панклеи. Çав хăртнă хĕрипах çол пырать. СПВВ. Сĕм вăрмана хăртнă турăм, утма çул пули тесе. ЧП. Хăртнă урлă каçрăмăр. Б. Олг. Вăрмана кăкласа тăксан, хăртнă полать. N. Урпа тума хăртнă çук, хăртнă тума шĕшкĕ çук. Нюш-к. Хăртнă тĕпле = корчевать. Яргуньк. Пĕрре упапа çын хăртнă хăртса çарăк акнă. Чотай. Хăртнă хăртрăм хăрмарĕ, çĕртме çĕртрĕм çĕрмерĕ. N. Халĕ ĕнтĕ ăна пĕтĕмпех пĕтереççĕ пулĕ, хăртаççĕ те, хăртнă тăваççĕ. Поляна. Шибач., Шорк. Панклеи. Матьпи Онтри хăртни. Мăн хăртнă. Йĕтĕн акнă хăртнă. Тăватă капан хăртни. Вуслă хăртнă. Паранкă хăртни. Качал. Кайсан-кайсан пĕр хăртнă тухрĕ, тет. Çав хăртнăра пĕр пӳрт ларать, тет. Шибач. Çитрĕç вара вăрмана вăлсам пĕр хăртна. Ала 6. Вăрманта пĕр хăртнă пулнă, тет. Вăлсем хăртна выртрĕç тет çывăрма.

хăрт

(хы̆рт, хŏрт), назв. инструмента. Юрк. Кудемер. Альш. Хăрт, секира. Нюш-к. Хăрт, сабля, шпага старинная. Ib. Пуянкассисем. Вестĕр ятлă çын, хăртнă тĕпленĕ чух шĕшкĕ тĕпĕнчен шашкă пекки тупнă. Çавна тупнă чух унта пирĕн ялсем пĕр çын пулнă çынсем: мĕн-ши ку? — тесе ыйтсан, пĕр ват çын: ĕлĕк хăрт тетчĕç куна,— терĕ тет. Хăрт текенни шашкă пек, терĕ пирĕн ялсем.

тĕнке

сила, мощь. Орау. Амăшне ĕçлеттерсе тĕнкине кăларнă, тет (мучил работою). N. Тетĕшсене пуçтара-пуçтара тĕнки тухрĕ, тет (замаялся). Ст. Чек. Хĕне-хĕне тĕнкине (или: ăннăран) кăларнă. Побоями довел его до того, что он стал непохожим на себя. Кама 62. Паян ăна çавăркаласа тĕнкине илчĕç. Урăх илсе килместĕп ĕнтĕ. Пĕтереççĕ, кăтарт тесе, ача курман пек. Юрк. Пăхăсăн, ху та килмерĕн, çыру та ямарăн, тĕнкеме анчах хăртса пурăнтăн. ПТТ. Анчах, те пур ялсенче те çапла: сĕрене пуçличчен пуçлаймасăр тĕнкисем тухаççĕ, мĕшĕн тесен пысăккисем, темтен, ăна пĕлместĕп, ваттисенчен хăяймасăр пĕри те, тепри те лаша утланса тухмасть. Хурамал. Çав ĕçе тăваймасăр тĕнкӳ тухать (не можешь скоро сделать). Ib. Выльăхсене киле исе килеймесĕр тĕнке хăрчĕ (= асапланса пĕтрĕм). Юрк. Çав ачам (ребенок) пит хастарлă пулмалла пек курăнат, халех култарса тĕнкене хăртат. Трхбл. Ман унта ĕçле-ĕçле тĕнке хăрчĕ (замаялся, измотался). Ib. Тĕнкине хăртнă, тĕнкисене хăртнă. N. Вăл та, тĕпленнĕ япала, ку кунччен çырса ямасăр манăн тĕнкеме хăртрĕ.

пушчи

то же, что пушуччи. ЙФН. † Вăрман урлă каçрăмăр, пушчи çинчен куç каймарĕ; çакă яла çитсен, çар хĕр çинчен куç каймарĕ. Пазух. Хăртнă хĕрринчи сар пушчине касас терĕм, касаймарăм. Шурăм-п. Пушчи вăрланă пек курăнчĕ. В. Олг. Пошчи (пошчи) — ӳссе ларакан; пошчи çари (без коры).

ав

(ав), aratro subvertere, пахать плугом. Нюшъ-к. Хăртнă ав, terram, ubi an tea silva erat, primum aratro subigere, пахать плугом чищобу, росчисть. Землед. Авса пăрахнă çерем малтан пĕтĕмпех курăк тымарĕсемпе çыхланса (лучше: çыхăнса) выртать. Только что вспаханная новина сначала бывает вся перепутана корнями трав. V. ал.

