Шырав: хулпуççи

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

анпуççи

диал.
то же, что хулпуççи

портупея

портупейный (хулпуççи урлă яракан чĕн)

тăн-тăн

крепко, сильно
тăн-тăн хулпуççи — сильные плечи
тăн-тăн шăм-шак — крепкое телосложение
тăн-тăн ут — шагать энергично

урт

закидывать, накидывать
перекидывать, перебрасывать

кутамккана çурăм хыçне уртса яр — закинуть рюкзак за спину
лаша çине ашăк урт — накинуть попону на лошадь
кĕрĕке хулпуççи çине уртса яр — накинуть шубу на плечи

хулпуççи

плечо и плечи

хулпуççи

плечевой
сарлака хулпуççи — широкие плечи
сылтăм хулпуççи — правое плечо
хулпуççи шăмми — плечевая кость
сумкăна хулпуççи урлă уртса яр —повесить сумку через плечо
Пĕлекен ĕçе хулпуççи çинче йăтса çӳрес çук. — посл. Ремесло, которое знаешь, плечи не обременяет.

çак

2.
вешать, навешивать, надевать
повязывать

кутамкка çак — надеть рюкзак
пăшал çак — повесить ружье (за спину)
галстук çакса çӳре — носить галстук
хулпуççи урлă çак — перекинуть через плечо

тĕпек


пуç тĕпеккианат. темя
хулпуççи тĕпекки — плечевой сустав

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

сылтăм

правый
сылтăм алă — правая рука
сылтăм хулпуççи — правое плечо
сылтăма, сылтăм йенне, сылтăмалла — вправо
сылтăм йенчен — справа

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сулахай

(сулаhаj), левый. Собр. Сулахай урана малтан сырсан, юмăш калаçат, теççĕ. СТИК. Сулахай сыпчăк, алли пылчăк. N. Çывăрнă чухне сулахай енче çывăрăр, сылтăм енче çывăрсан, сылтăм хулпуççи çинче ларакан шуйтан хĕпĕртет. Сулахай енче çывăрсан, шуйтан макăрать, ангел хĕпĕртет, тет. (Поверье). Зап. ВНО. † Ай-аях, май-аях, сӳсмен пăяв сулахай; маяк касма карăм та, пĕчик пурта (топорик) тытса илчĕç, куккăр кутне кукăртрĕç. ЧС. Тата урине тăла сулахай чăркаса çĕнĕ çăпата тăхăнтарчĕç, çăпати кантрине вил-тӳ çыхрĕç. Вил-тӳ çыхмасассăн, вилнĕ çын салтма та, сырма та пĕлмест. N. Двинскирен сулахай енче. Налево от Двинска. Коракыш. Кăвак сăхман, йĕс тӳме, сулахай арки хам пултăм. (Сравнение грусти, несчастья; почему-то левая пола „сулахай арки“ служит выражением несчастья; кажется на это есть поверье). Альш. Ах йыснаçăм, йыснаçăм, вуник чĕлĕ пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пусан сулахай (на левую ногу). || Левша. Изамб. Т. Сулахай или сулахай пăяхам (левша). || Фамильное прозвище. К.-Шемяк.

такмак

кожанный мешок для калачей и пирогов. ЩС. Такмакпа кучченеç исе каяççĕ. СПВВ. ФН. Такмакпа çĕнĕ-çынсем амăшсем патне кучченеç чиксе каяççĕ. СПВВ. ФН. Такмак — сăран хутаç; ăна юри кучченеç чикме сăрантан çĕлесе тăваççĕ; унпа хурăнташсем патне кучченеçсем леçеççĕ. СПВВ. КМ. Такмак — кучченеç хутаççи. СПВВ. ТА. Такмак — сăранран кучченеç чиксе каймалли тăваççĕ. Ст. Чек. Туй ют яла кайнă чухне, чикре туй чарăнса, çăккăр, тăварсем, чăкăтсем çиет, ăна хуракан сăран хутаççа такмак теççĕ. Такмак икĕ хутаçлă пулат: пĕр хутаçĕ умра, пĕр хутаçĕ хыçра çӳрет, çаккине хулпуççи урлă яраççĕ. Ib. Мăн-кĕрӳ такмака çухатсан, такмака е ют туй çынни вăрлат, е хăйсен туй çынниех, е çур читвĕрт (водки), е читвĕрт лартат. НАК. Кĕрӳ хыççĕн кӳме çинчен мăн-кĕрӳ икĕ такмак кучченеçпе анать (по приезде в дом невесты). Етрух. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. (Сĕрен). Т. II. Загадки. Кăмакара хытă такмак çакăнçа тăрать. (Чĕре). Чураль-к. Сакайĕнче сар такмак çакăнса тăрĕ. (Пичкепе сăра, по другой отгадке — чĕре, т. е. сердце). || Употребляется и для других надобностей. Чураль-к. † Такмак çурă вĕт тĕнкĕ, халь кӳртем те, халь шутлам, мана апи ятлас çук. Латыш. Ачана хырăмĕ пысăкран такмак ăшне виç хут чиксе кăларать. || N. † Ах, тантăш, хĕр кортăм, такмак котлă хĕр кортăм, тапас килсех карĕ-çке (так и захотелось дать эй пинка). N. Такмак котлă хĕрсене тапас килсе вĕлерет.

