Шырав: çĕклем

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

йăтăрла

нести что-л. тяжелое
поднимать тяжести

пысăк çĕклем утă йăтăрла — взвалить на себя большую охапку сона

çатрака

хворостяной, валежнико-вый
çатрака каçă — хворостяная гать
пĕр çĕклем çатрака — охапка хвороста
вăрмана çатракаран тасат — очищать лес от валежника

çăмăл

II.

1.
легкий, легковесный
çăмăл çуна — легкие санки
çăмăл çĕклем — легкая ноша
çăмăл виçе — спорт. легкий вес
чи çăмăл виçери спортсмен — спортсмен наилегчайшей весовой категории
йывăç шывран çăмăлрах — дерево легче воды
Пăхма çăмăл та пӳрт урлă ывăтаймăн. (Хут). — загадка На вид — вещь легкая, а через избу не перекинешь. (Бумага).

çĕклем

1.
охапка, вязанка
кипа

пĕр çĕклем вутă — вязанка дров
улăм çĕклемĕ — охапка соломы
кунта пĕр çĕклем кĕнеке — тут целая кипа книг

çĕклем

2.
ноша, груз, кладь
йывăр çĕклем — тяжелая ноша
çĕклемпе ут — идти с грузом

çĕклем

3.
коромысло (с полными ведрами)
пĕр çĕклем шыв илсе кил — принести коромысло воды

çĕклем

4.
бремя, тяготы
пурнăç çĕклемĕ — тяготы жизни
вăл çине пысăк çĕклем илнĕ — он взвалил на себя большое бремя

çĕклем

5.
секлем — вид узора на сурбане и платках

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

çĕклем

берямя.

191 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сехре

желчь; страх, ужас (с перс.). Н. Седяк. Ст. Чек. Мана улталанăшăн унăн сехри хыттăр. (Проклятие). Ib. Вăл мана улталарĕ, сехри кăна çунтăр (чтобы ему пострадать)! Ib. Вăл салтака кайнăранпа сехрем çунса туххăрĕ (страдала от неприятностей). Якейк. Çав хыçалтан капан пакскер йăванса пынине корсан, ман сехре хопса тохрĕ (напал ужас). Чăв. й. пур. 17. Хăраса сехри хăпнă. СЧУШ. Вилĕм килнĕ те, калать: акă эпĕ, сана мĕн кирлĕ? Стариккинĕн сехри хăпнă та, калать: мана çĕклем йăтма, тет. Питушк. Сехре хопса вилсе кайрăм. N. Çавă пирĕн сехрене хăптать. Ала 93°. Ашшĕне курсанах, ачанан сехри хупса тухăрĕ (перепугался), тет. Кан. Кĕркури арăмĕн сехри сиксе тухать. Альш. Вырăс-тутар курасран (тĕл тулсан), таçтан малтан сехремĕрсем хăпса тăратьчĕç (в детстве). СПВВ. Сехре, сехĕр хăпнă. СПВВ. ФИ. Сехре хăпса тухрĕ, пĕтĕмпе хăпса тухрĕ, теççĕ, пит хăрасан. Орау. Хĕнесрен сехри хăпнă. N. Манăн йăнăшусем çăл-куç пек юхаççĕ, мĕншĕн тесен манăн мĕнтен сехре хăпатьчĕ, мана çав çитрĕ, эпĕ мĕнтен хăраттăм, çав ман пата килчĕ. Хурамал. Эпĕ арманта кашкăр куртăм та, пĕтĕмпех сехрем хăпса тухрĕ. Ib. Ах вара лешсен сехри хăпнă-çке хăранипе, лашапа хуса çитес çук чупнă. N. Ун шăлĕсем сехре хăпмалла хăрушă. Тюрл. Питĕ хăрарăм, сехрем хăпса тохрĕ. Шибач. Ман çавăн чохне сехре хопрĕ (= хытă хăранă). Хорачка. Ох, сехре хопрă, хăрасертĕм (= хăраса яртăм, т. е. хăраса ӳкрĕм), тет. N. Камăн сан чунна илме ирĕк пур, çав çынтан аяккарах пăрăнса çӳре, вара вилĕм сехрипе сехĕрленмĕн.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

çĕклем

(с’э̆клэм), охапка, беремя. БАБ. Пĕр çĕклем утă. СПВВ. Пĕр çеклем вутă, беремя дров. || Бремя. N. Эсĕ тăваннун (= тăванун) çĕклемне çĕклесшĕн мар, ăна пăрахатăн. N. Панкка тӳленĕшĕн хысна халăхран пухать. Çавăнпа пуян çĕклемĕ пĕтĕм халăх çине ӳкет. N. Кантăрла ĕçле, ĕçсĕр пурăнни вăл йывăр çĕклем (безделье — тяжелое бремя). || Коромысло (воды). П. Яндоуши. Шибач. Тăват çĕклем шу, восемь ведёр (четыре коромысла) воды. В. Олг. Пĕр çĕклем шу (два ведра). || Назв. Узора на сурпан’е и верхнем платке замужних женщин. Его делают при тканье; он бывает разных цветов. Чутеево.

