Шырав: хăшпĕр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

арык

арык (Вăтам Азире, Кавказра тата хăшпĕр çĕршывсенче шăвармалли канав) [тĕрĕк. aryk]

гетто

гетто (хăшпĕр капитализмла çĕршывсенре правăсăр çынсене пурăнма уйăрса паракан хула кварталĕ)
негрсен гетти — негритянское гетто

департамент

1.
департамент (хăшпĕр çĕршывсенче — министерство пайĕ)
çутĕç департаменчĕ —департамент просвещения
патшалăх департаменчĕ — государственный департамент (АПШ ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви)

децентрализаци

децентрализация (центрти органсен хăшпĕр прависене вырăнти органсене пани)

доллар

доллар (АПШри, Канадри т. ыт. хăшпĕр çĕршывсенчи укçа)

жандармери

жандармерия (хăшпĕр патшалăхсенчи полицийĕ)

канцлер

канцлер (хăшпĕр патшалăхсенче — премьер-министр)

колледж

колледж (хăшпĕр çĕршывсенче — аслă е вăтам шкул)

коммуна

2.
коммуна (хăшпĕр çĕршывсенче — администрацин территори единици)

кули

II.
кули (Азири хăшпĕр патшалăхенче — хура ĕçри рабочи)

ландтаг

ландтаг (хăшпĕр çĕршывсенче — облаçри самоуправлени органĕ)

магистр

1.
магистр (хăшпĕр çĕршывсенче — ăслăлăх степенĕ)

магистрат

магистрат (хăшпĕр çĕршывсенче — хула управленийе)

мадемуазель

мадемуазель (Францире тата ытти хăшпĕр çĕршывсенче хĕрсене хисеплесе чĕнни)

муниципалитет

муниципалитет (хăшпĕр çĕршывсенче — вырăнти влаç органĕ)

падишах

падишах (хăшпĕр çĕршывсенчи патша титулĕ)

пенициллин

фарм.
пенициллин (хăшпĕр йышши пăнтăх кăмпинчен тăвакан эмел)

пиçĕлĕх

1.
твердость, прочность
пиçĕлĕхĕпе хăшпĕр пластмассăсем металран ирттереççĕ — некоторые пластмассы по прочности превосходят металлы

полицмейстер

полицмейстер, полицеймейстер (патша Раççĕйĕнче тата хăшпĕр çĕршывсенче — хулари полици пуçлăхĕ)

префект

префект (хăшпĕр çĕршывсенче — полици пуçлăхĕ)

провинци

2.
провинция (хăшпĕр çĕршывсенче — администраци единици)

радикализм

1. полит.
радикализм (капитализма тĕп тумасăр хăшпĕр демократилле реформăсем туса ирттерессишĕн тăракан юхăм)

радиоактивлăх

радиоактивность (хăшпĕр хими элеменчĕсен атом ядрисем саланса пайăркаллă знерги кăларса тăни)

ратуша

ратуша (хăшпĕр çĕршывсенче — хула муниципалитечĕн çурчĕ)

резервист

воен.
резервист (хăшпĕр çĕршывсенче — резерври çар çынни)
резервистсене мобилизацилени — мобилизация резервистов

сейм

сейм (хăшпĕр çĕршывсенчи парламент ячĕ)
сейм сессийĕ — сессия сейма
Финлядни сеймĕ — сейм Финляндии

сенат

1.
сенат (хăшпĕр патшалăхсенче — парламентĕн аслă палата)

синдикат

2.
синдикат (хăшпĕр çĕршывсенчи профсоюзсен ячĕ)

субподряд

субподряд (строительствăра хăшпĕр ĕçсене тумалли килешӳ)

султан

I.
султан (хăшпĕр мăсăльман çĕршывĕсенчи патша титулĕ)

тĕл

I.

1.
место
эпир чарăннă тĕлте — там, где мы остановились
нихăш тĕлте те — нигде
нумай тĕлте — во многих местах
пĕр тĕлтен тепĕр тĕле — с места на место
хăш тĕлте? — где?, в каком месте?
хăшпĕр тĕлте — кое-где
ытти тĕлте — в других местах

тред-юнион

тред-юнион (хăшпĕр патшалăхсенчи профсоюзсен ячĕ)
Англи тред-юнионĕсем — английские тред-юнионы

унтер-офицер

воен.
унтер-офицер (хăшпĕр патшалăхсен çарĕнчи кĕçĕн офицер)

фельдфебель

воен.
фельдфебель (патша Раççейĕнче тата хăшпĕр ют çĕршывсенчи аслă унтер-офицер чинĕ)

фильтр

2. спец.
фильтр (хăшпĕр йышши пайăркасене, хумсене тытса чаракан хатĕр)
çутă фильтрĕ — световой фильтр
электромагнит фильтрĕ — электромагнитный фильтр

фосфоресценци

физ.
фосфоресценция (хăшпĕр веществосем çутăра пулнă хыççăн тĕттĕмре те çутални)

франк

франк (хăшпĕр çĕршывсенчи укçа)
Франци франкĕ — ист. французский франк

фунт

фунт (хăшпĕр çĕршывсенчи укçа)
Египет фунчĕ — египетский фунт
стерлинг фунчĕ — фунт стерлингов
фунт девальвацийĕ — девальвация фунта

хăшпĕр

мест. неопр.
некоторый, иной
хăшпĕр адрессем çитмеççĕ — не хватает некоторых адресов
хăшпĕр паллăсем — некоторые признаки
хăшпĕр хуласенче — в некоторых городах
хăшпĕр çĕрте — кое-где, в некоторых местах
хăшпĕр чухне — иногда
хăшпĕрисем килĕсене саланă! — некоторые разошлись по домам

