Шырав: çăл

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

валашка

корыто
кĕпе валашки — корыто для стирки
пĕчĕк валашка — корытце
çăл валашки — водопойная колода

вилĕм

смертный
паттăр вилĕм — геройская смерть
пукле вилĕм — неожиданная смерть, безвременная кончина
сарăмсăр вилĕм — скоропостижная смерть
вилĕмрен çăл (хăтар)— спасти от смерти
вилĕмрен çăлăн (хăтал) — спастись от смерти, избежать смерти
вилĕм çитрĕ — смерть настала
вилĕм хĕçпăшалĕ — смертоносное оружие
вилĕм приговорĕ — смертный приговор
Вилĕм çири кĕперен те çывăх. — посл. Смерть ближе нательной рубашки.
Вилĕм шăлран пăхса килмест. — посл. Смерть придет— на зубы не посмотрит.

гейзер

гейзер (вĕри çăл)

кут

5. в роли служебного имени:

кутнек, под что-л.
йывăç кутне — пыр подойти к дереву

кутĕнчеу, возле; около кого-чего-л., под чем-л., у
улмуççи кутĕнче — под яблоней

кутĕнченот, из-под чего-л.
çынсем çăл кутĕнчен саланчĕç — люди разошлись от колодца

лачрашка

грязно
çăл таврашĕнче ялан лачрашка — у колодца всегда грязно

мăшкăл

позорный, постыдный
мăшкăл вилĕм — позорная смерть
мăшкăл ĕç — позорное дело
мăшкăл хăми — черная доска, доска позора
мăшкăл юпи — уст. позорный столб
тĕнче мăшкăлĕ пул — стать всеобщим посмешищем
мăшкăла юл — 1) быть опозоренным 2) быть обманутым
мăшкăл кур — 1) терпеть издевательства 2) опозориться
мăшкăлтан çăл — спасти от позора

пăрала

1.
буравить, сверлить
бурить

пăрапа пăрала — буравить, просверливать буравом
çăл пăрала — бурить колодец
пăраласа шăтар — пробурить, просверлить
пăраламалалли техника — буровая техника

пура

срубовый
пӳрт пури  сруб избы
çăл пури  сруб колодца
пуралăх пĕрене хатĕрле — заготовить бревна для сруба

тап

6.
чаще в форме деепр. тапса с глаголом тух
бить, выбиваться, пробиваться
выступать

унта çăл тапать — там бьет родник
хыр çине сухăр тапса тухнă — на сосне выступила смола
юн тапса тухрĕ — хлынула кровь
куççуль тапса тухрĕ — брызнули слезы
тар тапса тухрĕ — пот вйступил
пичке пăкки тапса тухрĕ — у бочки выбило затычку

тараса

2.
журавль (колодезный)
çăл тараси — колодезный журавль
тараса вытри — бадья
тараса юпи — столб, на котором крепится журавль

тух

6.
проступать, появляться, выбиваться
куççуль тухрĕ — на глазах появились слезы
чул айĕнчен çăл тухать — из-под камня бьет родник
тар тухрĕ — выступил пот
юн тухать — идет кровь
Чӳпĕке чăмласа çу тухмасть. — посл. Сколько ни жуй паклю — масла не выдавишь.

чав

I.

1.
рыть, копать
ковырять
разг.
канав чав копать канаву
окоп чавса вырнаç — окопаться
çăл чав — рыть колодец
çĕр чавакан машина — землеройная машина
çĕр чавакан — землекоп
чавса кĕрсе кай — зарыться, закопаться
чавса салат — разгрести
чавса çемçет — взрыхлить, разрыхлить
тĕмескене чавса так — срыть бугор
чавса тултар — нарыть, накопать (много)
чавса тух — прорыть, прокопать
Çыншăн кăвар чавма хушман. — посл. Не давай твоими руками жар загребать.

шуйттанла

как черт, чертом, чертовски
шуйттанла тумлан — одеться, напялиться чертом
Улпутла ларать, шуйттанла кăшкăрать. (Çăл тараси). — загадка Высится барином, визжит чертом. (Колодезный журавль).

шыв

водный, водяной
водо-

вĕрекен шыв — кипящая вода, крутой кипяток
вĕретнĕ шыв — кипяченая вода
дистиляциленĕ шыв — дистиллированная вода
ĕçме юрăхла шыв — питьевая вода
пăнтăх шыв — затхлая ьода
çăл шывĕ — 1) колодезная вода 2) ключевая, родниковая вода
тăварсăр шыв — пресная вода
тинĕс шывĕ — морская вода
чĕр шыв — сырая вода
юр шывĕ — талая вода
шыв кĕвенти — коромысло
шыв колонки — водоразборная колонка
шыв курки — ковш для воды
шыв кӳлленчĕкĕ — лужа
шыв лупашки — колдобина, яма с водой
шыв пăрăхĕ — водопроводная труба
шыв пусăм машĕ — водонапбрная башня
шыв витмен пусма — водонепроницаемая ткань
шыв ăсса кил — принести воды (напр. из колодца)
шыв вĕрет — кипятить воду
шыв газла — газировать воду
шыв яр — пропускать воду, протекать (напр. о крыше)
насуспа шыв уçла — качать воду насосом
сивĕ шывпа çăвăн — умываться холодной водой

юх

1.
течь, литься
пичĕ тăрăх тар юхать — по его лицу струится пот
сурантан юн пĕрĕхсе юхать — из раны хлещет кровь
юхман кӳлĕ — непроточное озеро
юхса тул — натечь, наполниться
юхса тух — вытечь
пӳрт тăрринчен тумла юхать — с крыши падает капель
пурнăç пĕр пек юхса пырать — перен. жизнь течет потихоньку
Пĕр кӳлле тăватă çăл юхса кĕрет. (Ĕне суни). — загадка Четыре ключа втекают в одно озеро. (Доение коровы).

çăл

1.
то же, что çăлкуç 1.
çăл валакĕ — желоб у родника
кунта çăл тухать — в этом месте пробивается ключ
Пĕр кӳлле тăватă çăл юхса кĕрет. (Доение коровы). — загадка В одно озеро впадает четыре ключа. (Ĕне суни).

çăл

2.
колодец

çăл

3.
колодезный
артезиан çăлĕ — артезианский колодец
тарасаллă çăл — колодец с журавлем
çăл валашки — колода у колодца (для водопоя)
çăл пури — колодезный сруб
çăл тараси — колодезный журавль, оцеп
çăл урапи — колесо у колодца с воротом
çăл шывĕ — родниковая вода, колодезная вода
çăл алт — рыть колодец
çăл чав — рыть колодец
çулла çăл типсе ларнă — летом колодец пересох

çăл

3. спец.
ствол
шахта

шахта çăлă — ствол шахты

çăл

II.
см. çăлă

çăл

III. глаг.

1.
спасать, выручать, избавлять
уберегать

вилĕмрен çăл — спасти от смерти
инкекрен çăл — выручить в беде, выручить из беды
мăшкăлтан çăл — избавить от поругания
тыткăнран çăлса кăлар — вызволить, освободить из плена
тăван çĕршыва тăшмантан çăлса хăвар — отстоять родину от врага
Юлташ пуçа çăлнă. — посл. Хороший товарищ спасет тебе жизнь.

çăл

2.
дергать, выдергивать, вырывать, выщипывать
йĕтĕн çăл — теребить лен
мăк çăл — дергть мох
хур тĕкĕ çăл — ощипывать гуся
çăлса кăлар — выдрать
тымарĕпех çăл — вырвать с корнями (напр. траву)

çăл

3.
стискивать, крепко хватать, вцепляться
çухаран çăлса ил — схватить кого-л. за шиворот

çăл

4. разг.
бить, лупить, колотить

çăлă

(çăл)

çул

IV. диал.
то же, что çăл IV.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

куç

I.
глаз
куç тĕкĕ, хăрпăвĕ — ресница
куç хупаххи — веки
куç харши — бровь
куçлă çĕрĕ — перстень
куçа-куçăн, куçран куçа — на глаз
куç хыçĕнче, кут хыçĕнче — заглазный, заглазно
куç кĕски — зеркало
куçран тайăл — ослабеть глазами
куç хыв — высмотреть, пометить
куçлă хура — медовый цвет
куç шурри — белок (глаза)
куç хури — зрачок
куç çулĕ — слеза
куç хĕс — прищуривать глаза
куç хуп — мигать, жмуриться
çăл куçĕ — родник
йĕп куçĕ — игольные уши
шыв куçĕ — полынья
Атăл куçĕ — полынья на Волге
куçлăх — очки
куçран кайни — сглаз
куç чĕлхи вĕр — отчитывать от сглаза
çын çине час сивĕ куç ӳкет — человека легко можно сглазить
куç курла выльани — игра в жмурки
куç хӳри — внешний угол глаза
куç сăмси — внутренний угол глаза

çăл

I.
колодец
çăл-куç — родник

çăл

II.
выщипывать, выдергивать
теребить

йĕтĕне вырмаççĕ, ăна çăлаççĕ — лен не жнут, его теребят

çăл

III.
спасать, выручать

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

салам пар

приветствовать. Альш. Çул çинче ват çын мĕн тĕл пулсан, ăна куракана пĕрне салам парат, çăкăнат (присядает, делает реверанс). Ib. Салам парат, теççĕ çавна чăвашсем. Шел. 22. Кĕрсен, çĕлĕк силлесе кĕрӳ салам паратьчĕ. СПВВ. † Кĕрекере ларнă ватăсене салам парса тухам-и? ДФФ. Çамрăк хĕрарăмсем (кинĕсем) ваттисене (хуняшшĕпе хунямăшне) пуççапса салам паратьчĕç (в пер-вый день мункун'а). Туй. Татах салам парат кĕрт-сурта, хăрах урипе чăркуççине лара-лара виç хутчин. Пис. Çĕнĕ çын (молодушка) вĕсене салам парса ĕлкĕреймесен, тăкаççĕ те вĕсем. Юрк. Хăй (мăн-кĕрнӳкерĕ) малтан кĕрет те, хăтăшне-тăхлачăшне салам парат. Янш.-Норв. Туй халăхĕсене апат çитерсе пĕтерсен, çĕн-çынна (молодушку) салам пама илсе каяççĕ. Ăна акă мĕнле илсе каяççĕ: унта пуринчен ытла вĕт-шак питĕ нумай пухăнать: хĕрсем, арçын ачасем пухăнаççĕ. Пĕр хĕр çăл хĕрне кĕвентепе икĕ витре илсе анать. Унăн хыçĕнчен çĕн-çын та, тата ытти ача-пăчасем те анаççĕ. Çăл хĕрринче леш хĕр шыв ăсать те, çĕн-çынна çĕклеттерет. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна сырăнса илеççĕ те: салам пар та, салам пар! тесе кăшкăрса тăраççĕ; çĕн-çынна малалла ниепле те уттармаççĕ, çĕн-çын вара лăп-лăп лапчăнать. Çапла ăна ачасем пӳле-пӳле киле çитеччен виç-тăват хут лапчăнтараççĕ. Çавна салам пани теççĕ. См. Магн. М. 205. Орау. Туй пулсан тепĕр куннĕ упăшки хурăнташĕсене кĕçĕн-çын (молодушка) парне парать, çавна салам панă кун теççĕ. N. Салам панă кун („молодушка на другой день свадьбы у печки делает печке реверанс“).

сехре

желчь; страх, ужас (с перс.). Н. Седяк. Ст. Чек. Мана улталанăшăн унăн сехри хыттăр. (Проклятие). Ib. Вăл мана улталарĕ, сехри кăна çунтăр (чтобы ему пострадать)! Ib. Вăл салтака кайнăранпа сехрем çунса туххăрĕ (страдала от неприятностей). Якейк. Çав хыçалтан капан пакскер йăванса пынине корсан, ман сехре хопса тохрĕ (напал ужас). Чăв. й. пур. 17. Хăраса сехри хăпнă. СЧУШ. Вилĕм килнĕ те, калать: акă эпĕ, сана мĕн кирлĕ? Стариккинĕн сехри хăпнă та, калать: мана çĕклем йăтма, тет. Питушк. Сехре хопса вилсе кайрăм. N. Çавă пирĕн сехрене хăптать. Ала 93°. Ашшĕне курсанах, ачанан сехри хупса тухăрĕ (перепугался), тет. Кан. Кĕркури арăмĕн сехри сиксе тухать. Альш. Вырăс-тутар курасран (тĕл тулсан), таçтан малтан сехремĕрсем хăпса тăратьчĕç (в детстве). СПВВ. Сехре, сехĕр хăпнă. СПВВ. ФИ. Сехре хăпса тухрĕ, пĕтĕмпе хăпса тухрĕ, теççĕ, пит хăрасан. Орау. Хĕнесрен сехри хăпнă. N. Манăн йăнăшусем çăл-куç пек юхаççĕ, мĕншĕн тесен манăн мĕнтен сехре хăпатьчĕ, мана çав çитрĕ, эпĕ мĕнтен хăраттăм, çав ман пата килчĕ. Хурамал. Эпĕ арманта кашкăр куртăм та, пĕтĕмпех сехрем хăпса тухрĕ. Ib. Ах вара лешсен сехри хăпнă-çке хăранипе, лашапа хуса çитес çук чупнă. N. Ун шăлĕсем сехре хăпмалла хăрушă. Тюрл. Питĕ хăрарăм, сехрем хăпса тохрĕ. Шибач. Ман çавăн чохне сехре хопрĕ (= хытă хăранă). Хорачка. Ох, сехре хопрă, хăрасертĕм (= хăраса яртăм, т. е. хăраса ӳкрĕм), тет. N. Камăн сан чунна илме ирĕк пур, çав çынтан аяккарах пăрăнса çӳре, вара вилĕм сехрипе сехĕрленмĕн.

сивĕ çăл

холодный ключ, около д. Еряпкиной (Хула-ту), б. Спасск. у. || Назв. родника около дер. В.-Байгуловой, Козловск. р. || Назв. ручейка. Б. Акса. || Назв. киремети, находящейся близ дер. Каткасов, в 21/2 км. от дер. Первостепановой, Цив. р. N. Сивĕ-çăла пăрĕнчен, синкерлĕ çумăрĕнчен асăнса кĕлтăвакан кĕлĕ. См. халăхăн вăкăр чӳкĕ. N. Сивĕ çăл, колодец, ключ (киремет) в Шихазан. р.

сиксе тăр

вскочить. N. Эпĕ сиксе тăтăм та, пăхатăп: юлташ тумланнă, темĕскер пăшалĕпе аппаланать. Мусир. Тарăн варти шур турпас, сикет тăрать — тухаймасть. СТИК. Çын ытл’аван выртатчĕ, такшин мур шывпа чаш тутарчĕ те, çын сикех тăчĕ. (Выражается испуг: „он как вскочит“). || Трястись. N. Ӳтĕм те сивве, шăрăха тӳсеймесĕр чĕтресе сиксе тăратьчĕ. || Бить высоко (о ключе). Ал. цв. 9. Çăл куçĕсем таçта çитех çӳлелле сиксе тăраççĕ. || Подняться (на защиту). N. Сиксе тăнă, поднялся (на защиту).

симен-кун

симен кунĕ, назв. праздника (1 сентября по ст. ст.). Изамб. Т. Бур. † Тимĕр тукун урапа Симен-кунччен анчах вăл. Сред. Юм. Симен-конĕ иртсен ыраш акмаççĕ; ыраша Симен-конĕ иртсен аксассăн, начар полать, тет. (Народн. поверье). Ib. Симен-конĕ шыв ĕçмесен, хĕлле сивве шăнмас, тет. (То же). Ib. Симен-конĕ иртсен, çăл шывĕ ăшăнать, йохса кӳленсе тăракан шывсĕм, тар(а)сари шывсĕм сивĕнеççĕ, тет. Календ. 1903. Ĕнисем çăварнире пăрулаççĕ те, Симĕн-кунĕнче сума пăрахаççĕ. СТИК. Симен-кунче шыва пĕр татăк пăр ярат, тет. (Означает начало осени, холод). Нюш-к. Симен-кун иртсен аслати авăтсан, кĕр вăрăм килет, тет.

сиплĕ

полезный, имеющий целебное свойство, здоровый. ОПВВ. Шăпа чир. сор. 19. Унпа лаша пăхĕ куписене сапни питĕ сиплĕ. Баран. 12. Авалхи çăка сулхăнĕнче сивĕ шывлă, сиплĕ çăл юхса тухать шавласа. Ст. Чек. Çумăр сиплĕ мар. Изванк. Çак тимĕр карта çавăрнă чухне те, çапла сиплĕрен çарамаçланаç(çĕ) пулĕ те, анчах эпĕ халччен ăна-кăна илтмен. Ib. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ, тьфу! или: турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, тьфу! (Из наговора). N. Сиплĕ çын. См. вирлĕ. Юрк. Темĕн тĕрлĕ техĕмлĕ, темĕн тĕрлĕ сиплĕ (о кушаньях).

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сӳек кĕперри

радуга. Б. Олг. Ах, тет, сӳек кĕперри карчĕ, тет, торă çомăра валли шу хăпартат, тет. Ib. Сӳек кĕперри карат çăл коç тĕлне. См. сĕвек кĕперри.

сĕвем

(сэ̆вэм), нитка около метра в длину. Канаш. р. М. Васильев. Сĕвем — пĕр хăлаç çип. Чукалы. Сĕвем, четверть (шит). СТИК. Сĕвем, нитка длиной около двух локтей. Ib. Пар-ха мана пĕр сĕвем çип. (Не надо смешивать с „сум“). N. Сĕвемне çитерсен, çиппине шач! тутарса тӳлет. N. Тата вырăссем калаççĕ: халăхран пĕрер сĕвем çип — çарамас çынна пĕр кĕпе, теççĕ. Сред. Юм. Çиппе арланă чôхне сĕвемĕн-сĕвемĕн пĕтĕрсе арлаççĕ. Н. Седяк. Унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен çип параççĕ. Ib. Сĕвем — пĕр çип. Чуратч. Ц. Вара патша çак чăваша пĕр сĕвем пурçăн çип пачĕ, тет. Бгтр. Вилнĕ çын çинче панă çипсенчен пурте тан пулсан, çын час вилет, тет, тан пулмасан час вилмест, тет. (Вилнĕ çынна пытарса тавăрăнсан, пӳртре пур çынсене пурне те виçшер сĕвем çип парса тухаççĕ. Етрух. Вара çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлен çип вĕçĕмрен чăса-чăса пăрахаççĕ. ЧП. Сĕвем-сĕвем симĕс пурçăн. N. † Пурçăн сĕвем — вăрам сĕвем, пирĕн ĕмĕрсем пит кĕске. (Хĕр йĕрри). Юрк. Мăскал-мăскал сарă пурçăн, сĕвеме вăрăм килинччĕ.

сĕрек кĕперри

(сӧ̆рэк), радуга. Питушк. Сĕрек кĕперри çăл куçĕнчен шыв хупартать. Ib. Сĕрек кĕперри карнă, татах çумăр пулать. Собр. Пӳрт урлă евен утăп. (Сĕрек кĕперри). См. сĕвек кĕперри.

çанталăк

погода. См. çавăнтавлăк. Çамр. Хр. Çуркунне йĕпе çанталăксем пулаççĕ. ТХКА З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Çанталăк уçă та типĕ тăрать. Погода бывает холодной и сухой. N. Ирхине хĕвел тохать — çанталăк ăшăтать, каçхине хĕвел анать — çанталăк сивĕтет. ГТТ. Çанталăк тӳрленнĕ, тӳлек çанталăк. N. Çанталăк йосо халĕ. N. Кунта çăмăр çăвать, çанталăк ирсĕр тăрать (грязь). N. Кунти çанталăксене çырап. N. Çанталăк сивĕ пулчĕ, мана сивĕ ленкрĕ (простудился). Анат-Кушар. Ай-ай, çанталăк темĕскер ăшăтмарĕ-çке. Что-то все стоят холода! Вопр. Смоленск. Хĕвел пĕлĕте ларсан, çанталăк йĕпене каять. Ib. Вĕтĕ çăмăр çусан, çанталăк авана каять. Н. Шинкусы. Çав вăхăтра çанталăк ăшăтнă пек пулнăччĕ. ЧП. Кăçал çанталăксем уяр пулчĕç. Баран. 101. Çанталăк ăшшалла кайсан. N. Калчана кайнă вăрлăха типĕ çĕре аксан та, вăл тикĕс, час шăтса тухĕ тесе, шанма çук, çанталăк уяра кайсан, калчана кайнă вăрлăха акни килĕшмест. В. Олг. Çанталăк сивĕтсерчĕ (= сивĕтсе ячĕ). Пшкрт. Çанталăк ояртат (оярат). М. Сунч. Çанталăк уяр тăрсан, чăвашсем çăмăр учукĕ тунă. Юрк. Вĕт çумăр çусан, çанталăк авана каят. Скотолеч. 19. Сивĕ çанталăкра, ăшă çанталăкра. В холодную, в теплую погоду. СВТ. Лайăх ăшă çанталăкра тула илсе тухса çӳреме юрать (ребенка). К.-Кушки. Çанталăк ĕеленсе кайрĕ, кайса килес, теттĕм. Разыгрался буран (зимою), а то я хотел было съездить. Регули 407. Паян (лайăх, сивĕ) çанталăк. Капк. Тулта çанталăк арçури пекех ахăрать (о вьюге). Орау. Çанталăк ахăрчĕ, настала бурная погода. Шибач. Çанталăк йосаннн. N. Çанталăк пăсăлса çитрĕ. О сохр. здор. Хĕлле пит сивĕ çанталăксенче. Шурăм-п. Çанталăк сухăмланат, становится прохладнее. Ib. Çанталăк ăшăтса кайнă пек пулчĕ. Орау. Çанталăкки çавăрнсах карĕ. Испортилась погода. Якейк. Çанталăк сивĕтсе праххăр ялтах. Стало совсем холодно. Ib. Çанталăк сохăмлатрĕ. Стало прохладно. Ib. Çанталăк мĕлле паян. Какая погода? Тораево. Ухмахăн амăшĕ ухмаха ырçа айне хупăрĕ, тет, çине сĕлĕ тăкăрĕ, тет, унта чăхсам ярчĕ, тет. Чăхсам тĕпĕртеттерсе çияççĕ, тет. Ухмах ырçа айĕнче: çанталăк тĕпĕртетет, тесе шухăшлат, тет. || Климат. Орау. Кунта çанталăк пит типĕ (здесь климат сухой), пĕр нӳрĕк те çук. || Страна. Пшкрт. Онта çанталăк пет йосо. Ib. Чоллă çанталăк, чоллă вырăн. Ib. Йот çанталăкра (на чужбине) çамрăк ăсна ан çухат. Ib. Çанталăкра корса çӳренĕ. N. Кунти çĕр тискер çанталăк. N. Çанталăк вĕçĕ-хĕрринчи халăхсене пурне те салам яратпăр. || Солнце. Шурăм-п. Çаксене пурне те хатĕрличчен çанталăк кăнтăрларан та иртсе каять. || Вселенная, небесное пространство, видимый мир, земной шар. N. Пулине хурана ятăм та, хуран мана çу пачĕ. Çуне çурта çутрăм та (засветил), çанталăк та çутăлчĕ (рассвело). Ал. цв. 6. Малалла кайнă çемĕн çанталăк кун çути пек çутăран çутă пулса пырать. Н. Сунар. Çанталăк, каç пулса, тĕттĕмленех-тĕттĕмленех пынă. Хорачка. (В поминки) çорта çутнă чоня калаччĕ: тĕттĕм çанталăкă çутă полтăр, рая ток! теччĕ. Ib. Çанталăк тытакан торă. Синьял. Икĕ пăт тулă пур, çанталăкпе акса çавăрнăп. (Куç пăхни). С.-Устье. Икĕ пĕрчĕк тулăм пур, çанталăк тавра сапса çавăрăнăп. (Куç). Н. Сунар. Икĕ пăт тулăм пур, çанталăка йĕри-тавра сапса çавăрнăп. (Икĕ куç). Собр. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: илме тухăр! тесе кăшкăрса каланă. Вара хайхи шыври ăстарик тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă (увел в подземный мнр). Алик. Кайсан-кайсан, çĕлен çури çынна калать, тет: куçна хуп, çăварна кар! çапла каласан, çынпа çĕлен çури аялти çанталăка анса кайнă (в подземный мир). Ib. Çавна каласан, çынпа çĕлен çури çӳлти çанталăка хупарнă (на землю). Синерь. Иван аялта çӳрет, тет: пит аван, тет, çанталăк (под землю). Череп. Çанталăк = çут тĕнче, тĕнче. Янш.-Норв. Çак çутă çанталăк, этот свет, белый свет. Юрк. Çут çанталăк = тĕнче. Сорм-Вар. Корăкран лутра, çанталăкпа тăпă-тан. (Çул). С.-Устье. Курăкран лутра, çанталăка витĕр кайĕ? (Çул). ЧС. Ача çуралсан, унăн ятне эрне иртечченех хурсассăн, вăл ача ку çанталăкра нумаях пурăнаймаç. N. Çанталăка шăнăçами (= шăнăçайми) пусăк салам. Торп-к. Çанталăкра виççĕ çук. (Пĕлĕт çине хăпарма пусма çук, шывăн турат çук, кайăкăн чĕчĕ çук). Янтик. Пирĕн патăрти çын, Ишеке турра пуçапма кайнă чухне, Ишек панчи ялта чӳречерен шыв ĕçме ыйтнă, тет: çыннисем ак çапла каланă, тет, кăна: пуш мар хал), çанталăк сармалла, тĕнче пĕрмелле, лаç лартса чан çапса хĕр хухлетмелле, тесе каланă, тет. (Çанталăк сармалла = пиремеç тумалла; тĕнче пĕрмелле = кукăль тумалла; лаç лартса чан çакса = кӳме лартса хăнкрав çакса). Собр. Çăвăнчен çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. Альш. † Ама хĕрĕ пуличчен, ăмăрт-кайăк пулас мĕн, тăват кĕтеслĕ çанталăка (светлое пространство под землею) сарăлса вĕçсе çӳрес мĕн. N. Çанталăк çĕмĕрлсе анать пулĕ, терĕмĕр. Собр. Çанталăкри уйăхĕ пĕтĕм çĕре çĕр туса тăрат; уйăх çутă пулмарĕ, хĕвел çутă пулайрĕ. Ib. Çанталăкри хĕвел пĕтĕм çĕре кун туса çутатса тарат: çĕр çинчи халăх ăшăнат, çĕр çинчи тырпул пиçет те, тулат. N. Çурçĕр енчен уяр çанталăк килет. Ст. Чек. Çанталăк пĕрĕнсе çитет (собирается дождь). Н. Байгул. Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çаптар

