Шырав: пĕрме

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

пĕрĕм

II.
то же, что пĕрме

пĕрме

1.
складка, сборка
купăс пĕрмисем — меха гармошки
халат пĕрмисем — сборки халата
пĕрме пĕр — делать сборки

пĕрме

2.
морщина, морщинка
куçĕ тавра пĕрмесем палăраççĕ — вокруг его глаз заметны морщинки

пĕрмек

то же, что пĕрме 1.

пĕрмече

то же, что пĕрме 1.

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пĕрме

боры (у одежды);
мельничная воронка

кĕрĕк пĕрмелĕ — полушубок с борами

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сĕрем

то же, что сĕрен. Макка 227. Мункунăн юлашки кунĕ ялти ачапчасем вăрмана кайса çамрăк çăка касса килеççĕ. Вырсарникун ирхине авланман ачасем пĕр пӳрте пуçтарăнаççĕ. Унта вара вĕсем пĕр тилкепе илсе кĕреççĕ те, шăпа тытаççĕ. Чăн çиялти юналтлă пукальник пулать, ун айĕнчи çăмарта пуçтаракан пулать, виççĕмĕшĕ — ачасене сĕрем кăшкăртакан пулать. Çавăнтисем сĕрем пуçласан, пукалник лаша утланса килет. Пукальник лаша утланса килсен, сĕрем пуçлакан çынсем хуçи панчен тухса каяççĕ. Вĕсем мал енелле каяççĕ те пĕр çăмарта çапса çĕмĕрсе хăвараççĕ. Унтан тавăрăннă чухне ак çак кĕве юрласа килеççĕ: „Тăхăр тиртен кĕрĕк эп çĕлерĕм, тăхăрвунă пĕрме пĕртертĕм. Атула йĕкĕтем перхулла! Тăхăрвунă пĕрме час саланмĕ, ăрăскаллă пуççăм хур пулмĕ. Атула йĕкĕтем перхулла!“ Тепĕр çĕре кĕрсен каллах пукальник сăра ĕçет: сĕрем кăшкăр! теççĕ. Ачисем кăшкăрса яраççĕ. Ирхи куна каçченех çӳреççĕ. Унта пĕр касă анчах юлсан ут кустарма каяççĕ. Унта хăш лаши малтан килет, ăна пĕр лайăх сĕлкĕ (полотенце) параççĕ. Ун хыçĕнчине начартараххи, виççĕмĕшне пĕр япала та çук. Унтан вара çынсене чупма яраççĕ, чăн малтан килекене пĕр пĕчĕкçĕ тутăр параççĕ. Унтан вара ут кустарса кĕреççĕ те, пăртак килĕрен киле кĕркелесе çӳреççĕ те, унтан вара сĕрем ирттерме каяççĕ. Сĕрем ирттернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Юлашкинчен пăшал çапса хăвараççĕ. Вăл пăшала пыйтăпа çапаççĕ. Вутне сӳнтерсе хăвараççĕ те, ахаль юрă юрласа тавăрăнаççĕ. Çапла вара сĕреме ирттерсе тавăрăнаççĕ. Ib. Сĕреме мункун юлашки кунĕ тăваççĕ. N. Пилĕкмĕш кун (на 5-й день языческой пасхи) сĕрем тăваççĕ.

