Шырав: çăрха

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

лаша

лошадиный, конский, конный
ĕç лаши — рабочая, тягловая лошадь
кастарнă лаша — мерин
сăхăм лаша — кляча, одер
çăрха лаша — иноходец
çӳрен лаша — рыжая лошадь, лошадь рыжей масти
тĕпри лаша — коренник
турă лаша — гнедой конь
хушка лаша — лошадь со звездочкой на лбу
чăхăмçă лаша — норовистая, строптивая лошадь
чуман лаша — ленивая лошадь
шухă лаша — 1) резвый конь 2) пугливая лошадь
юланут лаша — верховой конь
лаша арманĕ — конная мельница
лаша вити — конюшня
лаша жатки — конная жатка
лаша завочӗ — конный завод
лаша какайĕ — конина
лаша ашĕ — конина
лаша касăвĕ — табун
лаша кĕтĕвĕ — табун
лаша молотилки — конная молотилка
лаша таврашĕ — сбруя
лаша тăлли — конские путы
лаша чуппи — аллюр
лаша ĕрчет — разводить лошадей, заниматься коневодством
лаша ĕрчетни — коневодство
лаша йĕнерле — оседлать лошадь
лаша кӳл — запрячь лошадь
лаша çăварлăхла — взнуздать лошадь
лаша тăвар — распрячь лошадь
лашасене юрттарса ăмăртни — рысистые испытания лошадей
лашапа ăмăртса чупни — скачки
лашапа ĕçлемелли хатĕрсем — конный инвентарь
лаша ĕрĕхсе кайнă — лошадь понесла, помчалась (в испуге)
лаша кĕлернĕ — лошадь завалилась (на спину)
лаша кукалет — лошадь бьет копытом
лаша тапать — лошадь бьет (задними ногами)
лаша шăмарать — лошадь скалится и прижимает уши (пытаясь укусить)
лаша чĕвен тăчĕ — лошадь вскинулась на дыбы
Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. — посл. Каков будет конь — видно по жеребенку, каков будет человек — видно по ребенку
Ыр лашана пĕр пушă, ыр çынна пĕр сăмах. — посл. Доброму коню достаточно одного удара кнутом, доброму человеку достаточно одного слова.
Лашаран çӳллĕ, автанран лутра. (Йĕнерчĕк). — загадка Выше коня, ниже петуха. (Седелка).

çăрха

1.
иноходец
çăрха лаша — иноходец
Икĕ турти тĕк тăрать, хура çăрхи çăрхалать. (Юханшыв). — загадка Две оглобли неподвижны, а черный иноходец между ними все бежит. (Река).

çăрха

2.
иноходь
лаша çăрхапа чупать — лошадь идет иноходью

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

çăрха

иноходец.

190 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сулăнкă

(сулы̆ҥгы̆), раскат. N. Пире сулăнка ан яр (или: ярса ан хăвар). Хурамал. † Кӳлнĕ лаша — сарă çăрха, çул сулăнкисенче мĕн хуйхă. Юрк. Сулăнкăра вĕсенчен пĕри, чăваш арăмĕ, ăнсăртран кăшт çул çине тухса ӳкет. Изамб. Т. Çунасем сулăнка кайсан, ниепле те тăратмалла мар. Ib. Сĕве çинче çул тикĕс те, лавсем сулăнка каймаççĕ. Янтик. Патреслĕ çуна сулăнка каймасть, ăшне юр кĕмест.

сăрху

масть лошади? М. б. описка вм. çăрха? N. Хура вăрманта хура çук, хура сăрху лашусене кӳлсе пырăр.

çул ил

пробегать путь, подвигаться вперед. Ст. Шаймурз. † Пĕчĕкçĕ те лаша турă лаша, пĕчĕккĕн туртат та, çул илет. Бур. † Аслă çулсем çинче кăвак çăрха, нумай-нумай юртмас та, çул илет. АПП. Пĕчĕнçĕ лаша, турă лаша, чăмăртанса юртса çул илет. ЧП. Пирĕн çӳрен ут çул илеймеçт.

çурхат

(с’урх’ат), название старинной посуды, своим видом напоминавшей коня-иноходца, что видно и из названия: çăрха+ат, т. е. çăрха+ут. (Ред.). Туй. Ылттăн тарилкке çинче çурхат вылять, çав çурхат пек пире выляса кулма ирĕк пулинччĕ. Такмак. Сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тиркĕ ларат, ылттăн тиркĕ çинче çурхат вылят, çав çурхат пек пире выляса кулма ирĕк пулмĕ-ши? N. Ылттăн тиркĕ çинче çурхат вылят. См. чурхат. С. Алг. Вăл ултă уралă сĕтели çийĕнче, пĕр пуçĕнче сирсе сирĕлми сим-пыл ларат, тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат; сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче, ылттăн тиркĕ çийĕнче, çурхат вылят, çав çурхат пек пире çак туй халăхне выляса кулма ирĕк пулмĕ-ши?