понуд. ф, от гл. çап. || Заставить стучать. Сред. Юм. Пôкан çаптарать. (Удары при гадании стулом). || Заставить отбивать (косу). N. Хăшĕсем пĕлтĕр çулнă çавасене тимĕрçе илсе кайса çаптараççĕ. || Наметывать (копну). Собр. † Утмăл купа утăра йĕкĕр капан çаптартăмăр. || Бить, сечь (розгами, кнутои), пороть. N. Пĕр ачине карта урлă каçнă чух хуçи уринчен ярса тытнă та, туртса антарса çапма тапратрĕ. Çаптарсан-çаптарсан, ачана киле янă. Симб. Атте вара мана çаптарма чарăнчĕ. Б. Яныши. Апи мана çаптарни. N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ (бьют). Ск. и пред. чув. 34. Тепĕре ури тупанне пĕççи айĕн çаптарса шатлаттарса илет те. N. Атте мана тата хытăрах çаптарчĕ (еще сильнее). Чăв. й. пур. 24°. Клавасем пырса пит хытă çаптарнă. Янтик. Çавăн матки паян ачине хытă çаптарчĕ. Скотолеч. З. Пушăпа çаптар (но тут же çап). ЧС. Вĕрентен тытса тăракан çыннисем луçа çавăта пуçларĕç, пĕри хыçалтан хулăпа çаптара пуçларĕ. БАБ. Амăшсем пит хытă тытса çаптараççĕ. || Бить масло (на маслобойке). Эпир çур. çĕршыв 28. Тата уйрăм кĕрпе çурмали арман пур, çу çаптармалли машшин пур. Пир. Ял. Пурте Çăл-пуçне çу çаптарма килеççĕ. || Парить (в бане). Орау. (Мулчара) Хветĕре çаптарсан, çан-çурăм канлĕ пулаканччĕ. || Набивать, запрашивать цену. N. Теçеттинине мĕн хакпа илетĕр? — тетĕп. Вунтăватшар тенке çаптарать. Ăçта кайса кĕрес тетĕн, илес пулать, тет. || Околачиваться. Янтик. Айта, çаптарса çӳрер-ха урам тăрăх. Ib. Наччас çаптарса килтĕм Иван патне. Ib. Ну паян кунĕпе çаптарса çӳрерĕмĕр хулара (погуляли весело, геройски, без всяких стеснений). || Придать ткани окраскою пестрый цвет. КС. || Сняться (в фотографии). К.-Кушки. Патрет (-рэт) çаптарса яр (карттăчкă çаптарса яр). Снимись и пришли портреть (карточку). N. Хам кĕлеткене çаптарса яратăп. || Обивать (чем). М.Тув. † Пирĕн Тумкă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. || Валять. Альш. Шап-шурă çăмран кăçатă эп çаптартăм. Ib. † Хура çĕленĕн тирне сӳсе илсе йĕпкĕн хура шĕлепке çаптартăм. С. Дув. † Хура çĕлен тирĕнчен хура шĕлепке çаптартăм. || Говорить смело, сказывать. Ст. Чек. Тутарпа вăл тутарла çаптарат, ирçепе ирçелле. Кан. Унтри çак сăмахсене çаптарнă пирки, ялсовет членне кĕме тивĕçлĕ çын мар. Ск. и пред. чув. 81. Хушăлкасен мăн-кĕрӳ, хăй такмакне вăл калать, хăй аллинчи сăрана тăка-тăка çаптарать. Слакбаш. Сăмах ункайĕпе çаптарат (или: çаптарса хурат). Задевает в речи попутно, проезжается (на чей-либо счет). Шурăм-п. Юмах та аван çаптарать (сказки сказывает). || Неосновательно возражать. N. Хăшин çинчен тӳрех: ним ĕмĕтленмелли те çукскер, тесе, çаптарса хунă. N. Сан пеккисемпе эпĕ калаçмастăп та! Тесе çаптарса хучĕ юлашкинчен. || Держать чью-либо сторону, стоять на стороне кого-либо. Тайба-Т. Хăй майлă çаптарат. Делает так, как ему выгодно. Кан. Пуянсем майлă çаптарма тытăннă. || Пропечатать, продернуть. Кан. Сан çинчен (о тебе) хаçат çине çаптарап. N. Тата каçет çине çаптарĕç. || Телеграфировать. N. Юпа тăрăнчипе çаптарса ярăр: ашшĕ сывмар, тесе. Трхбл. Телеграм çаптарас, подать телеграмму.

çырлах

(с’ырлах, с’ирлах), помиловать; быть принятой (о молитве, жертве). Хăр. Паль,. 29. У-ух, епле аслати кĕрлет! çырлахтăрах... Юрк. Çырлахтăр (турра панă выльăх силленни). Букв. 1886. Турă кăна çырлахтăр. Избави бог! Сиктер. Килĕшпе, ачам-пăчампа çырлах. N. Ват (= вот) пирĕн чăвашсем çăмăр чук тунă чух çапла чӳклеççĕ чĕкету, çырлах; тепе киремечĕ, çырлах; хĕрлĕ çыр, çырлах камалсăр, çырлах; хурхан-вар, çырлах; мĕн пур киреметсем, пӳхампарсем, хĕвел ашшĕсем, çĕр ашшĕсем пурте кĕлĕре пулăр, теççĕ. ЧП. Ах тур, çырлах, лашисем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. N. Çырлахах, турă! тетĕп: мĕн аслăш пулĕ апла тĕнче? N. Турах çырлахтăр. Могонин. Эх, çырлахах, тур. Русак. Çырлах, турă, ӳкрĕм — пуççапрăм, пĕр турра асантăм, витĕнтĕм. Ан пăрах, турă, çырлах, турă. (Моление). КАЯ. Çапла чӳклесе пĕтерсен, чӳкки-кĕлли чипер çырлахса кайтăр тесе, выртса çывăраççĕ. (Тайăн сара). Вырăсла пурăнакан çын (т. е. тайăн сăрана) ĕçсессĕн, е сăхсăхса ĕçсессĕн, чӳк çырлахмасть, теççĕ. ЧС. Йăваш, тӳлек çӳремесен, чӳк çырлахмас. N. Вăлă (источник) акă мĕлле чӳклесен çырлахĕ: пилĕк çăмарта, салат, пĕр çăкăр сăмси ил те, çав çăла кайса яр, вара вăл çырлахĕ. См. çăл. СЧЧ. Пичче каларĕ: эпĕ каятăп (опускать мимĕр в прорубь), анчах мимрине çулăрах тăвăр; çулăрах тусан, хытăрах çырлахĕ, терĕ. (Жертва воде при шыв титни). Ходар. Ку çырлахран (так!) пуçласа чăсарах (протяжнее) каламалла (молитау. Чӳклеме). Т. VI. 27. Çырлах, ырă хĕрт-сурт, çырлахсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт, çырлаха парсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт. И. С. Степ. Çырлах, прими. ППТ. Хăш çулне шалт тĕлĕнмелле, выльăхсем хускалмаççĕ те, тата силленессе те час силленеççĕ. Вара хăйсем те: ай-ай! кăçал час çырлахăрĕ, тесе, пит хавасланаççĕ. N. Итлемесен, чӳкĕсем çырлахмасран хăранă. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, çырлахтарах, турă! темле йăтă, пуçне çулелле каçăртнă, куçĕсем вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет. Сактер. Чӳклекен: çырлахрĕ, тесе, пусма тытăнать (быка). || Помириться, примириться. Бгтр. Лешсем: вил шапапа анчах çырлахатпăр, тесе калаçаççĕ, тет. || Пропасть, погибнуть. Перев. Рак хăй çакăнта çырлахассине хăех пĕлсе тăрать ĕнтĕ те (рак знает, что ворон его сьест), калать. СТИК. Куршĕсем пуртта илсе карĕç те, илсе килмерĕç, çавăнтах çырлахрĕ вара. || Помилование. СПВВ. Турăран çырлах пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. || Моленье. СПВВ. ПВ. Çырлах тăвас турра.

çиялтан-çăл

назв. ключа? Г. А. Отрыв. † Сиксеех те шу юхать „çиялтан-çăл“, шăнкăртатса юхать „Тип-çырма“.

çивĕт

приспособление из веревки для подъема на дерево, род веревочной лестницы. Чертаг. Питушк. Çăл (борть) уçма хупарма çивĕт кирлĕ, она вĕрентен яваççĕ; ларса хупарма ларкăч хораççĕ, канас пулсассăн унăн çаклатса яма çеккĕл пор.

Çичĕ çăл

, Çич-çăл, назв. родника. Елаур.

çу

(с’у), мыть. Ядр. † Хура-курак тăриччен хуран çуса çаксассăн, пирн атине эс юрăн. N. Пите çăл вăлашки çинче çурăм. Я умылся над колодой у колодца. Орау. Алла юрпа çурăм. Я руки вымыл снегом. Ib. Çума карĕç! Cunnos lavatum profectae sunt. (De mulieribus dictum est, quae lavandi causa ad flumen descenderant). Якейк. Кăмакаран каларсан, çип çума каяççĕ. Ib. Эп ăна çума кайма чĕнтĕм. Ib. Мĕн час эсĕр çип çуса килтĕр-ке? Янтик. Ку хурине (черные пятна) çуса ярас Ib. Çак тĕл-тĕл хурисене çуса ярас. Эти пятна надо смыть. Тораево. Çуса та яримăп, шăлса та яримăп. (Какая-то загадка). N. Чăнах та эсĕ кунĕпех çуман питĕпе (неумытым) çӳресшĕн-и? N. Ĕнтĕ виçĕ уйăх ырăн (= ырран) пит çуса та корман, икĕ уйăх çут-çанталăка тохса çӳремен. || В перен. смысле. N. Кĕпӳ арки вараланнă, çуса ярсам. Альш. † Ман çылăха кам çăвĕ? Кам тупакан çав çăвĕ. (Хĕр йĕрри). || Умываться. О сохр. здор. Куçĕ пăсăлнă çыннăн ытти çынсем çăвакан пит çумаллинчен (из умывальника) çума юрамасть. || О слезах. N. † Эх мăнтарăн самани, мĕшĕн куççулĕпе пите çумалла пулчĕ-ши! || Подмазать, дать взятку. N. Эпĕ ăна çурăм (устроил дело).

çул

çол (с’ул, с’ол), косить. См. çăл. Трень-к. Атте утă çулса килсен! N. † Пăтăр-пăтăр путени, çолман утă йоратать. Ст. Чек. Вăрмана темĕскер çулса ӳкерчĕ, тийĕн: пĕр ларса тăракан йывăç çук. Баран. 47. Çулакансем те (и косцы) аякка çулса кайнăччĕ. Пахча çим. 13. Ăна утăллăх çулаççĕ. N. Хăяха кирек епле шыв-шур таврашĕнче те ытти курăкран малтан çулса тăкаççĕ.

çул

çол хватать. См. çăл. КС. Çуçĕнчен çулса илтĕм те, лайăх тăпăлтартăм. Пшкрт: хол’џ̌ы̆ чэ̆ппӓ солзилчэ̆ т̚ӓ сэ̆клӓзӓ ҕары̆. Ib. с’олзиыл! Хватай! Ерк. 141. Анчах халĕ мĕн куран: йăвама тустарса, чĕппĕме-хĕрĕме çулса илнĕ хурчăка. Яндоби. Уна вара тарçисем çолса тытнă, патша патне илсе кайнă. Ib. Иван ăна çолса тытрĕ, кайăкăн тĕкки тухса юлчĕ, тет. Пус. Пĕр тăмана пычĕ, тет те, çиях пуçларĕ, тет, тырă. Старик çулчĕ-тытрĕ, тет, тăманана. Якейк. Микколай окçи хот окçи, Ямаш çинче вăй выллят, никам çавăрса тытимар! Мари çолса тыттăрĕ. Собр. Сасартăк ун сухалĕнчен пĕр шыври ăстарик çулса тытнă (ухватил). Панклеи. Çолтăм-илтĕм кашкăр хӳрине. Кашкăр тортăнма тапраттĕр. Капк. Труках хыçалтан çулса илчĕ, тет. Якейк. Çолса илсе, тылласа анчах тăкăп. (Угроза избить). Кан. Кăкăртан çулса тытнă та, икĕ хуччен чышнă. М. Тув. † Туми шупăр — шур шупăр, Тумкă çинче вăл вĕçет; никам çулса тытаччен, Терентти çулса тытăрĕ. || Переносно — задевать. N. Тата ăçта-мĕн пĕрле пухăнса ларнă çĕрте пĕр çынна çулса илсен (если за него примутся), ăна вара персе чиксе путарсах антараççĕ. Çав çынна айăплани, çисе калаçни — вăл вĕлерни пулать ĕнтĕ. Собр. Яла килнĕ мур пĕр ĕнешĕн уйăрса каяймĕ, пурне те çулса илĕ, теççĕ. (Послов.) СТИК. Мана çулса илмерĕç-и? (Çулса илес, схватиться за кого-нибудь в разговоре, задеть чью-либо личность, приняться жарко спорить, ругаться.

çул

выдирать. См. çăл. Альш. Карттахвие малтан аврине алăпа çулаççĕ, вăл кĕрхи сивĕсемпе шăнса шанать те, çулма аван.

çул уçăл

открытие „дороги“, устранеиие препятствий. ЧС. Вара атте, тепĕр пичче, шăллăм пĕр сĕвем çиппе хуран илчĕçĕ те: çăл пуçлама каятпăр, тесе, кайрăçĕ. Çав çиппе пирĕн, вилнĕ çыннăн леш тĕнчере çӳреме çулĕ уçăлтăр тесе, валашка пуçне çакса хăвараççĕ. Шыв илсе килсен, пичче Митри куçăнчи, хулхи шăтăкăнчи, сăмси шăтăкăнчи пурçăна илчĕ те, кĕпи-йĕмне çурса кăларчĕ. Вара çăва пуçларĕ. Çунă чухне виççĕн çурĕçĕ.

çумăр хулли

назв. раст., officinalis; melilotus albа. Ст. Чек. Çумăр çумасан çумăр хуллине çăл куçне пăрахатчĕç, тет. Вара çумăр çăватчĕ, тет. Çумăр нуммай çусан çумăр хуллине çăл куçĕнчен илетчĕç, тет, вара çумăр çума чарăнатчĕ, тет. Ib. Çумăр хулли. Хăмăлĕ качак пӳрне хулăнăш, çулçи йĕтĕн шăлакан шăппăртан та вăйлă пулат; çырлалă, çырли шултăра, пăрçа пек, тĕсĕ — пĕрлĕхен çырли пек хĕп-хĕрлĕ. Уяра кайсассăн, çумăр хуллине шыва пăрахсан, турă çумăр парат, тет. Н. Шинкусы. Пăттине пĕçернĕ вăхăтра ачасем çаранлăхсенчен çумăр хуллисем татса килсе çырмари шыв çине чиксе лартаççĕ. Вĕсем вăл курăка аслă-ати турри юратакан курăк тенĕ, тет, çавăнпа, ăна йĕпетсессĕн, аслă-ати турри савăнса çĕр çине час-часах çумăр ярат, тесе, ĕненнĕ, тет. Халĕ те пирĕн çав авалхи йăларан курмалăх çапла тăваççĕ. Хурамал. Çумăр хулли; ăна ачасем хуçса килсе, çумăр çутăр тесе, шыва пăрахаççĕ.

çăл

(сы̆л, с’ŏл), дергать, теребить. Альш. Улăм çăлнă чуне пĕчĕкĕ ача сасси илтнĕ, тет. N. Унтан вара пĕр урапа (телега) çиие курăк çăлса хучĕç те, çумккана йăтса вырттарчĕçĕ. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ пĕр кĕлте те пулсан çăлса тавăрăнат. Альш. Упи вăрман çăлат (дергает), тет, N. † Анкарти хыçне йĕтĕн акрăм, кам пырĕ-ши ăна çăлмашкăн. Календ. 1904. Çăра шăтсан, шитрен пĕрре анчах хăварас пулать, ыттисене çăла-çăла пăрахмалла. ЧС. Мана атте çӳçрен çăлса илчĕ. || Щипать. НТЧ. Çапла, пурне те чипер силлентерсе пĕтерсессĕн, хурĕ-кăвакалĕ(сене) тĕкĕсене хĕрарăмĕсем çăлаççĕ. || Подоть. || Захватывать. Пазух. Кантăр çинчи пусана та пĕрчĕн-пĕрчĕн татрăмăр; çакă ялăн хĕрсене те çăла-çăла илтĕмĕр. Б. Олг. Сăкмана çăлса тӳмелесе çӳрет. КС. Çуçĕнчен çăлса тытрăм. || Бить, дуть. Нюш-к. Пĕрре çăлмалла-ха ăна.

çăлкала

учащ. ф. от гл. çăл. Букв. 1908. Вăл темĕн чухлĕ тура-шăл çăлкаласа пĕтернĕ (она).

çăл

(с’ŏл), косить. Тюрл. N. Çăлнă çарансем çинче капансем лараççĕ. N. Петрав кунĕ иртсен, утă çăлма каяççĕ. Ерк. З1. Ыйтасшăн патшаран çаранлă утравсем: вырăс улпучĕсем туртса илнине, тата мăнастирсем çăлса пурăннине. См. çул.

çăл

(с’ŏл, сы̆л), выручать, выкупать; спасать. Хорачка. Çĕмренĕ хӳхĕм-тĕк той поç çĕмренне çăлат. N. Саклата пăрахнă япалана çăлса илеççĕ. В. Олг. Ну, пичи, каяс полĕ саншăн (в солдаты), çăлас поле сана. N. Вăл чăрш (ель) ĕмĕр-ĕмĕр лартăр çав вырăнта мана çăлнăшăн. N. Ман шăллăм, тӳрех çав ача патне çăлма кĕчĕ-кайрĕ.

çăл

(с’ŏл, сы̆л), ключ, родник. N. Çăл тухать, пробивается родник (в реке). ГТТ. Çăл тухнă. Ib. Çăл типнĕ. Актай. Çăл пур тăвайккинче икĕ кăвакал ларат. (Хĕр чĕччи). Сятра: с’ŏлдан шу э̆снэ̆ чона валдан коры̆к чэ̆бэ̆тсэ татса п̚ы̆раҕаччы̆, шу озалы̆ сын ы̆шна кэ̆рэсрэн. ЧС. Вăл çăл пит хаяр, çавăнпа вăл упăшку суха тунă чух çавăнтан шыв ĕçнĕ те, тата шĕлепе (шĕлепкепе?) ана çине юлташсам валли ăсса кайнă, çăл ăна тытнă, халĕ ĕнтĕ ăна çăл чӳклемесен ямаст, чӳклемесен упăшку та вилĕ, тенĕ. Ал. цв. 9. Шыв çăлран тӳрех кĕленче чашăк çине юхса кĕрет. Бес. чув. З. Вăл çырма çула çăл пек кăна юхса выртнă, çуркунне темĕн тĕрлĕ хытă, çырма хĕррисене ише-ише юхса пынă. || Колодец. Изванк. Çăлĕ çине пăхсан, çара çăмарта анчах куратăн, пит йĕрĕнчĕклĕ. Çав çăмартасене, е ĕслĕк ерсен, е кĕсен-çăпан тухсан: çав çăл тытрĕ пулĕ, тесе, кайса яраççĕ. Ib. Чăх ашне пĕçерме çав çăлтан (т. е. Яшутка çăлĕнчен) шыв ăснă чухне: эпир шыв ăснăшăн ан çилен, тесе, пĕр çăмарта ячĕ. (Поминки). Ачач 2З. Анне, кала-ха: эпĕ ăçтан çурăлнă? тесе ыйтсан, амăшĕ çапла тыттарнă ăна.— Сана çăлран туртса кăларнă, тет. Орау. Мĕн пур çăла вĕлерекен амаль ярса тултарнă, тит. Она отравила все колодцы.

çăл ани

отверстие колодца. Урмаево. Çăл ани çинче (на дупле или срубе колодца) курка ларать, тет. Капк. Çăл анине çитес чухне ман çын хăраса, йăпăр-япăр хăй витрине ярать çăлалла.

çăл вулашки

колода у колодца. КС. Коракыш. Çула ырханланать, хĕлле мăнтăрланать. (Çăл вулашки).

çăл-куç

(к̚ус’), родник; источник (хотя бы он был и на дне реки). Пшкрт: сы̆лос’, родник. Ала 107°. Тохас çăл-куç çол тăваткалĕнче те тохать, тиççĕ. (Послов.). Магн. М. 196. Çăл-куçĕнчен топрăм (так говорят о родившемся ребенке). Кильд. Вăл çăл-куçĕ вĕрет утă купи пушшех (= пысăкăшех).

çăл кăлар

копать колодец. К.-Кушки. Çăл-пуçĕ, колодец. || Назв. селения, Салагаево. Янш.-Норв. Çăл-пуç.

çăл-çырми

ручей. Толст. Çăл куçсенчен юхса выртакан çăлсенчен, шурсенчен шыв пысăкрах çăл-çырмисене юхса тухать. || Назв. речки в б. Убеевск. вол. Буинск. у.

çăл такани

колода у колодца. Собр. Çăл такани кăпăклансан, çумăр çăват, теççĕ.