ху

то же, что хыв, класть, накладывать. Сятра. Пĕр арăм çăпата ăшня сĕлĕ хуса, тет те, туртса пырат, тет. В. Олг. Кăмака ху, класть печь. Пшкрт. Торайсам тырă хуса каяччă (везут). N. В Б. Карачкине говорят: навос хуас, а в В. Олгашах: навос тиес. || Ставить. Панклеи. Пăлтăртан тавăрнсан çак старик çăнăха сĕтпе çупа çăрчĕ те, пĕр пашалу туса кăмакана хурĕ. N. Икĕ пăт салат хурăм. N. † Салат хурăм ерипе. || Метать стог. Ой-к. Вара Иван çĕлен пуçне касса татрĕ те, копаласа вуникĕ купа капан хуса хăварчĕ, тет. || Вить (гнездо). Янгильд. Мĕн пор кайăксем те хĕпĕртесе йорласа, йăва хуса, çурă кăлара поçлаççĕ. || Заносить. N. Вăрçă патĕнче юр пит нумай хунă, теççĕ. Якейк. Пӳрте йор хуса лартнă (занесло). Ib. Çол çинче йор хуса лартнипе çӳремелли та çок. || Наливать (чай, молоко). Пшкрт. Сятра. Сивĕ шу хуса лартаччă, тет, коршока çăлтан, хôл ăшшине лартаччă, тет, каран. || Снимать. Янгильд. Пăшалне хулпуççи çинчен хурĕ те, мулкача тĕлесе çатлаттарчĕ. || N. Сан ачусем пурте хуна хунă. || Приносить жертву покойнику. Изванк. Хăнасем килсен, чи малтан икерчĕсемпе, çӳхӳсемпе хурĕç (поминки). Ib. Хайхи тьыха ашне пĕçерсе, киле йăтса тавăрăнчĕç те, хурантан ашне туртса кăларса, пурте - пĕрер хут пĕчик чашăк çине хурĕç. Унччен те пулмарĕ, кăнтăрла пĕçернĕ сурăх ашне, чăх ашне, така ашне чашăкпа сĕтел çине лартса, çав пӳртре миçе çин пур, çавăн чул валĕ турĕç. Пĕри алăк патне, пĕр пушă сăра хуран лартса, ун çумне пичке пуçласа ăсса килнĕ сăрана шăпанпа лартрĕ. Ыттисем вара çав хурана харпăр хăй аш пайне таткаласа, сăрапа пĕрле: санăн ăвăнта пултăр, ĕç те çи, эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн, мĕн панине илмесĕр пăшăрханса ан тăр, ыррине çавăрса кил, усала карта хыçне çавăрса яр, тесе пурте хурĕç. ЧС. Çисе тăрансан ĕçтеркелерĕç те, вара хума тапратрĕç (на похоронах). Ст. Шаймурз. Турăран ырлăх антăр, этемрен сиплĕх пултăр, аминь, ху. (Из моления).

хулпуççи

холпоççи, плечо. N. Тата çĕлĕкне сулахай хулпуççи хушшине хĕстерме хушнă (ему велели). N. Çав çупа ун кăкăрне, хулпуççи хушшине (çурăма) сĕрнĕ. N. Йывăç юхнă пек юхрĕç хулпуççисем. Бугурусл. Эпĕ усал курасси ик хулпуççи тăрринче. Шибач. Икĕ холне кусава чиксе çакса ячĕ холпоççи çинчен, Скотолеч. 21. Хулпуççи ыратса уксахлани (о лошади).

хул тăрри

то же, что хулпуççи. Скотолеч. 21. Хăш чухне хул тăррине пурнепе пусса пăхсассăн, лаша ыратнипе авăнать.

хултăрмачă

то же, что хултăрмач. СПВВ. N. Хултăрмачă = хĕрарăмçем кĕпе хулĕ çине тĕрĕ тăваççĕ. Н. Карм. Хултăрмачă, у женщин узор на плечах. Ст. Чек. Хултăрмачă, шур кĕпен хулпуççи çинчи тĕрлĕ тĕслĕ тĕрĕ. Ib. Ку кĕпен хултăрмаччине пĕтерес-ха. Ib. Ку кĕпене хултăрмачă тăвас-ха. || Торп-к. Хултăрмачă, скальница.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хĕр