хăпар

подниматься, всходить, взьезжать. А.-п. й. 50. Вара таки ту çине хăпарса кайса мĕн пур вăйпа чупса анать те, кашкăра пĕрех мăйракипе пантлаттарать. Баран поднялся на гору, бегом спустился и изо всей силы ткнул волка. N. Ӳпке пулсан хăпарăп. ГТТ. Ӳпке пек хăпарса кайрĕ. К.-Кушки. Пĕлĕт хăпарат. N. Аялтан унăн тымарĕ типсе хăпарĕ. Абаш. Атăл таппи хăпарчĕ. По речке пришла вешняя волжская вода. N. Çав авнă йăвăçа ярсан, йăвăç çӳлелле хăпарса ачана çӳлелле çĕклесе карĕ. А.-п. й. 35. Ăсу пĕтрĕ пулсан, пĕр картлашка çӳлерех хăпарса вырт та, вилнĕ пек пул,— тет. N. Çумăр хĕвел анăç енчен пирĕн енелле хăпара пуçларĕ. Якейк. Ай-яй, Карантăкри çыр (овраг) ытла хыт хăпарать-çке (быстро размывается в низовье и идет все выше и выше). Юрк. Хăмла çырли, палан çырли шыв сулханпе хăпарат. N. Шыв пуçтарăнса килнипе сивĕ хĕл кунсенче шăнса ларнă пăрсем хăпарса килеççĕ. Бес. чув. Хăпарнă чух кăшт чарăнса тăчĕ те еррипе хăпарса çитрĕ. Ст. Чек. Хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. N. † Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Юрк. Чĕлĕм çинчи тапак хăпарса çунсан, йĕпе килет. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çине хăпарнă чух ывăннă пек эпĕ пултăм. || Итти. НР. † Анатран хăпарать шорă пăрахот. Снизу идет белый пароход. || Влезать. Икково. † Çырми тарăн полсан та, çолĕ такăр полсассăн, анса хăпарма полатех. Абаш. Пĕр çăкăр, пилĕк пашалу, пĕр çĕклем утă хутăм, хам хăпарса лартăм. А.-п. й. 111. Сикрĕ тухрĕ те, урапа çине хăпарса ларчĕ. Ib. 13. Упа юман çине хăпарса кайрĕ. Медведь полез на дуб. Ib. 57. Йăва тилĕ сăмси çине хăпарса ларчĕ те, татах юрлама пуçларĕ. N. Виç хут çӳллĕш хăпартамăр. Мы были на высоте третьего этажа. Юрк. † Пусса хăпарас пусмине (у дома) пылчăк хăпарнă. КС. Эпĕ аслăк çине хăпартăм та юлташа аялалла тĕксе ятăм. Я влез на сушила и столкнул товарища вниз. || В перен. смысле. N. Ертел çинчен ан хăпар. || Всходить (о тесте). || Расти. Якейк. Çарансам кăçал ку таранччен лайăх хăпараççĕ те-хе, валалла тепле полĕ. Чув. пр. о пог. 451. Тĕтреллĕ çăмăр çусан, хăмла хăпарат. Если моросит, хмель растет. Аттик. Шыв тулса чаксассăн, улăхсем çинче, çарансем çинче курăксем ешĕрсе хăпарса тухаççĕ. || Опухать, вздуваться. Тет. Унăн ури тупанĕ хăпарнă, вăл пур пĕрех вилет. Кан. Çурăмсем хăпарса тухичченех выляттăмăр. N. Урасем чысти хăпарса пĕтрĕç. N. Ура тупанĕсем хăпарса тухсан, вĕсене чĕрнепе туртса татма юрамасть. Изамб. Т. Пăр (град) пуçне килсе çапнă та, пуçĕ чăх çăмарти пек хăпарса тухнă. Ст. Шаймурз. Ман анненĕн куçне чăх çăмарти хĕрли пек ӳт тĕслĕ темĕскер хăпарса тухнă. Скотолеч. 19. Тарланă лаша сивĕ çĕрте тăнипе тепĕр кунне ӳчĕ хăпарса тухнă пулсан... N. Урасем хăпарса тухрĕç. Скотолеч. 33. Çав шатрасем хăмпă пек хăпарса тухаççĕ. Ib. 20. Çулла ăшă çанталăкра шăна-пăван çыртнипе лашанăн çан-çурăмĕ хăпара-хăпара тухать. Ал. цв. 8. Акăш мамăкĕнчен тунă тӳшек çинче ту пек хăпарса выртать (о пуховине). || Взорваться. Пшкрт. Вăлсам поткоп тусассăн, печке лартнă-ç онта, тар печки. Печке патня çорта çутса лартса. Каран хăпарса карă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Кашкăр выртса йăванчĕ тет те, мăн (пысăк) хурчăка пулса хуракăшĕнчен те (акăшран та) çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет. Волк лег, перевернулся, оборотился ястребом и взлетел еще выше лебедя. Орау. Шăтăкин айккисене чултан туса хăпарнă. Стены ямы обложили камнем. Ib. Армантан тавăрăннă чухне лава аран-аран турттарса хăпартăм.

кутеклен

(-д'эк'л'эн'), тащиться с ношей. Орау. Микиш арăмĕ паян вăрмантан пĕр çĕклем вутă йăтнă — пырать çырма тăрăх; аран-аран кутекленсе пырать — хăне кура мар. Ib. Пĕр вăрă каçхине пĕринне сурăх йăтса тухнă (вăрланă). Пĕр çатан патне çитсен, çатан урлă каçараймасăр асапланать, тит. Ăна, çатан хуçи курнă, тет те: ку мĕн санăн? тесе ыйтать, тет. Лешĕ: ка-арăк (глухарь), тесе калать, тет. Çатан хуçи: мыри (= мăйраки) порç (= пур-çке)! тесе ыйтать, тет. Вăрри: а-аçи (самец)! тесе каларĕ, тет те, малалла кутекленсе карĕ, тет вара.

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

шыва кай

сходить за водой. Хурамал. Шыва кайнă, пошел за водой. Ачач 12. Пĕр çĕклем шыва кайса килчĕ. N. Пĕре çак кĕçнине шыва кайма хушаççĕ, тет. Т. VI, 4. Шыва кайнă йĕркепе кĕл тумалли. || Упасть в воду. Хурамал. Шыва кайнă, упал в воду. СЧЧ. Вăл пулла çӳренĕ чухне (когда ловил рыбу) кĕркунне шыва кайса шăнса чирлерĕ. || Утонуть. N. Пĕри Атăл çинче шыва кайнă (утонул). N. Арман пĕвине шыва кайса (путса) вилнĕ. ЧС. Манăн юлташ шыва кайса вилни. Янш.-Норв. Шыва кайса вилнĕ çын, утопленник. || Заливаться водой, затопляться водой. КС. Вăл улăхсам çулсерен шыва каяççĕ, заливаются водой. Хурамал. Тырă шыва кайнă. Хлеб затопило водой. Альш. Кив-Çуртпа Лачака хутлăхĕ çуркунне пĕтĕмпе шыва каят. Ib. Çуркунне Сĕве тапипе Елшел çурри пĕтĕмпе шыва каят.