çăл шывĕ

родниковая вода. Юрк. Лешсем, ăна-кăна шухăшламанскерсем, кăна улталаса: ĕçмешкен çăл шывĕ йăтса килетпĕр, теççĕ.

çăл

(с’ŏл), борть. Начерт. 157. Орау. Çăл, улей на дереве; борть (удей в дупле дерева).

çăлла йоман

(с’ŏллŏ), дуб с бортью. КС. Çăллă юман — вĕлле çакнă юман (дуб, на который повешен улей). Питушк. Катаран курать мăнттай юман, çав, пожалуй, çăллă юман мар-и? тет. Ай, ку çăл уçма лайăх! Тавай, тет, çăл уçар кона (сделаем в нем борть), тет.

çăлăх

повалиться. Якейк. Ман поса (посконь) пĕтĕмпех çăлăхса ларнă (повалилась от долгого стояния). См. çăл, çăлкăш.

çĕнĕ çул

çĕнĕ çол, новый год. N. Çĕнĕ çулсем иртсен, эпĕ те çанталла пыратăп. ФТТ. Çĕнĕ çул каç тăвар çисе выртас пулать. Вара тĕлĕкре арăм пулас хĕр пĕр курка шу исе пырса ĕçтерет. Ib. Çĕрле çĕнĕ çул каç чĕпсем картине кайса чĕпĕсене тытмалла. Хĕр атана тытсан, упăшки салтак пулать, атан мар пулсан, салтак пулмасть. Ib. Çĕнĕ çул каç анкартине кайса алăпа тытмасăр пĕр çăвар тулли çапнă ыраш улăмĕ хыпас пулать. Унтан улăмне çăвартан кăлармасăр хыпнипех киле исе пырас пулать. Унта илсе пынă улăм пучаххинче минче пĕрчĕк тыррине шутлас пулать. Миçе пĕрчĕк тырă, хыпакан çын çавăн чухлĕ пурăнать. Ib. Çĕн çул каç кашта çинче ларакан чăхăсене тытаççĕ те, вĕсене тырă, кĕл, кăмрăк, шу, хăмла параççĕ. Çав панă япаласенчен чăхă хăшне сăхать, çынтан упăшка пуласси, е арăм пуласси хĕр те çавнашкал пулать: тырă сăхсан, пуян пулать, кĕл — начар, шу — эреке ĕçекен, хăмла — кутăн. Ib. Çĕн çул каçне çĕрле пуян патне пырса чӳрече патне тăрса пӳртре укçа шутланă сасса итлес пулать. Укçа чăнкăртатнă сасă илтсен, итлекенĕ каялла каймасть, пуярах парать. Ib. Çĕн çул каç пĕчченех тула тухса итлесе тăрас пулать. Пуртă сасси илтĕнсен, çав çын тепĕр çулччен вилет. Ib. Çĕн çул каç çĕрле пĕчченех ампар кĕтессине кайса тăрас пулать. Ампарта кăштăрт! тенĕ сасă илтĕнсен, итлекен çын пуять. кăтăрт! тенĕ çасă илтĕнсен — начарланать. Ib. Çĕн çул каç куç пăхмалли илес пулать, алла çурта тытас пулать, унтан виçĕ хут сăхсăхас пулать, вара санăн вилнĕ тăванусем курăнаççĕ. Ib. Çĕн çул каçне чашкăшне шу ямалла, хĕрне кашни ху пĕлекен, ху юратакан хĕр ячĕпе пĕрер хут татăкĕ çыпăçтармалла; унтан шушне (= шыв ăшне) пĕр çавăрнакан япала яраççĕ. Япала хăш тĕлле чарăнать, çавăраканне, çав тĕлте мĕн ячĕ çырнă, çавă юратать, е качча ăна илмелле пулать. Ib. Çĕн çул каç çĕрле таса юр çине выртаççĕ: тепĕр ирхине пырса пăхаççĕ. Выртнă вырăнта йăтă тĕкĕ пулсан, выртакан çын тепĕр çĕн çулччен вилет. Ib. Хĕрсем çĕн çул каçне тимĕр татăкĕпе: çăла питĕретĕп, тесе, çăл тара (= тавра) çавăрăнмалла. Упăшки пуласси вĕсене тĕлĕкре çăл уçтарма пырать. Ib. Çĕн çул каçне сурăхсем картине кайса пĕр сурăх мăйне курăспала çыхмалла. Ирхине ăна кайса пăхмалла. Сурăхĕ шух, е начар, е выйлă, е ватă, е çамрăк пулсан, упăшка е арăм пуласси те çав сурăх пекех пулать. Ib. Çĕн çул каçне, çурçĕр тĕлĕнче, сăн пăхмаллипе çутнă çурта илес пулать. Çири хĕреçе хывса пăрахас пулать. Çуртана сăн пăхмалли умĕнче тытас пулать, унтан: эй, мана упăшкам пуласси, тух! тесе, чĕнес пулать. Чĕнсен, упăшка пуласси мал пуçĕ, унтан мăйĕ, ал, кăкăрĕ курăнать. Пилĕк таран курăнсан, çуртана сӳнтерес пулать. Çӳнтермесен лешĕ: эсĕ мана ма чĕнен, тесе, хĕре çĕçĕпе чикет. Ib. Кирек мĕлле ремеслăна вĕренес тесен, çĕн çул каç çурçĕр тĕлĕнче вилнĕ çын турпасĕ çине кайса ремеслăна вĕренмехленсе ларас пулать, каялла çавăрăнса пăхма юрамасть. Кайра шуйтансем, ашшĕ-амăшĕ тăванĕ, йăмăкĕ пулса, пире хĕрхенсе каялла çавăрăнса пăх: пире вăр-хурахсем вĕлереççĕ, пулăш пушалăстă пире, тесе, йăлăнаççĕ. Каялла çавăрăнса пăхсан, шуйтансем ăна çавăнтах вĕлереççĕ. Çавăрăнса пăхмасан, ăна турă ангĕлĕ курăнса вĕренес тенĕ ремеслăна пит аван вĕрентет; унтан киле ярать. Çавнашкал çын пек вара лайăх хăй ремеслине пĕлекен никам та çук. Ib. Çĕн çул каç çур пус укçа тупма пулать. Вăл çур пуса тыр ăшне хурсан, тырă нихçан та пĕтмест, укçа хутаççине хурсан, укçа нихçан та пĕтмест. Вăл çур пуса тупас тесен, çĕн çул каç евангелие исе, хунар çутса, уя çул юпне кайса ларас пулать, евангелие вулас пулать, каялла çавăрăнса пăхас пулмасть. Кайра шуйтансем тем пек кăшкăраççĕ, çуяççĕ, йăлăнаççĕ, хăратаççĕ, тет. Анчах каялла çавăрăнса пăхас пулмасть, пĕрмай евангелие вулас пулать. Атан атсан, шуйтансем тарса пĕтеççĕ, вара евангелие вулакан патне пĕлĕт çинчен ангĕл анать те, калать: мĕн кирлĕ сана, мĕскĕн? тет, çыннăн калас пулать: эпĕ питĕ начар пурăнатăп, эпĕ турра, вăл мана пулăштăрччĕ тесе, йăлăнатăп, тес пулать. Çавăн чухне вара ангĕл çынна çур пус укçа парать, тет. Ст. Чек. Çĕн çул кун малтан килнĕ çынна минтер çине лартмасан, чăхă пусмас. N. Çĕн çулсам иртиччен тăрас пулатьчĕ сирĕн. Изамб. Т. Çĕн çул çĕрĕ (канун) арçын-ачасемпе хĕр-ачасем çĕрĕпе чупса çӳреççĕ. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кун чи малтан килекен çынна минтер çине лартмасан, чăхă лармаст, тет. Ib. Çĕнĕ çул кун килнĕ çын ăнмасан, выльăх пымаст, тет. Юрк. Çĕнĕ çул кунĕ, на (в) новый год. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çул каçхине, накануне нового года.

тарасаллă

с оцепом. Шурăм-п. Кил-хушшинче çăл пур, вăл та пуян çынсен пек: тарасаллă. || С колодцем.

тарăн

, сл. неизв. зн. С. Айб. † Тарăн-тарăн çăл куçĕ тарăн çырма пуçĕнче.

тепĕр

(тэбэ̆р), другой (второй), второй из двух; alter. Срв. урăх, другой, иной, alius. Б. Яныши. Çак пулă çисе ларнă çĕре тепĕр кашкăр чупса пычĕ, тет. N. Хай юмăçи тепĕр сĕтелпе тĕпел кукăрне ларнă. Йомзя села в угол за другой стол. Орау. Паян сучĕ пулмарĕ, тит, тепĕр сута хăварчĕç (отложили до другого заседания суда), тит. N. Тепĕр конче, на другой день. || Еще один, и еще один, praeterea unus. Орау. Кунсăр пуçне тепĕр каç анчах çыврап. Кроме этой ночи я переночую (здесь) еще только одну ночь. Яргуньк. Вара арăмĕ, Йăван çывăрсан, çак груша тата икĕ валяй дубинушкăпа тепĕр тутăр илчĕ те, хăйпе пĕрле варлă пурăннă ĕмпӳ ывйлĕ патне тарчĕ. Синерь. Пĕр шăшипе тепĕр сала-каяк икĕ пĕрчĕк сĕлĕ тупнă, тет. (Одна) мышь и (еще один) воробей нашли зернышко овса. Изванк. Тата лере чăх пусса çиме пĕр пĕчикрех хуран, тепĕр пуçламан пичке лартрĕç. N. Пĕр кĕпе, тепĕр йĕм, тепĕр носки, тата пилĕк листă хут. Шибач. Онта пычĕ тепĕр çӳçĕ. Туда еще пришел один портной (сначала приходил плотник). N. Вон тенкĕ панă полсан (она ему), тепĕр пилĕк тенкине (другую пятишницу) калах ыйтап (с него возьму назад?). N. Тата тепĕр часси (кроме того, часы) парса ятăм. Йӳç. такăнт. 15. Усал, яхăна та ямасть, ваттисемпе ятлаçас тесен! Çитĕнĕ акă тепĕр Вирĕс Лăриванĕ, каттăршнай... N. Тепĕр май çавăр. Коракыш. Пемесен (если не застрелишь меня), эпĕ сана пĕр çурăма, тепĕр курка сĕтĕме парăп, тесе каларĕ, тет (медведь). Альш. Ес-кӳллĕн тăрăшшĕ сахалтан пĕр çухрăм пур-тăр, урлăшĕ тата тепĕр çур çухрăма яхăн пуртăр. С. Айб. Тата тепĕр çĕр пар-ха. Еще сто рублей дай-ка (точнее: еще одну сотню). N. Унăн пĕр аллине касса татнă, тепĕр çур çăкăр парса хăварнă (брат). Эпир çур. çĕршыв 19. Киремет тĕми айĕнче çăл куçĕ, тата пĕчикçĕ кӳлĕ пур. Инçе мар тепĕр кӳлĕ лакăмĕ пур. НАК. Унпала пĕрле мăн-кĕрӳ арăмĕпе ларать кĕçĕн кĕрӳ, тата тепĕр шăппăрăç ларать. || Иной. N. Рикшиусем хăш чухне талăкра хĕрĕхшер-аллăшар çухрăм чунаççĕ, чупасса тепĕр лашаран та хытăрах чупаççĕ (шибче другой лошади, т. е. быстрее иной лошади). Ачач 100. Куракансем те пулнă. Пĕччен кăна çӳремест, тет. Тепĕр юлташĕпе, тет. Кан. Тепĕр сăмахпа каласан (иначе говоря): çемьере тăватă ятак пулсан, вăл киле пĕр кил вырăнне памалла. ТХКА 8. Тепĕр çĕрте чăвашсем çĕр çынтан сакăрвун çын траххомпа чирлени пулнă. N. Тепĕр пуян патне кайсан та, кун пеккине тупас çук. || Еще. Ст. Яха-к. Маçилке карчăк вара: тепĕр ик-виç кунтан (еще дня через три) килĕп, тесе янă (сказала пришедшей к ней женщине). N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два. N. Тепĕр икĕ эрнерен (недели через две) пыма хушрĕ. Шарбаш. Тепĕр пăластăк (= пĕр ластăк, немножко) тăрсассăн, постояв (побыв) еще немного. Шугур. Ц. Килте тепĕр çула яхăн (еще с год) пурăнсан, аннепе пĕр арман хуçи патне пурăнма карăм. N. Тепĕр кон чол порăнсассăн, прожив еще столько же. N. Тата тепĕр олтă çохрăм. Еще шесть верст. Кан. Унта чăваш тăватă кил. Тепĕр икĕ чăваш килĕ вăрмана, кăк çĕрĕ çине лараççĕ (еще два двора чуваш селятся в лесу, на росчисти, на чищобе). N. Атте çук, анне 55 çулта, тепĕр аппа куçсăр, эпĕ 15 çулта. || При перечислении может значить: первый, второй, третий и т. д. || В другой раз. Сред. Юм. Тепĕр килсен (в Курм. тепре килсен), при втором приходе. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ (алĕç) тытса ларать. Когда он пришел во второй раз, колдунья опять сидела за рукодельем. || При обозначениях времени иногда указывает на повторенне, наступление в будущем той самой поры или того момента когда говорящий произносит свои слова. КАЯ. Тепĕр çак кунччен (до сегодняшнего дня следующего года) мана тьыха парсан, каçарăп. (Слова киремети). N. Тепĕр çак вăхăтчен. Собр. Тепĕр çав вăхăтчен. || При обозначении приблизительного счета соответствует русскому еще приблизительно. N. Тепĕр иккĕ-виççĕ, еще два или три. N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два (т. е. приблиз. через 2 мес.). N. Тепĕр пилĕк уйăхран тата (татах) килĕп. Месяцев через пять я опять (еще опять) приеду. N. Прик кон шăнтса, тепĕр эрне пылчăк. || Следующий. КАЯ. Тепĕр кунче (= кунĕнче) аттесем кунĕпех ĕççĕрç (= ĕçрĕç). На другой день (postridie)... Изванк. Тепĕр кунчех, на другой же день. Б. Яныши. Тепĕр эрнере тунтикун пирĕн пата Сăранкассисем мана йĕп кăларма илме пурчĕ. N. Тепĕр кунĕн ирхине, чух шурăм-пуç (= çурăм-пуç) килнĕ чух, ирех çитрĕç Мускава. См еще прим. Оп. исслед. чув. синт. II, 66 (внизу).

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

Тикĕтлĕ

çăл, назв. родника. Алешк.

ту аякки

подножье горы, склон горы. Толст. Ту аяккипе вĕри çăл куçĕсем юхса выртаççĕ. С.-Устье. Ту аяккинче çырла татса çӳреççĕ.

тулăх

разлив. Шурăм-п. Çуркунне Атăл тулăх пулсан, тыр-пул, утă лайăх пулать, теççĕ. N. Шыв тулăх çĕре куçса кайрăмăр. Ёрдово. Шыв тулăх чух çынсем те шыва кайса чылай вилеççĕ. N. Шыв толăхĕ (х’) полмасть поль кăçал. Нынче большой воды не будет. N. Çуркунне шыв тулăх пулсан, тырă аван пулать. Кĕвĕсем. Атăлĕсем тулăх, шывсем сулхăн, ишес пулсан, епле ишĕп-ши? || В достатке, достаточно. Слеп. Тырă-полăран, кирек мĕнтен те толах (в достатке) порнать вăл. N. Ырă курса тулăх пурăнма ĕмĕтленет. N. Тулăх пурăнса савăнмалла пултăр. N. ЧС. Ачисем (его), пурте пурăнса, тулăх пурăнмалла пулччăр. Чхĕйп. Акă эпĕр сана апат-çимĕç паратпăр, ăвăнта пултăр, ĕçсе çи, тулăх пурăн, тенĕ (покойнику). N. Тулăх тăраканскер N. Пирĕн çăкăр тулăх, хуть те çăкăрпех çи, ним те чару çук. || Полный. N. Пит тулăх çăл-куçĕ. || Сам. 51. Ырлăх, канлĕх курасса çултан çула вăл кĕтет, тулăх пурнăç тупасса текех шанать, ĕненет.

Тулт

, толт, носить, таскать. Ала 55. Эпĕр вĕсене (вещи) лав çине тултăпăр (будем носить на телегу). Ау ЗЗ. Ылтăнпа кĕмĕл тултакансем. N. Навос лайăххи толтрăм (натаскал на гряды). Юрк. Çав çăл шывне куллен ĕçмешкĕн витресемпе тултнă. Ib. Хăй картишĕнче пус çук; шыв кирлĕ пулсан, куллен çын пуссинчен, кӳршĕрен, тултаççĕ. N. Вăл япала тултат (приносит), тет, укçа килчĕ укçа, мĕн килчĕ ăна тултат, тет. N. Аптекăран пульнитсăна эпĕ амаль нумай тултнă. СПВВ. Хура вăрманта хура тилĕ çăварĕпе йăва тултат-çке. Вăл укçăна памасан, шăши тулттăр укçăна. Н. Лебеж. Тумтир тулта-тулта тул çутăлчĕ.

турт

, торт, (турт, торт), тянуть, притягивать. Сунт. Ермолайĕв алăка хăлăпĕнчен туртарах çĕклерĕ те, алкум алăкĕ часах уçăлса карĕ. Панклеи. Вăрă-хорахсем çавăрнса пырса алăка тортса пăхаççĕ — алăк уçăлмасть. Якейк. Вĕрен, килкепе явса пĕтерсен, она, якалтăр тесе, пăтаран çаклатса, пĕре пĕр вĕçĕнчен, тепре тепĕр вĕçĕнчен тортаççĕ. N. Хапхана турт-турт — уçăлмасть. || Тянуть (о трубе). N. Кăмака темĕшĕн туртмас. Орау. Темĕскер туртми пулчĕ (не тянет в трубу что-то; гов. о самоваре). || В перен. заач. N. Улпутсемпе савăт-хапрăк хуçисем хăйсем майлă туртаççĕ. N. Вăл ăçта туртнă, унталла каять. Кăмăлĕ туртнă хыççăн каймасть. ЧП. Эпĕ кунтан кайсассăн, шухăшăм атте килне туртат-çке. Пазух. Патшаях та çурчĕ — чул хула, чул хула та пулсан, чун туртмасть. Юрк. Ирĕксĕр тенĕ пек çыннăн кăмăлĕ ырра туртнă енне çаврăна пуçлат (где лучше, туда). НИП. Юн туртать (из-за убийства происходит вражда). || Тянуть к чему-либо. N. Хытă çĕрте çывăрма вĕреннĕ те, çавăнтах туртать. || Дергать. Ст. Чек. Лашана çиленсе тилхепе те туртман. М.-Чолл. Аллине тăсрĕ те, йĕвенне туртрĕ. Якейк. Кĕсле каланă чох вăл хĕлĕхсене аллисампа тортать (музыкант). Орау. Кантăрисене туртса салтмалла çыхаççĕ. Собр. Тĕкме витĕр йыт туртать. (Кĕнчеле арлани). Сред. Юм. Тортса салтмалла çыхăр. N. Атăсене аран сĕтĕретпĕр; туртса тухмас, пĕтĕм тăм анчах. Б. Яныши. Кăвакалĕ: тортас-çакас лакартакран, терĕ, тет. Тораево. Пурис пичин пурни куккăр. (Кантăра туртнă пăта). || Выдергивать, вытаскивать. Альш. Капан тăррине курак-чакаксем туртса пĕтерчĕç. N. Айĕнчен-çийĕнчен туртса, утмăл купа капанĕ тунă, тет. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ капан патне кайса çăварпа улăм пĕрчи туртаççĕ. || Одернуть. Якейк. Сан ӳт корнать, кĕпуне торт (одерни). Ib. Ача, кот хыç тортса яр-ха (одерни мне рубаху сзади). || Драть (за волосы). Тайба. Т. † Хĕр, савнине каяймасач, çӳçне туртса йĕрет улăхра. || Ударить, вытянуть. Кан. Чăпăрккапа çурăм урлă туртрăм. Сикрĕ те (лошадь), туртана амантрĕ. Исаково (Цив. р.). Ах, Ивана ашшĕ пушăпа туртрĕ. Норус. Пере (= пĕре) лашине туртса çапрĕ, тет, унтан лаши вĕçнĕ пек карĕ, тет. Альш. Ураран пĕр-иккĕ туртас (вытянуть кнутом). КС. Пушăпа çурăм тăрăх туртрĕ. || Дергать (о боли). В. Олг. Шăл тортать, болит зуб. (у КС — моментальная боль). N. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать, шăл туни шыçса каять. Б. Олг. Хол тăрăх тем чирĕ тортса кайрĕ, тет, витрех ыратса карĕ хола тăрăх. Ib. Чăрпоç кокрашкине шăнăр тортса лартрĕ. Якейк. Соранлă алла çыхса лартрăм та, питĕ хытă тортать (дергает). Альш. Хăлхана туртса ыраттарат (боль). Синьял. Пуç туртса кайсан: кам мана çиет ĕнтĕ, теççĕ. || Втягивать. О сохр. здор. Сăмсана чей курки çине пĕр чĕптĕм тăвар ярса ирĕлтернĕ ăшă шыв туртас пулать. Шурăм-п. Сăмса-юхи (сопливый) манкине шалалла туртнă. N. Мана йытă тени чăтмалла мар хур, тутупала каланине сăмсупала турт. || Перетянуть. БАБ. Тенĕр ирччен юрĕ туртса кайсан, тепĕр çул тырă начар пулат, текенсем те пур хушăран. || Обтягивать. N. Тимĕр торт (обтянуть); тол торт. || Затягивать. Шорк. Чӳлĕк тортса пар-ха. || Подвинуть. Сĕт-к. Стеле кĕт торт. Юрк. Çав сĕтелне лартаççĕ маларах туртса, ун йĕри-тавра çаврăна пуçлаççĕ. || Везти, тащить. ПВЧ 104. Мăн çул çинчи тусанне хура тур лаша туртас çук (не увезти). Кан. Лаша туртса çитерсен, пĕтĕмпех тиетпĕр. М. Етмени. Тортаканĕ ларса пыраканне йоратмаçть. Везущий не любит везомого. Никит. Пĕр сухине туртрĕç те, уя сухалама карĕç (девки). || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: турт, тесе сĕнеççĕ. Ib. Качча кайнă хĕр амăшĕсем патне сăрапа пырсан, пичкине пӳрте йăтса кӳртиччен, сăрине анинчен çĕр виттĕр ĕçеççĕ, ăна: çĕрпе туртас, тиççĕ. Ск. и пред. чув. 19. Шыва ланкартаттарса тутисемпе туртаççĕ. || Впитывать, втягивать. Якейк. Хот чернила тортса илет. Орау. Губкă шыва хăй ăшне туртса илет. Губка впитывает в себя воду. Ib. Тип хăмăш шыва хăй ăшне туртса(ĕмсе) илет; пирĕн енчи чăвашсем çавăнпа чӳрече çинчи шыва ĕмтерсе илме пĕрер ывăçăн-пĕрер ывăçăн çыхса ал-лапки тăршшĕ татаççĕ, вĕсене чӳрече çине лартаççĕ. Хора-к. Выртан каска шыв тортать. || Курить. Изамб. Т. Çынтан туртса вĕренсе каяççĕ ăна. N. Ачалла чĕлĕм туртмалла мар. Не нужно курить с детских лет. Орау. Чĕлĕмне туртса ярчĕ (закурил). N. Тортнăпа тортман пĕрех. || Нюхать табак. N. Сăмсана тортать (нюхать). N. Тапак тортат (нюхаю). || Манить. Альш. Çĕлĕкпе туртрĕ (манил). КС. Мана пĕр çын çĕлĕккипе туртса чĕнчĕ (манил). || Выносить, вытаскивать. Орау. Хĕрарăм килтен юта япала туртсан, пурнăç каялла (или: кутăн) каять, тит. || Натаскивать, подтаскивать. Ала 107. Шăши та хăйне валли шăтăкне мырă тортать, тиççĕ. Ib. 98. Часрах нӳхрепсем ту та, нӳхрепсемшне тырруна торт. Богдашк. † Туртасси пур пĕр кĕлет, туртăпăр та татăпăр. Ядр. † Алтăр тулли аш туртрăм, вăртах пычĕ, чӳлĕк туртрĕ. N. † Янавар укçи турпас мар, туртмассейрен çу юхмаçт. Б. Олг. Кайсассăн (на свадьбу), ачасам она хĕре ташлама тортаччĕ. Юрк. Ют çынсем ăна сиссе, манахсем пуçлăхне вăрттăн систернĕ: сирĕн монахсем çапла-çапла çăл шывĕ вырăнне витресемпе эрех туртаççĕ, тенĕ. || Весить. Г. А. Отрыв. Пĕр 12—13 кĕренкке йăвăрăшĕ туртнă пуль. || Пилить. Сятра. Ме тортмастăн (или: татмастăн)? Что не пилишь? Панклеи. Эпĕ çиттĕрм те, йоман тăрне хăпарса, пăр тората кăчăкăпа тортма тапраттăрм. || Грести. N. Тырă туртмалли кĕреçе (на мельнице), пĕтернĕ чухне унпа тырă туртаççĕ. Якейк. Орапа е çона çине утă е олăм тяса (= тиесе) лартсан, вăл тăкăнса ан пытăр тесе, çакăнса тăракан ута креплепе тортаççĕ, татаççĕ. || Черкать, подчеркнвать, зачеркивать, проводить линию, прочерчивать. N. Турта-турта хурасран хăрарăм. Я боялся, что он перечеркает. N. Çырнă сăмахсене айĕнчен турт (подчеркни). || Затягивать, запрягать. Карсун. Эп чупрăм та антăм килелле, и туртса та кӳлтĕм торă утма. Янтик. Хура турă утсене туртса кӳлме юрĕ-ши? Турта тулли тур лаша, туртса култĕм туртана. || Заволакивать. Якейк. Ир уярччĕ, халь пĕтĕмпех пĕлĕт тортса илч. Н. Уз. Çанталăк улăшăнчĕ, пĕлĕт туртрĕ. Собр. † Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. || Обшивать, вшивать, вплести, обтягивать. Янтик. Белая Гора. † Саратăв енчĕк тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Альш. † Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у енчĕк’а). Собр. Касански хĕрĕсен пурни пурçин турта-çке, ури пире тапа-çке. Лашм. Пĕчĕкçиççĕ çăмха — сар çип çăмхи, ан çухатăр — пиçиххи туртăпăр. К.-Кушки. Туртнă пиçиххи (на пальцах плести шнурки; так делают „йĕм кантри“). || Облепить. Чхĕйп. Тата çăпата кантринчен кăшт пĕчĕкрех пĕр вунă хăлач çип пĕтĕрнĕ те, уна ăвăспа туртса, çурта пек çунакан тунă (делали). || Спать крепко. Икково. Апат çисан, ну ыйха тортатпăр (нумай çăвăратпăр). || Затянуть песню. Ир. Сывл. 6. Ян-ян кĕвве паянах туртса ярар çĕнетсе. Ib. П. Туртрĕç-ячĕç çĕн юрра (затянулн новую песню). Ib. 26. Хăйĕн çемçе чĕлхипе туртса ярать юррине. || Волочить, подтаскивать. || Отводить. Тим. Чĕлхерен йăнăш тухсассăн, айăпа туртас ан пулăр.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тăварлă