дочь. КВИ. Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? На свете что всего жирней? — спросил однажды так отец у старшей дочери своей... Ib. Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? Затем спросил он: что жирней? — у младшей дочери своей. А.-п. й. 103. Чухăн хуйхăрса килне таврăнчĕ те хĕрне каласа пачĕ. Бедняк с горечью понес (кудель) домой и рассказал о своем горе дочери. ГФФ. Пире пуян çын хĕр памасть. Богатые люди не выдают за нас дочерей. N. Пуян хĕрĕ теейсе те, пуç ывăтса ан тăрăр; чухăн хĕрĕ теейсе те, пуçа усса ан тăрăр. N. Пирĕн атте хĕрĕ. Изамб. Т. Хальхисем (дети) виççĕш те хĕр. Ст. Чек. Хĕрме (= хĕрĕме) калап, кинĕм илт. (Послов.). Мусир. Пирĕн аттен пĕр хĕре Вĕренер кулли пулайчĕ. Городище. Санпа пĕр тăван хĕр миçен тата? А сколько у тебя сестер? Абыз. Манпа пĕр тăван пилĕк хĕрччĕ. К. Кушки. Пирĕн пилĕк хĕр, у наших родителей пять дочерей. Ib. Эпир çемьере пилĕк хĕр, нас в семье пять сестер. || Девица, девушка, девка. ГФФ. Коçăма ятăм хĕр çине те сар хĕрсене солляма. Я дал волю своим глазам выбирать красных девиц. N. Йăштин-яштин яш ачи, хĕрсем тавра коскалать. Высокий красивый парень вертится вокруг девушек. N. Хальхи те хĕрсем яш майлă. Нынешние девицы похожи на парней. N. Ĕнтĕ савни кĕтет, сарă хĕре кĕтсе илеймест. N. Вылямашкăн, кулмашкăн та кăвак куçлă хĕр чипер. Богдашк. И уччанна, уччана, юр çăват-çке пахчана; юр çунипе юр пĕтмест, хĕр кайнипе хĕр пĕтмест. Чертаг. Ентри пичи калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти тăвап, тетчĕ. ГФФ. Çакă та ялăн хĕрĕсем, çул юсама тухсамăр. Девушки этой деревни, выходите чинить дорогу. N. Пĕр Петĕре çитмест-çке те, çĕр çитмест мар, хĕр çитмест. Только одному Петру нехватает — не земли нехватает, а девушек нехватает. N. Çак ял хĕрсен ячĕ аслă. Велика слава у девушек этой деревни. N. Ай, ачи лайăхчĕ, хĕрсем патне каймаст-чĕ. Ах и хороший был парень (жених)! К девушкам, бывало, не ходит. N. Ял-ялĕнче яш малта, хамăр ялта хам малта, çакă ялта хĕр малта. В других деревнях на первом месте парни, в нашей деревне я сам на первом месте, а в этой деревне на первом месте девушки. Пазух. Çакă ялăн хĕрĕсем ялан шăлан чечек пек, ялан мăкăнь çеçки пек, йĕркипе ларнă чĕкеç пек, суса çакнă нухрат пек, йĕп куçĕнчи пурçăн пек, кача-пӳрне çĕрри пек. СТИК. Кĕрхи сăрара пирĕн пит хытă ĕçеççĕ. Ваттисем хăйсем хурăнташ-ăрусемпе ĕçкĕ тăваççĕ, çамрăксем (бивают и женатые молодые люди и замужние) хĕрсем кĕрхи сăра ларнă çĕрте ĕçеççĕ. Унта пĕр вăйçă пулат купăспа, ташлаççĕ, юрлаççĕ. Хĕрсен сăрине тунă çĕре кашни хĕр хăй килĕнчен салат и хăмла илсе пырат. Каччăсем вăл сăрана ĕçнĕшĕн укçа тӳлесе хăвараççĕ. Çавăнта ларнă хĕрсем вăл каç килĕсене таврăнмаççĕ, çавăнтах выртса çывăраççĕ. Якейк. Хĕрĕх тантăш хĕр тантăш, хĕрсе олах ларас чох хĕр тантăшран уйăрăлтăм. Чăв. юм. 24, 55. Хĕр пиррине хутаç çине чикет те пасара илсе каять. Юрк. Пире хĕртен арăм тумалли кирлĕ. Ib. Çирĕм çула çитсе хĕр пулса, ялăрта пур-и савакан? Торп-к. Юхин хĕр юхтарĕ, çеклеттер хĕр çаклатĕ. (Шыв юхни). Ала 65°. Ах, йыснаçăм Иван пур, хĕр Курмасăр ватăлнă. Ст. Чек. Хĕр йĕке урлă каçсан, упăшки кукша пулать, тет. Сред. Юм. Хĕр хôран хысми çисессĕн, качча кайнă чôх çăмăр пôлать, тет. (Народ. поговорка). Норус. Ати ани мăн ана (загон отца велик), хĕрсен çурли çук пулсан, унта аса килĕ-ха. (Туй юрри). Собр. Пушă хирте хĕрлĕ хĕр çӳрет. (уйăх). Шорк. Çамрăк хĕр — лет 14—18-ти; яш хĕр — лет 18—19-ти; пĕве çитнĕ хĕр — лет 17—18. ПУ. Çитĕннĕ хĕр, девушка. N. Тĕрлемес хĕрĕ, уроженка с. Тюрлемы (независимо от возраста и семейного состояния). N. Тепри — ватта юлнă хĕр. К.-Кушки. Миçе çул ман хĕрте лармалла-ши? Сколько лет быть мне в девушках. N. Хĕр чухнехи иртрĕ поль, сорхори тăвасси иртрĕ поль. (Хĕр йĕрри). Ядр. Сат картинче сар-кайăк, юрлăни те килĕшет хĕрĕн арăм полнă чох (хĕртен арăм полнă чох) макăрни те килĕшет. Нюш-к. Хĕр тупаччин хĕр тăв (хĕр çураçса тупса параччин хĕр тăв). ГФФ. Улаха та кĕтĕм те — хĕр сăмахĕ. Зашел (я) на посиденки — девичьи пересуды. || Невеста. Изамб. Т. Хĕр леçме (провожать невесту) хĕрсем каймаççĕ. N. Хĕр шыв тăкма кайни. СТИК. Вăл ĕнтĕ хĕр çулне çитнĕ: час качча парас тетпĕр. Козм. Хĕр парăп хĕл каçайми. (Шăпăр). Юрк. Авланма шухăш пур та, хĕр çук халĕ. ТХКА. Çынсем: хĕр тупса парас сана, теççĕ. N. Хĕрĕн тетĕшĕ туйра туй килнĕ чухне е кайнă чухне хĕрне хулпуççи çине хурса йăтса кӳртсе, йăтса тухса тăрантас çине лартат. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. Сред. Юм. Хĕр полнă ĕнтĕ, тек выляса çиç çӳремелле мар. Невеста уже, нечего тут все играть. Пазух. Хĕр çӳретмелле выляс уммĕн юрлакан юрă. Çак юрра юрланă чух арçын ачасемпе хĕр ачасем уйрăм тăраççĕ: пĕр енне хĕр ачасем пулаççĕ. Пĕрисем юрланă чух тепĕрисем пăхса тăраççĕ. Пшкрт. Ĕçнĕ хĕр, невеста. || Назв. родства по мужу. Юрк. Родство: 1) сарă хĕр, 2) чипер хĕр, З) хĕрсем. Ib. Чипер хĕр, сарă хĕр, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр. Якейк. Мăн хĕр, çамрăк хĕр. Альш. Хĕрсем, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, сарă хĕр, чипер хĕр, шурă хĕр. Ст. Чек. Вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, шурă хĕр, сарă хĕр. N. Сестры старше мужа — аппа, аппай, акай, моложе — хĕрсем, чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕк хĕр. Н. Карм. Упăшкинĕн йăмăкĕ: асли — хĕрсем, тепри — вăталăх хĕр, тата — чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр. || Назв. речки в б. Ядр. У. (о ней есть предание, иначе хĕр шывĕ.) КС.

