Шырав: шатăр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

шатăр

I.

тенета, сетка (для ловли птиц)
ĕлĕк путенене шатăрпа тытнă — раньше ловили перепелок тенетами

шатăр

II.

1.
подражание треску, хрусту чего-л., скрежету зубов
хăрăк турат шатăрах хуçăлчĕ — с треском переломилась сухая ветка
вал шăлне шатăр тутарать — он скрежещет зубами

шатăр-шатăр —
1) усил. от шатăр II.
ура айĕнче пăр шатăр-шатăр тăвать — лед трещит под ногами
2) подражание удару грома

шатăр

2.  
лютый, трескучий (о морозе)
шатăр сивĕ тăрать — стоит трескучий мороз

шатăр

3.
испепеляющий, жгучий (о жаре)
знойный

шатăр типĕ çанталăк — знойная погода

шăтăр

то же, что шатăр 1.
пӳрнесем шăтăр турĕç — пальцы хрустнули

шăтăр-шатăр

то же, что шăтăрт-шатăрт
автомат сасси шăтăр-шатăр турĕ — раздался треск автомата

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

точ

подр. звуку при падении предмета. Бгтр. Торатсам: шатăр-шатăр! точ! тесе, пере-пере анаççĕ, тет.

хум

хом, волна, вал. N. Тинĕс хумĕ çапса ӳкернĕ пек, хытă юстарнă вĕсене. N. Хум çапса киме шыв кӳрте пуçланă. Орау. Шыв хĕрĕнче ларса хумпа килсе ӳкессе кĕтет ку çын укçана. N. Пиçсе çитнĕ вăхăтра ыраш тинĕсри хум пек хумханса выртать. N. Халь тинĕс хĕрĕнче тăратпăр, тинĕс мĕле хом ярнине пăхса. Шурăм-п. Шыври çĕлен хум ярса, хыттăн ишсе тухрĕ, тет. КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрипит... Ib. Тинĕс хумне çапмарăм, çăлтăрсене тивмерĕм, эпĕ ача сыхларăм, ун сăпкине сиктертĕм. Изамб. Т. Çырмара хум хумхана пуçланă. N. Хумсем çыр хĕрне тухаççĕ. Волны набегают на берег. N. Ăна хумсем çыран хĕрринелле кăларса çапнă. Альш. Кăвакарчăн шыв ĕçет, çуначĕпе хум çапать. Макушк. Пурçăн çунатлă шур хурчăка ик çунатне çапать те хум ярать. УМ. Çĕршыв тăрăх савăнăç хумĕ кĕрлет çĕклесе çынсене. || В удвоении — волнуюшийся. Сорм-Вар. Хум-хум кĕпер, хум кĕпер, хумханмасăр каçмарăм; çӳл-çӳл кĕпер, çӳл кĕпер, çӳçенмесĕр каçмарăм.

чӳхен

полоскаться, обливаться, мыться, искупаться. N. Чӳхен = чӳкен. N. Кĕт тарланă тарламан — шыва чупат чӳхенме. || Качаться, колебаться, плескаться. Ск. и пред. чув. 34. Вăл ташлать кăна чӳкенсе. КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрыпит. (М. Ю. Лерм.).

шатăр

сетка для ловли птиц. Н. Карм. Ăсана тытаççĕ шатăрпа (çиппе çыхса тăваççĕ).