соленый. N. Хăш чухне вăл 18 çулхи ача, пат пĕчченскер, аптăранипе тăварлă куççулĕ те юхтаркаланă. Шурăм-п. Пĕтерсен, амăшĕ çăл кутне тăварлă шыв сапма хушнă (для умилостивления божества колодца). Вомбу-к. Тăварлă хăяр.

тăр-пылчăк

совершенно грязный, прегрязный. Хурамал. Вот эпĕ çăл чаврăм, тĕкĕм-çӳçĕм те тăр-пылчăк, хыпаланнипе çăвăнаймасăрах килтĕм.

тăрна куçĕ

букв.— глаз журавля. Употребляется в сравнениях с частицей пек: тăрна куç пек — означает прозрачность воды, „как журавлиные глаза“. Собр. † Пурçăн тутăра çумашкăн тăрна куç пек шыв кирлĕ. N. Вăрманăн тепĕр хĕрринче тăрна куçĕ пек тăрă шыв шăнкăр-шăнкăр туса выртать. Сборн. по мед. Лайăх çăл шывĕ тап-таса, тăп-тăрă, тăрна куçĕ пек пулать. СТИК. Çавăнти çăлти шыв тăп-тăрă, тăрна куç пек.

хаярла

хаять, ругать, питать злобу. Сред. Юм. Çын ачине хаярласа çӳрет ĕнтĕ кô, хăйĕнне такам хаярламалла конне. N. Пĕлсе çитмесĕр ан хурла, малтан пĕлсе çит, унтан хаярла. Шорк. Çăл шывне хаярласа ĕçсен, сивле тытат, теççĕ. (Поверье). Никит. Лайăх, лайăх... хаярламалла мар, ыраш пилĕк тарана яхăн пур.

хыçалта

употребляется с другими пояснительными словами: N. Çанта хыçалта çăл пор. Якейк. Çанти хыçалти пӳрте кайса шаккарăр-и? (напр., находящуюся в переулке).

Хура Çăл

назв. урочища (в б. М.-Яушевск. вол., Ядринск. у. и в поле дер. Ново-Тойдеряково б. Тетюшск. у.). || Назв. долины около дер. Илебар Козловск. р. || Назв. товарищества. Кан. Кунтах „Хура çăл“ ятлă хăмла йулташлăхĕ пур.

куритă

то же, что курите. Ядр. Пирĕн урамра икĕ çăл: пĕри тарасаллă, тепĕри тӳрех куритăçне (= курите çине) юхса тухать.

кут

кот (кут, кот), nates; зад, круп (лошади); cunnus. N. Кĕркуннеччен кунтах пурăнатăп-халĕ, хăнк та тумастăп (и усом не веду): кутра шăлавар пур. Якейк. Паян кот хыçма ерçмесĕр ĕçлерĕм (работал без единой минуты отдыха), вăл тата: ним те туман, тит, (а он говорит, что я ничего не делал). СТИК. Кутне куршанкă çыпçăннă, тесе выляса чупса çӳрекен ачана ĕç кутне (к делу) тăратсан калаççĕ: кутне куршанкă çыпăçрĕ ĕнтĕ, ĕнтĕ тек янкаса çӳреймĕ. Вăл, ĕмĕрлĕхе ача вăййине (детские забавы) хăварса, ĕçе тытăнни пулат. Сред. Юм. Халь хĕлле пôлнă та, пĕчик ачасĕн кочĕсем хĕсĕннĕ (им прижало хвосты-то!), пĕри те орама тохаймаççĕ. Шибач. Онта пычĕ пĕр пăлатньăк, кот хыçне портине чикнĕ (с топором за спиной). Якейк. Шойттанăн сехри хопса тохрĕ. Кота хорт кĕнĕ пек коскалат анчах. Ib. Вăл чĕлĕм тортать-и? — Тортма мар, котран кăларать! (очень много курит). || Основание. Ала 29. Пат-пат-парапан, парапан кучĕ çурăлчĕ. N. Хуран кучĕ. Дно котла. || Пень. Ой-к. † Йăвăç кассан, кут юлать. М. Васильев. О хорама кончен (= котĕнчен) те ыраттара пуçланă çынсене (киреметь). Абыз. † Тăхăр юман пĕр кутра, тураттисем пĕр майлă, çулçисем çил майлă, эпир хамăр çул майлă. Якейк. † Ик шмат-кĕпçи пĕр котран, татрăм çирĕм — тути çок. || Комель. Тайба. † Шыв хĕрринчи кĕпçене кутне кас та, шыва яр. Изамб. Т. Кантăр ĕлкĕрсен, ăна татаççĕ те, кутне касаççĕ. Яргуньк. Çынĕ каланă: кăçăл та тулă акăпăр, эсĕ кутне ил, эпĕ тăррине илетĕп, тенĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуник ана тул акрăмăр; кучĕ (хăмăлĕ) пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Ала 14°. Çавă йăвăç кутне виçĕ чалăш чавсассăн, унта выртать пĕр тимĕр. || Корень (числительное слово). КС. Çĕр кут палумми йывăççи лартрăмăр. || Употребляется в качестве послелога. Альш. Этемсем вут кутĕнчен (с пожара) тарнă. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха, çырма кутне (на речку) ансассăн, йĕпенессĕн туйăнать. N. Çырма кутĕнче (у речки) пĕр тĕлте, нумай пулмас, çерем пурччĕ. N. Çав кӳлĕ кутне (у озера) Сахрун ятлă чăваш йывăç пахчи тунă. Образцы. Кăвак-кăвак кăна кăвакарчăн, йăви кутне (к гнезду) пырсан, савăнать: Ib. Эпир кĕр кайас çук, çур килес çук, атте çумне кил-çурт хушас çук, кĕреки кутне (за его стол) ларса юрлас çук. Т. VI. 46. Шыв кутĕнче ытла сăмах-юмах пулмарĕ-и? Çырлах! Ст. Дув. † Сарă хĕр сана ăçтан курам, кил чӳрече кутнерех. ЩС. Çăл кутне ма пытăн? N. Пĕтĕм ăш çӳле çĕкленсе ухаççĕ те, вара апат кутĕнчен те апат çимесĕрех тухса каятăп. Кан. Пĕр сĕтел кутĕнчен тепĕр сĕтел кутне çӳрерĕм (в присутственном месте). Альш. Эпир хамăр пусă кутнерех пурăнатпăр. СТИК. Вут кутне (к огню) пыма хăрушă. Сред. Юм. Пос котне йолаччин çапах ĕçлеççĕ (кончают полевую работу после других). Ст. Чек. Витре пус кутĕнче ларат. Ib. Алăк питĕркĕччи кĕçналăк кутĕнче выртат. Г. А. Отрыв. † Савни каланă сăмаххи халь те чĕре кутĕнче.

кăлт

(кы̆лт), подр. быстрому расколу хрупкой вещи. Ст. Чек. Шорк. Тăм чашкă пĕтĕмпе хавшаса çитнĕ, тытсанах кăлт катăлса килет (обламывается). СТИК. Кленчене алмаспа кассан, кайран катса пыраççĕ те (обламывают), вăл: кăлт, кăлт! туса (с особым звуком) катăлса пырат. Ib. Çемçе сахăр кăлт катăлать. Ib. Чӳлмек кăлт çуралса карĕ (напр. от жары, — «от легкой причины»). || Подр. толчку, биению сердца и пр., моментальному движению. Ст. Чек. Чĕре кăлт-кăлт сикет (обыкновенное биение сердца, которое слышно, если приложить руку). Шорк. Тырă толтарнă каткана çĕрте аран кăлт-кăлт! сиктерет (подвигает толчками, не поднимая). Образцы 64. Пирĕн çамрăк чĕре кăлт та тумасть (= хуйхăрмасть, шутламасть), пуçа йывар шухăш ӳкмесен. Срв. Кăмак-к. Хăт те тем кала вăл çынна, хăлт (хы̆лт) та чĕнмест (и ухом не ведет; ему хоть бы что). Erigitur, subrigitur (mentula). Тип-Сир. Вырăсĕ (муж ее) ăна: тăлăп, тесе, качака тирне мăйракисене çӳлелле (subrectis cornubus): кăлт! тăратса, тăхăнтартса янă. Ск. и пред. Ib. Ăна курсан, чĕрисем хытă кăлт-кăлт сикеççĕ. ППТ. Пĕшкĕнеççĕ (нагибаются) те, пурте тутисене кăлт-кăлт сиктереççĕ (шепчут, шăппăн кăна калаçаççĕ). Ib. Карм. Шыв çинчен пĕр япала юхса пынă чух: кăлт! кăлт! сиксе пырать (слегка колышется). Буин. Кăлт-кăлт! сиксе пырать. (Прыгание саней по дороге). Изванк. Çăл кутне пырсан, виç чĕрессипе те шыв ăсса лартаççĕ те, вара çĕн çын пĕр чĕрессине кăлт (слегка) урипе тапса, шывне тăкса ярат. ТХКА 36. Вăл пурнакан пӳлĕмре электрицă çунать. Кăлт пăрать — ламппи йăлт! çутăлать. Альш. Шыв турттаракан тĕртсе пăхат та, чул кăлт та тумас (и не трогается). тет. || Подр. клохтанью курицы. Кăмак-к. Чăх: кăлт, кăлт, кăлт! туса çӳрет (посма ларасшăн, клохчет). || Немножко. ТХКА 88. Куçсем курмалăх анчах халата кăлт уçса пăхса лараççĕ (татарки). Алик. р. Кăлт пăртак пар-ха! Нюш-к. Мана эс кăçал тырă кăлт пар-ха! В. Олг. Пура пуранă чох пĕр плотникĕ каларĕ: пренине кăлт контарах тĕкĕр-ха (суньте)! терĕ. Шибач. Кăлт тортрăм та, татăлса кайрĕ. Сред. Юм. Пирĕн сорăхăн пĕр тĕлте кăлт шорă пор (есть небольшое белое пятно). Ib. Кăлт шорă сăн кĕнĕ. Немного (чуточку) побелело. Ib. Он пик кăлт-кăлт япала тыткалама пуçлаччинех пĕтсе тăрать те о.

кăнтар

(-дар), понуд. ф от гл. кăн; вытянуть, протянуть, натянуть; торчать. Сред. Юм. Мĕн пуçна кăнтарса тăран ôнта (вытягиваешь?), корман-и-мĕн эсĕ япала? Пазух. Манăн хура çӳçĕм кăтраччĕ, тура пĕлмесĕр те кăнтартăм. Хочаш., Качал. Ыйткалакан (нищий), панине илес тесе, аллине кăнтарать. И. Р. Роман. Аллуна ан кăнтар! теççĕ, пĕри çапма хăтлансан (= рукам воли не давай). Ib. Паракан аллине кăнтарать. Ib. Пуçтаракана, аллине кăнтарса пĕр татăк çăккăр парнĕ (= пачĕ). N. Ленин аллине кăнтарса тăрать (аллине тăсса кăнтарса тăрать, на памятнике). N. Пит вĕриччĕ, патнелле алла кăнтарсан (если вытянешь, протянешь руку), катаранах алла пĕçеретчĕ. Ефремова (Алик. р.) Парас çук-тăк, аллуна мĕн кăнтаран? Сред. Юм. Сăрана ăшă пӳртре лартнă та, кăнтарса янă (у него потерялся хороший вкус; у др. хытарса янă). Альш. Пуса тарасисем кăнтарса тăни курăнать вара (в таком случае) рамран. Шибач. Пир кăнтарса хотăм. ЧП. Варринчи çăл патне (вар. кутне) шур пир кăнтартăм. Чăв. йум. 1924, 55. Амаçури хĕрне пиррине кăнтарнă кумнă чухне йăнăш туса парать. СПВВ. Кăнтарса = кăмтарса. Тайба. † Татăк, татăк улача пĕр кăнтарса тĕртнĕ пек; çакă ялсен хĕрĕсем пĕр хурана кĕнĕ пек. N. Çӳлĕ çĕрте кăнтарса тăракан шĕчĕ (= шăчă) çил вĕрнине чăтаймасть. Альш. Пит çăмарти шăммисем тăраççĕ ик енче кăнтарса (у чуваш). Йуç. такăнт. 34. Аллине кăнтарсах тăрать. Хĕн-хур. 104. Итрен (имя мужч.) кăнтарнă пырать тукшана. Чакка (имя мужч.) чавкăнать çумри хушшалла. || Переносно — положить начало. Тюрл. Паян сохана кăнтарса хорас (надо начать пашню). N. Пӳрт никĕсне хускатнă (= кăнтарнă, т. е. стали делать; ака кăнтарнă (= акана тухнă). Г. А. Отрыв. † Шурă киçипрен (из бумажной пряжи) шурă пир эпĕ кăнтартăм, кăнтартăм та, куçран кăлартăм. Хочаш. Пирĕн çипе (пряжу) сӳре çине карнине кăнтарас теççĕ. || Убить, укокошить (заставить протянуть лытки). || Уговорить. Изамб. Т. Ача йĕне чухне ăна, кăнтарас тесе, япала (что-нибудь) параççĕ; вăл вара кăнат, йĕме чарăнат. Ск.и пред. 72. Атте-анне ухмах çав, мĕн каласа кăнтарас?

кăткă тĕмески

кăткă тĕми (т'ŏми), кăткă тĕмми, муравейник. Т. II. Загадки. Çеçен хир варринче çăл вĕрет. (Кăткă тĕми).

кĕлетке

(к'ӧ̆л'эт'к'э, ӧ̆ совсем мало заметно; кэ̆л'эткэ), тело. КС. N. Е тата, лĕп (тепловатую) шыв туса, пуçĕсене те, кĕлеткисене те çăва-çăва янă вăл. || Туловище. Панклеи. Кĕлеткине (её) алăк солли çомне тăраттĕрç. (Сказка). ЧП. Кӳмме çинче кĕлетки, ларкăч çинче купарчи. Н. Карм. Юлхав çынна калаççĕ: кĕлеткипе кăна усăнса çӳрет! теççĕ. Чураль-к. Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак). || Внешний вид, внешность. Панклеи. † Чипер кĕлетке (туловище) томтир тиркет; пирн чипер мар, тиркемест— йорать пире хора постав. N. Калама та çук çакă хĕрсене, пит чипер сăнĕсем те, кĕлетки-çурăм(ĕ)сем те пит илемлĕ пулнă, тет. Шибач. † Вăрманта вăрăм йăвăçне шулчинченех палатпăр; хамăрпа варлă хĕрсене кĕлеткинчен палатпăр. Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стройный высокий). Орау. Лашин кĕлетки пур та (корпусом ничего, но...), хăй питĕ хавшак (çемçе). N. † Çит хĕврилĕ хĕр куртăм; çит хĕврийĕ çитмĕл сум, алли-ури утмăл сум, хĕр кĕлетки хĕрĕх сум. СТИК. Кĕлеткине курас килмест. Мне и смотреть на него противно. Ib. Сĕтел кĕлетки тукаласа хунă. Сделал нечто похожее на стол. Сĕт-к. † Çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Кан. Çĕр çăтман кĕлеткӳне! (Бранит лошадь, которая испугалась пеньков). М. Тув. Кĕлетки-çурăм çурта пек. || Вид, фигура, изображение, статуя, отпечаток, идол. Изамб. Т. Эй, кĕлетке (идол), çавна та пĕлместĕн! Истор. Вăрманта кĕлеткесем патĕнче вĕсем пĕр сӳнтермесĕр вут çунтарса тăнă. N. Этем ăсталаса кĕлеткене кӳнĕ (обделанный в виде...) чул. ДФФ. Амăшĕ, чирлĕ ачине вилĕмрен хăтарасшĕн, юмăçсем вĕрентнĕ тăрăх, чирлĕ ачи вырăнне чустаран ача кĕлетки туса, ăна вилнĕ çынна тумлантарнă пек тумлантарса, шăтăка кайса пытаратьчĕ. Орау. Леш енче, шыв çине йăвăç кĕлетки (тени, фигуры) ӳкнĕ таран, кимĕпе çӳрени курăнмаçть. Альш. † Шурти шурă тунката — чисти этем кĕлетки. Т. VI. Кĕшерни каç салтака каяс ачасем шыв çине тăхлан шăратса яраççĕ те, пăшал (ружье) кĕлетки пек пулсассăн, салтака каяс пулат, теççĕ. Бгтр. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç. Юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке (отпечаток) туса хăваратьчĕç; тепĕр кунне, ирех кайса, пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă, е кĕрĕк (= кирек) мĕн таптанă, вараланă пулсан, çав вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. (Вечером, в день рождества). Якейк. Кам та полин пăсăлсан, ора йохма ерсе кайсан, çăпан тохсан, тата ытти чирсем çынна тапăнсан, чостаран çын клеткисам, е поканя туса, чостаранах лашасам туса, вăлсене кӳлсе, пиçнĕ хăмлапа салатпа, тăварпа, салакайăк çăмартипа çăл котсене, вар вĕçсене кайса: çак тĕлтрен иртсе кайнă чох çакăнти шу, çакăнти киремет тытрĕ полĕ, тесе, прахаççĕ. Зап. ВНО. Алсăр, урасăр, кĕлеткесем ӳкерет. (Сивĕ). N. Эп те кĕлеткене (портрет, фотографию) ӳкерттерсе ярăп. Ск. и пред. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа, N. Ун çинчен (об этом) кунта алă кĕлетки (рисунок руки) те укерсе кăтартнă. || Привидение. Изванк. Çул çинче вилнĕ çынсем кĕлеткен он курăнччăр, тесе, хăшĕ пуçĕсене тутăрсемпе чăркарĕç. (Поминки). Срв. мĕлкĕ. || Портрет, фотографический снимок. N. Манăн çӳл енчи (верховых) чăвашсенĕн кĕлеткине (фотографию) илес килет. Юрк. Унтан тата кĕлеткесем (портрет, картины) тума тытăнсан, вĕсене те темĕн тĕрлĕ (замечательно) çырат, пит аван художник.

кĕпе килли

то же, что кĕпе вулашки. Ст. Айб., Собр. Хĕлле мăнтăрланат, çулла ырханланат. (Кĕпе килли). Сред. Юм. Кĕпе килли тесе, çăл кôтне кĕпе çума лартакан килле калаççĕ.

кĕпе кисеппи

кĕпе кисĕп (-зэ̆п), пест для стирки. Изамб. Т. Кĕпене кĕпе кисеппипе (пестом) кивеççĕ. Сред. Юм. Çăл конче (= котĕнче) кĕпене килĕ çинче кивекен кисĕпе кĕпе кисĕп теççĕ.

кĕрле

(к'ӧ̆рл'э, кэ̆рл'э), шуметь. Сред. Юм. Пăрахут иртсе кайнă чôхне, хăй кôрăнмасан та, кĕрлени илтĕнет. N. Вут шыв айĕнчен каллах кĕрлесе çунса карĕ, тет. КС. Çурт (строение) çуннă чухне кĕрлесе, шатăртатса çунать. Альш. Хыпать (огонь) хайхи урамăн леш енне те. Каять кĕрлесе вăл енĕ те. КС. Шыв кĕрлесе юхать («водопад, сильный эвук»). Хĕн-хур. 203. Шур Чĕмпĕр хули кĕрлет хăй майпе... кунта тĕрлĕ шав... кĕрлет чан сасси. ДФФ. Унта сăрт айккинчен пĕр вăйлă çăл кĕрлесе юхса тухать; шывĕ сивĕ. Капк. Тулта çанталăк кĕрлет, ай тур-тур! N. Çил кĕрлесе вĕрет (самый сильный, с ревом). N. Кĕлте кӳртнĕ чух ялта урапа кĕрленĕ сас анчах илтĕнет. Чув. пр. о пог. 90. Сăмавар кĕрлесен, çăмăр пулат. Если самовар шумит, будет дождь. Шорк. Вăйлă çил тохнă та, вăрман кĕрлесе анчах ларать. N. Тупă сасси пĕр чарăнмасар кĕрлесе тăрать. Орау. Паян ир çăмăр хыт чашлаттарчĕ-çке! çурт тăррисем (железные крыши) аслати пек кĕрлерĕç. 93 çул, 11. Хаяррăн кĕрлекен тинĕс тĕлĕнче çамăр пĕлĕчĕсем хуп-хура ушкăнăн çакăнса тăнă. N. † Кĕтӳ килет кĕрлесе, хура ĕне килет мĕкĕрсе. (Хĕр йĕрри). Истор. Хай хрантсуссем, кĕрлесе, Мускава кĕрсе тулнă. КАХ. Пире килĕшпе чипер кĕрлесе (хорошо, весело) пурăнма пар, çырлах! (Хĕрт-сурт пăтти). Карамыш. Айроплан (или: яроплан) кĕрлет. Аэроплан шумит. N. Туй ачисем кĕрлесе те çитрĕç (подошли с шумом).

