Шырав: юрать

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ай-вай

2.
выражает упрек, укоризну
ну, эх

ай-вай, ун пек тума юрать-и вара! — ну, разве можно так поступать!

ай-яй

2.
выражает укор, упрек, неодобрение
ай-яй, ах, ну вот

ай-яй, апла юрать-и вара! — ай-яй, разве так можно!

кăçаллăха

на этот год, на нынешний год
пальто кăçаллăха юрать-ха — пальто на этот год еще сойдет

пер

5. разг.
притворяться, прикидываться
ăнланмана пер  прикидываться непонимающим
пăлахая пер — симулировать
вăл ухмаха перет — он прикидывается дурачком
юрать, ухмаха ан пер — ладно, не прикидывайся дурачком

пĕрерччен

на один раз
на первый раз

пĕрерччен каçарма та юрать — на первый раз можно и простить

тархасшăн

2. при приглашении
милости прошу, просим
кĕме юрать-и? — можно войти?
тархасшăн! — прошу!

халĕ

1.
сейчас, теперь, в настоящее время
халĕ урамра типĕ — сейчас на улице сухо
халĕ ун пек тăхăнса çӳремеççĕ — теперь так не одеваются
халĕ вăл бригадирта ĕçлет — а настоящее время он работает бригадиром
халĕ анчах — только что, совсем недавно
халĕ кăна — только что, совсем недавно
халĕ çеç — только что, совсем недавно
вăл халь анчах кунтаччĕ — он только что был здесь
халĕ ĕнтĕ — а теперь, теперь вот; а пока
халĕ ĕнтĕ канма та юрать — а теперь можно и отдохнуть

халĕ те —
1) все еще, до сих пор
вал халĕ те килмен — он все еще не пришел
халĕ те вуласа тухмарăн-и? — неужели до сих пор ты не прочитал?
2) и так уж, и без того
халĕ те сире нумай чăрмантартăм — и так уже я вам доставил беспокойство

халĕ те пулин — хотя бы сейчас
халĕ те пулин чăннине кала—  расскажи все хотя бы сейчас
халь-халь — вот-вот, очень скоро
вăл халь-халь килмелле — он вот-вот должен прийти

хăть

3. частица
еще
юрать-ха хăть çумра укçа пулчĕ — хорошо еще у меня с собой были деньги

юрать

1.
можно, разрешается
кĕме юрать-и? — разрешите войти
сана пĕр ыйту пама юрать-и? — можно задать тебе один вопрос?
кунта чĕлĕм туртма юрамасть — здесь курить нельзя

юрать

2. в знач. утв. частицы
хорошо
ладно
разг.
хорошо, что...
юрать, пырăп — хорошо, приду
юрать-ха, ачи тавçăруллă пулчĕ — хорошо, что парень оказался сообразительным

юрать

3. в знач. частицы,
употр. при выражении угрозы

хорошо же
юрать, ыран мĕн калаçăн, курăпăр-ха! — хорошо же, посмотрим, как ты заговоришь завтра

юрĕ

то же, что юрать

юрма

юрмамолочная приправа: кислое молоко или сметана
яшкана юрма яр — забелить суп
тинкĕле çук чух юрма та юрать. — посл. Когда нет толокна, пойдет и кислое молоко. (соотв. На безрыбье и рак рыба).

çаплипе

так же, в таком же виде
без изменения

çаплипе те юрать — сойдет, пойдет и так
вăл йĕпе кĕпене çаплипех тăхăнса янă — он так и надел мокрую рубашку

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хĕвел-çавнăш

подсолнечннк. Абыз. Альш. Хĕвел çавнăшăнне пуçне татса хĕвел çине типме хураççĕ. ''N''. Хĕвел çавнăшĕн аври хĕлле çул çине маяк лартма юрать. || Семянки. ''Сред. Юм. Шел.'' 57. Хăшĕ хĕвел-çавнăшĕ, хăшĕ мăйăр катаççĕ.

сыпмалла

так называют чувашки кусок белого холста, на который вышит узор кĕскĕ. Этот кусок при шитье женской рубашки с готовой вышивкой вставляется от плеча до пояса спереди. Обычно молодушки вместо цельной рубашки дальним родственицам дарят сыпмалла. Этот подарок считается менее почетным, чем, напр., рубашка или материал на рукава рубашки. ЩС. N. † Кĕпе çанни те памасан, сыпмалла та юрать пире (какая-то часть рубахи). Сред. Юм. Çĕн-çынсем ратнисĕн маткисĕне кĕпе ôмне таранччен сыпса ямалла хăлтăрмаç тĕрлесе янă пир парсан: сыпмалла панă, тесе калаççĕ. СПВВ. ФН. Сыпмалла, ăна карчăксем кӳнчĕк вырăнне тĕрлеççĕ.

сыхлавçă

(-з’ы̆), охранитель, охранник, сторож. Калашн. Çав çар ушкăнне тепĕр тĕрлĕ сыхлавçăсенĕн ушкăнĕ теме юрать.

сип

польза. Бугульм. Сип, полезное для здоровья. Чебокс. Сиппи, сиплĕ = перекет — перехет — юрлăхлă, чтобы надолго хватало. N. Имçамăн сиппи пĕртте çук (пользы нет). Четыре пути. Çын япали сиппе пымасть, теççĕ ваттисем. N. Ӳте те сиппине палăртса парать. Сред. Юм. Халь пôшали пар, çапах сипе те кĕмес ô. Теперь хоть дай, все равно в счет не пойдет. N. Унăн ним сиппи те çук (нет от этого лекарства пользы). СПВВ. Х. Сип — эмел. О сохр. здор. Малтанах сип пулмасан та (если не будет легче), час турленмест тесе, лекĕрсем патне çӳреме пăрахас пулмасть. СПВВ. Им пултăр, сип пултăр. Сред. Юм. Сип пôлтăр! (Ĕлĕк ват çынсĕм чӳк тунă чôхне калакан сăмах). Етрух. Юрать, юрать, ăçтан та пулин сиппи килĕ-и?

çанталăк

погода. См. çавăнтавлăк. Çамр. Хр. Çуркунне йĕпе çанталăксем пулаççĕ. ТХКА З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Çанталăк уçă та типĕ тăрать. Погода бывает холодной и сухой. N. Ирхине хĕвел тохать — çанталăк ăшăтать, каçхине хĕвел анать — çанталăк сивĕтет. ГТТ. Çанталăк тӳрленнĕ, тӳлек çанталăк. N. Çанталăк йосо халĕ. N. Кунта çăмăр çăвать, çанталăк ирсĕр тăрать (грязь). N. Кунти çанталăксене çырап. N. Çанталăк сивĕ пулчĕ, мана сивĕ ленкрĕ (простудился). Анат-Кушар. Ай-ай, çанталăк темĕскер ăшăтмарĕ-çке. Что-то все стоят холода! Вопр. Смоленск. Хĕвел пĕлĕте ларсан, çанталăк йĕпене каять. Ib. Вĕтĕ çăмăр çусан, çанталăк авана каять. Н. Шинкусы. Çав вăхăтра çанталăк ăшăтнă пек пулнăччĕ. ЧП. Кăçал çанталăксем уяр пулчĕç. Баран. 101. Çанталăк ăшшалла кайсан. N. Калчана кайнă вăрлăха типĕ çĕре аксан та, вăл тикĕс, час шăтса тухĕ тесе, шанма çук, çанталăк уяра кайсан, калчана кайнă вăрлăха акни килĕшмест. В. Олг. Çанталăк сивĕтсерчĕ (= сивĕтсе ячĕ). Пшкрт. Çанталăк ояртат (оярат). М. Сунч. Çанталăк уяр тăрсан, чăвашсем çăмăр учукĕ тунă. Юрк. Вĕт çумăр çусан, çанталăк авана каят. Скотолеч. 19. Сивĕ çанталăкра, ăшă çанталăкра. В холодную, в теплую погоду. СВТ. Лайăх ăшă çанталăкра тула илсе тухса çӳреме юрать (ребенка). К.-Кушки. Çанталăк ĕеленсе кайрĕ, кайса килес, теттĕм. Разыгрался буран (зимою), а то я хотел было съездить. Регули 407. Паян (лайăх, сивĕ) çанталăк. Капк. Тулта çанталăк арçури пекех ахăрать (о вьюге). Орау. Çанталăк ахăрчĕ, настала бурная погода. Шибач. Çанталăк йосаннн. N. Çанталăк пăсăлса çитрĕ. О сохр. здор. Хĕлле пит сивĕ çанталăксенче. Шурăм-п. Çанталăк сухăмланат, становится прохладнее. Ib. Çанталăк ăшăтса кайнă пек пулчĕ. Орау. Çанталăкки çавăрнсах карĕ. Испортилась погода. Якейк. Çанталăк сивĕтсе праххăр ялтах. Стало совсем холодно. Ib. Çанталăк сохăмлатрĕ. Стало прохладно. Ib. Çанталăк мĕлле паян. Какая погода? Тораево. Ухмахăн амăшĕ ухмаха ырçа айне хупăрĕ, тет, çине сĕлĕ тăкăрĕ, тет, унта чăхсам ярчĕ, тет. Чăхсам тĕпĕртеттерсе çияççĕ, тет. Ухмах ырçа айĕнче: çанталăк тĕпĕртетет, тесе шухăшлат, тет. || Климат. Орау. Кунта çанталăк пит типĕ (здесь климат сухой), пĕр нӳрĕк те çук. || Страна. Пшкрт. Онта çанталăк пет йосо. Ib. Чоллă çанталăк, чоллă вырăн. Ib. Йот çанталăкра (на чужбине) çамрăк ăсна ан çухат. Ib. Çанталăкра корса çӳренĕ. N. Кунти çĕр тискер çанталăк. N. Çанталăк вĕçĕ-хĕрринчи халăхсене пурне те салам яратпăр. || Солнце. Шурăм-п. Çаксене пурне те хатĕрличчен çанталăк кăнтăрларан та иртсе каять. || Вселенная, небесное пространство, видимый мир, земной шар. N. Пулине хурана ятăм та, хуран мана çу пачĕ. Çуне çурта çутрăм та (засветил), çанталăк та çутăлчĕ (рассвело). Ал. цв. 6. Малалла кайнă çемĕн çанталăк кун çути пек çутăран çутă пулса пырать. Н. Сунар. Çанталăк, каç пулса, тĕттĕмленех-тĕттĕмленех пынă. Хорачка. (В поминки) çорта çутнă чоня калаччĕ: тĕттĕм çанталăкă çутă полтăр, рая ток! теччĕ. Ib. Çанталăк тытакан торă. Синьял. Икĕ пăт тулă пур, çанталăкпе акса çавăрнăп. (Куç пăхни). С.-Устье. Икĕ пĕрчĕк тулăм пур, çанталăк тавра сапса çавăрăнăп. (Куç). Н. Сунар. Икĕ пăт тулăм пур, çанталăка йĕри-тавра сапса çавăрнăп. (Икĕ куç). Собр. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: илме тухăр! тесе кăшкăрса каланă. Вара хайхи шыври ăстарик тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă (увел в подземный мнр). Алик. Кайсан-кайсан, çĕлен çури çынна калать, тет: куçна хуп, çăварна кар! çапла каласан, çынпа çĕлен çури аялти çанталăка анса кайнă (в подземный мир). Ib. Çавна каласан, çынпа çĕлен çури çӳлти çанталăка хупарнă (на землю). Синерь. Иван аялта çӳрет, тет: пит аван, тет, çанталăк (под землю). Череп. Çанталăк = çут тĕнче, тĕнче. Янш.-Норв. Çак çутă çанталăк, этот свет, белый свет. Юрк. Çут çанталăк = тĕнче. Сорм-Вар. Корăкран лутра, çанталăкпа тăпă-тан. (Çул). С.-Устье. Курăкран лутра, çанталăка витĕр кайĕ? (Çул). ЧС. Ача çуралсан, унăн ятне эрне иртечченех хурсассăн, вăл ача ку çанталăкра нумаях пурăнаймаç. N. Çанталăка шăнăçами (= шăнăçайми) пусăк салам. Торп-к. Çанталăкра виççĕ çук. (Пĕлĕт çине хăпарма пусма çук, шывăн турат çук, кайăкăн чĕчĕ çук). Янтик. Пирĕн патăрти çын, Ишеке турра пуçапма кайнă чухне, Ишек панчи ялта чӳречерен шыв ĕçме ыйтнă, тет: çыннисем ак çапла каланă, тет, кăна: пуш мар хал), çанталăк сармалла, тĕнче пĕрмелле, лаç лартса чан çапса хĕр хухлетмелле, тесе каланă, тет. (Çанталăк сармалла = пиремеç тумалла; тĕнче пĕрмелле = кукăль тумалла; лаç лартса чан çакса = кӳме лартса хăнкрав çакса). Собр. Çăвăнчен çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. Альш. † Ама хĕрĕ пуличчен, ăмăрт-кайăк пулас мĕн, тăват кĕтеслĕ çанталăка (светлое пространство под землею) сарăлса вĕçсе çӳрес мĕн. N. Çанталăк çĕмĕрлсе анать пулĕ, терĕмĕр. Собр. Çанталăкри уйăхĕ пĕтĕм çĕре çĕр туса тăрат; уйăх çутă пулмарĕ, хĕвел çутă пулайрĕ. Ib. Çанталăкри хĕвел пĕтĕм çĕре кун туса çутатса тарат: çĕр çинчи халăх ăшăнат, çĕр çинчи тырпул пиçет те, тулат. N. Çурçĕр енчен уяр çанталăк килет. Ст. Чек. Çанталăк пĕрĕнсе çитет (собирается дождь). Н. Байгул. Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ.

çаран

(с’аран), луг. N. Çаран — суходол; но части улăх’а — заливных лугов — называются тоже çаран: ку ман çаран, ун çаран: а не — ку ман улăх. Якейк. Çаран, луга, покрытые нескошенною травою или неубранною (сеном). Баран. 161. Хĕлĕн-çăвĕн выльăхĕсем (у калмыков) çаранта çӳреççĕ. Изамб. Т. Çаран валеçме каймалла пулсан, ачасем урам тăрăх: çаран валеçме, тесе, кăçкăрса, çаран валеçме чĕнсе çӳреççĕ. Ib. Унта-кунта юр ирĕлсе çаран курăнсан, унта хупăнса тăнă выльăха ачасем хăваласа тухаççĕ. N. Вĕсем çарана çисе янă-çке (потравили). N. Аслă ывăлĕ ĕнипе качакине çарана çитерме каят, тет. Якейк. Кăçал, ача, пĕр çаран та çок, утă тастан топас. Ib. Кăçал çарансам пор çĕрте те лайăх (везде трава хорошая). Ib. Мана пит лайăх çаран тохрĕ паян. Вăсен çаран плотнах мар. Собр. † Çаранлăхра çырла пиçет-çке, çаран илемĕсе (= илемĕсене) кӳрет-çке. N. Ку выльăха çарана ярса, авă мĕн туса хунă, тет пĕри. Якейк. Кăçал çарансене лайăх пăхса çитĕнтеретпĕр-ха. В нынешнем году, благодаря присмотру, трава у нас на лугах хорошая. N. Çаран çине капан лартсан, йăвăç улми çиме юрать, теççĕ. Янтик. † Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен. Якейк. Кăçал Миконччен çаран чарас полать, уйăра та корăк лайăх. Нынче надо запретить пускать до Николы скот на луга. Альш. Çӳреççĕ вара илемлĕ ешĕл çарансем çинче çаран хĕррисем туса (когда пойдут делить луга). Кан. Çуртри акма çур çаран тара илчĕ.

çири

(с’ири), находящийся наверху или на теле. N. Нумайлăха каймастăн пулсан, мăшăр кĕпе (çирисĕр пуçне) илсе кай. О сохр. здор. Типĕ тумтир тупса улăштарма питех май килмесессĕн, çав çири йĕпине пӳртре ăшă çĕртре çирех майĕпе типĕтме юрать. Ib. Çири кĕрĕк-сăхман е кĕпе-йĕм шыва кайса, е çумарпа, е тарпа пит йĕпенсен... || Находящийся в утробе (матерн). ГТТ. Çири ачи виç уйăхра пулмалла. Она должна быть на третьем месяце беременности.

çын çилли чирĕ

назв. болезни. ЧС. Чăвашсем: çын çилли чирĕ пур, теççĕ. Вăл çакăнсан, пит шăнтать те пуса хĕстерсе ыраттарать, теççĕ... Кам-та-кам пĕр-пĕр çĕрте ятлаçнине курсан, çинчех, çиллисем ан çакăнччăр тесе, пĕр тăвар шăлĕпе пĕр ывçă кĕл кăларса тăкмасан (вĕçтермесен), вăл çынна çын çилли çакăнать вара, теççĕ вĕсем... Тата вĕсем кĕл вĕçтерес вырăнне пĕр курка шыв кăларса сапсан та юрать, теççĕ. Çын çилли ан çакăнтăр тесе, кĕл вĕçтернĕ чух, е шыв кăларса сапнă чух калаççĕ: çавăнпа çавсем вăрçнă çĕрте çӳрерĕм; çавăн çилли çакăнчĕ пулĕ, е унăн çилли çакăнчĕ пулсан та (кунта вăрçаканĕсенĕн ячĕсене калаççĕ), сирĕлтĕр, çак кĕл епле вĕçсе каять, çавăн пекех вĕçсе кайтăр, теççĕ. Çын çилли çакăнсан, вĕсем вĕревçе илсе пырса вĕртеççĕ, вĕртсен вара, каять, теççĕ. (Рассказ чувашина о том, как лечил его вĕрĕвçĕ от çын çилли). Вăл малтанах пĕр курка шыв илсе, ман пуç тавра темĕскер пăшăлтатса каласа виççĕ çавăрчĕ те, чӳрече виттĕр тулалла тăкрĕ. Çапла виççĕ курка пуç тавра çавăра-çавăра тăкрĕ. Унтан вара пĕр сăра курки шыв илчĕ, унта тăвар ячĕ те, шĕшлĕпе хайăрса, шывĕ çине сура-сура вĕре пуçларĕ. Вĕрме ак çапла пуçласа кайрĕ: е пĕсмĕлле, пĕр турă! Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх; кун таврăнать — таврăнтăр, çĕр çаврăнать — çаврăнтăр; Атал урлă, Сăрă урлă килнĕ юмăç-карчăк, çавă вĕрет, çавă сурать... тет. Тата урăх та нумай каласа кайрĕ те, пурне те илтеймерĕм. Вĕрсе пĕтерсен сăра куркинчи таварлă-сурчăклă шывне мана ĕçме пачĕ. Шывне çăвара чикме çук, тăварлă, çапах та пулсан ирĕксĕрех ĕçсе ятăм.

çиччĕли

заключающий в себе семь единиц. N. Сакăр-витре кĕрекен хуран, ел улттă-çиччĕли те юрать.

çу чĕрни

то же, что çу тупанĕ. Скотолеч. 2З. Лашана таканланă чух çу чĕрнине нумай кастарма юрамасть, сĕвĕнсе тăраканне анчах касма юрать.

çунат

çонат, крыло(-ья). Ст. Шаймурз. Кайăк-хур çунатне кассассăн, çитмĕл çиччĕ илме юрать, тет. Икково. Çонатту, твое крыло. Пазух. Икĕех те çунат тăвăттăм, вĕçсеех те пырса курăттăм. Альш. † Чĕкеçсем вĕçеççĕ çӳлелле, çуначĕ тĕпĕсене хытарса. N. † Аннен хĕрĕ полаччен, шăнкăрчă чĕппи полас мĕн, çонат çапса йорлас мĕн. (Хĕр йĕри). || Плавники (у рыбы). Юрк. † Шурă Атăлпа пулă ишет-çке, çуначĕсене шыва хумасăр. N. † Атăлта шур пулă ишет-ĕçке, икĕ çуначи юлат каялла (вар. çуначине шыва хумасăр). Чертаг. Çôнатти (с’онаττиы), боковые плавники рыбы. || Листья (капусты). Мусир. † Йăран-йăран купăста, хура çунатне усса ларать. N. † Пахча кăна пахчала, шур купăста çунатсене хуçмасан, пуç пулмаç. Пахча çич. 4. Купăста виçĕ çуната ларсан, ăна куçарса лартма юрать. || Крестообразная часть вороб. Юрк. Арăм йывăççи çуначĕ. || Карниз строений. Б. Яныши. Çорт çонаттисенчен томла йохать. Слеп. † Кăвик-кăвик кăвакарçăн, ыр çын сарай çонатти айĕнче. || Помощь, подмога, опора. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем, çунатăмсем, тата тепре куриччен йĕр те тӳс. Рак. † Тăванăмсем, çунатăмсем, çул кăтартса кăларса ярăр-и, кил тĕлне лайăх тупмашкăн. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ, тăванăмçăм, çунатăмçăм, тепре курса калаçиччен йĕр те тӳс. || Отвод (саней). Н. Карм. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас! Шел. 166. Темĕн чухлĕ сип-симĕс çунатсемпе витĕнеп. (Гов. „хĕвелçавнăш чечекĕ“, т. е. цветок подсолнечника). || Крылья мельницы. Шибач. См. арман. Якейк. Çонат вала çаврат. М. Тӳпт. Çонат чос, доски крыла мельницы. || Нарост на ногах лошади. Курм. Лаша орисенче, пĕрер кашнĕнче, пĕчик муклашка пак хăпарса тăраççĕ, вăсана çонат теççĕ.