тир

шкура; кожа, овчина, мех. N: † Тăхăр тиртен кĕрĕк эпĕ çĕлетрĕм, тăхăрвунă пĕрме пĕртертĕм. Юрк. † Кашкăр тирĕ тăлăпĕ, волчий тулуп. Пиçенер † Кашкăр тирĕ тăлăпăм пор, мана кашкăр çияс çок. N. † Пирĕн тăван килет асăнса, сăсар тирĕ (вар. тир) тăлăпĕ тăхăнса (вар. витĕнсе). N. † Кашкăр тирĕ тăлăпĕ купса çинче ĕнтĕ. Сятра: кашкы̆р (оβа) т̚ир’э̆ тŏлŏβŏ . Ib. Хамăн кашкăр тирĕ тăлăпня (-н’а) сотрăм эпĕ. Орау. Этемĕн çичĕ хут тир, тет (в букв. смысле). Говорят, что у человека кожа в семь слоев. Альш. Эреххине, пылне, чейне, сахăрне, тирне, сукнине, кĕмĕлне — пĕтĕмпе хисеплет. N. Тирĕсем (у меня) сĕвĕнсе ӳкрĕç (письмо). М. Васильев № 3, 52. Тепле тирне сĕвеймес. Орау. Çынна тирне сĕвесшĕнех çӳрет. Он готов с человека шкуру содрать (гов. о мироеде). Сред. Юм. Тирна (= тирне) сĕвĕп! Кожу с тебя сдеру! (Ругань). Ib. Тир тутар, дубить кожу (отдавать в дубку?). N. Тунă тир, выделанная овчина. N. Тирсем тохман-ха, сарах тутарас поль, тет. Шурăм-п. Тир Йăванĕ (кожевник Иван) Турая кайнă. Сборн. по мед. Кăрчанкă вăл тир çинчи ерекен чир.

кĕр

неизв. сл. ЧП. Кĕске те сăхман, кĕр пĕрме. ЙФП. Кĕр пĕрмекле хĕр куртăм.

кĕрĕклĕх

материал для шубы. || Свойства шубы. ЧП. Тăхăрвун пĕрме сӳтĕлес пулсан, тухать ман кĕрĕк кĕрĕклĕхрен (моя шуба уже не будет шубой).

чыслăх

вежливость, опрятность, чистоплотность, аккуратность. || Собр. Тăхăрвунă пĕрме саланас пулсан, тухать ман кĕрĕк чыслăхран.

хĕрĕх

сорок. Оп. ис. ч. II. Пĕр юпа тăрринче хĕрĕх кĕлте ларать. (Куршанак). На столбе сорок снопов. (Репейник). Хурамал. Кăвак сăхмансенĕн хĕрĕх пĕрме, çирĕм пилĕк сумлăх йĕс тӳмме. У серого кафтана сорок сборок, на нем медных пуговиц на двадцать пять рублей. Такмак. Çак хăтапа тăхлачăн хĕрĕх (символ, число) кун тунă сăри пур, тет, хĕрĕх кăшăлла пичкине хывнă, тет. (Такмак). N. Хĕрĕх шăл витĕр тухсассăн, хĕрĕх яла сарăлать, теççĕ. (Послов.). Орау. Хĕрĕх шăл хушшинчен тухсан, хĕрĕх яла сарăлать. (Послов. о речах и слухах). N. Хĕрĕх хăвăçăн тăрри пĕр. Зап. ВНО. Хĕрĕх чăрăш пĕр турат. (Авăн йăвăççи). N. Пытаракансем хĕрĕх утăм кайсанах, вилнĕ çыв тухса кăшкăрать, тет: ан кайăр, эпĕ те пыратăп! тесе. В. Олг. Хĕрĕх иккĕ = хĕрĕх икĕ пус = 12 коп. Ib. Хĕрĕх пиллĕк = хĕрĕх пилĕк пус = 13 коп. Ib. Хĕрĕх тăххăр = хĕрĕх тăхăр пус = 14 коп. Шибач. Хĕрĕх пилĕк пус = 13 копеек. Я. Турх. Хĕрĕхелле пур вăл. Ему около сорока лет. ТХКА 82. Хĕрĕхелле çитсе пулин те, Санюкшăн кулянса çӳçсем кăвакара пуçларĕç. Нюш-к. Хĕрĕх çиччĕсенче пулĕ ĕнтĕ у; у хĕрĕх çиччĕре; у хĕрĕх çиччĕсенчен иртнĕ ĕнтĕ. Календ. 1904. Аслă типĕ, урăхла ăна хĕрĕх кун типпи теççĕ, мĕншĕн тесее вăл хĕрĕх кунччен пырать.