шолт

подр. звуку от удара, хлопанья. Б. Олг. Икĕ прене пуçне хире-хирĕç пертĕмĕр шолт! шолт! Ib. Шолт! копса лартрăм алăка. Ib. Шолт шаклатрăм çамкаран. Ib. Арăм исе килчĕ кантăр тылама тылă патне пĕр çĕклем, и тапратрĕ тыламашкăн шолт-шолт-шолт! шолт-шолт-шолт! Кĕрешет, хоçкаланат, аллипеле торткалат, хĕрах аллипе посат. || Совсем. N. Шолтах хăшкăлтăм.

аçа курки

(к̚урги, к̚õрг'и), trulla parva, qua mortuo. si ille mas sit, iusta facientes utuntur. Quibusdam vero locis etiam feminis iusta persolventes eodem vase uti videntur, назв. поминального ковошчка. Сред. Юм. Аçа кõрки. Арçын пумилккинче паракан яка йывăç кõркана калаççĕ. Под названием «аçа кõрки» известен гладкий деревянный ковш, в котором подают (пиво) на поминках по покойнике-мужчине [в других местах — и женщине]. Сред. Алг. Çĕр каçаччен çурта çунтарса лараççĕ, ăна вăрăм çурта теççĕ. Сурпантан, ăвăспа сĕрсе, çурта тăваççĕ. Çутăлнă чухне пĕчĕк-кĕççе чаплашкапала, арçын вилсен — арçын; хĕр-арăм вилсен — хĕр-арăм... (Hie nonnulla deesse videntur. Здесь какой-то пропуск). Кăна «аçа курки» теççĕ. Унта кашни пĕр-икшер пус укçа параççĕ. Унпа ирхине, çутăлнă чух, эрех илсе ĕçеççĕ. Çутăлсан, хĕвел тухиччен, ăрама пукан кăлараççĕ. Пӳрте пĕр çын та юлмасть, пурте тухаççĕ; сăра, вăрăм çурта, çăкăр, чăкат илсе тухаççĕ, пукан çумне урăх çурта çутаççĕ, çимĕçине пăрахаççĕ. «Аçа куркине» — чаплашкана: ме сана! тесе, çапса çĕмĕреççĕ; улăма вут тивертсе яраççĕ те, юрласа, пуканпа вут тавра виç хут çаврăнаççĕ. Пехиллесе кай! теççĕ. Хăй, патне кĕмеççĕ, урăх киле, ратни патне, кайса кĕреççĕ. — Пукан кăларса, вут çуттипе саламне ăçатрăмăр, теççĕ. Пĕр-ик каçран пĕр çĕре хутăштаратпăр! теççĕ. (По возвращении с кладбища, куда они ездили ставить столб [юпа] на могиле умершего) онв всю ночь жгут свечу. Эта свеча называетея «длиниою свечою» и делается из сурбана, натертого воском. На расевете, — если умер мужчина, то мужчина, а если женщина, то женщина, — в крошечной деревянной чашечке... (Nonnulla desunt. Здесь пропуск). Это называется «аçа курки». Тут каждый дает копейки по две денег. Утром на эти деньги покупают вина и пьют его. Когда рассветает, то, ранее восхода солнца, выносят на улицу обрубок дерева. При этом в избе не остается никого, а все выходят наружу и выносят с собою пива, длинную свечу, хлеба и сырцев. На обрубке засвечают другую свечу, а кушанья бросают. Чашечку, называемую «аçа курки», разбивают со словами: «На тебе!» (здесь саово на не в значении предлога; а в смысле возьми). Солому сжигают и трижды обходят с пением вокруг обрубка и огня при чем говорят: «Уйди от нас с благословением! (т. е. благословляя)». В дом умершего ни входят, а заходят к кому-либо из его родни. Они говорят: «Мы вынесли чурбан и при свете огня проводили его привет (значение неясно). Вечера через два мы соединим их (т. е. всех покойников) в одно место. Т.-И.-Шем. Çĕр варринче пĕр çынла «аçа курки» ĕçтерме хушаççĕ? Ăна пĕр витре сăра параççĕ, пĕр курка тыттараççĕ; вăл çын вара пӳртри кашни хăнине пĕрер курка ĕçтерсе çаврăнать. Кашни ĕçекенни курка ăшне, укçа ярать, укçине ĕçтерекен çынни сăра ăснă чух курка çинчен витрене ярать. Кайран, пурне те ĕçтерсе çаврăнсан, вăл укçасемпе, мĕн чухлĕ çитет, çавăн чухлĕ эрек илсе, çав хăнисенех ĕçтерсе ярать. Çутăлсан, хăйă пăрахнă-пăрахман вăхăтра çăкăра, чăкăта тата пĕр витре сăра илсе, ăрама тухаççĕ те, пĕр çĕклем улăма вут тивертсе яраççĕ. Çавăнта пур юлашки çимĕçсене те хуранĕпех çĕклесе тухаççĕ. Вут чĕртес умĕн илсе тухнă çимĕçсене хываççĕ, юлашкисене хуранĕпех хапхи кутне (по обьяснению И. С. Степанова — около тăнса юпи) тăкса хăвараççĕ. Вăл çимĕçсене кайран ик-виç кун пĕтĕм касăри анчăксем тулаша-тулаша çиеççĕ. Унтан вара, вут чĕртсе, вут тавра хĕвеле хирĕç виçĕ хут, алă çупса, купăс каласа, юрласа, ташласа çаврăнаççĕ те, вутне тап-таса сӳнтереççĕ. Унтан вара хуçа килне урăхран кĕмеççĕ, кӳршĕри пĕр-пĕр çын пӳртне пуçтарăнса кĕрсе, сăра пулсан, сăра ĕçеççĕ, эрек пулсан, эрек те ĕçеççĕ те, килĕсене таврăнаççĕ. Хуçисем те вара килне таврăнаççĕ те, çуртне-йĕрне, савăт-сапине тасатма пуçлаççĕ. Ку ĕç вырăс эрни кун ир пулат. Сĕтел çине чашкине, çăкăрне, чăкăтне ыткалакансене параççĕ е ăрамах чакаласа пăрахса хăвараççĕ (зарывают).