çурăм ути

назв. растения. Шарбаш. Çорăм ути, фиалка. Ст. Чек. Çурăм ути (çеçки кĕрен, çырли кăвак). Çурăм ыратнăран аван. Тымарне хĕрсем хитре пулма чăмласа питне сĕреççĕ; пит хĕп-хĕрлĕ пулса каят. Тепĕр кунне пит таткаланса каят, тепĕр эрнене вăл тӳрленет, вара хĕрлĕ пулас тесен, каяллах сĕрме юрать; шывне ĕçеççĕ, курăкне çурăма сĕреççĕ.

çăлкăш

(с’ŏлгŏш), то, что остается после дергания. Б. Олг. Кантăр айĕ полат çăлкăш, осалли, йолашки (кантăр татсассăн юлать тĕпне, низенькие стебли). Коракыш. Çăлкăш çурĕм, вар-пуççи, нимĕн тума юрамин, йĕм тума вăл юрать. Якейк. Кантăр татса пĕтерсен, кантăр вырăнне çăлкăш юлать. Вăл çăлкăш çăлăхса тулнă пуса.

тата

(тада), еще, кроме того. Регули 1527. Манăн конта пилĕк ĕне, вăлсамсăр поçне тата тепре атти панче. Ib. 1473. Эпĕ, атти, Онтри, он пичĕш, тата ман йăмăк пырса (эп пырса, атти пырса). Ib. 1488. Вăл пире ĕçтерчĕ те, çитарчĕ те, тата окçа пачĕ те: çавăншăн она ыр сăмах калас мар-и?. Ib. 1476. Атти ман ватă, тата хоравсахрах. N. Мĕн тата кунта çаплах ларас, терĕ, атьăр çанти вар хушшине, унта çырла нумай. Вишн. 66. Тата пĕчĕкçĕ ачасем, упаленекен е утакан пулсан, кăмака тăмĕ, тата кăмрăк пит çиеççĕ. Ib. 69. Тата хăш-хăш шыва усал пулса ĕçмелле те мар пулать. Ib. 60. Тата çавăн пекех çырмасенче, пĕвесенче пулă ярса ĕрчетес пулать. Ib. 73. Тата хăш-хăш çĕртре хĕрӳ кунсенче яланах вĕт кайăк-кĕшĕк (ӳпре) çӳрет. Çавăн пек çĕрте шыв çулĕ пур тесе, шанса алтма та юрать. К.-Кушки. Тата Вăрнар çук-ши? Нет ли еще (других) Вурнар? (или: м. б. есть еще другие Вурнары). Çутт. 56. Çапла, çаплах çав. Ахалех пуян Ваççана тата мăнтăрлататпăр, терĕç. Орау. Çĕрĕпе тем чул вутă çунтарсан та, кашни каç çавăнтах выртсан та, вутă татах пурччĕ (хватало, не изсякали). || Вдобавок. Орау. Ишекре хваттер лайăхчĕ, шалу сахал пулсан та, кунта тата кăçаллăха хваттер çук. N. Çынна вĕлернĕ те, теççĕ, тата ыйтать: мĕншĕн çыхатăр? тет, теççĕ. Алекс. Невск. Тутарсем çĕмĕрсе тăкни çитмен, татах урăх тăшмансем: шведсем, нимĕчсем, литовцăсем, халăх вăйсăрне кура, вĕсене хирĕç тăра пуçланă. Чхĕйп. Тата тепĕр ик туй арĕм пек пулнă. Ала 98. Илья пролокĕ чӳркӳре йопа çинче çорта лартма ытах кансĕр, çорти ӳкет тата. || Еще (энкл.). Указывает на обстоятельство, которое также надо иметь в виду. П. И. Орл. Тулĕк вăл виçĕ сăмах анчах çырать тата, çырнă чухне нуммайрах çыртăр вара. N. Эс тата ма салтса илтĕн-ке? А ты зачем еще сняла с нее (монисто)? Регули 1502. Парать-и тата? Эпĕр итмесĕрех илĕпĕр. О земл. Малашне мĕнле май пулăшать тата. Регули 1424. Вăл халь те килиман. Вăл тата халь те (халь те тата) килмен. Шурăм-п. Вĕсем, вырăсла сăмах тесе, çак кирлĕ сăмаха халăхран туртса илесшĕн. Ку аванах та мар-çке тата, ку халăх чĕлхине чухăнлатни пулать-çке. || Выраж. противоположение, когда к предшествовавшему присоединяется нечто последующее, его отрицающее. Орау. Эп ку пир-тăлласене çума парас, терĕм те, памарăм тата (а потом не отдал). Ib. Эпĕ ăна питĕ хытă çиленсе çитрĕм те, татах каçартăм. N. Ку килте, лешĕ таçта тата (а тот, не знаю где). || В возражениях. Альш. Карчăкĕ каланă: мĕшĕн çимерĕн тетĕп, тенĕ. Старикĕ каланă: çирĕм вĕт тата! Тет. (Смысл такой: ведь я поел, чего же тебе еще надо?). Баран. 79. Çула пурăнма аван-и тата? терĕм. || При сравнениях усиливает перевес качества, как русск. еще более. ЧП. Син-пылтан тăван тата тутлă (еще слаще). Юрк. Улпут картишĕнчи çынсем тата та питрех (еще более) пăсăлнине (испорчены) курсан, ку, Карачăмĕ, унта слушит тума пăрахса, хăне хулана леçтерет. В. С. Разум. КЧП. Сухан пит йӳçĕ, пăрăç тата йӳçĕрех. Регули 1422. Вăл манран тата номай ăста. N. Манăн тата лайăх кĕнеке пур. У меня есть книга еще лучше. Срв. Манăн тата тепĕр лайăх кĕнеке пур. У меня есть еще хорошая книга. ЧС. Аслати тата хытрах авăта пуçларĕ, пирĕн чӳречесем чĕтресе анчах тăраççĕ. ЧС. Акă эпĕ тата питĕ хăра пуçларăм. Я испугалась пуще прежнего. Ала 31. Эпĕ юмах тата нумай пĕлетĕп (т. е. кроме этих). С. Тим. † Пуçа ухса ташлама кĕмĕл-тенкĕ кирлĕччĕ; халь те кĕмĕл кĕмĕлне, тата кĕмĕл кирлĕччĕ (как будто еще серебрянее; срв. пинтен пин). Кан. Малашне татах та нумайтарах (еще больше) чăваш ĕçхалăхĕ Шупашкар пульнитсине эмелленме килессе шансах тăратпăр. Цив. Ку тата пит вăрăм, кулмаллисем пит нумай. Эта сказка еще далеко не вся (много длиннее того, что я рассказал). Шурăм-п. Ачасем тата нумай юрă юрларĕç. Менча Ч. Ку юмах тата вăрăм та (длиннее, чем здесь приведено), эпĕ ăна пĕтĕмпех йĕркерен пĕлейместĕп. Ала 70. † Çӳлĕ-ах та тӳ çикче виçĕ хурăн, çил силлемесĕрех силленет; çил силлесен, тата, ай, силленет. Дик. леб. 31. Патша арăмĕ, çиленсе, ăна татах курайми пулнă. || Выражает иронию. Орау. Çылăх вĕт! — Çылăх тата! (вот еще! с особ. иронической интонацией). Ib. Юрамĕ тата! Вот еще не годится. || Все-таки, опять-таки. Яргейк. † Макăра-макăра сат хураларăм, тата атине юрама пулмарĕ. ЧС. Акă манан пурак та тулчĕ ĕнтĕ, çырла татах (все еще) нумай. || Опять. N. Халь анчах тохса карĕ, тата килчĕ. N. Карĕ вăл татах хулана (опять ушел). Юрк. Лармастăп, тет ку татах. Он опять-таки говорит: „Я не сяду“. СПВВ. БМ. Тата, тăта, еще, опять. || При уступлениях. КС. Ĕçмесен пыратьчĕ тата, хăй пит ĕçет. Как бы он не пьявствовал, так было бы туда-сюда, а (ведь) он больно льёт. N. Хăш (хăть?) эсĕ вырăнтах пурăнсан тата аптăрамăпăрччĕ. N. Хăвăр укçăра пĕтерсен татаччĕ. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тунă укçана пĕтеретĕр. N. Вăл ахаль иртĕнет пулсан татаччĕ. Орау. Патакки тата, пуши çав, пуши çунтарать. Палка-то еще что, а вот кнут-то, кнут-то больно обижает! (Говорила чувашка о побоях, которые она терпела от мужа). N. Хăй кайни татахчĕ (ладно-бы), ачана вĕлермĕçин юрĕччĕ. || Ну, что же, что... См. Оп. иссл. чув. синт. II. N. Вĕлерсессĕн (лошадь), упăшкине ак çапла элеклесе каланă: санăн аку лашана чиксе вĕлерчĕ. Упăшки уна каланă: вĕлерин, тата мĕн тăвас, тенĕ. || Употр. во многих чувашизмах. Орау. Уярпа (от засухи) пушăт ӳкми пулать (лыки не снимаются) пуль? — Вăл тата мĕлле май апла халь (это еще что, а вот...), ак çĕртме анисем хытса каяççĕ-ха! Красная Горка. Автанĕ тата (а тут еще петух) кĕлет çине хăпарса кайнă та, тек-текех кăшкăрса, улпут пек тăрать. КАЯ. Анне алăк тăрса уçсан, хай килемей: фу! эпĕ килсенех усал сывлăш тухса тарчĕ, терĕ. Эпир аккапа: халĕ пирĕн патра усал (нечистый) çук, тесе, хĕпĕртенĕ-кайнă тата. Чертаг. Сыв пул (Прощай)! — Сыв пул тата! (ответ). К.-Кушки. † Эс савнине эп савсассăн, тата савма юраттăр (т. е. тогда для тебя возлюбленная будет еще дороже, ценнее). N. Эпĕ килте полсан татаччĕ.

теме юрат

можно сказать, что... (не ошибемся, если скажем, что...). Чăв. й. пур. 18. Ĕлĕк ĕнтĕ ачисене ниçта вĕрентме пулман, çавăнпа нимĕскер пĕлмен, теме юрать.

тытса тăр

стоять и держать. N. Пĕри лашана тытса тăчĕ, тепĕри лавĕсенĕ пăхса илчĕ. || Задерживать. N. Эсĕ çак пиçмона (= çырăва) алла илсен, пĕр кун та тытса ан тăр, часрах çырса яр. N. Нумай тытса тăтăм. Çиленмесен юрать, тесе калать, те. Я долго продержал (книгу); скажи ему, что я прошу у него извинения. Скотолеч. 35. Тата хĕлĕх е çăм-тĕк таврашĕ çунтарса, тĕтĕмне сăмса патне тытса тăрас пулать.

тимĕр шапа хуранĕ

назв. привозного лечебного средства. Н. Карм. Тимĕр шапа хуранĕ тарăва юрать, имлемешкĕн; пыр шыçсассăн пыра тарулаççĕ.

тупăлха

(тубы̆лhа), назв. дерева. Хурамал. Тупăлха, таволга. N. Тупăлха — жимолость. Пшкрт.: тобылҕа, таволга. Юрк. Тупăлха, таволжанка. Зап. ВНО. Тупăлха, кустарник; из корней его вьют черенья для плетей, отличается своею гибкостью. Ib. Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрать-ши? Альш. Лаши епле — тур лаша, турти епле — хурама, пĕкки епле — тупăлха. Ib. Шывăн леш аяккинче юн пек хĕрлĕ тупăлха. Ib. Тупăлха теççĕ тата, пĕкĕ аваççĕ унтан. Богдашк. Каччăпа хĕр хушшине тупăлха шăтса тухинччĕ. Ст. Шаймурз. † Тупăлха та турта, турă лаша. Ст. Ганьк. † Сарă-сарă тупăлха, сакăр çĕртен хуçăлчĕ. К.-Кушки. Сирĕн аллăрти туйăрсем тупăлха-и, çĕмĕрт-и? СТИК. Вăл ку тупăлхаран шăхлинчĕ тăват, шăхăртма тытăнат. N. Тупăлха, дерево, красное, как кровь, твердое, не режет нож (нухайкка аври). Ала 71. † Ушкăн кăна, ушкăн, ай, тупăлха, хĕрлисене суйласа касрăмăр. Байгул. Туртисене тупăлхаран тутартăм. Т.- И.-Шем. Вилнĕ çынна çуса тупăка вырттарсан, ун сулахай аллине тупăлха (scr. тупăлăха) тыттараççĕ; тупăлха пулмасан — йĕплĕ хулă, вăл пулмасан — хыт-хура е хĕрлĕ эрĕм тыттараççĕ. Вăл патака ак мĕншĕн тыттараççĕ; çынна пытарсан, ун патне шуйттансем пырса сырăнаççĕ, вилнĕ çын вара шуйттансене хăй патĕнчен çав тупăлха патакĕпе хăваласа ярат, тет. У каждого будто бы есть „тупăлха“, оно сильнее всех других растений для изгнания злых духов. Вилĕ-йăли. Тупăлха — род ивняка, очень жесткое дерево, даже, говорят, будто оно в воде тонет. Кора совершенно красная. На базарах бывают плетенные кнутики из „тупăлха“.

тутă

, тотă, (туды̆, тоды̆), сытый, сытный; сыто, сытно. Панклеи. Карчăк шу хĕрне пырчĕ те, тотă хырăмпа шу ĕçме тапраттĕр (на сытый желудок). N. Эпĕ халĕ тутă, лайăх пурăнатăп. Ст. Чек. Аллă тăххăрăшĕ тутă çулпа каяççĕ, чи кĕçĕнни, утмăлмăшĕ, Иван ятли, выçлăх çулпа каят (из сказки). || Вкус. Альш. Çăвар тути пит кайнă, епле ăçти çук чуп-тунă. Чăв. й. пур. 30°. Пĕрре пиçнĕ ашпа икшер яшка пĕçерттернĕ, пĕр яшкара ашне çинĕ, тепĕр яшкара: тути тухсан юрать, тесе, шăммине вĕреттернĕ. Собр. Сыпрăм-пăхрăм шерпет шыв, виçĕ кунсăр тути каймарĕ. Сборн. по мед. Чей çине, е сивĕтнĕ шыв çине тутăшăн лимон шывĕ е шур-çырли шывĕ хушма та юрать. Синъял. † Ĕçмен куркан тути çук, юрламан хĕрсен усси çук. Менча Ч. Аш тути кĕрсессĕн (= пиçсессĕн. КС.). См. така чӳкĕ. N. Тути (вишни) йӳçенкĕ тути калать. О сохр. здор. Çавăнпа пирĕн шăммисене вĕретес пулать; вĕсенчен чăнах та яшка çине тутă тухать. Юрк. Тутине пĕлсе çиекен çын, теççĕ. Ст. Чек. Аша тутă кĕнĕ (немного протухло); кунăн шăрши капла та, тути епле-ши? Изамб. Т. Тутине пĕлсе ĕçес-ха. Надо пить так, чтобы узнать вкус. Хора-к. Пĕрне (= пĕр хĕрне) исе каятпăр, теппĕрне пăхса хăваратпăр, тути тутлă пулсассăн, виç контанах килĕпĕр; тути юçĕ полсассăн, виçĕ çолтан та килмĕпĕр. Баран. 133. Минералĕ (упомянутый) шывра ирĕлет те, шывĕнчен çав минерал шăрши кĕрекен пулать; тути те çав тутах калать. N. Муççи, чĕлĕмĕн мĕн тути пур? N. Выльăхсем апат тутине илчĕç. Сред. Юм. Тутине сисрĕ, узнал, что хорошо или нет. Çутт. 49. Çĕнĕ пурăнăç тутине те эпĕ Хĕрлĕ çарта анчах илтĕм. || Полный. ХЛБ. Кирек камăн та вăрлăх валли епле те пулсан аван, таса, тутă тырă суйлас пулать. Изамб. Т. Капан тунă чухне вăта çĕрне нуммай хурсассăн, капан тутă пулат (в середине много снопов). || Сытость. Чув. календ. 1911. Хăш-хăш апат выльăха тутă тытать, хăшĕ тутă тытмасть. См. вăрах. N. Тутта сисни. ПВЧ 126. Унтан кĕçĕн вăта пус пур, хырăм пĕр тутти çав пулмĕ-ши? Регули 426. Пĕр ластăк сĕт тутине кĕрет.

тӳнклеттер

понуд. ф. от тӳнклет; бить. КС. Паян туйра пĕр мăн параппана кунĕпех тӳнклеттерчĕç. СТИК. Сӳс тĕвеççĕ пулĕ, пит тӳнклеттереççĕ. Ib. Хӳмене пĕрене пуçĕпе тӳнклеттереççĕ. (Звук, производимый бревном, если ударить о стену). Ib. Пуçран çав тĕрлĕ тӳнклеттерме юрать-и!

