Шырав: сиввĕн

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

сиввĕн

1.
зябко, с дрожью
ӳт-пӳ сиввĕн чĕтренсе илчĕ — тело зябко вздрагивало

сиввĕн

2. перен.
холодно, неприветливо, недружелюбно
сиввĕн пăхса ил — холодно взглянуть
вăл сиввĕн пуç тайрĕ — он еле, слегка поздоровался

сиввĕн

3. перен.
хмуро, мрачно
вăрман сиввĕн кашлать — мрачно шумит лес

сивлеккĕн

то же, что сиввĕн

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

сивĕ

холодный
студеный
угрюмый

стужа
холод
мороз

сивĕ чир — лихорадка
сивĕ тăрать — стоит стужа
сивĕ куç — суровый взгляд
сиввĕн пăх — зло смотреть
сивĕ йен — север
сивĕ пăх — снежные хлопья
сивĕрех — холодноватый

çил

ветел; çил сиввĕн вĕрет – ветер дует холодно; çил-тăвăл, синкерлĕ çил – буря; çил çунатлă лаша – лошадь с крыльями ветра; çил тăман – вьюга; çавра çил – вихрь; çил арманĕ – ветряная мельница.

194 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сиввĕн

неприветливо, холодно. ЧП. Мĕшĕн сиввĕн пăхатăр? Ёрдово. † Вĕттĕн-вĕттĕн посмине, эпир посмасан, кам посас? Сиввĕн-сиввĕн сăмахне, эпир илтмесен, кам илтес. Истор. Иккĕшин те чунĕсене сиввĕн туйăнса тăнă. Ачач 37. Вĕрентекен апла каласан, класри ачасем хăйĕн тантăшне сиввĕн пăхса виçеççĕ.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çырма-шыв

речки вообще. N. Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрет, çырма-шыва сивĕтнĕ.

тапрат

(-рат), сдвинуть, стронуть с места, шевелить. N. Вырăнтан та тапратмалла мар. С места не сдвинешь. Г. А. Отрыв. Шалт тăрмашаççĕ —тапратса яраймаççĕ урапана. N. Улпут ывăлĕсем тем чухлĕ хăтлансассăн та, чула вырăнĕнчен тапратаймарĕç (не стронули), тет. Чотай. † Кçал та пира çын çини ик пар лаша тапратас çок. || В перен. см. Бр. и. водку 5. Орау. Ăна вырăнтан алхапăлтах тапратаймăн. Его ничем не развеселишь. || Начать. ГТТ. Эпĕ тапратса анчах паратăп (кладу начало), çырмалли маяк, çул анчах кăтартса паратăп. В. С. Разум. КЧП. Тапратнă ĕçе туса пĕтер. N. Ахаль калаçса ларнă хушăра чуна çăласси çинчен те тапратса калаçатăп (завожу разговор). Кан. Ĕçкĕ тапратса ярса, пĕр чарăнмасăр талăкĕпех ĕçнĕ. Регули 566. Ыран ĕçлеме тапратăпăр (поçлăпăр). ЧС. Сак çине ларса калаçма тапраттăрĕç. N. (Ачасем) пĕр-пĕринпеле шывпа сирпĕтмелле выляма тапратрĕç. || Упоминать, вспоминать (в разговоре). N. Сана тапратсан, питĕ макăрать. N. Кам мана тапратса сăмахлат, çавсене пурне те салам калăр. Юрк. Кĕсĕм килне таврăнсан, укçа пирки калаçнине пĕрте тапратса калаçмаççĕ те (не заводили речи)… || Беспокоить. Вир-ял. † Пирĕн пек çамрăк ачасене çын тапратман кун иртмес. (Можно понять и в предыд. знач.). N. Чĕрене тапратакан сăмах, „убийственные речи“. || Побудить кого к чему (научить). В. Олг. Коракыш. Патша арăмĕ чĕлхеç пулнă, Ивана арăмĕ çинчен мантарнă та, хăйпе пĕрле венчете кайма тапратнă. || Тревожить, повредить (напр. поясницу, кору дерева). || Возбуждать. ГТТ. Шухăша тапратать. Поднимает вереницу мыслей. Возбуждает (чипер арăмпа калаçсан). N. Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрни, лапка-лапка юр çăвни, çынсен чунне тапратать, хĕлле çине пăхтарать. || Встревожить, всполошить. Paas. Шик шăхăртăм, йăттăне тапратрăм. ГТТ. Чĕрене тапратать. Хватает за сердце (песня). Вредит сердцу (вызывает ненормальные явления в сердце). || Вымнеть. Ст. Чек. Ĕне тапратат (за З недели до отела). Признаки: вымя увеличивается, перестает доить, çинтĕр ярат). N. Ĕнисем вĕсен тапратаççĕ те, пăруласа параççĕ. N. Тапратат (или: таппăратат, о корове). Юрк. Ырхан ĕне аван тапратса тултарса, аван пăру туса парса, аван та нумай сĕт парас-и (может ли дать)? КС. Ĕнисем (упомянутые коровы), самай тапратнă чух мăнтăрскерсемех, сасартăк тăрайми пулчĕç. Альш. Ĕне тапратса тултарнă (завымнела, скоро отелится). Ib. Вăл тапратса тултарнă, час пăрулĕ. N. Тата пĕр путек пулнă. Тăватă сурăх тапратса тултарнă. N. Ĕне час пăруламалла-и? тапратат-и вăл? N. Сорăхсам пранламан, тапратаççĕ. См. тăпăрăслă. N. Ĕне пăрулас патнех çитет, тапратнă сĕт полать. || В шутку о женщ. Сред. Юм. Тапратса толтарнă ĕнтĕ, халех пăрулать (матка, т. е. жена).