хорда

2. зоол.
хорда (хăшпĕр чĕрчунсен çурăм шăнăрĕ)

чух

III. (чухне)
послелог

1.
во время
когда
в

ача чух — в детстве
ĕçре чух — во время работы
пĕр-пĕр чух — когда-нибудь
сивĕ чух — когда холодно

тепĕр чух —
1) в другой раз
2) иной раз, иногда

ун чух — тогда
хăш чух —
1) когда?
2) иногда, иной раз
хăшпĕр чух — в отдельных случаях

çамрăк чух вăл питĕ хитреччĕ — в молодости она была очень красива
эпĕ ăна киле килнĕ чух куртăм — я встретил его, когда шел домой
Хĕр чух хĕрĕх тус. — погов. В девичестве — сорок подруг.

шаман

шаман (хăшпĕр халăхсен — вĕрӳçĕ, юмăç)  [эвенк саман]

шах

I.
шах (авалхи Персире тата хальхи хăшпĕр çĕршывсенче патша титулĕ)

штат

2.
штат (хăшпĕр патшалăхсенче — администраципе территори единици)
Мексикари штатчĕсем — мексиканские штаты
Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем — Соединенные Штаты Америки

эмир

эмир (хăшпĕр мусульман çĕршывĕсенчи патша)

хурал

III.
хурал (бурятсен, тывасен, монголсен т. ыт. хăшпĕр халăхĕсен власть органĕ)
xалăхăн аслă хуралĕ — великий народный хурал

хăш-хăш

то же, что хăшпĕр

таверна

таверна (хăшпĕр çĕршывсенче — хупах)
таверна хуçи — содержатель таверны

секретарь


◊ патшалăх секретарĕ
— государственный секретарь (хăшпĕр çĕршывсенче — министр)
АПШри патшалăх секретарĕ — госсекретарь США

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

туп

топ, находить. Регули 1008. Виç кил картинче шыраса топимарăм, тăваттăшăнче топрăм. Ib. 300. Топиччен каймăпăр киле. N. Çтан тупнă эсĕр ку çĕлĕке? Çтан тупрăр эсĕр ку çĕлĕке? N. Она тописан, лайăх полĕччĕ те... Якейк. Онсăр пуçне ку выртма орăх вырăн топиман (не нашел где лечь)? Ib. Онсăр пуçне эс тăхăнма орăх япала топимарăн-и (не нашел что надеть)? Собр. Вăл çĕрĕ мĕн каланине те тупса килсе панă. Сред. Юм. Иккĕн пынă чохне пĕри ӳке парсан, онтан колса: окçа топрăн-а-мĕн? тес вырăнне, тӳрех: топрăн-а-мĕн? тет. Ib. Пире хăйшĕн лава кайма килсе каланă, топрăмăр ĕç вара эпир пориншĕн те лава çӳресен. Янтик. Ах, ун тертне! Мăшкăлать чысти! Ман умран тупайчĕ хăй, кайран хăй умне кайса тăчĕ (нашел на моей лехе, быстро сорвал и ушел на свою леху). Ib. Пыр ярăнсассăн, сăра тупать, теççĕ. Турх. Хăнаху ылхан тупатăн. СТИК. Ун тĕлĕнчен тупăнать. (Гов. про маленьких, если они, отличаясь шалостью, упадут, вывихнут руку, разобьют нос и т. под.). Ст. Шаймурз. Чикрĕм — кăлартăм, чикрĕм — кăлартăм, шурă пуçлă ача тупрăм. (Уйран уçлакан услам çу кăларни). || Карсун. † Ан ӳпкелĕр, тăвансем, эп килнĕшĕн, хăвăр та çапла пырăр хăнана. Тупмăпăр-ши сирĕн сăйăра, тăмăпăр-ши сирĕн умăрта. Ст. Шаймурз. † Ай-хай тантăш пысăк, тантăш пысăк, епле тупаям-ши кăмăлне. || Сосватать. Синерь. Çав тарçа хай Ивана кĕтекен хĕре тупса пама тапратрĕç, тет. || Зарабатывать. Икково. Окçа топа тăрать. Он то-и-дело зарабатывает деньги. М. Сунч. Ун чухне юмăçсем пит нуммай тупрĕç-тĕр. N. Кăçал эпĕ каскаласа вăтăр тенкĕ тупрăм. Регули 1063. Вăл хăва лашисенчен (лашисемпе) окçа номай топрĕ. || СТИК. Ак тупрăм! Ку мана сутса ярĕ. (Ответ отца на наивяое лепетание мальчика: эпĕ, атте, сана, пасара кайсан, сутса ярăп ак, эс мана хĕнетĕнI). || Забеременеть. Шурăм-п. Хунямăш: кин ютран тупрĕ кăна (забеременела от чужого), терĕ. Арăмĕ ача çуратнă, ют çынпа тупнă. || Добегаться, доходиться. КС. Чупрĕ-чупрĕ те, тупрĕ (добегался до худого). Ib. Çӳрерĕ-çӳрерĕ те, тупрĕ. || Родить. ГТТ. Çав вăхăтра аптăраса, çав вăхăтра тин (ача) тупрăм (тупрĕ, турĕ, çуратрĕ). Юрк. Упăшка салтака кайсан 7 уйăхран ача тупрăм. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, ĕрехмет пире тупнăшăн (= çуратнăшăн. КС.). N. Ача тупасси хăшпĕр хĕрарăма питĕ хĕн. N. Вăл ачисене пит йывăр тупать (пит çăмăл тупать). || Получить удар(-ы), побои. Ск. и пред. Чув. 48. Хăй те лайăхах тупса кайрĕ пулмалла. || Юмансар. Хăйне валли туп-а-а çӳрет. Он себе всегда беду найдет. N. Лешĕ топнă корнать ĕнтĕ (налетел на что-то недоброе). || Придумать, изображать. Истор. Шӳт тума юратнă, час-часах хăйĕн юлташĕсене мĕн те пулин тупса каласа култарна. N. Çĕнĕрен пĕлĕмлĕх тупса кăлармалла. N. Пĕр япала пулсан (или: пулнă пулсан), сăмаха тупма йăвăр вара (забудется вследствие того, что стал думать о другом). || Разгадать. Орау. Е паçăр ватă каланă сăмахсене тупас пулать (разгадать слова, сказанные стариком). || Стянуть. Курм. || Заразиться, N. Иртĕхсе çие-çие тăм-хаяр чир те тупăн.