хытă

(хыды̆), твердый, жесткий. N. Хытă çĕр, жесткая земля. Ст. Чек. Хытă (о железе). Чув. пр. о пог. 167. Хытă, хыт тăрать (о твердом облаке, с резкими очертаниями). Эпир çур. çĕршыв 10. Пирĕн тырă та курăк та ĕлĕк хытă пулнă вырăнтах питĕ селĕм пулать. || Жесткий (о воде). Вишн. 67. Хытă шыв та аван мар, ун ăшĕнче пăрçа та лайăх сарăлмасть, чей те пиçмест, ĕçме те хытă вăл. || Твердое, жесткое. С. Дув. Хытă юман хыттине касса турпас тухмарĕ; хытă пуян ывăлне ытса укçа памарĕ. N. Мĕн çирĕн? — Хыттипе çемçи. Череп. Чĕре анине хытă кĕрет (подваливает под сердце). || Тяжелый, трудный. Собр. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. (Послов.). N. Сан çăварăнтан тухнă сăмахсемшĕн хытă çулсенче те пăрахмарăм. N. Хытă чирпе чирленĕ çын час вилсе кайма та пултарать. N. Питĕ хытă вăрçă варçать. || Тягость, трудность. N. Вăл пурăнăç хыттине те курнă. N. Пурăнăç хытти чак хытă. Жизнь очень трудна. || Скупой, скуповат, скупость. N. Эй, хытă та! ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. Якейк. † Хоячкам четвĕрт пуçлас тет, хĕрпе кĕрӳ кайччăр тет; пирĕн хончкамăн та хытти пор. Регули 1065. Хытăран никама та памасть. N. Майсăр пуянскер пулсан та, хăйĕн хыттипех. || Устойчивый, соблюдающий себя. Шорк. Хытă хĕр. (Употребляется в смысле хорошего поведения). || Жестокий. N. Хытă чĕреллĕ, жестокий. || Тугой (об ухе). Кама 68. Эсĕ, Митьтя, кунтарах лар, сан хăлху хытăрах. См. хытă холхаллă. || Туго. Тимĕр. Хурама та пĕкĕ кӳлме хытă, чӳлĕкне туртсан авăнмас. Альш. † Пилĕкме хытă çыхайрăм, ăсма хытă татайрăм. Ёрдово. Лашине хытă кӳлсен, тавраш ванать, теççĕ. Пухтел. Хытă уçăлать (о туго отворяющейся двери). || Строгий. N. Закон хытă пулнă. N. Ну, кĕрӳ, питĕ хытă алăра пуль-çке, тепле çăлăнса килен. || Твердо, строго. || N. Ăсна хытă тыт, укçуна хĕсĕкрех тыт. || Строго, сурово. || N. Вăл итлемен çынна эпĕ пит хытă тытăп. N. Ăна тата хытăрах тыта пуçланă. ЧП. Арăму хытă тытсан, эс те çӳремĕттĕн çĕр хута. N. Хĕрарăм пулсан та, хăвăн ачусене хытăрах тыт, вĕсем усала ан вĕренччĕр. Сред. Юм. Ачусĕне хытăрах тыт, ôнсăрăн çын пахчине пит кĕреççĕ. N. Ху ăсна хытă тыт. N. Хытă тăр, сурово, строго жить. Истор. Вăл унта хăйне хăй пит хытă тытса усранă. N. Çынна усал ĕç тума хĕтĕртнĕшĕн хытă сут тăваççĕ. || Грубый, грубо, резко. Баран 58. Хытă сăмах каланăшăн каçар мар. (Может быть надо: „Хытă сăмах каланине каçар“?). N. Вĕсем хытă сăмахсем çĕкле-çĕкле калаççĕ. N. Аннене хытă каларăм, эпĕ сума сумарăм. || Крепко. N. † И вĕçес çук, вĕçес çук, çатан карта хытă тытать. N. Халĕ нимех те тумастпăр, Атăлĕ хытă ларман та. Орау. Çывăрса юлăр.— Ăйăхне хытă çывăратпăр-çке те ăна. Баран. 125. Çанталăк сивĕтнĕçемĕн упанăн ăйхи йывăрланса килет, хытăран хытă (все крепче и крепче) çывăра пуçлать. Кан. Çĕршыва сыхлас ĕçе хытăран та хытăрах вăйлатма кирлĕ. N. Хытă çыврать. Спит крепко. || Плотно. N. Куçусене хытăрах хуп. || Громко. Янтик. † Тата хытăрах каласан, хамăра вăй килмĕ-ши? (Вăйă кĕввисем). N. Хытă кала 1) громко, 2) строго. Альш. Пӳртре хăнасем ĕçеççĕ: шавлаççĕ, калаçаççĕ. Сас-чĕвĕ хытах пӳртре. || Терпеливо. N. Вăл çав асапсене пит хытă тӳссе тăнă. || Быстро. N. Эс хытă отатăн! Ты ходишь быстро. Регули 1401. Эп кортăм, пит хытă чопса кайрĕ. || Много. Вишн. 60. Хытă, час çисен: ку çын çиессе те сатур çиет, ĕçлеме те сатур ĕçлет пулĕ, теççĕ. О сохр. здор. 98. Çиессе те хытă çиеççĕ, ĕçлессе те лайăх ĕçлеççĕ. Синерь. Хваттер хуçисем калаç, тет: пирĕн пĕр стряпкă пурччĕ, çав юмаха (сказки) хытă пĕлетчĕ, тесе калаççĕ, тет. Регули 1402. Хытă çият, ĕçлет. Якейк. Эс онпа хытăрах калаç-ха, вăл сана тем те кăтартĕ. А ты говори с ним больше, еще не то будет. Ib. Эс хытăрах шыва кĕр-хе (к этому можно прибавить: пĕтĕмпех те полăн, т. е. еще утонешь). || Здорово. N. Хытă лартать вăл тĕлĕк, шуйттан. || Сильно. Çутт. 62. Кĕркуннехи тăм хытах укнĕ пулмалла. N. Çумăр хытах çуман. Капк. Сывалĕ-ха. Хытах ӳсĕрмест. А.-п. й. 70. Пӳрнески хытăран хытă шăхăрать. N. Вăрçă питĕ хытă вăрçать. N. Патак ил те, хытă ишсе кăларса яр. ЧС. Алă тата хытăрах ырата пуçларĕ. Юрк. Улпут пĕре çапла эрех ĕçсе пит хытă ӳсĕрĕлнĕ. Капк. Эп сире питĕ хытă кĕтрĕм. КВИ. Чул çумĕнче пĕр этем ларать хытă йăнăшса. N. Йăвăçсем хытăран хытă кашла пуçларĕç. А.-п. й. 15. Йытă тус, ытла хытă ан вĕр-ха, атту кашкăр килсе иксĕмĕре те çисе ярĕ,— тет. Ib. 4. Анне пăхса тăман та, яшка хытă вĕренĕ, мулкач хытă вĕренипе хурантан тухнă та ӳкнĕ. || Очень. N. Сана Верук хытă кĕттĕр ( = кĕтрĕ): килет пулĕ, тесе. Альш. Чĕнтĕм хытă, тет: килес, терĕç. Ib. Хăйсене пыма питĕ хытă каларĕçĕ. Чхĕйп. Пит хытă хăранă. Очень боялись. Регули 1403. Хытă çиленчĕ он çине. N. Арăма кĕркунне укçа хытă кирлĕ пулнă (пока добились). Изамб. Т. Пурсăмăр та пит хытă ӳсĕрĕлтĕмĕр. N. Питĕ хытă тав-тăватăп вăлсене. || Очень хорошо. N. Хотла хытă пĕлетĕп. тетчĕ. || Настойчиво, смело. N. Унта халăхшăн хытă тăракана суйлас пулать. || Крутой (о каше, о яйцах). Чураль-к. Хытă пăтă çимĕттĕм, çăвне кура çиетĕп. Череп. Хытă пиçнĕ çăмарта. О сохр. здор. Çăмарта чĕрĕлле те, калеклĕ пĕçернине те, хытă пĕçернине те çиме юрать. || Назв. болезни. N. Эпĕ хасĕр пăртак сымартарах выртап больницара, хысанаран ăш хытти туртать, и пилĕк ыратать (б. Чист. у.). Ст. Чек. Ăша хытă кĕни. Чăв.-к. Эпĕ ăша хытă кĕнипе ни йĕре пĕлместĕп, ни тăра пĕлместĕп. N. Вилĕм хытти туртнипе (предсмертные судороги). N. Юмăç карчăкки аллине кĕпе айĕнчен хырăм çинелле (мне) чиксе ячĕ те, хырăма аллипе пуса-пуса калать: ак кунта Ишек хытти, ак тата Кипĕт хытти. Ишеке çурта кайса памалла, Кипĕте хур пусса чӳклемеллĕ, тет (от боли в животе). Моя автобиограф. Будучи лет 9 или 10, я заболел какой-то внутренней болезнью. Мать повезла меня к Семеновой старухе. Меня положили вверх лицом. Йомзя подсунула свою руку под мою рубашку и щупала мой живот, при чем говорила: а вот это Ишек хытти (т. е. это жесткое место от Ишаковского бога), а это вот Кипĕт хытти (от киремети Кипĕт) и т. д. Альш. Шыв хытти; ăншăрт хытти; сивĕ хытти; çын çилли хытти; кĕлĕ хытти; вилĕ хытти; вилĕм хытти. Ib. Мананкăкăр айне сивĕ хытти кĕрсе каять та, сывлама йывăр пулать. N. Çын çилли хытти = çын çилли чирĕ. См. çын çилли чирĕ. (вып. ХII, стр. 154). || Назв. поля. Тайба Б.

хăйă

(хы̆jы̆), лучина. N. Пĕр аршăнтан тухать çĕр аршăн. (Хăйă чĕлни). N. † Кăмакара хăйă шăлтăртатать, хăйă çутас вăхăт çитнĕ пуль. N. † Çутсан çут хăйăна çутăрах, хăйăн вĕçне татса тăрăрах. КВИ. Хăйă çунать ташласа хура пӳрте çутатса. N. Хурăн хăййи, березовая лучина. N. Хăйăр, ваша лучина. || Огонь. Вилĕ йăли. Çутăлсан, хăйă пăрахнă пăрахман вăхăтра. Во время рассвета, когда уже можно потушить огни. Трхбл. Хулана хăйă çутнă вăхăталла çитрĕмĕр. К.-Кушки. Хăйя сӳнтер-ха, погаси-ка свет. || Клин по обоим бокам одежды. КС. Кĕпе хăййи = клин. К.-Кушки. Кĕпен хăййи кĕскерех пулчĕ. Илебар. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăййи те юрать пире. Кĕпе хăййи памасан, кĕпе çанни те юрать пире. Ст. Чек. Кĕпене тепĕр хăйă хушрăм та, аслăланса та карĕ. Я еще вставила в рубаху клин, и она стала шире. Изамб. Т. Кĕпе хăййи, боковой клин на подоле рубахи. Ib. Кĕпе хăййи кастарма кайнă. ЧП. Сылтăм арки хăййи (у камсул). N. Кăвак камсул, йĕс тӳме, сылтăм хăййи пулăттăм. || Сред. Юм. Пир хăййи тесе пир тĕртнĕ чôхне кĕрĕ хыçĕнче пир коммине уйăрса пĕр пиккине çиелелле, тепĕр йышшине аялалла туса тăракан патака калаççĕ. || Хăййи, часть шерстобойки.

хăтана пыр

сватать. N. Иван хăтана пынă ун йăмăкĕ патне. Орау. Карчăкĕ хăтана пычĕ, тит те, мĕлле эпĕ çапла шухăшпа килтĕм те, пама шухăш тытатри, çук-и тесе каларĕ, тит. Хăти: юрать, парас, вĕсем сăрана лайăх тăваççĕ,— терĕ тит те, вара кайран сăмахĕ те пĕтрĕ, тит, хĕре те килĕшсе пăрахрĕç, тит.

курăс

корăс (-ры̆с), мочало. Слакбаш. Курăс — несодранное мочало (на лубе). Ib. Курăс пулнă. Липовый луб, лежащий в воде, уже готов, может быть употреблен для дранья мочала. Юмансар. Курăс — мочало, которое еще не поступило в производство (см. мунчала). Ib. Курăс касма каятпăр. Мы идем рубить (липу) на мочало. Ib. Курăс хут, мочить мочало. Ib. Курăс сĕветпĕр. Ib. Курăс леçме каятпăр. Мы едем (отправляемся) с мочалом. См. Paas. П. Якейк. Эсĕр корăс кăларма хăнча каяттăр? Ib. Эпĕр кăçал корăс çĕр алă пăт кăлартăмăр. Ib. Порнаççĕ çав, килĕнче мочалалăх корăс çок! (мочала — сĕтел, пӳрт орай, сак çумалли, корăсран тунă япала). Календ. 1910. Хăмла-çырли хуллисем çĕре ан ӳкчĕр тесен, вĕсенĕн йăранĕ тăрăх ик енчен те пĕр аршăн çӳллĕш пăралуксем çумне курăспа çыхма та юрать. Пус. Пĕри тула тухать, тет те, такана (барана) тытса, урисене курăспа çыхать, тет. N. † Курăс, курăс кут сыппи тенкел ури айĕнче. N. Кĕçĕн ывăлне каларĕ, тет: акă манăн кĕлетре пĕр курăс мунчала пурччĕ, сана çав пехил (завещаю тебе), тесе каларĕ, тет. N. Корăс ачи Елена (девочка, которая раздирает на полосы мочало?). Шорк. Корăс татăк ('), кусок мочала. Ib. Корăс — мочало, из которого еще ничего не сделано, иногда зовут его и „мочала". Ib. „Мочала" обыкновенно = мочалка (для вытирания). Мочала — сак шăлмалли; корăс — длинное мочало, на рогожи. КС. Курăс — длинное мочало. Кон. 1929, №98. Тата Якур Мĕтрийĕ иртнĕ хĕлре Каврила Уçăпне курăс чĕртерсе усрарĕ.

Турă амăшĕ курки

назв. моленья (совершается одновременно с чӳклеме). Ходар. Турă амăшĕ куркине ак çапла тăваççĕ. Пăтă тиркине тытни пĕр курка сăра илет те, кĕрекене тăрса, тĕпелте ларакансене калать: хурăн-шуркассисем! хуçа калать: ятлă курка ярас, тет, пуççапса, тав туса ĕçмелле, алă тытса, чуп туса уйăрăлмалла. Юрать-и? тет. Лешсем: юрать, юрать! теççĕ. Унтан алăк патĕнче ларакансене калать: алăк патĕнчи алпассем! хуçа калать: ятлă курка ярас, тет, пуççапса тав туса ĕçмелле, алă тытса, чуп туса уйăрăлмалла. Юрать-и? тет. Çыннĕсем: юрать, юрать, теççĕ. Тав сире эппин! тет те, сăрине ĕçсе ярать. Унтан çав куркана хуçине тултарса тыттарса лартать те, хăй ӳксе пуççапать. Хуçи: тав сана, тет те, сăрине ĕçет. Пуççапаканĕ тăрать те, курки çине сăра тултарса, хăй илсе ĕçет. Унтан каллех хуçине парать. Хуçи куркана арăмне парать те, арăмне пуççапать; арăмĕ упăшкине пуççапать. Çапла вара кил хуçипе арăмĕ хире-хирĕç пуççапса чуптусан, арăмĕ куркана пĕр çынна тав туса тыттарать, ăна ӳксе пуççапать. Çыннĕ хăй çумĕнче лараканне тав туса ĕçет. Хай хуçа арăмĕ пуççапса тăрать те, леш çыннĕпе алă тытса чуптăваççĕ. Çав курка çине каллех сăра тултарать те, хай çын, хăй тав тунă çынна куркана тыттарса лартса, ăна пуççапать. Леш тата хăй çумĕнче ларакана тав туса ĕçет. Пуççапаканнĕ (так!) тăрать те, хăй пуççапнă çынпа алă тытса чуптăваççĕ. Вăл çыннĕ хăй тав тунине пуççапать. Курка тытни çумăнчине тав туса ĕçет. Çапла вара йĕркипе, çын пĕтичченех, тав туса ĕçсе пуççапаççĕ. Пурте ĕçсе пуççапса тухсан, куркине пăтă тиркине тытса чӳкленнĕ çынна кайса параççĕ. Вăл вара татах пĕр курка сăра тултарса илет те, кĕрекене тăрса, тĕпелте ларакансене калать: хуран-шуркассисем! сире пурне те ятлă курка тиври? Кама тимен, хам пата килĕр, алăра курка пур! тет. Çыннĕсем: тиврĕ, тиврĕ! теççĕ. Унтан алăк патĕнчисене калать: алăк патĕнчи алпассем! сире пурне те ятлă курка тиври? Кама тивмен, хам пата килĕр, алăра курка пур! тет. Лешсем: тиврĕ, тиврĕ! теççĕ. Тав сире эппин, тет те, сăрине шалт хурать. Çапла пĕтерсен, пăртак сăра ĕçкелесе лараççĕ те, пурте саланаççĕ вара.

кăткă

(кŏткŏ, кы̆ткы̆), муравей. СПВВ. ПВ. Кăткă или кĕткĕ, муравей. Н. Седяк. Çĕнĕ пулас çурт вырăнне чул е çĕрĕк çăпата пăрахаççĕ; çавсен айĕнче кăткă пулсан, ларма юрать, çурт лартма. О сохр. здор. 53. Çын темиçе кун пĕр çав ыраш амăшлĕ çăкăра çисе пурăнсан, çынна хăй çурăмĕ тăрăх, пурнисем тăрăх кăткăсем чупса çӳренĕ пек туйăнать. Тюрл. Опа кăтки (крупный), хора кăткă (кŏпкŏ), сарă кăткă. Питушк. Хура кăткă, сарă кăткă. Тюрл. Упа кăтки — самый крупный муравей (темно коричневого цвета). См. кĕткĕ.

кăштак

беспорядок? Курм. Урмаево. Сӳс пилĕк тĕслĕ пулать: 1) кăштак — начарри, аçлăк тума юрать; 2) лапташки — унтан йĕм тума юрать; 3) палчес — кĕпе тума, йĕм тума юрать; 4) штульпи — çинçе кĕпе, сурпан тума юрать; 5) вар (вар') — самое лучшее, из которой получается тонкая ткань.

кĕлĕ кĕтекен

наблюдающий за мольбищем. N. Кĕлĕ кĕтекен; вăл çынна кĕлĕ хăй суйласа илнĕ, теççĕ. Вăл çын ăçта кĕлĕ пур çĕрте, çулталăкра пĕре, тасатать. Унта кайнă чухне юсмансем, юсмансем çине пыл хурса каять. Çав кĕлĕ кĕтекен çын тиç (так!) тирмен (так!) çын патĕнче яшка-çăкăр çимест, кĕл тунă куркана ĕçмест. Вилсен, çын çине выльăх пуссан, ăна та çимест. Кĕлĕ кĕтекен çынна тарçă теме юрать, мĕшĕн тесен вăл тарçă пек кĕлĕ вырăн(ĕ)сене тасатать. Вăл кĕлĕ тасатма çурхи шыв кайнă вăхăтра каять.

кĕлле кĕр

служить в церкви. N. Аслă типĕре çичĕ эрне кĕлле кĕнĕ (служили). Вутра 30. Каçхи кĕлле кĕме чан çапать. || Аттик. Чӳк сурхисене (овец) сĕре çын пусма юрамасть, кам кĕлĕ тăвать (жрец), çавне (так!) анчах пусма юрат, теççĕ. Урăх çын пуссассăн, кĕлле кĕмест, теççĕ. Пуссассăн, какайсене тыткалама юрать, теççĕ. НТЧ. Тата чӳкленĕ вăхăтра: çын пырса ан кĕтĕр, тесе, хапхасене питĕреççĕ; çын пырсан, кĕлле кĕмес, теççĕ.

кĕпе пӳ

кĕпе пĕвĕ, стан рубахи. Илебар. † Вуник кĕпе памасан, кĕпе пӳ те юрать пире.

кĕштеклĕх

материал на ластовицы. N. † Тăрăх хура пусма, кĕпелĕх мар, кĕштеклĕх. Илебар. † Сыпмалла (часть рубахи) та памасан, кĕштеклĕх те юрать пире. (Свад. п.). Альш. † Хрантсус та пусма Киттай пусми кĕпелĕхех мар-çке, кĕштеклĕх.

тĕк

пух, перо. Завражн. Чăх чĕппи тохсассăнах, амăш айĕнчен илсен начар полать, çав начар чĕппех амăш айне ярсассăн амăш тĕкне çисе чĕрĕлет, тет. Пшкрт. Хор тĕк тони; ĕлĕк çонат тĕкпеле çырнăç. Сред. Юм. Хама йоратнă аттене чĕнме туххăм тĕк пик вĕçсе кайса килем (очень скоро). Абыз. Я тĕккӳ шăнсассăн? – Вут хурăп ăшăнăп (о синице). ГФФ. † Ай, пичи Микита, пирĕн олаха пит ан пыр, корак тĕкне татнă пек санăн çуçна татĕçĕ. Эй, брательник Никита! Ты больно-то не ходи на наши посиделки, а то тебе оборвут твои космы, как ощипывают перья у вороны. ТХКА 78. Асатте лашине тилкепепе туртнă, тет те тĕк пек чуптарнă, тет. || Волоски. N. Сăмса шăтăкĕнчи тĕке туртса кăларма юрать-и? N. Сăмса çинчи тĕксене мĕшĕн çăлатăн? Сăмсу çинчи тĕксене мĕшĕн çăлатăн? || Шерсть (лошади). Скотолеч. 4. Лашана тĕкĕ майлă та, хирĕçле те шăлкала (чисти). || Особенность. НИП. „Чăваш тĕкĕ пур. Сохранились чувашские особенности (у человека)“.

чал

первая желтизна на листьях. Орау. Рашчари çăка çулçисене чал кĕнĕ, ыраш акма юрать ĕнтĕ,— ĕлĕк ваттисем çапла калатчĕç. || Ст. Чек. Пĕрре те чал кĕмен, ватăлман, çӳçсем кăвакарман.

чикелен

чикеленсе кай, кувыркаться, кубарем покатиться, перевертываться через голову, перекидываться через самого себя. N. Çавăн чухне вара юлташĕнчен кулакан ача пуç хĕрлех чикеленсе кайнă. Эльбарус. Эпĕ çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохна, чăнкă пиркипе чикеленсе, йăваланса çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. Икково. Чикеленсе, не перекувыркнуться, а только ткнуться, спотыкнуться. N. Алăкĕ урлă каçнă чухне мана пĕри хыçран тĕртрĕ те, эпĕ чикеленсе кайрăм. N. У (= вăл) хăй шува чикеленсе карĕ (упал в воду). N. Пырсан пырсан (за ямщиком), вăл тем пек ывăнчĕ, тет те, пĕррех чикеленсе кайрĕ, тет. Юрк. Аптăранă енне нимĕн тума пĕлмесĕр кая-кая ӳксе чикелене-чикелене каять. N. Çак ачан лаши темрен такăнчĕ те, чикеленсех карĕ. Баран. М. Иккĕ-виççĕ çаврăнса чикеленсе антăм. N. Чикеленсе карĕ, спотыкнулся и упал. Халапсем. Хытă пынă чухне лаши ăнсăртран такăнса чикеленчĕ кайрĕ. Ib. Ун çинче утланса ларса пыракан улпучĕ те, лашинчен малалла чикеленсе пыра пуçларĕ, тет. || Ложиться спать. Орау. Вырăн çинелле чикеленес тетрим, юрать-çке, каç та пулнă ĕнт. || Опираться. || N. Чикеленсе, старательно.