хĕстер

жать, сжимать. О сохр. здор. Урана хĕстерсе сырсан, ура шăннине эсир хăвăр та сăнанă пулĕ. Изамб. Т. Пĕççисене хĕстерчĕ те ламппа трупине хĕстерчĕ хучĕ-пĕççисем пиçрĕç-кайрĕç. || Зажать. Менча Ч. Хăйсем ун умне çĕлĕксене сулахай хул хушшине хĕстерсе мал енелле пăхса тăраççĕ. А.-п. й. 88. Хăй пуçĕнчи çĕлĕкне хул хушшине хĕстерсе, пилĕк таран тайăлса, йăлăнать çак улпута. Сред. Юм. Кĕнекене хĕл айне хĕстерсе кайрĕ. || Прижать. Çĕнтерчĕ 48. Кеоркине çĕклесе тăратса лартать, çтена çумне минтер хĕстерсĕ Кеоркине тайăнтарать. Якейк. Вăл алăкран кĕме хăтланса пуçне хĕстерсе лартнă. || Придавить. Шорк. Ай-яй, хытă хĕстерчĕ-çке! Ну и эдорово же придавило! || Подоткнуть. N. Эпир Демьянпа пăшалсене пăхрăмăр, кĕрĕк аркисене хĕстертĕмĕр те йĕр тăрăх кайрăмăр. || Заткнуть. Хурамал. Пилĕкĕме çыхнă çут пиçикки, вĕçĕсене хĕстерме пĕлместĕп; çак тăвансене куриччен курас тетĕп, курсан сăмах калаçма пĕлместĕп. У светлого пояса, которым я опоясан, я никак не могу заткнуть концов; пока я не увижу этих родных, мне так хочется их увидать; а как увижу, не могу вымолвить слова. Ачач 110. Иккĕшĕ пуртăсем хĕстернĕ, пĕри хулпуççи çине пăчкă хунă. А.-п. й. 32. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хай платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. || Воткнуть. Чăв. й. пур. З2. Вăл укçисене алса ăшне чиксе, кĕлете çӳле хуп хушшине хĕстерсе хунă. || Подобрать. Кн. для чт. 1, 15. Сахман аркине хĕстерсе тытнă та шкулалла чупа пуçланă. || Положить (подо что). N. Вара çавăн пуçĕсене (змея) турамăн-турамăн вакласа пĕр пысăк чул айне кайса хĕстерчĕ. || Притеснять. N. Ку кĕçĕннине пит хĕстереççĕ (очень притесняют). N. Пĕр-пĕр ĕçпе ăна хăйне хĕстермелле те... N. Куланайшăн пит хĕстереççĕ-ха, ваçка, таçтан тупас! || Щурить (глаза), подмигивать. Саньял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктер; чун савнине курсассăн, сăмах ан хуш, куç хĕстер. || Ломить (голову). Ст. Чек. Пуçа хĕстерет, голову ломит. Ал. цв. 26. Чĕри темĕскере сиссе тăнă пек хĕстерсе ырата пуçланă. || Слямзить, украсть, сташить. См. ункайлă. N. Старăста ял укçине хăйне хĕстерсе хăварнă (утаил). ЧС. Тата виç-тăват ачана, çăмарта кӳшилли çĕклекенне, çӳреме хушаççĕ, вăл çăмарта ан хĕстертĕр тесе. Юрк. Пĕтсен те эсĕ ялан апла ан кăтарт, тет хуçи, çав атă илтĕм, тесе çырнă укçисене хăй çумне хĕстернине пĕлсе. Сред. Юм. Веç пĕри хĕçĕ хĕстерсе кайрĕ (украл). N. Пĕр çын еврей урапи çинчен михĕ хĕстернĕ те тара пуçланă. Янтик. Вăл хутран-хутраи хĕстерет пуль хуçа япалисене! N. Çак япаласене пĕтĕмпех хĕстерсе килнĕ, тет, у. Татмыш. Япалана хĕстерме шутлаççĕ.

шăнкăр-шанкăр

подр. разнообразному звову металлических вещей. N. Тимĕр ушкăнне (в кучу) тимĕр пырса пăрахсассăн, шăнкăр-шанкăр тăвать. N. Пӳрт çине витнĕ тимăрсем шăнкăр-шанкăр! туса ӳкеççĕ. Ск. и пред. чув. 69. Шăнкăр-шанкăр теветне хулпуççи урлă ярать. Чув. сказки 1919, 14. Çутă тухăн шăнкăр-шанкăр тăвать.