турă

, торă, (туры̆, торы̆), бог, божество. Магн. М. 62. Çорт çоратакан торă, ывăл-хĕр çоратакан торă, тырă-пол çоратакан торă, выльăх-чĕрлĕх çоратакан торă, мол çоратакан торă, хорт çоратакан торă, хорç антаран торă, çут кӳлте выртакан торă, торта торри, çут-çанталăк çоратан торă, чун çуратакан торă и мн. др. Качал. Кăвак сухаллă старик, çакă турă пулнă, тит. Шурăм-п. Тыр акакан турра хăтарни. Ĕлĕк пĕр çын уйра (хирте) тырă акнă, тет. Ун патне турă чупса пырса пытанмалли вырăн ыйтнă. Тыр акакан турра вăрлăх пурки айне пытарнă. Вăрлăх пурки çине тăпра муклашки хунă. Турă тырă акакана вăрлăх пурки айне кĕрсе ларас умĕн: эсĕ ку тырра вырма ыранах кил, тенĕ. Тепĕр кунне, турă каланă пек, вăл ани çине çурлапа тырă вырма пынă. Ĕнер çеç акна тырă турă каланă пек пулса çитсе хумханса çеç ларнă. Çавă тырра вырма пуçласан ана çине усал чупса çитсе тырă выракантан: эсĕ çакăнтан турă иртсе кайнине курмарăн-а? тенĕ. Тыр выракан: çакна акнă чух курнăччĕ, тенĕ. Вара усал: эй, ĕнтĕ уна халĕ хăваласси те çук, питĕ аякка кайнă ĕнтĕ вăл, хăвса çитесси пулмарĕ-çке ĕнте ăна, тенĕ. Турă вăрлăх пурки айне пытаннине асăнса хăшпĕр чăвашсем тăпра муклашки хуркаланă. П. Федотов. Ĕçлекен алли çине турă сысман, тет. (Послов.). Ивановка. Вĕсем тата шухăшланă: кашни япалана пăхса тăран хăйĕн турăсем пур, тенĕ. Вăт-кăвартан пăхса тăраканни, выльăх-чĕрлĕхе пăхса усраканни, тата урăххисем те, çак турăсене пăхса тăраканни атте турă, тенĕ. Тата кашни кил-çурта пăхса сыхласа тăраканни пĕр турă пур, тенĕ, ăна хĕрт-сурт тенĕ. Çак турра, çиме тесе, сайра-хутра кăмака умне пăтă лартнă. Пăтă лартнă чухне пурт-çурта пит лайăх тасатнă, кил-хуçисем шур кĕпе-йĕм тăхăннă. Çакна хĕрт-сурт пăтти тенĕ. Собр. † Аслати аватать, çиçĕм çиçет, туррăн турă лаши (вар. тьыхисем) кĕçенет. Ib. Турра ан асăн, сăмсунтан юн юхĕ, теççĕ. (Послов.). Альш. Темшĕн чăвашсем турра ĕмĕрне те пуян тесе, мĕн тесе туман; ялан мĕскĕн, ыйтса-пуçтарса çӳрекен ватă старик пек туса ĕненнĕ. Ст. Чек. Усал: юратнă йывăçна, юратнă çуртна, юратнă çыннăна, юратнă выльăхна кĕрĕп, тесе калат, тет. Турă: кĕрĕсĕн, нимĕн те шеллемĕп, пурне те çапăп, манăн пурте хамăн, çапсан та, пурне те хам илеп, тесе калат, тет. (Из сказки). Орау. Тăрсан-тăрсан, туррине те çӳлтен сĕтĕрсе антарĕç (т. е. люди стали очень хитроумны). КС. Турă пăр çине анни (на лед). Собр. Йăлхавăн турри çывăхра. (Послов.). N. Турă пит çӳлте, патша пит аякра. „До бога высоко, до царя далеко“. (Старин. поговорка). || Святой М. В. Васильев. Илья пророка пирĕн енче папай алттарса çиçĕм çиçтерекен торă, тенĕ. Тăта çăмăр шывне те пĕлĕт çине çавах лашапа торттарать. Илья пророкăн çăвĕпе шыв торттарнăран лаши час ватлать, тенĕ. Çавăнпа ăна çăмăр чӳк тунă чух ĕлĕк лаша панă. || Выражается восхищение или возмущение. Трхбл. Эй турă-турă, хырăм ай шурă. (Присловье, говорят ни к селу, ни к городу, когда нечего говорить). Бюрг. Ах турă кусене (ах чтобы их)! Хырăмĕсене тăрантараймаççĕ, вĕт, çаксем? Часрах ăсатса ярăр (шептание старух при входе священника). || В чувашизмах КС. Турă куртăр, брань. КС. Турă куртăр — проклятие („пусть бог принесет чувствительный вред“). Слеп. Торă пĕтермен; торă татман пуçна; торă татса кайман. Цив. Торăран килешшĕ; торăран килмен пуçна, торăран килтĕр, торран килменскер! (брань). Тюрл. Ах тора çапашшĕ, тĕнкене хăртрĕ, тет (тертленсе калать). N. Торă çапманскер! Хăççан торă пуçна çапса кайĕ-ши? Хорачка. Торă чоклатăрай сана хăнча полин та. Ядр. Торă çапаш, торă таташ, торă чохлаш (пусть припомнит). || Икона. Коракыш. Ха, пирĕн паян çĕн турă илнĕ нихак, тет. Сред. Юм. Турăпа çӳренĕ чухне ватти-вĕтти мĕнĕпех хыçалтан çӳреççĕ. Абаш. Пăхăр торă топнă (медную икону). Янтик. Турăпа çӳреме тухнă (ход с иконой).