чĕн

звать, приглашать, кликать, говорить, отвечать. N. Ан чĕн! чарăн! Молчи! перестань! Дик. леб. 46. Ташă ăстисене чи илемлисене чĕнсе пуçтарма хушать. Велел позвать лучших танцовщиц. ГФФ. † Чĕннĕ çĕре килме лайăх. Хорошо приезжать званым гостем. ЧК. Çакă ан пултăр тесен, ăста напоршчĕксене чĕнсе илес пулать. Капк. Апла пулсан юрать. Кирлĕ пулсан тухтăрне чĕнме хамах кайса килнĕ пулăттăм. N. Чĕнмест, молчит, не отвечает. Ск. и пред. чув. 56. Хăй нимĕн те чĕнмест. N. Чĕннĕ-чĕнмен килсе çитрĕç. Не успели пригласить, как они уже явились. N. Хирĕç чĕн, прекословить, возражать.

хĕвел-çавнăш

подсолнечник. Абыз. Альш. Хĕвел çавнăшăнне пуçне татса хĕвел çине типме хураççĕ. N. Хĕвел-çавнăшĕн аври хĕлле çул çине маяк лартма юрать. || Семянки. Сред. Юм. Шел. 57. Хашĕ хĕвел-çавнашĕ, хăшĕ мăйăр катаççĕ.

хĕр

калиться, закалиться, накаливаться, N. Килне юлаканнисем тула тухса хĕрнĕ чул утса яраççĕ. (Похороны). Микушк. Мунчи хĕрсе çунна вăхăтра чулĕ çурăласса-çурăласса çитет-çке. N. Пӳрт пĕренисем тимĕр пек хĕрсе кайнă (накалились). N. Аслăк питĕ хĕрсе çитнĕ-мĕн, темле çунса каяйман. N. Çумăр пулманнипе çĕр хĕрсе çурăла пуçларĕ. Кĕвĕсем. Шурă мунча вутти хĕрсе çунат, турчăкине чиксе пулмарĕ. || В переносном значении. Бугульм. Шурта мунча вутти хĕрсе çунать, ик сар хĕрĕ хĕрсе шыв йăтать. Полтава 10. Ватă чĕре еррипе хĕрет вутлă шухăшпа. Тип-Сир. Пачăшки пуртре хĕрсе çăвăрать (спит во всю) тет. Алик. Хĕрсе çĕмĕрт çорлас чох мĕншĕн тăнех ӳкет-ши? Вĕсене курмах çамрăксем те тата питрех çĕкленсе кайса хĕрсе ташлаççĕ. N. Хĕрлĕ-хĕрлĕ автана хĕрсе турă çуратнă. С. Дув. Хĕрсе тырă выртăмăр, хĕр сăрине карăмăр. ЧП. Хĕрсе хĕвел пăхнă чух. N. Хĕрсе ĕçлеççĕ. Тюрл. Манăн матка хĕрсе вырать. Скотолеч. 14. Çапах та çапла имлесен, вăл хуллен ĕçлеме юрать, пĕр хĕрсен, чуптарма та юрать (лошадь). N. Çапах та хĕрсе кайнипе пĕрре те ыратни сисĕнмест. || Преть. О земл. Юр айне пулсассăн, вĕсем хĕреççĕ те çĕре пуçлаççĕ. N. Типĕ навус часрах хĕрет, çавăнпа ĕçе те часрах каять. КС. Хĕрне, затхлый. Ib. Тырă хĕрсе кайнă. Хлеб стал предым, затхлым. Ib. Сĕлĕ хĕре пуçланăччĕ... Скотолеч. 8. Типмесĕр хĕрсе выртнă курăк. || Перегорать (о муке, не высыпанной из мешков; перегорелая мука дает тесто, которое легко уходит из квашни). Пухтел. N. Хĕрсе кăвакарса кайнă çăнăхран пĕçерсен, çăкăр никçан та аван пулмасть. || Опьянеть. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Якейк. Хĕрсе çитсен (когда разойдется от алкоголя), хĕр йорлать, пирĕн мĕншĕн йорлас мар. Ib. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, эпĕр йорласан мĕн полĕ. Сĕт-к. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, пира (= пире) йорласан мĕн поль-ши? Изамб. Т. Ул та чипер хĕрчĕ (опьянел), манăн та пуçа кайрĕ. Собр. Пирĕн çамрăк ачасен пуç хĕрмесĕр кăкăри çаврăнмаст. N. Пирĕн пек çамрăк ывăл-хĕр пуç хĕрмесĕр кăкăр çавăрăнмасть. Тайба Т. Пирĕн пек те ватă, ай, çынсенĕн пуç хĕрмесĕр кăкăрсем, ай, хĕрмеççĕ. Васильев. Ĕçсен-ĕçсен, хăнасем хĕрсе каяç те вилнĕ çын çинчен манаççĕ, хĕр туйри пек хĕпĕртесе вăйăç чĕнтереç. N. Кăшт хĕрнескер, пупа пĕрте шикленмесĕр анпуççи çине хурса йăтса тухса кайнă çырманалла. ТХКА 95. Хĕрнĕ майĕпе пулмалла, Митюк арăмĕ çуталса кайнă, авкалана-авкалана юрлать. Шел. П. 30. Хăшĕ сăра лапкинче пăртак ĕçсе хĕреççĕ. С. Дув. Вăл пуç хĕрмесĕр юрламаç.

шалатка

крупной; редкий (о ткани). || СПВВ. НН. Шалатка — шултăра япала. Пир тĕртмелли хĕçе, тата алана та: ку ытла шалатка, ыраш витĕрех юхса тухмалла, теççĕ. СПВВ. ЕХ. Хĕçĕн шăлĕсем сайра пулсан, шалатка теççĕ. Моркар. Шалатка хĕç — сайра хĕç. Н. Карм. Шалатка хĕç, редкий. Ib. Шалатка хĕç — сайра шăллă хĕç. Сред. Юм. Мĕншĕн пит шалатка тĕртен эс ку пире, мĕн тума юрать ку, кăçан вĕренмелле ĕçлеме! Б. Олг. Шалатка пир, редкий холст. || Громко говоряший, слишком откровенный, рассеянный. Моркар. Ст. Чек. Шалатка калаçат, шултăра калаçат, ĕсре (зря) калаçат. Говорит ни с чем не считаясь (иногда непристойно), шумно, болтает без толку, особенным голосом. Янтик. Шалатка тесе кăшкăрса, хăвăрт, ялан смахлакан çынна калаççĕ. СПВВ. КЕ. Шалатка тесе питĕ сăмахлама юратакан хĕрарăмсене калаççĕ. Шалаткасем ĕçлеме питех юратмаççĕ, вĕсем килĕрен киле чупма юратаççĕ. || ЙФН. Атти килĕ шалатка, шалатка пулин те сала пак, епле тухса каям ши? || Неряха. Тюрл. Эй, шалатка! чипер тыткала пĕлместĕн (неряха, прольет или что).

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

-ши

вопросительная частица, выражающая колебание говорящего, иногда соответствует русской частице „ли“. N. Хăçан ку вăрçăн вĕçĕ полĕ-ши? N. Апаша хăçан çитсе корăп-ши? А.-п. й. 31. Ĕнер пĕр кашкăр тытса çинĕччĕ, паян тепрер упа тытса çисе пулмĕ-ши? — тет кăна хирĕç сурăх таки. Абыз. Атăл çинче алă лаша, çилкисем виттĕр çил вĕрет! Пирĕн çӳçсем пулмĕç-ши? Дик. леб 35. Тĕлĕкре пулчĕ-ши ку, е чăнахах-ши? N. Утсем ырхан, çулсем хура, юртаймĕ-ши çулсене пĕр тикĕс? Ай-хай ĕмĕрсем çамрăк ĕмĕр, иртеймĕ-ши ĕмĕрсем пĕр тикĕс. ЧП. Хура вăрман çинчи хура пĕлĕт юхаймĕ-ши вăрманăн хыçнелле? Эпирех те ĕлĕк выляни-кулни каяймĕ-ши ĕмĕрĕн тăршшĕне. А.-п. й. 61. Çав вăрмана кайса пăхам-ха, йăвăçсем мана ăшăтмĕç-ши? — тет пĕчĕк кайăк, вăрăммăн сывласа илсе. Образцы 68. Пĕтĕ-ши ку нуша манăн, пĕтмĕ-ши? Каймĕ-ши вăл ман ĕмĕре? N. Паранкă-ши? Это картофель что ли? N. Çийĕ пархат, пуçĕ калпак — пирĕн аппа мар-ши çав. А.-п. й. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? тет. Образцы 111. Хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? N. Ялан çамрăк ăспа çӳресен, ыра çын ачи-пăчи темĕç-ши? Ала 59°. Пилĕкри пиçиххисем салтăнмасть-ши, пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртмест-ши? (Солд. п.). Сала 347. Эпĕ ӳкмĕп-ши тесе хăра пуçларăм, мĕншĕн тесен эпĕ унччен чăнкă çĕртен ярăнман. N. Эсир мана пĕр-икĕ листа хут памăр-ши? Якейк. Эс мана Кăрмăша еçмĕн-ши? (не отвезешь-ли?). Ib. Эс мана Кăрмăша еçимăн-ши? А.-п. й. 37. Мана та алтса памăн-ши? — тет улатакка. Ib. 81. Пăрçа çĕрне сухаласа акмашкăн лаша памăн-ши? — тет. Ib. 73. Хуньăм, пире пĕрер пăт салат памăр-ши? — тет Ваçлей. Он говорит: „Тестюшка, не отпустишь ли нам для праздника пудовку солода? Ib. 57. Сăмса çине хăпарса ларса юрласа кăтартмăн-ши? тет тилли, тата ытларах йăпăлтатса. Ир. сывл. 21. Ах! Ăшшăн-ши, сиввĕн-ши? Альш. Кайсан-кайсан, темиçе çĕр çухрăмах кайсан-ши ĕнтĕ, сахалтарах кайсан-ши, Атăла юхса кĕрет, теççĕ. Шурăм-п. Хĕрне качча панă, тет, виççĕр алă çухрăма. Пĕр-ши çул-ши пурнать, тет, ик-ши çул-ши пурнать, тет, виççĕмĕшĕ çулĕнче курма каяс терĕ, тет. Орау. Пуçĕ (у него) чăнах та ыратать-ши? Но: пуçу (у тебя) чăнах та ыратать-и? СТИК. Час килет-ши ĕнтĕ? Ib. Унтан кайран кирек ăçта та кайма юрать-ши вара? Ib. Çавăнта карĕ-ши ман ачам, те унта мар? || Изамб. Т. Эпир те çапла ӳстернĕ-ши? N. Ужель и мы так растили? Ib. Вăл мана улталарĕ-ши? Неужели он меня обманул? || А.-п. й. Кĕрӳ нуши ăçта-ши? Кĕрӳ нуши ăçта ши?! тесе кăшкăрать. Где же нужда зятя? Где же нужда зятя? — кричит он. Ib. 109. Ман çак качакана ăçта ярас-ши? — тесе ыйтать хуçисенчен. Изамб. Т. Елчĕк çуннă иккен.— Миçе кил çуннă-ши (сколько же дворов сгорело)? Образцы 60. Пĕртте ырапа усала, ай, курмасассăн, епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем. Орау. Ах, тур-тур-тур, камах турĕ-ши капла? Пĕтерчĕ пурнăçа пĕтĕмпех! (Так говорила женщнна, когда горел их дом от поджога). Тим. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн сăвăр тирĕ епле ши? Ачаранпа туслă пурăнаканăн, унăн чĕлхи-çăварĕ епле-ши? N. Мĕн-ши ку? Мĕн тумалли-ши ку? Букв. 1900. Çула çырмари шыв ăшă, пусăри (тарасари, çăлри) сивĕ,— мĕншĕн-ши вăл? || Часто соединяется с частицей мĕн. Альш. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ-ши-мĕн ку чăвашсем те? Сред. Юм. Анне парса ячĕ-ши-мĕн кона ман валли? || Часто соединяется с частицей ха. Зап. ВНО. Миçе сехет ши-ха халь? Б. Илгыши. Хулхи каланă (лисице): эпĕ халĕ, йăтăсем карĕç-ши-ха тесе, итлесе выртатăп, тенĕ. Бес. чув. 13. Ку Микулай мĕн тума кун çинчен калаçать-ши-ха? Мĕн кирлĕ ăна?

шур çырли

клюква. Абыз., Мыслец, Изамб. Т., Ст. Чек. Сборн. по мед. Чей çине, е сивĕннĕ шыв çине тутăшăн лимон шывĕ е шур çырли шывĕ хушма та юрать.

пакша

(пакша), белка. Шурăм-п. Юман çăвăлчи пакша хăлхи пек пулаччин çур тырри акма юрать. || Назв. растения. Вомбу-к. Пакша (ыраш вырнă çĕрте сыпăлă ӳсет).

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

пылчăкла

загрязнить, запачкать грязью. ППТ. Нумайĕшĕ Мункун йĕпе килнĕ çулне, ӳсĕрĕлсен, лашисем çинчен ӳксе тем тĕрлĕ тумтирсене пылчăкласа варлаççĕ. Чăв. Ялĕ. Малтан пылчăкласа кăларнă улăма пĕр-ик кунтан витме те юрать (ею покрывают крышу).

пичетле

запечатывать, опечатать. N. Нӳхрепĕнче пичетленĕ пичĕки пур. Никит. † Эпĕ тухса кайсассăн, хĕрсене сăнчăрлаччăр, уллах пӳртне пичетлеччĕр. N. † Эпир тохса кайсассăн, олах пӳртне пичетлĕр, варлă хĕрне сăнчăрлăр. Орау. Пичетленĕ те, унтан вара уçман (библиотеку). О сохр. здор. Ун пек мунчара вут тухса каяс хуйхи çук, çавăнпа ăна нихçан та пичетлемесен те юрать. || Сделать отпечаток. КС. Юра алăпа пичетлерĕм (отпечаток сделал). || Забрушить. Турх. Пичетленĕ карас, забрушенный сот. || Печатать книги. См. пус, çап.

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

пуçтар

, поçтар, собирать, набирать. Изамб. Т. Ырашăран пуçтарса çӳрет (рожью собирает, ругу). N. † Аттепеле анненĕн килне тытма кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. † Çĕр çитмĕл пĕрене эп пуçтартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Ст. Чек. Пуçтаракан, собиратель кож, тряпья и пр. Орау. Пĕр кунтăк хăяр пуçтартăмăр (набрали). Ib. Кĕнекисене пуçтарса леçтермен-ха. Еще не собрал и не отправил книги. Чаду-к. Вăлтине пуçтарса киле карĕ. || Нищенствовать. Ала 12. Пĕр пуçтарса çӳрекен ватă арăм. N. Ку тăхăнчĕ (надел), тет те, карĕ, тет, пуçтаркалама (по миру). || Покончить (с делами), убраться. Качал. Карчăк калать: юрать, юрать (можно), акă эпĕ те каятăп ĕç пуçтарсан (когда уберусь), тит. || Прибрать. Собр. 429. Ташла пĕлмен урине çатан çумне пуçтарас, пупле пĕлмен чĕлхине вĕри шӳрпе сыптарас. || Свертывать. Скотолеч. 23. Лаша тăватă урине те хырăм айнелле пуçтарса тăрать. || Спрятать. Б. Хирлепы. Хутне пуçтарса илчĕ (спрятал), тет те, сулахай енчи çулпа карĕ, тет. СТИК. Çак атта кĕлете пӳлмене пуçтарса хурас (надо спрятать в амбар). || Спровадить, убрать. N. Ку япалана ыранччен ăçта-та-пулсан пуçтарса хурас пулат. Нужно эту вещь (мертвого) спровадить до завтра куда-нибудь. N. Çавăнпа ялсене, халăха çĕр париччен унтан юрăхсăр çынсене пуçтарас пулать. || Убить, прикончить. Т. VII. Куна пуçтарса хурасси хураймарăм; ĕнтĕ тепре тупса пулаймĕ-ши. Ăна вара часах аллăмран ĕçермĕттĕм. Сунт. Çул çинче эпĕ ăна пуçтаратăпах. Ск. и пред. 62. Унтан сасартăк Утяка мăйран пăвса тытать те, çапла кăшкăрать: эсĕ те унтах пултăн-и пĕрле? Халĕ çийĕнчен кулса çӳретĕн-и? Çакăнтах пуçна пуçтарса хурам! Ау 40. Унтан вара пуп пуçтарат та хурат арăмне (убивает). N. Хăш чухне сут пуличчен редактăра хăйне те пуçтарса хураççĕ: тĕрмене хупса лартаççĕ. || Уничтожать. Ст. Яха-к. Кăна эсир пăртак тăнă пулсан, тикĕн пулман пулĕччĕ ку: е хăвăра, е выльăх-чĕрлĕхсене пуçтарса хунă пулĕччĕ (прибрал бы, уничтожил бы он, т. е. чӳк. Здесь чӳк в смысле божества). Орау. Пĕр кунтăк хăяра пуçтартăмăр (съели, уплели). || Собрать (о машине). N. Вĕсене хăш япалисене ешчĕкпе, хăшне ахалех парса яраççĕ; машинăна килте пуçтарас пулать. || Снять (урожай). Юрк. † Арман умне вир акрăм (посеял), пуçтарса илме сĕлĕ мар.

пӳ

рост. Тайба Т. † Хĕрсем пĕве кайнă чух та, сивĕ куçпа ан пăхăр. Собр. Ӳксе пĕве кайимарăм, питĕмрен хура каймарĕ. (Сак ырати). МПП. Пӳ — çĕр пĕвĕ, рост. || Возраст. Цив. † Эпĕ çак ялтан тухас çук, пӳ çитмесĕр ан илĕр (раньше, чем приду в возраст). Сала 302°. Пӳ епле, ĕмĕр çапла килет, тет. (Послов.). || Туловище, корпус, стан. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ; пĕвĕм-çийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумăш пек. Алешк.-Сапл. † Ман пӳ юлать çĕр айне. Шибач. Пӳ çĕклеми ĕссĕр полтăм. N. Шемшер урам — вăрăм урам, ман çамрăк пӳ шăнăçмаçт. Шишкин † Виçĕ кĕренке поканне кача порнепе çĕклерĕм; ял çинчи йăвăр ятне пĕчик пӳпе çĕклерĕм. Актай. † Пӳ курăнми хăйăр ăшне (с головою). Ib. † Илсе каяççĕ чуна, каçараймарăм пӳме. Лашм. † Куç кĕски мар — куçран пăхтарма, шур чĕнтĕр мар — пӳме виçтерме. Янтик. † Аркă çичĕ ан пĕрсессĕн, пӳне йывăр килмĕ-ши? Альш. Илтĕм симĕс кăтат, çĕлетрĕм сăкман, çаннисем те вăрăм, пӳ кĕске. Пазух. Пӳсрен те çипиркке çĕлетрĕм, çаннисем вăрăм та, пӳ кĕске. Сала 312º. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăйи те юрать пире. || Стебель, ствол; высота, равная длине ствола дерева. Ст. Чек. Хĕвел йывăç пĕвĕ (на высоте длины дерева) анчах юлчĕ. Кĕвĕсем. Шурта шăпчăк авăтать, хăмăш пĕвĕ (стебель) янăрать. Вăрманта кукку авăтать, вĕрене пĕвĕ (ствол) янăрать. СПВВ. Х. Хĕвел йывăç пӳ пурччĕ. || Длина, расстояние. Янш.-Норв. Пирĕн ялтан кăнтăрла енче, пĕр ана пĕвĕнчен (на расстоянии длины загона) тĕне кĕмен чăвашсенĕн масарĕ пур. N. Осем пирĕнтен пĕр ана пӳ ытларах çех тăраççĕ (стоят лишь на расстоянии длины одного загона).

пăлхавишне

(-h-), назв. праздника, благовещение. Хурамал. Пăлхавишне ыран пулать тенĕ каç шăнтсассăн, вуникĕ кунлăх çĕре каймалла (= çунапа кайма юрать), теççĕ, шăнтмасан, юр час каять, теççĕ. Пăлхавишне кунне эрнесерен тиркеççĕ çимĕкчен, вăл кун çĕнĕрен ĕç пуçламаççĕ.

