Шырав: темĕскерле

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

темĕскерле

(темскерле)

какой-то непонятный, странный, удивительный

темĕскерле

как-то непонятно, странно, удивительно
темĕскерле çын вăл, ăнланма йывăр — какой-то он странный человек, трудно его понять
темĕскерле ăнланмалла мар калаçать — он говорит как-то непонятно

темскерле

см. темĕскерле

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сара

(сы̆рă), пиво. Хурамал. Тĕлĕкре сăра ĕçсен, йĕпе пулать, тет. Сред. Юм. Тĕлĕкре сăра кôрсан, çăмăр полать, тет; кĕмĕл окçа корсан — сиввĕ полать, тет; какай корсан — выльăх вилет, тет. Панклеи. Чӳклес омĕн пĕтĕм халăха çитеслĕх сăра туса хатĕрланă. N. Сăра сакки сарлака, тет. (Послов.). Трхбл. Сăра кучĕ сарлака. (Поговорка). Пазух. Тăванпала тăван калаçаççĕ, йӳçĕ сăрана тутлă тăвасшăн. Вишн. 75. Сăра çапах эрехрен авантарах, вăл çынна выçăхтармасть, ăна ĕçсен, сайра-хутра хытă ӳсĕрлетĕн. М. Васильев. Онта сăра лартаç, пашалу, хоплу пĕçереç. Аттик. Вĕсем çимĕке темĕскерле кĕтсе илнĕ пек, сăрасем лартса, эрехсем илсе хатĕрлесе, тĕрлĕ çимĕçсем пĕçерсе, савăнса кĕтсе илеççĕ. Ib. Чăвашсĕн авалхи йăла пур: сăра пички пуçламассейрен, малтан пĕр çын ĕçеччĕн, кĕлтăваççĕ. Орау. Качча кайнă хĕр туйĕнчен кайран ашшĕ-амăш патне сăрапа пырать. Сăрапа кайнă чухне тĕл пулакан çынна пичке анинчен (= çăварĕнчен) çĕрпе (цевкой) сăра ĕçтереççĕ. Ĕçекенни вара: тур пач сăрана, туртрăм лайăх, тит кайран. Альш. Вăл (она) вара, сăрапа кайсан, укçа пуçтарат вĕсен (у них). N. Туйсам патнелле сăра тумалла пуль те-ха... Халĕ пурнăпăр-ха пуккаль. Актай. Унтан кайран Бура-Бĕрхĕ авланчĕ, тет. Авлансан, кусем сăрапа кайрĕç, тет. Н. Карм. Урпа сăри, ячменное пиво. Сĕт-к. Квакал сăмси лапрара, пирĕн тота сăрара. N. Пĕр витре сăра ăсса тохам-ха. N. Вăл йĕтес сăрине ĕçимарăмăр. N. Сăри сăра иккенне пĕлнĕ пулсан, арăмма илсе килнĕ пулăттăм, тулккĕ арăмма илсе килмерĕм, пĕччен килтĕм. (Шутка). || Пирушка. Янтик. † Хĕрсем çырлара, эпир сăрара. N. † Сарă инке сăрара (в гостях), çырă инке çырлара, хура инке хуранта, лутра инке луткара. БАБ. Кĕркунне пĕрре, кĕрхи сăрара, пирĕн пата ăратнесемпе пĕрле çак тукатмăш-карчăк та пырса ларнă. Курм. Кантăр сăри, выльăх сăри, пирушка. Ib. Çĕн-çын каять сăрапа, поса сăрипа каять, кантăр татнă чохне кантăр сăрипа.

сĕмлĕ

с оттенком. Альш. Тата тепĕр тĕслине „кукша кăвакал“ теççĕ, вăл хура сĕмлĕ пулать. Ib. Хырăмĕ (у чăмкăç'а) темĕскерле хĕрлĕрех сĕмлĕ шурă. Букв. 1904. Тĕттĕм кăвак сĕмлĕ шыв çинче, ешĕл хăмăшсем хушшинче лăпкăн ишсе пынă чух, ытарма çук илемлĕ. Якейк. Ачи этем сĕмлĕччи-ке (необыкновенный, может быть, хорошая и плохая сторона). Череп. Хура сĕмлĕ, шурă сĕмлĕ, сарă сĕмлĕ, кăвак сĕмлĕ, с оттенком черного и пр. Баран. 144. Ӳте çĕнетсе çĕнĕ пайсем кӳртсе, юрăхсăра тухнă кивĕ пайсене юн хăй ăшне пухать. Çавăнпа хăй хурарах сĕмлĕ пулать.

свер

(свэр), зверь. В. Олг. Вот ме макрас мар, тет, ман киле, тет, темĕскерле свер кисе кĕрнĕ, тет. N. Кайнă чох вăлсам пор свере поçтарса кайнă.

çаплалла майлă

подобный этому, в роде этого, в таком виде. Альш. Çаплалла майлă чавашсем кураттăмăр эпир вăл аслă çулăмăр çинче. Ib. Çаплалла майлă, темĕскерле, пула-пула каяççĕ вăл тăхăр ял.

çитĕ

(из çи+витĕ), покрывало; простыня, пеленки. Ал. цв. 16. Тӳшекки çине пурçăнтан тĕрлесе тунă çитĕ сарнă. Пазух. Çулĕ тусем çинче сăрлă çуна, унăн çиттисемех шур кĕççе. Чураль-к. † Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и? Манăн çири чаршавăм Атăл çитти (покрывало для Волга) пултăр-и? Альш. † Мана анне çуратнă, шур çиттипе чĕркенĕ. (Хĕр йĕрри). Н. Карм. † Сарă çу чĕрессисем ăçтан паллă? — Çине витнĕ çитти çӳçелĕ. Собр. Çитти-питти пархун-питти. (Сарай). N. Хăпарса выртрăм çитти витĕнсе. N. Ман хыççăн çиттисем çакланнă. Орау. Тӳшек çитти (простыня); ача çитти, пеленки (парадные, в которых, напр., носят в гости и пр.). || Скатерть. Альш. Темĕскерле çитĕ исе килтĕм. N. Сĕтелсем çине калама çук (лайăх) çитĕсем сарса тĕрлĕ йышши çимĕçсем лартса тултарнă.

çӳç

(с’ӳс’), волос(-ы). О сохр. здор. Çӳç тăкăниччен малтаи çӳç тĕпне лĕкĕ пек сарă, вĕтĕ, типĕ шатра тухать (при болезни кукша). Сред. Юм. Çӳçне ине çулланă, или: çӳçĕ вĕрилле (= вирелле) тăрать (вихорь). Ib. Çӳç ил, çӳç илтер. Остриги волосы. Ib. Мана кашни иртсе каймассайран витлет; ярса тытрăм çуçĕнчен те, хытă вĕçтертĕм. N. Çӳç илсе яр, обрить. КС. Çӳç хыртар, заставить брить. N. Малти çӳçе вăрăм хăвартăн эсĕ. Юрк. † Урам урлă каçар-и? Ылттăн ука тăсар-н? Ылттăн ука улттă çаврăнтăр, çӳçсем сире çыхлантăр. Ib. Çӳç кастарсан, çӳç шуралат. Кн. для чт. I, 16. Ир тăрăр та, питĕр-куçăра çăвăр, çӳçĕрсене турăр. Якейк. Пуçна пĕр пĕчĕк çӳç хăвармăп! Выдеру все волосы! (Угроза). Ст. Чек. Пуçăнта çӳç юлмĕ. Баран. 66. Майпа вĕрсе тăракан уçă çил пуçри çӳçсене вĕл-вĕл вĕçтерет. Шибач. Çӳçна татса пĕтерем! (Брань). N. Эп кĕске çӳçпе çӳреме вĕреннĕ (или: çӳреме юратап). Я привык ходить с короткнми волосами. N. Эп вăрăм çӳçпе çӳреме юратмастăп. Альш. Çӳçе кассан, çӳçе турасан, çĕре пăрахма хушмаççĕ (не велят бросать волосы на землю): кайăк илсе кайса йăва çавăрат, тет те, пуç çаврăнакан пулат, тет. N. Çӳçе вирелле ярас (зачесывать назад). СТИК. Çӳçе вĕтелерĕм. Опалил себе волосы. Ib. Пирĕн хĕрарамсем час-час: çӳç туртат — çавă асăнат пулĕ, теççĕ. Вăл темĕскерле — пĕр пĕрчĕ çӳç туртăнса каят, тет. Регули 875. Çӳçе çуçĕн тытса (тытăçса) вăрçаççĕ. С. Тим. † Çӳç пек хăна пуçтартăм, пукане пек вылятрăм. Подг.-Шигали. † Вутлă-шывлă хушшинче вут пек сăра турăмăр, çӳç пек хăна илтĕмĕр, пукане пек вылятрăмăр. чăх-чĕппи пек салатрăмăр. (Хĕр-сăри сăвви). Б. Олг. Прийомра кăнтăр иртсен, пичия çӳç кассарчĕç (= касса ячĕçĕ), туатă сахат çапсан. Чăв. к. Турă çырни — çӳç çыхни, сивĕтсен те сивĕнмес. (Хĕр йĕрри). Кĕвĕсем. Турă çырни çӳç çыхни. (Вероятно, означает, что того, что суждено, так же трудно избежать, как трудно развязать затянутый узлом волос). || Волоски (мелкие корни растений). В. Ив. Çимĕçлĕ шыв тымар çӳçĕсен хуппи виттĕр шала кĕрет.