хыççĕн

то же, что хыççăн. Шорк. Аслăк хыççĕн йĕр турăм, поскил патне çӳресе. Ib. Çын хыççĕн анчах каять вăл. Чт. по пчел. № 17. Хăшпĕр вĕрентекенсем çын хушнипе мар, хăйсен ирĕкĕпе, хăйсем юратнипе, ĕçлес килнипе хурт хыççĕн каяççĕ (занимаются пчеловодством).

хăш вăхăтарах

приблизительно когда. Хăшпăр, иной, некоторый, какой-нибудь, кто-либо. N. Хăшпĕр йышши. Кан. Унта черет тăрсах каяççĕ вара хăш-пĕр кунсем. Чт. по пчел. 17. Хăшпĕр вĕрентекенсем. N. Вăт, пăх ĕнтĕ, хăшпĕр чух хатĕрлесе ĕлкĕрмелле мар вĕт. Хăш то пулин, который-нибудь. Орау. Хăшне те пулин мана парса яр. Ib. Хăш кĕнекине те пулин.

факт

факт. ÇБ. Çавна пула унăн ĕçĕнче хăшпĕр чухне питĕ кӳренмелле фактсем пулаççĕ. ЧК. Ăна çак фактсем те çителĕклех кăтартса параççĕ.

лайăх

хороший; хорошо. В. Байгул. † Лайăх лашасем ямшăклăх, лайăх ачасем патшалăх (годны на службу государству). Сюгал-Яуш. Пĕр лайăх кун ман пата юлташсем пычĕç те, каларĕç. N. Лайăхран те эпĕ ăна илтĕм. Орау. Ан та кала (и не говори), лайăхскере так кулăхах (незаслуженно) хурлаççĕ! Ib. Лашана лайăхскере туянчĕ. Регули 130. Вăл ĕçлени лайăх. (Его работа хороша). Якейк. Лайăх кайăр! Счастливого пути! N. † Эпĕрех килтĕмĕр, каятпăр: кайни лайăх (хорошо, что уехали), тесе, ан калăр. Регули 594. Ман окçа полсан (если бы были), лайăхчĕ. Ib. 748. Лайăх мар, çомар çăвать. N. Эсĕ ху ăçта выртатăн, çавăнтах сар, иккĕн калаçса выртма лайăх. N. Вуламасăр тăриччен (лариччен), вуласан лайăхрах пулĕ. Чем не читать, лучше читать. N. Лайăхăн лайăхах пулат (= лайăх çыннăн ĕçĕ те лайăх пулат). || Хороше́нько. N. Лаша туяннă чухне (во время покупки) лайăх пăхăр (смотрите хорошенько, т. е. внимательно). N. Лайăх ларăр. Сидите хорошенько (не упадите). || В достаточной степени, в достаточном количестве, вполне, порядком. Чăв. й. пур. 19°. Эсĕ эреххе лайăх пар та, тĕрĕс пар, тенĕ. Якейк. Ку урока эп лайăхах пĕлимасп (не совсем хорошо знаю). N. Çавăншăн вара ăна лайăхах хĕртсе ячĕç (порядком прибили), тет. О сохр. здор. Акă пĕр талăкра пĕр çынна 2 кĕрепенкке çăкăрпа виç чĕрĕк аш, е авантарах пулă лайăхах çитет. Хĕн-хур. Вăл тухса утнă вăхăтра лайăхах тĕттĕм пула пуçланă. Регули 1405. Эп она лайăхах ватрăм, асăнĕ вăл мана. N. Пĕр сехет лайăхах (= вполне) пулĕ (т. е. несомненно теперь уже не менее часа пополудни). Г. А. Отрыв. Пĕр шанта 20 витре лайăхах пур вара, лайăхăнах çирĕм пур. СЧУШ. Пĕрени майĕпе сулланса кайса пачĕ, тет, кăна (медведю) пуçĕнчен лайăх кăна (здорово). В. Олг. Лайăх пăхас (угощать). Кан. Хăшпĕр чухне сехрене лайăхах хăпартаççĕ (пугают). Юрк. Кунта хăнана килтĕр-ем эсир, лайăхтарах çиесем ыйтăтăр? || Приветливый. ПВЧ 99. Аттипе те апи лайăх полсассăн, тата килĕс кăмăл (желание) пор. || Удачный. Якейк. Лăйăх çоратмарь; арăмăн ачаран телĕй полмарь (роды были неудачны). || Неповрежденный. N. Лайăх çтенаранах тĕтĕм (дым) тухать. || Здоровый. В. Олг. Лăйăх-и? Су-и? Здоров-ли? — Су, лăйăх-ха. N. Лайăх-и? Сыв-и? Здоров-ли? Здравствуйте! Альш. Тимĕрçĕ ачи ирĕлтернĕ тăхланне çакăн лайăх куçне (в её здоровый глаз) яра пачĕ, тет. || Небось. Орау. См. халтлаттар. N. Пуçран пĕре тăхăнтарсан, илĕн вара! Вот дам тебе по башке, небось тогда возьмешь! (или: „вот тогда возьмешь!“ — Этот оборот употр. в смысле угрозы: если ты возьмешь, то я ударю тебя по башке!). Якейк. Пĕре холăпа çонтарсан, лайăх вăрмана кайăн! Вот отпорю прутом, тогда будет леç! (Так гов. напр., ребёнку, который надоедливо просится в лес). || Можно. Скотолеч. 10. Çав вăхăтра ăна (жеребёнка) алла вĕрентме лайăх (можно приручить).