пăр

(пы̆р, пŏр), лед. Альш. Сĕве пăрĕ кайнă вăхăтра-мĕнте. Во время ледохода на Свияге и т. п. Ib. Хĕрарăмсем шыв хĕррине пыраççĕ те: манăн чирĕм-чĕрĕм çак пăрпа ларса кайтăр! тесе, каякан пăр çине пĕр-пĕр пăх муклашки ывăта-ывăта лартса яраççĕ (весною). Ib. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке (Волга замерзает). N. Пăр ун чух пит хытах шăнманччĕ. N. Атăл пăрĕ вăйлă каять. На Волге сильный ледоход. Торп-к. Атăл пăрĕ час тапрансан, тырă ĕнсе (= ăнса) пулать, теççĕ. Пухтел. Сĕвери пăр кайса пĕтрĕ. Ib. Пăрсем пĕр çĕре купаланса ларнă (затор). N. Хĕлле пĕвесенче пăр пит хулăн шăнса ларать. Изамб. Т. Пăр кайсан, кайран, пĕр уйăхран, пĕве пĕвеççĕ. Ib. Пăр кайнă чухне, чир кайтăр тесе, кăçкăрса ватти-хĕттипе (= вĕттипе) навус (= тислĕк) пăр çинелле ытаççĕ. N. Шывсем йăлтах тулса çитсен, çырмасенче пăрсам кайма пуçлаççĕ. Ib. Пăрсам кайнă чухне пур ватти-вĕттипех çырма хĕрне курма тухаççĕ, пурте пăр кайнине савăнса пăхса тăраççĕ. N. Атăл пăрĕ лайăх кари? Собр. † Шыв йăтайми пăр шăнат. N. † Аслă çулăн тусанне шăпăрпа шăлса ямалла, аслă ялăн хĕрсене пăрпа лартса ямалла. Тет. Шыв шавлат, пăр каят-тăр. N. Çырминче пăр тасалман полĕ-ĕçке. Б. Янгильд. Пăрĕ ял тĕлĕнче анчах шăннă. N. Шĕнер пăр (пŏр) Апаш тĕлĕнче кайнă ĕнтĕ. Около Абаш лед на речке Шинери уже прошел. Янтик. Капан кӳлĕ çинче пăр шăннă, ачасем пăр çинче чупса çӳреме пуçланă. Ib. Эл çинче пăр шăннă. Орау. Çавăнпа пăр çине шыв тухнă. Ib. Атăлта пăр кайса пĕте пуçланă, пăр катăксем унта-кунта анчах юхса иртеççĕ. Ib. Пăр кăларнă вырăна çĕнĕрен пăр шăннă. Ib. Пăр капланса шыв хĕрĕнчи картасене, мулчасене юхтарса кайнă (напором льда унесло изгороди и бани). Ib. Çавал пăрĕ хăпарнă (поднялся), пăр час каять пуль. N. Тăррисем çӳлте вĕçмен пекех тăрлаттарса тăраççĕ: пăр тапраннă, пăр тапраннă, теççĕ. N. Атăлра пăр пур-и? (Из письма). N. Ĕнисем шыв ĕçнĕ чух, пăрушĕсем пăр çуласан та юрать, тет. (Поговорка). Шел. 73. Пăр каять, пăрпа пĕрле чир каять. Чуратч. Ц. Унта канав айĕнче шыв тумласа вăрăм, çӳлтен пуçласа аяла çитичченех, пăр юпасем усăна-усăна тăнă. Орау. Яка пăр çине лартса хăварчĕ (надул, обманул). || Град. Альш. † Пăри пек, пăри пек пăрсем çăвать: епле пӳхмес-ши пăланăн тихисем? Изамб. Т. Пăр çуса иртсе кайсан. N. Тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳк тунă йĕрке. Якейк. Пирн уя пăр çĕмĕрсе карĕ; ним те йолмарĕ. Паян виç уйра пăр çĕмĕрнĕ, тет. Сёт-к. Пăрпа çĕмĕрчĕ, градом побило. N. Ыраша пăр çапса кайса, тури картая, ой вăта — çĕрĕнчен пĕр çĕр алă чалăш полĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем, е çăмăр пулмасан, е тырă-пулсем лайăх ешерсе юлмасан, тата тырă-пулла пăр ан çаптăр тесе, тăм таврашĕ те ан ӳктĕр тесе, кашни çулах çăмăр чӳкĕ тăваççĕ. Аттик. Акнă тырра-пулла пăр кăларса ан çаптар. (Моленье). || Сосулька. Альш. Ампар çумĕнчи пăр вăрăм шăнсан, йĕтĕн вăрăм пулат, тет. Сятра: с'орк¬он'а пӧрт видэлэ̆ђэ̆нџэн вŏрŏм п¬ŏр озы̆нзан вы̆л с'¬ол тыры̆ п¬олат, тэт. Чув. пр. о пог. Тумла аннă пăрĕ шăнсан, çулла хăяр аван пулать. Если внизу намерзают сосульки (лед), летом будут огурцы. Орау. Хуралтă çунаттисенчен юхса шăнса ларнă пăрсем хĕвĕл пулсассăн, тырăсем выçă пулаççĕ, тиççĕ. IЬ. Сарай çунаттинчен (края крыши) юхса шăнса ларнă пăрсене çапса ӳкертĕм. || Гололедица. N. Çап-çутă пăр, на дворе гололедица. В др. гов. Пăр шăвать, на дворе гололедица. || Проныра. Ст. Чек.

пăрçа

(пы̆рз'а, пŏрз'а), горох. N. Пире тăвансем кĕтнĕ мĕн, кĕтсен-кĕтсен килмесен, пăрçа пек куççуль тăкнă мĕн. N. Патака ытрăм та, питĕ çӳле хăпарса кайрĕ, хăпарса кайса, пăрçа пĕрчи пек анчах курăнчĕ. Капк. Çатма çинчен пăрçа сиксен, ача-пăча ташша илет. N. Çул çинче пăрçа хăмăлĕ выртма пуçласан, каçпа ларма юрать, теççĕ. N. Пăрçа хăмăлĕ лайăх, хутаççи çуккă, симĕс, пулса çитеймес. N. Çатма çинчи пăрçа пек çавăрăн. Юрк. Чăвашсем тата пăрçа пăттипе паранкă пăтти те пĕçереççĕ. Вĕсене çупа анчах çиеççĕ. Çу сахал чухне çинĕ вăхăтра, часрах пыра анса кайтăр тесе, уйран сыпаççĕ. Сĕт пурри сĕт сыпат. . Пăрçана чăвашсем пит сайра пĕçерĕççĕ. Çулталăкне виç-тăваттă та пĕçермеççĕ. Пăрçа пулсан, ăна пăрçа çăнăхĕ тума тăрăшарах параççĕ. Çăнăхĕнчен, паллă, салма пĕçерме. Авă çав пиркепе чăвашсем пăрçанăн пит сайра пĕçереççĕ. Пăрçаран чăвашсем пăрçа кукли те тăваççĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуникĕ ана тулă акрăмăр, кучĕ пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Пахча çим. 10. Пăрçапа пăрçа (у бобов) хушши 3 вершук пулмалла. Сред. Юм. Пăрçа али тесе пăрçапа пăри алакан шолтра алана калаççĕ. Решето для гороха и полбы. Сред. Юм. Пăрçа нимри пăрçа çăнăхĕнчен çемçерех пĕçерекен çимĕçе калаççĕ. Вомбу-к. Пăрçа яшки, вĕт салма тораса яраççĕ, сухан, пăрăç яраççĕ. N. Кунта какай яшки çук, пăрçа яшки, пулă шӳрпи, у та (= вăл та) шыв çиç. Сред. Юм. Пăрçа тар тохнă — çын вилнĕ чôхнĕ тôхакан шôлтра тара калаççĕ. Янтик. Çавсен иккĕшин пăрçа пиçмес вара. (Так говорят о тех людях, которые не могут ладить между собою).

пăх

(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

пĕр кана

известный промежуток времени; в один прием, зараз. Кан. Паян ĕçлемесен те юрать, пĕр кана ĕçес...

пĕрев

один, иной. N. Пĕрев (иной): пурне те çиме юрать, тесе шанать; тепĕрев пахча çимĕçи çиет. Ст. Чек. Ак пĕревĕн çын япали çине шухăш каят, вăл вăрлат вара. || Некто. Юрк. Пĕрев, ĕçкĕ çынни, куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕрлĕлсе çӳреме юратнă. || Имя женщ. Сёт-к.

пĕтсе кил

разоряться. Истор. Эпир пурте ку ĕç пĕтсе килнине, начарланса çитнине куратпăр. || Погибнуть. Ачач 66. Юрать тата ку вăрçи нумая каймарĕ. Чипер çынсемех пĕтсе килчĕç унтан.

раштав

назв. праздника, рождество, святки. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? çырăр çавна. N. † Пахча витĕр çул турăм, раштав тăманĕ пĕтерчĕ. Чув. пр. о пог. 326. Раштав кунĕ юр çусан, мăйăр пулать. Если в день рождества снег, будет урожай орехов. Юрк. Раштав çĕрĕ, канун рождества. N. Раштав каçхине. || Каникулы. || В перен. знач. Орау. Пӳрчĕ раштавах пулнă пĕтĕмпех! Хоть волков морозь!

ай

(aj), pars inferior; inferiora, ima, низ, нижняя часть. Альш. Чашкă айĕ тарласан, йĕпе пулать, тет. Если чашка снизу запотеет, то будет мокро. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ, пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Альш. Айĕ те тӳшек, çийĕ те тӳшек. (Хăнтăла). И снизу перина и сверху перина. (Загадка о клопе). Сохр. зд. Вăл е айĕ йĕперен, е пăх-шăкпа лапăртаннăран... макăрать пулĕ. Может быть, он плачет оттого, что под ним мокро, или оттого, что он испачкался в испражнениях. || In casibus obliquis interdum adverb, loco usurpatur. В косвен. пад. иногда употребляется в значенин наречия. Ст. Айб. Ая юрать, ая кĕмест. (Пукан). Смысл этой загадки о стуле темен. Альш. Ăна ачасене ая шăнăран параççĕ. Его дают детям, чтобы они не мочились под себя. Сред. Олг. Ая янă. 1. От страха испустил мочу. 2. Страшно перепугался. Ун кăмăлне ялан ая туса пырсассăн... Если все время подавлять его стремления... Якей. Ая туса пăрахатьчĕ. (Меня) чуть не занесло (снегом) [или: чуть не придавило (чем-либо)]. Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Послов). Орау. Хăш çын айран каланине сисимаçть. Иные не понимают намекок. Орау. Çил улăма айăн-çийĕн вĕçтерчĕ. Ветер перебуторил солому. Альш. Пĕри, шыва кĕрсе кайса, шыва айăн-çийĕн çавăрĕ. Одна из них (кобыл) войдет в воду и взболтыхает ее до самого дна. || Saepissime postpositionis vim habefc, eandem ac praepp. sub, subter, quo sensu plerumque cum particulis possessivis coniungitur. Часто служит послелогом, при чем соединяется с притяж. суфф. Ман айăма (ман ая), ман айăмра (ман айра), ман айăмран (ман айран); пирĕн айăмăра (пирĕн ая), пирĕн айăмăрта (пирĕн айра), пирĕн айăмăртан (пирĕн айран); сан айна (сан ая), сан айăнта (сан айра), сан айăнтан (сан айран); сирĕн айăра (сирĕн ая), сирĕн айăрта (сирĕн айра), сирĕн айăртан (сирĕн айран), ун (он) айне, ун айĕнче, ун айĕнчен; вĕсен айне (вăлсам айне), вĕсен айĕнче (вăлсам айĕнче), вĕсен айĕнчен (вăлсам айĕнчен), ун айĕпе, вĕсен айĕпе. V. Матер., 214, Синт., 148 — 211, 292 — 348, 348 — 378. КС. Ман айăма шыв юхса кĕрет. Под меня течет вода. Ib. Сирĕн айăрта ман тӳшек выртать. Под вами лежит моя перина. Ib. Çирĕн айăртан çак сăхмана илсе тăхăнам-ха эпĕ. Ну-ка, я возьму из под вас этот кафтан и надену его. Ст. Чек. Пирĕн айăмăра кĕççĕ сарчĕç. Под нас подостлали войлок. Ib. Чаппан айăмăрта выртат. Чапан лежит под нами. Ib. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. Ib. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положал книгу под подушку. Морг. Ырă çын, тархасшĕн хоп мана лорăк айне! Пожалуйста, покрой меня, добрый человек, лукошком! Тай.-Т. Шыв çисе пыннине çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айнĕ пулнă. Когда берег от размывания водою обрушился, то столб очутился под водою. Ст. Яхак. Ун чухне унта пĕчĕк ачасем çунашкапа ярăнмалли те çук, çиччас, çуна айне туса, вĕлерсе пăрахĕç. В то время маленькие дети и не могут кататься на салазках, так как легко могут быть раздавлены на смерть санями. Букв. 1886. Ĕне айне лармасăрах ĕмĕр ирттермелле турă çырнă пулĕ, терĕç. Они решили, что, должно быть, им суждено прожить без коровьего молока. Сред. Юм. Сăмахран пõлсан, эп çын айпе йõлаканни мар вара. Словами меня не забьешь. Тай. Çакă ялăн ачисе сăмах айне турăмăр. Своими речами мы заткнули рот парням этой деревни. || Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕсен. Между лесом и озером Ескӳл луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. Пĕр хĕр кăкăр таран çĕр айĕнче тăрать. Девушка стоит по грудь в земле. Ход. во св. Çĕнĕрен тухакан кĕнекесене пурне те пĕрер те пулин илсе яланах ал айĕнче тытас пулать. Надо приобретать все новые книги, хотя бы по экземпляру, и всегда иметь их под рукою. Лашм. Пирĕн пата хăнана (= хăнана) пыр. Ыттах тĕлне пĕлмесен, Тури касра, кĕтесре, — Тури касра, кĕтесре, улма сачĕ айĕнче. Приходи к нам в гости. Если не знаешь сам, то мы живем вот где: на Верхней улице, на углу, под яблоновым садом. Якей. Чуть йор айне полаттăмччĕ. Меня едва не занесло снегом. СТИК. Çын айне пулса пурăнакан çын, человек, который находится в вечном подчинении у других. Абыз. Путь-путь путени, çав путенен йăвийĕ сакăр ана айĕнче. Подь-полоть перепелка; гнездо этой перепелки под восемью загонами. ЧП. Хырă айĕсенче çырлалăх. Под соснами ягодные места. Якей. Эп кĕпер айĕпе коньккипа ярăнса тохса карăм. Я прокатился на коньках подмостом. Ст. Чек. Вăрман айĕпе пырат. Едет (или: идет) под сенью леса. Землед. Ыраша хытта хăварнă хура пусса акаççĕ. Хăш чух тата пĕр-пĕр курăк е тырă айĕнчен тухнă çĕре акаççĕ. Рожь сеют на паровом поле. Иногда ее сеют на поле, вышедшем из-под какой-либо травы или из-под хлеба. || Etiam adiectivi vim habet, quae loquendi forma perrara eat. Очень редко имеет смысл им. прилагательного. ЧП. Аял ту çинче ай кĕлет, ай кĕлетре аслă аппа. На визенькой горе нижний ярус клети, а в нем моя старшая сестра. Каша. Çӳлĕ тенĕ кĕлетĕр ай кĕлетрен ытла мар. То, что вы считаете за верхний ярус клети, не выше нижнего этажа ее.

ай-ай ту

Alterius syllabae a littera produeta clamorera prae dolore editum imitatur. При удлинении гласной второго слога выражает крик от боли. Ст. Чек. Шорк. Ай-а-ай! Алла ыраттартăм! Ой! Как я ушиб руку! || Eadem vox adrairationem significat rei alicuius deformitate illatam. Также удивление перед несуразностью или противным видом чего-либо. КС. Ай-а-ай (åjåj)! Кунтăк пек çĕлĕк тăхăнса янă! Ох, какую он надел шапку! — точно лукошко! || Aut repulsam, significant aliquo se re aliqua privari nolle. Или отказ. Ст. Чек. Ак эп сан салтакна илем-ха! — Ай-а-ай (аjáаj)!. Вот я возьму твоего (игрушечного) солдатика! — Ай-ай, какой ты! (т. е. мне жалко отдать его). || Primae syllabae u littera produeta rei alicuius violentiae significandae causa adhibetur. При удлинении согласной первого слога указывает на желание выразить силу действия. КС. Ай-яй, лаши хыт чупа-çке (т. е. чупать-çке). Ах, как быстро бежит лошадь! Шорк. Ай-яй, хытă хĕстерчĕ-çке! Ну и здорово же придавило! Ст. Чек. Ай-яй, ку ача хытă макăрат-çке! Ну и ревёт же этот ребенок! (о неприятном и громком плаче). Aut desiderii declarandi causa. Или выражает желание. Якей. Ай-яй, ман атин (ад’ин) килесчĕ паян! Ах, если бы сегодня пришел мой отец! || Interdum significat vituperationem. Иногда выражает укор. КС. Ну ай-яй! пулăн çын! Ну и будет же из тебя человек! Nonnunquam etiani periculi, quo aliquis modo delunctus sit, magnitudinem reique alicuius malae violentiam significandi causa triplicata adhibetur. То же междометие встречается и в утроенном виде, в форме ай-яй-яй (аj-jаj-jаj), и выражает или удивление силе миновавшей опасности или же служит для выражения высокой степени отрицательного качества. Шорк. Ай-яй-яй! Тивнĕ пулсан, систеретчĕ сана! Ай-ай-ай! Если бы задело тебя, тогда бы стал знать! ЧС. Çавсем вăрçнă çĕрте тăма юрать-и вара? Вĕсенĕн çиллисем вĕт ай-яй-яй усал! Разве можно быть там, где они бранятся? Ведь у них ай-ай какое лютое сердце! (т. е. от их злобы может поразить человека болезнь. См. хирĕç вăрăнни). Quin etiam qninquies ponitur. Иногда упятерается. КС. Ай-яй-яй-яй-яй! пурнма пит хурлăх-çке! О vitam miseram atque acerbam. Ну и тяжело же жить! В одной песне ай-ай соединяется с междометием уй-уй. Hie posuimus carmen, in quo eandem interiectionem cum voce yй-yй coniunctam videmus. Актай. Ки-ки-рекки (scr. кикиреки) сар автан, сан урара качи çук, пирĕн урара атă çук. Ай-ай-уй-уй! (quaui molestum est!) пирĕн арăмсăр пурăнас пулать! Кукуреку, желтый петух! у тебя на ногах нет шпор, а у нас на ногах нет сапог. Ах, как это плохо, что нам приходится оставаться холостыми! V. ай-уй.

карта лар

попасть в зарубку. || Попасть в точку, в норму. Орау. Пĕр картне лармарĕ-ха, тепрер улма (еще одну картошку) çияс пуль (т. е. не совсем еще насытился; так же можно сказать и о сне). || Янтик. Картне ларсан, юрать (ладно, только бы было понятно), эп лайăх пĕлместĕп чăвашла.