тем

(т’эм), неизвестно что. См. темĕн. Регули 510. Тем (темĕнле) полать-ха. Не знаю, что (еще) будет. Синьял. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Пуç капташки-маклашки, тем курасси пур-халь ун. Сунт. Тем тăвассу пур. Не знаю, что мне сделаешь (т. е. ты со мною ничего не сделаешь. Ответ на угрозы). ТХКА 49. Тем тăватăр ĕнтĕ (не знаю, как вы решите), кайма та хăрамалла, лашасене те шалккă, тет анне. Амăшĕнчен ыйтсан: ашшĕ тем тăвать, тет. СТИК. Тем пулат, тем килет-ха, тен мункунччен вилĕпĕр-кайăпăр! (Погоди, вот доживем до пасхи, там увидим). || Неизвестно какой. Шел. II. 64. Ма ан кăтарттăр (почему не показать), вăл тем япала мар вĕт (не бог-весть что). Истор. Иван Калита аслă княçра чухне вĕсем тем сăлттавпа (по какой-то причине) Радонеж ятлă хулана куçнă. Все, что угодно; весьма многое, разнообразное. || N. Уйăх хушши мар, пĕр эрнере те тем пулас, тем килес. N. Темрен те паха. Дороже всего на свете („дороже не знаю чего“). Ст. Яха-к. Çав кунсенче тем те курăн çавăн пек япаласене (увидишь много подобных вещей и не знаю каких). || Нечто страшное. Шел. 102. Саншăн (из-за тебя), пĕчиккĕскершĕн, пире темех тумĕç-ха (ничего особенного не сделают). || Не знаю. Регули 481. Тем, пĕлместĕп эп. Не знаю, мне это неизвестно. Ib. 486. Тем тес. Не знаю, что сказать (quid dicam nescio). Орау. Час килет-ши вăл? — Тем, пĕлместĕп. Ib. Пырать-ши вăл, çук-ши? — Тем тăвать („не знаю, как он поступит“). Придет ли туда? — Не знаю. Якейк. Виçĕ пус окçа та çок, тем тума пĕлес халь (не знаю, что делать). N. Пирĕн тем тумалла çук япалана. N. Эпĕ орăх хоть те ярирăп-и, тем. || Не знаю, что об этом сказать (затрудняюсь определенно высказаться). Орау. Вăл хăй кăмăллă япшар çын пек туйăнчĕ те, тем тата. Мне показалось он любезный человек, впрочем не знаю... || Иногда только смягчает последующее заявление, или отнимает от него силу полной уверенности. Торп-к. Пичĕшĕсем ыйтаççĕ, тет: макăртăн-и мĕн, Хăрхăн, тесе калаççĕ, тет. Пике калать, тет; тем, макăрман та, йывăç турачĕ çапрĕ те, çавăнпа кушшуль тухрĕ, тесе каларĕ, тет. Регули 843. Тем, каяс çок вăл паян. Ib. 482. Тем, корман эп. Не знаю, я не видал (мне кажется, я не видал). Другой смысл (с иною интонацией): „мне по этому делу ничего не известно, я не видел“. || Должно быть, кажется, как видно, возможно. Панклеи. Попĕ корчĕ те: Макçăм, сан кĕсре окçа кăларать, тем, тет. Орау. Тем, ку Йăван кĕçĕр килмеçт пуль (наверное, не придет; верно, не придет; как видно не придет), кĕтес те мар. Никит. Татнă пек çырлине сутсах килет тем. Видимо, она придет домой тогда, когда продаст набранные ею ягоды. Янтик. Хулана карĕ тем (повышение голоса на „хулана“). Видно он в город поехал. Сред. Юм. Паян çăмăр пôлать тем? Возможно сегодня будет дождь? N. Ĕни сĕтсĕр мар тем те (кажется): çаканĕ нăмай та, çанпа çитмеçт, корнать. Орау. Ирех юрлатăн, ачам, тем сан паян макăрмалла пулать пуль. Регули 485. Вăл тем. Кажется (думаю, что), это он. N. Сахат чарăнса ларчĕ тем вăл çĕрле. Б. Нигыши. Старикки каланă (старухе): çарăкне хăпарса курмасăрах кулатăн тем (кажется), тесе калать, тет. Якейк. † Ай акиçем, йăмăксам, тем ытлашши каларăм поль, кайтăр-поттар! ан тийăр. (Солд. п.). Нюш-к. Эс манран пĕр виç çул аслăрах-ши? Эс манран пĕр виçĕ çул аслăрах тем вара (еще более увеличивается продолжительность). Панклеи. Чăнах тем. Кажется и в самом деле правда. || Как будто, словно будто, quasi is. Регули 480. Эп, тем, каларăм сана. Не знаю, сказал ли я тебе (как-будто я сказал тебе). N. Тем пĕр-пĕрне çиленнĕ пек, тек пĕр-пĕрин патне нимĕн хыпар тумасăрах пурăнатпăр. С. Айб. † Турă утма савса эп ӳстертĕм, тем хам савăнса ларса, ай, çӳрес пек. („Тем“ придает здесь оттенок раскаяния). Сунт. Тем, пуян çынсем пек. Ib. Çанталăкĕ, тем, сулхăнлатрĕ. N. Тем, аван мар пек туйăнать. || Нередко соединяется с другими выражениями или предложениями. Регули 484. Те ярас тем. Не знаю, посылать (послать) ли, или не посылать (послать). Ib. 780. Вăл пирĕнтен инче мар; те килет тем конта, эп она пĕлместĕп (не знаю придет или нет). N. Мĕскерле, чăваш хушшинче пурăнса, чăвашла вĕренейчĕ-ши вара (а удалось ему выучиться)? — Тем, вĕренейчĕ-и вара (или: те вĕреннĕ тем, или; темĕскерле вара). А когда он жил в чувашах, удалось ли ему выучиться по-чувашски? — А не знаю (а не сумею тебе сказать). Бр. п. водку 16. Хамăр ялăн каччисем темĕншĕн тем ыйтмаççĕ (не сватают). N. Тем авланас пулĕ салтака каяччен. || Не знаю почему. Изамб. Т. Тем вăрçаççĕ вара? || Не знаю что; шут знает что. N. Çавăн пек сăмахсем вĕсенĕн урăх та нумай: çавăн пек пулсан, тем курас пулĕ (испытать придется). С. Тим. Курăкран çӳхе, темрен вăрăм (длиннее не знаю чего). || Что-то. Шурăм-п. Тем калас, тет пулмалла. Должно быть, что-то хочет сказать. Сред. Юм. Тем алхастарнă поль сире. (Çынсĕм пит чарăнмасăр вылясан, кôлсан калаççĕ). Уже не... ли (указывает на одну из возможных вероятностей). Ib. Пĕр пит йосав каччă иртсе кайрĕ, хăтана каймарĕ тем (т. е. уж не пошел ли он невесту сватать?). || Что-то (= почему-то). Орау. Пĕр çулнехи пек кахатлăх ан пултăр кăçал (как бы не случиться неурожаю), тем çăмăр çук. СТИК. Тем пуç ырата пуçларĕ, те сĕрĕм çакланчĕ. Что то начала болеть голова, не знаю — угорел. Алгаз. Тем урамалла пăхрăм та, çынсем мăкăр-мăкăр вуласа чупаççĕ. N. Çынни тем чирлĕ, типшĕм, лутра хăйне хăй хавас мар пек кăтартат. || Служит для усиления. НИП. Тем пысăкĕш чăрăшсем (огромные ели). Орау. Вучĕ тем çӳлли çунать. Пламя поднимается на огромную высоту. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Тем çăва ятлăччĕ çав! Не знаю шут знает, как его звали! Ib. Тем çăва патне ярат онта мана! Не знаю (шут знает), зачем посылает он меня туда! N. Тем мурне (также: тем ахратне, тем шуйтанне, тем хăяматне, тем масарне; тем çăвине, почему-то). Сред. Юм. Тем çăвалла çын ô, нимпе те манран йôла пĕлмес. Шут знает, что он за человек — все за мною вяжется. Ib. Паян ô кайни такçанах, тем ĕмĕр пôрăнчĕ ôнта (долго находился или пробыл). Ib. Тем чир пик аса та илмен эп ôна. Не знаю, я как-то не припомнил этого. Ib. Тем çăви полнă. Не знаю, что случилось (шут знает, что случилось). Шурăм-п. Хăйне теме (dat.) хурса, таçти пухура пек, никам ăнланайми сăмах калать. С крайнею гордостью он произносит никому непонятную речь, как будто на каком-то важном собрании. Ск. и пред. чув. 57. Тем хăтланман-ши, темĕскер туман-ши? Не наделал ли он чего? Сĕт-к. Çав пачкалăка тĕкĕ пемелле (надо подпереть подпорой): тем çĕрех солăнса кайнă. || Чорт знает к чему, зачем. Орау. Тем ухмахне палăртать вăл. К чему обнаруживает он свою глупость?

темĕнскерле

то же, что темĕскерле, неизвестно какой, какой-то. Букв. Пĕр каçхине пичче çапла выльăхсем çитĕрсе тавăрăнчĕ те, пĕртте чĕнмест (молчит), темĕнскерле салху ларать (сидит какой-то скучный).

темĕскерле

неизвестно как. Ст. Чек. Ку япалана темĕскерле тумалла. N. Вăл сасса илтсен, пĕтĕм чĕре темĕскерле пулса каять (при сильном, неприятиом возгласе с сердцем что-то делается особенное). Юрк. Эпĕ темĕскерле пулса кайрăм (смутился?)-Епле çырмалла? тесе, эпĕ вĕсене хирĕç каларăм. || Неизвестно какой; странный. N. Вăл темĕскерле çын: тек хăй тĕллĕн калаçса çӳрет.

темĕскерле-масарла

какой-то странный. СТИК. Темĕскерле-масарла çын вăл. Он какой-то странный человек.

типири

некогда, название духа (типĕ ырри?). Орау. Мĕн типири тытрĕ тата? Ах, ку ача-пчана ним туса та юраттарма çук (на этих ребят никак не угодишь)! СТИК. Çын темĕскерле хирĕçсе çитсен, сăмах майне килмесен (если кто-нибудь вздорит и не поддается уговорам): типири тытрĕ, теççĕ. СПВВ. Т. Типири çынна е урмаштарать, е темĕн чухлĕ чĕнсен те чĕнми тăвать. Çын вара тах калаçса ларнă чухне вăрçма тытăнать; вара: кăна типири тытрĕ пулас, теççĕ. || Неслух. СПВВ. ФИ. Типири — ие. Çапла чарса чарăнман, ăнман ачана калаççĕ. Ib. Çын ӳкĕтне килмен çынна, типири! теççĕ. || Брезгуша. Некстати вспыльчивый. Орау. Типири тесе, апат тиркесе çимасăр юнтаракан çынна калаççĕ. Ib. Типири — кирлĕ-кирлĕ маршăн çиленекен. || Властолюбивый. СПВВ. ТМ. Типири-усал, çынна хăйне пăхăнса пурăнма хушакан çын. || Брань. Ст. Чек. СПВВ. ЕС. Упăшки арăмне хĕне пуçласан, арăмĕ упăшкине: типири! тет. Урăх çынна та калаççĕ.

турткалантар

понуд. ф. от турткалан. ГТТ. Питне-куçне темĕскерле турткалантарса илчĕ те, эпир чăтаймасăр кулса ятăмăр.

турса ил

притягивать, стягивать, тянуть. О сохр. здор. Вăл пĕренесем (стены) сивĕ пулаççĕ те, пирĕн ӳтри ăшша нумай туртса илеççĕ. Ib. Ун пек çĕре тăпра тултарса йывăçсем лартма кирлĕ, вĕсем вара тымарсемпе ӳснĕ çемĕн шурăри нӳре пĕрмаях туртса илеççĕ. N. Туртса илсе çĕлеп. || Отдернуть. Орау. Аллине туртса илчĕ. Отдернул руку. Çутт. 80. Пӳрнене темĕскерле туртса илчĕ те, хăранипе кăшкăрсах ятăм. || Отнять, отбить. Орау. Ак арăмна туртса илĕ-ха (отобьет). || Прицепить. Сĕт-к. Эп çеклĕпе виç паломми тортса илтĕм. || Оболакивать (об облаке). || Принять на себя. N. Хăй çине туртса илнĕ. Принял на свой счет. || Курнуть.

тăкăл-такăл

подр. неравномерной походке. СТИК. Халь тин пăруланă пăру ута пĕлмен чухне темĕскерле тăкăл-такăл пускалат (неравномерно: то наступит, то подождет на одном месте, то опять наступит несколько раз очень скоро, потом опять, и при этом теленок вздрагнвает, напрягается). Альш. Тăкăлт-тăкăлт пускаласа пырать. Быстро идет по неровному месту и спотыкается, так как мешают бугорки или ямочки.

тăкăлт-такăлт

подр. неравномерному скаканию. КС. Качака путеккисем тăкăлт-такăлт сикеççĕ. СТИК. Тăкăлт-такăлт то же прыганье, как тăкăлт-тăкăлт, но только прыганье неравномерное, даже безобразное. Ib. Пăру така пек тăпăлка выльăх мар: вылянă чухне те, темĕскерле, тăкăлт-такăлт сиккелесе илет.

харшшай

порядочно, много. СТИК. Паян харшшай ĕçлерĕм (довольно, порядочно). Ib. Харшшай темĕскерле япала вара... мĕн тăван унпа, пăрах (о ненужной вещи). Ib. Харшшай епле... сана кам курман (при брани).

хирĕнчĕк

о человеке, припадающем на одну ногу. СТИК. Хирĕнчĕк тесе утнă чухне темĕскерле хирĕнсе-хирĕнсе уксакласа пыракан çынна калаççĕ. || Упрямый, кочевряжливый (больше о молодых людях). Сред. Юм. Пит хирĕнчĕк çын ô, çав çĕр пăт çинче те вăнă пусшĕн вилет вит ô. СТИК. Хирĕнчĕк = хиркеленчĕк. || Фамильное прозвище. Хир-б.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хурал

чернеть, темнеть. N. Хĕвел анăç енчен хуралса тухма пуçлаççĕ. Ачач 13. Эх, çутă кунăм! Эсĕ те маншăн хуралтăн пулать. Нюш-к. Атăл çи хуралчĕ. Над Волгой тучи. Никит. Вара кайнă ачи чирлесессĕн çав укçа хуралса тăрать, чирлемесессĕн çуттипех выртать. Чăв. й. пур. 10. Çуркунне урам хушши хуралсан. СТИК. Куç хуралса карĕ (потемнело в глазах), пуç çаврăнса карĕ те, унтан вара ним те астумастăп. Орау. Куç хуралса килчĕ те, эпĕ вара çĕре ӳкрĕм. У меня потемнело в глазах, и я упал. Ib. Пуçран ăричаккипе çапрĕ те, пĕтĕмпе куçпуç хуралса килчĕ, пуç минкĕресе карĕ. Ib. Куçлăха тăхăнмасан темĕскерле куçа хăйăр сапнă пек пулса куç хуралса килет (неясно делается в глазах, как вроде решета крупного). Ёрдово. Çулсем хуралса юлаççĕ. || Грязниться. НР. † Апай исе пачĕ шурă туттăр, çыхсан кули хуралмасть. Мать купила мне белый платочек; если носить, как он не загрязнится. Кан. Алшăлисене те хуралса кайиччен çуса парать. || Омрачаться. N. Сирĕн çинчен аса илсен, куçăм-пуçăм хуралать, кунăн çутти çухалать.