ту

(ту), гора; возвышение, холм. N. Тусем çинче юр выртать. Хурамал. Ту çийĕ, ту çамки, ту пичĕ, ту арки. Чотай. † Ай ту, ай ту, ай ту çинче ал-армань; çил ту, çил ту, çил ту çинче çил-армань. Сĕт-к. Чоллă ту айккинче, на скате каменной грры. || Гора для катанья. Тойси Б. Ярăнаççĕ ту çинчен. || Верховье. Панклеи. Выртсан-выртсан, тура пĕр сасă, анатра тепĕр сасă илтет (слышит голос). Регули 1486. Ялтан тура та, анатра та кимĕсем тăраççĕ. Шемшер. † Туран анать шур парохот. || Высокая часть селения. N. Валтанхи ача хырăмра чох, эпĕр туран куçса анса лартăмăр. || Запад. Козм. Туран, с запада. Янтик. † Анатран хĕвел тухать-çке, тăва кайса ларать-çке. ПВЧ 99. Кваккăн-кваккăн пĕлт хăпарать, ту енелле солăнать. || В удвоении означает — гористый. Турх. Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрет, çырма шыва сивĕтнĕ. [„Çырма-шыв“ означает ширину, количество; ту-ту (вырăн), гористый, лап-лап низменный]. || Верхняя часть (селения). Ачач З9. Саньккасем Тимушсем пурнакан урам тăваткалĕн ту енче, сылтăм кĕтессинче пурăнаççĕ.