арман

(арман), molat, moletrina, мельница. Мельницы бывают: ал-арманĕ, аларман, mola manuaria, ручная мельница (см. на своем месте); шыв арманĕ, шыв армань, шыв-арман, molae aquariae, водяная мельница; çил арманĕ, çил армань, çил-арман, molae, quae venti impetu versantur, ветрянка; кĕрпе арманĕ, molae, quibus grana frumenti a tunicis separantur, круподерка; лаша арманĕ, quae iumentis, вут арманĕ, quae vi vaporis versantur, паровая мельница. Тоскаево. Арман виçĕ терлĕ пулать: кĕрпенĕн, шыв арманĕ тата çил арманĕ. N. Пирĕн арман талăкра (= тавлăкра) икçĕр пăт тырă авăртать. Наша мельница мелет 200 пуд. в сутки. {{anchor|DdeLink6182591829761}} N. Эп тырра хамăр армана кăлартăм. Я вывез хлеб на свою мельницу. Альш. Арманта вырăссем вырăсла калаçаççĕ. На мельнице (были) русские, (которые) говорили по-русски. Изамб. Т. Инçе ан кайăр, вырăс арман айне лартма илсе кайĕ (стращают детей). N. Хватлă çилте арман ямаççĕ (не пускают в ход). N. Арманта тырă нумай, халях черет тивес çок. N. Аслатте калани. Етĕрне уесĕнче, Упи вулăсĕнче, Алмач ятлă сала пур. Çав Алмач арманне лартма пуçланă чух, чи малтан, ĕçе пуçличчен, шыв хĕрне вешник умне тăваткăл шăтăк авăлтрĕç, тет. Шăтăк тĕпне çынна лармалăх çĕртен пукан пек хăварчĕç, тет. Шур хăва тĕммисем панче пĕр ача юрăсем юрласа ларать, тет. Вăл ачана Хапăс вăрманĕнчен вăрласа килнĕ, тет. Шăтăкне чавса пĕтерсен, ку ача çине пĕр çăкăр çакрĕç, тет. Тата шăтăка пĕр алтăр шыв хучĕç, тет. Вара çав ачана шăтăка лартрĕç, тет те, çиелтен çĕрпе витсе хучĕç, тет. Ку: шыв арманĕ ан татса кайтăр (scr. кайчĕр), тесе, хураччĕç, тет. Халь çын вырăнне кушак чунĕ е чăхă, чунне хураççĕ, тет. (Çĕн-ял старикки Симян. 3—V—1923 г.). Ст. Чек. Армана шыв илнĕ (или: урапана шыв илнĕ). Мельнаца в подпруде, т. е. подтоплена. О. Захаров. Кĕрпе арманĕ. Кĕрпе арманĕ икĕ пая уйрăлать: 1) лаша çаврăнаканни 2) лаççи. Лаша çаврăнаканнин варрине тăваткăл шăтăк тăваççĕ. Çак шăтăк варрине пысăк вал (1) тăратса хураççĕ. Тăракан валăн аял пуçне, вĕçне пĕр шите яхăн хăварса, шăллă урапа (4) кĕртсе лартаççĕ. Çӳлерех, вăл ăшне турта (2) лаша кăкараканни (3) кĕртсе хураççĕ. Тăваткал шăтăк урлă, валăн лаç енне, йываç хураççĕ, çак йывăçа пуçелĕк (20), теççĕ. Çак пуçелĕк çине вал хураççĕ. Ку валăн тепĕр пуçĕ лаçра тепĕр пуçелĕк çинче выртать. Выртакан валăн лаша çаврăнаканнинчи пуçне, пысăк урапан шăлĕсем тĕлне, ултура, урăхла штĕрнек (5), кĕртсе хураççĕ. Выртакан валăн лаçри пуçне, вĕçне пĕр аршăн хăварса, шăллă урапа (7) тăхăнтарса хураççĕ. Лаçри урапан çурри шăтăкра тăрать. Шăтăк тăрăх, урапан шăлĕсем енне, валăн çӳл енне, йывăç хураççĕ. Ку