çăрка

иноходец. См. çăрха. Сунч. † Утлантăм та тухрăм хура çăрка çулти тусансене пусарма. N. † Аслă çулăн тусанне хура çăрка тустарать.

çăрта

то же что çăрха.

çăрха

(с’ы̆рha), игольные уши. См. çăрта. Орау. СПВВ. ИА. Ватă çынсен йĕп çăрхине çип тирме куç курмасть.

çăрха

(с’ы̆рha, с’ы̆рha, с’ŏрha), рубец, полый край штанов, длявдевания йĕм кантăри (т.е. гачника). Сред. Юм. Йĕм çăрхи (с’ы̆рhи), гачник. Тюрл. Çытма (с’итма) çăрхи (с’ŏрhи). КС. Çытма çăрхи (с’ы̆рhи).

çăрхалă

с рубцом для гачника. СТИК. Йĕме кантралă тунă чухне кăна çăрхалă тăваççĕ, тӳммелĕ тăвас пулсан, ним çăрхи те кирлĕ мар. Çăрха вăл пĕр-пĕр тавар татăкне хĕррипе çавăрса çĕлесенех пулат. Çав çăрхаран вара кантăра тиреççĕ. Йĕме тӳммелĕ туни тата канлĕрех те, пирĕн арăмсем темшĕн туммелĕ тума юратмаççĕ, çăрхалă тусан, чĕркуççи çĕтĕлсен ăна çавăрса тăхăнма (задом на перед) юрат, теççĕ.

çăрха

(с’ŏрha, с’ы̆рha), иноходец. См. çăрка. N. † Аслă çулпа килет кăвак çăрха, çилки-хӳрине çыхлантарса. С. Алг. † Хура вăрман витĕр килет кăвак çăрха, çыхланчĕ-çке çилхи çилпеле. N. † Аллă карăк, пĕр çарăк; тăхăр тăрни, пĕр çăрхи. Байгл. † Аслă çулăн тусанне хура çăрха тустарать. С. Айб. † Икĕ турти тĕк тăрать, хура çăрхи çăрхалать. (Шыв юхни). Бижб. Пуянăн автанĕ те çăрха, теççĕ. (Послов.). Н. Седяк. † Хура пĕкĕ хура çăрха, халь уткăнма тăрать, эп ларсан. Ст. Чек. Çăрха лаша, лошадь, у которой при беге туловище держится все время на одной высоте. || Иноходь. СПВВ. † Уйăх çине пăхрăм — ут куртăм, утланса çӳретрĕм — çăрхи пур. Собр. Утлантăм-пăхрăм — çăрхи пур (у жеребенка), чуптартăм-улăхрăм ту çине. Орау. Лаши çăрхапа чупать, шыв пек пырать. || О других животных. Юрк. † Лаша суха сухалат, ĕне çăрха çăрхалат; эпир утвит панă чухне тухтăр пуçне пăркалат. || О людях. Юрк. † Эпир илес хĕрсенĕн тăхăр тĕрлĕ утти пур, çитмĕл тĕрлĕ çăрхи пур.

çăрхала

бежать иноходью. Юрк., КС. СПВВ. Çăр, çăрха, иноходец; çăрхаласа чупать (иноходью). Лашм. † Кĕçĕн Çарăмсамăн, ай, леш енче хура кăтра çăрхисем çăрхалаççĕ. Ау ЗЗ9. † Çĕр çитмĕл сум париччен хура çăрха эпĕ илĕп: ир тухсан та çăрхалĕ, каç тухсан та çăрхалĕ. Бюрг. † Пĕчĕкçеççĕ лаша — шурă лаша, сăрт çамкине çитсен çăрхалат. Юрк. Лаши мĕскĕн, тепле начар пулсан та хытă сăптăрнăран, пуçне çăрхаласа чупа пуçлат. || Семенить. Альш. Курак, курак кураклат, хура çĕр çинче çăрхалат. Сред. Юм. Мĕн çăрхаласа çӳрен эс тек килĕрен килле. Ib. Ôттине те ôнта пĕлмес вит ôлă, çăрхаласа çиç отать; пăх-ха ĕнтĕ епле çăрхалать. N. † Çичĕ ютăн туй халăх ват йытă пек çăрхалать. Н. Лебеж. † Икĕ аллине сарса çăрхалать, ял вĕçĕнчен пăхса палларăм. Ст. Чек. Çăрхаласа пырат — вĕт-вĕт утса шырат, ташласа пырат.