хăйсене хайсем

(они) сами себя. N. Пулаççĕ хăш ĕçсем: пĕре пуçланса кайсан, хăйсене хăйсемех темĕскерле ӳссе, сарăлса пыраççĕ. Изамб. Т. Çапла çав. Усем хăйсене хăйсем тăраççĕ (хлеба хватает). Сред. Юм. Хăйсене хăйсем порнаççĕ. Своего хлеба хватает. Юрк. Лешсем хăйсенчен хăйсем кулса юлаççĕ.

куç

(кус), коç (кос), глаз. N. † Хĕп-хĕрлĕ чĕремшĕн йĕре-йĕре, икĕ улма пек куçма пĕтертĕм. N. Вилнĕ çын, вилсен куçне уçса выртать пулсан: вăл çилленчĕ пулĕ, теççĕ. N. Куçпа килчĕ. Вернулся с военной службы по причине болезни глаз (срв.: куçпа яраççĕ, куçпа выртать). N. укçан куçĕ çук. (Послов.). Сред. Юм. Паян тола тохман та, тола тохсаннах, куç кашарса каять. Ib. Куçпа пăхсан (на глаз), пĕр виç-тăват çохрăмран та ытла пик мар; кайма тăрсан, вăн çохрăм та полĕ. Ib. Куçа пĕтерсе ятăм, глаза заболели, и я никак не могу их вылечить. Ib. Куçа çисе тăрать. Режет глаза (говорят о светлых, блестящих предметах). Ib. Куçа çисе тăрать вит! (Говорят о красивом предмете, на который любо глядеть) Ib. Куçа хĕретнĕ, тесе, йĕнĕ çынна калаççĕ. Ib. Куçран тĕртсен те, корăнмас. Очень темно, хоть глаз выколи. Никит. Çĕр (ночь) тĕттĕм пулнă, куçран тĕртсен те, курăнмаçть (не видно ни зги). Альш. Куçпа çӳлелле пăх та, унтан курăн мана, тенĕ. Якейк. Çолахай куç тортсан (если бьется живчик): çын çиять, теççĕ; Сылтăм куç тортсан: çын мохтать, теççĕ. СТИК. Ватăла-киле куç вăйĕ пĕтет те, куç тĕтĕрелĕ кăтартакан пулат. [Куç темĕскерле уççăн, рас (ясно) кăтартмас]. Кильд. † Куçна хуп та, ална сул. Янтик. † Пушмак питне пит пăхăр, куçăр тухса ӳкес пек; кĕçĕр хĕрсе(не) пит пăхăр, хĕрсем тухса каяс пек. N. Акă çил-тăвăл калама çук, куçпа пăхма çук, тусан вĕçтерсе те çитрĕ. КС. Куç шăтса тухас пек ыратать (ужасно болят). Истор. Александр пыриччен, вăл хăй ушкăнĕпе Финский залив хĕрринче çĕрĕпе, пĕр куç хупмасăр, шведсем килессе сыхласа тăнă. Ск. и пред. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. Изамб. Т. Çĕр тĕттĕмленчĕ, куçăран (= куçран) тĕртсен те, курăнмасть (не видно ни зги). N. Куçне вĕçĕртмест. Не сводит глаз? Ядр. † Ах, эсрел карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе! N. Арăш-пирĕш куç ик майнелле пăхать, арăш-пирĕш пăхать. ЧП. Ăçта каян, тантăш, икĕ куç куççульсене юхтарса? N. Çапла хаш чухне куç, шăтса, хуплансах ларать, Юрк. Унта куç курĕ-халĕ (увидим) — разрешить туччĕр (только, бы разрешили издание газеты). Ib. Куç витĕр пăха пуçлат. Кан. Кĕрхи тĕттĕм каçсенче куçран тĕксен те курăнмасть (хоть глаз выколи). Орау. Кала эсĕ ăна, вăл манăн куçа ан курăнтăр (пусть он не показывается мне на глаза). Ст. Чек. Куçран кăшт айвантарах. Слабоват глазами. Орау. Куçĕсем куçлăх тăхăннăран ыратаççĕ унăн. Глаза у него болят от очков. Ib. Куç алчăрхарĕ (не разбирают). Ib. Çиса ярас ку çăмартана, куçа ан курăнтăр! (чтобы оно не мозолило глаза). Кив-Ял. Куçех вăрă. По глазам видно, что вор. Чебокс. Кори коçа корми тăвать (притворяется, что не видит). N. Куç курать те, ал çитмест. Видит око, да зуб неймет. Н. Седяк. Куç кĕçĕтсен: вăтанатăп пулĕ, теççĕ. (Примета). Ib. Куç курнине çимесен, куç суккăр пулать теççĕ. СТИК. Хăçан куçă хупăнĕ-ши? (= хăçан эс вилĕн-ши? — Ачипе тарăхса çитнĕ амăшĕ чун хавалĕпе калат). Ib. Куçĕсем чыст (чит. ц'ист) хуралса кайнă (говорят о больном, у которого около глаз образовались синие круги). Ib. Куç юнăхнă (= хĕрлĕленсе кайнă). Ib. Куç тула юлчĕ. (Говорят, когда в сумерки, входят со двора в избу; тогда глаза ничего не видят вследствие смены света тьмой). КС. Тăватă куçлă (человек в очках). В. Олг. Толта коçлă çын (лупоглазый; так и у КС.). Хорачка. Çиелте коçлă çын (то же). Ст. Чек. Хӳри куçĕ айне пулах карĕ, тет (тут же увидал). Ib. Сан ача пур-и? — Çук, хырăм ӳкрĕ (или: куçа валли пур та, алла валли çук. Говорят о выкидыше). Н. Лебеж. † Камăн кинĕ, тийĕçĕ, унăн кинĕ, тийĕçĕ, куçран вăйсăр (больна глазами), тийĕçĕ. N. Пирĕн умра, мĕн куç курнă таранчченех, çилпе хумханса выртакан аслă тинĕс пек, тырă-пулă пуссисем симĕсленсе, сарăлса выртаççĕ. Якейк. Пĕр стаккан сĕт куç пак толтарса патăм (= полнёхонек). N. Куçу пăч пултăр! Чтобы тебе ослепнуть! Ст. Шаймурз. Ача хăй куç курнă çĕре (= куда глаза глядят) кайнă. Ст. Чек. Куçĕсем сӳннĕ. Глаза не видят. (Так говорят: 1) о рассеянном человеке, когда он не видит искомого предмета: 2) о человеке, лежащем при смерти и ничего не видящем). Альш. Куçĕ сӳннĕ = куçĕ çути пĕтнĕ (вилсен). Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр! (ругань). Ал. цв. 6. Унăн тавра, куçран чиксен те, нимĕн те курăнмасть. Шибач. Апай, мана, тет, паян йоман торачĕ çапрĕ, коç кормаç, тет. N. Пĕр каска урлă икĕ алтан вăрçаççĕ. (Куçсам). Изамб. Т. † Пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шур куçăмăр атте-анне умĕнче. ЧП. Кĕрсеех те ăсăм çитмерĕ, çамрăк пуçăм юлчĕ çын куçне. Изванк. Пуп куç — нӳхреп куç, теççĕ. (Послов.). Собр. Куçа хирĕç куç, чĕлхене хирĕç чĕлхе, теççĕ. (Послов.). Якейк. † Вăрман орлă каçрăмăр, вĕрене çинчен куç каймар (все смотрели, интересовались листьями клена). Собр. † Куçкĕски пек аккана куçран кăларса ятăмăр (т. е. лишились её). || Сглаз. Т. VI. 33. Хăмăр куç, кăвак куç, чакăр куç, чалăрнă куç, йăв куç, çыр куç, чан (так!) куç, арăм куç, арçын куç, килти куç, тулти куç, ял-йыш куç, килен-каян куç, вырăс куç, тутар куç, чăваш куç те пулсан, тухса кайтăр Плаки çинчен (заклинание). ЧС. Усал куçа тавăрни (или: шăтарни — поверье, когда ставился лошадиный череп на кол в огородах от сглаза). || Ямочка для масла (в каше). Юрк. Пĕрер кашăк пăтă ăсса, куçне пуçса çийеççĕ. КС. Кашни хуран çине куç туса, виçшер кашăк çу хурать. || Глазок (у картофеля). N. Кашни çĕрулмин, пысăккин те, пĕчĕккин те, темиçе куç пулать. || Стежок (при вышивании). N. Коç хăварса тĕрленĕ (род узора). || Петля (при вязаньи, напр. чулка). Кăмак-к. Куç йолнă. Пропущена петля. || Узел (основы). Сред. Юм. Пир тĕртнĕ чохне куç ярса тĕртеççĕ («распускают одно звено»). Шевле. Коç — комнă çиппĕн пĕр йăлăмĕ. || Каждый из кварталов, на которые разделено поле. Альш. Вăл пулуссасем (полосы поля) аслă çула маййăннисем аслă çула маййăн тӳп-тӳрĕ каяççĕ, урлисем кунталла май тӳп-тӳрĕ анаççĕ. Хирте вара çапла куç-куç пулса тăрать акмалли çĕр. || Квадратная сажень. N. Теçеттини кунта, хысна хисеплекен теçеттин пекех, 2400 куç хисепленет. || Стекло (звено) в окне. Шибач. Богдашк. Пупин чӳречисене чулпала веç персе çĕмĕрсе пĕтерчĕ (разбил); вуникĕ куç шăтăк ларат халь те. Тим. † Вуникĕ куçлă шура курнитса, ял илемне çав кӳрет. || Пузырь (водяной). КС. || Ячея, macula (сети). || Ячейка (сота). || Устье? N. Çавал куçĕ. || Водяная жила. N. † Кăвак юман, шур юман сивĕ çăлăн куçĕнче. || Глубокое место (сомн.); полынья? Слеп. Атăл куç — тарăн вырăн. Ib. Атăл куçсем питĕрĕнсе лариман-ха (шăтăк полать куç пак).

куç тымарĕ

живчик (бьющийся в глазу). СТИК. Куç тымарĕ сикет, Ib. Хăш чухне куç çинче темĕскерле кĕлтлетсе тăрат, вăл нуммая пымаст, пĕр-ик минута кăна; çавна: куç тымарĕ туртат, теççĕ.

куç

(кус'), передвинуться, переселиться, переходить с места на место, переместиться. Юрк. Чĕмпĕртен кайнăранпа виççĕмĕш вырăна (должность) куçрăм. Ib. † Укçи мĕн тарăн пулсассăн, курки куçса пырат-çке. Ib. † Эпир чĕнсен, хăр (= хăвăр) пытăр, шурă çăмарта пек куçайса (надо: кусайса?). Ск. и пред. 37. Мăн шыв хумĕсем кулса куçаççĕ, симĕс курăкпа пăшăлтатаççĕ. Çутт. 53. Кĕркунне пулсан, стантсă пасарне тырă, пахча çимĕç, утă-улăм куçать (привозятся во множестве). Пролей Каша. Чĕри куçнă. Сердце сдвинулось с места (от испуга; дело окончилось смертью). N. † Çӳлте çăлтăр миçе-ши? пăхмассерен куçмасть-ши? Орау. Пăр ку енне куçса килнĕ. Лед прибило к этому берегу. Ib. Кимĕ çинче иккĕн пĕр-пĕрин вырăнне куçса ларма (пересаживаться) тытăннă та, кимми темĕскерле ӳпеленсе кайса, кăсем шыва кайнă. Ib. Тепĕр вакун çине куçса лармалла илтĕм. Я взял билет с пересадкой на другой вагон. Ib. Халăх куçса çӳрет (снуют). Сред. Юм. Ачипчи-мĕнĕпех куçса килнĕ. Приехал (или пришел) со всеми детьми. Календ. 1907. Çĕнĕ çĕре куçнин чи хĕрӳ вăхăтĕнче те, халăх Çĕпĕре чи вăйлă куçнă вăхăтра (1895 çулта) çулсерен 200 пин çынтан ытла куçман. Ал. цв., 5. Ăна хăй умĕнчи йывăçсем куçса ларнă пек, çăра йывăç тĕмĕсем уçăлса тăнă пек туйăнса пырать. Альш. Элшел куçат вара Пукрава («ярмăнккана каяс» тессине «Пукрава каяс» теççĕ, çаплах). N. Çар шутсăр куçат, нимĕн майĕ çук. || Развалиться, сползать. Тюрл. Вăт шаршăнĕ куçса кайрĕ (развалилась). N. Çĕр чĕтĕренипе нумай çуртсем куçса пĕтнĕ. КС. Çĕр куçса анать (сползает). Альш. Вăл карта (ограда) çĕрсе, куçса пĕтнĕ. Кан. Çыран куçса хăпарнă вырăнта пылчăка ларасран кĕпер тума тытăннăччĕ. || Наполняться водой? Юрк. Варсем куçа пуçларĕç.