ашак

(ажак), asinus, осел. КС. Сир. 6З. Ашак пуçне апат кирлĕ, патак кирлĕ, çĕклем кирлĕ.

ӳк

(ӳк, ӳк), падать, пасть; упасть, свалиться; впасть, выпасть. Орау. Кайнă чухне чӳречесене хупса хăварăр, тата унта-кунта астуса тухăр, вут ӳксе юлнă ан пултăр (чтобы где-либо не осталось упавшего огня). Сред. Юм. Ӳке парсан (если вдруг упадешь), пуçна çȏрса пăрахан вит! Изамб. Т. Кăна ӳкеччен хĕнес тесе, çынсене чĕнсе пухнă. Собрали народ, чтобы избить его до полусмерти («до упаду»). N. † Ой (хир) варинчи тӳрĕ çăка, кассан ӳке памĕши? К.-Кушки. Санăн тăватă шăлччĕ; малтан ӳсĕрсен, икĕ шăлă ӳкрĕ; тепре ӳсĕрсен, тата иккĕш ӳкрĕç. У тебя было четыре зуба; ты выкашлянула сначала два, а потом остальные два. Регули 1449. Ӳктĕр, тесе, ятăм. Я выпустил его, чтобы он упал. Орау. Ӳксе, сăмсине çĕмĕрнĕ. Упал и разбил себе нос. О землед. Кăчуне тата хăш-хăш çынсем навуса анасем çине хĕлле е кĕркунне, юр ӳкиччен (до снега), тăкаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ; уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. [Сивĕ пăх (чит. пŏх), т. е. блистание снега]. Юрк. † Кĕмĕл черкке пулăтăм, атте аллинчен ӳкмĕтĕм. Ау 13°. Урмак-маки: ӳкем, тенĕ çĕртен (приготовившись упасть), тепĕр йывăçран ярса тытрĕ (ухватился), тет. Т. VII. Хайхисем пыллă сăрана, ӳсĕрĕлсе, ураран ӳкичченех ĕçнĕ, тет (напились до того, что свалились с ног). Хорачка. Вăлсаня ĕçтерес-çитерес полат ӳкиччен. || О снеге, отблеске и пр. Альш. Миххайла праçникĕ таврашĕнче юр ӳкет ӳкнĕ çул. Около Михайлова дня в иной год выпадает снег. Хыпар № 39, 1906. Каçпала тĕрлĕ енче пĕлĕт çине вут çуттисем ӳкеççĕ. По вечерам в разных местах виднеется зарево. || О всякого рода случайностях. Богдашк. † Тантăш тухса кайрĕ те, хуйхă ӳкрĕ пуç çине. Подруга вышла замуж, и мне пришлось горевать. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (пала на сердце дума о доме). Чăв. й. пур. Пуç(а) ӳксен, пушмак. Если случится нужда, то (сошьешь) и башмаки. (Послов.). || О растениях на корню, повалившихся в одну сторону. Нюш-к. Пăрçа хăмăлĕ ӳксен, когда стебель гороха повалится на зеклю. КС. Тырă ӳксе пулнă (= лайăх). Хлеб уродился замечательно хорошо. || Слететь. Юрк. † Хурпа кăвакал калаçаççĕ: патшанăн аслă кӳлне ӳкес, теççĕ. Гусь с уткой совещаются о том, чтобы слететь на царское озеро. || Спадать. О сохр. здор. 42. Чĕрнесем ӳкеççĕ. Ногти спадают. Чув. календ. 1907. Çак хĕрелсе тухнă япала (сыпь) 2—3 кунран çухалать. Ун хыççăн ӳт тирĕ хăпаланса ӳке пуçлать (после этого кожа начинает шелушиться). || Впадать (в горе). Жит. св. Январь. Вăл турă çине шаннипе нихăçан та хуйха ӳкмен (не падал духом), яланах савăнăçлă сăнпа тăрса, турра мухтанă. Псалт. 142,4. Чунăм хуйха ӳкрĕ. || Угодить (попасть). N. Вăрăм-вăрăм чăрăшсем вăрман хыçне кайс' ӳкнĕ; вăйя тухман аппасем каччă хыçне кас' ӳкнĕ (угодили к парням). Хыпар № 4, 1906. Эсĕ тĕне кĕмен чăвашсене каласа ăнлантар: вĕсем тутар ултавне ан ӳкчĕр. Истор. Вăл пит аслă ӳкĕ святой çын пулĕ. Альш. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç чухрах çĕре ӳкеçке (= ӳкет-çке). Чем люди живы. Епле вара эсĕ çул çине пырса ӳкрĕн? тет Матрӳни. Как же ты угодил прямо на дорогу? ― говорит Матрена. Сир. 15. Вăйлă çынпа ан хирĕç, хăçан-та-пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултăр. Орл. II, 248°. Пичĕшĕ патĕнче туй ӳкĕ, шăлнĕ патĕнче çĕр выртĕ. (Кăвар). У старшего брата поезжане (во время свадьбы) попируют, а у младшего — заночуют. Панклеи. Пырсан: таста сăмах ӳкĕ, тесе (ирех полчĕ те), хăвасам тохиччен, айăкра лартăм (чтобы не было лишних разговоров). || Добраться. N. † Атьăрах та чупар-ха, чупар-ха, кĕпер çине ӳкер-ха, ӳкер-ха! Кĕпер çинче мĕн пур? тет, мĕн пур? тет. || Выпасть случаю. N. Тухса кайма май ӳкнĕ, илекене йӳн ӳкнĕ. Выпал случай выйти замуж самокруткой, а жениху — дешевка. || Нападать. А. П. Прокоп. † Çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ (хищн. птица) ӳкеччĕ. Юрк. † Ахванеç чикрĕ пуçне стайккана — виççĕн харăслатса ӳкремĕр, виççĕн виçĕ çĕклем вутă йăтрăмăр, улахăн (scr. улăхăн) кăмакине хутрăмăр, Ахванеçе унта чикрĕмĕр, пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр. Афанасий сунул голову в кадку, а мы, все три (девицы), сразу накинулись на него (здесь пропуск?). Потом мы, втроем, принесли три ноши дров, затопили печку, сунули туда Афанасья и быстро умертвили его. Чув. календ. 1904. Хăш чухне пахча çимĕçĕсем çине пыйтă-пăрçа ӳкет. Иногда на огородные растения нападают разные вредные насекомые. || Возникать. Альш. † Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. Богдашк. || Ай, тăванăмсем, тантăшăмсем, эпир ĕлĕк чухне пурăнни тĕлĕкрех ӳкеет-ĕçке куç умне. || Переходить (на чью-либо сторону). Юрк. Вĕсем вырăссем енне кайса ӳкмен пулсан... Если бы они не перешли на сторону русских... К.