катмак

(катмак), род мотыги. Зап. ВНО. Катмак — орудие, которым добывается «хĕрлĕ-ути». ЩС. Катмак, скребок с кривым череном. СПВВ. ФВ. Катмак — урлă пуртă пекскер; унпала сырлан, хĕрлĕ-ути тымарсем чаваççĕ. СПВВ. ФН. Катмак, катмакпа сырлан кăлараççĕ. Сред. Юм. Катмак тесе, пахчасенче йăрансĕм (так!) улмăççисен (так!) кутне курăк ан ӳстĕр, тесе, хусăклакан урлă пурта калаççĕ. Хурамал. Тăм чавакан катмак (чавса пек куккăр йывăçран тăваççĕ, вĕçне саступ лартаççĕ). Тюрл. Катмакпа хĕрлюти (= хĕрлĕ-ути) кăлараççĕ, кăпăллă (с трубкой). Т. II. Загадки. Хăй курпун-чунсăр, çĕр чавать. (Катмак). Истор. Вĕсем çĕре катмакпа çеç катмакланă. Орау. Катмак (скребок) — хăртнă таврашĕнчен тыткаламалли (черен — коленом, юплĕ йывăçран). || В перен. зн. КС. Катмак, 1) неумело работающий, 2) принимающийся за ненужное дело. Ib. Катмак, тем аппаланать!

вĕчĕлтет

зудеть, свербеть. Альш. Вĕчĕлтет («о зуде во внутренностях»). Т. IV. Хăлха шăтăкĕ вĕчĕлтетсен, ăшăтат, теççĕ. Зап. ВНО. Теме чĕлхе вĕçĕ вĕчĕлтетрĕ, хăнана кайма пуль-ха, теççĕ. Ст. Чек. Вĕчĕлтетсе çӳреççĕ, кĕçĕттерсе çӳреççĕ. СТИК. Кăрчанкă тем пек вĕчĕлтетсе кĕçĕтет. Сред. Юм. Мунча нăмайччин кĕмесĕр пȏрнсан, ӳт вĕчĕлтетет. Орау. Сан пит вĕчĕлтетет-им çак? (Так говорят женщине или девушке, когда она, ни с того ни с сего, захочет шалить или поведет непристойный разговор). Юрк. Вĕчĕлтетсе тăрат. || Раздражаться. Янтик. Ах, чунĕ вĕчĕлтетет пуль-çке, çынсем хăртнă уçнине (корчевание леса) курсан! («он сам не принимал в этом участия и дело происходило либо в его владении, по решению суда, либо рядом»).

Ентĕршше

(Эн'д'э̆ршшэ), старое яз. личн. имя мужчины. Имя вогда-то жившего дурака. Теперь так называют мужчин и малышей, которые «глупят», говорят неприлнчные вещи, перевирают, смеются зря, неприлично шалят. Орау. Е, Ентĕршше! У-у, полоумный! IЬ. Ентĕршше хăртнă, язв. урочища.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

вырубка

ж. 1. по гл. вырубить; 2. прост. (зарубка) карт, картнă вырăн; 3. (вырубленное место) ĕшне, хăртнă, пылăх (вăрман каснă вырăн).

подсека

ж. с.-х. хăртнă (вăрман хăртса тырă акма тунă вырăн).

подсечный

прил. хăртнă, хăртса тунă; подсечное земледелие хăртса тырă акни.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

хăрт

1. «сушить», «засушивать», «доводить деревья до того, чтобы они засохли на корню»; 2. «поносить», «срамить», «позорить», «оскорблять»; 3. «корчевать»; хăртнă, хăртлăх 1 выкорчеванное, вырубленное место», «подсека»; тефс. ХII-XIII вв. курыт, башк. корот «высушивать», «засушивать», «приводить к засыханию»; тат. корт, корыт и башк. корот «обтирать», «сделать сухим»; «уничтожать дотла», «разорять»; АФТ, уйг. курут, азерб. гурут, якут., куурт «засушивать», «высушивать».

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Салапай

и. м. Б. Олг. // Назв. местности (хăртнă). Орау // Назв. лугов около Персирл. (Ашм. Сл. XI, 30): Сала + пай; мар. м. и. Салабай: Сала/Сола "деревня, село" + бай "богач" (Черн. СМЛИ, 389).

Çавăн пекех пăхăр:

хăртанчăк хăртлăх хăртлат хăртлаттар « хăртнă » хăртни хăру хăруçă Хăрулкка хăруш

хăртнă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150