кăвакăш

плесень. N. Кăвас темĕскерле кăвакăш тути калать.

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăлтăр-калтăр

(кы̆лды̆р), то же, что кăлтăр, но о неодинаковых звуках. Альш. Пирĕн малти урапа пушаннă та, кăлтăр-калтăр кусат (т. е. кукăр-макăр, при чем выраж. и звук). СТИК. Урапана кăлтăр-калтăр кустарса ятăм (темĕскерле чăлăшăн-чалăшăн; вăл кăлтăр-калтăр турĕ те, çаврăнса ӳкрĕ). Ib. Кăлтăр-калтăр — звук, производимый колесом, если его покатить не особенно сильно, так что оно покатится косо, криво и упадет, сделав несколько кругов. || Сред. Юм. Кăлтăр-калтăр çиç саркаласа тухнă (понемногу разостлали). || Подр. быстрому разговору. СТИК. Калтăр-калтăр мишер арăм(ĕ) кĕтӳ кĕтет (повторить [эту скороговорку] семь раз. Кăлтăр-калтăр — эпитет татарок, указывающий на их скороговорку, т. е. быструю речь).

кăркка манки

(маҥги), то же, что кăркка мерченĕ. СТИК. Кăрккан сăмси çинчен темĕскерле хĕрлĕ япала усăнса анат, çавна кăркка манки теççĕ.

кĕв

(кэ̆в), подр. сильному запаху. СТИК. Çак пӳртре кашни кĕмессерен темĕскерле усал шăршă сăмсана кĕв кĕрет: сывлама çук! || Подр. ощущению ужаса. Изамб. Т. Пăр кайнă чухне чуна кĕв туйăнса карĕ. См. кӳ.

тĕксĕм

темноватый, мутный, несветлый. В. Олг. Кан. Тĕксĕм тĕсли час ирĕлмест (воск). СПВВ. ПВ. Тĕксĕм пӳрт, несветлый. Бгтр. Уйăх шурă тĕксĕм пулсан, ашăтать, теççĕ. СПВВ. ЕХ. Тĕксĕм — уçă курăнман япала. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать; тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнать. || Матовый. || Просвечивающий. || Пасмурный, сумрачный. Орау. Кунĕ те тĕксĕм те паян, темĕскерле ăйăх килет. И день-то сегодня сумрачный, что-то спать хочется. Питушк. Паян тĕксĕм сивĕ (çул йăвăр). Хорачка. Тĕксĕм çанталăк — ни сивĕ, ни ăшă, хӳел корăнмаст (пасмурно). || Мрачно, темно. О Японии. Çапла вилнĕ çынсене асăнакан праçнике японсем савăнса ирттереççĕ, тĕксĕм хуйхăрса çӳремеççĕ. В. Олг. Хоçи, лампă çутăрах яр, ĕçлеме корăнмас, тĕксĕм. || Угрюмый. ГТТ. Тĕксĕм çын, угрюмый человек. Зап. ВНО. Тĕксĕм çын — гордый, недоступный, неразговорчивый человек. Ст. Чек. Тĕксĕм çын. Вăл çын çынна чĕнсе илсе калаçмас, унпа калаçма тытăнсан аххута калаçмас, пуçне хăй ялан çĕрелле пĕшкĕртсе çӳрет. Вута-б. Тĕксĕм, неразговорчивый, наружный вид угрюмый. Ib. Ваççил вăл тĕксĕм çын. СПВВ. ИФ. Тĕксĕм — куç айĕнчен пăхакан. СПВВ. ФИ. Тĕксĕм — чĕнсе чĕнмен çын. Полтава З2. Тĕксĕм (мрачный) ватă Кочубей ĕнентерсе тупăшать (клянется). Альш. Унта-кунта тухса çӳренĕ çын мар вăл, килте кăна ларнă, тĕксĕм çын вăл (необщительный). N. Тĕксĕм çын противополагается уçă çын, гордый, недоступный, неразговорчивый человек. N. † Чашки-чашки вĕт йăви, касмасăрах полмас во (= вăл); юр пуçласа юрлама тĕксĕм çынран пулмас во. СПВВ. Х. Тĕксĕм, шероховатый, человек грубоватый, необтесанный. Ашшĕ-амăшне. Тепĕр кунĕнче Кĕркури иртенпех тĕксĕм, пĕр калаçмасăр çӳренĕ. Сред. Юм. Темме пит тĕксĕм çӳрет çав, пĕрте уçă çӳремес. || Глупый. Тюрл. Тĕксĕм янтар, мутный.

тĕлĕнмеллескер

удивительный. П. Паттăр. 27. Вĕсем унта темĕскерле тĕлĕнмеллескерне курсан, кĕтӳ çине аллисемпе тăса-тăса кăтартнă.

чармак

человек с вытаращенными глазами. Альш. Чармак куç – с вытаращенными глазами. N. Чармак — пысăк куçлă çын. Тюрл. Чармак (куç), большие (глаза). Ск. и пред. чув. 113. Ури вăрăм, куçĕ чармак. Ст. Чек. Чармак куç (сарса пăрахнă). Сред. Юм. Чармак куç – пысăк куçлă çынна калаççĕ. Яндобы. Шăтăк витĕр пăха-пăха, куçăм чармак пулчĕ пуль ерипа; карта урла каçа-каçа пĕçĕм чармак пулчĕ пуль ерипа. || СТИК. Чармак йывăç = темĕскерле чармакаланса ӳссе кайнă туратлă йывăç (корявое дерево). А.-п. й. 31. Çул хĕрринче пĕр армак-чармак йăвăç ларнă. || Прозвище жадного человека. Альш. Этем япалине сăхланакан çынна чармак, чармак куç теççĕ.

-шим

(ши+мĕн), вопросительная частица, выражающая недоумение (в большинстве случаев ответа не ожидается). Орау. Ухмахрах-шим вăл ача (должно быть, глуповат что ли он), темĕскерле тăнтан (идиотски) пăхкалать, калаçни те латти çук. Ib. Кайрĕç-шим ĕнтĕ? Они, должно быть, уехали что ли? (Говорит как бы сам себе, ответ не ожидается). СТИК. Ку япалана çав мантарса хăварчĕ-шим? (Говорят с сомненяем, рассматривая кем-нибудь оставленный предмет). || СТИК. Чăн та кашкăр пулчĕ-шим вара? Неужели это был волк? (В Сред. Юм. Чăнах та кашкăр полчĕ-ши-мĕн?). Ib. Вăл мана чăнах та улталарĕ-шим? Ib. Вăл мана улталарĕ-шим?

шиплет

пищать (о цыплятах). КС. Чĕпĕ шиплетет (пищит). ЧС. Çӳлте вут çинче (над пожаром) темĕскерле кайăксем шиплетсе (жалобвый писк, свист как у цыпленка), явăнса вĕçсе çӳреççĕ. Н. Карм. Хур чĕпписем шиплетсе çӳреççĕ (= амăшĕнчен аташса макăрса çӳреççĕ).

шăвăçлантар

понуд. ф. от шăвăçлан. Альш. Темĕскерле çумăр çăват та, пĕтĕмпе шăвăçлантарса лартат.

шăрăм куç

человек со слабыми глазами. Чутеево. || Назв. птицы. Чутево. Шăрăм-куç, птица побольше воробья, желтые с черными пятнами, шупкарах темĕскерле, походит цветом на жаворонка, появляется к весне, после масленицы.

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

перĕн

коснуться, касаться, прикасаться, соприкасаться. Календ. 1910. Хăмпу çумне пĕчĕк йĕп перĕнсе тăрать. N. Вăрманта йывăçсем пĕр-пĕрин турачĕсемпе перĕнсе тăраççĕ. Вăрманти йывăçсен турачĕсем пĕр-пĕрне перĕнсе тăраççĕ. Деревья в лесу соприкасаются одно с другим ветвями. N. Çамкупа сивĕ кĕленче çумне перĕнсе ан тăр. Не прикладывайся лбом к холодному стеклу. МПП. Ӳлĕм кунта çӳренĕ чухне тумтир арки пернекен пулĕ. (Предсказание). Скотолеч. 6. Лашанăн çыхнă урийĕ (нога) çĕре кăшт кăна перĕнсе тăтăр. Якейк. Мана ан перĕн (или: ан тĕкĕн). Не прикасайся ко мне. Календ. 1906. Çĕр анчах мар, хĕвел, уйăх, мĕн пур çăлтăр — пурте нимĕне перĕнмесĕр тăраççĕ. || Задевать. N. Аллисене каялла тытса, хăрах аллинче патак тытса пырать. Отса пынă çеммĕн патакки атти кĕллисам çомне перĕне-перĕне пырать. N. † Паланлăх виттĕр тухнă чух, палан сапакки перĕнчĕ пулĕ, çавăнпа хĕрлĕ пулнă пулĕ. Аттик. Пĕр перĕнмесĕр çак шыв пек юхса тухса кайтăр çак ача çинчен (порча. Из наговора). || Ткнуть. N. Çав çĕрхине выляма тухрăм та, пĕр пысăк темĕскерле япала перĕнсе куккăр турĕ, тет. || Ударяться, биться. N. Чӳречерен чӳречерен пыра-пыра пернет (воробей). || Подойти. Сред. Юм. Çав пырса перĕнмен полсан, эпир йӳнтерехе илеттĕмĕр ô тавара. || Остановиться. Тоскаево. Туй хапха айне килсе перĕннĕ, тет, кĕрӳ хатри (= хатĕрĕ) çитмен, теççĕ. (Послов.). || Встретиться. Орау. Ак хайхискер килсе перĕнчĕ! Вот встретилось то слово, о котором говорили. || Напасть. ЧС. Пирĕн ялсем: ку мур пирĕн яла та килсе перĕнмин юрĕчĕ, тесе, питĕ хăра пуçларĕçĕ. || Попасть. Хĕн-хур. Эсĕ кам хĕрачи? Çĕрле Çăмьюн тетӳ пӳрчĕ патне ăçтан пырса перĕнтĕн эсĕ (как зашла?). || Обращаться. Юрк. Ку ĕçрен кайран, çими çитмен чух, йăмăкĕсем патне пырса перĕнет (обращался). ||Стреляться. Шурăм-п. Пăшал илнĕ те, перĕнсе вилнĕ. || Наталкиваться. N. Ниçта çитсе перĕнменни те юлмарĕ, тет, кун (всюду он бродил). Шурăм-п. Чылай çĕре перĕнсе çӳренĕ вăл.