кăмăл

(кŏмŏл, кы̆мы̆л), сердце (в переносном смысле), средоточие человеческих чувствований. N. Уçă кăмăлпа савăнса пурăннă. БАБ. Аттен кăмăлĕ вара çав сăмахсемпе çаврăнчĕ те, кĕпене тăхăнса ячĕ (т. е. он поддался убеждениям). N. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер — юман кашта, унăн айĕсенче кăвакал; кăвакал та лартăр, хур та лартăр, ан юлтăр-и кĕперĕн кăмăлĕ! ЧП. Сарă кăтра çӳçĕме ӳстертĕм лавккари йăс (= йĕс) тура кăмăльшăн. Ал. цв. 1. Кăмăлăр мĕнле кученеçе савать, эпĕ сирĕн валли çав кучченеçе илсе килĕп. ЧП. Çамрăках та кăмăлпа кулса яр, манăнах та кăмăлма уçса яр. N. Вĕсем ачи-пăчине: эсир чӳкленĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе ан вăрçăр, епле те пулса çемçе кăмăлпа çӳресе ирттерĕр, тесе, вĕренте хураççĕ. N. Ăшĕсенче усăл кăмăл тытакан тĕрĕс мар çынсем. N. † Сан кăмăлă епле-тĕр, ман кăмăлăм сана туртатĕ-çке. N. Кăмăла çын çумне çыпăçтар (влюбиться). Образцы 102. Савап, тесе, мĕшĕн улталан, кăмăлăнта пулмасан? N. Çакă çамăрк хуçа арăмне пурте пит кăмăлтан (искренно) савса юратнă. N. † Çак ыр хоçа кăмăлне йори килтĕм йорама. Сĕт-к. † Эпĕр çиччĕн пĕр тăван, çич çил армань лартрăмăр; çич çил армань хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр); йĕс кĕперĕн варрине кĕмĕл йопа лартрăмăр, кĕмĕл йопа кăмăльне çичĕ пăчăр пырса лар(ч); çичĕ пăчăр пыршинчен чĕн тилкепе хотăмăр. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Кайăр контан, хора, хĕрсем, килĕр конта, сар хĕрсем! ай, мочай, хватьяр яр, хватьяр яр та, хĕрне пар. Якейк. Кăмăлна йăвăр илнĕ полсан та, паянхи кон çавăр! Хотя ты и сердита, но забудь это на сегодняшний день! N. Вăл чашка ак епле кăмăлĕсемпе тăваççĕ. ТХКА 58. Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ. || Желание, сердечное предрасположение. РЖСК 2. Ватă (старик) вĕсенĕн кăмăлне тунă (исполнил). Кĕвĕсем. Хăта ярса хăтапа килмесен, вăрласа илес кăмăлăм пур. Собр. Çула çӳрес кăмăлă пулсан, хăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Кăмăл килен пĕр турам, кăмăл юлан çĕр турам, теççĕ. (Послов.). Собр. Кăмăл турам — пĕр турам, теççĕ. (Послов.), ГТТ. Ман кăмăлпа вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Ск. и пред. 95. Мĕншĕн манăн камăла, çав юлашки кăмăла, тумарăн-ши, аттеçĕм? СРОВ 5. Ашшĕ унăн (ее) кăмăлне хирĕç пыман (не препятствозал). Юрк. [Пихампар] чун-мĕн çуралсанах, ăна ăс панă, кăмăл, хастар паyă. И. Е. Ефим. Ку çыру хыççăн тата ярас (послать) кăмăл пур, N. Мĕн чухлĕ пама кăмăлĕ пур? За сколько хочет он отдать? N. Хăй кăмăлĕ хыççăн кай. ЧС. Ĕнтĕ хăй кăмăлĕ: вилет-и, юлат-и — кайса пăрахас перех хутчен (т. е. если он сам хочет, так все равно, пожалуй, отвезти что-ли его в больницу — умрет ли он там, или выздоровеет). Пир. Йал. Вăл ял халăхĕ кăмăлпа памасан, районри çĕр комиççи урлă ыйт. N. Кăмăлпа тунă ĕçре хăвалани вырăна килмест. N. Пурте ку ĕç кăмăлпах (добром) иртсе каять пулĕ, тесе, шухăшланă. N. Парсан, ырă тăвас кăмăл пур; памасан, усал тăвас кăмăл пур. (Сĕрен). Альш. Кăмăлĕсем пурин те уччилнире. Конст. чăв. Эпĕ вăсене пĕтĕм ялтан-йышран салам калăп; вăсем те, кăмăлĕсенче пулсан, салам каласа ярĕç хурăнташĕ-ăрăвĕсене. Якейк. Кăмăлне кирлĕ таран вăл паломми толтарчĕ (сколько ему угодно было, столько нарвал). Трхбл. Ĕнтĕ кăмăлăр пысăк, кăмăлăр пысăк (ваши сердечные запросы, требования велики); кăмăлăр юлсан епле тупам-ши? Юрк. † Сарă хĕр, сирĕн кăмăлăр пит пысăк, кама каяссине пĕлетре? Хурамал. † Çынсен кăмăль (запросы) пит пысăк; эпир уна кӳрес çук, кӳрсен, кӳрĕ ырă çын. ЧП. Кăмăлăрсем пысăк (вы горды) — юраймăп. Тим. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! кăмăлăрсем пысăк пулсассăн, пирĕн, тус тусассăн, урăх та пур (найдем другого друга). || Свойство характера. N. † Манăн кăмăлăма эсĕ ху та чухларăн пулĕ, апла çынсене эпĕ питех мухтамастăп. N. Кăмăлĕ аслă унăн. ЧП. Йăвăр сăмахăра ан калăр: кăмăлăм çемçелчĕ, чăтаймăп. Собр. † Акка, санăн кăмăлу пит аван, мĕн курассисене пĕлетре? Юрк. Вĕсем те ăна, усал кăмăлне пĕлсе, кахала, нимĕн те памаççĕ. Хора-к. Кăмăла кора тор парать; (Поверье). Н. Пинер. Кăмăла пысăк тытсассăн, кăмăла çилпе хуса çитес çук. (Послов.). Юрк. † Кăмăлăр лайăх — юрлаймăп. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ кăмăлăм; тохса, ӳксе çохаласран ыр хĕр илсе тăхăнинч. (Солд. п). Н. Карм. † Манăн кăмăлăмсем пит хытă мар, часах юлĕ, сиввĕн пăхсассăн. || Настроение. Иревли. Халĕ ĕнтĕ куратăпах (непременно увижусь), тесе, хуларан тухса кайрăм, кăмăла çĕклентерсе. Е. Орлова. Манăн паян кăмăл лайăх. У меня сегодня хорошее настроение. N. Ачасен кăмăлне (кăмăлĕсене) ан пăс. Не расстраивай (не обижай) детей. || Удовольствие. ТХКА 23. Этем ӳтпе тăрăнса ларап та эпĕ, юн сăхатăп; ман мĕн пур кăмăл çавăнта, тет сăвăсĕ (клещ). || В зн. послелога. ЧП. Юрлассăм килсе юрламастăп, пĕр сирĕн кăмăлшăн (ради вас) юрлатăп. Якейк. Эп çакăнта ма килтĕм? — Пичипа инки кăмăлне.