-Кушки. Вĕсен енне кайса ӳкнĕ. Перешел на их сторону, стал действовать с ними заодно. || Отпечататься, отразиться, быть написану. N. Манăн статья хаçат çине начар ӳкрĕ. Моя статья в газете отпечаталась очень неясно, слепо. Духовн. паст. Çавă пичетсемпе ăвăс çине пичет пуссассăн, пичет паллисем пĕр-пĕринчен уйрăм ӳкеççĕ-и? Б. Хирлепы. † Хусана карăм ят пама, ят парса та ят ӳкмер. || Составлять, равняться (о мере). N. † Атте килĕ улăх пак, утмăл чалăш вăл ӳкет (равняется 60 саж.); утмăл утăм утсассăн, пирĕн аттене юрăн-ха (угодишь нашему отцу, т. е. твоему свекру). || Обходиться (в смысле стоимости). Хыпар № 30, 1906. Пĕр пăт сахăр савăт хуçисене 1 тенкĕ те 60 пуса яхăн ӳкет. Пуд сахару обходится самому сахарозаводчику около одного рубля 60 коп. N. Мĕн хака ӳкессине... Во что обойдется... N. Вĕсем ăна ултă тенкĕ анчах ӳкнĕ. Они обошлись ему всего в 6 руб. Хыпар № 46, 1906. Ăна укçа пит хакла ӳкет. Деньги обходятся ему очень дорого, т. е. он затрачивает для добывания их много труда. || Приходиться (безл.). К.-Кушки. Мана вутă тултма ӳкрĕ. Мне пришлось носить дрова. N. Колач пĕçерме ӳкрĕ. Пришлось печь калачи. || Лишаться. Псалт. 48,15. Вĕсем чаплăхĕсенчен ӳкĕç. || Окончиться. Орау. Ака ӳкнĕ = ака пĕтнĕ. IЬ. Çĕртме ӳксен, пĕр-ик эрнерен ута каяççĕ. Недели через две по окончании пара выходят на сенокос. IЬ. Ака ӳксен, пирĕн касу кăлараççĕ. По окончании яровой пашни у нас выгоняют на пастьбу табун. || Падать в цене, дешеветь. В. Олг. Паян çăмарта ӳкет-и? (хăпарат-и). Падают ли (поднимаются-ли) сегодня в цене яйца? Шибач. Эреке ӳксе-и? Подешевело ли вино? КС. Тырă хакĕ ӳкнĕ. Цена на хлеб упала. || Уступать (в цене), делать уступку. Юрк. Эпир унтан кая пĕрте ӳкместĕпĕр. Мы больше ничего не уступим. Изамб. Т. Ӳк, ӳк пăртак. Уступи немного. Хурамал. Пилĕк тенкĕ ыйтрĕ те, пĕр тенкине ӳкрĕ (уступил рубль), тăват тенкĕ пачĕ. || Начинать(-ся), приниматься. Трхбл. † Çулаях та тăрăх анам пур, хăш йăранĕнчеп ӳксе вырам-ши? В. Ив. Вĕсем ку ĕçе çуркунне, ăшăта пуçласанах, тытăнса, кĕркунне, сивĕ ӳкеччен (до наступления холодов), ĕçлеççĕ. Сред. Юм. Çав ана çине вырма тин пырса ӳкрĕç, тавна темĕн чол вырса пăрахрĕç. Только что начали жать, а уже выжали много. Якейк. Леш аная пĕтерсе, çотри ани çине кайса ӳкрĕмĕр (начали жать загон на пригорке). К.-Кушки. Кăнтăрлана иккĕмĕш ана çине ӳкрĕмĕр. Кумпек (= кун пек) вырсан, тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр. Орау. Санара-пуçăн анана сухаласа пĕтерсе, шĕвĕр çине ӳкрĕмĕр эпĕр кăнтăрлаччен. || Приводить к каким-либо результатам. Жит. св. Апрель. Вара Сисиний, хăй ӳкĕтлени ним вырăна та ӳкменнине курса, вĕсене çунтарса ямалла сут тунă. || Сбиваться (о масле). Якейк. Паян уçласа ăвăнтăм, çу ним туса та ӳкмеçт: те пĕçертсе ятăм (вĕри шывпала), те сив шу кирлĕ. || Заболеть, слечь. О сохр. здор. Çак çын чĕрĕличченех, ӳнăн чирĕпех çав килте тепĕр çын ӳкет. Никит. Анчах нумаях та пулман, çак Петр Михайлов халсăр пулса та ӳкнĕ. НТЧ. Элекка пĕр кун çӳрет, икĕ кун çӳрет, тет, хайхи ураран та ӳкрĕ, тет. || Пасть (умереть, о животном). См. пăч-пач. Ст. Чек. Лашисем ӳкрĕç. Их лошади пали. Истор. Вăл лаши ӳкнĕ, тет те, тарçисем ăна хула тулашне кăларса пăрахнă, тет. Сборн. по медиц. Сибир чирĕпе хăш-хăш çĕрте выльăх час-часах ӳкет, хăш çĕрте сайра ӳкет. || Сред. Юм. Пирн хыçа ӳксе вырăр. (Говорят артели, если загон не широк, когда велят начать жать сзади и по направлению к говорящему). || Вспомогательный глагол (см. «Оп. иссл. чув. синт.» II, стр. 57). Шел. 100. Хăш тĕлтен вĕçсе ӳкрĕн-ши кунта? Б. Яныши. Çак тилĕ мĕн пур пуллисене йăлтах çĕрелле пăрахса пĕтерчĕ, тет те, хăй те тухса ӳксе юлчĕ (выпала), тет. Юрк. † Сире курсан, сиксе ӳкрĕм (спрыгнул) çав сарайран сӳлĕ пусмаран. Актай. Кунăн арăмĕ сывлăшпа хăй ăшнеле туртать, тет те, лашасем ун ăшне пурса (= пырса) ӳкеççĕ, тет. Его жена вдохнула в себя воздух, и вместе с воздухом втянула в себя и лошадей. N. Ĕнер каçпа ку чулсем çук-чĕ-çке, ăçтан килсе ӳкнĕ вĕсем? тенĕ. Юрк. Тăрсан-тăрсан (вут), урамăн тепĕр енне те кайса ӳкет. Через некоторое время пожар перекинулся и на другую сторону улицы. Альш. Чупать, чупать те, аран çитсе ӳкет (добегает) пĕр çын тĕлне. N. Эпир хĕпĕртесе ӳкрĕмĕр. Мы очень обрадовались. N. Савăнсах ан ӳк. Не очень радуйся. Хыпар № 31—2, 1906. Çакна илтсен, земский пĕтĕмпех хыпаланса ӳкнĕ. (затомашился). Толст. Хир сысни хăй çине сиксе ӳксе (накинулась), вилмеллех хырăмне çурса пăрахре, тет. Мар. Егип. Арăм кĕл-туса тăнă вăхăтра, Зосима пĕтĕмпе хăраса ӳкнĕ (перепугался). N. Вара халăх хăраса, сехĕрленсе ӳкнĕ (перепугался). Хыпар № 35, 1906. Çавăнпа правительствопа çĕр нумай тытакан улпутсем хăраса ӳкрĕç. Букв. I ч. 1904. Ку улпут пек манăн пĕр сехет анчах пурăнса пăхасчĕ: кĕрсе ӳксеттĕм вара ырă пурăнăçа! тет (ну и зажил бы я тогда!) Чăв. й. пур. 22. Хăй те вырăнтан тухса ӳкнĕ. И сам лишился места. Якейк. † Çăлтăр виттĕр çол корнать, эпĕр каяс çол корнать; хăçан çитсе ӳкем-ши? (доберусь). N. Çавăрнса пăхрăм та, Матьви киле парать, аран тарса ӳкрĕм (едва удрал). Истор. Изяслав хăй те Киеве аран тарса ӳкнĕ (убежал, т. е. добрался до самого Киева). М. Чолл. Аран тарса ӳкрĕмĕр пĕр çырмана. Едва успели добежать до оврага. N. Катăлса ӳк, отломиться и отпасть; татăлса ӳк, оторваться и отпасть; çĕмĕрĕлсе ӳк, разбиться и упасть. Сред. Юм. Татса ӳксе выраççĕ. (Загон не широкий, а жнущих много, поэтому начинают жать в разных местах загона, т. е. один с одного конца, другие с середины, а третьи ближе к другому концу).