ларт

понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

записка

сущ.жен.
1. çыру, çырнă хут; сообщить запиской хут çырса пĕлтер
2. çыру; çырни (хăшпĕр кăларăмсен ячĕ); учёные записки института институтăн ăслăлăх çырăвĕсем

имя

сущ.сред.; множ. имена
1. ят (çыннăн); имя девочки хĕр ача ячĕ; называть по имени ятран чĕн; написать фамилию, имя и отчество хушамата, ята, ашшĕ ятне çыр
2. (син. известность, репутация) ят, ят-сум; доброе имя ырă ят; учёный с мировым именем тĕнчипе паллă ăслăхçă
3. (син. название) ят (япаласен); это дерево известно под именем «вяз» ку йывăç ячĕ — «хурама»
4. ят (грамматикăра — хăшпĕр пуплев пайĕсем); имя существительное япала ячĕ; имя прилагательное паллă ячĕ; имя числительное хисеп ячĕ; склонение имён ят пуплев пайĕсем вĕçленни
5. имени кого-чего, в знач. предлога с род. п. ячĕллĕ; Дворец культуры имени Хузангая Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ ♦ имена нарицательные пайăр мар ятсем (сăм.: çын, хула, кӳлĕ); имена собственные пайăр ятсем (сăм.: Иван, Шупашкар, Байкал)

картавый

прил.
селĕп (хăшпĕр сасăсене лайăх калайман); картавый ребёнок селĕп ача

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

академия

академи (наукăсен чи аслă учрежденийĕ); Академия наук Наукăсен академийĕ; хăшпĕр аслă шкулсен ячĕ; Академия художеств Художествăсен академийе; Академия обшественных наук Общество наукисен академийĕ.

акциз

м н. н е т акциз (1. капитализм çĕршывĕсенче хăшпĕр таварсем — табак, чей т. ыт. çине хак хушса хуракан налог).

трахея

1. тип пыр; 2. хăшпĕр пай-ураллă чĕрчунсен сывламалли кĕпçи.

хан

хан, хун (хăшпĕр тĕрĕк тата монгол халăхĕсен патши).

хартия

харти, пергамент (тир хут) çине çырнă авалхи алçырăвĕ; 2. алçырăвне çырнă материал (папирус, пергамент); 3. вăтам ĕмĕрте çырнă хăшпĕр паха документсен ячĕ.

фельдмаршал

фельдмаршал (хĕвеланăçĕнчи хăшпĕр государствăсен çарĕсенчи чи аслă чин).

феска

феска (хăшпĕр мусульман халăхĕсем тăхăнса çӳрекен шерепеллĕ çӳхе калпак).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

адмиралтейство

с. адмиралтейство (1. уст. çар карапĕсем тумалли вырăн; 2. хăшпĕр çĕршывсенче — тинĕс çар флочĕн чи аслă управлени органĕ).

атмосфера

1. атмосфера (Çĕре тата ытти хăшпĕр планетăсене хупăрласа тăракан газсем); 2. разг. (воздух) сывлăш; душная комнатная атмосфера пӳлĕмри пăчă сывлăш; 3; перен. тавралăх, таврари лару-тăру; туйăм; товарищеская атмосфера юлташла туйăм; 4. физ., тех. атмосфера (газ е сывлăш пусăмĕ виçмелли единица).

бургомистр

м. бургомистр, хула пуçĕ (Европăри хăшпĕр çĕршывсенче).

галлон

м. галлон (СШАра, Англире тата ытти хăшпĕр дершывсенче шĕвекпе юхакан япаласене виçмелли виçе).

гербовый

прил. герб ⸗ĕ [⸗и], герблă; гербовая печать герблă пичет; ◇ гербовый сбор герб укçи (хăшпĕр документсене туса е çирĕплетсе панăшăн илекен укçа).

гетто

с. нескл. гетто (вăтам ĕмĕрсенчи Европăра тат ахальхи хăшпĕр капитализмла çĕршывсенче правăсăр çынсене пурăнма уйăрса паракан хула кварталĕ).

графство

с. 1. граф титулĕ; 2. ист. граф çĕрĕ; 3. (административно-территориальная единица) графство (областьАнглире СШАра, Канадăра т. ыт. хăшпĕр çĕршывсенче).

гренадер

м. гренадер (ĕлĕкхи Российăри тата хăшпĕр çĕршывсенчи пехота е кавалери чаçĕнчи салтак е офицер).

губернатор

м. губернатор (1. ист. ĕлĕкхи Российăри кĕпĕрне пуçлăхĕ; 2. хăшпĕр колонисенчи чи аслă чин; 3. Çурçĕр тата Кантăр Америкăри çĕршывсенчи штатсен пуçлăхĕ; 4. Испанипе Бельгири провинцисен пуçлăхĕ).