чун

чон, душа. К.-Кушки. Чĕнтерлĕ кĕпер айĕнче шăнкăлтатат кăвакалăн чĕпписем, кăвакалăн чĕппи мар-тăр вăл, пирĕн пек мĕскĕн ачасен чунĕ-тĕр. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Образцы 48. † Çак тăвансем патне килсессĕн, килмессерен чунăм савăнать. Ib. 48. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çур чунăма çурса парăттăм. Пазух. 28. † Сăрисем те пыл пек, хуçи чун пек, мĕншĕн тăван тесе калас мар. Образцы 13. † Пăхсан ĕçĕм юлать-çке, пăхмасан чун чăтаймасть-çке. Ib. 5. † Мĕншĕн вăйя тухмастăр чунăрсене йăпатма. N. Сасси те çав шăнкра пек каччă чунне çемçетет. Ск. и пред. чув. 37. Çутăлать Мăн-шыв, чуна хăпартать. N. Çамрăк чунăм çĕкленет. Капк. Кинĕ каланă ăшă сăмахсене илтсен, карчăк чунĕ тин лăш карĕ. Ст. Шаймурз. Çак шухăш аса килсен, вара чун питĕ хурланатчĕ, питĕ пăшăрханатчĕ. N. Чун хĕпĕртенипе ниçта та кайса кĕрейместĕп. Арçури. Чон шикленет, ăш вăркать. Çĕнтерчĕ 18. Ан калаçтар, анне-е-е! Чун тарăхать. N. Чун вирелле тăрат саççим çавсемпе айкашсан. Пухтел. Чунĕ пӳлĕнет (у человека умирающего, если кто-нибудь громко заплачет). Н. Карм. Пире хаяр сунакан çынсем, çипрен çинче чунĕ татăлтăр. N. Чун татăлас пек уласа макăр. Пшкрт. Чонă татăлтăрай. (Ругань). В. Олг. Торă татса кайтăр сан чонна. (Сидьная ругань). N. Пĕр-ик-виç кунтан ача чунĕ, чĕкеç пулса, ашшĕ пӳрчĕ тăррине тăрса юрлат. (Из сказки). Дик. леб 52. Чăн аслă пиччĕшĕ каланă: çапла çав, вăл айăпсăр чун! тенĕ. Ib. 50. Тимĕр решеткелĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх-тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Букв. 1900. Ӳчĕ пур та, чунĕ çук. (Çурта). Зап. ВНО. Чунĕ пур, юнĕ çук. (Тараккан). N. Чун пулсан чул хушшинче те усрăпăр. Ст. Шаймурз. Çын урлă сăмах илтсен, çулçă пек çамрăк чуна питрех хĕн. КВИ. Çамрăк чун та пĕчĕк чун, чунĕ ытла çемçе çав. Ентĕрел. Хальхи ачасен, хăйсем çураличчен, чунĕсем çуралнă. (Говорят старики, дивясь детям, напр., тому, что они катаются на коньках, которых чуваши прежде не видали). Тайба Т. Тăвансем аякра, чун çывăхра, килсе кураймастпăр çеçен хир урлă. Орау. Çăмăлланасси пит хăрушă.— Чунтан чун уйăрлать те, хăрушă пулмасăр. Якейк. Çын пăсăлсан поканя, е чостаран çын кĕлетки туса, салакайăк çăмарти илсе, пĕр-пĕр çĕре кайса пăрахнă чох: чон вырăнне чон паратăп, кĕлетке вырăнне кĕлетке паратăп,— тенĕ ĕлĕк тĕттĕм чăвашсем. Питушк. Пит лайăх лашасам, чон тăма çĕр çук. Изамб. Т. Епле унăн чунĕ чăтат-ши? (без работы). N. Çывăхра персен так чон топаннех сиксе анать. || КС. Чуну пур-и? Жив ли? || Жизнь. N. Чĕкеçĕсем чие хушшинче, çуначĕсем пĕлĕт хушшинче; сан чунупа ман чунăм ылтăн ука хушшинче (наша жизнь течет радостно). Якейк. Чол-холара чол хаклă, кăçалхи çола çитрĕм те, чол хаклă мар, чон хаклă. (Солд п.). N. Сан чунупа, тăван, ман чунăм тĕнче çине тухнă хĕвел пек. || Существование. N. Апат начарланчĕ, но чон осрама (поддерживать существование) полать, терĕ. || Человек. N. Этем чунĕ вали нихăçан та çурхи пек савăнăç çук. Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Поверье). Орау. Пирĕн кĕçĕр пĕр чун хутшăнчĕ. Мĕн ача тата? – Ывăл. СПВВ. Киле чун хутшăнсан... (В Сред. Юм., напр., если возьмут в дом сноху или если родится ребенок). Дик. леб 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман. || Душа населения, едок. N. Арçын чунĕ, мужчина (как одна душа населения), хĕрарăм чунĕ, женская душа (когда считают по душам). КС. Эсир пире çĕрсене чунтан мĕн тивнине улпучĕсене те пур хура туналлă халăхсене тан туса уйăрса парăр, тенĕ. || Живое существо. СТИК. Ку та вĕт чун! (Питĕ начар, нишлĕ путексене шеллесе калаççĕ). Ib. Пĕр чунтан икĕ чун пулчĕ. (Сурăх пăруласан калаççĕ). Ст. Шаймурз. Кунта мĕн тума килтĕм? (пришла я?). Пĕр чун та çук. Стюх. Ай-хай-ах-та, манăн тантăшăм, санпала манăн сăмах килĕшет. Ĕлĕкрен пĕрле пурăнса, пĕр чун пулса, санпала пĕрле ӳснĕрен. С. Тим. Атте, савнă чуну пулăттăм, ăшăнта мĕн пуррине пĕлĕттĕм. Ау 2°. Хулара пĕр чун та çук, тет. Сред. Юм. Мĕн тума кайрăм эп онта, исмалин пĕр чон та çок-çке ĕнтĕ (ни души нет). N. Тыр вырнă чухне ял хушшинче пĕр чĕрĕ чун та çук. N. † Ларсамăр вырăнăра, тытăр куркăра, эпĕр тайăлса тăрар сирĕн умăрта; эпир тайăлнă чух ĕçмесессĕн, турă хурланă чун пулăпăр, эпир тайăлнă чух ĕçсессĕн, турă савса çуратни пулăпăр. N. Эпир, мĕскĕн чунсем, çынсем пек çӳреймерĕмĕр. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата, ырă чун, ĕлĕк хăй савнипе сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Орау. Чунтан пĕр курка ĕçмелле. Каждый должен выпить по ковшу. Ала 86. Ах, ву парасси парать те, анчах унăн хĕрĕ чун нумай илет, тата тепĕр пилĕк юпа анчах юлнă, çав юпасем çине сирĕн пуçăрсене касса хурĕ вăл, терĕ тет, карчăк. || Животное (скотина, птицы). НТЧ. Аслă кĕлĕ, аслă ырă, çак сан ятна илнĕ (купленных) чунсене (животных) юратса паратпăр, юратса ил. (Моленье киремети). Г. А. Отрыв. Тĕрлĕ выльăх чунне пусаç. Колют разных животных (на моленьи). Ал. цв. З4. Вăл чăтлăха пĕр кайăк чунĕ те вĕçсе кĕрсе курман. || Дыхание, дух. ЧС. Ун патĕнчен иртсе çӳренĕ чуне чуна хытарса сехĕрленсе аран иртсе каяттăм. N. Чунна ан çăт. || Сердце, настроенне. N. Манăн сăмахăма итлесе кĕнекемсене эпĕ ыйтнă çĕре яракан çынсене пурне те ăшă чунтан тав тăватăп. Çĕнтерчĕ 12. Хыпар илтсен чун тапать. В. Тим. Эсир те саватăр, те савмастăр, савнă пек туйăнать чунсене. N. Ан тухăр, хĕрсем, тумланса, ай люльи, йĕкĕт чунне çунтарса. Чебокс. Манăн питĕ чунтан юратакан Александра ятлă йăмăк пурччĕ. Я. Турх. Чунтан юратнă манăн савнă ырă çыннăм. ЧП. Чунран савнă тăван. N. Пĕтĕм чунтан юрат. N. Манăн чон сан çинче тăрать (я тебя обожаю). Бгтр. Ку кайнă чох, хваттер хоçин ачи, онпа пĕрле пырасшăн, чонтанах макрать, тет. Пазух. 12. † Кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Калашн. 6. Анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. Курм. Чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа выртать-ши, чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа тăрать-ши? Якейк. † Уя тохсан чон уçăлать, киле кĕрсен чон тăвăрланать (становится тяжело на душе). N. Çулла тулалла (вăрманалла, хирелле) чун туртать. N. Чон тарăхать. Досада берет. || Мысль. N. Чунна аскăн хĕрарăмсем хыççăн ан яр. N. Эпир халĕ тин чунпа пурăнма пуçлакан халăх вĕт. N. Ман хăлхамри кĕмĕл алка çутти ӳкет пит çине; çиекен çынсем тек çиччĕр, пирĕн чунсем аякра. || Милый сердцу. Çатра Марка. Ах тăвансам чонсам, тантăшсам. К.-Кушки. Ĕçсем куркусене пыл тесе, ыткаласа илсемĕр чун тесе. С. Дув. Ĕçкĕ ĕçер, тăван, пĕрле пурăнар чун тесе. Юрк. Савнă чунпа ĕмĕр иртерсен çамрăк чĕре çăвĕ ирĕлмес-çке. Каша. Вуниккĕн явса пĕтменне кил, савнă чун, явар-и? N. Хуйхăр сан та ан йĕр, чун, сан пурнасси малалла! N. Аннем, юратнă чунăм, пĕлсем хĕрхенме. Хĕр йĕрри. Утмăл хăма тăрăшне утса тухса пулмарĕ, çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ, чунăм савман ачаран пуçма хăтарса пулмарĕ. ЧП. Ай-хай тăванĕсем ай чунĕсем. || Полтава 70. Уй-хир тулли пур халăх чунтан ячĕ ахлатса! Ib. 72. Халь пуç каснă вырăна чунтан чупса пыраççĕ. Сред. Юм. Çын вĕлернĕ тенине илтсен ман чôн сӳлетсе кайрĕ. СПВВ. ИФ. Чун сӳ тăват: пит хăранипе ăшăра темскерле сиввĕн туйăнса каят, çӳлтен ярăнса аннă чух, е таханка сикнĕ чух чи малтан хăнăхаччен сӳлелле аялалла аннă чух сӳ тăват, теççĕ. Букв. 1886. Манăн тнн чун кĕчĕ (= тин лăплантăм). || СТИК. Пысăк çăпан чуна кайса тивсе ыратат. (Выраженне сильной боли). Сред. Юм. Ах тôр, чонах кайса тиврĕ. (Говорят, когда нечаянно задели чем-нибудь чирий, я когда он очень болит). || N. Молкач ашне çиме манăн чон çĕкленмест. || Ст. Шаймурз. Чун тус чуна илет, тет. (Послов.). Пазух. 87. † Уяр çул çăмăр çусассăн, пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет. Савнисем, сире курсассăн, чунпа чĕре хĕпĕртет. Истор. Хуйхă куракан çынсем чунĕсене пусарма пынă. N. Чун систернипе. Лашм. Çеçен хир варрине тухрăм хĕвел ăшăне, лартăм йывăç сулхăнне, çулçисем пĕр ешĕл, ан пăрах, тăванçăм, чун çамрăк. N. Çынсем уласа макăрни çын чĕрине çурас пек чуна тăвăлтарать. N. Чунĕсем хавшаса çитнĕ. Полтава 12. Чунтан-вартан куллянса. Юрк. Пĕрне-пĕри чунтан чуна юратса тăранаймаççĕ.