вăтăр

(вы̆ды̆р), чакрыжить. Изамб. Т. Эпир ĕнер çиччĕн пĕр ана ыраша вăтăртăмăр та тухăрăмăр (шибко жали). Ib. Пĕр çаран утă вăтăрса тухăрăмăр. Ib. Ĕнер кунĕпе вăрман вăтăртăмар (рубили дружно, шумом, быстро). || Выдирать с корнем (иногда без корня). Альш. Пахчана кĕнĕ те, пĕтĕм сухана (лук) вăтăрнă-тухнă. Ib. Кĕпçене кайнă та, кĕпçе темĕн чухлĕ вăтăрса килнĕ (нарвал). Ib. Вăрман тымарĕсене вăтăраççĕ-кăна. КС. Çав çын пирĕн усрава пынă та, йывăççене йăлт вăтăрса тăкнă. М. Васильев. № 3, 37. Пăртак ларса канать те, каллах пуçлать вăтăрма (выдергивать, выдирать шиповник). Сред. Юм. Эпир пĕррĕ (= пĕрре) калĕмпĕре кайрăмăр ôнпа та, ô вăтрать (= вăтăрать) анчах калĕмпĕре; эп кăлт та татаймарăм, ô пĕр çĕклем туса тавăрăнчĕ. || Орау. Аллине вăтăрнă-ха (= каснă, порезал) вăл, çавăнпа чĕнмесĕр ларать. КС. Çăккăра ма вăтăрса тăккăрăн? Что ты сколько хлеба-то накромсал? (т. е. нарезал много, и больше, чем нужно). || Иногда усиливает значение другого гл. Калашн. Хăй çара аллине вăтăрса шăлса.

валем

(вал’эм), беремя сена. Ст. Чек. Валем; утă валемĕ, пĕр çĕклем утă. Нюш-к. Утă типсен, купа тăваччен, утта валемĕн-валемĕн купаласа хураççĕ. Ч. П. Пирĕн çави вырăсла; ярарах-ярарах туртсассăн, валемĕн-валемĕн ут тухать. М. П. Петр. Валем — доля; мелкие копны, из которых складывается целый воз или целая копна. Н. Седяк. Валем = пухнă пĕчĕк-пĕчĕк купаланă утă. Шел. 76. Валем-валем выртаççĕ пăяв-шывсем (веревки), чăрканса. СПВВ. ПВ. Валем; козм. валям. ЧП. Валем-валем ут тухат.