карта

(карда), изгородь, загородь. КАЯ. Выляса çуресен-çӳресен, эпĕр тата картасем çинче (на изгородях) выляма шухăшларăмăр. N. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. N. Ху тытса тăракан çĕршыв тавра йĕплĕ хулăран карта çавăрса ларт. Якейк. Сат картине чолпа çавăрнă. Сад огорожен каменной стеной. Ib. Эс итла уя тохса ларнă (построился), кĕт картуна (забор) куçарас полать. Орау. Вăсен çăварне карта тытман вĕт (у них рот не заткнут); мĕн килчĕ, ăна персе яраççĕ; сăмаха яланах мĕн пулнине пĕлсе калаçмаççĕ. Богдашк. † Вăштăр, вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчен вĕрет вăл. Тюрл. Онăн сăмахĕпелен çӳресессĕн, карта хошшине те хĕснĕн (= хĕсĕнĕн). Чăв. ист. Картари выльăха тытнă пек тытса тăрат. Микушк. † Вуникĕ капан карти юнашар, укăльча тытсан та, çитмелле. Шорк. Карта, вообще загородка, кроме забора. Яншльд. Карта витĕр куç парăп. (Юр кĕртĕ). || Хлев (не бревенчатый). Вомбу-к. Карта — выльăх карти. Вăл сарай майлах, аслăкла витни те пор. (Тӳрĕ витнине аслăкла витнĕ теççĕ). N. † Пуян карти витĕр эпĕ тухрăм, пуян хĕрĕ юлчĕ хурланса. СТИК. Карта — хлев без сруба и без крыши, только загороженный частоколом с четырех сторон. Карта может быть приделана к какому-нибудь строению, но может быть и на гумне. N. † Çул тăваткалĕнче çук пулсан (если меня не будет), карта хыçне тухса тăр. Тоскаево. Картана тухма та хĕллехи тумтир çук. Тархашшĕн ан прахсамăр, ырă çын. || Ряд снопов, сложенных для сушки. КС. Тырă кĕлтисене карта туса хутăмăр. ХЛБ. Çăлса пĕтернĕ курăка салатмасăр, картапах типме хăварас пулать. Юрк. Тырă вырнă вăхăтра пулат:... карта. Якейк. Тыр вырнă чох ир кĕлтесене карта туса хорса пыраççĕ; валтан пĕр кĕлте хораççĕ, он çине, хĕреслĕ, тата тăват кĕлте хораççĕ; е пилĕк кĕлтее йонашар тăррисене посмасăр парахаççĕ. Шурăм-п. Халĕ тырă выракансем тĕмĕ тума пуçланă, карта тума пăрахнă. Сред. Юм. Тыр типеймен полсан, çăмăр хыçĕнчен вырнине-пĕрне: çилпе типтĕр, тесе, пĕрне аяла хорса, ыттисĕн пуçне кĕлте кочĕ çине хорса пыраççĕ, ăна вара карта теççĕ. || Круг. N. Уйăх карталансан, тăман тухат. Карти пĕчĕккĕ пулсан, час тăман тухат; карти пысăк пулсан, тăман час тухмаст. Митушк. † Уйăх карти пысăк карта, вунă çăлтăр ларса тулас çук. Чув. пр. о пог. 47. Хĕвел карти çывăхра пулсассăн, йĕпе пулмаст. Если круг этот близок к солнцу, ненастья не будет. || Магический круг. Хорачка. Пăри вотпала йĕри-тара çӧрет: карта туатăп, тет. Осал ан кĕртĕр, теччĕ (= теççĕ). Каран тăраччă та, чӧклеччĕ. (Моленье в поле). Ск. и пред. 99. Унтан пилеш хуппипе вут тумтире йĕри-тавра карта туса çавăрчĕ. || Вереница. N. Вĕçен кайăксем карталанса вĕçеççĕ. ЧП. Кайăк хурсем кайĕç картипе. Ib. Карти-карти килет кайăк хур. Сала 77°. † Карти-карти иртет кайăк хур. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлат пăрăнса (в стороне). N. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм хор-кайăк карта çавăрнинчен; аялалла пăхрăм — тĕлĕнтĕм пĕчикрен пусăк полнинчен. || Ловушка для птиц. Макка 114. Кайăк тытан карти пур. Ала 57. † Карăш карти картара, карăш пычĕ çакланчĕ. N. Тилли, тилли, тилли пур, тилĕ тытан йытти пур, тытан кайăк (siс!) карти пур. || Стан для ковки лошадей. Шибач. || Покос? Сред. Юм. † Утмăл та карта ут çултăм. Утмăл та карта утине (вар. уттинчен) йĕкĕр те капан (вар. икĕ капан) ут хыврăм. Ib. Пĕр карта утă çăлса тохрăм (çавапа пĕр расчин çăлса тохсан калаççĕ). Ib. Карта айне хăварса пырат. (Утă çăлнă чохне, хăй картине лайăх кастарса кăлараймасан калаççĕ). Ib. Карта таврас; утă çăлнă чохне утă карта полса пырать, çав картан çиелти типсен, ăна тавраççĕ. Изамб. Т. Пухнă чухне (сено) малтан карти-картипе пухаççĕ, унтан валем-валем пухаççĕ; вара купа туçа уйăраççĕ (сено). Ib. Малтанхи кун çарана валеçсе, карти-картипе çулаççĕ (рядами). Вир-йал. † Тăваткăл çаран варинче утмăл карта утă çăлтăм. || Паутина. Чув. пр. о пог. 260. Ерешмен карта нумай тусан, çăмăр пулать. Если паук сделает много паутин, будет дождь. Юрк. † Атьăр пурçăн карти карар-и? Пурçăн картисене мен ярар? Хура чĕкеç тытса ярар! || В перен. знач. N. Картине кĕрсен, юрать. Как бы ни сказать, только было бы понятно. (Так во мн. гов.). СТИК. Эй, пирĕн картине кĕрсен юрат! (т. е. нам нечего заботится о правильности речи; вырăсла калаçа пĕлейменнисем, вăсен(е) урăх çын: апла мар, ак çапла каламалла, тесен, вăсем çак сăмаха каласа хураççĕ). Чăв. ист. 11. Вырăссем «ведро» теççĕ, чăвашсем те ăна çав ятпах калаççĕ: хайсенĕн чĕлхи картине кӳртсе, кăшт çеç урăхлатса: витре, теççĕ. Сред. Юм. Пăртак самахлама картине кĕме хытланать халь те. СПВВ. МС. Эсĕ тата ытла картаран тухса каятăн (переходишь границы дозволенного), çапла çын выльăхне çаптараççи (бьют)?

качă-мăчă

(каџ̌ы̆-мы̆џ̌ы̆), белемнит, чортов палец. Шарбаш. Качă-мăчă, чертов палец. Шурăм-п. Пурне касрăн-и? — Касрăм. — Мĕн турăн? — Качă-мăчă çăнăхĕ (порошок) çыхрăм. — Апла пулсан, аван (юрать), тӳрленет. МПП. Качă-мăчĕ, сернистый камень, в темноте светится», (в Б. Альменях, Адиковск. р. назыв. качмăк).

ĕне

(э̆н'э, э˜н'э), корова. См. ине, ĕнĕрле. N. Ĕне выртакан çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит; хур ларакан çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Если поставишь избу на том месте, где лежала корова, то будет тепло; а если ― на том месте, где сидел гусь, то холодно. Ст. Чек. Ĕне пăрулать, пăру пăрахать. Альш. Ĕне кĕтес çумне пырса хыçаланат. НАК. Хĕрĕ (дочь его, невеста) ыр ĕнепе пĕрех, тет; ĕç таврашĕнчен арçынтан та юлас çук, тет. (Похвала невесте). Юрк. Сывлăхă пур чухне хытăрах ĕçле, ĕне пек ялан выртса ан тăр! Пока здоров, работай больше, не лежи как корова. Собр. Санăн уру çине ĕне пусайман-ха, теççĕ. (Так говорят человеку, который еще не знает и не понимает жизни). N. Сана ĕне посман. Т. М. Матв. Йăраланайман (неповоротливого) çынна «ĕне» теççĕ. В. Олг. Ĕне калят (кал'ат). К.-Кушки. Ĕне кавлет. Корова жует жвачку. Орау. Темĕскерле карттус (фуражку) тăхăннă, ĕне пăхĕ хунах (хунă+ах) чисти! (точно коровье дермо положил). Альш. Ĕне вăкăр ыйтать. Орау. Ĕне пăлан пек (хорошая, большая, красивая, здоровая). Зап. ВНО. Ĕнисем шыв ĕçнĕ чух, пăрушĕсем пăр çуласан та юрать, тет. Пока коровы пьют воду, телятам ладно и лед полизать. (Послов.). Орл. II. 228. Ĕни выртĕ, хӳри тăрĕ. (Загадка: кăнчăлаççи?). || Янгильд. Курм. у. Ĕне хĕсĕр полчĕ. Корова перестала доить. (Так сказал один о самоваре, в котором уже не осталось воды; в друг. гов. это знач.: «корова осталась яловой»).

якăштаттар

понуд. от гл. якăштат. || Futuere. N. Студента апат çитармасан та, ахалех ...са тухса кайсан та, юрать ăна.

ял

(jал), селение (деревня, село). Б. 13. Ялта çерçи вилмест, теççĕ. Говорят, что в деревне не умирает воробей (с голоду). Альш. Элшел пĕчĕкçех мар ял: çĕр çитмĕл киле яхăн пур-тăр ялта. Альшеево не маленькое селение: в нем, пожалуй, около 170 дворов будет. Янорс. Ку хăш ял? тесе ыйтрăм та аттерен, ку Шĕнер, терĕ. Какая это деревня? — спросил я у отца. — Шинерь, — ответил мне он. Вишн. 71. Ялтан анатарах çырмара кĕпе çума, лаша шыва кӳртме юрать, анчах çынсем ĕçме илекен вырăнтан аяларах каяс пулать. В реке ниже селения можно полоскать белье и купать лошадей, только нужно спускаться ниже того места, где люди берут воду для питья. IЬ. 70. Ял тулашĕнчи çăлсене тасарах туса... Колодцы, находящиеся вне деревни, сделав чище... Епир çур. çĕр-шыв. 16. Сирĕн ял мĕн ятлă? Ялĕнче миçе урам? Орл. II 350°. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Из большого селения в малое едет свадебный поезд. (Загребание жара). А. П. Прокоп. † Ай-ай, ялсем, хамăр ял! Мĕнле ытарса каяр-ши? Регули 741. Ял витрĕ (sic!) чопса кайре. Пробежал через деревню. IЬ. 632. Пĕр ача, пирĕн ялти, çак хота исе килчĕ. Юрк. Хăйсем ялĕ çыннисем, incolae vici eorum. IЬ. Карачăмне курсанах, хăйсем ялĕ çыннисем, пурте ун майлă пулса, ăна кала пуçлаççĕ... Ст. Айб. Ял йытти ял енеллех вĕрет, теççĕ. Деревенская собака лает в сторону той же деревни, откуда она. (Послов.). Сред. Юм. Ялти яшка яклашка, килти яшка тĕклешке, тесе, çын панче çинĕ апат тутлă пик туйăнать, килти тутлă мар пик туйăнать, тессине калаççĕ. Регули 1269. Ял сирен (чит. серен) воншар çын тăратрĕç. С каждой деревни представили по десяти человек. IЬ. 655. Порте кусам пирĕн ялтан. Все эти из нашей деревни. Ильм. Ют ялта. В чужой деревне. Ала 89. Как ашшĕ тухса каять ял çине çӳреме, килте унăн арĕмĕ ачисене хĕнеме тытăнать. Как только отец уйдет куда-нибудь («по деревне»), жена его начинает бить детей. Мусирма. † Ял-ял витĕр килтĕмер пуян çын ампар çуттипе. Альш. Ял хĕрĕсем касси-кассипе пĕр 14―19 хĕр пуçтарăнаççĕ те, канаш туса, сăра лартма тăваççĕ. Деревенские девушки, собираясь по 14—19 человек с каждой улицы, совещаются и решают варить пиво. IЬ. Ял сутне кĕмеççĕ. Не занимаются пересудами. Сред. Юм. Ял тăрăх, по деревне, по деревням. Кильд. Ашшĕ вăл вăхăтра ял çинче старостăра е правленинче сутиере çӳренĕ. Ее отец в то время был деревенским старостой или правленским судьей. IЬ. Çăтăк (тряпье) пуçтарма ял тăрăх кайрĕç. N. Мĕншĕн пĕр маях ял тăрăх чупатăн-ши? Конст. чăваш. Вăл кукка патне илсе каякан çын эпĕ пурăнакан Шмалак ялĕ кĕрӳшĕ пулать. Тот, который ведет нас к дяде, приходится зятем человеку из села Шемалакова, где я проживаю. || Общество. А. П. Прокоп. † Ятăм лайăх, тесе, ан мухтан, лайăх ятă тăре-юлĕ ял çине. Не хвались своим добрым именем, твое доброе имя останется в деревне. Ой-к. † Ялăм-йышăм ял пултăр, кӳршĕм-кӳппĕм кĕр пултăр. Сред. Юм. Ял çине ят кайтăр, кота йĕм йолтăр. (Так говорят, когда предпринимается что-нибудь важное). N. Яла ярса çĕнĕпе туса уйăр. Сдать (землю) в общество и разделить ее по-новому. N. Ытти ялсем, унтан уйăрăлса кайса, хăйсем ял пулнă. Другие селения, отделившись от того селения, образовали свои общества. || Происходящий из деревни. Эсĕ хăш ял? Ты из какой деревни? Ку та пирĕн ялах (или: ялсемех). Этот тоже из нашей деревни. Эп ку ял мар. Юрк. Çавсем ялех тепĕрне чиперех вĕрентрĕм. Из той же деревни, я обучил другого как следует. Чуратч. Ку арăм хăйсен ялех пулнă. Эта женщина оказалась из их же деревни.

юман

йоман, (jуман, jоман), дуб (зимний). N. Юман считается красивым деревом. См. нĕр. М. Васильев № 3, 12. Вара ват çынсем йомантан пăчкă тăваç те, çав пăчкăпа каскана сăтăрса вăт кăлараç. IЬ. 9. Пирĕн ялта ĕнтĕ пĕр вăн-ик çол пор чӳк тума пăрахни; ĕлĕк чӳк тунă вырăна пирĕн халь те Чӳк çырми теç. Онта халь пĕр татăк тăрăллă ватă йоман ларать, ăна пĕр Кантрашка ятлă ват çын, лаша пуç шăмми çакса, ӳстернĕ. Он тăрри аçи çапнăран татăлнă. Курм. † Уй варринче ват йоман; ати, тесе, карăм та: килех, улăм! темерĕ. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çын юман ӳстере пуçласан, унăн лартнă юманĕ мăйĕ хулăмĕш пулсан, хуçи вилет, теççĕ. Микушк. Юмми юман, тупи (чит. туппи?) селен. (Пĕрлĕхен). N. Юмантан çуртарса тунă хăмасем. N. Ачасем, юман кутĕнче мăнаçи (ас-атти, аслати) авăтнă чух тăма юрамасть, унта усал пурăнать; пилеш (рябина) кутĕнче тăма шанчăклă, унта турă пурăнать. N. Юман çӳлчи вакша хулхи пек пулсан, тырă акма юрать, теççĕ. Янш.-Норв. Çав каталăхра пĕр пысăк ватă юман ларать; вăл юман кутĕнче пирĕн ялсем кашни çулах уй чӳк тăваççĕ, çавăнпа вăл юмана уй чӳк юманĕ, теççĕ... Çав юмана пирĕн ялсем теме хисепленĕ пекех хисеплеççĕ: ăна иртсе каймассерен, пуринчен ытла ваттисем, çав юман çине пăхса, акă çапла каласа иртсе каяççĕ: эсĕ пур пусри йывăçсенĕн патши, сана кашни çулах асăнса витĕнетпĕр, пире те çырлахсам, тесе. Тата вĕсенĕн ачи-пăчисем чирлесен, вĕсем часах ăвăсран çурта тăваççĕ те, çав юман кутне кайса, кĕл-тăваççĕ, тет. Кайсар. Юман мăкне типĕтсе ватмалла та, шыççа çыхмалла; вăл пит аван, шыççа туртать. N. Юман каснă пек хăтланса, яра-кун ирттертĕм. || Отправляясь «в поход», рекрут из чуваш обходил вокруг векового дуба, чтобы помнить родину и счастливо воротиться домой. См. Разг. С. Мих. 25. Ст. Чек. Терчĕмен юманĕ. Вириял юманĕ || Личн. яз. имя мужч. Рекеев, Пол. Байбахт., Т.-И.-Шем., А. Турх., Золотн. Ст. Чек. Юман: Степан, Иван, Константин. Альш. Юман Хветуç.

юмăç-карчăк

юмăç карчăкĕ, (-ы̆к), старуха йомзя. КС. Юмăç карчăк (вин. п. юмăç карчăка). М. Васильев. Мулларан урăх (кроме жрецов) кĕлĕ йĕркисене пĕлекен юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем, çын чирлесен, чӳксем тунă, арçӳрисене çăкăр тураса пăрахнă, тухса, киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр-пĕр япала илнĕ. Ч.С. Юмăç карчăк юмăç пăхрĕ, тет те: акă кăна хума юрать, ку ята хурсан, сирĕн ачăр телейлĕ пулмалла, тенĕ. IЬ. Хай анне Натаси(?) ятлă юмăç карчăк патне кайрĕ. Анчах Натаси карчăк йӳмăçне пăхса яман, мĕншĕн тесен ун чухне чăхăсем кашта çине ларнă. Орау. Юмăç карчăк пек хампа хам калаçап. Разговариваю сам с собою, точно ёмзя. Собр. 233. Пĕр-пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ, хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларать те, тути патне еççе, тута тавра çавăркаласа, çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан, урăх киремет тытнă, теççĕ. Вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманна чӳклеççĕ. Шăмат-кун пасара пĕр-икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илме парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак (с «ĕ») чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна пăрахаççĕ. Вырсарни-кун çитсессĕн, ир ирех, киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне, турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе, чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çысассăн: киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата турлетеççĕ. Ч.С. Çапла чирлесессĕн, анне ун патне ăна пăхтарма пĕр юмăç карчăкне илсе килчĕ. Изванк. Пĕр юмăç карчăкĕ ват чăха мăйĕнчен тытса: эсĕ урăх чун ан шыра, мĕн панине ил; эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн; мĕн тăвас, ним тума та çук; сана эпир ирĕксĕр вĕлермен, турă çапла тунă, эпир хамăр та ĕмĕрех пурнас çук, вилмелле, тесе, чăха пуса пăрахса, утса ячĕ (Поминки).

юмăç пăх

гадать. КС. Ст. Яха-к. Мĕн пыраканĕ пурте пирвай, инкен аллине тытса, юмăç пăхаççĕ. Вĕсем, хĕвĕнен çăкăр хыттине туртса кăларса, йĕп тăрне тăрăнтараççĕ, тата чĕрçине пĕр хуран ывăсси хураççĕ. Вĕсем, çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала, тем каласа, çавăраççĕ. Кирек хăш юмăç та, эпĕ курнисем, çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантарнă чухне, калаççĕ: çак кине Сурăм киремеч тытнă пулсан, çăкăрпа йĕп пĕç тăрăх суллан; унтан мар пулсан, урлă та пирлĕ суллан, теççĕ. Суллансан-суллансан, çăкăр хытти тапах чарăнмасан: çук, кунтан мар-ха, теççĕ. Микушк. Юмăçă юмăç пăхать. Вăл çăкăр татăкне йĕппе тăхăнтарать те, сулласа ларать. Чирлĕ çын ун патĕнче пăхса ларать. Вăл вара, пăхсассăн: чирлĕ çынна çав тӳрĕ (дух) лекмен-и? тесе, ыйтать. — Çав тӳрĕ лекнĕ пусан (= пулсан), яр кай, тет. Яр каймасан, тата сулласа ларать Тепĕр тӳрĕ лекмен-и? тет. Вăл тӳрĕ лекнĕ пусан, яр кай, тет. Мĕн ыйтать? тесе, сулласа ларать. — Çунатлă ыйтать-и? пăтă-юсман ыйтать-и? тет. Пăтă-юсманнах юрать, тет. Тăрсан-тăрсан: юрамасть, тет. Тата шалалла каять пулĕ-ха вăл: вăкăр-тына ыйтмасть-ши вăл? тет. Сулласан-сулласан, тупать вара мĕн пусмаллине. Вара вăл мĕн хушнă, çавна пусаççĕ. Пуснă чухне, урине, пуçне çăвать те, урайне ярать. — Силленет-и? тесе, кĕтсе тăрать. Силленсен, пусса çияççĕ; силленмесен, ăна ярса, тепрĕне (= тепĕрине) тытаççĕ. Вăл силленсен: килĕшрĕ, тесе, пусса, çияççĕ. Юмăçă хушсан, лашана хĕрхенмеççĕ, пусаççĕ. Хăйин(хăйĕн) çук пусан, сутăн та пулин илсе пусаççĕ.

лапăртаткала

учащ. ф. от лапăртат. Кан. Юрать, шывĕ тĕпĕнче (на дне) таканари чул çеç пулнă (т. е. было очень мелко). Лапăртаткаласа тухнă вара (о бросившемся в воду).

лартса тух

посадить еtc. и выйти (выехать). Посадить в ряд. Айдар. Тарçи, çиленнĕскер, ачисене (их д.) пĕтĕмпе шĕвĕр юпа тăрне лартса тухрĕ, тет. (Сказка). Ана. Кăмакана паранкă нумай кĕтĕр, тесен, пĕр шит çӳлли ураллă каштасем (подставки!) туса, кăмакана паранкă çатмисем тепĕр ерет (= ĕрет) лартса тухма юрать.

май

сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.

манерлĕ

подобный. Янш.-Норв. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ. N. Пĕр-пĕр иккĕшĕ те пĕр манерлĕ çын тупăнсан, вĕсем сивĕтнине пăхмаççĕ. Якейк. † Пирн варли поласси порте хамăр манерлĕ. || Удобный, ладный. N. Пĕр арăм король арăмĕ вырăнĕ çине: малашне пире те манерлĕрех ларма юрать, тесе, пырса ларчĕ, тет. || Приблизительно. Якейк. Ман килте виç эрне манерлех (почти) порнас полать-хе. Ib. Эпĕр паян пилĕк тенкĕ манерлĕ çăмартаран усă илтĕмĕр. Ib. Ик сахат манерлĕ кĕтсе лартăм. Я ждал часа два. Манерсĕр, весьма. Сред. Юм. Манерсĕр лайăх, очень хороший.