тимпĕл-тимпĕл

(тимбэ̆л’), подр. звуку струн скрипки или гуслей. Н. Уз. || Подр. пятнам выступающего пота. Трхбл. † Аслă çулпа килет кăвак çăрха, тимпĕлех те тимпĕл тар юхат. Богдашк. † Икĕ хура лаша тан юртать, тимпĕл-тимпĕл тар юхать. || Подр. пятнам на теле. Сред. Юм. Тимпĕл-тимпĕл кăвакарса кайнă (местами посинело). Ib. Тимпĕл-тимпĕл тимрел тôхса тôлнă ман пит-çăмартине. У меня на лице появились лишаи. См. МКП 147.

халь

(хал’), то же, что халĕ, теперь, сейчас. Ачач 84. Куç хупанкисем ак халь хупăнаççĕ, ак халь уçăлаççĕ, халь хупăнаççĕ, халь çĕнĕрен уçăлаççĕ... А.-п. й. 99. Халь ман киле каймалла. Б.-Крышки. Халь, пока, теперь. Регули 547. Халь мана хаман, çӳреме полтаратăп. || N. Эсĕ сар шерепи яни-ха? — Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. || Вот-вот... Хайхи тулă ани çинче тытнă кăвак лаша халь утланса каймалла килсе тăчĕ, тет. || Быстро, скоро. Пазух. † Халь килĕпĕр, тăвансем, халь кайăпăр, тек-тек килет тесе ан калăр. || Употребляется в смысле частицы. Охотников. Каятпăр-халь. Едем вот (неопределенный ответ спрашивающему: куда едете?). Хурамал. И кайĕçин кайĕç-халь, кайĕç-халь. || Соответствует русской частице ка. Регули 511. Тив-халь (тив-ха) эс мана, эп аттиа каламăп-и. || Слушай-ка, смотри-ка. В. Олг. Ай-ай çĕçĕ мока, пăсса пăрахат полла, халь! || Употребляется в качестве песенной вставки. Пазух. † Чӳрече умĕнче, ай, лăс хурăн, çил силлемесĕрех те хăй силленет, çил силлесен пушшех те халь силленет. Ай-хай пĕр пуçăмçăм та, ай, çамрăк пуç, çын хурламасăрах та хăй хурланать, çын хурласан пушшех те халь хурланать. Ib. † Кăвак кăвакарчăнăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен халь телей çук. Н. Седяк. † Хура пекĕ хура çăрха, халь уткăнма тăрать эпĕ ларнăран; пĕчĕкçеççĕ пуçăр, хура куçăр, халь шывланма тăрать эп кайсан.

шăн

подр. звонкому шуму. См. шăн-шан в самый, как раз. Ивник. Çимĕк эрни вĕçĕнче, шăн кăнтăрла тĕлĕнче, йĕнерленĕ çак çăрха тĕлĕнтерсе халăха, утăпа мар, юртăпа, пынă, теççĕ, салапа.

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

авкалан

(авгалан), vario modo aut variis temp. etc. se inflectere, изгибаться разлачн. образ., в разн. время и пр. Якей. Çĕртен йĕпе-ман авкаланса тохать. Из земли выползает, изгибаясь, дождевой червь. МС. Йăвăçсем çилпе авкаланаççĕ. Деревья гнутся от ветра. Сирах. 160. Пăрушĕсене пăруласа хырăмĕсене çăмăллатнă чух вĕсем авкаланса тăраççĕ. Они изгибаются, рождая детей своих, выбрасывая свои ноши. Сред. Юм. Ашшĕ хĕнет те, ачи авкаланать аачах. Отец бьет, а мальчик так и извивается под ударами. Лашм. † Чӳрече витер хачă утрăм, хура чĕкеç куçне тăрăнчĕ. Пăхăр-халĕ хура чекеçне; авкаланать хачă (i. q. хайчă) уяки пек. Бросил я из окна ножницы, и они воткнулись в глаз черной ласточки. Посмотрите-ка на черную ласточку, как она изгабается (от боли, образуя) точно кольцо ножниц. СТИК. † Эй мăнтарăн Праска акки, авкаланат Иван аллинче! Ах, бедная Прасковья: как она извивается под ударами Ивана! (или: во всем ему повинуется; он из нее вьет веревки). || Etiam de equo quietis impatienti dicitur. Также говорится о лошадях, которые не стоят спокойно на месте. Сенчук. † Кăвак лаша, кăтра çилхе, авкаланать пасар варринче. Сивая лошадь с кудрявою гривою беспокойно стоит среди базара (т. е. топчется, вертит головою в т. п.). Лашм. † Хурама пĕкĕ, хура çăрха авкаланать хупах умĕнче; çинçе пӳçĕм (хура куçăм) авкаланать сар ача умĕнче. Вороной иноходец, запряженный в вязовую дугу, беспокойно стоит у кабака; мой тонкий стан (и черные глаза) кокетливо рисуются перед красавцем („русым“) парнем (т. е. я перед ним кокетничаю). Interdum idem est, quod niti, conniti, eniti ut. Иногда значит биться, cтараться. Н. Карм. † Анкарти хыçĕнчи шур мулкачă авкаланат анкартне кĕресшĕн. Белый заяц за гумном норовит (всячески старается), как бы ему пробраться на гумно. Стюх. † Пирĕн пекех хай çын ачи авкаланат çын çине кĕресшĕн. Молодые ребята, такие, как мы, бьются изо всех сил, чтобы выйти в люди. || Etiam de eodicitur, qui amore alicuius captus gratiam eius omnibus modis aucupatur. Также употребляется, когда говорят о тех, кто всячески старается понравиться тому, за кем ухаживает. ЧП. Çинче-ах та пилеклĕ, ай, Илье пур, авкаланать Акук, ай, умĕнче. У нас есть Илья, у которого тонкая талия; он увивается перед Агафьей (стараясь понравиться, проявить ловкость, остроумие и пр.). || Eadem vox verbo „хуçкалан“ adiuncta usurpatur, cum alicuius nimia sui ostentatio aut vita licentior designanda est. Также соединяется с хуçкалан. Якей. † Çинче пилĕк сарă хĕр авкаланать-хуçкаланать, ялан ыр çын улĕ умĕнче. Русые девушки с тонкими талиями всячески кокетничают, и все перед сыновьями богатых людей. Бугульм.? † Кăвакарат-ешерет ялан çерем уçăмĕ; авкаланат-хуçкаланат ялан ырă çын ачисем. И синеет и зеленеет, — и все озямь на новине; и ломаются и вихляются (т. е. ведут себя вольно, разгульно, так как им все прощается), — и все дети богатых и влиятельных (в деревне) людей.