вăй

(вы̆j), поднимать (через силу) тяжесть; работать сильно; тащить (тяжелую ношу). Альш. Кукша алăка вăйса кăларат. Ib. Вăл кирек мĕн япала тума тытăнсан та, вăят-кăна (здорово работает; е оттенком подъема). Хире кайрĕ те, пĕр çĕклем утă вайса килчĕ (припёр). Вăрмана карĕ те, пĕр лав вутă вăйса килчĕ (припёр на лошади). Ib. Тырра вăят-кăна. Здорово жнет. Орау. Вăй, вăй! мĕн тăратăн тата пăхса? Тащи, тащи! [т. е. неси на себе, или: вези (сам)]. СТИК. Ахтар, епле вăйса килет ĕнтĕ! (много тащит). Ib. Нуккă, вăяйăн-а çакна! (поднимешь-ли?). N. Пăх-ха, вăйса хучĕ! (навалил). || Износить. Сред. Юм. Кô ачапча çине-пуçне нимпе те питĕрсе çитереймĕн: тин-çиç çĕн кĕпе тăхăнтартăм, тавна вăйса та кăларнă (износил). || Орау. Паян вăйса пĕтеримаçть ĕнтĕ! Ну, уж сегодня никак высраться не может! (напр., лошадь во время аштарни).

вăр

(вы̆р), подр. Движению струи воздуха, средней силы. Подр. движению (средней силы) качающегося предмета, напр. дерева на корню. Подр. такому настроению, когда „болит“ или „ноет“ сердце, или когда сердце не спокойно, в тревоге. Макка 28°. Хирти çил вăр-вăр тавать (подувает одинаково, ритмично, но не сплошным током). Çутталла 144. Хай вăр-вă-ăр! вĕрсе илчĕ. Сред. Юм. Вăр-вăр (про теплый ветер; ветер сильнее, чем «вăштăр-вăштăр»). † Çур-çĕр енчен çил вĕрет; вăр-вăр тесен (если подует), çӳç вĕçет (развеваются). С. Тим. † Леш аяккинче вĕрене, çулçи вăр-вăр тăват-çке (движутся, колышутся); ман çийĕмре шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. Çак вăйăран юлсассăн, ăш-чик вăр-вăр тăват-çке. Ч. П. Хĕр çураçнă ачасен ашĕ вăр-вăр тăвать-çке. А. Ц. Прокоп. † Хуйхă йăвăр пулнăран чĕреçĕм вăр-вăр тăвать-çке. Упа 573°. † Шура пӳртĕр умĕнче самавар вĕрет, шур кăпăкĕ вăр-вăр та, ай, çавăрнат; çын-çын урлă сăмахсем, ай, илтсессĕн чĕрем варри вăр-вăр та, ай, çавăрнат. Богдашк. † Кашта кашта шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке, çĕрле вăйя тухмасан, ăшăм вăр-вăр тăвать-çке. Пшкрт. Вăр-вăр тоттăр вĕçет. Ib. Кайăк вăр-вăр вĕçсе карă (маленькая) См. вушт. Микушк. † Аслă улăхра куккук авăтать-çĕмĕрт йывăç вăр-вăр тăвать. Чăв. юм. 1919, 14. Шурă кĕпи вăр-вар вĕçет, çутă тухйи шăнкăр-шанкăр тăвать. Емельк. † Шурă вĕрене вăр-вăр авăнат. Якейк. Потран кĕпçи вăр-вăр. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăр килсессĕн, çинçе пӳçĕм вăр-вăр авăнат. Турх. Тăрин икĕ çуначĕ вăр-вар тăвать (порхает). М. Д. Кайăкĕ вăр! вĕççе кĕчĕ (в избу). Çиç. çирĕ кĕм. 67. Чăшт сапас та, пăрр! чĕртсе... вăр-вăрах çунса каять хăйĕн вулас пӳртĕнтче. || Подр. энергичному вернению или кружению. Альш. † Çеçен хир варринче çавра кӳл: вăр çаврăнса ишмешкĕн вырăн çук. Девлизеркино. Ку аллинчи тилкепи вĕçне хăй пуçĕ тавра вăр-вăр-вăр çавăрса, лашине пит хытă сăптăрать. Шарбаш. Çав хушăрах (тут же) пĕр енелле вăр-вăр çавăрăваççĕ (питĕ хытă... темле ӳкмеççĕ... при пляске). Образцы 52. Пĕчĕкçеççĕ курка, сарă курка, вăр çавăрса (опрокидывая) ĕçме хушаççĕ. Кĕвĕсем. Ман çаваçăм вырăсла, вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. Шарбаш. Вăр-вăр вăрманти, турат куç турханти (тур’анδиы. Кашкăр). || Подр. швыряншо. Альш. Вăр ывăтса, ярат, тет, тулалла (вышвырнула его). |{{anchor|DdeLink21084067528703}} | Подр, дребезжанию. Юрк. Вăр-вăр ту — дребезжать. См. МКП. 25.

уçă

(уз'ы), кисть руки. В. Олг., Пшкрт., Сохрон-й. См. ывăç, ывçă, уç. Ярьуньк. Палламан, çакна илтсен, пĕр мăн çĕклем турпас илчĕ, тет те, çул тăрăх пăрахса карĕ, тет; леш яш ача пĕр уçă пăрахса кайнă, тет.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

внести

глаг. сов.
1. кого-что во что (ант. вынести) йăтса кĕр, çĕклесе кĕр; внести в дом охапку дров пӳрте пĕр çĕклем вутă çĕклесе кĕр
2. что (син. уплатить) тӳле, хыв; внести деньги в кассу кассăна укçа тӳле
3. что (син. представить, дать) пар, тăрат, сĕн; внести предложение сĕнӳ пар
4. кого-что во что (син. включить; ант. исключить) кĕрт, хуш, хушса çыр; внести поправки в закон саккуна юсавсем кĕрт ♦ внести раздоры хирĕçтерсе яр; внести ясность ăнлантарса пар

вязанка

сущ.жен.
çĕклем, çыхă; вязанка дров пĕр çĕклем вутă

охапка

сущ.жен.
çĕклем, ытам; охапка сена пĕр çĕклем утă; взять в охапку ытамласа ил

принести

глаг. сов.
1. йăтса кил, çĕклесе кил; принести вязанку дров пĕр çĕклем вутă йăтса кил
2. пар, кӳр; яблоня принесла много плодов улмуççи çимĕç нумай пачĕ ♦ принести пользу усă кӳр, усса кил; принести извинения каçару ыйт; принести клятву тупа ту

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

вязанка

çĕклем, çыхă.

