Шырав: кăçатă

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

йăвала

1.
катать, валять
кăçатă йăвала — валять валенки
çăматă йăвала — валять валенки
чуста йăвала — катять тесто

кăçат

см. кăçатă

кăçатă

(кăçат)

валенок и валенки
тĕпленĕ кăçатă — подшитые валенки
кăçатă йăвала — валять валенки

çап

8.
выражает действие, связанное с изготовлением чего-л. путем ударов или энергичных движений
— перевод зависит от сложившейся в русском языке системы обозначений:

изготовлять, сколачивать, сбивать и т. д.
катка-пичке çап — изготовлять бондарные изделия
кăçатă çап — валять валенки
çу çапакан савăт— маслобойный завод
чăпта çап — ткать рогожу, кули

ăрамански

уст.
романовский (о породе овец и изделиях из их шерсти)
ăрамански сурăх — романовская овца
ăрамански кăçатă хĕр уринче килĕшет — фольк. романовские валенки девушкам очень идут

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çаптар

понуд. ф, от гл. çап. || Заставить стучать. Сред. Юм. Пôкан çаптарать. (Удары при гадании стулом). || Заставить отбивать (косу). N. Хăшĕсем пĕлтĕр çулнă çавасене тимĕрçе илсе кайса çаптараççĕ. || Наметывать (копну). Собр. † Утмăл купа утăра йĕкĕр капан çаптартăмăр. || Бить, сечь (розгами, кнутои), пороть. N. Пĕр ачине карта урлă каçнă чух хуçи уринчен ярса тытнă та, туртса антарса çапма тапратрĕ. Çаптарсан-çаптарсан, ачана киле янă. Симб. Атте вара мана çаптарма чарăнчĕ. Б. Яныши. Апи мана çаптарни. N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ (бьют). Ск. и пред. чув. 34. Тепĕре ури тупанне пĕççи айĕн çаптарса шатлаттарса илет те. N. Атте мана тата хытăрах çаптарчĕ (еще сильнее). Чăв. й. пур. 24°. Клавасем пырса пит хытă çаптарнă. Янтик. Çавăн матки паян ачине хытă çаптарчĕ. Скотолеч. З. Пушăпа çаптар (но тут же çап). ЧС. Вĕрентен тытса тăракан çыннисем луçа çавăта пуçларĕç, пĕри хыçалтан хулăпа çаптара пуçларĕ. БАБ. Амăшсем пит хытă тытса çаптараççĕ. || Бить масло (на маслобойке). Эпир çур. çĕршыв 28. Тата уйрăм кĕрпе çурмали арман пур, çу çаптармалли машшин пур. Пир. Ял. Пурте Çăл-пуçне çу çаптарма килеççĕ. || Парить (в бане). Орау. (Мулчара) Хветĕре çаптарсан, çан-çурăм канлĕ пулаканччĕ. || Набивать, запрашивать цену. N. Теçеттинине мĕн хакпа илетĕр? — тетĕп. Вунтăватшар тенке çаптарать. Ăçта кайса кĕрес тетĕн, илес пулать, тет. || Околачиваться. Янтик. Айта, çаптарса çӳрер-ха урам тăрăх. Ib. Наччас çаптарса килтĕм Иван патне. Ib. Ну паян кунĕпе çаптарса çӳрерĕмĕр хулара (погуляли весело, геройски, без всяких стеснений). || Придать ткани окраскою пестрый цвет. КС. || Сняться (в фотографии). К.-Кушки. Патрет (-рэт) çаптарса яр (карттăчкă çаптарса яр). Снимись и пришли портреть (карточку). N. Хам кĕлеткене çаптарса яратăп. || Обивать (чем). М.Тув. † Пирĕн Тумкă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. || Валять. Альш. Шап-шурă çăмран кăçатă эп çаптартăм. Ib. † Хура çĕленĕн тирне сӳсе илсе йĕпкĕн хура шĕлепке çаптартăм. С. Дув. † Хура çĕлен тирĕнчен хура шĕлепке çаптартăм. || Говорить смело, сказывать. Ст. Чек. Тутарпа вăл тутарла çаптарат, ирçепе ирçелле. Кан. Унтри çак сăмахсене çаптарнă пирки, ялсовет членне кĕме тивĕçлĕ çын мар. Ск. и пред. чув. 81. Хушăлкасен мăн-кĕрӳ, хăй такмакне вăл калать, хăй аллинчи сăрана тăка-тăка çаптарать. Слакбаш. Сăмах ункайĕпе çаптарат (или: çаптарса хурат). Задевает в речи попутно, проезжается (на чей-либо счет). Шурăм-п. Юмах та аван çаптарать (сказки сказывает). || Неосновательно возражать. N. Хăшин çинчен тӳрех: ним ĕмĕтленмелли те çукскер, тесе, çаптарса хунă. N. Сан пеккисемпе эпĕ калаçмастăп та! Тесе çаптарса хучĕ юлашкинчен. || Держать чью-либо сторону, стоять на стороне кого-либо. Тайба-Т. Хăй майлă çаптарат. Делает так, как ему выгодно. Кан. Пуянсем майлă çаптарма тытăннă. || Пропечатать, продернуть. Кан. Сан çинчен (о тебе) хаçат çине çаптарап. N. Тата каçет çине çаптарĕç. || Телеграфировать. N. Юпа тăрăнчипе çаптарса ярăр: ашшĕ сывмар, тесе. Трхбл. Телеграм çаптарас, подать телеграмму.

çăн-атă

то же, что çăм-атă, кăçатă, валенки. Якейк. Орана çăн-атă тăхăнаççĕ.