парне

(парнэ, парнэ), дар, подарок. N. Тавлашса чупакан çĕрте чупасса пурте чупаççĕ, анчах парнине пĕри илет. Янтик. † Икĕ аллăмра икĕ кемĕл сулă, улпутсем ытаççĕ парнене. Альш. † Икĕех аллăмра икĕ сулă, ыйтаççĕ улпутсем парнене. N. † Аллăм кăна тулли кĕмĕл сулă, улпутсем ытаççĕ парнене (в подарок). Кан. Алăра пурçăн тутăрсем, хулпуççи урлă парне пирĕсем (у рекрута). В. С. Разум. КЧП. † Сарă вăрăм ачана каймашкăн парне нумай кирлĕ. Регули 1535. Ыран эреке исе парам, она парне. N. Парнесем илсен, ĕçсе ӳсĕрĕлсе киле таврăнаççĕ. Шарбаш. Ашшĕсем пуянах та мартан парне çине нумай хумарĕç. Юрк. Ăçта лаша илме укçа кирлĕ пулат, ăçта ĕне илме, ăçта, парнене, пăру-тиха илме. Ск. и пред. 70. Михетерĕн килĕнче парне валли çĕлеççĕ. Н. Лебеж. † Çуллен туя кайăпăр, çуллен парне çакăпăр. Изамб. Т. Мĕн-мĕн выльăхран парассине, тата миçе парне парассине калаçса пĕтерсен, хулăм миçе тенкĕ парасси çинчен калаçаççĕ. Содр. † Пуса парни парсассăн, пусма çине сарса хăварăпăр; кантăр парни парсассăн, карлăк çине çакса хăварăпăр, йĕтĕн парни пулсассăн, ик хул çине çакса кайăпăр. Магн. М. 53. Парне, подарок из куска холста. || Жертва. N. Унта ĕлĕк чăвашсем киремете парне кӳнĕ. Альш. Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. || Добыча. Чер-чун яп. й.-к. пур. 15. Аллине лекнĕ парнене. Ib. 29. Рыçпа арăслан хăйсемпе пĕр тĕслĕскерсем, пач сисмен хушăра парне çине пăрахăнса, ăна пĕтерсе хураççĕ.

пилĕк

(пил'эк'), поясница, талия. N. Вăсам мана пилĕк таран çĕре авăтса кӳртсе лартрĕç. N. Унтан тĕпĕр кунне виççĕмĕш ывăлĕ каять, тет, вăл вара пилĕк таран çитерет, тет (где трава по пояс). Юрк. † Аллисенче перчетке, пилĕк çумĕнче нухайкка. Ib. † Пилĕк тытса ташланă чух, икĕ каччă курĕç-ши? Икĕ каччă курсассăн, кăчăк туртса илĕç-ши? и пр. Ib. Пилĕк таран пĕшкĕнсе тăраççĕ. N. Пур çĕрте те пилĕкне тăсмасăр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Сред. Юм. Тыр вырнă чохне, апат çисен, пилĕк тăсас тесе, пăртак выртса çывраççĕ. Шорк. Пилĕк чăсас, отдохнуть и закусить (во время жатвы к вечеру). Б. Яныши. Эпĕ йăпăр-япăр чупса кайрăм та, пилĕк таран çĕртен чупса пуртăм. Сёт-к. Хăрах аллине пилĕке тытнă, хăрах тотине чăснă, çăварне карнă (молочник). Якейк. Ачасам, пилĕк кантарма лармала та поль! (Каçхи апат çима ларнă чох мăн çынсенчен пĕри калать). Ib. Ах, пилĕк касать-çке! (Боль до родов у женщин). . Арăмсен ача тăвас умĕн пилĕк каса пуçлать. Ib. Арçынсен пилĕк ыратсан, кулса: сан пилĕк касать-и мĕн, теççĕ. Ib. Пилĕкне чĕн-пыççи çыхса пыр (опояшься). N. Пилĕк тытни, схватки у беременных. N. Пилĕк тытать, пилĕк касать (кас касать, тăтăш касмас). Пазух. Кăçал илнĕ çĕнĕ-çын, тырă вырма тăрсассăн: çурла касмасть, теминччĕ, пилĕке тытса тăминчĕ. N. † Хамăр ялин ачисем хут çыракан тиек пек, пилĕке тытса çӳреççĕ (подбоченившись). Альш. Пилĕкĕсене тытса тăрать, стоит фертом. Ib. Пилĕк тытат (потуги у женщин). Тайба-Т. Пире çырнă çын хĕрĕ пилĕк çинçе, куç хура. ЧП. Пилĕкĕ çинçе пултăр, тет. Ib. Çинçе те пилĕкçĕм... Альш. Йинкĕшĕ калат: пилĕкĕм питĕ, питĕм шурă, шывран тăрă., çипрен çинçе; питме намăс кӳрес çук. Ачач 5. Пилĕкне унне хытăран та хытă касма тапратать. Н. Лебеж. † Пилĕк килĕ Çирĕклĕ, пилĕкĕсене тытса юлчĕç. С. Тим. † Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи кирлĕччĕ. N. Пилĕк таран тайăлса йăлăнни. Собр. Туман тиха пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Туман тиханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Хăшĕ пилĕк çумне хĕстереççĕ, хăшĕ хулпуççи урлă çакаççĕ. БАБ. Пилĕкне хытă çых, ăсна хытă тыт. (Ку сăмаха хĕрсене калаççĕ). Альш. Пилĕке арçынсем пысăклăх (пиçиххи, кушак) çыхаççĕ. Урож. год. Пилĕкне хытă çыхать, ăсне тирпейлĕ тытать. Калашн. 8. Ак хаяр çилĕлĕ патшана çапла пилĕкрен пуççапса Кирипей калать. N. Пилĕкрен тарăн юр çинчен кайрăмăр. || Каша. † Купăсăр çийĕ сарă иккен, пилĕкĕ тĕлĕ хура иккен. || Перешеек. Орау. Атăл çинче ик утă (остров) пĕр-пĕринпе пĕр шурлă çинче пилĕкпе пĕрлешсе тăраççĕ (оба острова соединены узким болотистым перешейком). || Участок земли. Мункачи 42.