пилсĕр

неблагословенный. НИП. Пилсĕр — ашшĕ-амăш пехиллесе хăварман çын. Юрк. Пилсĕр япала, кахал, ĕçлеме ӳркенеттĕн, халĕ лаша ыйтса тăратăн. N. Пирĕншĕн, усал кăмăллăскерсемшĕн, пилсĕрскерсемшĕн (пархатарсăрскерсемшĕн) асапланса вилнĕ. Череп. Пилсĕр, неблагословенный (брань). || Недоброжелательный. N. Пилсĕр çын савăнĕ, унпа чĕрине пусарĕ. Расск. Вăл çынăн чунĕ пĕтĕмпех пăсăлнă, вăл пит кăмăлсăр, пилсĕр (без милости) пулса кайнă. Ашшĕ-амăшне. Пархатар ан курăр, пилсĕрскерсем! Турх. Хăвăн пилсĕр ăсупа хăна ху хурлăха хăвартăн. N. Пилсĕр кăмăла вăрахах хурлăх пусса антарĕ. N. Пилсĕр çынпа ырă тăвасси çинчен ан канашла. Альш. Манăн пиле çапла килет, чувство мне так подсказывает, предчувствую; пиле килнине тумасăр ан хăвар, делай так, как подсказывает тебе внутренний голос; унăн пилĕ тăрана пĕлмес, мĕн курнине пурне те хапсăнать; темĕскерле пилсĕр япала вăл: ĕç пуçличчен ăна курсан, ĕç ăнмас вара. || Жадный, скупой. Альш. Пилсĕр çынна «выла пӳлĕхçи» теççĕ. Кищаки. Пилсĕр = выçă куç, ĕмĕтсĕр. Сред. Юм. Пит пилсĕр çын олă, ôнтан япала илсе ôсах кôраймăн вара. Янтик. Ц. Сан пек пилсĕр çын тĕнчере пĕр çын та çук пуль. Ib. Ме, тăранман, пилсĕр, хăв ятна хăв çĕртен (çĕртетĕн). N. Вăл пит пилсĕр пулнă (был очень жаден), çынтан юлашки япалине туртса илме тăрăшнă (старался отнять у людей последнее).

питĕр

(пидэ̆р), запирать. Регули 346. Эп хапхине питĕрсеттĕмччĕ, вăл кайлах уçрĕ. Баран. 25. Çавăнтах хапхасене те питĕрсе лартнă. Чăв. й. пур. 11. Унтан вара ашшĕ кĕлечĕсене питĕрсĕ тыта пуçларĕ. К.-Кушки. Пӳртне питĕрнĕ-питĕрмен хăварнă (хорошенько не заперли). || Затыкать. Панклеи. Сарай таврашĕнче мĕн пор шăтăк-çорăка питĕрсе пĕтертĕм. || Залепить. Шинар-б. Çапла вĕсем, чĕкеçсем, çерçие пылчăкпа питĕрсе лартнă. || Закрывать. N. Чăнах та ку çĕршыв темĕскерле, алăк пек, мăн Атăл çулне питĕрсе танă. || Обшивать. Шел. П. 11. Сухине те сухалать вăл (она), çипуçа та питĕрет. || Заметать. Шихраны. Улах çулĕ утма çул, тăман тухрĕ питĕрчĕ. Чăв. к. Суранлă тăман шăлат, çул питĕрет. ЧП. Пахча виттĕр эпĕ çул хыврăм, йăвăр тăмансем питĕрчĕç. N. † Анкарти урлă йĕр хыврăм, тарăн курăк питĕрчĕ.

полтăртоттор

то же, что полтăртаттар. Тюрл. Темĕскерле килтен киле сăмаха полтăртотторсо çурет (сплетничает, переиначивая на свой лад). Ib. Йытă та чопнă чох кăш чохне хӳрине полтăртоттороть.

пуплӳ

разговор, беседа. Утăм. Ак макăру, йăнăшу, темĕскерле пуплӳ.

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

асра тăр

(т̚ы̆р), haerere in memona, оставаться в памяти. БАБ. Унăн темĕскерле хăрушă сăне халĕ те асăмра тăрать. Его страшный образ до сих пор стоит пред моими глазами.

ашăкла выля

(выл’а), ossibus ludere, quae ашăк appellantur, играть в бабки или в альчики. СТИК. Ашăкла укçа ывăтса выляççĕ. Играют в орлянку, ставя на ставку вместо денег бабки. Ст. Чек. 'Эпĕ ашăкла (в альчики) выляма вĕренни'. Çимĕкре кукамайсем патне хăнана карăм. Пĕчĕк кукка, Мăтри (Мы̆три), эпĕ вĕсен пӳртĕ (= пӳрчĕ) умне тухрăмăр. Кукка тура-шăл кунтипе ашăк алсе тухрĕ. — Атьăр, атсем, ашăкла выляр, терĕ. — Эпĕ выляма пĕлместĕп, терĕм эп. — Вĕрентĕпĕр, терĕ Мăтри; эпĕ мункунта выляма вĕрентĕм, терĕ. Кукка пурсăмăра та çирĕмшер ашăк пачĕ. Тупрăмăр тикĕс вырăн, хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. Атьăр туйла выляр, терĕ Мăтри. Икшерпе выляр, терĕ пĕчек кукка. Пурсăмăр та икшер ашăк илтĕмĕр те, Мăтри, икĕ ашăка сылтăм аллин пуç пӳрнипе вăта пӳрни хушшинче хĕстерсе, шĕĕр пӳрни çине лартса, ячĕ нăчлаттарса çĕре. Унăн икĕ пĕк пулчĕ. Кукка та çавăн майлах ячĕ, унăн елччĕпе туй пулчĕ. Эпĕ те çавсен майлах ятăм та, манăн пĕри туй пулчĕ, тепĕри темĕскерле: ни елччĕ мар, ни туй мар, ни пĕк мар, ни чĕк мар: пĕр пуçĕпе (концом) тăрат. Мăтри кулса ячĕ те: Иванăн сысат, терĕ. Кукка та: чăнах иккен, терĕ. Яр çĕнĕрен, терĕ. Эпĕ илтĕм те, çĕнĕрен ятăм. Пĕр елччĕ, пĕр пĕк пулчĕ. Кукка пуçтарса илчĕ те (унăн пĕр туй, пĕр елччĕ), ывçă-тупанĕ çине хурса, сăлпа (сильно) çĕрелле пăрахрĕ. [Ун чухне камăн ашăкĕ пысăк ларни малтан парат. Куккан ĕр туй, пĕр елччĕ; ыттисен пирĕн пĕрин те ун пек çук, çавăнпа вăл малтан ямалла пулчĕ. Ашăк асли: елччĕ туй умĕнче, туй чĕк умĕнче, чĕк пĕк умĕнче. Пур ашăксем те танматан пулсан, анчах пĕрин пĕр ашăкĕ пĕк, тепĕрин чĕк пулсан, чĕкли малтан ярат. Вăйăра вĕсен икĕшин те пысăккисен пĕр пек выртсан, вĕсем икĕш те тепĕр хут яраççĕ (снова мечут)]. Тете (брат «пĕчĕк кукка»): мĕнле вылятпăхăр-ха? терĕ. Кукка часрах пуçтарса илчĕ те: туйла, терĕ. Ячĕ. Икĕ туй, ыттисем: пĕк, чĕк, елччĕ выртрĕç. Кукка икĕ туя пуçтарса илчĕ те, Мăтри пуçтарма та тытăнчĕ (чтобы метать). — Мăтри, эсĕ мар, Иван пуçтармалла, терĕ. Эпĕ хĕвеле май мар, вăйă хĕвеле май каят, терĕ (стоят на опред. местах). Эпĕ пуçтарса илтĕм те, кукка пекех ятăм (метнул). Пĕр туй выртрĕ. Эпĕ ăна илтĕм. Вара Мăтри пуçтарса илсе ячĕ. Пĕр туй илчĕ вăл. Кукка илчĕ те, юлашкисене ячĕ. Икĕшне те илчĕ. Эпĕ пĕр ашăк ятăм (проиграл). Кукка икĕ ашăк ăттăрĕ (выиграл). Халĕ эпĕр туйла вылярăмăр. Çавăн пекех: елччĕлле, чĕкле, пĕкле выляççĕ. Тата тĕкелле выляççĕ. Ун чухне икĕ ашăк пĕр пĕк, икĕ пĕк, икĕ туй, икĕ елччĕ, е икĕ чĕк пулсан, яраканĕ илет. Пĕр пек виççĕ, е пиллĕк, е çиччĕ пулсан, илеймест. Икĕ чĕк, икĕ пĕк — тăватăшне те илет. Ib. Ытăлла вылянă чухне, не берут четных, но берут все нечетные. (Об игре в ашы̆k у каз. тат. см. Полный толковый сл. Дж. Валиди, I, 81; такая же игра, и почти с теми же названиями сторон кости, существует и в Азербайджане).

путкăлă

, путкăллă, топкий, вязкий. Альш. Рак-кассипе Элшел хутлăхĕ пĕтĕмпе шурлăх çĕр: пĕтĕмпе шывлă путкăлă. Ib. Темĕскерле хăмăшлă-мĕнлĕ-путкăллă шыв (речка).

пăкăл-пакăл

(пагы̆л), подр. перекувырканью. СТИК. Лутра вут çыппие ывăтса ятăм та, пăкăл-пакăл чиклекменсе карĕ. Темĕскерле тăрăнчĕ, мĕн турĕ чиклекменчĕ те, таçта çити карĕ-ӳкрĕ. Шӳреке вĕçне япала пăкăл-пакăл чиклекменмест, хулăн тĕреклĕ пукана ывăтса ярсан, вăл та пăкăл-пăкăл чиклекменмест, панк тăват тă, тăп тăрат. N. Хăваласа çитрĕ, тет те, ишекен кĕреçепе (веслами) вилле пĕрехçех пуçран çапрĕ, тет: вил пăкăл-пакăл шыва анса карĕ, тет. || Подр. болтанью, бормотанью. Н. Уз. Мĕн пăкăл-пакăл туса тăран? Говори лучше.

пăт

(пы̆т), подр. глухому падению капли. Б. Олг. Пăт, пăт, пăт! томла йохат (пĕчиккĕн). СТИК. Шыв пăт, пăт тумласа анат. Шорк. Томли час-час томлать: пăт-пăт, пăт-пăт! тăвать. || Подр. глухому биению, удару, стуку, взрыву, падению. Капк. Пăт-пăт, пат, питĕ хавассăн тапнă ун чĕри. N. Пăт-пăт, пат, тесе шаккаса юнанă. СТИК. Пурнепе сĕтел çине пусса тĕртсе пырсан, темĕскерле вăл тикĕс пымаст, пăт-пăт туса чарăнкаласа пырат. Тюрл. Çил тохсан, олмуççи тăрринчен олма пăт, пăт! (или: пăт-пат. КС.) перс'анать. || Решительно, определенно. Тюрл. Пăт татса кала (решительно). Орау. Пăт татсах каламарĕ. Определенного не сказал. Сред. Юм., КС. Пăт татса кала, говори окончательно. || Подр. моментальной остановке действия. Якейк. Çытар çине пăт выртнă та, пăт вилсе кайнă; пăтах выртса, пăтах вилнĕ (тихо, незаметно для других). || Подр. быстрому образованию ямки, провалу. N. Пăт потни. См. лакăмлан. || Совершенный, полный, круглый (о сироте). N. Çапла унăн ачи пăт тăлăхтурат пулса юлнă. || Подр. быстрому прикосновению. Якейк. Пăт посса илнĕ. Коснулся чем-либо. || Пятнышком, крапинкой. Шибач. Пăт шорă, с белыми пятными. См. пот.

пăтăр-патăр

(пы̆ды̆р-п¬ады̆р), подр. редкому паданию капель дождя. N. Çăмăр пире лекеймерĕ, пăртак пăтăр-патăр çиç ӳккелерĕ. || Подр. стеканию крупных капель пота. Ала 106. Çирĕк хоппи кăшласа пăтăр-патăр тар тохрĕ. || Подр. неравномерным звукам, получающимся при падении яблок, стрясываемых с яблони. Орау. Улма йăвăçне тытса силлерĕ те, улмисем пăтăр-патăр туса ӳкрĕç (градом посыпались яблоки). || Подр. бегающему, рассеянному взгляду. N. Вăл хăйĕн сиккелекен куçĕсемпе пăтăр-патăр! ман çине тимлесе пăхрĕ. Он пристально посмотрел на меня своими бегающими глазами. || Подр. быстрой речи. Сунчел. Пăтăр-патăр каласа тăкрĕ. Высказал все сразу, быстро и торопливо. N. Вăл темĕскерле пăтăр-патăр калаçать.

пĕл

(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...