йывăçăн пĕр пуçĕ (19), чула улăхтарса антараканнине (18) пăркаласан, çĕкленет те, анать те. Çак йывăçăн вăта çĕрне тимĕр йĕке (9) тăратса хураççĕ. Йĕке çине, урапан шăлĕсем тĕлне, ултура (8) тăхăнтарса хураççĕ. Çӳлерех парапан (10) ăшне, йĕке çумне вĕркĕç тăваççĕ. Йĕкен çӳл вĕçне тĕпек тăхăнтараççĕ. Тĕпек çинче çиелти чул выртать (11). Аялти чул шăтăкне, йĕке тавра, сӳспе питĕреççĕ. Çӳлти чулăн шăтăкĕ тĕлне, пĕрме (14) айне, сыпка (13) çакса хураççĕ. Пĕрмене икĕ кашта çине çакса хураççĕ. Тĕш, хывăх саланса ан кайтăр, тесе, чулсем тавра кăшкар (12) тăваççĕ. Кăшкар ашĕнчен валак (15) тухать. Валак хывăх тухаканнин (16) ăшне кĕрсе пĕтет. Хывăх тухаканнине парапан çумне вĕçĕпе çыпаçтарса хураççĕ. Хывăх тухаканни тĕлĕнче парапан уçă. Хывăх тухаканни айĕнче лар (17). Лаша çавранаканнинче пысăк урапана, штĕрнеке, выртакан валăн пайне хăмасемпе витсе хураççĕ. Лашана туртана кӳлсе çавăрсан, тăракан валпа пĕрле пысăк урапа çаврăнать. Пысăк урапа шалĕсемпе штĕрнеке лексе выртакан вала çаврать. Выртакан валпа лаçри урапа çавранать. Лаçри урапа, шăлĕсемпе ултурана лексе, йĕкене çаврать. Йĕкепе пĕрле вĕркĕçпе çиелти чул çаврăнаççĕ. Сыпка çумĕнчи патак, çиелти чул шăтăкин хĕррине лексе чул çаврăннă май чĕтрет те, сыпкана чĕтретсе, пĕрмерен сыпка витĕр пăрие чул шăтăкне юхтарать. Чул шăтăкĕнчен пăри, икĕ чул хушшине пулса, икĕ пая уйрăлать: пĕр пайĕ тĕш пулат, тепĕр пайĕ хывăх пулать. Тĕшпе хывăх, чулсем хушшинчен тухсан, валак тăрăх хывăх тухаканнине юхса анаççĕ. Хывăх тухаканнинчен хывăх, парапан ăшĕнчен вĕркĕç вĕрнипе, хăй çулĕпе лар хыçне вĕçсе тухса каять; тĕш лара сирпĕнет. Кĕрпе тăвас тесен, тĕше тепĕр хут авăртаççĕ. Изамб. Т. 4° Çил арманĕ. Çил арманăн пури ултă пичетнирен ытла пулмас. Хăш-хăш арманăн лаççи пулат. Арманăн çунчĕ тăваттă, улттă, саккăр, вуннă пулат. Çуначĕсем вала çавăраççĕ. Валăн вăта çĕрне пит пысăк урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Ул шăлсем йĕкенĕн çӳл тăрринчи улт-урапана лекет. Йĕкенĕн аял пуçĕ ухвачĕ чулăн шапине лекет. Çил-арманта пĕрре те иккĕ те чул пулать. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тухать. Чул çĕклекеннипе армана хытă кайсан пусараççĕ. Çаплах çăнăха вĕтĕ те шултăра та тăваççĕ. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрипе пăраççĕ. Арман çулне такçапа тăкаççĕ. Ветряная мельница. Сруб ветряной мельницы бывает не болле шести погонных (печатных) сажен в вышину. У некоторых мельниц бывает амбар (нижний сруб). Крыльев у мельницы бывает четыре, шесть, восемь и десять. Крылья вертят вал. На средину вала надето огромное колесо. На краях колеса зубцы. Эти зубцы