пирĕште

назв. духа (ангела). Хурамал. Пирĕште вара çӳле турă патне кайнă та, каланă: вăл çын ывăлĕ çукран питĕ хуйхăрать, тенĕ. Ib. Пирĕште лайăх калаçнине лайăх çырать, усал калаçнине усал çырать. Никĕш те куракан çук, только хулпуççи çинче ларать, тесе калаççĕ, лайăх çыраканни сылтăм хулпуççи çинче ларать. N. Пирĕште — ангел (çынна сыхлакан). N. Пирĕште вăл кашни çуртра пулать, теççĕ. Вăл пирĕште кăмака çинче пурăнать, теççĕ. Пирĕштене тата чӳклеççĕ, çулталăкра пĕре анчах. Пăттине каçран чӳклеççĕ, кăмака çине лартаç кашăксам хурса. Сунчел. † Икĕ хул çинче ик пирĕ(ш)те, пуç мĕн курасса çыраççĕ.

пирште

ангел. Уралка. Ик хулпуççи çинчи пирште. См. пирĕште, пирĕшти, пирĕшчи.

пуççи

ф. с афф. З л. от пуç, голова, начало. Встречается в сложении: хулпуççи, чăрпуççи.

хулпуççи

плечо; чăрпуççи, колено и некот. др. N. Сана тăванусем мухтĕç, санăн аллусем тăшманусен хулпуççисене пусса тăрĕç.

пуççăп

то же, что пуç йĕппи. Г. А. Отрыв. Хулпуççи çине ĕçленĕ туттăр çинчен пуççăпсам, хрескантрисам янă.

пушă

(пужы̆), кнут. ТММ. Пушă, пуш, кнут. — Различаются: вăрăм пушă, кĕске пушă. Части кнута: аври, кнутовище; пăлтăрка, ремешок на кнутовище; чĕн, ремень; йăлă, петля кнута; тĕп, кут, основа кнута, его толстый конец; тӳлем, узел у тонкого конца (их бывает много); вĕç, конец; хĕлĕх, волос. Термины витья кнута: кантралатса яв, пĕтĕрсе яв; сулахай яв, вить от левой руки к правой; сылтăм яв, вить от правой руки к левой; виççĕлле яв, вить в три веревки и т. д.; чăмăрла яв, вить кругляшом; лаптак яв, вить плоским; кустар, привить дополнительную веревочку к имеющимся, обычно при ремонте; хĕлĕх яр, привязать к концу кнута волос. Ст. Чек. Çапла пĕлмен пушă хăна çавăрăнса тивет, теççĕ. Кан. Унтри мучи те пушшине хулпуççи урлă тăсса, туйи вĕçĕпе çăпатине шаккаса иртрĕ. ТММ. Ырă ута пĕр пушă, ырă çынна пĕр сăмах. Орау. Пăрса явнă пушă (свитый из крученых веревок, кантăра) лашана пĕтĕмпе хăпарта-хăпарта кăларать. Ала 59. Вуник юплĕ чĕн пушă. СПВВ. БМ. Пушă, пышă, кнут. N. Евчĕ малтан хĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçат, ыйтат панине, паманнине. Пама шухăшлаççĕ пулсан, ача ашшĕсем евчĕ патне юлаççĕ, евчĕ, пушă илсе, хăтана каят. Хĕрне ашшĕсем панче пӳртре тĕл пулсан, ăна пушăпа çапса калат: çак пушăран çак хĕр ан уйăрăлтăр, тет (а кнут принадлежит жениху). Туй. Пĕтĕмпех килĕшсен, евчĕ хĕр ашшĕсем патне пушă пăрахса хăварать; пушă пăрахни килĕштернине, сăмах улăштрма кирлĕ маррине пĕлтерет. Ib. Хĕрпе качча кам-та-пулсан сивĕтсен-тусан, пушине евчĕ патне киле леçсе пăрахаççĕ. Ăна: пушă тавăрнă, теççĕ (унтан вара ĕç пăсăлать). Регули 1408. Ку пушă вирлĕ çыпăçмалла. || Нагайка. Сред. Юм. Пушă — лашана йоланатпа çӳренĕ чôхне çапмалли кĕске чĕн чăпăрка.

пăлл

(пы̆лл), подр. изгибанию. Альш. Шыв кĕвенти хулпуççи çинче пăлл-пăлл авăнса пырать (гнется плавно, слегка). || Подр. клубам дыма.