дальтонизм

м. дальтонизм (куç хăшпĕр тĕссене уйăрса илме пултарайманни).

дальтоник

м. разг. дальтоник (хăшпĕр тĕсе уйăрайман çын).

держаться

несов. 1. за кого-что тытса тăр, тытса пыр, тытăнса тăр; держаться за перила карлăксенчен тытса тăр пыр); 2. (удерживаться) тăр; держаться на ногах ура çинче тăр, ураран ан ук; держаться прямо тӳрĕ тăр; 3. (вести себя каким-л. образом) тыт, тыткала; он держится скромно вăл хăйне сăпайлă тытать; 4. (не сдаваться, сопротивляться) тытăнса тăр, çирĕп тăр, ан парăн; 5. (сохраняться) тытăнса тăр; некоторые обычаи держатся долго хăшпĕр йăласем нумайччен тытăнса тăраççĕ; 6. прям. и перен. (придерживаться) тытса пыр; держаться правой стороны сылтăм енĕпе пыр; ◇ держаться в стороне аякра тăр; пăрăнса çӳре; только держись çирĕп тăр; держаться на волоске см. волосок; едва держаться на ногах аран ут (ывăннă пирки).

децентрализация

ж. децентрализаци (центрти органсен хăшпĕр прависемпе функцийĕсене вырăнти органсен аллине пани).

длинноты

мн. ытлашши вăрăм вырăн; роман страдает длиннотами романăн хăшпĕр пайĕсене ытлашши тăсса кайнă.

известный

прил. 1. (знакомый) паллă, пĕлекен, хайскер; известный вам человек эсир пĕлекен çын; 2. (знаменитый) паллă, чаплă, ятлă-сумлă; известный врач паллă врач; известный человек ятлă-сумлă çын; стать известным паллă пул; делать известным чаплантар; 3. (определённый): в известный момент паллă (е палăртса хунă) вăхăтра; 4. (некоторый) хăшпĕр; в известных случаях хăшпĕр чух(не).

иной

прил. 1. (другой) урăх, тепĕр; иным способом тепĕр майпа; иной путь урăх çул; это совсем иное дело ку пачах урăх ĕç; иными словами урăхла каласан; 2. (некоторый) хăшпĕр, тепĕр, хăш; иной человек хăш çын; в иные годы çулĕ-çулĕпе, хăшпĕр çул; 3. в знач. сущ. м. тепри, хăшĕ-пĕри; иному и невдомёк тепри ăна тавçăрса та илеймест; иной раз хăшпĕр чух; тот или иной ку е вăл.

канцлер

м. канцлер (хăшпĕр капитализмла çĕршывсенче правительство пуçлăхĕ).

каста

ж. каста (1. Индире тата Хĕвелтухăçĕнчи ытти хăшпĕр çĕршывсенче хăйсен йăхне, профессииĕ тата привилегисене кура ыттисенчен уйрăм тăракан общество ушкăнĕ; 2. перен. ытти çынсене хăйсемпе хутшăнтарман ушкăн).

ко

предлог; хăшпĕр хупă сасăпа пуçланакан сăмахсем умĕн «к» предлог вырăнне усă кураççĕ: ко мне ман пата; ко дну тĕпне (анса кай).

коготь

м. 1. кача, чĕрне (кайăксен, хăшпĕр чĕрчунсен); 2. мн. когти спец. кача; обломать когти кому-л. сăннине хуç; показать свои когти çиллӳне палăрт; быть в когтях кого-л., попасть в когти к кому-л. серепене лек, танатана çаклан.

кое-где

нареч. хăшпĕр çĕрте, тĕллĕн-тĕллĕн, вырăнĕ-вырăнĕпе; на полях кое-где сошёл снег уйра тĕллĕн-тĕллĕн юр кайнă.

кое-какой

мест. 1. (некоторый) пĕр-пĕр, хăшпĕр; хăш-хăш; кое-какие брёвна сгнили хăшпĕр пĕренисем çĕрнĕ; 2. (какой попало, незначительный) йăпăх-япăх, темле, вăйсăр; кое-какая одежда йăпăх-япăх тумтир.

кое-куда

нареч. хăшпĕр çĕре, пĕр çĕре; мне надо ещё сходить кое-куда манăн тата хăш-пĕр çĕре кайса килмелли пур.

кое-что

мест. кăшт(ах), хăшпĕр, мĕн те пулин; записывать кое-что хăшне-пĕрне çырса ил; я о нём знаю кое-что ун çинчен эп кăштах пĕлетĕп.

курдюк

м. курдюк (хăшпĕр йышши сурăхсен хӳре айĕнчи çу хутаççи).

курия

ж. кури (1. ист. авалхи Римри патрицисен темиçе йăх пĕрлешĕвĕ; 2. хăшпĕр буржиаллă çĕршывсенчи суйлавçăсен тĕрлĕ разрячĕсен ячĕ).

кюре

м. нескл. кюре (Францири тата ытти хăшпĕр çĕршывсенчи католиксен пупĕ).

легион

м. легион (1. ист. авалхи Римри пысăк çар ушкăнĕ; 2. хăшпĕр çĕршывсен уйрăм çар чаçĕсем; 3. перен. пит нумай, шутсăр пысăк хисеп).

магистр

м. магистр (1. революцичченхи Российăри тата Хĕвеланăçĕнчи хăшпĕр çĕршывсенчи учёнăй степень; 2. ист. вăтам ĕмĕрсенчеманахсен е рыцарьсен орденĕн пуçлăхĕ).