задевают за шестерню, находящуюся на верхнем конце веретена. Нижний конец веретена вставлен в порхлицу. Ветряная мельница бывает об одном и о двух поставах. Хлеб на мельнице сыплют в ковш: оттуда хлеб сыплется под жернов, обращается в муку и попадает в ларь. Если мельница мелет чересчур быстро, то, чтобы замедлить ее ход, подымают подлегчину. Ею же пользуются и для того, чтобы смолоть муку помельче или покрупнее. Чтобы поставить, мельницу против ветра, её поворачивают правилом. Жернов насекают насекой. Альш. Арман айне çын тытса янă. Тĕрлемесре пĕр çын виçĕ лаши-мĕнĕпех çухалнă. Елшелсем вăрмана кайма хăранă çавăнтан. Арманта темĕн те пур: армана хăйне усал туса панă, арман мелникĕсем çавăн пек усалпа пĕр майлă çынсем. Самай ăсти чĕлхе пĕлет: çавăнпа усалсемпе килĕштерет. Армана тусанах, айне çын ямасан, авăрмас: усал çын чунĕпе улăштарат; ăна пĕр-пĕр çын чунĕ кирлĕ. Под (вновь построенную) мельницу пускали (в виде жертвы) человека. В с. Тюрлеме один человек пропал (таким образом) вместе с тройкою лошадей. По этой причине альшеевцы боялись ходить в лес. На мельнице можно встретить самые страшные вещи: и самую мельницу устроил чорт, а мельники — это люди, которые действуют заодно с чортом. Наиболее искусные из них знают наговоры (заклинания) и потому и живут в мире с чертями. Если построишь мельницу и тут же не опустишь под нее человека, то она не будет молоть, потому что чорт берет за нее взамен человеческую душу: ему нужна человеческая душа. Чуратч. Çавалта хăш-хăш арман айăнче усалсем пурăнаççĕ. Вăсене çур-кунне, кĕр-кунне тата çула, ялан пĕр вăхăтра, эрех ĕçтермесессĕн, усалсем арман пĕвине татса яраççĕ. Тата хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. Под некоторыми мельницами на р. Цивиле живут черти. Если весною, осенью и летом, всегда в одно и то же время, их не попоят пивом (т. е. не совершат им возлияний), то они прорывают мельничную плотину. Также некоторые люди при постройке мельницы опускали под нее живого ребенка. Н. Седяк. Араан кĕлетĕнче сăра курки пек пĕр куçлă шуйттан пур, теççĕ; арман шуйттанлă пулать, теççĕ. Çĕрле чарнă армана авăртать, теççĕ. Говорят, что в здании мельницы обитает одноглазый чорт, с глазом величиною с пивной ковш, и что таким образом на мельницах бывают черти. Говорят, что он (т. е. одноглазый чорт) мелет ночью, пустив в ход остановленную (мельником) мельницу. Мшушк. Чăвашсем арманта шуйттан нумай пуранать, теççĕ, ăна çĕрле авăртакансем кураççĕ, тет. Пĕр çын çĕрле арман авăртнă, тет; вăл вăхăтра арман хуçи Хĕлип ятлă пулнă, тет. Арман авăртакан çур-çĕр çитес чух армана çăнăх