кĕçĕн çын

молодушка. Абыз. Бгтр. Çăл кутне пĕр кĕçĕн çын витресемпе шыв патне анчĕ, тет. N. Иван импичи! алла кастартăм, тимĕр чĕлхи сур-ха часрах! тет кĕçĕн çын.

чашла

шуметь. КВИ. Хура вăрман тĕк тăрать. Тăрсан-тăрсан, чашласа çил вĕрнипе вăранать. || Кан. Иртен пуçласа Каçчен пăчăкăсем чашлаççĕ. || Журчать (о ключах, источниках). Ст. Чек. Шывĕ чашласа, шавласа тухнăран. Н. Тим. Çеçен хир варринче çăл чашлат. (Кăткă тĕми). || СТИК. Сăмавар чашласа ларат (кипит, но не сильно). КС. Сăмавар чашласа (шиласа, кĕрлесе) вĕрет. (При кипении самовара могут быть и другие звуки). Ib. Парахут пăсне кăларнă чухне чашлать (пароходная машина. В Сред. Юм. Чашлатать). Хурамал. Шеп вĕрекен шыва калаççĕ: чашласа вĕрет, теççĕ. Про сильно кипящую воду говорят: она кипит ключом. || Шипеть (о змее). N. Чашлать (çĕлен). КВИ. Вилĕм яшки вĕрет-çке çĕлен пекех чашласа.

чашлама

кипучий, шумный. N. Чашлама çăл, кипучий источник. Хурамал. Чашлама çăл тиекен çăл пур; ту питĕнчен тухать те, чул çинчен чашласа (шавласа) юхса анать. Есть источник, называемый кипуном; он бьет из склона горы и шумно сбегает вниз по камням. N. Нихçан курман чашлама çумăр тăкăнса анчĕ. Пролил небывалый уливный дождь. См. чашлама.

чашлат

шипеть, шуметь. N. Пĕр вăкăр хĕрĕх çĕртен чашлатать. (Мунча чулĕ çине ăшши пани). КС. Шыв вĕри чул çинче чашлатать (слабее: чăшлатать). Ib. Чашлатса тухать, вытекает с шипением, напр., зельтерская вода (пăчăртатса тухать, если слегка приоткрыть пробку). N. Сахăрлă кăвас кĕленче çăварĕнчен чашлатса тухать. Чĕлкаш З8. Пуçна çурса пăрахăп... тесе çĕлен пек чашлатнă. N. Каскалăхра çĕленлĕх, кĕрĕпĕм те чашлатать, тухăпăм та чашлатать. || Сред. Юм. Çорконнехи вăйлă шыв йохнă чохне чашлатать (чашкăрать). || Журчать. Дик. леб. 45. Çӳлелле çапса тухакан шывсем чашлатса сирпĕнсе тăнă. В высоких мраморных покоях журчали фонтаны. Сред. Юм. Пирĕн çăл пит вăйлă та, чашлатни таçтанах илтĕнет.

Чашлама

ст. Чешлама Казанск. ж. д. || Назв. д. Чашламиной. || Назв. ключей. Ст. Чек. Чашлама — пирĕн ялти çăл. Шывĕ шăнкăртатса выртать, чул хушшисенчен тухса, чулсем тăрăх юхнăран, шывĕ хăтă. N. Чашлама – çăл (родник). Вырăслайран (поле) питĕ вăйлă çăл Чашлама юхса анать. N. Чашлама, назв. ключа с левой стороны р. Ары около д. Н. Исаковой. Анчиково. Чашлама, родник, источник, болотное место. Чув. Тимяши. Чашлама — место, где раньше происходили моления о даровании дождя (уй-яук). Ст. Чек. Вырăс çул çинче Чашламара кĕçĕн киремет. Чув. Кулатка. Чашлама (улăх). Унта пĕр çăл питĕ чашăлтатса юхать. || Назв. реки Нуржавля. Н. Айб.

чорачкă

(ч’орач’кы̆), назв. источника (çăл). Старак.

хĕрсем

золовка. Изванк. Вăл (т. е. çĕн-çын) хăй икĕ аллине икĕ чĕрес йăтать; тепĕр чĕресне хĕрсемне йăттарать, хĕрсемĕ çук пулсан, улия йăттарать те, пĕр-пĕр çăл кутне каяççĕ. Изамб Т. Тата хĕрсеммӳсем мĕнле? N. Хĕрсем, атя пасара. Торх. Хĕрсем, название младших золовок. N. Марье хĕрсем, золовка Марья (обращение). N. Хĕрсемми, ывăлсемми. КС. Хĕрсемĕш, ее золовка. Мыслец. Хĕрсем — младшая сестра мужа. Актай. Пирĕн хĕрсемĕн ыр ячĕ вулăсĕне сарăлчĕ, çапла мар-и, ай, хĕрсем? (Ĕçкĕ юрри). || Так женщины называют девицу. Б. Олг. Шу панче тĕл полчĕç Исетей арăм Ятман хĕрпе, хĕрĕ Праски ятлă. „Хĕрсем“, тет, Тотаркассинче той пор, тет тоя пăхма кайăпăр-и?“ тет. Чиганары. Тыт, хĕрсем, ӳкетĕп.

шакăртаттар

понуд. ф, от шакăртат; производить стук, стучать. Выçăхакансем 26. Вĕсем кашăксемпе епле шакăртаттарни хăлхана йĕкĕлтет. Ib. 11. Таканлă атăсемпе шакăртаттарса, пирĕн патра виçĕ салтак-милитсионер кĕчĕ. Çутт. 68. Çул çинче сасартăк урапа шакăртаттарни илтĕнчĕ. Йӳç. такăнт. 19. Куньккипе шакăртаттарса алăк патнелле утать. Орау. Алăка такăш шакăртаттарать. N. Шăтăк умĕнче ун чухне те çак çăл шакăртаттарса тăп тăррăн юхса выртатчĕ. Ib. Лаша пăхсене кил-картинче кĕреплепеле шакăртаттарса пуçтарнă пек. N. Вара эпир урапа çине лартăмăр та, киле шакăртаттарса таврăнтăмăр хĕрсĕрех. Сред. Юм. Шакăртаттараканни тесе ял хоралçисен шакăртаттарса çӳрекеннине калаççĕ. Орау. Шакăртаттарать (стучит, караульщик). БАБ. Алăкĕсене пырса шакăртаттаратчĕç, тет (стучали палками или задвижками). КÇ. Эпĕ патакпа ракатка (изгородь) патаккисене тăршшипех шакăртаттарса тухрĕм. Чебокс. Атьĕр чарапа хупласа çиелтен шакăртаттарар, терĕç (мертвого петуха). N. Качака урайне шакăртаттарчĕ (унăн пăхĕ шакăртатса ӳкет). || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шакăртаттарса (крепко) шăнтса лартнă. || Орау. Салтак ачисене кăçал шакăртаттарчĕç анчах (перебрали всех), пирĕн ялтанах вунсакăр ача карĕ, пĕр пăсăк ача тухмарĕ — йĕркипе илсе пычĕç. || Переносно — говорить, беседовать. Орау. Пăх-халь, вырăспа чăвашла шакăртаттарса калаçса ларать. Ib. Икĕ карчăк пĕр чашăк сăра лартнă та икĕшин хушшине, шакăртаттарса калаçса лараççĕ.

шалкăм

сплошной; крупный (о лесе). N. Шалкăм вăрман сплошной лес, крупный лес. || Проливной (о дожде). Слеп. Çомăр пит шалкăм çурĕ. || М. Яушево. Пусма вĕçне çăл алтрăм, шалкăм шывĕ тухĕ, тесе. || СПВВ. АС. Шалкăм пурăнăç, жизнь полная превратностей судьбы; беспокойная, тревожная жизнь. || Нечастный случай. СПВВ. ЕС. Шалкăм — сасартăк, кĕтмен, сисмен çĕртен усал сиен пулни. || Паралич. N. Ăна шалкăм çапнă. Его паралич разбил.

шампăлт

подр. короткому звуку; соответствует русск. „бултых“. Кюль-Хир. Каласа та пĕтереймерĕм, шыва шампăлт ӳкрĕм. Цив. Çăл кутне пычĕ, тет те, шыва шампăлт ăсса кăларчĕ, тет.

Шур çăл

назв. ключа. Хвалын. Пирĕн Шур çăл ятлă çăл пур вăрманта.

шăна курăк

шăна курăкĕ, назв. травы. Альш. Рак. Кайсар. № 47. Шăна курăк – перечник, клоповник, веничник. Ăна турăхпа варласа пӳрте çыхса çакаççĕ те, ун ăшне шăнасем кĕрсе лараççĕ, унтан вĕсене тула кăларса силлеççĕ. Ib. № 135. Шăна курăкне çула пухса мачча çумне çаксан, шăнасем антăраççĕ, хăйсем ун шăршине питĕ юратаççĕ. N. Шăна курăкĕ (лупашка курăкĕ) — çăл-çăмăл, хĕвел питĕнче (против юга), сыпăклă, сарă чечеклĕ, муртак, пырса лекрĕн — ялтах ĕçĕрнсе каять, тĕмĕпе.

Шăнкăртам

назв. дер., Шихирданы. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, Шăнкăртам хирĕнче çăл тухат. Ib. || Шăнкăр кăнă шывсем юхат, Шăнкăртам хирĕнчен çăл тухат. || Назв. речки. Изамб. Т. Шăнкăртам ятлă тутар ялне пырса кĕтĕмĕр. Вăл Шăнкăртам ятлă çырма тăрăх ларса тухнă.

шăр

подр. течению воды по неровному дну, главным образом, по каменистому. Б. Олг. Çăл куçĕнчен шу шăр-шăр-шăр йохат. Ib. Шу стӳел çинчен тăкăнса карĕ орайне шăрр! Сред. Юм. Сĕтел çинче пăртак шыв кӳленсе тăрчĕ те, пӳрнепе йĕр çĕре йôхмалла турăн та, шыв шăрр! туса йôхса анчĕ. Эльбарус. Пĕве пирĕн çыртан пĕвеленĕскер çавăрса ӳксе шăр! турĕ те тĕппипех татăлса карĕ. || Шорк. Лоткăпа ишнĕ чохне хыçалтан шыв шăрр туса пырать. || Подр. ржанию. Б. Олг. Ут кĕçенет йолташĕшĕн, шăрлатсах кĕçенет, тет, шăр-шăр-шăрр! кĕçенет, || Точно. Торп-к. Шар тăмана, точно филин. || Сред. Юм. Яшкана шăр тăвар тунă та, сыпмалла та мар. || Очень. Альш. Ст. Шаймурз. Шăнкăр уяр, шăр сивĕ, Хусан хули янăрат.

никăçан

никогда; всегда, все время. ХЛБ. Анчах ун пек пит сайра пулать, никăçан та курăка тепĕр çулта анчах çăл-малла пулать.

пакра

выбиваться из-под земли (о воде). Янш.-Норв. Çĕр айĕнчен пакраса тухакан çăл.

палка

бить. Хĕн-хур. Пӳртĕн аялти хучĕйĕн пур чӳречисенчен те вут çулăмĕ палкаса тухнă. Хурамал. Çăлтан шыв палкаса тухать (вĕресе тухать, сикет). Цив. Çĕртен шыв палкаса тухнă. Сред. Юм. Шыв куçĕ палкаса тôхать. Ib. Вăйлă çăл çĕр айĕнчен палкаса тохать (показывает на выбивающееся большое количество воды). Ib. Сиввĕре пӳрт шăтăкĕнчен ăшă палкать анчах (показывает, как валится тепло). Ib. Шыв çĕр айĕнчен тохнă чохне палкать, теççĕ. Ib. Тĕтĕм палкаса тохать. Дым выходит клубами. СПВВ. ИФ. Çăл тавраш çĕртен пит вăйлă тухсан: палкат кăна саççим, теççĕ. СТИК. Кĕленчери шыва тăкнă чухне вăл палкаса тухат (бульканье бутылки). || Болтать. Монаст. Ан палка çаплах. Шел. 95. Ан палкаса тăр. Кушакпа автан. 7. Ну, кирлĕ мара ан палка (калаç). Икково. Эс паян палкаса ăвăнмарăн-и-хе кинемей? Неужели ты, тетка, не устала ругаться? N. Вăл тек палкаса ларать.

пачăртат

(-дат), шипеть. Сред. Юм. Сăра тин пачăртатса хăпарса ухма пуçланă. Ib. Начар çăл куçĕ пачăртатса çиç тохать.

персе тух

появиться сразу, выскочить неожиданно, подойти вдруг. К.- Кушки. Авăра-кăшман анчах персе тухрĕ (выросло). N. Кирлĕ-кирлĕ мар курăк пере-пере тухнă. Ib. Тырă пулакан хирсене ăнман курăк пере-пере тухрĕ. N. Сăмса тăрринех темĕскер персе тухрĕ (нарыв и пр.). N. Çан-çурăма шатра персе тухрĕ. О сохр. здор. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра (сыпь) персе тухать. Сборн. по мед. Вара пĕтĕм ӳте кĕçтекен шатра персе тухать. Истор. Унтан июнĕн 21-мĕш кунĕнче тата вут персе тухнă. КС. Персе тухрĕ, выскочил быстро. Ал. цв. 6. Пырсан-пырсан, вăл пĕр сарлака уçланка персе тухать. КС. Ман пата пĕр хуйхатнă мулкач печĕ тухрĕ. Баран. 138. Пĕр шыв çулĕ (под землею) тепĕр çул çумне пырса хутăшать, кайран вăл çап-çутă, тап-таса шывлă çăл пулса, çĕр айĕнчен персе тухать. Стюх. † Шур Атăлпа прахут килет, персе тухрĕ хĕррине. Пароход быстро направился, подошел к берегу. О сохр. здор. Ун çинчи шăналăка сирсе пăхсан, пит усал шăршă персе тухать (из люльки) || Обокрасть. Кан. Авăн картинче ларакан ампарĕнчен çăраççипе крышшисене ватса тумтирсем, шур япала таврашсем т. ыт. персе тухса кайнă.

пылчăк

(пыл'ц'ы̆к, пыл'џ̌ы̆к), грязь. Çамр. Хр. Тăп-тăр пылчăк пулса киле тавăрăннă (она). Янтик. Пĕтĕм урисем пылчăк! N. Пылчăк çинче карттус выртатчĕ. N. Пылчăк — ишмеле мар. Собр. Пылчăк çине кĕрсен, нихăçан та пылчăкланмасăр çук. (Послов.). Сред. Юм. Хĕрлĕ пылчăк = йĕпе хĕрлĕ тăпра; хôра пылчăк = йĕпе хора тăпра. Ib. Пылчăк çинче ишет. Ходит по грязи. N. Пылчăк сирпĕнет (летит при езде). || Тина. Ст. Яха-к. Çăла супăне аврине чиксе ярса, çăл тĕпĕнчен пылчăк çавăрса кăларчĕ. Изамб. Т. Кукăртан иртсен урăхла: сылтăм енче пылчăк, сулахай енче тăмлăх (на р. Буле). Пшкрт. Пылчăк, топь. См. пулчăк.

пумилкке

пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!

пуплеш

переговариваться. Çăл пуçĕ 136.

аçа

(аз'а), mas, masculus, самец. N. Аçа кушак или кушак аçи, кот; аçа сысна или сысна аçи, боров; аçа йытă или йытă аçи, кобель; аçа кашкăр или кашкăр аçи, волк; аçа упа или упа аçи, медведь; аçа тăрна или тăрна аçи, журавль; аçа çĕлен или çĕлен аçи, змея самец; аçа шапа или шапа аçи, лягушка самец; аçа тараккан или тараккан аçи, таракан самец; аçа чечек, мужской цветок растения (неологизм). Ст. Чек. Сысна кĕтӳ пĕр аçасăр çӳрет. В свином стаде нет ни одного борова. Ib. Ку хур кĕтĕвĕ аçасăр. В этой гусиной стае нет гусака. В. Ив. Вăл хупăсен ăшĕнче чечекĕн икĕ чи кирлĕ япалисем лараççĕ: пĕри — аçа чечек, тепĕри — ама чечек. || Etiam de arboribus et herbis dicitur aliisque rebus, quibus neutrum genus est. Иногда слова «аçа» и «ама» ставятся при названиях растений и даже предметов неорганической природы, которые представляются имеющими те или другие признаки, как бы указывающие на пол. Что касается растений, то определения «аçа» или «ама», поставленные при их названиях, вовсе не указывают на их действительные половые отличия, рассматриваемые в ботанике, а только служат выражением общего впечатления, производимого на наблюдателя внешним видом растения. V. аçа каптăрма, аçа çăл, аçа хăмăш. Ст. Чек. Аçа пултăран — тăрăлă, вăрăлă; çулçи тăвăр. Ч. П. Анне ывăлĕ пулаччен, аçа пултăран пулас-мĕн. || Pater. Также означает отца. Сред. Юм. Аçа пĕр те, ама ăрасна. От одного отца, но от разных матерей («Отец один, матери разные»). Аттик. Суха-пуçне тавăрса, пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. Перевернули соху и заставили держать ее девушку, которая была единственною дочерыо у своих родителей. (Из обряда «хĕр-сухи»). Ч.С. Тата аçаран пĕр ывăллă çынна мелке илсе пыртараççĕ. Кроме того, заставляют одного человека, единственного сына у своего отца, нести помело. (Из обряда «хĕр-аки»). Магн. 139. Пĕр аçаран-амаран хĕр таптатăп. Я, единственная дочь у отца-матери, топчу. Ст. Чек. Вĕсем пурте пĕр амаран пĕр аçаран, тет. Ib. Аçу, аçăвăн, аçăвă. || Fulminator. Также бог грома. Ч. С. Аттесем: çумăр çунă чухне çĕлĕке илсе сăх-сăхас пулмасть; çĕлĕке илсен, çӳç ăшне шуйттан кĕрсе ларать те, вара аçа çапса вĕлерет, тесе калатьчĕç. Родители говорили: «Когда идет дождь, не надо креститься, сняв шапку; если снимешь шапку, то в волосы залезет чорт, и тогда ударит гром и убьет». Ib. Чăвашсем аçа çапнине урăх тĕрлĕ шухăшлаççĕ, вĕсем: усал пĕр-пĕр çурта кĕрсен, турă вара, çав усала çапма хăтланса, çурта та тивертсе ярать, теççĕ; е пĕр-пĕр çын çумне çыпçăнсан, çапать, теççĕ. Тата çăмăр çунă чух хытă çӳреме каламаççĕ: хытă çӳресен, усал çыпçăнать, теççĕ. Чуваши обьясняют гром иначе; они утверждают, что если чорт спрячется в доме, то бог, желая поразить чорта, зажигает и самый дом. Также, по их мнению, он поражает и человека, к которому прильнет чорт (чтобы спастись от громового удара). Кроме того, они не советуют быстро ходить во время дождя, утверждая, что при быстрой ходьбе (к человеку) пристает, чорт. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ. Говорят, что при ударе молнии (громовая стрела) уходит в землю на три сажени. Шорк. Аçа çапас оммĕн çиçĕм хреçлĕ çиçет, теççĕ. Говорят, что перед ударом молнии молния сверкает крестообразно. Ч. С. Эпĕ, пĕчĕккĕскер, хăранипе нимĕн тăваймасăр, чӳрече патĕнче сăх-сăхса лараттăм; анне: чӳрече патĕнче ан лар, ачам! аслати авăтса, çиçĕм çиçнĕ чух чӳрече патĕнче ларсан, аçа çапса вĕлерет, терĕ. Я, будучи маленьким, не знал от страха, что делать, — сидел у окна и крестился. Мать сказала мне: «Не сиди, дитя мое, у окна! Если будешь сидеть у окна в то время, когда гремит гром и сверкает молния, то убьет громом». Собр., Козм. Аçа аçатнă (v. аçат) чухне хура çӳçлĕ çын çӳресен, аçа çапат, тет. Говорят, что если человек с черными волосами, (брюнет) будет ходить во время грома (по улице), то его убьет громом. Н. Карм. Аçа-çуррине аçа çаптăр, ама-çуррине амак çаптăр. (Авалхи ваттисен сăмахĕ). Ст. Чек. Аçа-турă пулĕ. Питушк. Ырă уяр аçи çаптăр она! тет. Торă чохлатăрах она! тет. Он (проклинающий) говорит: «Пусть его разразит громом в совсем ведряную погоду! Пусть накажет его Бог». Н. Карм. Аçа, çаптăр. Чтобы громом разразило! (Проклятие, брань). Ib. И, аçа çапманă (сапманй) пуçна! Чтобы тебя громом разразило! V. Оп. чув. синт. I, 417. Питушк. Аçа çăпасскер! Чтобы тебя (его, ее) громом разразило!

аçа çăл

(аз’а с̚’ы̆л), puteus mas, колодец мужеского пола. СТИК. Аçа çăл, ама çăл. Horum vocabulorum significatio mihi ignota est. Значения этих выражений не знаю.

Атапакас

(Адабагас), nom, viri, личн. имя мужч. В. Олг. Иккĕн пĕр туан полнă, пĕри Атапакас. пĕри Тяпакас (т'абагас). Тяпакас калат: эс çакă çăл çине портă ут, тет, эп, тет, леш çăлне утам, тет. Утаччĕ. Çитет онта çăл патне портти вăлсань. Тяпакас пура пурат. Первей торпас хăйпăтнă чоне (калат): çирĕм килĕрен ытла ан хошăнтăр! (тет). Такки (таки) полчĕ: çирĕм киле çитет, тĕтĕм сӳнет (вилсе пĕтет). Атапакас калат — пура пурат: çаплах хошăнтăр! тет, торпас хăйпăтат. Халĕ ялĕ те пысăк полчĕ, хошăнса карă. Было двое братьев, Адабагас и Тябагас. Тябагас говорит: «Ты брось свой топор к этому роднику, а я брошу к тому». Бросают. Их топоры долетели до родников. Тябатас стал рубить сруб. Когда он отщёпывал первую щепку, то сказал: «Пусть (в моей деревне) никогда не будет больше двадцати дворов!» Так и сделалось: как только число дворов в деревне дошло до двадцати, дальнейшее увеличение населения прекратилось. Адабагас же, рубя сруб, сказал: «Пусть (моя деревня) разростается все больше и больше! Поэтому и деревня разрослась и стала большою. (Очевидно, имена двух основателей деревень, о которых говорит это предание, вымышлены и произведены от названий деревень Атапай-Касси и Тапа-Касси).