магистрат

м. магистрат (хăшпĕр çĕршывсенчехула управленийĕ, муниципалитет).

мировой

прил. 1. (мирно разрешаемый) килĕшсе (е çураçса) тунă (е татнă); мировая сделка килĕшсе татнă ĕç; 2. в знач. сущ. мировая ж. килĕшӳ; пойти на мировую ĕçе килĕшӳпе тат; мировой суд мировой суд (революцичченхи Российăра тата хăшпĕр капитализмлă çĕршывсенчевак-тĕвек ĕçсене пăхакан суд).

муниципалитет

муниципалитет (хăшпĕр çĕршывсенчевырăнти власть органĕ).

некоторый

мест. 1. неопр. (какой-то) пĕр; некоторое время пĕр хушă (е вăхăт); 2. мн. некоторые (не все, отдельные) хăшпĕр; некоторые деревья засохли хăшпĕр йывăçсем хăрса ларнă; 3. в знач. сущ. мн. некоторые хăшĕ-пĕрисем, пĕрисем, хăшĕсем.

немногий

прил. 1. нумай мар, хăшпĕр; 2. в знач. сущ. немногие мн. сахалăшĕ, хăшĕ-перисем.

о⸗

приставка, çакна пĕлтерет: 1) ĕç япала тавралла пулнине е унăн пĕтĕм çийĕ пе сарăлнине: обежать вокруг чего-л. чупса çаврăн; оклеить çыпăçтарса çаврăн (е тух); 2) çуммипе, тавралла е пăрăнса иртсе кайнине: обежать çуммипе (е тавралла) чупса ирт; осмотреть пăхса çаврăн; 3) тунă ĕç пурне те е нумайăшне тивнине: одарить парне парса тух; объехать все деревни района районти пур яла та çитсе çаврăн; 4) çитсе иртсе кайнине, мала тухнине, ытлашши тунине: обогнать хаваласа çитсе иртсе кай; 5) кирлинчен ытлашши пулнине: опоить ытлашши ĕçтер; 6) кая (е катăк) парса сиен тунине: обсчитать катăк ту, ултала; 7) ĕç пулса çитнине: ослепнуть суккăрлан; озвереть тискерленсе кай; 8) пĕр-пĕр енĕпе палăртнине: обогатить пуянлат; озеленить симĕслентер; 9) ся сыпăкпа пĕтекен хăшпĕр глаголсенче вĕсен тĕпĕсен пĕлтерĕшне хирĕçле пĕлтерĕш парать: ослышаться йăнăш илт.

отдельный

прил. 1. уйрăм; отдельная квартира уйрăм хваттер; 2. (единичный) уйрам, хăш-хăш, хăшпĕр; отдельные лица хăшпĕр çынсем.

отчасти

нареч. кăшт, хăшпĕр енчен, пăртак; отчасти он прав вăл пĕр енчен тĕрĕс те.

подчас

нареч. разг. хăшпĕр (е тепĕр) чухне, хушăран, хăш-хăш чух.

провинция

ж. провинци (1. хăшпĕр çĕршывсенчи администраципе территори единици; 2. уст. столицăран аякри вырăн).

сейм

м. сейм (хăшпĕр çĕршывсенчи парламент ячĕ).

сенат

м. сенат (1. авалхи Рим патшалăхĕн аслă органĕ; 2. патша Российинчи аслă суд органĕ; 3. хăшпĕр çĕршывсенче парламентри аслă палата).

сертификат

м. сертификат (1. ĕнентерӳ хучĕ; 2. фин. государство органĕсен заём обязательстви хăшпĕр заём билечĕсен ячĕ; 3. торг. тавар ячĕсене, пахалăхне, хакне кăтартакан хут).

синдикат

м. синдикат (1. капитализм çĕршывĕсенчи предприятисен монополиллĕ пĕрлешĕвĕ; 2. Францири т. ыт. хăшпĕр çĕршывсенчи профсоюзсен ячĕ).

скальп

м. скальп (хăшпĕр тискер йăхсен йăлипе вăрçăра çĕнтернĕ тăшман пуçĕнчен çӳçе илнĕ çӳçлĕ тир).

случай

м. 1. (происшествие) ăнсăрт, ĕç, тĕслĕх, пулса иртни; странный случай тĕлĕнмелле ĕç; в отдельных случаях хăшпĕр чух; в редких случаях сайра-хутра; во многих случаях нумай чухне; 2. (положение дел, вещей) чух, хутра; в данном случае ку хутра; в подобных случаях ун пек чух; 3. (подходящий момент) ăнсăрт, май, майлă самант, мел, мехел; искать случая майлă самант шыра; представился случай май килчĕ, мехел çитрĕ; 4. см. случайность; ◇ в случае чего-л. ⸗сан [⸗сен], ⸗ас [⸗ес] пулсан; в случае чего май килмесен, ĕç ăнмасан; на случай тесе, кирлĕ пулĕ тесе, сых ятне; от случая к случаю вăхăтран вăхăта; по случаую (купить, приобрести и т. п.) ăнсăртран; по случаю чего-л. пирки, пула; при случае 1) кирлĕ чух, кирлĕ пулсан, нуша килсен; 2) (иногда) хăш чухне; во всяком случае кирек мĕнле пулсан та, епле пулсан та; в крайнем случае см. крайний; в таком случае апла пулсан; на всякий случай сых ятне; на первый случай пĕррелĕхе, малтанлăха; ни в коем случае см. кой; игра случая см. игра.

субподряд

м. субподряд, хушма подряд (строительствăра хăшпĕр йышши ĕçсене тумалли договор).