юра

(jура), нравиться; угодить. Бур. † Ку юрăсене юрла пĕлмесен, ку тăвансене епле юрам-ши? Если я не сумею спеть этих песен, то как я угожу моим родным? Регули 702. Она йорамалла çын топас çок конта. Не найти здесь человека, который мог бы угодить ему. Ib. 514. Ним туса та йорамасть: мĕскер туса йораттарам-ши эп она? Сред. Юм. Упа кôтне çу çĕрсен те, йораман, тет. (Так говорят, если человеку ничем не угодишь). || Годиться, быть возможным, быть позволенным. Регули 863. Ку йорать, ытти йорамасть. Это годится, другие не годятся. Сёт-к. Юрĕ пĕреллĕхе. На один раз ладно. Перев. Апусемпеле пичӳсене те пĕлеттĕм, вĕсем те калама та юрамастчĕç (были безусловно хорошие). Юрк. Ку чашки (чашка) юрамалла пысăк пулнă, куран. N. † Тухтăр мĕшĕн ан илтĕр, виçене юрасассан? (Солд. п.) || Очень часто ставится безлично, в см. «можно, позволительно, ладно, хорошо» и т. п. Регули 551. Онăн онта полма йорамасть. Ему нельзя быть там. Ягудар. Маншăн посан, Çипире уччиттĕле кайма йорать. По моему мнению, поступить в Сибирь в учителя - стоит. Истор. Мĕн тусан, юрĕ-ши? Как было бы хорошо сделать? Орау. Çапла тусан, юри? (= юрĕ-и). Хорошо ли будет (ладно ли будет), если сделать так? N. Юрĕ. Я готов исполнить твое приказание, твое желание и т. п. Трхбл. Çавăнта пăтара çакăнса тăракан ал-шăллие илсе кил-ха! — Юрĕ. Принеси-ка полотенце, висящее там на гвозде! — Ладно (хорошо). N. Эсĕ мана пĕр пилĕк сум укçа кивçен парсан, юрать-чĕ.

юрать

(З-е л. наст.-буд. вр. от юра; говорится в ответ на чужие слова, в роде русского «дело хорошее»; особого смысла не имеет, а ставится лишь затем, чтобы не промолчать). Изамб. Т. См. юра.

йăвăç улми

яблоко. N. Çаран çине капан лартсан, (после сенокоса), йăвăç улми çиме юрать, теççĕ. Чаду-к. Пĕрре эпĕ хамăр çумри Тимофейсен пахчине йăвăç улми вăрлама кайрăм. Однажды я залез в сад к нашему соседу Тимофею воровать яблоки.

вĕресе анни

вскипание. Орау. Сĕт вĕресе анчĕ ĕнтĕ, тăкăнас çук; пăхмасан та юрать, теççĕ. Сĕт, вĕреме тытăнсанах, вĕресе хăпарса тăкăнать; малтан пĕр тапхăр вĕресе çавăрăнсан (как первый раз скипит), вара тем чул хытă (вăйлă вутпа) вĕретсен те, тăкăнмасть.

вар-пуççи

вар-поççи, то же, что вар-поç. Чертаг. Вар-пуççи — самый лайăххи (кантăрăн, йĕтĕнĕн, пусан); вăтамĕ — 2-й сорт; лапрашки — 3-й сорт. Микушк. † Вар, вар урла каçрăмăр, вар-пуççи сурпан сырăнма. (Свад. п.). Коракыш. † Кантăр çурĕм (= çурăмĕ), кантăр çурĕм вар-пуççи, нимĕн тума, нимĕн тума юрамин, кĕпе тума вăл юрать. Тим. † Вар, вар урлă карăмăр, вăр-пуççи пек парне илмешкĕн. Слепой. † Кантăр çорăм вар-поççи кĕпе тума йорамĕ-ши? Йĕтĕн çорăм вар-поççи сорпан тума йорамĕ-ши?

вара

ужо. N. Вара пурăп, халь ерçместĕп. Собр. Варана кайсан, вараланат, теççĕ. (Вослов.). Тоск. Варана юлнă япала варланнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Регули 1227. Вара кил; вара тăвам. Ст. Чек. Ĕçе, ăна çийĕнче туса пăрах; варана юлсан, варланат, теççĕ (иначе дело забудется). || После, с, через. Орау. Эп вара килетĕп, виççелле, виç сахаталла (часам к трем). Регули 286. Эп сумар мартан вара (сувалнăран вара) онта ялан çӳретĕп. Т. VI. 12. Паянтан вара — с сегодняшнего дня. Кан. 1928, № 149. Ĕç çур-куннерен вара тăсăлать. Дело тьянется с весны. Альш. Çав кунтан вара — с того дня, Ч. С. Виç кунтан вара, через з дня. {{anchor|DdeLink21822718894160}} || Указ. на возможный вывод, следствие или заключение. Часто ставится о тем же оттенком конечного вывода и в вопросах. Изамб Т. Епле, укçа тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? — Ахăр тухмалла. Темĕн чухлĕ вара тухмалла, пĕлместĕп. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. N. Касаксем: акă халĕ тинĕс тĕпне кайăпăр вара, кайăпăр, тесе, каласа тăраççĕ («вот-вот»). N. Унта тытаççĕ вара пулă, тытаççĕ вара пулă (повторение), тетелĕпе шак хывса. Регули 251. Атти тухманшăн вара эп те ништа та тохман. N. Ме, акă пилĕк çĕр тенкĕ; анчах асту, ыран ирех илсе кил вара (принеси). Кан. 1928, № 149. Çуттишĕн (за вино) ĕç тăваççĕ, тоççĕ вара Тури-Тимĕрç-кассем. Шел. II. 58. Сывă-халĕ, лайăх пурăнать, питĕ чее вара, терĕç. N. Темĕскер вăрри вара (не знаю, что это за семена). Подгорное. Ача, Иван чăнахах Мускава кайнă-и вара? Епле лекнĕ-ши вара вăл унта? Цив. Еппин кăçта вара? Где же она у тебя? Ч. С. Ни хура мар, ни сăрă мар, хăй вара çарамас пек курăнать те, шыв хĕрринчех выртать (вутăш) Альш. Ай-ай аван çынсем-çке вара çав Мишкасем! Ну и хорошие же люди этот Михайла и его жена! СТИК. Вара мĕн хытланан эс? (Говорят человек, пораженный поступком товарища. Значение «вара» определится, если ты сопоставим выражения «вара мĕн хытланан ес?» и «мĕн хытланан эс?» Последнее выраж. значит; «что ты делаешь?», а первое «ну, что ты двлаешь?!» || А действительно ли... Сред. Юм. Аçу килте-и вара? А дома твой отец? || Будто. Нюш-к. Çав укçа (клад) кĕш(= хăш) чухне лаша е урăх япала пулса çӳрет пулать вара. || Однако, а. Альш. Вĕсене тивеймерĕ вара. Однако они остались нетронутыми (пожаром). П. П. Т. Калăмтенĕ сăмах мĕнле сăмахран та пулин тухат пулĕ-те, анчах эпĕ ăна пĕлейместĕп вара. N. Петĕр: выртма яратни килемей? тесе каларĕ, тет. Килемĕшĕ (старушка): выртасси выртăн та, эсĕ Иван тĕслĕçке вара, тесе каларĕ, тет. Сĕт-к. Çав Елекçин ним латăллă калаçни та çок вара. Перев. Вара (тогда) эпĕ: ку кам манпа пĕрле юрласа пырать? тесе ыйтрăм. — Эпĕ, тет,—Вара кам эсĕ? — Эпĕ санăн нушу, тет. || В таком случае, и тогда. Регули 1515. Мана пĕр . конлăх анчах парăр, вара çитĕ. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? Çырăр çавна. Вара пырас. || Разве. Ч. С. Пĕр чĕрес сĕт нумай-и вара? N. Эс пасара каятним вара? || Уж не... ли. N. Пирĕн уччилни карташĕ хӳмине вут хыптарман-и вара? тетĕп. Я думаю: «Уж не подожгли ли забор двора нашей школы?» N. Кашкăрĕ калать, тет: тилĕ тус, эсĕ шăмасна (= шăмастăн-а) вара ман çие? || Едва ли... Альш. Качча кайиччен иккĕ-виççĕ а каяяççĕ-и вара хĕрсем хĕр-сăрие? Пĕрре-кăна кайнă, тиекенсем те пур арăмсен хушшинче. СТИК. Пуласса пулĕ те вăл хаçан-та-пулсан, эпĕр курмалла пулайăпăр-и вара ăна? (т. е. едва ли нам придется дожить до этого). || Да ведь. Кратк. расск. 24. Унтан тăванĕсене каланă: вара эпĕ И., тенĕ. || Потом... (с остановкой, при расскзе). Орау. Çан чухне çапла ятлаçрăмăр. Вара... çав çилĕпе, халь те чашлатса çӳрет (злится): пĕр-пĕр алла ӳнерĕп-ха, тесе калат, тит. || Выраж. подверждание, как русск. да. К. -Кушки. Эс паянах каятним ĕнтĕ? — Вара. Паян тухса кайсан, вăхăта çитĕп, тетĕп. Разве ты сегодня же едешь? — Да. Я решил, что если я выеду сегодня, то успею к сроку. Срв. ара. || С уст. накляну что же. N. Илин вара! Ну что же, если возьмет! || Дальше (чего-либо). N. Теччĕрен вара кăйман.

эмелле

(эмэл'л’э), устроить; найти способ; лечить. N. Епле май килнĕ пек эмеллесе... М. Сунчел. Çынсем тем тĕрлĕ эмеллеччĕç те çапах вилеччĕçĕ (во время эпидемии). IЬ. Ку эмелпе те çынсем вилесси чарăнмарĕ (после прохода через земляные ворота). Чăвашсем. 2. Ача кӳпчĕкне кайса хурсан, эпи-карчăк пӳртре ача çуралнă чĕлхе эмеллет (прозносит). Ст. Чек. Ăна эмеллерĕç-ха. Его лечили. Кореньков. Олт-çич куçлăх (очки) топать те, пăсăк куçне эмеллет. Трехбалт. Земствă апчекĕнче йĕркелĕ им çам та çук. Кăрчанкă маçĕ, ешĕл-сенкер, тата ытти чурт-чураман — юрать çав çуккăр-пуккăр воччаксене эмеллеме. Аттик. Мĕн панипе тепĕр çак вăхăтчен эмеллесе (обходитесь) пурăнăр. Пиртен урăх ан кĕтĕр. (Çураçма; обращение къ мертвецам). Альш. Темĕн тĕрлĕ эмеллесен те, чĕртеймĕн (лечить наговорами). Ст. Чек. Çак ĕçе мĕнле те пулин эмеллес пулать (устроить). Ст. Чек. Урапана эмеллерĕм-ха, чирлĕччĕ (т.-е. поправил; шутка).

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

илен

(ил'эн'), привязаться, приразиться, приручиться, пристать, привыкнуть, повадиться. Янтик. Буин. Ах аппаçăм Ликара, Исака кайсан юрĕ — епле иленсе пурăнĕ-ши? Бюрг. Сирĕн киле вăрăсем иленнĕ иккен, лашăрсене вăрлама. Пазух. † Улма йывăç чечекне те сарă кайăк иленнĕ; Çĕнĕ-кассăн хĕрсене те сар йĕкĕтсем иленнĕ. † Анкарти хыçне тулă акрăм, хур-кăвакал иленчĕ. Пĕр киле пит нумай шăши иленнĕ. Ист. 155. Тата урах улпутсене Иван патне иленесрен тарса тăнă. Вĕлле хурчĕ. 27. Кайăк пит иленсен, ăна пăшал сассипе хăратма та юрать. † Вуникĕ те капан хушшине хура çĕлен иленчĕ. Собран. Вара хĕрт-сурт иленет тет (привязывается к дому, если ему приносят жертвы). Собран. † Епле иленсе, епле пурăнăр-ши? Сред. Юм. Пĕрмай, кашни килмес-сайран какай парсан, кôшак хăех иленет ôлă (олы̆). † Шăнкăрчă иленмерĕ (не стали жить в скворечнице), — мĕн тăвас?

илмĕш кун

(Ил'мэ̆ш кун), на другой день (= тепĕр кун). Ст. Чек. || Накануне (во многих говорах). || В следующих ниже текстах значение этого выражения непонятно; может быть, оно имеет здесь различные значения. Александр Етрухин, Цив. Чăваш хăй арăмĕпе ĕçке кайни. Ĕçкине малтан хыпар (яраççĕ) пасартан е, хăйсемех кайса, чĕнсе çӳреççĕ. Сăра (ĕ)çме чĕнсен, вара арĕмĕпе упăшки, тумланса, кучченеçпе каяççĕ, а кучченеçне илмĕш (scr. илмеш) кунех пĕçереççĕ. Кучченеç уна пĕр хутаç чикеççĕ унта тĕрлĕрен: виçĕ пӳремеч, 4 кукăль, 5 кулач. Пӳремечисем паранкăран, кукăлисем кĕрпе кукли е пăрçа кукли, а кулачисем пăри кулачи е тулă кулачи. Вара çапла хăнана каяççĕ. Александр Етрухин, Цив. Чăвашсем ял хушшинчи чир-чĕре халăхпа тасаттарни. Акă епле. Ялта чир питĕ нумай пулать, вара çав ялта пĕр виçĕ е тăватă çын тупăнать чĕшмешшисем; вăсем вара калаççĕ: яла чир килчĕ, ĕнтĕ темĕн курăпăр-ха; путех таврари ялсем, тасатса килсе, пирĕн пусса тăкрĕçĕ пулĕ, çавăнпа пирĕн яла чир килчĕ. Пирĕн те ĕнтĕ тасатас пулать ял хушшине. Вара вăсем, халăх пуху пулсан е куланай патне пуçтарăнсан, калаççĕ: эй рипатă-халăх! Пирĕн яла чир килч-çке; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? тет... Вара халăхĕ те кăçкăрат: майне пĕлекенсем тасатăр эппин, теççĕ... Вара унтан илмĕш (scr. илмеш) кунне чăнахах çав тĕшмĕш çынсем пĕр пилĕкĕн тухаççĕ пурте хутаçпа, килĕрен чĕслĕрен çăнăх-салат, çăв, тăвар пуçтарса ялĕпех тухаççĕ. Уна вот епле пуçтараççĕ: пĕри ыраш çăнăх хутаççи çакнă та у унта ыраш çăнăх пуçтарать; тепри урпа çăнăхĕ пуçтарать; тепри салат пуçтарать, тепри тăвар пуçтарать, тепри çăв пуçтарать. Усем пурте пĕрле пуçтарса çӳреççĕ. Пуçтарса çӳренĕ чухне, калаççĕ: эпир чир-чĕре, усал-тĕселе тасатас тесе калаппăр-çке-ха. Вара кил-хуçи калать вĕсене: юрать, юрать; ăçтан-та-пулин сиппи килĕ-и, чипер çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, чĕслĕрен çăнăхсем, салатсем парса ярать. Усем хапхаран тухса кайнă чухне, нимĕн пăхмасăр пӳртне чупса кĕрет те, пĕр курка тăрă шыв илсе тухса, урамала чашт! сапат. Çакă шыв пек тасалса, тухса кайтăр чир-чĕр, усал-тĕсел, ырă-хаярсем! тесе калаççĕ килĕ хуçисем. Вара çав пуçтарнă çăнăх, кĕрпе-салатсене пĕр чухăн, начар çын патĕнче пĕçереççĕ; ыраш çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, урпа çăнăхĕнчен пашалу пĕçереççĕ, кĕрпинчен пăтă пысăка хуранпа пĕçереççĕ, салачĕнчен сăра тăваççĕ. Сăрине тусан, юççе çитсен, илмĕш (scr. илмеш) каç нумайăн пухăву (sic!) пуçтарăнса, чир-чĕр пăтти çиеççĕ. Пăттине пуçтарнă çăв нумай пулсан, пăтă варрине чашăк варине çара çăв туса çийеççĕ. Унтан, çисе-ĕçсе пĕтерсен, юлашкине, ютă пусса канса, пăрахаççĕ. Унта акă епле кайса пăрахаççĕ: пăртак çăкăрне, пашалуне, çăвне чашки-кашки, сăри куркипех пăрахаççĕ. Тата пĕр çур ăштав эрех пĕрте ватмани пăрахаççĕ. Усене çав ĕçсе çийекен ертелтен суйлаççĕ икĕ çына. Усем вара çав парнесене çапла, кайса, тăкаççĕ.

ураса уç

разговлятьея (о татарах). Альш. Хĕвел ансан, тутарсен ураса. Уçма юрать, теççĕ.

утă чӳкĕ

утă чӳк, моленье перед сенокосом. Н. Седяк. Утă чӳкне валли ялпалан пĕр пысăк вăкăр сутăн илеççĕ. Утă чӳк кăш вăхăтра пулассине пурте пĕлсе тăраççĕ. Утă чӳкне ĕлĕкренпех хирте пĕр вырăнта тăваççĕ. Кашни çул ял çыннисем пĕр-пĕрин хыçĕнчен черетпе така илсе каяççĕ. Кашни килĕрен унта çăнăх-кĕрпе илсе пыраççĕ; хăшĕ кăвакал, хур чĕппи илсе пыраççĕ. Çак япаласене пурне те хире илсе кайса, унта пусса пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Чӳклесен, вăкăр ашне çынсене валеççе çитереççĕ. Чӳк тăвассине пĕр ватă çын тăвать. Утă чӳк тăвакан çĕрте халăх питĕ нумай пулать, пасар пек. Çак чӳке тусан, утă çулма юрать, унччен çултармаççĕ. Тепĕр кун икĕ-виçĕ старик, тепĕр çĕре кайса, урăх йĕрĕх чӳк тăваççĕ. Утă чӳкне çур аки пĕтсен тăваççĕ. Çур-аки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чанма хушмаççĕ; çак çĕр чавма юраман вăхăта «çинçе» теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ.

Утă чӳх çырми

назв. оврага, где совершался утă чӳк. См. утă чӳк. Н. Седяк. Утă — сено, чӳк —языческое моление. Утă чӳк çырминче чăвашсем чӳк тăваççĕ; çав чӳке тусан, утă çулма юрать, çавăнпа утă чӳк теççĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

войти

глаг.
сов., во что
1. (син. вступить; ант. выйти) кĕр; войти в комнату пӳлĕме кĕр; Можно войти? Кĕме юрать-и?
2. (син. включиться) кĕр; хутшăн; он вошёл в состав комитета вăл комитет йышне кĕнĕ
3. (син. уместиться) кĕр, шăнăç, вырнаç; вещи не вошли в сумку япаласем сумкăна шăнăçмарĕç ♦ войти в привычку хăнăхăва кĕр; войти в силу вăя кĕр, вăй ил; войти во вкус иленсе çит, еккине яр

есть

3. частица
юрать, итлетĕп (командир хушнине тума пулни çинчен калани); Выполняйте приказ! — Есть! Приказа пурнăçлăр! — Итлетĕп!

ладный

1. прил.
(син. хороший), ладно нареч. лайăх, аван, чипер; ладная фигура кĕрнеклĕ пӳ-си; в семье у них всё ладно вĕсен кил-йышĕнче йăлтах аван
2. ладно частица, выражает согласие (син. хорошо, да) юрать, юрĕ; Ладно, пусть будет по-твоему! Юрать, эсĕ каланă пек пултăр!

можно

юрать, пулать, чарман, чару çук; здесь можно хорошо отдохнуть кунта аван канма пулать; Можно войти? Кĕме юрать-и?

ничего

1. ним те, нимĕн те; ничего не скажешь ним те калаймăн; ничего нет нимĕн те çук
2. нареч. (син. сносно) юрать, пырать, аптрамасть, начар мар; он чувствует себя ничего вăл хăйне начар мар туять; ♦ Ничего, всё будет хорошо! Темех мар, пурте лайăх пулать!

отличный

прил., отлично нареч.
1. от кого-чего (син. иной; ант. сходный) урăхла, расна; отличное от прежнего решение малтанхинчен расна йышăну
2. (син. превосходный; ант. плохой) чаплă, хӳхĕм, селĕм, питĕ лайах; отличная погода питĕ лайăх çанталăк
3. отлично сущ.нескл.сред. питĕ лайăх (вĕренӳри хаклав пусăмĕ); у него в дневнике только «отлично» унăн дневникра «пиллĕксем» кăна
4. отлично частица, выражает согласие, одобрение юрать, питĕ аван; Пойдём на концерт? — Отлично! Концерта каяр-и? — Юрать!