катма кĕнĕ, тет. Арман чул çинче пĕчиккĕ, шур сухаллă старик ларать, тет; арман чулĕ тапах чарăннă, тет. Ку çын хăранипе арман хуçине калама чупса кĕрсе кайнă. Хĕлипĕ, вăл сăмаха илтсен, пĕрре те хăрамасăр, мăкăртатса тухать, тет: татах тухса ларнă пуха (i. q. пулĕ-ха), çапла ларакан-ха вăл, тесе. Иккĕш те юнашар утса пыраççĕ, тет, анчах хăйсем пынă чух чул çинче нимĕскер те çук, тет, чулĕ типерех авăрса ларать, тет. Чуваши говорят, что на мельнице живет много чертей. Это видят те, кому приходится молоть ночью. Один человек молол ночью хлеб; хозяином мельницы тогда был некто Филипп. Когда помольщик пошел около полночи на мельницу, молоть муку, он увидал там маленького белобородого старичка, сидевшего на жернове, который вдруг перестал вертеться. В страхе помольщик побежал в избу, чтобы сообщить хозяину мельницы о том, что он увидел. Выслушав его, Филипп ничуть не смутился и только пробормотал, выходя из избы: «Опять, поди, он вышел; он всё так выходит и садится (на жернов)». Тут они пошли на мельницу, идя рядом и не отставая один от другого, но когда они пришли, то на камне уже никого не было, и он молол (versabatur), как надо быть, по прежнему. Курм. Уй варринче ухмах арам ташлĕ. (Арман). Среди поля пляшет сумасшедшая баба. (Загадка: ветряная мельница). Собр. 278°. Арман патне вĕреннĕ йытă унтах вилет, теççĕ. Собака, привадившаяся к мельнице, там и околеет. (Послов.). Альш. † Çил арманĕ пурасан, ыраш пулмас, тиеççĕ. Говорят, что если срубить ветряную мельницу, то не будет родиться рожь. (Отклик старнного предразсудка). || Имен. Вăл пуш армана-кăна авăрат = тăвас çук япала çинчен калаçат. Он попусту мелет (болтает). || His sequuntur appellationes partium , per litteras digestae, ipsius vocabuli арман nulla ratione habita. Adduntur numeri, qui ad simulacra peryimemt, quae extremo libro adiicintur. Notis etiam quibusdam usas sum: pro шыв арманĕ Ш. posui, pro кĕрпе арманĕ К, pro çил армане А. Omnes quae hic desidersbuntur voces alio loco quaerendae sunt. Ниже следуют в азбучном порядке названия отдельных частей арман и относящихся сюда предметов. В составных названиях слово арман при распределении слов во внимание не принимается. Номера при названиях и в тексте указывают на соответствующие части чертежей, которые будут помещены в конце выпуска. Номенклатура, не вошедшая в настоящую статью, будет приведена в соответствующих местах Словаря. Сокращення: Ш — вод. мельн., К — обдирка, А — ветрянка. Неизбежные неточности и неполнота объясняются малою ознакомленностью составителя с мукомольным делом, а также недостаточностью материала.