кăçат

(кы̆з'ат), кăçатă, валенка (-нки). Синьял. Шурă кăçат тăхăнтăм, юри таптаса хуратрĕç. Сред. Юм. Каçат пôтметки, подметка теплых сапог. I. А. Отрыв. † Кăмака умăнчи шурă кăçач — пусма майне пĕлес-ши? Пĕлес-ши те пĕлмес-ши? Ах, ватă çынсем, ырă çынсем! Сурхури майне пĕлетĕр-ши, пĕлместĕр-ши? (Из «сурхури сăввисем»).

кĕçатă

(кэ̆з'ады̆), валенок(-ки). См. кăçатă. N. Урине хĕлле кĕçатă тăхăнаççĕ.

кĕççатă

валенок(-нки). См. кăçатă. Бугульм. † Шурă кĕççатта юр путмасть, симĕссĕне кам сутать?

тăхăнтарт

понуд. ф. от гл. тăхăнтар. КС. Кĕпине тăхăнтарт. ЧС. Шурă кĕпе, шурă сăхман, кăçатă тăхăнтартса турă кукăрне вырттарчĕç. НАК. Килтен тухса кайиччен (перед отьездом невесты из родительского дома) хĕр ашшĕпе амăшне, пичĕшсене, шăллĕсене, йăмăкĕсене стел хушшине лартса пурне те кĕпе тăхăнтартса хăварать. Ib. Туйя тăхăнтартса каймалли хăмăтсене, кутлăхсене, йĕвенсене, килкепесене тикĕтлесе, пĕрешкисене çутатса хураççĕ. Орау. Эпĕ урапасене çу сĕрсе тăхăнтартса хатĕрлерĕм, кӳлес те каяс анчах. || Насадить. Шурăм-п. Вăл вăрманта патак (туя) тупрĕ те, ăна чĕрес хулăпне тăхăнтартса пĕр вĕçĕнчен хăй тытрĕ, тепĕр вĕçне Марье йăттарчĕ. || Бить, ударить. Шурăм-п. № 4. Эпĕ ăна пĕр-иккĕ тăхăнтартрăм та-ха (= хĕнерĕм), КС. Хăлха чиккинчен тăхăнтартнă.

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

хĕл кунĕ

зимний день, зимняя пора, зима. Баран. 90. Çӳлте (в горах) хĕл кунне те курăн. Ib. 152. Хĕл кунĕнче те вĕсен таварне пухса çӳрекен темĕн чухлĕ. Зимою очень многие скупают их товар (продукты охоты). Ib. 81. Вăрмансенче хĕл кунĕ анчах ĕçлеççĕ. Ib. 157. Хăшĕ-хăшĕ хĕл кунсенче ютра çĕвĕ çĕлесе çӳреççĕ, кăçатă пусаççĕ. N. Шыв пуçтарăнса килнипе сивĕ хĕл кунсенче шăнса ларнă пăрсем хăпарса килеççĕ.

рамански

романовский. Альш. Рамански кăçатă. Рак. † Рамански кĕççе атă хĕр уринче килĕшет.

ăрамански

(ы̆рамански), романовский. Альш. † Ăрамански кăçатă хĕр уринче килĕшет. Романовские валенки очень идут девушке.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

валенки

сущ.множ.; един. валенок муж.
кăçатă, çăм атă; подшитые валенки тĕпленĕ кăçатă; ходить в валенках кăçатăпа çӳре; валять валенки çăм атă йăвала

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

валяный

çăмран йăваланă; валяные сапоги çăматă, кăçатă.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

навалять

сов: что, чего йăваласа тултар; навалять валенок кăçатă йăваласа тултар.

пимы

мн. (ед. пим м.) пима (вăрăм унчаллă тир атă е кăçатă).

подшивка

ж. 1. по гл. подшить; подшивка валенок кăçатă тĕплени; 2. (подшитая пачка чего-л.) тĕрке, çыхă, подшивка; подшивка газет хаçат подшивки; 3. разг. (то, что подшито к краю чего-л.) пастар, ăш(лăх).

подшить

сов. что 1. çĕлесе хур (аялтан), (тĕп) тĕпле, тĕпне çĕле; подшить валенки кăçатă тĕпле; 2. пӳкле; питле; подшить подол платья кĕпе аркине пӳкле; 3. (çумне) çĕлесе хур.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

кăçатă

, кăçат «валенки». Из кĕççе «войлок» + атă «сапог»; кирг. кайиз отӳк, ног. кийиз этик, узб. кигиз этик, тув. кидас идик, хак. киис ӧдик, тат. киез итек, азерб. кечэ чәкмә, туркм. кече эдик «валенки».

кĕççе

«войлок», «кошма»; МК, туркм., тур. кече, азерб. кечә, чаг. киче, Замахш. кыс, кирг., ног. кийиз, к. калп., узб. с кииз, уйг., узб., казах. кигиз, алт. В кийис, хак. киис, башк. кейез, тат. киез, тув. кидис «войлок, «кошма»; см кăçатăд ~ й ~ г; ч ~ ç.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

кĕçатă

(хальхилле кăçатă) çăмат. <…> чăваш кĕпе-йĕм, кĕрĕк-сăхман, тăлăп, чаппан (аçам), тăла-çăпата, кĕçатă (çăмат), тырă-пулă, пахча-çимĕç – пурне те хăй тума пултарать те, тăвать те [Комиссаров 1918:20].

Çавăн пекех пăхăр:

кăçалхи кăçалччен кăçан кăçат « кăçатă » кăçкăр кăçкăраш кăçкăрт кăçтăрмачă кăçта

кăçатă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150