Шырав: кăшманла

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

назв. детской игры. Хорачка. Кăшманла (кы̃шманла), игра на олахе; каш(-ж-)ни çын омня ларса пыраччă ыталаса, пӧрт тăршшипа, каран тортса кăлараччă. Цив. Кăшман кăлармалла вылянă чух, кăшман пулнă ачасене аллисенчен туртаççĕ. Çĕнĕ Кипек. Кăшманла выляни. Кăшманла выляс пулсан, пĕр мăнă, выйлă ачана суйласа илеççĕ те, пĕр-пĕр юпаран тыттарса тăратаççĕ. Çав ачаран ыйттисем те хытă ытакланса, тытăнса каяççĕ. Çапла пĕр пĕринчен хытă ытакланса тытăçса пĕтсен, айăкран тепĕр ача пырать те, юпаран тытса тăраканĕн (чит. тăракан) ачинчен: хуçи пур-и? тесе ыйтать. Лешĕ: пур, сана мĕн кирлĕ? — Кăшман. — Кăшманпа мĕн тăван? — Майра пуç хуртланнă. — Апла пулсан, пĕр кăшманне ил. — Унтан вара леш ачи хыçалти ачисене: кăшман кăларап, тесе, туртмах тапратать. Вăл вара пĕр виç-тăват ачине те пулсан тытăнса тăнă çĕртрен туртса уйăрат те, калла юпа кутĕнчен ачаран ыйтма тапратать. Çапла вăйи пĕтичченех выляççĕ. Якейк. Пĕр хĕрача çĕре ларать (хуçа); он чĕрçине тепри ларать; çанашкал пĕр-пĕрин чĕрчине (так!) ларса, вонпилĕк ача та ытла ларса каяççĕ. Иккĕн поскилсем полаççĕ. Ларакансам, хыçалтисăр пуçне, порте кăшман. Поскилсем хуçине калаç: кинеми, сан анкартине сысна кĕнĕ, хуса каларар-и? — Кăларăр. — Пĕр кăшманне кăларар-и? — Кăлар(ăр) та, тăприне хытă силлĕр. — Йор! — Çав ик ача валта ларакан ачая ик холĕнчен тытса тăратса, çорăмран çапса яраççĕ. Пор кăшманне те кăларса пĕтерсен, хуçи тăрать те, тарать. Ăна хуса çитсе, ачасам холхаран кăçкăраççĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

Кăшлур кăшма кăшман Кăшман ялĕ « кăшманла » Кăшмаш Кăшмаш Туçи кăшми Кăшнер кăшт

кăшманла
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150