пĕрме

(пэ̆рмэ), i. q. пĕрне. Изамб. Т.

Атулла

(Адулла), nom. pr. viri pag., личн. яз. имя мужч. (ар.). Рекеев. Срв. «атула» в след. отрывке. Чист. † Чăхăр тиртен кĕрĕк эп çĕлетрĕм (scr. çĕлерĕм), тăхăр вунă пĕрме пĕртертĕм. Атула йĕкĕтĕм (quod fortasse йĕкĕтĕм legcndum est) перхулла (geminata л littera). Тăхăр вунă пĕрме час саланмĕ, ăрăскаллă пуççăм хур пулмĕ. Атула йĕкĕтĕм перхула (hiс sine geminatione positum est; сf. Магн., Чув. яз. им., Верхиля). Я заказал сшить себе шубу из девяти овчин и велел сделать на ней девяносто сборок.... Девяносто сборок распустятся не скоро, моя счастливая голова не дойдет до крайнего унижения... (Из песен во время обряда «сĕрем»).

пӳрмек

то же, что пĕрме. СПВВ. Пĕр; пĕрмече, пĕрне, пӳрмек.

пĕрме

сборы, боры. Хурамал. † Кăвак сăхмансенĕн хĕрĕх пĕрме, çирĕм пилĕк сумлăх йĕс тӳмме. КС. Пĕрме или пĕрмече (у полушубка, кафтана). Собр. † Улача кĕпе пĕрме аркă, утмассерен вăр-вăр çавăрнат. || Морщины. МПП.

пĕрме

см. арман. Микушк. Изамб. Т. Арманта тырра пĕрмене хываççĕ, унтан тырă чул шăтăкне юхат. || Плетенка, корзина, кузов. Бюрг. Кăçал каснă пĕрмесем Шур Атăлта çӳл пулат. Истор. Унта çитсенех, вăл салтакĕсене çапăран çӳлĕ пĕрмесем авма хушнă. || Круглая коробка или корзиночка для ложек. Ст. Чек. Кашăк пĕрми — хăваран çыхса кашăк хумалли тăваççĕ. См. пĕрне.

маса

(маза), decus; пригожество; красота; благоустройство (с перс.). Юрк. † Сакăрвунă пĕрме саланас пулсан, кĕрĕкĕм кайĕ масаран. СТИК. Сĕтел чист масаран кайнă (загрязнён и т. п.), мĕшĕн кăш та тирпейлеместĕр? (= сĕтел чист тирпейрен тухнă, чисран кайнă). Ib. Çĕлĕк чист масаран тухрĕ ĕнтĕ, çын çине (в люди) тăхăнса тухма та намăс. Ib. Масине курас килмес. Посмотришь — берёт отвращение какое-то! („вообще выражается отвращение при виде кого-нибудь. Если чувствуют отвращение к предмету, то говорят, например, о водке: „тĕсне курас килмес“, или: „тĕсне курсан, хăсас килет“). Ib. Унăн маси кайнă чист. Он потерял образ человека. N. Хăйсенĕн усаллăхĕпе ашшĕ ятне те çĕртнĕ, кил-çурт масине те янă. Ст. Чек. Масинчен тухнă. Потерял(-а) прежнюю красоту и прелесть (от пьянства, распутство, старости). СПВВ. Тути-маси çук ку апатăн; кил-çурт масине яратăн. СПВВ. ПВ. Маси — тути-маси; кил-çурт маси, доброе имя дома. N. Масу та çук ĕнтĕ! Нет у тебя нравственных принципов!

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

складка

сущ.жен.
пĕрме, пĕрмече, хутлам; складки на юбке юбка пĕрмечи

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

собирать

кого, что несов., собрать, соберу 1. (ҫар); 2. пуҫтар, тат (ҫырла, кӑмпа); собрать хороший урожай пысӑк тухӑҫлӑ тырпул пухса кӗрт, пуҫтарса ил; 3. япала (сехет) пайĕсене пухса, хӑйне пуҫтар; 4. пуҫтар (ачасене шкула); 5. пĕрме ту; собирать сборки пĕрме ту.

боры

пĕрĕм, пĕрĕнчĕк, пĕрме; щуба с борами пилĕклĕ (пĕрĕмлĕ) кĕрĕк.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

один

числ. 1. (число) пĕр, пĕрре; 2. в внач. прил. (без других, в одиночестве) пĕччен(ех); я остался один дома эпĕ килте пĕччен юлтăм; 3. в знач. прил. (одинаковый) пĕр, çав-çавах, пĕр пек, пĕрешкел; одного возраста пĕр çулта; одно и то же çав-çавах; 4. в знач. мест. (какой-то, некий) пĕр, тахăш; ему сказал один человек ăна пĕр çын каланă; 5. в знач. прил. (только, исключительно) çеç, анчах, кăна; один он может сделать это куна вăл çеç тума пултарать; 6. в знач. мест. (какой-то в ряду сходных) пĕри, пĕр; то один, то другой пĕри те тепри; 7. в знач. сущ. один м., одна ж., одно с. пĕри; одно другому не мешает пĕри теприне кансĕрлемест; ◇ все до одного см. весь; (все) как один (пурте) пĕр çын пек, пĕр кăмăлтан; в один голос см. голос; все одно см. весь; за один присест см. присест; один-единственный см. единственный; один конец см. конец; один на один пĕрме-пĕр; один-одинёшенек пĕр-пĕччен, тăр- (е хăр-) пĕччен; одним духом см. дух; одним махом см. мах; одним словом см. слово; одно к одному пĕри çине тепри; ставить на одну доску с кем-л. пĕр шута хур.