анкă-минкĕ

(аҥгы̆- миҥгэ̆, аҥгы̆- миҥг’э̆; Ст. Чек. ангы̆- мин’гэ̆), hebes sfupidus; attonitus, obstupefactus, идиот, глупец, глупый, бессознательный, беспамятный, шальной, обалделый. Зап. ВНО. Анкă-минкĕ пулса карĕ. Одурел, ошеломлен. Ст. Чек. Анкă-минкĕ пулнă пулнă пуль те, ача нимĕн те пĕлмес. Он ничего не понимает; должно быть, и в самом деле обеспамятел. (О побитом). Слепой. Поç çавăрнса кайрĕ, анкă-минкĕ полса кайрăм. Голова у меня закружилась, и я потерял соображение. Ib. Анкă-минкĕ полса çӳрет солăнкаласа (= антăраса). Ходит, пошатываясь, как шальной. Шорк. Ĕнер каçпа мана сĕрĕм хытă тиврĕ те, халĕ те анкă-минкĕ çӳретĕп. Вчера я сильно угорел, и до сих пор хожу как шальной. Н. Карм. Ĕнер эрех нумай ĕçрĕмĕр те, паян пуçăм анкă-минкĕ пулса тăрать. Вчера мы напились, и оттого сегодня у меня в голове какой-то туман. Ст. Чек. Хам та анкă-минкĕ пултăм, нимĕн те астуса илеймерĕм. Я и сам ошалел, ничего не мог сообразить (или: припомнить). Ib. Анкă-минкĕ пулнă-тăр, нимĕнте пĕлмес. Наверное, он ошалел: ничего не соображает. Ib. Анкă-минкĕ пулнă. (Испугался до того, что) ничего не сознает. СПВВ. ИФ. Анкă-минкĕ-ăнсăр çын. „Ĕнтĕ ытла анкă-минк (ita scriptum est) çын та пулат кам!“ теççĕ. Анкă-минкĕ — тупой человек. Говорят: „Ну, и бывают же олухи!“ Сред. Юм. Он пик анкă-минкĕскерпе мĕн тумалла? На что его, такого олуха? Изамб. Т. Мĕн калаçатăн кирлĕ маррине, анкă-минкĕ? Что ты болтаешь, олух? Альш. Темĕскерле ача, анкă-минкĕ япала! Не знаю, что за ребенок; какой-то несообразительный! Ib. Анкă-минкĕ сурăх, i. q. пуç çавăрнакан сурăх, больная овца, пораженная вертежом. Сказ. и пред. 21. † Анкă-минкĕ пуçĕнче çав шухăшсем çӳреççĕ. Такие думы бродят в его отуманенной голове.

канăçсăр

беспокойный; аnxius. Орау. Темскерле (= темĕскерле) канăçсăр ача пулчĕ ку, кунĕн-çĕрĕн макăрать. Ib. Ун пек канăçсăр çынна урăх пĕлмесп (= пĕлместĕп) те эпĕ, кунĕн-çĕрĕн пĕртте ахаль лармасть, мĕн-те-пулсан тăвать, çавăнпа та пурнать çав. Ib. Канăçсăр лаша кунĕпех çияшшăн (много ест). N. Канăçсăр ача, ан йĕрĕнтер-ха, тăр пăртак! (Гов. о маленьком, который всё просит есть). Сред. Юм. Мĕнле канăçсăр ача çак, тем чол йăпатса та йăпана пĕлмес!

картлама

(картлама), назв. печенья. Туй. Картлама — род хлеба, имеющего различные формы. СТИК. Картлама — темĕскерле картлă-картлă пашалу евĕрлĕ япала. Ăна малтан пĕр уначĕ чустана йĕтĕрлесе лапчăтаççĕ те, унтан çав лаптак чустана хутла-хутла хураççĕ. Ib. Картлама — складывается «гармошкой» из длинной полосы теста, образуя как бы куб; варится в котле. Ст. Чек. Картлама — около 1/4 арш. в поперечнике; круглый белый хлеб, кислый. Имеет вид спирали, кверху суживается. Ib. Пике валли кучченеçе картламасем, пурçăн туттăрсем исе килнĕ, тет, тетĕшсем. Пазух. Урамăрпа мулла пырать, хул-хушшинче картлама. Изамб. Т. Картлама — складчатый каравай белого хлеба (сгибень).

кулăшла

смешно; смешной. Орау. Çĕре пĕр кулăшла ирттереççĕ çав. Проводят ночь замечательно весело, интересно, смешно. Букв. 1908. Аслаçу кăмака çине улăхайманни кулăшла мар, эсĕ ухмаххи кулăшла, тенĕ. ГТТ. Питне куçне темĕскерле кулăшла (кулăшула) туса янă. Изамб. Т. Кулăшла çын, смешной человек. КС. Пит кулăшла вăл çын.

кульча

кольча, (кул’ζ’а,-џ̌а), свободный задний конец основы. СПВВ. Чутеево. Кульча — связки ниток, приготовленных для тканья. Якейк. Кольча. Комса пĕтерсен, комнине сӳре шăлĕнчен пĕр вĕçне кăларса илеççĕ те, она темĕскерле тукаласа, чăркаса хораççĕ; атто вăл татăлса, тăкăнса пĕтет. Трхбл. Кульча.

кунчала

(-ла), то же, что кульчала. КС. Кунчала = пир кунчи ярас. СТИК. Пире кумса пĕтерсен, ăна кунчалаççĕ; кунчаланă чухне кумнă çип пайăркине, темĕскерле витĕре-витĕре илсе, пуçтарса пыраççĕ. Çав кунчалани пулат. Кунчаласан, çавăн пек пулса тăрат; ăна вара пĕрер куçăн ярса пыраççĕ тĕртнĕ чухне.

ĕне

(э̆н'э, э˜н'э), корова. См. ине, ĕнĕрле. N. Ĕне выртакан çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит; хур ларакан çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Если поставишь избу на том месте, где лежала корова, то будет тепло; а если ― на том месте, где сидел гусь, то холодно. Ст. Чек. Ĕне пăрулать, пăру пăрахать. Альш. Ĕне кĕтес çумне пырса хыçаланат. НАК. Хĕрĕ (дочь его, невеста) ыр ĕнепе пĕрех, тет; ĕç таврашĕнчен арçынтан та юлас çук, тет. (Похвала невесте). Юрк. Сывлăхă пур чухне хытăрах ĕçле, ĕне пек ялан выртса ан тăр! Пока здоров, работай больше, не лежи как корова. Собр. Санăн уру çине ĕне пусайман-ха, теççĕ. (Так говорят человеку, который еще не знает и не понимает жизни). N. Сана ĕне посман. Т. М. Матв. Йăраланайман (неповоротливого) çынна «ĕне» теççĕ. В. Олг. Ĕне калят (кал'ат). К.-Кушки. Ĕне кавлет. Корова жует жвачку. Орау. Темĕскерле карттус (фуражку) тăхăннă, ĕне пăхĕ хунах (хунă+ах) чисти! (точно коровье дермо положил). Альш. Ĕне вăкăр ыйтать. Орау. Ĕне пăлан пек (хорошая, большая, красивая, здоровая). Зап. ВНО. Ĕнисем шыв ĕçнĕ чух, пăрушĕсем пăр çуласан та юрать, тет. Пока коровы пьют воду, телятам ладно и лед полизать. (Послов.). Орл. II. 228. Ĕни выртĕ, хӳри тăрĕ. (Загадка: кăнчăлаççи?). || Янгильд. Курм. у. Ĕне хĕсĕр полчĕ. Корова перестала доить. (Так сказал один о самоваре, в котором уже не осталось воды; в друг. гов. это знач.: «корова осталась яловой»).

янкăрт

звенеть, издавать звонкий звук? СПВВ. ЕС. Иксӳ (çын пырĕ темĕскерле янкăртса кайнине калаççĕ).

ей

скалить (зубы), открывать рот при смехе. Ст. Чек. Çăварне еет. Смеется (скаля зубы). N. Çăварна ан ей. Не смейся. Сир. Куç хыçĕнче тути-çăварне ейсе виртлĕ сана. К.-Кушки. Тутине ейсе пăрахнă. Распустил губы. N. Тутине-çăварне темĕскерле ейсе пăрахрĕ те, хăрушăн курăнса кайрĕ (исказил лицо)

ертсе çӳрекенни

проводник, провожатый. || Провожатый умерших (на том свете). Макка 221. Хывнă чухне ак çак сăмахсене каласа хываççĕ: умăнта пултăр, сĕкĕл ту, пĕр турамĕ пĕр çăк пултăр; умăнта пултăр, ертсе çӳрекеннине те тивтĕр. IЬ. 189. Çын вилсен, ăна асăнса хывнă чух, чăвашсем темĕскерле ертсе çӳрекенĕ асăнаççĕ: ертсе çӳрекенин умĕнче пултăр (теççĕ). Чхĕйп. Тата йĕртсе (sic!) çӳрекен, сана та сăрапа асăнатăп, эсĕ çак анчах вилнĕ çынна лайăх йĕртсе (sic!) çӳре, тенĕ (вăл вилнĕ çынна ертсе çӳрекен кам вăл, уна пĕлмен ĕлĕк, вилнисенчен пĕри йĕртсе çӳрет пулĕ, тенĕ). N. Чăн малтан çав ват çынна асăнса хываççĕ: (имя) пичче, ертсе çӳре (имярек. Обращаются к умершему старику, прося его быть вожатым для скончавшегося младенца).

юптар

(jуптар), отводить в сторону. Çиç. çиçрĕ, кĕм. 29. Çакăнтан аякка Ульки кинемей хăй пуçĕнче, çавра çил пек, пăтранса çаврăнакан шухăшсене юптараймасть те. || Говорить намеками; морочить. . Чăн сăмаха суяна юптараççĕ. Серьезное обращают в шутку. Хурамал. Юптарас — пĕр япала урах тĕрлĕ калас. Ар-çури. Йоптар, морочить. Трхбл. Юмах ятăм, юптартăм, Ентипене чĕкĕртрĕм. (Çатма çине икерчĕ сарни). Сёт-к. Йомах ярăп, йоптарăп, олшу çолпа чоптарăп, йомăç котне чĕçкĕртĕп. N. Ку темĕскерле çын капла, пăрмаях (всё) юптарса калаçать. Ку, путех (вероятно), ырă çын мар пулĕ. N. Юптарса каланă юмахсем, загадки. Шурăм-п. № 23. Юптарса калани. Загадки и пословицы. Сказки и пред. чув. 113. Юмах ярать, юптарать. Ст. Чек. Сăмаха вĕçертсе (çук япалана пур туса, преувеличивая) калаçат, е тăрăхласа, мăшкăлласа калаçат, çавă ĕнтĕ юптарса калаçни пулат. Чебокс. Юптарса = иносказательно. Т. VII. Кăна (эту басню) юлхав çынсем çинчен юптарса каланă. Псалт. 77,2. Юптарса калаçма çăварăма уçăп. || Обманывать. Шибач. Йоптарса (чăсса) ятăм — обманул. СПВВ. Юптарать, обманывает. Синерь. Мĕнле капла пĕр кайăксăр киле таврăнăп-ши? тесе, калать, тет каям та, персе илем; унашкал юптарса яракан кайăк нумай пулĕ, тесе калать, тет.