шатăр

подр. грому. ЧС. Унччен те пулмарĕ, аçа шатăр-шатăр туса çапрĕ (ударил гром). Орау. Аслати шатăр-шатăр, шатăр-шатăр турĕ те, таçта çапрĕ те. Мижули. Çав вăхăтрах аслати шатăр-шатăр-р-р! тутарать. Торваш. Çав тĕлтех йĕри-тавра çап-çутă пулчĕ те, аслати шатăр-шатăр шат! тутарчĕ. || Подр. треску. СТИК. Пĕчĕкçĕ пăр икĕ пысак пăр хушшине пулсан, шатăрр туса саланат. Альш. Шатăр-шатăр тунăçемĕн шалалла чик (хвост в прорубь). Ib. Хӳри сивĕпелен шатăр-шатăр туса шăнать, тет. Ib. Хӳри сивĕпе шатăр-шатăр туса шăнать пăр çумне. N. Хӳри пăр çумне шатăр-шатăр туса шăнать, тет (у волка). Букв. 1904. Кашкăр туртăнчĕ, туртăнчĕ, тет те, хӳри шатăр! турĕ, тет. КС. Унтан патакне туртса илтĕм те шатăрах хуçса парахрăм. Ау 42. Унтан тияккăнĕ улăхса ларат, шатăр-шатăр тутарса ларат, тет. || Сред. Юм. Ôрайне нăмай кантри (= кантăр вĕрри) пăрахса таптасан, шатăрр! шатăрр) тăвать. || КС. Ула-кайăк сăмсипе йăвăçа шатăррр! тутарать. || N. Пăшалĕсемпе çавăрса илнĕ те, шатăрр тутарчĕç (залп ружеЙ). || Употр. в сочетании: шăтăр-шатăр. См. МКП, 91. || Совершенно. N. Çанталăк шатăр типĕ тăрать (совершенно сухо). Этем йăх. еп. пуç. кай. 5. Ăшă енче чылай çĕрте çанталăк çапла улшăнса пырать: малтан шатăр типĕ тăрать, унтан вăйлă çăмăрсем пуçланаççĕ. Ib. 5. Шатăр типĕ тăнă чух тискер кайăксем, кайăк-кĕшĕксем, хурт-кăпшанкăсем сулхăна пытанаççĕ.

шатăр

подр. треску и лому. чув.-Сорм,. Шаттăр-шаттăр (с треском и шумом) килтĕмĕр шатра хĕре илмешкĕн.

шотăр

подр. треску. См. шатăр, шăтăр. Б. Олг. Çăккăр хыттине шотăр-шотăр çирĕм.

шăтăр-шатăр

подр. разнобразному и довольно грубому треску. Тюрл. Шăтăр-шатăр туса çунать. СТИК. Кăмакана кĕлте чикрĕм те, шăтар-шатăр туса карĕ (вспыхивавие соломы). А.-п. й. 44. Вĕсем пырсанах, улăм çиме тапратĕç,— çавăнпа шăтăр-шатăр тунине илтсессĕн, эсĕ шаларах пытан. Трень-к. Пăхатпăр, ним те курăнмасть, тĕттĕм, ачасем улмана шăтăр-шатăр тутарса татни анчах илтĕнет. Сред. Юм. Пырса кĕтĕм пĕр çĕре, ниçтан тухма та çук; хăвăртрах пĕр чартакне шăтăр-шатăр хуçатăп та тôхса утăнатăп часрах. 93 çул, 57. Хупăрлакансем çапнăран арча шăтăр-шатăр! тутарнă. N. Шыв тулса улăха тухса каять. Шăтăр-шатăр тутарать те арман пĕвине илсе каять. N. Шăтăр-шатăр тутарать (арçури). КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрипит. Альш. Акă çул çинче пĕри пырать чуптарса, шăтăр-шатăр, шăтăр-шатăр тутарса. Вот один из них скачет по дороге, стучит и гремит. || В переносн. значении. N. Вăл пит шăтăр-шатăр. Сред. Юм. Кил тенинче пĕр те шăтăр-шатăрсăр иртмест ô. В доме без всяких неприятностей не бывает.

шăттă-шаттă

подр. звуку, который получается, когда ломают забор. СТИК. Хӳмене пăснă чухне шăттă-шаттă (не сильный звук?), кĕмсĕр-кемсĕр, шатăр тутараççĕ.

ухмаххи

охмаххи, тот дурной, тот сумасшедший (stultus ille). Употр. в особых чувашизмах. Бштр. † N. Пичи, ухмаххи, çакă яла килмесĕр, хамăр ялта хĕр тупман. || Леший. Шăвик! шăхрать çын пекех — мăкăл-макăл йомахлать, шăтăр-шатăр тутарать, поть охмаххи танранать. || Яд (мышьяк). Сред. Юм. Õхмаххи — наркăмăш, мышьяк. IЬ. Õхмаххи çисе вилнĕ. Отравился мышьяком. Альш. Ухмаххине çисе вилнĕ. Отравился.

Çавăн пекех пăхăр:

шатăлтат шатăлтаттар шатăм шатăн « шатăр » шатăркă шатăрма шатăрмак шатăрнак шатăрт

шатăр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150