-ши

вопросительная частица, выражающая колебание говорящего, иногда соответствует русской частице „ли“. N. Хăçан ку вăрçăн вĕçĕ полĕ-ши? N. Апаша хăçан çитсе корăп-ши? А.-п. й. 31. Ĕнер пĕр кашкăр тытса çинĕччĕ, паян тепрер упа тытса çисе пулмĕ-ши? — тет кăна хирĕç сурăх таки. Абыз. Атăл çинче алă лаша, çилкисем виттĕр çил вĕрет! Пирĕн çӳçсем пулмĕç-ши? Дик. леб 35. Тĕлĕкре пулчĕ-ши ку, е чăнахах-ши? N. Утсем ырхан, çулсем хура, юртаймĕ-ши çулсене пĕр тикĕс? Ай-хай ĕмĕрсем çамрăк ĕмĕр, иртеймĕ-ши ĕмĕрсем пĕр тикĕс. ЧП. Хура вăрман çинчи хура пĕлĕт юхаймĕ-ши вăрманăн хыçнелле? Эпирех те ĕлĕк выляни-кулни каяймĕ-ши ĕмĕрĕн тăршшĕне. А.-п. й. 61. Çав вăрмана кайса пăхам-ха, йăвăçсем мана ăшăтмĕç-ши? — тет пĕчĕк кайăк, вăрăммăн сывласа илсе. Образцы 68. Пĕтĕ-ши ку нуша манăн, пĕтмĕ-ши? Каймĕ-ши вăл ман ĕмĕре? N. Паранкă-ши? Это картофель что ли? N. Çийĕ пархат, пуçĕ калпак — пирĕн аппа мар-ши çав. А.-п. й. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? тет. Образцы 111. Хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? N. Ялан çамрăк ăспа çӳресен, ыра çын ачи-пăчи темĕç-ши? Ала 59°. Пилĕкри пиçиххисем салтăнмасть-ши, пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртмест-ши? (Солд. п.). Сала 347. Эпĕ ӳкмĕп-ши тесе хăра пуçларăм, мĕншĕн тесен эпĕ унччен чăнкă çĕртен ярăнман. N. Эсир мана пĕр-икĕ листа хут памăр-ши? Якейк. Эс мана Кăрмăша еçмĕн-ши? (не отвезешь-ли?). Ib. Эс мана Кăрмăша еçимăн-ши? А.-п. й. 37. Мана та алтса памăн-ши? — тет улатакка. Ib. 81. Пăрçа çĕрне сухаласа акмашкăн лаша памăн-ши? — тет. Ib. 73. Хуньăм, пире пĕрер пăт салат памăр-ши? — тет Ваçлей. Он говорит: „Тестюшка, не отпустишь ли нам для праздника пудовку солода? Ib. 57. Сăмса çине хăпарса ларса юрласа кăтартмăн-ши? тет тилли, тата ытларах йăпăлтатса. Ир. сывл. 21. Ах! Ăшшăн-ши, сиввĕн-ши? Альш. Кайсан-кайсан, темиçе çĕр çухрăмах кайсан-ши ĕнтĕ, сахалтарах кайсан-ши, Атăла юхса кĕрет, теççĕ. Шурăм-п. Хĕрне качча панă, тет, виççĕр алă çухрăма. Пĕр-ши çул-ши пурнать, тет, ик-ши çул-ши пурнать, тет, виççĕмĕшĕ çулĕнче курма каяс терĕ, тет. Орау. Пуçĕ (у него) чăнах та ыратать-ши? Но: пуçу (у тебя) чăнах та ыратать-и? СТИК. Час килет-ши ĕнтĕ? Ib. Унтан кайран кирек ăçта та кайма юрать-ши вара? Ib. Çавăнта карĕ-ши ман ачам, те унта мар? || Изамб. Т. Эпир те çапла ӳстернĕ-ши? N. Ужель и мы так растили? Ib. Вăл мана улталарĕ-ши? Неужели он меня обманул? || А.-п. й. Кĕрӳ нуши ăçта-ши? Кĕрӳ нуши ăçта ши?! тесе кăшкăрать. Где же нужда зятя? Где же нужда зятя? — кричит он. Ib. 109. Ман çак качакана ăçта ярас-ши? — тесе ыйтать хуçисенчен. Изамб. Т. Елчĕк çуннă иккен.— Миçе кил çуннă-ши (сколько же дворов сгорело)? Образцы 60. Пĕртте ырапа усала, ай, курмасассăн, епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем. Орау. Ах, тур-тур-тур, камах турĕ-ши капла? Пĕтерчĕ пурнăçа пĕтĕмпех! (Так говорила женщнна, когда горел их дом от поджога). Тим. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн сăвăр тирĕ епле ши? Ачаранпа туслă пурăнаканăн, унăн чĕлхи-çăварĕ епле-ши? N. Мĕн-ши ку? Мĕн тумалли-ши ку? Букв. 1900. Çула çырмари шыв ăшă, пусăри (тарасари, çăлри) сивĕ,— мĕншĕн-ши вăл? || Часто соединяется с частицей мĕн. Альш. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ-ши-мĕн ку чăвашсем те? Сред. Юм. Анне парса ячĕ-ши-мĕн кона ман валли? || Часто соединяется с частицей ха. Зап. ВНО. Миçе сехет ши-ха халь? Б. Илгыши. Хулхи каланă (лисице): эпĕ халĕ, йăтăсем карĕç-ши-ха тесе, итлесе выртатăп, тенĕ. Бес. чув. 13. Ку Микулай мĕн тума кун çинчен калаçать-ши-ха? Мĕн кирлĕ ăна?