плиссе

с. нескл. плиссе, пĕрме, хутлам.

сборка

ж. пĕрме, пĕрĕм, пĕрмече; платье со сборками пĕрмечеллĕ кĕпе.

складка

ж. 1. пĕрме, пĕрмече; юбка в складку пĕрмечеллĕ юбка; 2. (прямолинейный сгиб) йĕр, хуçланчăк, хутлам; складки на брюках шăлавар хутламĕ; 3. (волнистый изгиб) хутланчăк, хутлам; 4. (на коже, теле) хутлам, карт, пĕркеленчĕк; 5. геол. хутлам.

собрать

сов. 1. кого-что пух, пуçтар; собрать людей çын (е халăх) пуçтар; собрать книги в сумку кĕнекесене сумкăна пуçтарса хур; 2. кого (снарядить) пуçтар, хатĕрле, пуçтарса (е хатĕрлесе) кăларса яр; собрать детей в дорогу ачасене çула пуçтар; 3. что (подать на стол) ларт, хатĕрле (сĕтел çине) хатĕрлесе ларт; 4. что во что (соединить,сложить) пух; собрать волосы в косу çӳсе пухса çивĕтле; собрать цветы в букет чечек пухса çыхă ту; 5. что (сделать складки, сборки) пĕр, пĕрме (е пĕр мечĕ) ту; 6. что (механизм, устройство) пух; собрать часы сехет пух; 7. что (составить, скопить) пух; собрать коллекцию марок маркăсен коллекциие пух; 8. что (налоги, взносы и т. п.) пух, пуçтар; собрать взносы взнос пух; собрать сведения сведенисем пух; 9. что (набрать травы, плодов и т. п.) пух, пуçтар, тат; собрать грибы кăмпа тат; собрать хворост çатрака пуçтар; собрать огурцы хăяр пуçтар; 10. что (напрячь силы, мысли) пух; собрать все силы пĕтĕм вăя пух.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

пĕр

см. пĕрме.

пĕрме

, пĕрĕм «складка», «сборка», «боры» (у платья); башк., тат. бӧрмә, кирг. бӳрмӧ, казах., ног. бӳрме, узб. бурма, уйг. пӳрмә, алт. В пӳрме, азерб. бӳзмә «складка на одежде», «сборка»; «оборка», «гофрировка»; чув. пĕрмеллĕ, башк., тат. бормәле, ног. бурьмели, азерб. бӳзмәли, алт. В пӳрмелӳ «со складками», «со сборками», «складчатый», «сборчатый, «гофрированный» (о платье). Происходит от глагола: чув. пĕр, уйг., алт. В пӳр, тат., башк. бӧр «делать складки, сборки на одежде»; азерб., тур. бӳз «суживать», «стягивать», «сморщивать».

пĕршĕн

«съеживаться», «скорчиваться», «морщиться»; азерб., туркм., кирг. бӳрӳш., тур. буриш, узб. бӳршс, казах. бурис, к. калп. бурис, башк. бӧрӧш, тат. бӧреш «морщиться», «съёживаться». Происходит от пĕр «суживать»; ср. пĕрме.

Çавăн пекех пăхăр:

пĕрмĕш пĕрмай пĕрмайлă пĕрмаях « пĕрме » пĕрме-пĕр пĕрмек пĕрмеклĕ пĕрмелĕ пĕрмелĕ атă

пĕрме
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150