пĕсехе

(пэ̆зэhэ, пӧ̌зэhэ), зоб. Сред. Юм. ЧП. Пирĕн аттен усрав кайăкĕ пур, унăн пĕсехинче чăпар тĕксем пур. КС. Чăх пĕсехи, зоб. IЬ. Чăхсам пĕсехисене персе тултарчĕç (наелись). Шел. 71. Пĕсехисене каçăртса... илемлĕ сăввисемпе, ытарма çук, çав тĕрлĕ шăрантараççĕ (скворцы). СПВВ. ИА. Кайăкăн çими пĕсехене анать. Изамб. Т. Пĕсехи унăн тата ытларах йăлтăртатать. || Грудь. Г. А.Отрыв. Пĕсехе çара. Пĕсехере те, çухави тавра та, хулпуççи тавра та, çанă вĕçĕсенче те, аркă тавра та — ниçта та ним апăршасам çук («капăрри çук ĕнтĕ ун, капăрлă мар»). КС. Пĕсехине ярса çӳрет (с расстегнутым воротом рубахи). IЬ. Пĕсехи çара (с голой грудью). IЬ. Пĕсехерен (за грудь платья) тытса силлерĕ. IЬ. Пĕсехене (грудь рубахи) çурса пăрахрĕ. Чирич-к. Çара пĕсехе = ярханахăн çӳрекен (ача).

касите

(-ᴣиыд’э), назв. наряда из холста или из материи (передн. часть иногда из кожи, через плечо: сзади монет нет; спереди монеты: сверху — полтинники или четвертаки, а внизу крупные, в два ряда; задняя часть — из более красивой материи). Янтик. Каситене хĕрарăмсем умма çакаççĕ, у ал-çупăш чĕн çине тенкĕсем çакса тунăскер. Тенкисем аялта шултра, çӳлелле миçен вĕтелет. Ăна пĕр хулпуççи çинчен тепĕр хул айĕнчен ярса вĕçĕсене хыçалта çыхаççĕ. Тенкисем умĕнче (на переду) анчах пулать. Подюрное. Касите — качча кайман хĕрсем çакса çӳрекен япала. Сылтăм анпуç çинчен сулахай хулайнелле яраççĕ. Кăкăр тĕлне виç-тăватă ĕрет тенкĕ çакаççĕ.

йывăрлан

прибавиться в весе, отяжелеть. N. Икĕ-виçĕ эрнере хур ик-виç кĕрепенкке йывăрланса каят. В две три недели гусь прибавляется в весе фунта на 2 или на 3. Чув. прим. о пог. 207. Ватă çынсен шăмшакĕ йывăрлансан, хулпуççи (пилĕк-çурăм) ырата пуçласан, йĕпе пулать. Если старикам становится тяжело, плечи (поясница) начинают болеть, то будет ненастье. || Тяжело заболеть. Скотолеч. 34. Йывăрланса çитсен, сурăх пĕре (= то) пĕр вырăнта çавăрăнса тăрать (при вертеже)... О сохр. здор. Вăл (чирлĕ çын) питĕ йывăрланса, вĕриленсе çитет те, тăтăшах çывăрать. Ч.С. Йывăрланнă-çем йывăрланса пычĕ. Ей становилось все хуже и хуже. Ау 11°. Тĕнче-çăвар пит йывăрланса çитрĕ, тет: вилептĕр, тесе калат, тет. || Забеременеть. N. Йывăрлан (йывăр-çын пул). Сир. 81. Хĕр чухне вĕсемшĕн пăсăласран, ашшĕ килĕнчех йывăрланасран (чтобы не забеременели) хуйхă; мăшăрлансассăн, урăх çынна ересрен, упăшка пур çинче ача-пăчасăр пуласран хуйхă.

ишĕл

(ижэ̆л'), рушиться, обвалиться; расползтись (о материи и т. п.). Ч. С. Тул енчен мĕрчи (труба) ишĕлсе аннă. Юрк. Çав вăхăтра леш енчен ку енчи салтаксем çине тупăпа персен, пĕтĕмпе çĕр чĕтресе кайнипе ку çар пуçлăхĕ пытанса ларнă пӳртĕн тăпраран тунă маччи те ишĕлсе анат. Серг. Рад. Ăна (одежду) хулпуççи çинчен ишĕлсе аначченех тăхăннă. Беседа. Ĕçекен çыннăн çук тырри хирте çумăр айĕнче ишĕлсе (свалившись), йĕпенсе, çĕрсе выртать. || О хорошем урожае, когда растение склоняется от тяжести плодов. О блудн. сыне. Хирте вĕсен тырă-пулă аван пулнă, пахчара çимĕçсем ишĕлсе тăнă. Юрк. Тырăсем темĕн тĕрлĕ ишĕлсе пулнă. || Ходить так, как будто готов развалиться (о толстых людях). Городище Б. Ишĕлсе анчах çӳрет. Ходит как квашня (об очень толстом человеке).

урт

орт, накинуть, перекинуть. Шарбаш. Тыррине икшер мăйăх ăшне толтарса, лаши çине ортса ярса, киле исе кайнă. N. Кĕрĕкне уртса çӳрет, упа пек. N. Тутăрăн икĕ вĕçне аялалла уртса ярать. СТИК. Калпакăн хыçне çурăм çине уртса ятăм. IЬ. Кĕрĕке тăхăнмарăм, мĕк тумарăм, хулпуççи çине уртса ятăм та, тухрăм (т. е. çакса усăнтарса ятăм). Пшкрт. Хол орлă мешек ортса лартнă (повесил). Питушк. Япала ортса яр; çил çĕмĕрмеçт, ортса ярсан.

уртмак

ортмак, переметный кожашй мешок (йĕкĕр сăран хутаç). Именево. Уртмак — туйри такмак хутаççи. N. Сăрăн уртмак (уртмакçă хулпуççи çйнчен уртса яракан хутаç). N. Уртмакçă ăна (его) сăран уртмакне хурать.