пекле

похоже, схоже. Ачач 50. Тата Екор Павăлч сăнне пăртак сиввĕн пекле кăтартать. Ib. 14. Пĕрмаях çакăн пекле каласа çывăрттарать: ан макăр, Матĕрне хĕрĕм... пĕчĕк хĕрĕм!

качăрт

(каџы̆рт), подр. звуку режущего серпа. Сред. Юм. Çôрла тырра качăрт! касат. ПВЧ. 128. Çорли качăрт! тусассăн чока сиввĕн туйăнать.

вайшăн

(ваjжы̆н), искать удобного момента. Орл. Те тумтирĕсем, кĕпи-йĕмĕсем тĕссĕртен, те тĕрмиях çаплалла туса ярать вăл ристансене,—тĕрмене халиччен ленкмен çын пырсан, вара вĕсем ăна кĕç-вĕç хыпса çăтас пек: мĕн-те-пулин туртса илмелли çук-ши? тесе, шурă куçĕсемпе сиввĕн анчах пăхкаласа, мушике хĕстересшĕн вайшăнса çӳреççĕ. См. вайăкла.

ынаклан

быть ласковым. Шемертен. Çав шур чăхă шур чĕпписемпе мĕнле ынакланать, çав манпа сиввĕн çӳрекен çын шур чăхă пек манпа ынаклантăр, кăмăллăн çӳретĕр. (Из «çынна пуççавăрмалли чĕлхе»).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

исподлобья

нареч.
куç айĕн, кăмăлсăррăн, сиввĕн; смотреть исподлобья куç айĕн пăх

угрюмый

прил. (син. мрачный), угрюмо нареч.
сивĕ, сивлек; салху; смотреть угрюмо сиввĕн пăх

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

косой

2. чалӑш; 2. чалӑш куҫлӑ, хӑнчӑр; косой почерк сулахай еннелле-чалӑштарса ҫырни; он смотрит на меня косо вӑл ман ҫине тÿртĕн (сиввĕн) пӑхать.

враждебный

тăшманла; враждебные элементы (классы) тăшманла (хирĕçле) элементсем (классем); смотрит враждебно сиввĕн пăхать.

смотреть

-рю несов. 1. пӑх (кантӑкран); 2. кур (пьесӑна); пӑх (ачасене); смотреть зверем тискеррĕн, сиввĕн пӑх; смотри, не отставай асту, кая ан юл.

презрение

мн. нет (ҫынна) ним вырӑнне те хуманни, курайманни, (çын çине) йĕрĕнсе, сиввĕн пăхни.

холодно

1. сивĕ, сиввĕн; 2. перен. кăмăллăн мар, кăмăлсăррăн, сиввĕн; он холодно принял меня вăл мана сиввĕн йышăнчĕ.

холодный

1. сивĕ (шыв); 2. сивĕннĕ (чей); 3. ăшă тытман, ăшăра тăхăнмалли (пальто); 4. сиввĕн; холодный приём сиввĕн йышăнни; холодное оружие касмалли-чикмелли вăрçă хатĕрĕ: штык, хĕç, сăнă.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

волк

м. кашкăр, тукмак; морской волк опытлă ватă моряк; волк в овечьей шкуре сурăх тирне пĕркеннĕ кашкăр; волком смотреть сиввĕн пăх.

исподлобья

нареч. куç айĕн (е айĕпе, айĕнчен); шанмасăр, сиввĕн; глядеть исподлобья куç айĕн пăх.

коситься

несов. 1. (становиться косым) чалăш, тайăл, сулăн; забор косится хӳме тайăлать; 2. (смотреть искоса) чалăшшăн пăх, хăяккăн пăх; 3. перен. (относиться недружелюбно) чалăшшăн пăх, урлă пăх, сиввĕн пăх.