-ах

(-ах), particula definitiya, quae proprie quidem ean-dem vim habuisse videtur, atque adverbia Latina modof tan-tummodo, nunc vero hoc modo adhibetur. Ограничительная частица, которая первоначально, повидамому, имела значение русского наречия только, теперь же ставится в следующих значениях. Ad augendum ponitur et cumulandum. Выражает усиление. Ст. Чек. Кунтах вĕт, ста каятăн тата шырама? Ведь (это) здесь (а не в другом каком-либо месте), куда же ты идешь искать? N. Çăл хĕррипе танах (прямо вровень) ларать. Регули 1343. Утсам-сăрах йолчĕ вăл. Кĕнекесĕрех пĕлет. Остался совсем без лошадей. Без книги знает. Ib. 1346. Эп она арăмăнах илем. Пусть она вдова, я ее все равно возьму. Çавăнпа утăнах корнать. Кажется точь-в-точь как лошадь. Скотолеч. 20. Кирек мĕнле суран пулсан та, малтан юн тухать, хăш чухне хытах (совсем сильно) юхать. Шурăм-п. № 4. Çакна Митюк амăшĕ вилнĕ те, хăй ачишĕн хăрасах кайнă (сильно испугалась): çăпан ан тохтăрах! (как бы, сохрани бог, чирей не выскочил). Альш. Никамах та палласах каймастăп-ха эпĕ ял çыннисенчен, Пăрăнтăксенчен. Я еще в сущности не знаю никого из деревенских, бурундуковских. Орау. Хĕрĕ тарсах каймаçть (т. е. не совсем противится ухаживанию). Регули 1361. Ватах мар. Не очень стар. Ib. Париш нумай илтни? Пат те нумаях илмерĕм. Много ли взял барыша? Не очень много. Ib. 1356. Çичĕ орапа полĕ-и? Он чолах çок (или: полимĕ те). Будет ли семь телег? — Столько не будет. Ib. 1359. Хăнча-та-полсан тытăп-тытăпах. Когда-нибудь непременно поймаю. Ib. 1342. Çăвашлах пит пĕлмест. По-чувашски он не очень то знает. Ib. 1340. Çолтан-çолах ватăлах пырать (поянланах) пырать. Контан конах çăмăлăн (çăмăлтарахăн) тойăнать (çăмăлланах пырать). Из года в год все старится (все богатеет). Из дня в день все становится легче и легче. Ib. 1506. Тытасах (тытас) мар полсан, тытмăпăр. Каймаллах мар пулсан, каймăпăр. Сред. Юм. Пит каясах тесен (если уж очень хотите итти), кайăр эппин. Регули. 1452. Эп она ачаннах корса. Я его видел еще ребенком. Орау. Питĕ вайлă тунă-пш? — Хытах хĕненĕ, тит. Очень здорово (сильно) отделали его (били)? — Говорят, что совсем здорово отколотили. Капк. 1929, № 1З, 6. Кунта паçăртанпах тăракансем пур. Здесь есть люди, которые пришли сюда давно («еще с давешних пор»). Регули. 1452. Эс каясшăнччĕ, каях. Он каяс килет полсан, кайтăр вăл. Ты хотел идти, так уж иди. Если ему хочется идти, пусть он идет. Орау. Тур куртăрах сана! Пусть же тебя бог накажет! Ib. Йытă çытăрах сана! Пусть же сьест тебя собака! Ib. Кашкăр тыттăрах ку чĕмерене! Пусть волк поймает эту дрянь! Якейк. Кĕрсе выртăрах, анчах пирĕн çималли çок. Ночуйте, но только у нас нет ничего съестного. (См. Оп. иссл. чув. синт. II, 144). || Aut ad definiendum diligentius. Уточнение. Якейк. Копайăнах (по копне) торттарса пĕтертĕм. Ib. Копипех тияçа килтĕм. Я привез сразу всю копну. Ала 4. Хопаха кĕчĕ, тет, лашине толах кăкарса хăварч, тет (т. е. не въезжая во двор). Регули. 1347. Эп сана окçанах памăп, таварăн парăп. Уж я тебе деньгами-то не дам, а товаром дам. N. Ман хулана ыранах (завтра же) тухса каймалла. Собр. 212. † Ирхине тăтăм, хура вăрман çинче сасă илтрĕм. Вăл сасă сасах пулмарĕ, курайман тăшман сивĕтрĕ. || Praeterea ponitur, ubi de eadem re aliud quippiam praedicatur. Тождество. Регули 1334. Ĕнер килекенĕ çав çынах. Çав çынах исе кайрĕ. Ib. 1ЗЗЗ. Çак кĕнеке çакăнтах выртать. Ст. Чек. Çак лашах кĕрсе таптарĕ-и? Ib. Çак лашах çамрăк чухне хĕрĕхшер пăтпа çӳретчĕ. Вот эта же самая лошадь, когда она была молодая, возила по 40 п. клади. || N. Тунă тунах, лайăхрах тăвас пулнă. Если уж делать, то надо было сделать получше. Çырнă çырнах, лайăх сăмах çырас. Изванк. Пирĕн каларĕç: пĕр тутарнă тутарнах, луччĕ аван тĕплĕрех тутарас, терĕç (= лучше заставить лучше сделать, если уж раз мы заставляли сделать, т. е. моление). || Ad confirmandum quoque adhibetur. Или утверждение. Янтик. Каланах ĕнтĕ эсĕ ăна аçуна, чăтаймастăн нимпе те! Ты непременно скажешь это отцу, никак не утерпишь! N. Тарçă тарçах вăл, çавăнпа сурăхсене пăрахса тарать вăл. Якейк. Пор порах, çок çоках. Достаток, так достаток и есть, а бедность, так уж бедность и есть (богатству нельзя сравняться е бедностью). Орау. Те ку япаласене шухăшласа кăларса çырнă, те ун пек ухмах пулнах та вара. Неизвестно, выдумка ли это («утка»), или же подобвый дурак существовал в действительности. Якейк. Каймастнах поч, ача! Нет уж, видно, ты не пойдешь! Альш. Патша калат тилле: тилĕ, сан каччу аванах иккен, тет. Царь говорит лисице: «Лиса, предлагаемый тобою жених действительно, кажется, хорош.» || Aut ad eligendum. Или выделение. N. Çырмасăр хăварас мар; ытлашши çырсан та, çырниях аван. Непременно надо написать; хоть и лишнее напишешь, а все-таки лучше написать. N. Кайниех аван. (Все-таки) лучше пойти, чем не пойти. || Aut ad modum rel constituendum. Или ограничение. О сохр. зд. Ерекен чир тумтирсенчен патакпа хулласах каймасть (одним выбиванием). N. Мана укçа кирлĕ мар, эп çак çăмарташăнах (только ради этого яйца) килтĕм. Якейк. Çак килтен паришах пин тенкĕ илет вăл (одного чистого дохода). Ib. Паянах мар, ыран та килĕп. Ib. Он çортсам Хосантах мар, Москавра та пор. Ib. Вăл вырслах мар, тотарла та пĕлет. Регули 1362. Пĕр çынах мар пырса онта. Не один только человек приходил туда. Ib. Маннах мар çохалнă. Не у меня одного пропало. Ib. 1364. Вот татмах кайри (= кайрĕ-и) вăл онта? Он пошел туда только для рубки дров? Ib. 1335. Çавăншăнах çиленчĕ вăл. Он рассердился только из-за этого. К.-Кушки. Вăл кĕнекене эпĕ икĕ тенкех илтĕм. Я купил эту книгу только за два рубля. Регули 1491. Эпĕрех мар (эпĕр анчах мар) корса, вăлсам та корса. Вăл вырăслах мар, тотарла та поплет. Изванк. Кашни чӳклемесерен урăх кĕлĕсемпе кĕл-тăваççĕ, пĕр кĕлĕпех кĕл-тумаççĕ (а не одною только). || Nonnumquam significat simulac, simulaique. Иногда значит как только. N. Эпĕ, татсассăнах, ыратнине пĕлмерĕм. К.-Кушки. Пырсассăнах каларăм. Я сказал об этом тотчас по приходе. Регули 234. Йор çусанах (çусассăнах) ирĕлсе каять. || Praeterea ponitur in sermone desperantis aut, quid agat, nescientis. Иногда выражает растерянность или отчаяние. Якейк. Коланай пама окçа штан топасах? Положительпо не знаю, где взять денег для уплаты податей! Ib. Шта ларасах ар? Йăлтах ăвăнса çитрĕм! (положительно не знаю, где сесть). Ib. Мĕн тăвасах? Мана тытма килеç, тет! Что делать? говорят, идут меня арестовать! || Alia, quae hue pertinent, exempla v. in. — ех. Другие относящиеся сюда примеры см. в статье — ех.

пусă

(пузы̆), яма. Шарбаш. Пусă, яма для хранения овощей. || Могила. Слеп. Çыннăн поссине авăтиччен, хăвăн поссуна авăт (ответ на пожелание умереть). || Колодец. Вишн. 72. Пусă ял варринче, е кил хушшинче, е вите патĕнче, е аслăк-карта патĕнче пулсан, тата тарăн та пулмасан, ун ăшĕнче вара çăл шывĕ пулмасть. N. Хуçи арăмĕ тухрĕ те, витре илсе килчĕ те, ăна пусса ячĕ те, чампăрт! туса илчĕ те, шыв витрине тултарчĕ. БАБ. Пусăра шăнкăрав тавраш сасси илтĕнсен, каччă пулсан, туйла авланат, хĕр пулсан, туйла каят, теççĕ. (Гаданье на çĕнĕ çул каç). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ тата çывăрма выртнă чухне пуç патне пусă пекки туса хураççĕ.

пусмăрла

насиловать, изнасиловать, причинить насилие. N. Унта тата хĕрарăма пусмăрлакансене айăплаççĕ. КС. Çав çăл пирĕн яла йăлтах пусмăрла пуçларĕ. Бур. Вĕрет, сурат, пусмăрлат, кăтăкласа вĕлерет. Сред. Юм. Пире чыстиех посмăрланă-çке вара ăсĕм: чăххине те вĕлереççĕ, пахчари çимĕçсĕне хăвармарĕç ĕнтĕ, (çавсĕмех) пĕтерчĕç, ачасĕне орама тохма та памаççĕ. Юрк. Вăл çын эрех ĕçтерме парăнмасан (если не согласится), унăн килĕнчен пĕр-пĕр япалине пусмăрласа илсе каяççĕ те, хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. Шурам-п. Эп сан пата пусмăрласах пырам-и? (насильно приду). || Обижать, притеснять, угнетать. В. Олг. Сёт-к. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, ман яш ĕмĕр иртсе каþ. Якейк. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, пос-килсенчен уйăрăлтăм. Демидов. Кайран-кайран çак усал çынсем пусмăрласа (теснить) çитере пуçларĕç, тет, Якава. Изамб. Т. Ама-çурине амăш пусмăрлат.

Пӳлер

назв. старинного города Билярска, Тат. респ. (б. Чнст. у.) НИП. По рассказу одного чувашина, там была, чувашская улица (Чăваш-касси). Каменные строения Билярска провалились в землю. Около Билярска(?) есть поле, которое все было покрыто костями. Какой-то русский царь велел собрать нх. Интересно место, где находится источник и где на горе погребли «Вальăм-хуçа». Отец Н. И. Полоруссова показывал ему опустившееся место могилы этого святого. На Троицу там бывает ярмарка. Приносят в жертву животных. Юлдуз. 1912, № 811. Хуџалар тауы. Ул Буlӓрдӓн jарым мӓсафӓдӓ-гнă, Чiрiмшăн сууы jанындадыр. Там собираются сотнb нӓзiрчilӓр. Шел. 17. Эх, çĕршывĕ, çĕршывĕ, эх Пӳлерĕ, Пӳлерĕ, пĕтĕм халăх ырлăхне тăшмансене пиллерĕ. НИП. Пăлакаппа, асаттепе пĕр тăванăн хĕрĕ: Пӳлер çинчен атте калаçнă чухне эпĕр пурте макăрса лараттăмăр, терĕ. Н. Уз. Пӳлер çуна пуçласан, хан хĕрĕсем миçĕт тăрне тарса хăпарнă. Миçĕте вут хыпсан, аккăш пулса, вĕçсе кайнă. Кайнă чухне: ку вырăна йăвăç пусĕ, тесе каланă, тет. Демид. Пӳлертен хĕвел анăç енелле пĕр пилĕк çухрăмра çăл пур. Т. VI. 7. Валĕм-хуçа Пӳлерти таса çăл. АПП. † Хурама пĕкĕ йĕс ункă, хуçăлайрĕ вăрман варринче; хура куçлă çинçе пуçăм çухалайрĕ Пӳлер урамĕнче.

пăкăлтат

(пы̆гы̆лдат, пŏгŏлдат), булькать. N. Çăл-куçĕн шыв пакăлтатса юхать (отдельными, но соединенными порывами, пакăлтатни – усиленнее). Н. Уз. Шыв пăкăлтатса сиксе тухат (о ключе). || Болтать. Завражн. Пăкăлтатсах поплесе иртсе карĕç (мирно).

пăлт

(пылт, пŏлт), подр. выскакиванию пробки из бутылки. НИП. Кĕленче пăкки пăлт! туса сиксе тухрĕ те, пашлатса кăпăк тухса карĕ. || Подр. бульканью. В. Олг. Б. Олг. Путулккăран сăра пăлт, пăлт, пăлт йохат. КС. || Подр. резкому клокотанию родника в болоте или в озере. ГТТ. Шурта е кӳлĕре çăл-куçĕ пăлт! тапса тухать. || Подр. лопанию веревки. Изамб. Т. Вĕрен пăлт туса татăлса карĕ (когда веревка более или менее гнилая). || Подр. резкому повороту. N. Сылтăм кай та, сулахая пăлт пăрăн. || Подр. миганию лампы перед тем, как потухнуть. N. Пăлт, пăлт туса тăрать (сӳнме хăтланать).

пăчăртат

(пы̆џ̌ы̆рдат), издавать звук пăчăр. О пьяницах. Унăн пуçĕнче хуранти пек пăлханса тăрать, хырăмĕнче пăчăртатсах йӳçет. Якейк. Кĕленчĕ тĕпĕнчен хăмпусам пăчăртатса хăпараççĕ. Со дна бутылки поднимаются пузырьки. IЬ. Арпуса алла исе пăчăртасан, пăчăртатать (трещит). КС. Йĕпе кипкене пăрсан, шыв пăчăртатса (или: пачăртатса) тухать. Сред. Юм. Пĕчик çăл пăчăртатса тохать (показывает на выбивающееся малое количество воды). Альш. Унта çĕр нӳрлĕ: шыв пăчăртатсах тăрать.

пĕринче

(-џ̌э), однажды. Сред. Юм. Пĕринче эпир иксĕмĕр карăмăр та, манпа çôл тăрăшпех йăмахласа пычĕ. IЬ. Пĕринче вăн виççĕш те пôсран (с поля) ĕçрен таврăннă чохне хуса çитет, тет, пĕр вăйлă çавра çил. Кан. Пĕринче З ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Çак пахчана пĕринче тилĕ пырса тухнă мĕн. Оказывается, в этом саду однажды побывала лисица. М. Васильев. Çак пĕринче Марьене çорма çĕртех тăратса кларса ярать çăл котне.

аял

(аjал), pars inferior, нижняя часть. Hoc nomen, quod casum nominativura non habet, in aliis tantum casibus usurpatur, qui adverbiorum vicibus funguntur. Это существ. не употребляется в им. пад., другие же падежи его имеют значение наречий. Аяла, in partem aut locum inferiorem, вниз; аялалла, deorsum, по направлению вниз; аялта, in parte aut loco inferiors, внизу; аялтан, ех parte aut loco inferiorе, сназу. КС. Капан тунă чухне аяла ута чăн типпине хураççĕ. Когда мечут стог, то кладут вниз самое сухое сено. Ib. Эп аслăк çине хăпартăм та, юлташа аялалла тĕксе ятăм. Я влез на сушила и столкнул товарища вниз. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). || Курм. Йытта пĕрене аяла тунă. Бревном придавило собаку. НАК. Выльянă чух хăш ушкăнĕ аяла пулат, унтан е икĕ кил е виçĕ кил туртса илеççĕ. У партии, побежденной в игре, отнимают два или три дома. Истор. Ĕмĕрĕнче вăл таçта-таçта çитсе вăрçнă, хăй пĕрре те аяла пулман. Где он только ни воевал на своем веку, а никогда не был побежден. Якей. Мана аяла тăвашшăн, хăйне çала (= çиеле) кăларашшăн. Хочет меня одолеть (победить, переспорить и пр.). КС. Вĕсем аялта пурăнаççĕ. Они живут внизу (напр., в нижнем этаже). КС. Ытла çӳлтен пăхсассăн, аялта çӳрекен çынсем пĕчеккĕн курăнаççĕ. Если посмотреть с очень большой высоты, то люди, которые ходят внизу, кажутся маленькими. Ib. Çăмăл тĕксем аялтан çӳлелле вĕççĕ хăпараççĕ. Легкие перья взлетают вверх. || Eadem vox nonnunquam adiectivi vim habe. Иногда слово аял имеет значение прилагательного. Аял енĕ, pars inferior, нижняя сторона; аял пуçĕ, extremitas inferior, нижний конец; аял ту, mons minor, низкая гора; аял вĕçĕ, extеmitas iriferior, нижний конец. Рак. Анаткас, тесе, ялăн аял енче ларнăран калаççĕ. Нижняя улица называется так потому, что расположена в нижней части деревни. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. Раков. Аял ту, аял туран вăта ту, вăта туран çӳлĕ ту, çӳлĕ туран вак хăва, вак хăвара вак кайăк. [Янах, сăмса, çамка, çӳç, пыйтă (scr. пыйту)]. Низкая гора, за низкой горой средняя гора, за средней горой высокая гора, за высокой горой мелкий тальник, в мелком тальнике мелкая дичь. (Загадка: подбородок, нос, лоб, волосы, вши). || A tertio eiusdem nominis casu adj. аялалли (аjалаλλиы) ductuin est, quod sijcnificat deorsum situs. От дат.-вин. пад. того же им. произведено прилагат. аялалли, лежащий по направлению вниз. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водою. Item a quarto casu adj. аялти (аjалδиы) derivatum est, eadem significatione, atque inferior vel in parte inferiore situs. От местн. пад. того же сущ. происходит прилаг. аялти, находящийся внизу. Черт. Аялти ӳрече, perticae laterales, quibus pars vehiculi superior (capsus) sustinetur, боковые дрожины, на коих лежит кузов экипажа. Аялти кĕлет, cella inferior, нижний этаж клети. Тюрл. Эпĕ, часрах аялти кĕлете кĕрсе, шур кĕпе тăхăна пуçларăм. Я поскорее пошла в нижний этаж клети и стала надевать белую рубашку. || Аялти çанталăк, inferna, подземный мир. Hoc noinen, fabularum proprium, si verbuni pro verbo reddamus, idem significat, atque mundus infenus, cuius incolae reruraque natura eandem fere speciem habent, atque his, in terris. Собран. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: „Илме-тухăр!“ тесе кăшкăрcа каланă. Вара хайхи шыври ăстарик, тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă. Ачасем, унта пурăнсан-пурăнсан, икĕш те пысăкланнă. Подошедши к колодцу, дети громко сказали: „Идите, берите нас!“ Тогда вышел тот водяной старик и унес их в подземный мир.

ама çăл

(с̚’ы̆л), v. аçа çăл.

ана пӳлĕм

(п̚ӳл’э̆м), i. q. ана пĕвĕ. N. Çăл инçех те мар, пĕр çур çухрăм та çук, ана пӳлĕм анчах (80 чалăш). Колодец недалеко, до него нет и полуверсты, — не больше, как на расстоянии длины одного загона (80 саж.). То же и в Ст. Чек.

кай

(каj), итти, пойти; уйти; ехать; бежать; катиться; подвигаться вперед. К.-Кушки. Ăçта каятăн (ăçта каян)? Куда идешь? IЬ. Ăçта кайрăн? Куда ты ходил? (Откуда ты идешь?). СТИК. Ăçта кайнă-ши ку? Куда это он ходил? IЬ. Ăçта кайнă иккен ку! Куда, чай, он ходил! Бур. † Хĕл-хĕл кайăк хĕл кайăк, хĕл хĕллесе кайсари, ылттăн-кĕмĕл çăмарти йăвине тăрса юлсари. (Сарана). Шурăм-п. № 18. Чăнах та тыр вырма каясшăннисем (желающие итти жать) нумай тупăнчĕç. Сред. Юм. Каятсăн, кай. Если хочешь итти, то иди. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе (т. е. быстрее), Кай(ă)ксар хăвине çитмелле. Сред. Юм. Кайсарĕ, кайсарăн, кайсарăр, кайсарĕç. (Различные формы от слова «кай», оставшиеся невыясненными). Янтик. Тем шырать ун патĕнче, кая тăрать ун патне (то и дело к нему бегает). N. Сторовă! Ан кай-ха (постой, остановись), лар çуна çине, калаçăпăр кăштах, терĕ. N. Эпĕр хамăр та çавнашкал — кĕр кайсах, çур килĕпĕр. || О неодушевленных предметах. Альш. Малалла вара тутар ялĕсем каяççĕ унта, Пăвана çитиччен. А потом все идут татарские деревни, вплоть до Буинска. Альш. † Пурт çумĕпе йĕр кайнă, епле маттур хĕр кайнă? || Итти по швам, распускаться (о шве), рваться. К.-Кушки. Сăкманăн çĕвви кайнă. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (рвется). || Убираться, уходить. Ау 67. Кай, кай (араgite), юрру та аван мар иккен, кирлĕ мар! Сред. Юм. Эп кăвак кĕпе илес теп-ха. — Кай, çав кăвак кĕпене, тĕс каяканскере, çын илмĕ. («Кай» здесь показывает не отстранение от себя, а несогласие). || Выражает недоверие. N. Епле сывă çӳретчĕ, вилчĕ. — Кам? Крушша. — Кай! Вăл та вилни? || Притти в движение. Изамб. Т. Чул çĕклекеннипе (регулятор) армана хытă кайсан пусараççĕ. || Длиться. N. Çĕре, уйăрса илсе, сутма ирĕк парсан, нумаях каймĕ (такой порядок продержится недолго), каллех пĕтăм çĕре пуянсем ярса илĕç. || Сторониться. Цив. Кукша: кайăр унтан (сторонись!), тесе, вилес пек кăçкăрса пырат, тет. || Быть потрачену, быть употребляему. Çĕнтерчĕ З6. Емелĕ те ытларах кайрĕ пулас. || Остаться в памяти, в сердце. Самар. † Атьăр, аппа, выляма сивĕ çăл пуçне; сирĕнпелен пĕрле вылясан, каять ĕмĕр тăрăшшĕне. || Прославиться (на далекое расстояние). Юрк. † Çакă эпир выляни-кулни, каяймĕ-ши çичĕ ял урлă? || Иметь сбыт. Н. Яхушк. Ман тавар каймасть-çке-ха (не продается). М. Яуш. Япаласам кайса пĕтсессĕн (если бы распродались), çĕр сум парăтăмччĕ те.. || Проникать. О сохр. здор. Хушăсем тăррине авантарах тума тăрăшас пулать, унсăрăн çăмăр каять унта. || Войти в моду. Альш. Ку чухне хĕрлĕ-çутă кайнă ĕнтĕ кирек кама та. Теперь вошло в моду ярко-красное (о платье). || Быть в обращении. ССО. Вăл кайман укçа мар, каякан укçа, тенĕ. || Сыпаться (об искрах). Ск. и пред. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. || Умереть. Сред. Юм. Кайнă: 1) ушел; 2) помер (гов. в насмешку). || Полететь. Имен. Иван каларĕ: ман ухă питĕ хытă сасăпа карĕ, тет. || Обратиться. Альш. † Савнăях та тăванăмсене эп чуп-турăм: сурчăкăмсем кайрĕçĕ пыл пулса. IЬ. Ĕлĕк вăл Каша тутарĕсем тĕне кĕнĕ пулни, тет иккен те, унтан тата, пĕр вăтăр-хĕрĕх çул çапла çĕнĕ йĕркепе пурăнсан-пурăнсан, каялла тутара каяççĕ, тет. || Сходить (о снеге. пыли и т. п.). Юрк. † Хусан çулĕ, хура çул, хура тусан тăраят, пирĕн пит çумне çыпăçат, ĕмĕр питрен каяс çук, куçран куççӳлли типес çук, алăран тутăр каяс çук. Торх. Рамра юр кайсах пырать. На улице всё тает. || Линять. Пшкрт. Ку каякан йышши некак. Эта (материя), кажется, линяет. || Вскрываться (о реке, весной). Толст. Вазузă çуркунне ир тулса, ир каять. N. Ун чухне-ха çуркунне, шыв кайни те пĕр-икĕ кун анчах. || Гоняться. Толст. Эпир вĕсен хыççăн каяймăпăр. || Упасть пропасть, провалиться. N. † Çĕррĕм кайрĕ Сĕвене, тутăхмасăр ан илĕр. Мое кольцо упало в Свиягу; пока оно не заржавеет, не доставайте. Лашм. † Аслă шывсем тăрăх эп çӳрерĕм, сар туяçăм карĕ авăра (попала в омут). || Проходить (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) час каять (при лечении). Трахома çакланасси вăл часах, каясса анчах час каймасть. || Гореть (о пожаре). Трхбл. Ял каять. Деревня горит. Ib. Ăшша кайнă çынсем, погорельцы. Якейк. Кĕçĕр хĕвеланăçăнче пĕр ял карĕ (был пожар). Сюгал-Яуш. Пĕтĕмпеле пилĕк кил карĕ ун чухне. Всего сгорело тогда пять дворов. || Разгораться. N. Кайрĕ. (Огонь в самоваре) начал разгораться. Альш. Каллах вăйлă кайнă. Каллах çӳле кайнă. (Лампа) опять разгорелась. || Выходить замуж. ЧП. Лупашкари вĕт турпас сикет, сикет — тухаймасть: леш кассенĕн хĕрĕсем каять, каять — каяймасть. Альш. Качча кайиччен (до выхода замуж) иккĕ-виççĕ каяяççĕ-и вара (едва ли побывают) хĕрсем хĕр-сăрие. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. (Послов.). Сĕт-к. Каймалли хĕр, девушка, которая должна скоро выйти замуж. || Пропадать, исчезать. N . Унăн тутăхни кайса пĕтмен. С него не сошла ржавчина. О сохр. здор. Лайăх юн тĕсĕ кайичченех пĕçерес пулать (мясо). Н. Карм. † Ашăм çуннисем, ай, каймарĕ (жажда не утомилась). Изванк. Тата кĕлте кӳнĕ вăхăтра: тыррăн перекет кайтăр, тесе (чтобы пропало изобилие), капан çине кĕмĕл укçа пырса чикеççĕ. || Выстрелить (о ружье). N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. || Раздаваться (о звуке). Чув. пр. о пог. 88. Чан сасси уçă (ясно) кайсан, уяр пулать, тет. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Изамб. Т. † Хăй ятне хăй яракан кайрĕ ĕмĕр тăрăшне (т. е. ославился на век). Ст. Айб. † Хĕрсем пĕве кайнă чух (во время роста) сивĕ куçпа ан пăхĕр. N. Мишуткан яшки ун кăмăлне майнă. || В качестве вспомог, гл. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса, сăвлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Альш. † Приюм алăк — кĕленче ăлак, ан хуп хытă — çĕмрĕлет. Çĕмĕрĕлме кай, çунсах кайтăр, манăн çамрак пуç çухалат. Якейк. Паян библиотекăра ларарах карăм (засиделся). См. Оп. иссл. чуваш. синт. II, 46, 64 — 67.