тяжёлый

йывăр (çĕклем) сулмаклă (чĕрĕ кĕлте, чукмар); тяжёлое преступление пысăк айăп; тяжёлое время йывăр самана; тяжёлая промышленность йывăр промышленность; тяжёлая дорога (в зимние морозы) сăхă çул, тăкăска çул.

беремя

, -мени, мн. нет, ср. çĕклем; беремя дров пĕр çĕклем вутă.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

беремя

с. обл. çĕклем; берем дров пĕр çĕклем вутă.

вязанка

ж. çĕклем, çыхă; вязанка дров пĕр çĕклем вутă.

лёгкий

прил. 1. çăмăл; лёгкая ноша çăмăл çĕклем; 2. (мало греющий) çӳхе: лёгкое пальто çӳхе пальто; 3. (нетрудный) ансат, çăмăл; лёгкая задача çăмăл задача; 4. (незначительный, слабый) çăмăл, йăваш; лёгкое наказание çăмăл наказани; лёгкий ветерок йăваш çил; 5. (поверхностный, легкомысленный) çăмăл, çăмăлттайла; лёгкие нравы çăмăлттайла йăласем; 6. (уживчивый) уçă, килĕшӳллĕ, килĕштерекен; лёгкий характер уçă кăмăл; 7. (ловкий, изящный о движениях и т. п.) çăмăл, илĕртӳллĕ; ◇ лёгкая артиллерия çăмăл артиллери; лёгкая атлетика çăмăл атлетика; лёгкая индустрия çăмăл индустри; лёгкая кавалерия çăмăл кавалери; лёгкая рука у кого-л. алли çăмăл; лёгкая пища çăмăл апат; лёгок на помине сăмах тĕлнех çитнĕ çын; с лёгким паром! ăшши сиплĕ пултăр! (мунча кĕрсе тухнă çынна сывлăх сунни); с лёгким сердцем ним шухăшламасăр, пĕр хăрамасăр.

ноша

ж. çĕклем, çăк, тиев; тяжёлая ноша йывăр çĕклем.

обременительный

прил. йывăр, йывăрлатакан, йывăрлăх кӳрекен, чăрмавлă; обременительная ноша йывăр çĕклем.

охапка

ж. ытам, çĕклем, чикĕм; охапка дров (пĕр) çĕклем вутă, вутă çĕклемĕ; ◇ в охапку ытама илсе.

притащить

сов. кого-что сĕтĕрсе пыр (е кил), туртса пыр (е кил), çĕклесе пыр (е кил), йăтса кил (е пыр), вăйса кил; он притащил целую охапку сена вăл пĕр çĕклем утă вăйса килчĕ.

связка

ж. 1. çыхă; связка книг кĕнеке çыххи; 2. (вязанка дров) çĕклем; связка дров пĕр çĕклем вутă, вутă çĕклемĕ; 3. анат. çыхă, çыхă шăнăрĕ; 4. грам. пулăшу глаголĕ; голосовые связки сасă чĕлĕхĕсем.

сноп

м. 1. кĕлте; 2. чего (охапка) кĕлте, тĕрке, çĕклем; 3. перен. (поток лучей, искр, пламени и т. п.) кĕлте, пайăрка; сноп солнечных лучей хĕвел пайăрки.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

çăмăл

[ŝjomol]
facila, facile, simpla, simple, leĝera
çăмăл çĕклем — facila portaĵo
çăмăл виçе — (sporto) leĝera pezo
çăмăл ĕç — facila tasko
çăмăл ăслă — facilanima
çăмăл апат — simpla manĝo
калама çăмăл! — facilas diri!
йывăр тăпри çăмăл пултăр — estu la grundo lanugpeza (ĉe tombo)
çăмăллан — faciliĝi
çăмăллат — faciligi
çăмăллăх - avantaĝo, kondiĉo
çăмăлттай — malserioza, facilanima

çĕкле

[ŝekle']
levi (levu); porti (portu)
алă çĕкле — levi la manon
пуçа çĕкле — levi la kapon
шыв çĕкле — porti akvon
черкке çĕкле — levi toston
çĕклем — portaĵo, ŝarĝo
пур(ă)нăç çĕклемĕ — malfacilaĵoj de la vivo
çĕклен — leviĝi
вĕçмек тӳпене çĕкленет — la aviadilo leviĝas alten
çĕкленӳ — leviĝo, kresko, progreso
çĕкленчĕк — vigla, entuzisama

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

валем

«часть», «доля»; «небольшая копна общественного сена в 5—6 пудов» (подобные копны в дореволюционное время распределялись между крестьянами по душам). Образовано с помощью аффикса -м,-ĕм от несохранившегося глагола вале (др. тюрк. ӳлă) «делить». Ср. çĕкле «поднимать» — çĕклем «охапка»; «беремя», тĕрке «спертывать»— тĕркем «тюк»; «свёрток». Древний глагол вале позднее был вытеснен формой взаимного залота валеç. Ромстедт слово валем сопоставляет с тюркским и монгольским ӧл «свежая сочная трава», отсюда алт. ӧлӧн, монг. ӧлең «луг».

çĕкле

«поднимать», «поднимать тяжести»; çĕклесе кил (кай) «принести (унести) на себе какой-н. груз» (мешок муки, вязанку дров); çĕклем «охапка», «беремя»; у Вишневского сюксю, у Золотницкого сьӳксӳ «порука»; МК, Рабг. йӳклӓ туркм., тур., ног. йӳкле, азерб. йӳклә, узб. юкла, уйг. йӳкли, жӳкли, тат. йӧклә, кирг. жӳктӧ, казах. жӳкте, ойр. дьукте «вьючить», «навьючивать», «грузить», «нагружать»; ойр. дьукш «поручитель». Образовано с помощью афф. от çăк (см.).

Çавăн пекех пăхăр:

çĕклĕлĕх çĕкле çĕклевĕç çĕклекеле « çĕклем » çĕклен çĕкленкеле çĕклентер çĕкленӳ çĕкленӳллĕ

çĕклем
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150