ланк

(лаҥк), подр. звукам, получающимся в горле при питье воды. Ст. Чек. Шыв ĕçнĕ чухне çыннăн пырĕнче ланк, ланк! тăват. СТИК. Шыва пысăккăн сыпса ĕçнĕ чухне кашни сыпнă çăвар ланк! туса анса каят. („Выражение звонкого звука воды“. Отсюда ланка). || Подр. звукам, которые слышатся в животе бегущего человека, страдающего поносом. Ст. Чек. Вар-виттилĕ çыннăн, чупнă чух, ăшĕнче ланк! ланк! тăват. || Подр. болтающемуся предмету. Орау. Кĕлмĕç хутаççи пек, ланк, ланк, ланк, ланк! туса пырать. || Подр. мелленному бегу рысью (о человеке и о лошади). Орау. Ланк, ланк, ланк! чупса пырать (бежит не быстро, точно его кто-то трясет в вертикальном направлении). || Подр. тяжелому бегу большой ленивой лошади. СТИК. Пысăк наян лаша чупнă чухне ланк, ланк! туса, кута лаклаттарса пырат. (О крупной рыси ленивой лошади). || Подр. сильному зыблению. КС. Ланк, ланк! авăнчĕ (изгибался, напр. мост). Ib. Кĕпер урлă каçнă чух лăнк-ланк! авăнчĕ. || Подр. движению жидкости в бочке. || Подр. сотрясению телеги, съехавшей в небольшую ямку. Собр. Тĕпĕр-тĕпĕр [вар.(?) тепĕр-тепĕр] туй килет, ланкашкана (вар. ланкăшкана) ланк! каять (вар. сикет). [Кăвар туртни (вар. вучаха вут туртса кăларни)]. Чебокс. Кĕтĕм. Кĕнĕ çĕртех саккăлтана ланках анса карăм (провалился в ямку). Сред. Юм. Ôрапа ланк, ланк! сиксе пырать. Телега подпрыгивает (на неровной дороге). Ib. Хĕлле çôна (сани) сикмĕрчĕксĕнче ланк! ланк! туса пырать. („Означает звук при скорой езде, когда переезжают через поперечное углубление“). || Подр. быстрому опущению. Рукоп. календ. 1908. Унтан çиллине (вымя) темиçе хут алăпа çӳлелле çĕклесе, ланк! ярас пулать. То же знач. в Якейк. КС. Шăтăка ланк! анса кайрĕ (быстро опустился и скрылся). Утăм № 1.71. Те вăранчĕ ку: йăшăлтата пуçларĕ, ак! тăрать... тăчĕ те ланк карĕ. || Еметькина. Ура ланках кайрĕ. Нога так и подкосилась. || Подр. обвисанию. СТИК. Сан тумтирĕ ху çинче пĕртте тикĕс, çăт (плотно) тытса тăмаст; темĕскерле хăмпăлчăланса (мешком) тăрат, çухисем ланк тăраççĕ (шалпар, усăнса тăрат, илемсĕр).

ланкăрт

(лаҥгы̆рт), подр, звучному глотанью. СТИК. Хăш-хăш çын шыва-мĕне ланкăрт! ланкăрт! тутарса ĕçет (темĕскерле ланкăрт сасă пулат). Капк. Ланкăрт-ланкăрт! çăтăнать сăри. Кан. Тăватă хутчен сурчăк ланкăрт! çăтать. Ск. и пред. 45. Ланкăрт та ланкăрт анчах çăтаççĕ. Сред. Юм. Пысăк çын шыва ланкăрт! ланкăрт! тутарса çăтать.

лап

(лап), подр. звуку хлопнувшегося (упавшего) предмета. СТИК. Çăм мишукĕ лап персе анчĕ. („Лап – звук мягкий, похожий на звук, когда падает что-нибудь мягкое“). Ib. Лакăш! турĕ те (отступился), лап! персе анчĕ (споткнулся и упал). Альш. Акă упăшки патне çитет те, палакирне лап! ӳкерет, тет. Богдашк. Т. Лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни. Толст. Лаши пĕтĕм вăйĕпе пынă çĕртен лап персе аннă та, Жилинăн урине аяла тунă (придавила). Шорк. Пылчăк çине хырăмĕпе лапах персе анчĕ. Эльбарус. Çаксем кăсйисенчен темскерсем кăлара пуçларĕç; тăта лап-лап! ӳксе пуççапаççĕ, тăта пакăл-пакăл! юмахлаççĕ. Сред. Юм. Витрери шывва (= шыва) трук тăксан, шыв лап! туса тôхса ӳкет (выплескивается). || Подр. мгновенному движению садящегося, ложащегося или падающего. КС. Хырăмĕпе лап выртрĕ. Сред. Юм. Мана корчĕ те, лап! выртрĕ. („При этом лап не означает звука при падении, а самое действие). Шорк. Пылчăк çине лап! татăлса анчĕ. Ст. Айб. Куçма кĕрӳ кускалать, Лапата кĕрӳ лап ларать. (Çатма çинче икерчĕ пĕçерни). || Подр. бросанию тяжелого предмета. Ст. Чек. Лап! пăрахат (бросит сразу). N. Ку ача амăшне пĕр ала йĕппе лап! тутарать, тет те, веç чиккелесе вĕлерет, тет. || Подр. удару (хлопанью). Альш. Амăшĕ алăкран тухат та, кукша капкăнĕ амăшне лап тутарат, тет. Шурăм-п. № 6. Арăмне пуçран çапуççипе лап! тутарчĕ. Альш. Кашкăр кĕрсенех, кашкăра аякран лап тутарнă. КС. Аллипе лашана купарчинчен лап! çапрĕ. N. Ашшĕн çăварне лап хупласа лартрĕ. || Подр. ударам бьющихся волн. Сред. Юм. Пĕчикрех хомсĕм лотка хĕрне лап, лап! пырса çапнаççĕ (= çапăнаççĕ). || Подр. хлопанью крыльев. Юрк. Çав вăхăтра кашта çинче ларакан автанĕ çуначĕсемпе лап, лап, лап! тутарса çапса илет. || N. Лап сур (плюнь).|| Подр. тяжелому ступанью по плоскому предмету. Алших. Лап-лап! çĕре ан пусăр: çĕр кисренет, тиеççĕ. || Подр. тяжелому бегу. Сред. Юм. Лап-лап! тутарса чупса кайрĕ. Побежал тяжелой рысью. Ib. Пирĕн лаша чупайрать-и-мĕн ôлă? Лап-лап, лап-лап! туса пырать, онпа мĕн чôлах аякка кайăн? СТИК. Пĕчĕккĕ ача, чуппи (бег) килĕшет, вăл темле çăмăллăн чавтарса пырат; пысăк çын вара лапăстатса пырат. („Лап-лап“ выговаривается соразмерно шагу; если шагает — редко, если бежит — скоро. Выражение впечатления при виде неуклюжести бега, неуклюжести фигуры, а также и звук, производимый ногами“). || Подр. звуку, который слышится, когда трясут шапку, взяв ее за тулью. Сред. Юм. Шапкана тӳпинчен тытса силлесен, лап-лап! туса силленет. || Подр. звуку неожиданно лопнувшего льда. К.-Кушки. Шыв тулнипе пăр лап! çурăлса кайрĕ. || Подр. кипению каши (хлопанью пара). Изамб. Т. Вир пăтти вĕренĕ чухне лап-лап! туса вĕрет. || Подр. моментальному погашению света. Хрест. Куçук çавăнтах ламппине лап! сӳнтерсе лартрĕ. Сунт. Пӳртре ламппă çути лап! сӳнсе ларчĕ. N. Çав вăхăтрах килти çунса ларакан çуртасем икĕш те лапах сӳнсе ларчĕç, тет. (Сказка). Сред. Юм. Пирн (= пирĕн) лампă чипер ларнă çĕртех лап! сӳнчĕ ларчĕ. N. Çутатса пыракан хунарĕсем лап сӳнчĕç. БАБ. Лап сӳнсе ларчĕ (огонь). См. тимĕр карта. || Подр. широким вспышкам молнии (как будто с глухим звуком). N. Çулахи çĕрсенче шевле (зарница) лап-лап çиçет: темĕскерле ăшшăн туйăнать те, тӳлек туйăнать. || Плашмя. Орау. Лап выртни („ляпа“) сан пултăр, эпĕ шĕвĕр пуçне („тыку“, т. е. с острого конца) йышăнап. (Так сговариваются игроки). || Как раз, совершенно. Якейк. † Çак нуштана корасса воник çолтах тĕл(л)ĕнтĕм, çирмик (= çирĕм ик) çолта лапах килч. Яргуньк. Чу кайăп, лап анăп, мăнтăр купи купалăп. (Кăшăл сăвăрни). Баран. 19. Акă, хайхи каçхи тĕттĕм хаяр вăрçса чикĕшес хире лапах килсе хупларĕ. БАБ. Хăй ăшне лап хупласа илчĕ. См. яр. Шорников. Лап хуратăп (какое-то выражение в игре в камешки, шакла). Янш.-Норв. Уяр! уяр пулать пулсассăн, вĕл вĕçсе кай; çăмăр çăват пулсассăн, лап (лап, п неозвонч.) ӳк. || Как раз (сильнее, чем лăп; выраж. неожиданность). N. Çав капкăн çапнă кашкăр умне лапах тухрăм. 93 çул, 24. Çимуртен лап çав чирлĕ çын патĕнче пулнă. Пшкрт. Холара лап пĕр эрне порăнтăм. КС. Эп вăл çитнĕ çĕре лап çитрĕм. Я как раз прибыл к его приходу. N. Çирĕм тăватă сахат хушшинче çĕр лапах пĕрре çаврăнса çитет. Регули 1350. Лапах выртать. Лапах йорать. || Совсем; точно. Чăв. й. пур. 23. Çав усрама илсе ӳстернĕ ывăлĕ ăнсах кайман, шап лап ăслах мар Сятра: хы̆нџа-ш̚и лап ŏжŏтсак jарат? Когда же будет совсем (понастоящему) тепло? О сохр. здор. 49. Аша пирĕн е лапах пĕçерсе, е ăшаласа (шарку туса) çиеççĕ. N. Хăлха лапах питĕрĕнсе ларать. || Точь-в-точь. Якейк. Лапах охмах эс. Ib. Эс лапах пирн ялти „Петĕр: калаçса колни та, йорлани та, ташлани та, сан çиллӳ те оннешкелех (как у него). || В самом деле. Хорачка. Лери халăх калат: верно, конта порнса, лапах конта порнсаç кусам, тет. || Шибач. Лапах польчĕ. Оказалось совершенно верным. СПВВ. ТА. Лапах-и? = Чăнах-и? (т. е. правда ли это?).

лоçинкка

(лозыҥка), носилки. N. Мана кайран, темĕскерле лоçинкка çине вырттарса, йăтса кӳртрĕç (внесли на каких-то носилках).

лăклат

(-ы̆-), трястись, соскакивая в ямки. Еметьккна. Урапа лакăскара лăклатса пырат. Телега катится по ямистой дороге; колеса то-и-дело соскакивают в ямки. || Бултыхаться (о жидкости в четвертной бутыли, боченке или бочке; также о яйце). Кугеева (молодежь здесь заменяет его гл. шĕмпĕлтет, с губными ĕ). || „Смеяться в глубине глотки“. КС. Çавăн кулли ытла кулăшла, темĕскерле лăклатса кулать (смеется в глубине глотки, как будто ему что-то мешает).

лăппи-лаппи

(лы̆ппи-лаппи), подр. неплавным, беспорядечным движениям и такому же расположению. Чăв. юм. 1919, 19. Çунаттисене лăппи-лаппи саркаларĕ те, ăшă тирĕс салатма вĕçсе кайрĕ. Байгул. † Лăппи-лаппи малти кас, çӳппи-çаппи аслă урам. Альш. Лăппи-лаппи пускалат. Ходит косолапо. Янтик. Темĕскерле çын у çав, пĕрре те ĕçе тĕплĕ тумас: ав халь михсене (мешки) лăппи-лаппи прахкаларĕ те, карĕ!

мутала

мотала (-дала), мять, привести в беспорядок. КС. Ман хуçнă çăпатана (начатые лапти) тытнă та, йăлт муталаса пĕтернĕ (перепутал). Ib. Кĕнеке листисене йăлт муталаса (у др. лочăркаса) тăкнă (измял). Ib. Ача хуçнă çăпатана тытнă та, йăлт муталаса тăкнă (исковеркал). Орау. Ку çăкăра сиртен хăшĕ (кто из вас) муталаса кайнă? (искромсал). || Путать (нитки и т. п.). Череп. Шурăм-п. Çав вите хуçи (дух) лаша çилхине йăваласа муталат пулсан, лаша киле килĕшет. Янтик. Эп çак хĕрсен тура-шăлĕсене пĕтĕмпех муталас теп-ха! Ib. Кăсене тавай муталас! || Неаккуратно исполнять. Шорк. Эсĕ çăпата тума пĕлетĕн-и? — Пăртак моталакалап (плету кое-как). КС. Аран-аран муталаса пачĕ пĕр мăшăр çăпата (сплел некрасиво, непрочно, неаккуратно). || Дурманить. Кан. Сăмакун ĕç халăхĕн тăнне-пуçне муталат. || Интриговать. Череп. Муталаса пурăнат. || КС. Пăрăва кашкăр муталаса тăкнă (изранил, изувечил). || Мучить. Пшкрт. Çынна моталаса пĕтернĕ (замучили). КС. Темĕскерле усал чир (венер. б.) ленкнĕ те, йăлт муталаса пĕтернĕ. || Запутывать (в перен. см). N. Çук, вăл ку сăмахĕсемпе хăйне хăй анчах муталат. || Замаять; мешать. Шибач. Мана муталаса пĕтерчĕ („замаял своими неправильными действиями“). Шел. II. 30. Сыхланарах ĕçмесен, ĕçкĕ часах улталĕ, темле ăслă (преумного) çынна та ĕçне тума муталĕ (помешает). Изамб. Т. Ан мутала (или: ан мутла) мана! Не мешай мне! Сред. Юм. Мана, ĕçлекен çынна, ан килсе мôтала конта! Ib. Кай-ха кôнтан, ĕçленĕ çĕрте ан мôталаса çӳре! || Попусту тратить что-нибудь. Якейк. || Coire. КС. Чăхха алтан муталать (муталарĕ, муталаса тăккăрĕ).