кантис

сл. неизв. знач. Собр. Çăл пури çилче кантис тăрать (Сухал).

Карак-Çăвар

назв. родника. Сред. Юм. Пăвакасси хыçĕнчи пысăк çăл. Унта Карак-Çăвар киремечĕ пур. См. Магн. М. 66, 112, 113.

кил-вут

кил-вот, домашний очаг, семья. ЧП. Кил-вут пур та, арăм çук. Чураль-к. † Çинçе варта çинçе хĕр вăшкăлтатса вут çулать; мана илет, тет, курнать, манăн та килте кил-вут пур. Кĕвĕсем. Киле килтĕм — кил-вут çук. Сиктер. Карташ пăтти чӳклетĕп килĕм-вутăмпа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе (Из моления). Сунчел. Килĕм-вутăмпа, ачам-пăчампа савăнса, чăн турра ĕненсе, ырăсене юратса тăратпăр, çăл, çырлах, турă. См. Золотн. 124.

Киремет çырми

овраг, где находится киреметь. ЧС. Эсĕ киремет çырмине ахаль çырма куратăн пулĕ (считаешь за обыкновенный овраг). Назв. оврагов около селений, напр. Ун.-Айбесь, б. Буинск. у., Тайбы, Б. Аксы, Каменного Врага. В.Тим. Киремет çырми (халĕ Турă амăшĕ çырми теççĕ). || Назв. местности. Орау. || Алших. Киремет çырми — ĕлĕк унта чăвашсем чӳк тунă. Ун шывĕпе халĕ шыва кĕмеççĕ. Тырă вырнă чух унтан сивĕ çăл шывĕ илеççĕ. Унта пăртак шикленсен те чӳклеççĕ. Çырма кутĕнче пĕр тĕлте, нумай пулмас, çерем пурччĕ. Çав çереме сухаланă чух нуммай пăхăр авалхи укçасем тупнă. Вăл вырăн ял хирĕнче, çур çухрăмра.

Киремет çăлĕ

назв. родника. Алешк. || Назв. места где устраивался чӳк. В.Тим. Киремат çăлĕ. Халĕ вăл çăл патне часавни лартнă, турă амашин сăнне (турăшне) хунă. Халĕ вăл çăла «Турă амăш çăвĕ» тет, унта ĕлĕк чăвашсем киремете парне кӳнĕ.

Кирула

Кирола (к’ирула, к’ирола), имя мужч. Якейк. ЧС. Сирĕн пĕр Кирула арман(ĕ) пур, çав арман çумĕнче пĕр вĕре çăл вĕресе тăрать.

кирлĕ

(кирл’э̆, к’ирл’э̆ Пшкрт: кєрлэ̆), нужный; нужно, надо, надобно. С. Дув. † Парă лашана пушă кирлĕ мар. Чаду-к. Сана мĕн кирлĕ? Что тебе надо? Изванк. Мĕн кирлĕ пек япаласене пĕтĕмпех хатĕрлесе çитерсен... Курм. † Ĕçрĕмĕр те çирăмар, тата пире мĕн кирлĕ? Регули 552. Мĕн кирлине шпах парать. Варан. 122. Кирлине кура çынсем тĕрлĕ йывăç касаççĕ. Ib. 22. Ку япала мĕне кирлĕ? Нимĕне юрăхсăрĕ-çке вăл. Изамб. Т. Ул пасара кайса, мункуна мĕн кирлине пурне те илсе килеççĕ. Яндобы. Кашкăр калать: кирлĕ кунта кирлĕ пулăп, тет. N. Унăн (калекĕн, у лопаточки) вĕçĕ шĕвĕр, икĕ енĕ те çĕçĕ пек çивĕчĕ пулма кирлĕ! Яргуньк. Кирлĕ вăхăтра кирлĕ пулăп! (Сказка). Ib. Улма кама кирлĕ, улма! (Крик продавца). Букв. 1902. Çав кирлĕ сана! Так тебе и надо! (т. е. ты это заслужил). Баран. 103. Кирлĕрех пек туйăнсан, йывăç тавра тислĕк хурса тухаççĕ. Альш. Аван: çитнĕ пурте, кирли çук (нет недостатка ни в чем). Ib. Кирлĕ тĕлте калăпăр. В надлежащем месте мы скажем (и об этом). ПВЧ. 100. Çăл-куç шуне (= шывне) çĕклеме, витри çутă, ай, кирлĕ мар. (Замеч. оборот, где вм. определения поставлено адвербиальное выражение). Четырлы. Çĕр укçасăр кирлĕ, вăрман йӳн кирлĕ. Букв. 1904. Е тата кирлишĕн пуянсене кĕрĕшсе хутран-ситрен лава каять. Юрк. Унта çыру пĕлни кирлĕ мар. Шемшер. † Пӳртем вĕçĕнчи сăрлă йопи, кирлĕ марччĕ сăрлама; ах, атте те, ах, анне, кирлĕ марччĕ çоратма! Ст. Чек. Улма кирлĕ мар-и? — Улма-и-ха кунта! (Не до яблоков!). Сред. Юм. Пирти çилсемпе пылчăкра çӳреме ним те кирлĕ мар ĕнтĕ (нет ничего хуже). N. Вăл кирлĕ марпа хăтланмаçть. Он не занимается дурными делами. Виçĕ пус. 34. Çĕртме туни усă нумай панă пирки, ăнă кирлех темелле ĕнтĕ. Ib. Шăтса ӳсекен япаласене ӳсме питĕ кирли тепĕри — фосфăр. Çĕнтерчĕ 70. Кирлĕ мартан килтĕн-и-ха? Ib. 42. Кирлĕмаррипе ан хăтлан, старик! Ан пуççап мана. В. С. Разум. КЧП. Веччĕрте мĕн-мĕн каламарĕç, мĕн кирлине пурне те!

кукале

(кугал’э), копать, рыть, скрести передними ногами. ЧС. Хайхискере луçĕ (лось) малти урисемпе хăй айне кукалерĕ-илчĕ. Н. Карм. Лаша кукалесе тăрать. См. кокальтя. Пазух. Хусан лавкки умĕнче те кăвак лаша кукалет. Орау. Лаша çăл вулашкине кукалет — шыв ĕçесшĕн.

конкăра

кумкăра, конкра, (куҥгы̆ра, коҥгра), колода (для лошадей). СПВВ. Кункăра, колода для лошадей. Ib. Кункăра = лашасем пăтратаканни. Ст. Чек. Кункăра — лаша кăкаракан кункăра (çиме параççĕ, на обдиоке). Шел. II. 53. Яла кĕнĕ çĕрте çӳлĕ ту айĕнчен çăл сиксе пусса, валак тăрăх юхса, пысăк юман кункăра çине тулса, çырманалла, кĕмĕл пек çутăлса, шавласа, йăлтăртатса, юхса анать К.-Кушки. † Улăм çӳппи вĕçтертĕм, кункăра çине ӳкертĕм. ЧС. Вара лашана каялла киле çавăтса таврăнса, лупас айĕнчи кункăра çине çиме патăм, тет. БАБ. Кункăран пĕр енне утă хуратпăр, тепĕр пӳлĕмне (конюшни) лашасем хупатпăр. || Корытце, лоток, которым берут муку; с концов не закрыт. К.-Кушки. Кучкăра — лоток для муки. Шибач. Конкăра — çăнăх исе кĕреççĕ пĕçерме. КС. Кункăра — в роде корытца с незакрытыми концами. N. Конкăра — жолоб, на котором чуваши просевают муку и катают тесто. Хорачка: «сŏнŏк коҥгри». Икково. Конкăра — ночевка, с закрытыми или незакрытыми концами. || Род жолоба, употребляемого при варке пива. СПВВ. ФН. Кункăра — сăра юхтараканни. Сред. Юм. Конкăра теçе, чӳлмек лартса ăсла юхтаракан вараклă хăмана калаççĕ. Тюрл. Салат конкри (валак пек, он çинче сăра йохтараççĕ). || Корыто для посадки пчел (пчелы с корыта идут в улей), когда отроится рой. Торх.

купала

копала, класть в кучу, складывать в кучу; окучивать. Изамб. Т. Тата улăмне те купаласа хураççĕ. ЧС. Хăма çине каллах тăпра купаларăмăр. Якейк. Хĕл умĕн пӳрт тавра навос копалаççĕ, она: пӳрт хыçне навос копалас, теç. О земл. Унтан анкартне кӳртеччен çĕмеле купалаççĕ. Календ. 1904. Кăшт пуçĕ чăмартансан, купăстана купалас (окучивать) пулать, пысăклансан, тата тепре купалас пулать. N. Купаласа ларт, сложить в кучу. Якейк. Чолпа копаласа çавăрнă çăл (колодеи). || Строить. Кан. Тăпрапа тампă (дамбу) купаларĕç. Ib. Хресчен çуртне купалаççĕ. Козм. Чол çорт копалани. Ала 23. Хăшĕ тӳрех кирпĕч тума тытăнчĕç, тет, хашĕ çтена купалама тытăнчĕç, тет. N. Аслаттен ăрам урлă картине купаларăм.

Ӳмер çăлĕ

назв. çăл (родника). Кулатка, Хвал. у.

ĕтем

неизв. сл.; м. б. то же, что этем? Собр. † Пĕчикçиç кӳлĕ çăл-куçĕ, мерчен ятăм путмарĕ; мерчентен ĕтем пулни çук. Описка?

Ялавăр

(jалавы̆р), назв. сел. Елаура, Сенг. вол. и у. Симб. губ. Макка 48°. Вăл ак мĕнтен пуçланса кайнă, теççĕ: пиртен инçе мар пĕр вăрманта «Еней» ятлă çăл пур; ĕлĕк çав çăл çинче «Еней-Йĕнтерек ятлă улпут пурăннă. Çав улпут ячĕпе çăлне «Еней» тенĕ. Çав улпут Ялавăр ялне пуçласа янă.

ярса пĕтер

проиграть. Хурамал. Купăс калаканни малтан хăйин укçине салтака ярса пĕтерчĕ, тет (проиграл). || Запустить. Чуратч. Çăл пури ярса пĕтерсен, çак ачана çавăнта антарса ячĕ, тет.

ярса çул

ярса çăл, косить с размаха. N. † Пирĕн çăва вырăсла; ярса-ярса çăлсассăн, пĕр ытама чух (едва) кĕрет.

Яшутка çăлĕ

назв. ключа около д. Изванкиной. Изванк. Çав варта пĕр вĕресе тăракан çăл пур, çав çăла Яшутка çăлĕ, теççĕ.

Еней

назв. источника (çăл) недалеко от с. Елаура (Яла-вăр), Сенг. у.

лачрашка

грязный; мокрый? СПВВ. Сред. Юм. Пирн (= пирĕн) çăл таврашĕнче пит лачрашка (грязно). Тюрл. Лачрашка, шывак паранкă (водянистый картофель).

Мальăм çырми

назв. оврага. Баннова. Тĕкĕрçи Паникасси ял хошшинче çырма пор, ячĕпе „Мальăм çырми“. Икĕ çырма пĕрлешнĕ çĕрте çăл-коч пор, çак вырна (= вырăна) „Мальăм-хоçа“ теççĕ. Çакăнта тĕшмĕш хĕрарăмсем хăйсем йăллине иртереççĕ (тĕс. çомăр хытă çунă чох çара-пакартан çак çăлкоч йăври тавра хĕрарăм ташланине корнă).

милкемĕс

то же, что милкемес. Якейк. Эсĕ çуçне-пуçна милкемĕс пек янă. || Имя сказочных существ. Актай. Тата тăхăр милкемĕс килчĕç, тет; вĕсене те касса вакларĕ, тет [какие-то злые существа в сказке.— Милкемĕссен кашнин пĕрер арăм, тет, пĕрер ача; ашшĕсене вакласан, çав ачасемпе амăшĕсем Ивана вĕлересшĕн çăл пулнă (обратились в...), улма, пурçăн тутăр. (Коментарий к сказке)].

Мăн-çăл-тĕми

назв. возвышенности. N. Унтан Мăн-çăл тĕми урлă каçса Йăнар-каççи патнелле.

Йăнар

назв. леса. N. Эпĕр малтан шыв хĕрине кайрăмăр арман патне çитеччен. Унтан, кĕпер урлă каçса, Йăнар кĕпери патнел(л)е. Унтан, Мăн çăл тĕлми урлă каçса, Йăнар каççи патнел(л)е. Вара эпир вăрмана çитрĕмĕр; вăл вăрмана Йăнар теççĕ. Ядр. (Уб. в.) Пирĕн патра, хамăр ялтан инче те мар, пĕр вăрман пур; ăна Йăнар теççĕ.

вĕре

(вэ̆рэ), кипеть. К.-Кушки. Яшки вĕрет-и? Кипит ли похлебка-то? Ib. Шыв темĕскер час вĕреме кĕреймерĕ. Вода что-то долго не закипает. N. Шыв вĕресе пĕтнĕ (выкипела). Ала 10°. Кăшт тăхтасассăн, сăмовар вĕрерĕ, тет. Немного погодя, самовар скипел (в Якейк. тоже «вĕрерĕ»). СТИК. Шăршлă шывăн шăрши вĕресе тухат (уничтожается кипячением). Изамб. Т. Хуран вĕреме кĕрсен... (когда закипит). || В переносном знач. Сир. 146. Манăн ăшăм-чиккĕм пĕр май вĕресе тăрать (беспокоюсь). Полтава 54. Вĕри шыв пек тулхăрса, вăл ĕç вĕрет (работа кипит) халь ĕнтĕ. || О роднике. Г. Т. Тимоф. Çăл-куçĕ вĕресе тăрать. Родник клокочет. Хыпар № 28, 1906. Ту аяккинче вĕресе юхса тухакан çăл патĕнче лашасене, тăварса, курăк çине ятăмăр. КАЯ. Вăл кӳлĕ панче пĕр вĕресе тухакан çăл пур. || Кишеть. Шел. II. 28. Ак Шупашкар халăхĕ тухать каçпа пульвара... параçниксем пулсассăн, чисти хурт пек вĕреççĕ. Шел. 18. Кĕмĕл тĕслĕ шывсенче хурт пек пулă вĕреччĕ (= вĕрет-чĕ).

вĕресе тух

бить (о роднике). Ала 19°. Çавă вар пуçĕнчен пит вăйлă шыв вĕресе тухакан çăл-куçĕ пур. Шибач. Çăл-коç вĕресе тохать.

вĕре çăл

кипун. Ч.С. Çав арман çумĕнче пĕр вĕре çăл вĕресе тăрать. См. вĕрекен çăл.

вĕçĕмрен

часто; без перерыва. Хурамал. Вĕçĕмренех, часто. См. вĕç-вĕçех. Етрух. Вара çăл кутне виçĕ сĕвĕм (у др. сĕвем) çĕлем-çип вĕçĕмрен чăсса пăрахаççĕ (протягивают в одном направлении три довольно длинных нитки, положив их концом к концу; см. сĕвем). (Çынна пытарни). Сред. Юм. Вĕçĕмрен, безостановочно, один за другим. Земледелец. Шывăн икĕ хĕррипе те вĕçĕмрен ял (деревни). Чет. пути. Хам вĕçĕмрен ăшă шыв сыпатăп.

Йĕкĕрлĕ çăл

назв. родника. Эпир çур. çĕр-шыв. 20. Çав улăхра икĕ çăл пур: пĕрне Йĕкĕрлĕ çăл, теприне Xурăн йĕрĕх çăлĕтеççĕ.

Йĕкĕр çăл

назв. родника. Ст. Ганьк. † Йĕкĕр çăл хĕрри сарă чечек, епле ытарса татам-ши?

йĕпĕн

неизв. сл. в загадке. Рак. Йĕпĕн-ши кăлтăр кут. (Çăл, пус, тараса).

йĕрĕх çăлĕ

навв. ключа (родника). Чуратч. Эпир çур. çĕр-шыв. 20. Çав улăхра икĕ çăл пур, пĕрне «Йĕкĕрлĕ çăл», теприне «Хурăн йĕрĕх çăлĕ» теççĕ.

вак

(вак) или вака (вагы̆), прорубь. Альш. Кĕпе çума пăр çине, пăра касса, шăтарса тăваççĕ. Тогаево. Çав ялта çăл полман, çавăнпала пирĕн лашасене вакран ĕçтерес полать (приходится лошадей поить из проруби). N. Вăл вак касни тепĕр хут шăнса ан кайтăр, тесен, шăтăка çапнă кĕлте кӳртсе лартас пулать. СЧЧ. Кăсем вак кутне çитрĕмĕр, тет те... (подогали к проркби). Ч. С. Çичĕ тĕслĕ выльăхма-чĕрлĕхме çичĕ картана хупма парăсăнччĕ. Шыва антарсассăн, пĕр вĕçĕ картара, тепĕр вĕçĕ вакăра пултăрччĕ. (Моленье ака пăтти). Б. Пĕр вакка хĕрĕх çерçи тăкăнать. || Хурамал. Вак — водопой (и летом).

валак

жолоб, СПВВ. Собр. 173°. † Юхăм шыв юхат валакран, сасси илтĕнет аякран. Сред. Юм. Валак е валашка тесе, çăл кôтне лартакан пысăк таканана калаççĕ. V. S. Валак — жолоб (йываçран шыв юхма чавса туни). СПВВ. ЕХ. Валак — пĕр-пĕр япала юхтарма лупашкалă йывăçран таваççĕ. М. 11. Петр. Валак, вулак — корыто; колода; жодоб. См. арман.

валĕм-хуçа

назв. почитаемого существа. См. Магн. М. 75. Н. И. П. Пӳлертен Валĕм-хуçа патне кайнă çĕрте, ту хĕррипе пынă чух, ту уçăлса кайса, хĕрсем, тухса, çылăхсăр çынна исе кĕреççĕ. Унта вăсам темĕн тĕрлĕ илемлĕ чечеклентерсе пĕтернĕ шап-шурă тумтирсемпеле, тӳшек-минтерсемпеле пурăнаççĕ, тет. М. Сунчел. Е пĕсмĕлле! Валĕм-хуçа, сана та асăнатпăр, витĕнетпĕр, эсĕ хăвăн ывлусене хура халăха тивме ан пар. (Моленье). КАХ. Сана асла вĕлĕ шăллĕ, Валĕм-хуçа, ачам-пăчампа пуççапатăп, асăнатăп. (Моленье в тайăн сăра. В с. Ходарах именем аслă кĕлĕназывается Питтури). В той же молитве к Валĕм-хобращаются со словами: „Йыттусене пирĕн выльăхсем патне ан яр“. ТЛТ. Валĕм-хуçа амăшĕ, Валĕм-хуçа... II Сунчел. Валĕм-хуçа — пӳлерти таса çăл. N. Вăн Валĕм-хуçа сăра ĕçешшĕн çăварне карса тăрат. (Гаданье). См. Пӳлер.

ват

вот. Хурамал. Ват эпĕ çăл чаврăм. Вот я вырыл колодец. Нюш-к. Вăл йăмахсĕм каласа култарачĕ. Ват ун пекки сахал! теççĕ (вот таких, как он, мало).

выйлă

то же, что вăйлă. Якейк. Омпак выйлă çын эп нихçан та корман. Икково. † Çырма тăрăх тохрăм, тĕлĕнтĕм — çăл-коç выйлă йохнинчен. Никит. Шыв тупма та аякка выйлă çăла каймалла пулчĕ (в засуху).