юрха лаша

иноходец. См. çăрха.

йĕп çăрхи

см. çăрха.

имле юмла

(имл’э-jумла), лечить заклинаниями. Читать заклинания. N. Чӳклеме сăри чӳкленĕ чухне калакан сăмахсем. Сакăр тăрна, пĕр çăрха(,)уксак курак, симĕс хӳрелĕ чакак. Тăпăл-тăпăл тулă кĕлти, лăпсăр-лапсăр сĕлĕ кĕлти, ытах та вăрăм ыраш кĕлти, имлеми-юмлами пурне пусамя (чит.: пусайми) тумлами пĕр çу ӳснĕ хулă çичĕ хăлаç çурă, çав та пулин хăмла аври. Çавна та кала пĕлменни çиччĕ те пиллĕк курка ĕçмелле; ĕçекенни путене, ĕçейменни карăш. Слова, произносимые во время принесения в жертву пива при обряде чӳклеме. Восемь журавлей, один иноходец, хромая ворона (или: грач, ибо «курак» — общее обозн.), зеленохвостая сорока. Аккуратненький пшеничный снопик, лохматый овсяный, а уж больно длинный — ржаной сноп! (Это такой ковш), над которым нельзя ворожить (т.-е. Который следует выпить без всяких околичностей), на который нельзя наложить пальца, из которого не должно кануть ни единой капли. Прут, росший одно лето, (вырос на) семь с половиной сажен; это — хмелёвая плеть. Кто не сумеет этого сказать, тот должен выпить семь и пять (т.-е. 12) ковшей. Кто выпьет — перенел, кто не сможет выпить — дергач.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

иноходец

м. çăрха, çăрха лаша (е ут).

иноходь

ж. çăрха; бежать иноходью çăрхапа (е çăрхаласа) чуп.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çăрха

«иноходец»; «иноходь ; МК йорыга am «иноходец; тур. йорга «рысь (аллюр)»; «рысак»; узб., тат., башк. юрга, кирг. жорго, казах., к. калп., карач. жорғa, ойр. дьорго, кумык. ёрга, уйг., туркм., ног. йорга, хак. чорга «иноходец»; «иноходь»; ср. монг. жороо «иноходь»; жороо морь «иноходец». По А. Н. Кононову, происходит от глагола йур-т «бежать рысью» (ГУЧ, 123); ср. перс. (йурге) «иноходь»; вероятно, заимствовано из тюркских языков.

çурхат

уст. «ендова», «старинный медный сосуд для пива, своей формой напоминающий коня-иноходца» (çăрха «иноходец», ут «конь»); тат. чурат «ендова» (Будагов), в словаре Остроумова чургат «медный сосуд для пива».

Çавăн пекех пăхăр:

çăрттанла çăртти çăрттик çăрулми « çăрха » çăрхалă çăрхала çăрхалан çăрхаланчăк çăрхалат

çăрха
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150