уртмакçă

носитель переметного кожан. мешка на свадьбе. Изамб. Т. 65. Уртмакçă каçанĕ çине такмак çакать. . Уртмакçă хăйĕн такмакне парать те, унти кучченеçе вара илсе, çĕнĕ кучченеç (полученный от родни невесты) чикеççĕ. N. Уртмакçă сылтăм хулпуççи çинчен икĕ сăран сумкка уртса ярать: пĕрин çине кашни килĕрен илекен чăката чикет, тепĕр сумккине пилленĕ хăпартусем чикет. N. Сав кĕлетрех мăн-кĕрĕве, уртмакçа, туй пуçлăхне тумлантараççĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

кисть

1. сущ.жен.
алă сыппи; от кисти до плеча алă сыппинчен хулпуççи таран

плечо

сущ.сред.; множ. плечи
хулпуççи; правое плечо сылтăм хулпуççи; широкие плечи сарлака хулпуççи ♦ с плеч долой алран кайтăр; дело по плечу ал çемми ĕç, вăй çемми ĕç; идти плечом к плечу алла-аллăн пыр; иметь голову на плечах пуçа ан çухат

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

внакидку

хулпуççи çине уртса ярса (тăхăнмасăр).

холка

, урçа, ӳрче, хурçа (лашан, ытти выльăхăн хулпуççи çийĕ (тăрри).

бурка

бурка (Кавказ çыннисен кĕççе пек йăваласа тунă çанăсăр, хулпуççи çине уртса çӳрекен сăхманĕ).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

вскинуть

сов. кого-что 1. çӳлелле ывăт (е пер); вскинуть грабли на стог кĕреплене капан çине ывăт; 2. (быстро поднять) çĕкле; вскинуть мешок на плечо миххе хулпуççи çине çĕкле; вскинуть ружьё пăшала çĕклесе тыт; вскинуть глаза (или глазами) куç çĕкле.

закорки

мн.: на закорках разг. çурăм çинче, хулпуççи çинче (йăтса пыр).

набросить

сов. что уртса яр, витсе яр; набросить платок на плечи хулпуççи çине тутăр уртса яр.

перебросить

сов. 1. кого-что ывăтса каçар; урлă пĕр (е ывăт); ывăтса пар (е яр); перебросить через забор хӳме урлă пер; 2. что уртса (е çакса) яр, урлă хур; перебросить плащ через плечо плаща хулпуççи урлă уртса яр; 3. что и без доп. (дальше положенного) персе ирттер (кирлĕ тĕлтен); 4. что (перекинуть, устроить переправу) хыв; перебросить мост кĕпер хыв; 5. кого-что (переместить) куçар, яр, леç; перебросить дивизию дивизие куçар; перебросить продукты апат-çимĕç леç.

перевязь

ж. çакă, çыхă (хулпуççи урлă янă хăю); перевязь для сабли хĕç çакки; рука на перевязи çыхса мăйран çакнă алă.

плечевой

прил. хулпуççи (е анпуççи) ⸗ĕ [⸗и]; плечевая кость хулпуççи шăмми, хул икерчи; плечевый сустав хулпуççи тĕпеки.

плечо

с. 1. анат. хулпуççи, анпуççи; широкие плечи сарлака хулпуççи; 2. тех. хулпуççи; ◇ все заботы легли на его плечи пĕтĕм хуçалăх ун çине тиенчĕ; вынести на своих плечах пĕтĕмпе ху чăтса ирттер; иметь голову на плечах чухлама пултар; иметь за плечами ĕçлеме тытăннăранпа; плечом к плечу алла-аллăн тытăнса; по плечу ал çемми, вăй çитет; с плеча 1) (изо всей силы) пĕтĕм вăя хурса, сулса ярса (çап); 2) (без раздумий) шухăшламасăр-тумасăр.

скатка

ж. скатка (хулпуççи урлă çакмалла çавăрса çыхнă шинель).

сложить

сов. что 1. (положить вместе) купаласа (е вырнаçтарса, майласа) хур; сложить дрова в поленницу вутта шаршанласа хур; сложить сено в копны утта купана хыв; сложить вещи в чемодан япаласене чăматана майласа хур; 2. мат. хуш; сложить два числа икĕ хисепе хуш; 3. (собрать, составить) çыпăçтар, пĕрлештер; сложить клочки бумаги хут татăкĕсене çыпăçтар; 4. (построить) купала, ту; сложить печь кăмака купала; 5. (сочинить, составить) хыв, хур (юрă); 6. (перегнуть, свернуть) хуçлат, хутлат; сложить нож çĕçĕ хуçлат; сложить руки на груди алăсене кăкăр çине хур (е тыт); сложить лист пополам хут листине çурмалла хуçлат; 7. разг. (снять) антар, ил, илсе хур; сложить ношу с плеч çĕклеме хулпуççи çинчен антар; 8. перен. (освободить от выполнения чего-л.) хăтар, хăтăл, (пулма) пăрах, сирсе пăрах, ху çинчен ил; сложить свои полномочия хăвăн полномочииĕ пăрах; 9. на кого (переложить на другого свои обязанности) çине хур, тие, пар; ◇ сложить оружие парăн; сложить голову пуç хур; сидеть сложа руки ĕçсĕрленсе лар.

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Schulter

hulpuzzi
хулпуççи

Çавăн пекех пăхăр:

хулленлен хулли хуллян хулпоççи шăмми « хулпуççи » хулсăр хултăркан хултăрмаç хултăрмач хултăрмачă

хулпуççи
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150