прекрасный

прил., прекрасно нареч.
чаплă, хӳхĕм, селĕм, питĕ аван, питĕ лайăх; сегодня погода прекрасная паян çанталăк питĕ аван ♦ прекрасно частица утвердит. питĕ аван, юрать; Я приду к вам завтра. — Прекрасно! Эпĕ сирĕн пата ырăн пырăп. — Питĕ аван!

спасибо

1. тав, тавтапуç; спасибо за помощь пулăшнăшăн тавах
2. частица (син. хорошо) ыр та, юрать-ха; трудно было с деньгами, да спасибо пенсию увеличили укçа кăрăсчĕ, юрать-ха пенсие хушса пачĕç

стоить

глаг. несов.
1. чего и с нареч. тăр; шапка стоит дорого çĕлĕк хаклă тăрать
2. 1 и 2 л. не употр., чего и с нареч. ыйт, кирлĕ пул; стоило большого труда нумай вăй хумалла пулчĕ
3. безл., с неопр. ф. (син. заслуживать) -ма (-ме) юрать; -малла (-мелле); эту книгу стоит прочитать ку кĕнекене вулама юрать ♦ Не стоит! Нимех те мар! (тав тунине хуравлани)

хороший

прил., хорошо нареч.
1. (ант. плохой, дурной) лайăх, аван; хорошая пища лайах апат; за Волгой хорошо отдыхать Атăл йăлăмĕнче канма аван
2. (син. близкий) аван, çывăх; он мой хороший приятель вăл ман çывăх туе
3. (син. большой, значительный) пысăк, чылай, самай; съесть хорошую порцию каши самаях пăтă çи
4. в кратк. ф. (син. красив, миловиден; ант. дурён) чипер, хитре, илемлĕ, хӳхĕм; девушка очень хороша хĕр питĕ чипер
5. хорошо сущ.нескл.сред. (син. «четыре») «аван» (вĕренӳри хаклав палли, «4»)
6. хорошо частица, выражает согласие (син. да) аван, юрĕ, юрать; Хорошо, я приду туда Юрĕ, эпĕ унта пырăп ♦ лучше некуда лайăхран та лайах; хорошо бы частица, выражает пожелание юратчĕ, аванччĕ, пăсмĕччĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

ладно

разг. юрать, пырать, аван.

можно

юрать; если можно юрать пулсан; как можно скорее мӗнле те пулсан хӑвӑртрах, май килнӗ таран хӑвӑртрах.

ничего

1. нимӗн те, тӑм, пӗрре те; пырать; ничего не понимает ним те , ӑнланмасть; 2. юрать.

отлично

1. питӗ лайӑх, питĕ аван (ӗҫлет); 2. пит аван, аван, юрать (килĕшни); 3. отлично; учиться на отлично отлично паллӑсемпе вĕрен.

сказать

-жу сов., говорить несов. кала, сӑмах кала; можно сказать теме те юрать; нужно сказать каламалла, темелле, калас пулать.

спех

васкав, васкани; это дело не к спеху ку ӗҫе тума васкамасан та юрать, ку васкавлӑ ӗҫ мар.

присутствие

пулни, куҫ умĕнче пулни; твое присутствие на заседании не обязательно санӑн ларӑва пырсан та пымасан та юрать, эсӗ ларӑва пырсан та пымасан та пултаратӑн; в моём присутствии ман умра; присутствие духа хӑйне хӑй алӑра тытма пултарни.

хорошо

1. лайăх, аван; 2. хорошо (вĕреннишĕн лартакан паллă); 3. юрĕ, юрать.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

благо

союз разг. та, те; ырра, телее, юрать; доехали хорошо, благо погода прояснилась чиперех çитрĕмĕр, телеĕ, çанталăкĕ те уяртрĕ.

возможно

1. нареч. май пур (е май килнĕ) таран; возможно скорее май пур таран хăвăртрах; 2. в знач. сказ. безл. юрать, пулать; проехать там возможно унтан иртсе çӳреме пулать; в знач. вводн. сл. тен, пулĕ.

впору

разг. 1. нареч. (по мерке) чух, лăпах, шăпах; шапка ему впору çĕлĕкĕ ăна чухах; 2. в знач. сказ. с неопр. (возможно, настало время) вăхăтлă, чух, юрать; ему впору жениться ăна авланма вăхăт çитнĕ.

есть

1. 3 л. ед. наст. вр. от быть; 2. (имеется) пур; у меня есть хороший друг манăн лайăх юлташ пур; у них есть что показать вĕсен кăтартмалли пур; так и есть çаплах ĕнтĕ вăл; то есть урăхла каласан; есть такое дело юрать, çапла пултăр.

есть

межд. воен. юрать!, есть!

заслуживать

несов. 1. см. заслужить; 2. чего (быть достойным) тивĕçлĕ пул; сообщение заслуживает доверия хыпар шанăçа тивĕçлĕ, хыпара ĕненме юрать.

изволить

несов.: чего изволиите? мĕн кирлĕ?, мĕн тăвас тетĕр?; изволь(те), я согласен юрать, эпĕ килĕшетĕп; извольте сами судить хăвăрах шухăшласа пăхăр; извольте сесть тархасшăн ларăр.

ладно

частица утв. разг. юрать, пырать, аван; ладно, будь по-твоему! юрать, эс каланă пек пултăр!

маленький

прил. 1. пĕчĕк; маленький домик пĕчĕкçĕ пӳрт; 2. пĕчĕк, йышлă мар, йышсăр; маленькая группа пĕчĕк ушкăн; 3. (незначительный) пĕчĕк, кăшт-кашт, пули-пулми; маленькое огорчение кăшт кӳрентерни; 4. (малолетний) пĕчĕк, çамрăк, вĕтĕ; маленькие дети вĕтĕр-шакăр ача; 5. в знач. сущ. маленький м., маленькая ж. пĕчĕкки (ача); мое дело маленькое маншăн пурпĕрех, мана апла та, капла та юрать.

можно

в знач. сказ. безл. 1. (возможно) пулать, май пур; это можно сделать в два дня куна икĕ кунта тума пулать; 2. (разрешается) юрать; можно войти? кĕме юрать-и?; если можно так выразиться кун пек калама юрасан; ◇ как можно лучше май пур таран лайăхрах.

ничего

нареч. разг. 1. (довольно сносно) начарах мар, аптрамасть, пырать; он живёт ничего себе вăл начарах мар пурăнать; 2. в знач. сказ, (ладно, все равно) юрать, пырать, ним(ех) те мар, чармасть; ничего, все обойдётся нимех те мар, иртсе каять.

одолжение

с. пулăшни, юп кăтартни, кăмăл туни, кăмăллă ĕç; ◇ сделайте одолжение уст. 1) (просьба) сиртен ыйтатăп; 2) (вежливое согласие) тархасшăн, ⸗самăр [⸗семĕр]; можно взять почитать эту книгу? Сделайте одолжение ку кĕнекене вулама илме юрать-и? — Тархасшăн.

отлично

1. нареч. пит аван (е лайăх, шеп); 2. в знач. сказ. разг. юрать, аван, лайăх, шеп; он сейчас придёт. Отлично! вăл халех килет.— Пит аван!; 3. в знач. сущ. с. отлично, пит аван; учиться на отлично отлично вĕрен.

пожалуйста

частица 1. (вежливая просьба) тархас(шăн), ⸗мăр [⸗мĕр]; проходите, пожалуйста, садитесь иртсе ларсамăр; ешьте, пожалуйста, çисемĕр; приходи, пожалуйста тархасшăн кил; простите, пожалуйста каçарăр тархасшăн; 2. (вежливое согласие) тархасшăн, юрать; можно войти? Пожалуйста! кĕме юрать-и? — Тархасшăн.

разрешить

сов. 1. что и с неопр. (позволить) ирĕк пар; разрешите закурить? туртма ирĕк парсамăр?; 2. что (найти правильный ответ) тат, уç, татса пар, уçса пар; разрешиь проблему ыйтăва татса пар; 3. что (устранить) сир, сирсе яр; пĕтер; разрешиь противоречия хирĕçӳлĕхсене пĕтер; ◇ разрешите? юрать-и?

сойти

сов. 1. с чего (спуститься вниз) ан; сойти с горы ту çинчен ан; сойти с лошади лаша çинчен ан; 2. перен. на что (о ночи, мгле и т. п.) пул, çит, анса лар, хупăрласа ил; ночная мгла сошла на землю çĕр питне каç тĕттĕмĕ хупăрласа илчĕ; 3. с чего (соскочить) тухса кай, сиксе тух, пăрăнса кай; поезд сошёл с рельсов поезд рельссем çинчен тухса кайнă; 4. с чего (выйтио пассажире) ан, анса юл; сойти с автобуса автобус çинчен ан; 5. с чего (исчезнуть) кай, пĕт, кайса пĕт; снег сошёл с полей уйсенче юр кайса пĕтрĕ; 6. с чего и без доп. (отпасть) ӳк, сĕвĕн, сĕвĕнсе (е вистенсе) ӳк; ноготь сошёл чĕрне ӳкрĕ; с пальца сошла кожа пӳрне тирĕ сĕвĕнсе ӳкрĕ; 7. разг. (об удачном исходе чего-л.) чиперех ирт (е вĕçлен), ăнăçлă пул; 8. за кого-что тесе (е вырăнне) йышăн, вырăнне кай; он сойдёт за старика ăна старик вырăнне йышăнма пулать; ◇ сойдёт и так капла та юрать; сойти в могилу çĕре кĕр; сойти на нет харама кай; сойти с ума ăсран тух; сойти с рук хăтăлса юл.

стоить

несов. 1. тăр; костюм стоит семьдесят рублей костюм çитмĕл тенкĕ тăрать; 2. кого-чего тăр, тĕшне (е хакне) тăр; не стоит сожаления ӳкĕнме (е шеллеме) тăмасть; 3. безл. с неопр. стоит (надо, следует) кирлĕ, юра, тăр, ⸗ла [⸗ле]; эту книгу стоит прочесть ку кĕнекене вулама юрать (е тăрать); стоит только сказать ему, он все сделает ăна каламалла кăна, вăл пĕтĕмпех тăвать; ◇ овчинка выделки не стоит погов. япали ĕçĕн хакне тăмасть; не стоит мизинца кача пӳрне тĕшне тăмасть; ничего не стоит ним те мар; гроша медного (или ломаного) не стоит виçĕ пуса тăмасть; игра не стоит свеч см. игра.

так-сяк

нареч. 1. (кое-как) аран-аран; апла та капла; 2. в знач. сказ. (приемлемо, сойдёт) юрать, пырать, аптрамасть, юрĕччĕ-ха, пырĕччĕ-ха, аптрамĕччĕ-ха.

туда-сюда

разг. 1. нареч. (в разные стороны) пур еннелле те, каллĕ-маллĕ; 2. знач. сказ. (сносно) аптрамасть, юрать, пырать; это ещё туда-сюда ку аптрамасть-ха.

удовлетворительно

нареч. юрăхлă, юрамалла, юрать, пырать.

хорошо

нареч. 1. лайăх, аван, ыррăн, селĕм, хӳхĕм; хорошо жить аван пурăн; 2. в знач. сказ. безл. лайăх, аван, ырă, хӳхĕм, селĕм; хорошо на свежем воздухе уçă сывлăшра ытла та ырă; хорошо жить с друзьями туссемпе пурăнма лайăх; 3. в знач. утв. частицы (да, согласен, ладно) юрĕ, юрать; хорошо, я согласен юрать, эпĕ килĕшетĕп; 4. в знач. частицы (при угрозе) юрĕ, юрать (кайран курăн-ха, астăвăн-ха).

церемониться

несов. 1. танлан, туртăнса тăр, ирĕксĕртерех тыткала; прошу не церемониться хăвăра ирĕккĕн тытăр; 2. с кем-чем и без доп. (считаться) тытăнса тăр, сапăр пул; нечего с ними церемониться вĕсемпе ытлашши сапăрланмасан та юрать.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

юрать

, юрĕ ярар, ярый

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

ыйт

[yjt]
demandi (demandu), peti (petu); postuli (postulu)
ыйтма юрать-и? — ĉu mi rajtas demandi?
ыйтса пĕл — pridemandi
каçару ыйтатăп — mi petas pardonon
кивçен ыйт — peti prunte
ыйтав — formularo, aliĝilo
ыйтăм — enket(il)o, demandaro
ыйткала — almozi
ыйткалакан — almozulo
ыйту — demando
ыйту палли — demandsigno
ыйту пар — fari demandon
кăткăс ыйту — komplika, malfacila demando
ыйтуллă — demanda
ыйтуллă пуплев — demanda propozicio

эппин

[eppinj]
do
юрать эппин — do, bone
эс(ĕ) килетĕн эппин? — do, ĉu vi venos?
эппин, ыран тĕл пулăпăр — do, morgaŭ ni vidu unu la alian
кала эппин — так do, diru!

юра

[jura']
taŭgi (taŭgu)
ку мана юрать — tio taŭgas por mi
çук, ун пек юрамасть — ne, tiel ne taŭgas
юравлă — taŭga
юравсăр — maltaŭga
кĕме юрать-и? — ĉu mi rajtas eniri? юрать - bone, konsentite

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

юра

1. «годиться», «быть годным», «подходить»; юрать «годится», «ладно», «хорошо»; 2. «угождать»; др. тюрк., МК, азерб. йара, МНХ йәра, уйг. яри, узб., тат., башк., ног. яра, ойр. дьара, кирг., казах., к. калп. жара, хак. чара «годиться», «быть годным», «подходить», «нравиться».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Карта ларт

Карта ларт 1. удовлетворять / удовлетворить (требованиям, чувству и т. п.); 2. делать кое-как, лишь бы сошло.
1. Майра инке темиçе хутчен те калать, картне лартаймасть. М. Ухсай. [Васильев:] Эсĕ пур... Хăвăн сассуна ниепле те карта лартаймастăн. А. Ĕçхĕл. Манăн кăмăлăм картне ларчĕ. 2. Тĕрĕс калаймасан та пырать, картне лартсан юрать.

Картине кĕр

Картине кĕр понимать / понять что.
Картине кĕрсен, юрать. Кашни сăмаха вырăсларах каласа култаратчĕ, халĕ картине кĕрекен пулчĕ. А. Артемьев.

Пăрахăçа кăлар

Пăрахăçа кăлар 1. приводить / привести в негодность что; 2. упразднять / упразднить что, отменять / отменить что, аннулировать что.
1. — Пĕлместĕп, анчах малалла мĕн пулать — курăпăр... Юрать-ха атмине пăрахăçа кăларса хăварман. В. Краснов-Асли. 2. Саккунсăр суту ку! Эпĕ ăна пăрахăçа кăларма сĕнетĕп. С. Элкер. Вăхăтлăх правительство патша союзникĕсемпе тунă договорсене пăрахăçа кăлармарĕ. В. Краснов-Асли.

Сĕнӳ пар

Сĕнӳ пар вносить / внести предложение какое, предлагать / предложить что.
— Малтан ниепле те ăнăçтараймарăмăр-çке, Иван Петрович. Юрать, эсир ырă сĕнӳ парса пулăшрăр. А. Ĕçхĕл. Мучи панă сĕнĕве никам та хирĕç пулмарĕ. А. Ĕçхĕл.

Çул çитет

Çул çитет достигает совершеннолетия кто; возмужает кто.
Йывăр-йывăр аннене Тăрантмашкăн ывăлне, Çул та ман çитсе пырать, Ĕçе кĕрĕшме юрать. Г. Ефимов. — Çул çитменнисене фронта илмеççĕ, — тесе милици пуçлăхĕ сĕтел çинчи хаçата тытрĕ. В. Ухли.

Укçа тăк

Укçа (укçана) тăк [сап] сорить [сыпать, швырять] деньгами, бросаться деньгами, бросать деньги на ветер.
[Сармантей:] Ăнăçлă пулмарĕ ман роман. Укçа тăкни анчах пулчĕ. И. Максимов-Кошкинский. Юрать халь пĕр лаша та пĕр ĕне çеç усрать Эльгеев, ют хуласене çӳресе укçа тăкасси те çук. П. Осипов. Чăваш купца Морозов Савви мар, Сапмасть вăл укçине меценатла. Çĕр хут, пин хут вăл хыт кукар, Ылханнă метала çыртать вăл шăлпала. С. Шавли.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ваучер

ç.с. Патшалăх харпăрлăхĕнчи предприятисене приватизаци (туп.) тунă чухне акци (пай хучĕ) тата пурлăх илме май паракан хаклă йышши хут; Раççей Федерацийĕнче 1992—1994 çулсенче усă курнă приватизаци чекĕ. Ĕнер Раççей Федерацийĕн Патшалăх пурлăх комитетĕнче ваучер «пре-зентацийĕ» пулчĕ. Х-р, 26.08.1992, 2 с. Сире приватизацилеме юрать-и.Ваучерăра кăтартăр-ха! Х-р, 19.09.1996, 1 с. Ваучер-сене тарăн калушпа улăштаракансем те, вунă пинпе сутса яракан-сем те, акцисем илсе юлакансем те пулчĕç. ЧÇ, 1998, 14 /, 11 с. Ваучер текен хут таткипе улталаса, акцисемпе пуясса шантарса халăх пурлăхне уйрăм çынсен аллине парса пĕтерчĕç. ХС, 1999, 19 /, 2 с. — ваучер фончĕсем (Х-р, 22.02.2000, 2 с.).

контрактник

ç.с. Контрактçă. Юрать-ха, контракт-никсем çухалса кайман, çийĕнчех тивĕçлĕ органсенчен пулăшу ыйтма чупнă. Х-р, 5.02.1997, 2 с. Нумайăшĕ унта [Чечняра] приказ йĕркипе хĕсметре тăрать. Анчах вĕсен хушшинче конт-рактниксем те питĕ йышлă. Ар, 2000, 10 /, 1 с.

маршрутка

ç.с., калаç. Маршрутлă такси. «Чувашия» ресторана мĕнле çитмелле... Унта маршруткăпа кайма пу-лать-и. Дегтярев, 1995, 77 с. Маршруткăра хĕрĕнкĕрех хĕрарăм янăраса пыни шухăша ячĕ. ÇХ, 2003, 2 /, 2 с. Юрать-ха маршруткăра çын нумаях пулман. Х-р, 19.03.2003, 1 с.

прополис

п.с. Пыл хурчĕсем хатĕрлекен сиплĕ çилĕм; тăпа. Спирт çинчи прополис, ак. Сăтăрттар та ĕç пăртак. М.Сениэль, 1990, 148 с. Ыратакан шăл хăвăлне ... прополис (тăпа) хума та юрать. Я-в, 1991, 3 /, 25 с. Кунта [санаторире] ... пыл хурчĕн мĕн пур продукчĕпе (прополис, пыл, ăвăс, хурт амин сĕчĕ...) сиплеççĕ. Х-р, 20.06.2000, 2 с. — прополис шĕвекĕ (Х-р, 22.07.1999, 4 с.); прополис маçĕ (С-х, 2000, 37 /, 4 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

корван

Турра асăннă парне. Эсир калатăр: кам та пулин ашшĕне е амăшне сана парас япала корван (Турра асăннă парне) тесен вăл çыннăн хăй ашшĕне е амăшне нимĕн усă тумасан та юрать тетĕр [Господа 1890:101].

союз

ушкăн. Тĕн тĕлĕшĕнчен – кам еплине тытас тет, çавна тытма юрать … унта ушкăнсем (союзсем) тума та, нумайăн пĕр сăмахлă пулса ĕçлеме те ирĕк [Çулталăк 1906:15]; Патшалăхра пурăнакан пур халăхшăн та калаçма, кĕнеке-хаçет çине çырма, пуçтарăнса калаçма ушкăнсем (союзсем) тума ирĕк пултăр [Хальхи 1906:19].

Турă çырăвĕ

Христос тĕнĕ мĕн пулнине, вăл ăçтан тухнине, епле кĕнеке тăрăх вĕрентнине çырса кăтартакан кĕнеке пуххи. Христос тĕнĕ мĕн вăл, ăçтан тухнă вăл, епле кĕнеке çине çырнă тăрăх вĕрентеççĕ ун çинчен – çавсене тĕппи-йĕррипе йĕрлесе пăхса пĕлес пулать. Вăл кĕнекесене вырăсла Священное писание теççĕ, чăвашла калас пулсассăн вĕсене Турă çырăвĕ, Таса çыру теме юрать [Указание 1893:3]; Турă çырăвĕ тесе ветхий завет Библия кĕнекине, Евангелиепе апостолсем çырнă кĕнекесене калаççĕ [Избранные (январь) 1904:41].

Çавăн пекех пăхăр:

юраттар юрату юратуллă юратуллăн « юрать » юри юридически юридический юрирен юрисдикция

юрать
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150