султан

м. султан (хĕвелтухăçĕнчи хăшпĕр çĕршывсенчи патша).

суррогат

м. суррогат (хăйĕн хăшпĕр свойствисемпе кăна тепĕр япала вырăнне кайма пултаракан япала); сахарин суррогат сахара сахарин — сахар суррогачĕ.

таверна

ж. таверна, хупах (хĕвеланăçĕнчи хăшпĕр çĕршывсенче).

тред-юнион

м. тред-юнион (Англири тата ытти хăшпĕр çĕршывсенчи профсоюзсен ячĕ).

часом

нареч. разг. 1. (иногда) вăхăт-вăхăт, хăшпĕр чухне; 2. (кстати) пулĕ, ⸗тăр [⸗тĕр]; вы, часом, не рыбак? эсир пулăçă мар пулĕ-çке?

шахта

ж. 1. шахта (çĕр айĕнче ĕçлекен вырăн); угольная шахта çĕркăмрăк шахти; 2. шахта (хăшпĕр конструкцисенчи вертикаллĕ хăвăл) шахта лифта лифт шахти.

штат

м. штат (хăшпĕр патшалăхсенче, сăм. СЩАра çĕршыв, пайĕ); правительство штата штат правительстви.

эмир

м. эмир (хăшпĕр мусульман çĕршывĕсенчи патша).

эпидермис

м. эпидермис (1. биол. çурăм шăммиллĕ чĕрчунсен ӳчĕн çиелти сийĕ; 2. бот. ӳсентăрансен çулçине, тунине, тымарне тата хăшпĕр ытти органĕсене ватса тăракан си).

эфирный

прил. 1. эфир ⸗ĕ [⸗и], эфирлă; эфирные волны эфир хумĕсем; эфирный запах эфир шăрши; 2. перен. (хрупкий, воздушный) çăмăл, çӳхе, кăпăш, черченкĕ; юмахри пек, тĕлĕкри пек; эфирное создание черченкĕ пирĕшти; ◇ эфирное масло эфир çăвĕ (хăшпĕр ӳсентăрансенче пулакан тутлă шăршăллă çуллă шĕвек, унпа промышленноçра, медицинăра усă кураççĕ).

яранга

ж. яранга (çурçĕрти хăшпĕр халăхсен куçарса çӳремелли ӳпли).

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ăнран кай

Ăнран (ăнтан) [тăнран] кай 1. лишаться / лишиться сознания [чувства], терять / потерять сознание; 2. приходить / прийти в изумление.
1. Михайловăн пуçĕ çаврăнчĕ, чунĕ вĕриленчĕ, вăл каллех ăнран кайрĕ. Н. Илпек. Хăшпĕр сывлăхсăртараххисем ĕçленĕ çĕртех тăсăлса ӳксе, ăнран кайса выртнă. М. Данилов-Чалтун. Кислород пĕтсе пыни нумай асап кӳчĕ. Чи малтанах ĕçре ывăннă матроссем тăнран кая пуçларĕç. В. Бурнаевский. 2. Пӳлĕмĕсен шучĕ çук, Алă-кĕсен хакĕ çук, Курсан каятăр ăнран. В. Урташ.

Çăвар вылят

Çăвар вылят шутить.
Пухăва пуçтарăнсан, хăшпĕр чухне çăвар вылятса култаракансем те тупăнатчĕç. А. Этмен. — Çăвар вылятса мар, чăнах ыйтмалла вăл хут пирки мăрсасенчен, — Ахтупая хӳтĕлесшĕн пулчĕ кил хуçи. К. Турхан.

Тăнран тух

Тăнран (тăнтан) тух сходить / сойти [спятить, свихнуть, свихнуться] с ума (1. становиться сумасшедшим; 2. проявлять чрезмерное восхищение, восторг, нейстоствовать, увлекаясь кем-либо или чем-либо).
1. Эпĕ [Маруся], малтанхи самантсенче тăнран тухса кайнă пек пулнăскер, макăрса ятăм. А. Лазарева. Тăнран тухса каяс патне çитнĕ Кованый лейтенант койка çинчен çил вĕçтерсе антарнă пек вăшт кăна тăчĕ те, хăрах урипе сиксе, чӳрече патнелле ыткăнчĕ. Л. Агаков. 2. Кăмăлу сан, Елиссан, ылтăнран, Ху çавах тухан тăнран. В. Урташ. Хăшпĕр чухне тăнтан тухсах эп савнă, Хам савнă пулĕ — ман енне пăхман пурăнăç. Г. Ефимов.

Чуна витер

Чуна [чун-чĕрене, чĕрене, чĕре варне] витер брать [хватать] за душу [за сердце].
Купăсĕ унăн виçĕ ретлĕ, Чĕрене çав витерет. А. Афанасьев. Тоньăшăн ку чуна витермеллех репетици пулчĕ. А. Ĕçхĕл. Чапаев хăшпĕр чух сассине хуллен кăларсах чун-чĕрене хытă витеретчĕ. В. Паймен. Мĕнпур аслă йăлăм çийĕн янăрать авалхи чăваш юрри, чĕрене ситерет, чуна хускатать. А. Ĕçхĕл. Çак çыннăн сăмахĕ чĕре варне витерчĕ. Туратсем çинче унта Ункă-ункă пулнă та Çĕленсем мĕнпур çĕрте Çакăнса тăраççĕ те Чашкăраççĕ — сехремет Чуна витĕр витерет. Я. Ухсай.

Çавăн пекех пăхăр:

хăшкачла хăшла хăшлат хăшместĕр « хăшпĕр » хăшт хăшт-хашт хăшти хăшти-хăштик хăштик

хăшпĕр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150