явкаланчăк
1.
вьющийся
явкаланчăк курăк — вьющееся растение
явкаланчăк
2.
сильно искривленный, извилистый
явкаланчăк çул — извивающаяся дорога
явăнчăк
явăнчăк (jавынζ'ык, jавын'цъык), извивающийся.
- Н. И. Полорус. Явăнчăк тĕрĕ анат. (По палке) спускается извилистая нарезка, полоска, узор. Туя йĕри-тавра кукăр-макăр тĕрлесе анаççĕ, ăна çапла калаççĕ.
- N. Явăнчăк йывăç.
|| Ib. „Почти тоже [sic!], что явкаланчăк: питĕ явăнчăк, сăмахăн вĕçне тухаймаç“. Ib. Пĕр май киле-киле, хĕрен пек çаврăнса çӳрекен (с какими-то намерениями) çынна явăнчак теме пултараççĕ.
|| О грязной дороге, когда грязь навивается на колёса.
- Стик. Явăнчăк çул — грязная дорога («грязь не так жидка, чтобы она не приставала к телеге»).
|| Моток лент из мочала, достаточный для тканья одной рогожи.
- Икково. Пĕр явăнчăк корăс чĕртĕм (приготовил). См. явкаланчăк
явăнчăк
(jавы̆нζы̆к, jавы̆нџ̌ы̆к), извивающийся. Н. И. Полорус. Явăнчăк тĕрĕ анат. (По палке) спускается извилистая нарезка, полоска, узор. (Туя йĕри-тавра кукăр-макăр тĕрлесе анаççĕ, ăна çапла калаççĕ. N. Явăнчăк йывăç. || IЬ. «Почти то же, что явкаланчăк: питĕ явăнчăк, сăмахăн вĕçне тухаймаç». IЬ. Пĕр май киле-киле, хĕрен пек çаврăнса çӳрекен (с какими-то намерениями) çынна явăнчăк теме пултараççĕ. || О грязной дороге, когда грязь навивается на колеса. СТИК. Явăнчăк çул — грязная дорога («грязь не так жидка, чтобы она не приставала к телеге»). || Моток лент из мочала, достаточный для тканья одной рогожи. Икково. Пĕр явăнчăк корăс чĕртĕм (приготовил). См. явкаланчăк.
явкалан
(jавгалан), учащ. ф. от гл. явкала, виться; увиваться; вертеться. Ст. Чек. Çĕлен явкаланса çӳрет. Змея извивается. Яргуньк. Хайхи çĕлен çĕвĕç мыйне(мăйне) явкаланса ларчĕ. А змея-то обвилась вокруг шеи портного. Ч.С. Унăн çилхи вăрăм, явкаланса çĕрех аннă-ччĕ. У нее (лошади) длинная грива, (которая), извиваясь, доходила до земли. N. Ун тымарĕсем чул куписем ăшне явкаланса кĕреççĕ. Корни его (растения), извиваясь, проходят в кучу камней. Орау. Вĕшле пек явкаланса çӳрет. Ердово. Ăçта пăх, пур енелле те, хура çĕлен пек хуралса юлнă çулсем явкаланса чăсăлса(= тăсăлса) выртаççĕ. Куда ни посмотришь, во все стороны тянутся, извиваясь, почерневшие дороги, точно черные змеи. ХЛБ. Ытла типĕ пулсан, муклашкасем явкаланса (sic!) пырса (катясь вместе с бороною?) ванмаççĕ. || Кривляться, кокетничать. || Идти переваливаясь (о длинном человеке). КС. Явкаланса пырать, идет вихляясь (гов. о верзиле), такого человека зовут явкаланчăк. IЬ. Явкаланса ут, идти переваливаясь (о длинном человеке). || Увиваться. Толст. Вăл чашкă таврашĕнче тек явкаланса çӳренĕ. Он все вертелся около блюда. || Вертеться около кого или чего-л. Сред. Юм. Ни ȏтаймас, ним тумас: ман ȏмра явкаланса пырать хăй. || Или где-либо (с какой-то целью). Якейк. Явкаланса çӳрет, тесе, пĕр-пĕр япала илесшĕн çын патне час-час пынине калаççĕ. IЬ. Çав тем явкаланса çӳрет конта, мĕн-те-полин кирлĕ полмалла мантан. Сред. Юм. Мĕн ман таврашра явкаланса çӳрен çак эсĕ пĕрех-май? Что ты все вертишься, (вьешься) около меня? IЬ. Пĕр-май ман таврашра явкаланса çӳрет. Постоянно вертится около меня. || Не сидеть покойно. Рак. Мĕн явкаланса ларан, тенкеле çĕмĕртĕн вĕт! Что ты вертишься, сломал ведь стул-то? || Якшаться, водиться. Ивановка. Хай шкула çӳре пуçласан, эпĕ пĕр-маях вырăс ачисемпе явкаланса çӳрерĕм, çавăнна пĕр хĕл каçнă çĕре чилаях вĕренкелерĕм. Как только я начал ходить в школу, то постоянно вертелся среди русских мальчиков, поэтому в течение зимы порядочно научился (говорить по-русски).
явкаланчăк
вьющийся. КС. Явкаланчăк курăк. || Вертлявый. Г. Т. Тимоф. Явкаланчăк, вертлявый (о червяке, о рыбе, о человеке). || Сред. Юм. Явкаланчăк. Так называют детей, которые всё возятся около работающего человека. СТИК. Явкаланчăк! Мĕн тек алă айĕнче явкаланса çӳрен? тух кунтан! («Говорят маленьким, мешающимся в среде больших, которые серьезно работают»). || «Легкого поведения». КС. Явкаланчăк çын («человек легкого поведения»). || Подлаза (хĕрен пек явăнса çӳрет). Н. И. Полорус. Питĕ вăл явкаланчăк. || Бездельник. Золотн. † Явкаланчăк ямшăкра. || О вертлявой женщине. Орау. Явкаланчăк! явкаланса çӳрет çав. (Говорят о женщине, скорее — о русской). || Долговязый.
вертлявый
1. явкаланчăк, пăркаланчăк, лара-тăра пĕлмен (ача); 2. çăмăлттай, çапкаланчăк.
вьюн
1. çĕлен пулă; шăтăклă пулă; 2. явкаланчăк, йăрă, йăлттам çын; 3. явăнса ӳсекен чечек.
лакей
м. 1. уст. лакей, тарçă; 2. перен. презр. йăпăлти çын, явкаланчăк çын.
льстец
м. йăпăлти, шăлкăн, явкаланчăк.
подлиза
м. и ж. разг. йăпăлти, çукаланчăк, шăлкăн, явкаланчăк (çын).
флюгер
м. 1. флюгер, çил хӳри; 2. перен. хӳрешке, çын хӳри, явкаланчăк.
юла
ж. 1. (игрушка) çавăрлан, кăлтăркăч, пĕтĕркĕç; 2. перен. разг. (о человеке) явкаланчăк, лара-тăра пĕлмен çын.
Çавăн пекех пăхăр:
явкай явкала явкалан явкалантар « явкаланчăк: » Явкас Явкилт явлăк явлăк-тĕрри явление