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

вутăш

вотăш, назв. водяного духа. Название злого духа. См. Магн. М. 54, 55, 56. N. Один чувашин из Кушкăпоймал «вутăш хĕрĕ» и женился на ней. От них пошли вутăш йăхĕ (племя). N. Шывра, тарăн çĕрте, кирек ăçта та вутăшсăр пулмас, тет. Вăл вутăш чисти çын пекех, тет, антах ӳчĕ кăвак, тет, вăрăм çӳ(ç)лĕ тет; вăл вара шăрăх вăхăтра, хĕвел ăшшине тухса, пуçне тураса ларат, тет; хăш чухне хĕвел ăшшине тухса çывăрат та, тет. Çав çывăрнă вăхăтра, вăрттăн пырса, часрах хĕрес тăхăнтарсан, вăл вара шыва ниепле те кĕреймес, тет. Вара çынна пит йăлăнат, тет; мĕн çухлĕ укçа ыйтнă, ун чухлĕ укçа парат, тет. Вутăшăн ун укçа пит нумай, тет. Чуратч. Шывра тата çăлта чăвашсем: вутăш пурăнат, теççĕ. Вутăш çиленнĕ çынна час-часах ӳслĕк ярать. Çав ӳслĕкрен хăтăлас тесе, шыва вăсене, е çăла, çăкăр татăкки, çăмарта пăрахаççĕ. Пролей-Каша. Вотăш — дух, летавший к вдове и принимавший вид ее мужа (у др. вĕри-çĕлен). П. П. Т. Пирĕн патăрта чăвашсем, пĕр-пĕр çын вутăш пек пит алхасса пурăнсан, кĕлле каймасăр, турра пăхăнмасăр, тухатмăш туса пурăнсан, хупахра ĕççе шăнса вилсен, çав çынна масар çинче вырăн, ĕçме-çиме те памаççĕ, теççĕ. N. Вуташ — усал, кăтаклать çынна. Ч. С. (Янш.-Норв.). Чăвашсем çăл куçĕсенче, тата пысăк пĕвесенче вутăш пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çăл куçĕсенчи вутăш питĕ пĕчĕкçĕ, тет; вăл тин çуралнă ача пек анчах, тет. Çăл куçĕнче пурăнакан вутăш çынсемшĕн питĕ усăллă, тет. Çынна вăл хăй пĕр сиен те тумас, тет. Пур çĕр айĕнчи пакраса тухакан çăл та çав пĕчĕкçĕ вутăшсем тапса кăларнипе тухать, теççĕ. Анчах çăл куçĕнчен шыв ăснă чухне-и, унта ĕçнĕ чухне-и: пĕсмĕлле, çырлах, тесе, ĕçмелле, тет. Çавна асăнса ĕçмесессĕн, вăл питĕ хурланать, тет. Аптăран(ă) енне вара: кăсене çавăн чухлĕ ырăлăх кăтартнăçăм мана мăшкăласа пурăнаççĕ; акă эпĕ вĕсене малашне сивĕ шывсем кăларса парам-ха, çырма шывĕпе антăхса пурăнчăр вĕсем; тата пырĕсене шыçтарса ярам та, ахлатса ӳсĕрсе çӳреччĕр вĕсем, тесе калать, тет. Çавăнпа чăвашсенчен е пырĕсем шыççан, е уярсенче çăлсем типе пуçласан: путех вутăшсене кам-та-пулин çилентернĕ пулĕ, тесе, кашни çăлсем куçне, хăшĕ йăва кайса пăрахаççĕ, хăшĕ нимĕрпе икерчĕ таткаласа пăрахаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ чĕрĕ çăмарта кайса яраççĕ; ăна вĕсем: шывĕ чĕрĕ çăмарта пек свеши пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Ib. Пысăк пĕвесĕнче пурăнакан вутăш çын пекех çемепеле пурăнать, теççĕ. Ачапăр, çукки çак çутă çанталăкра пурăнакан е ачасене е ваттисене, шыв хĕрне пырсан, шыв ăшне сĕтĕрсе кĕрсе каять те, çавсене лаша вырăнне туса çӳреççĕ, тесе, ĕненеççĕ. Çавăнпа вĕсем: пур шыва кайса вилнĕ çын та вутăшсемпе пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ: тĕсĕсем хуп-хура та, хăйсем çаппа-çарамасах пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çав вутăшсем питĕ нумай пулĕччĕç, тет те, анчах вĕсене, ирхине ирех хĕвел тухнă чухне, шыв хĕрне тухса выртсан, кашкăрсем нумайăшне çиеççĕ, тет. Çав çинĕ чухнĕ, вăл шăмми-шаккине çисе ярачченех кăшкăрат, тет. Чăвашсем: вутăша кашкăр çинине тата унăн тĕсне çула питĕ ăшă чухне ирхине самый хĕвел тухнă вăхăтра куратпăр, тĕççĕ. Етрух. Шыв хĕрне анса, çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах! вутăш çырлах! теççĕ. Картусне, е шлепкине хул-айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать... Çисе пĕтерсен, кайран çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш! çырлах, вутăш! тет. Унтан арсем те çавăн пекех: вутăш, çырлах! вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ. Вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выльăр шыв хĕрĕнче, вара çăмăр лайăх пулат, тет. (Çерçи чӳкĕ). Милькович. 22. Водыш, пребывая в водах, к употреблению делает оные здоровыми. Макка 228°. Вутăш вăл особенно хирти пысăк пусăсенче пурăнат, теççĕ, пысăк шывсенче. Вăл хăй юратнă çын умне анчах тухса çӳрет, теççĕ; вăл тухсан, хĕр пулса çӳрет, теççĕ. И. Седяк. Вутăш = усал сывлăш, вупăртан кĕçĕнни. М. Çав старик вутăш пулнă, тет. Проп. о блудном сыне. Кĕçĕнни çемçе кăмăллă, çăмăл, вутăш пек чĕрĕ çын пулнă. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша калат: тархасшăн мана виçĕ пĕрчĕ сухала пар, тет. Вутăш калат: манăн сухал ыратат, тет. Орау. Вутăш пек (бойкий) ача пĕтĕмпех имшерленсе карĕ. Толст. Çынпа шыври (вутăш). Мусир. Вутăш — божество (злое, в воде). Н. Лебеж. † Путĕр-путĕр путене, хупсан, хуплу пулмĕ-ши? Ай-хай, кинçĕм Анна пур, илсен (замуж); вутăш (т. е. зюю) пулмĕ-ши? ДФФ. Вутăш çăл-куçĕнче (шывра) пурăнать, тесе, ĕненеччĕç. Ăна çулă нимĕрпе чӳклеччĕç. || Дух огня; однажды, по рассказу чувашина, он летел как бы в виде горящей головни, от которой сыпались искры. Ильминский сч. это слово сложным: вут+йыш, т. е. дух огня (см. йыш). См. Пер. о чув. изд. 50.

ывăçла

брать, захватывать в горсть, в пригоршни. Хĕн-хур. Вăл (она) вара, çул çинчи кӳленсе тăнă пылчăклă шыва ывăçласа илсе, ĕçнĕ те, канмасăрах, тата малалла утнă. Орау. Шыва çăл вăлашки çинчен ывăçла-ывăçла илсе, çурăм пите. Еще пример см. ывăç.

Илеçке

веролтно, имя мужч. Отсюда: Илеçке çăл.

Илеçке çăл

назв. родника около Средних Тимерсян, Симб. у. СТИК. Названия родников: Илеçке çăл, Çатан çăл, Алтăван.

унччен валли

пока (что), vorläufig. Демид. Унччен валли, тесе, çăл çине шан ларнă. Çав шан çинче турăш выртнă. N. Унччен малтан сăра тăвса, хатĕрлесе хураççĕ.

урлăшĕ

, орлăшĕ, поперечник, ширина. Альш. † Пирĕн урам урлăшне юхат шывăн сулхăнĕ. Ч. П. Çăл-куç çырми урлăшне çапă хурса каççа кай. Завражн. Пĕр пилĕк вершок орлăшĕнчен тортса илчĕ. Орау. Атăлта вĕçи-хĕрисĕр, Атăл урлăшпех, пăр каять Якейк. Пирĕн маçакăн (у дедушки) хора пӳртĕнче тĕпел кокăрĕнче пӳрт орлăшпех орлă сакчĕ. N. Виç ана урлăшĕ. Ширина трех загонов.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бить

глаг. несов.
1. (син. ударять, стучать) çап, шакка, шаклаттар; бить молотком малатукпа шаклаттар; бить в дверь кулаком алăка чышкăпа шакка; бить по воротам хапхана çап (футбол, хоккей вăййинче)
2. кого (син. избивать) çап, хĕне, ват; бить по лицу питрен çупса яр
3. кого-что (син. громить, разбивать) çĕмĕр, аркат, ват; бить врага тăшмана аркат; битое стекло кĕленче ванчăкĕ
4. (син. стрелять) пер; бить из орудий тупăсенчен пер; ружьё бьёт метко пăшал тĕл перет
5. (син. вытекать) тап, тапса тăр, юхса тух; под горой бьют родники сăрт айĕнче çăл куçсем тапса тăраççĕ ♦ бить в колокола чан çап; часы бьют шесть сехет улттă çапать; бить птицу кайак-кĕшĕк пусса тирпейле; бить по карману тăкак кӳр; бьёт лихорадка сивĕ чир силлет; запах бьёт в нос шăршă сăмсана çурать; бить тревогу хавха çĕкле (хăрушлăх çинчен пĕлтерсе)

выручить

глаг. сов.
1. кого (син. помочь) çăл, хăтар, пулăш; выручить деньгами укçапа пулăш
2. что (син. получить) тупăш ил, пайта кур; хозяйство выручило много денег от продажи мяса хуçалăх аш сутса пысăк тупăш илчĕ

глубокий

прил., глубоко нареч.
1. (ант. мелкий) тарăн; глубокий колодец тарăн çăл; глубоко нырнуть тарăна чăм
2. (син. отдалённый) инçетри, аякри; в глубоком тылу фронтран инçетре
3. (син. сильный) пысăк, вăйлă, çирĕп; хытă, питĕ; глубокий ум пысăк ăс; я его глубоко уважаю эпĕ ăна питĕ хисеплетĕп ♦ хранить в глубокой тайне вăрттăн упра, ан пĕлтер; в глубокой старости ватăлса çитсен

дёргать

глаг. несов.
1. кого-что или за что (син. тянуть) турт; дёргать за рукав çанăран турт
2. что (син. вырывать) çăл, çумла, тăпăлтар, туртса кăлар; дёргать сорняки çум çумла; дёргать зубы шăл кăлар
3. кого (син. беспокоить) кансĕрле, чăрмантар, турткала

избавить

глаг. сов.
хăтар, çăл, çăлса хăвар; избавить от опасности хăрушлăхран хăтар

источник

сущ.муж.
1. (син. родник) çăл, çăлкуç; горячий источник вĕри çăлкуç; минеральный источник минераллă çăлкуç
2. тымар, пуçламăш; никĕс, сăлтав; источник ошибок йăнăшсен сăлтавĕ ♦ исторические источники истори çăлкуçĕсем (авалхи кĕнекесем, хутсем)

колодец

сущ.муж.
çăл, пусă; колодец с журавлём тарасаллă пусă; сруб колодца çăл пури ♦ артезианский колодец артезиан çăлĕ (шыв хăйĕн пусăмĕпе тухса тăран шăтăк)

копать

глаг. несов.
1. чав, чакала, хусăкла; копать землю çĕр хусăкла; копать колодец çăл чав
2. кăлар; копать картофель çĕр улми кăлар

родник

сущ.муж.
çăлкуç, çăл; из земли бьёт родник çĕр айĕнчен çăлкуç тапса тăрать

спасти

глаг. сов.
çăл, хăтар; çăлса хăвар, сыхласа хăвар; спасти дом от огня пӳрте вут-çулăмран çăлса хăвар

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

артезианский

артезианский колодец артезиан пусси, артезиан çăлĕ, çĕре пăраласа кăларнă çăл, пусă.

выдергать

что сов., выдернуть сов., выдергивать несов. кăлар, туртса кăлар, çăл, тăпăлтар; тапăлтарса кăлар; выдергать коноплю кантăр тат.

выкупать

что несов., выкупить, -плю, -пишь сов. 1. тӳлесе ил, тӳлевне татса ил; 2. укçа тӳлесе çăл, ирĕке кăлар (тыткăнран çынна).

теребить

, -блю, -бишь кого, что несов. 1. турт, тăпăлтар, çăл, тăпкала; лăска (çӳçрен); 2. тат, çăл (кантăр, йĕтĕн), чав, чавала (çăм); 3. перен. турткала, чăрмантар (пĕрмаях вак-тĕвек ыйтусем парса).

цистерна

цистерна (1. кăнтăр енче çăл çук вырăнта çумăр шывне пухмалли вырăн; 2. чугун çулпа краççын, нефть, бензин турттармалли цилиндр евĕрлĕ вагонсем).

фонтан

фонтан; нефтяной фонтан нефть çӳлелле палкаса тухса тăракан çăл.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

артезианский

прил.: артезианский колодец артезиан çăлĕ (çĕре пăраласа тунă тарăн çăл).

ворот

м. (колодезный) пусă кашти, çăл кашти (витрене çавăрса кăларнă чухне вĕрен явăнса пыракан вал).

выкопать

сов. 1. что (вырыть) чав, алт; выкопать колодец çăл алт; 2. что (откопать) кăлар, чавса кăлар, алтса кăлар; выкопать картофель улма кăлар; 3. кого-что, перен. разг. (отыскать) туп, шыраса туп.

выручить

сов. разг. 1. кого-что (помочь) çăл, хăтăр, пулăш; выручить из беды инкекрен çăл; выручить деньгами укçан пулăш; 2. что (получить от продажи) ил, ту (сутса); выручить деньги от продажи мяса аш сутса укçа ту; 3. что, уст. (получить обратно) каялла ил; выручить вещи из заклада саклатран япаласене каялла ил.

выщипать

сов. что тат, çăл, чĕпĕтсе тат; выщипать перья у курицы чăх тĕкне тат.

гейзер

м. гейзер, вĕри çăл.

дёргать

несов. 1. кого-что (тянуть, тащить) турт; 2. что, разг. (выдёргивать) туртса кăлар, кăлар; тат; çăл, тăпăлтар; дёргать зубы шăл кăлар; дёргать лён йĕтĕн тат; дёргать траву курăк çăл; 3. кого-что, разг. судорожном движении) турткала, чĕтрет, сик; силле; туртăн, чĕтрен, силлен; бровь дёргает куç харши сиккелет; 4. кого-что, перен. (беспокоить) турткала, кансĕрле; 5. криках дергача) авăт (карăш).

докопать

сов. что 1. (окончить копание); алтса пĕтер (е çитер), чавса пĕтер (е çитер); чавса çит; докопать колодец çăл алтса пĕтер; 2. (до какого-л. места) алтса çит, чавса çит; докопать до середины варрине чавса.

избавить

сов. кого-что от кого-чего хăтар, çăл; избавить от смерти вилĕмрен çăл; избавить от нужды нушаран хăтар; ◇ избави бог! тур ан хуштăр!, тур хăтартăр!

иссякнуть

сов. 1. типсе лар; источник иссяк çăл куçĕ типсе ларнă; 2. (исчерпаться пĕтсе лар (е çит), вĕçлен; его силы иссякли вăйĕ пĕтсе çитнĕ; разговор иссяк калаçу вĕçленнĕ.

источник

м. 1. çăл, çăлкуç; источник минеральных вод минераллă шыв çăлкуçĕ; целебный источник сиплĕ çăл; 2. перен. çăлкуç, источник; источник света çутă çăлкуçĕ (е источникĕ); неиссякаемый источник иксĕлми çăлкуç; 3. (письменный документ) источник; по достоверным источникам шанчăклă источниксем тăрăх.

ключ

м. (источник) çăл, çăлкуç; ◇ бить ключом палкаса тăр, вĕресе тăр, çăлкуç пек тапса тăр.

ключевой

прил. çăл ⸗ĕ [⸗и], çăлкуç ⸗ĕ [⸗и]; ключевая вода çăл шывĕ.

колодезный

прил. çăл ⸗ĕ [⸗и], пуса ⸗ĕ [⸗и]; колодезный журавль пусă тараси.

колодец

м. çăл, пусă.

полоть

несов. что и без. доп. çумла, çăл.

родник

м. çăл, çăлкуç.

родниковый

прил. çăлкуç ⸗ĕ [⸗и], çăл ⸗ĕ [⸗и]; родниковая вода çăлкуç шывĕ.

спасти

сов. кого-что хăтар, çăл, çăлса хăвар, хӳтĕле, хӳтĕлесе хăвар, сыхла, сыхласа хăвар; спасти жизнь пурнăçа çăлса хăвар; спасти от гибели вилĕмрен хăтар; спасти честь чыса сыхласа хăвар.

теребить

несов. 1. что (перебирать пальцами, трогать) турт, тăпăлтар, çăл; 2. что, с.. тат, çăл (кантăр, йĕтĕн) лăска, тăпкала, чав, чавала (çăм); теребить кудель сӳс лăска; 3. кого, перен. разг. (приставать) турткала, чăрмантар; теребить вопросами ыйтусемпе чăрмантар.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

çăл

коткарырга (спасать)

çăл

кое (колодец)

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Brunnen

puşă, zăl
пушă, çăл

Quelle

zăl (kuzĕ)
çăл (куçĕ)

retten

hătaras, zălas
хăтар, çăл

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

çава

«коса» (с.-х. орудие); казах., к. калп., ног. шалгы, уйг. чалга, узб. чалғи, хак. сапхы, алт. В чапкы, чалгы, башк. салгы, тат. чалгы «коса». Одни из этих форм происходят от др. тюрк. глагола йол «дёргать», «выдёргивать», другие — от уйг. чап, тат. чаб «косить»; см. çăл; мар. сава из чув. (Rӓsӓnen. TLT 185); ср. осет. цэвэғ «коса».

çăл

«ключ», «источник», «родник», диал. «колодец»; др. тюрк., ПМК йул «ручей»; МК йул «источник»; азерб. (запад, диал.) чулйә «открытый водоём»; тур., тат. куйу «колодец»; «яма»; ср. монг. цээл «ключ», «родник», «источник, постоянно бьющий из земли».

çăл

, çул 1. «дёргать», «выдёргивать», «вырывать», «выщипывать»; 2. «косить траву»; др. тюрк., МК, азерб., туркм., тур., башк., тюм. йол, хам., узб. йулжулйолк, ног., кумык, юлк, хак. чул «дергать», «выдергивать», «рвать», «вырывать», «выщипывать»; желт, уйг., азерб., балк., карач., кумык, чал «косить (траву)»; ср. монг. зулгаах «теребить», «выдёргивать», «выщипывать», «полоть».

çăл

«спасать», «освобождать», «выкупать», «выручать», «избавлять»; çăлăн «спасаться», «избавляться», «освобождаться»; др. тюрк., тат., башк. йол, желт, уйг., АФТ йул «спасать», «освобождать», выручать».

çĕçĕ

«нож». По мнению О. Прицака, чув. çĕçĕ восходит к древней форме çĕлĕç, происходящей от глагола çăл «дёргать», «выдёргивать»; «косить»; чув. çăл соответствует тюрк. йӳлийӳли, кумык, йӳлӳ (юлю — В. Е.) «брить»; полов, йӳлӳгӳч, балк. зӳлгӳч, азерб. ӳлгӳч «бритва»; чув. -ă, -ĕ в означенном положении соответствуют тюрк. -гу, -гӳ: сăнă — тюрк. сӳнгӳ, чув. паллă — тюрк. бӳлгӳ и т. д. (Wiener Zeitschrift Kunde des Morgenlandes, 56. Bd., 145—148); ср. кит. tsejtao «нож».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Куçа чарсах пăрах

Куçа (куçсене) [куçа-пуçа] чарсах пăрах 1. вытаращить [вылупить] глаза (сильно удивиться, испугаться и т. п.). 2. пялить [таращить, пучить] глаза (пристально, упорно, напряжённо смотреть на кого-либо, что-либо, засмотреться на кого-либо, что-либо).
1. Вăл куçне чарса пăрахрĕ те епле тăнă çаплах кукленсе ларчĕ, кăшкăрас терĕ — сасси тухмарĕ. С. Аслан. Урасмет, вăл мĕншĕн килнине пĕлсен, куçне-пуçне чарса пăрахрĕ. К. Турхан. Пулă тесен, ман тусăмсем куçĕсене чарса пăрахрĕç. Уйăп М. Ирсерен, çăл патне ансан, хĕрарăмсем ахлата-ахлата ассăн сывлаççĕ, тĕлĕненçи туса, куçĕсене чарса пăрахаççĕ. М. Белов. 2. Вăл, алăкран кĕрсенех, йĕри-тавра пăхкаларĕ те куçĕсене ман çине чарса кăшт йăлкăшса илчĕ. Выçă кашкăр пек антăхнă, шăннă, Куçне чарнă Мускав еннелле. А. Алка.

Салам кала

Салам кала посылать / послать поклон [привет] кому; кланяться / поклониться кому, приветствовать / поприветствовать кого.
Инкемĕрсем-çеçкемĕрсем, Сире савса, вутран тухса, Мире савса, черкке тытса, Салам калаттăмăр туйра. В. Урташ. Ман туссене кама пĕлетĕн, манран салам кала. И. Терентьев. Урасăр таврăннă вырăс салтакĕ салам каласа ячĕ, те. В. Ухли. Çĕр салам каланă, юхнă Çырмара таса çăл шывĕ. А. Алка.

Халап çап

Халап (халапа) çап [çаптар] 1. (оживлённо, увлечённо) разговаривать, беседовать, вести разговор, беседу; 2. пустословить, переливать из пустого в порожнее.
1. Окопри салтаксем виçшер-тăватшарăн пухăна-пухăна халап çапма тытăнчĕç. С. Элкер. Арпа кӳпи çинче хĕрарăмсем каçса кайсах халап çапса лараççĕ. С. Аслан. Тулта хĕрхенӳсĕр хĕл мучи алхаснă чух ăшă пӳртре, шартлатса çунакан кăмака умĕнче, халап çапса ларнинчен ырри мĕн пултăр ĕнтĕ. А. Артемьев. 2. Трактористсем валли кайса апат пĕçер, кайран халап çапса вырт. В. Урташ. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, юмах ярса юман тăрне улăхаймăн. Ваттисен сăмахĕсем. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

кĕпçе

телефон кĕпçи, п.я. Телефон аппарачĕн микро-фонлă пайĕ; телефон трубки. Телефон кĕпçи те, явап кĕтсе, кăмăлсăррăн паш та паш сывла пуçларĕ. К-н, 1983, 16 /, 4 с. Телефон кĕпçине тытрăм та И.Христофорова телефон умне йыхăрма ыйтрăм. Г.Ефимов //Х-р, 18.04.1992, 3 с. Петĕр Çăл-куçăн пӳлĕмĕнче телефон янăраса кайнă. Сăвăç-журналист ун кĕпçине çĕкленĕ. Т-ш, 1999, 44 /, 4 с. Алăра чăмăртаса тытнă телефон кĕпçинче сасă янăрарĕ. ÇХ, 2000, 17 /, 10 с.

легитимлă

ç.с. Саккунлă, правăпа килĕшӳллĕ. Саккун хăй вето правине легитимлă тума май парать. Х-р, 13.02.1997, 2 с. Каччăн легитимлă тупăш çăл куçĕ çук. ÇХ, 2000, 5 /, 4 с. Эпир ... Чăваш патшалăхĕ пулса юласшăн пулсан, çак ыйтăва [«республика гражданлăхне»] легитимлă татса пама вăй çитермеллех. Х-р, 14.10.2000, 4 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

анне

апай. Эй Турă, манăн аттепе аннене (апая), тăвансене, тус-йышсене, пурне те çăл-çырлах <…> [Молитвенник 1883:14].

пусă

тараса, çăл. Турă шыва кĕнĕ кун шыва кĕл туса тасатма тата турăшсемпе çырмана е кӳлĕ çине, е пусă (тараса) кутне каяççĕ [Наставление 1896:80]; Çула çырмари шыв ăшă, пусăри (тарасари, çăлри) сивĕ, – мĕншĕн-ши? [Букварь 1900:22].

хăтар

çăл. Адампа Евана Турă этем ăруне Хăтаракана (Çăлакана) ярăп тесе сăмах панăран малтан вара темиçе ĕмĕр, темиçе çĕр çул иртнĕ, çĕр çинчи çынсем пурте çылăхлă пурăннă [Объяснительные 1903:11–12].

Чӑвашла топонимсен онлайн словарӗ

Чул çăл çырми

Лапсар ялĕнчи Чул çăл вырнаçнă, ялти Шупашкар урамĕпе Сад урамĕ хушшинче вырнаçнă çырма.

Кашаман пусси

Кивĕ Ӳселтен (Тутарстан, Аксу районĕ) Пухтелелле (Тутарстан, Нурлат районĕ) каякан çул («Тĕпек» ятлă) хĕрринче вырнаçнă çăл ячĕ.

~Хура çăл

Хĕрлĕ çыр патĕнчи çăл ячĕ.
(вырăнне палăртмалла!)

Анаткас çăлĕ

Йăнтăрчă (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ.

Турикас çăлĕ

Йăнтăрчă (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ.

Хăртнă çăлĕ

Йăнтăрчă (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ;

Мертем çăлĕ

Йăнтăрчă (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ;

Аслă çăл

Лачкасси (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ (ялти чи пысăк çăл).

Мăкăш çăлĕ

Лачкасси (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ.

Макар çалĕ

Сăхăтпуç (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ.

Пикенеç çăлĕ

Сăхăтпуç (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ.

Кутăр çăлĕ

Октябрь (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ;
Тенеяльти (Тӑвай районӗ) ҫӑлкуҫ ячӗ.

Сикте

Енĕш Нăрваш (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ.

Нĕркей

Енĕш Нăрваш (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ.

Упрук çăлĕ

Енĕш Нăрваш (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ.

Сив çăл

Енĕш Нăрваш (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ.

Павар

Енĕш Нăрваш (Тăвай районĕ) ялĕнчи çăл ячĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

çăкнар Çăкнар каççи çăкрă çăкрах « çăл » Çăл ĕшни çăл ани çăл вулашки çăл кăлар Çăл карти

çăл
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150