ледяной

прил. 1. пар ⸗ĕ [⸗и], пăрлă; ледяная глыба пăр муклашки; 2. (очень холодный) парлă, питĕ сивĕ; ледяная вода питĕ сивĕ шыв; 3. (окоченевший) кӳтсе кайнă; ледяные пальцы кӳтсе кайнă пӳрнесем; 4. перен. сивĕ; ледяной взгляд сиввĕн пăхни.

обдать

сов. 1. кого-что чем. (облить) сапса йĕпет, йĕпетсе ил; обдать кипятком вĕри шывпа сап; его обдало волной ăна хум çапса йĕпетнĕ; 2. (обвеять) çап, пер; обдало теплом безл. ăшă çапрĕ; 3. безл. перен. (охватить каким-л. чувством) туйăнса кай, туйса ил, кĕрсе кай; ◇ обдать кого-л. презрением йĕрĕнсе пăхса ил; обдать кого-л. холодом сиввĕн тыткала, сивлек пул.

сухо

нареч. 1. в знач. сказ. (во рту, в горле): во рту было сухо çăвар типсе ларчĕ; сухо-насухо тип-типĕ; 2. (неотзывчиво, холодно) сиввĕн, типпĕн; сказать сухо сиввĕн кала.

сухой

прил. 1. типĕ; сухие дрова типĕ вутă; сухой хлеб тип çăкăр; сухое лето типĕ çу; 2. (сушёный) типĕтнĕ; сухое молоко типĕтнĕ сĕт; 3. (о растениях) хăрăк, типĕ, типнĕ; дерево с сухой вершиной хăрăк тăрăллă йывăç; сухие листья типнĕ çулçăсем; 4. разг. (о конечностях) типсе (е хăрса) ларнă, хăрăк; сухая рука типсе ларнă алă; 5. (сухощавый, худощавый) типшĕм, ырхан, хăрăк; 6. перен. (лишённый душевной теплоты) кăмăлсăр, сивĕ; сухой приём сиввĕн йышăнни; 7. перен. (скупой и лаконичный) типĕ; сухый рассказ типĕ калав; сухая гроза тип аçа; сухой кашель типе ӳçлĕк; сухой закон типĕ закон (эрех-спирт таврашне сутма чаракан закон); сухое вино типĕ эрех (иçĕм ăслине мĕн йӳçсе çитичченех йӳçĕтсе тунă эрех); сухый лёд типĕ пăр; сухим путём тип çĕрпе; выйти сухим из воды шывран типпĕн тух (ăйăпсăр хăтăлса тух).

холод

м. 1. сивĕ; дрожать от холода сивĕпе чĕтре; зимний холод хĕл сивви; 2. перен. сивĕ, сивлек; холод в глазах куç сивви; ◇ собачий холод шартлама сивĕ; терпеть холод и голод хура-шур тӳс; обдать холодом сиввĕн пăхса ил.

холодно

1. нареч. (бесстрастно, равнодушно) сивĕ, сивлек, сиввĕн, сивлеккĕн; холодно отнестись к кому-л. сиввĕн пăх; 2. в знач. сказ. безл. (о холодной погоде) сивĕ; на дворе холодно тулта сивĕ; к вечеру стало холодно каçалапа сивĕтрĕ; ребятам стало холодно ачасем шăна пуçларĕç; ни жарко (или ни тепло) ни холодно кому-л. от чего-л. ни ăшă ни сивĕ, ăшă та сивĕ те мар.

холодный

прил. 1. сивĕ; холодный ветер сивĕ çил; холодная погода сивĕ çанталăк; 2. (плохо защищающий от холода) ăшă тытман, сивĕ яракан, çӳхе, сивĕ; холодное пальто сивĕ пальто; 3. (не отапливаемый, не утеплённый) сивĕ, хутман, ăшăтман; холодная дача хутман дача; 4. (остывший, недостаточно горячий) сивĕ, сивĕннĕ; холодный чай сивĕннĕ чей; 5. (подаваемый в холодном виде) сивĕ; холодная закуска çырткаламалли, сив апат; 6. перен. (равнодушный, бесстрастный) сивĕ, сивлек, туйăмсăр, хытă; холодное сердце хытă чĕре; холодный приём сиввĕн кĕтсе илни; холодная война сивĕ вăрçă; холодное оружие кăрал, çĕçĕ-хĕç; холодной водой окатить (или облить) кăмăла хуç, аптăратса ӳкер.

штык

м. штык; ◇ в штыки тытăçса, штыкпа; встретить (или принять) в штыки кого-что-л сиввĕн йышăн (е кĕтсе ил).

яд

м. 1. наркăмăш, яд; змеиный яд çĕлен наркăмăшĕ; 2. перен. (злость, ехидство) вĕчĕ, хаяр сăмах, сиввĕн калани; слова, полные яда хаяррăн йĕплесе калани.

язвительность

ж. йĕплени, вĕчĕхӳ, сиввĕн тăрăхлани.

Çавăн пекех пăхăр:

сивĕреххĕн сивĕт сивĕттер сиввĕ « сиввĕн » сивве кĕр сивве шăн сивви тытни сиве шăн сиветь

сиввĕн
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150