мĕкĕл-мекĕл

подр. ряби, мельканью. Альш. Темĕскерле манăн куç тĕрĕс кăтартмас, аякри япаласем мĕкĕл-мекĕл курăнса каяççĕ (рябит). Сред. Юм. Мĕкĕл-мекĕл, не ровно. Ib. Тĕшек çине тем чикнĕ, мĕкĕл-мекĕл лекет хăй.

йăл-йăл

подр. одинаковым, не сильным движениям света или блеска. Ч.П. Йăл-йăл корнать вут çути. Сред. Юм. Таçта аякра вăт çути йăл-йăл корнать (небольшое пламя). Турх. Йăл-йăл туса хĕвел пăхать. N. Пирĕн ялăн шывĕсем йăл-йăл курнат юхĕмĕ (sic!). Орау. Кĕпи йăл-йăл тăвать (переливается, о материи), темĕскерле япала вăл. Тюрл. Йăл-йăл çонса выртать. Шел. 8. Халь Атăл çийĕнче йăл-йăл вылять хĕвелĕ. КС. Йăл-йăл, переливающийся. Йăл-йăл хура (хĕрлĕ, сарă). Ib. Шыв йăл-йăл курăнса выртать (лоснится, переливается). Турх. Çурхи çеçке хирте йăл-йăл тăвать. || Подр. более или менее одинаковым движениям улыбающегося лица. Савельев. Йăл-йăл тоти колать. Ст. Чек. Йăл-йăл кулат. || Подр. виду свежей зелени. N. Серте йăл-йăл пăхнă чух, чун савăнать, киленет. || Подр. блеску глаз. Турх. Хăйĕн ырă куçĕсемпе йăл-йăл ман çине пăхаччĕ (она).

йăла

(jőла, jы̆ла), обычай, обряд. Ч.П. Эпĕ кăларнă йăла мар, авалтан каланă сăмахсем. Не мною придуманный обычай, а старинные слова (речи). N. Чăвашăн кĕл-тăвакан йăли. Обряд моления чуваш. Истор. Ун чухне йăла çапла пулнă. В то время был такой обычай. С. Çĕнĕрен йăла кăлар. Завести новый обычай. Латыш. Ку чăваш йăлине авалхи тĕне кĕмен карчăксем анчах пĕлнĕ. Этот чувашский обычай знали только древние некрещеные старухи. Ч.С. Ваттисем ку йăлана ахаль кăларман: чир-чăр кайтăр, тесе, туртса кăларнă. Т. Ачасем çăмарта пухас йăла çинчен. Об обычае детей собирать яйца. Пазух. Акса пулман урпана лартса тума йăла çук (нет обычая сажать ячмень). || Привычка. Сред. Юм. Мĕн йăла ô сан? Какая это у тебя привычка? Изамб. Т. Манăн темле йăла: пăртак ĕççен, ăйăх килмест! Что за привычка у меня ― как немного выпью, так и лишусь сна! Орау. Кулас йăлипе вара вăл. Это он по привычке смеяться. Учите детей. Пĕчĕккĕлле вĕреннĕ йăлана та нимĕнпе те пăрахма çук. И привычку, усвоенную с детства, трудно бросить. Тюрл. Ача-пăча йăлине пăрах. Оставь детские забавы и пр. || Дурной нрав (характер, свойство); норов. Сред. Юм. Кô лашан йăли полмалла (= чăкăмăçлать полмалла). Кубня. † Лупашкара мукка пур, темĕскерле çырла пур; вăйя тухман хĕрĕсен темĕскерле йăли пур. (Вăйă юрри). СТИК. Ку лаша тем чăрманма пăхат няк; йăли çук-и ун? Лошадь что-то не идет; не упряма ли (не с норовом ли) она? N. Йăласăр лаша, лошадь без какого-либо дурного свойства. || Характер. Юрк. Чăваш çыннийĕн йăли çапла ĕнтĕ: кирек хăçан та çын умĕнче намăслă пуласшăн пулмасăр, ырă ятлă пулма тăрăшат. КС. Усал йăлалă. С дурным характером или обычаем. || «Проформа». Юрк. Çуланни йăли мĕнĕ те пулмарĕ. Намаслить не намаслила. Ib. Йăлишĕн анчах вĕренеççĕ. Учатся только для формы. Альш. Хĕр ăхаль-кăна, «йăлишĕн» хирĕнсе тăрать (упрямится). Юрк. Хĕл кунĕ, сивĕ çил; мунчи пăлтăрĕ алăкĕсем йăли-кăна; ăçтан кирлĕ унтан сивĕ çил вĕрет.

вĕчĕрхентер

понуд. ф. от вĕчĕрхен. Тюрл. Чона вĕчĕрхентерет. Производит неприятное впечатление, неприятно раздражает (напр., неаккуратное выполнение дела). Ib. Тырра темĕскерле этем пек ывçăн-ывçăн касса илеймес: пĕтĕм чуна вĕчĕрхентерет. СПВВ. МС. Çиленнĕ çын вара: чуна ан вĕчĕрхентерсем, тет тепĕр çынна. Посл. Моисей каланă: эпĕ сирĕ халăх мар халăха ăмсанакан тăвăп, ăнсăр халăхпа вĕчĕрхентерĕп, тенĕ. И. С. Степ. «Вĕчĕрхенес (сана ан вĕчĕрхентерем) ― злая зависть».

вĕччеç

(вэ̆ц'ц'эс'), то же, что вĕт-çеç, меленький. Сборн. по мед. Пурăнсан-пурăнсан, çынна куçне темĕскерле вĕччеç япала сапнă пек, хăйăр кĕнĕ пек туйăна пуçлать. || Как наречие. Изамб. Т. Вĕччеç касаççĕ. Режут меленько.

йĕпĕлтет

подлизываться (льстить, с какими-то рассчетами). Г. Т. Тимоф. Темĕскерле çын, пĕрин патĕнчен тепĕрин патне йĕпĕлтетсе çӳрет. Е. Орлова. Мĕскер йĕпĕлтетсе çӳретĕн? Что ты подлизываешься? || Гл., подр. движениям язычка лижущей кошки. Якейк. Кошак йĕпĕлтетсе çолать («подр. движению языка»).

вашлат

подр. гл. от ваш. Чув. календ. Çӳлте, темĕн пысăккăш сывлăш карапĕ вашлатса вĕçсе пынă. Т. Тимоф. Çумăр вăхăтĕнче кĕленчесĕр чӳрече те куçа ленкет: темĕскерле вашлатса ларать ĕнтĕ вăл; çавăнтанах тата кушак мăйăлтатсă тухрĕ (издав подобие мяуканья). КС. Çил армань çунатти вашлатса çавăрнать (с шумом). Ст. Чек. Вашлатса каяс, быстро пройти. Ib. Вашлатса иртсе карĕ. СТИК. Вашлатать, вашăлтатать.

вăлт

(вы̆лт), подр. хлопаныо (одному хлопку) раздуваемой ветром толстой ткани. СТИК. Сăкман арки çилпе вăлт, вăлт! туса пырат (пĕрре уçăлат, тепĕре хупăнат, темĕскерле, вăлт! сасă кăларат). То же знач. и в Сред. Юм. || Подр. быстрому и сильному одиночному движению, напр. лошади, перемахнувшей через овраг, или человека, улизнувшего откуда-либо. Собр. Атте лаша кӳлес-и? Ик çыр хĕрне лартас-и? Çырма виттĕр вăлт! тăвас-и? Янш.-Норв. Хăй вăрласа килнĕ хĕр çинчен пӳркентчĕке илет те, пӳртрен вăлт! анчах тухса тарат.

вăрттăн-кĕрттĕн

тайком, незаметно для посторонних. Альш. Темĕскерле вĕсем, пахчасем-мĕнсем витĕр {{anchor|DdeLink3511816518790}} вăрттăн-кĕрттĕн çӳрекенскерсем (подозрительно ведут себя). Ст. Чек. Вăрттăн-кĕрттĕн — украдкой.

ыйăх вĕçни

бессонница; см. ăйхă. Янтик. Темĕскерле..! аптранă ĕнтĕ! ыйăх вĕçнĕ, нимпе те ыйăх килмес.

ылмашлă-мĕнлĕ

косо. Альш. Унăн куçĕ темĕскерле ылмашлă-мĕнлĕ кăтартать. У него какие-то косые глаза.

иксӳ

(ик’сӳ, иксӳ) икота. СПВВ. ЕС. Иксӳ = çын пырĕ темĕскерле якăртса кайнине калаççĕ. Иксӳ юлсан, ăна е тăванĕ, е юлташĕ асăнат имĕш. В. Олг. Иксӳ килет = икота. Хурамал. Çина (siс!) иксӳ килсен, килте аçăнни пулат, теççĕ. Чертаг. и Якей. Иксӳ кĕрет — тăванĕсем асăнаççĕ. Ст. Чек. Иксӳ ерчĕ. Явилась икота.

илес-милеслен

прийти в состояние, обозначаемое, словом «илес-милес». Альш. Пĕр кун вăл пирĕн патра темĕскерле илес-милесленсе килчĕ (сам не в себе, страшный, словно из другого мира).

ухмахлан

охмахлан, сходить с ума; выйти из равновесия, стать ненормальным, дурить. Изамб. Т. Энтри ухмахланнă, темест-и? Говорят, что Андрей сошел с ума? N. Пирĕн сăмавар чипер ларнă çĕртенех темĕскерле юрласа, ухмахланса илчĕ. Наш самовар стоял хорошохонько, да вдруг, сдуру, что-то такое и спел (пропел).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

какой-то

мест. неопр. темле, темĕнле, темлескер, темĕскерле; ему нужна была какая-то книга ăна темле кĕнеке кирлĕ пулнă.

как-то

нареч. 1. (каким-то образом) темле, темле майпа, темшĕн, темĕскерле; он говорит как-то непонятно вăл темле ăнланмалла мар калаçать; 2. (однажды) пĕрре, пĕррехинче, тахçан; я как-то видел его эпĕ тахçан курнăччĕ ăна; 3. (неопределённость предположения об образе и способе действия) мĕнле, мĕнле-ши?; как-то они там поживают? мĕнле пурăнкалаççĕ-ши вĕсем унта?; 4. (а именно, например) калăпăр, сăмахран, çакăн йышши, ак çаксем.., пайăрласа каласан; мы купили различные ягоды, как-то: землянику, малину, смородину, крыжовник эпир тĕрлĕрен çырласем илтĕмĕр: çĕр çырли, хăмла çырли, хура çырла, йĕплĕ çырла.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Асра тăр

Асра тăр 1. оставаться / остаться в памяти кого, чьей; 2. стоять перед глазами кого, чьими.
1. Çапăçса вилме те хатĕр, Çĕнтерме те йĕкĕтсем. Пĕринче, асрах тăрать-тĕр, Пулчĕç ак епле ĕçсем... П. Хусанкай. 2. Унăн темĕскерле хăрушă сăнĕ халĕ те асăмра тăрать.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

явлăк

тутăр. Вăл хĕрĕсем тата пуçри явлăкĕсене (вырăс тутрисене) пирĕн енчи пек çыхмасчĕç: темĕскерле, çамка çине антарса каялла кăшт хăлха евĕрлĕ тăратса çыхатчĕç [Тимофеев 2002:16–17].

Çавăн пекех пăхăр:

темĕскер те полин темĕскер-и тен темĕскер-те-пĕр темĕскер-темĕскер « темĕскерле » темĕскерле-масарла темĕскерленĕ темĕскерлени темĕскерлескер темĕскерлестер

темĕскерле
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150