Шырав: яр-пуççи(?).

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

тылла

I.
тылла пуççи — кочка
тылла пуççиллĕ улăх — кочковатый луг

уша

уша пуççи — лавка вдоль печи
уша юпи — столб около печки

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вут

огонь
вутама (вут+ама) — мать огня
вут пуççи — головня, головешка
вут-кăвар (огонь-жар) — различные виды огня
вут чулĕ — кремень
вутлă кимĕ — пароход
вут чĕртсе хураççĕ — разводят огонь
вут хут  — топить печь
вут хутса йар — затопить печь

йарăм

син.: йарăм йывăççи
(см. йар пуççи)

пуç

голова
начало
начальник
главный
колос
покорность

аслине пуç — старшему покорность
пуçлă йĕп — булавка
пуçла — начинать
пуçлан — начинаться
пуç-çап — челом бить, покланяться, молиться; жаловаться, благодарить
пуç çавăр — отуманить
кил пуçĕ — домоправитель
туй пуçĕ — распорядитель свадебного пира
çарă пуçĕ — полководец
йал пуçĕ — вождь деревни, своего народа
шыв пуçĕ — исток, вершина реки
çырма пуçĕ — начало оврага
вар пуçĕ — начало долины
кӳлĕ пуçĕ — начало озера
шурăмпуç — заря
вут пуççи — головня
çул пуççи — проводник
хул-пуççи — предплечие
ал-пуççи — плечо
пуç пÿрне — большой палец
пуç тури — гребень
пуç тăрри, тӳпи — темя
пуç шăмми — череп
пуç йанаххи — виски
пуç тутăри — головной платок
пуç-кашăл — венец
вăл кĕнекене пуçĕпех патăм — я отдал ему эту книгу совсем
пуçламăш — начало
пуçне — кроме, отдельно, особенно, исключая
пăт пуçне пиллĕк пус тӳлес пулать — нужно платить по пять копеек с пуда
пуçах, пучах — колос
хăмла пучаххи — хмелевая шишка
пуçалăх, пуçелĕк — из головы, брус в окне
пуç вĕçĕ — изголовье
пуçлăх — начальник; глава
пуç хирлĕ ӳкер — упасть стремглав п
пуç хур – ложиться ("голову класть")
çичĕ çул йамшăк чупрăм, пĕр турта пуç катмарăм — семь лет я гонял ямщину и не отколол конца ни у одной оглобли
пуç-тах çын — бесшабашный
пуççăрла [Етĕр.] — быть бесшабашным
пуç çинчен пĕркен — закрываться с головой
çын пуçне пĕрер çăмарта пĕçереççĕ — на человека варят по одному яйцу
пуçланса кайать — начинается
ĕçле пуçлать — принимается за работу
ĕрет пуçланса йарать — начинает ряд

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сĕп

встречается в следующей заумной песне. Якейк. Си пуççи потруççи, атан купалю, çупа купалю, сĕп силленке, силле варри, прита варри ластуки, перекеч, торакач.

çатлаттар

понуд. ф. от çатлат. Икково. Если сидящий на окне ребенок упадет на улицу — çатлаттарать. См. шаплаттар. КС. Валекпе çатлаттарса çапаççĕ. Бес. чув. 14. Хăшĕ патакпа çатлаттарса çапса шыв сирпĕтетчĕç. КС. Милĕкпе çатлаттарать (по голому телу). Сред. Юм. Пӳрт шкатурт тунă чôхне малтан çинçе, çӳхе патаксĕне пăтапа çапса тôхаççĕ те, кайран пылчăкпа çатлаттарса çапса тохаççĕ çав патак хошшисĕне. N. Пычĕ те, пит-çăмартинчен çатлаттарса та ячĕ. Янгильд. Микита часрах пăшала ярчĕ-илчĕ, тукмака тĕллесе çатлаттарчĕ (выстрелил). Ib. Пăшалне хул-пуççи çинчен хурĕ те (= хыврĕ), мулкача тĕллесе çатлаттарчĕ. Çутт. 116. Хумсем кăпăк кăларса явăнса çӳренĕ, шыв хĕрнелле пырса çатлаттарнă. Малт. шк. вĕр. физ. 107. 20—30 хутчен çатлаттарсан, ӳт-пĕве электричĕствă кĕрет. Абаш. Çăтлаттарса çырса патăм (накатал сочинение).

çинчен

вм. çийĕнчен — из. Çĕнтерчĕ З2. Кĕленче çинчен эмеле стаккан çине тăмлатать. Ала 16°. Атьăр часрах тухса тарар шыв çинчен, тенĕ (рыбаки). N. Эпĕ хам хаçат çинчен вуласа пĕлменччĕ, çынтан кăна илтнĕччĕ. Байгул. Эпĕ вăл кĕнеке çинчен пĕр сăмах хăвармасăр вуласа тухрăм. Альш. Ман ку сурăхсем çинчен хăшне пусмалла? ЧС. Вăл малтан кушилти çăмартасене сăват, ун çинчен кушил çĕклекене 25 çăмарта парат. || От. N. Вĕсемпе пĕрле киреметсене парне кӳме, е кĕлтума çӳремен; ку пурăнăç çинчен уйăрăлса çӳренĕ. || С, со. N. Сала-кайăксем анчах пĕр йăвăç çинчен тепĕр йăвăç çине вĕçсе çӳреççĕ. Моркар. Пăртак шăршласа пăхам ырнă çинчен (с устатку). || Через. ТХКА 91. Ваçли кӳме çине тăчĕ те, уй-хапхи çине урлă хунă кашта çинчен ялт сиксе каçса, çав кӳме çинех ларчĕ. Сам. 73. Чипер этем çинченех унăн чунĕ путланчĕ. N. Çурăм хыçне икĕ хул-пуççи çинчен туттăр çĕлесе çакаççĕ. Баран. 109. Çĕр ĕçлекен ĕнси çинчен темиçе тĕрлĕ вĕçен-кайăк тăранса пурăнать. N. Пор çӳллĕ çĕртрен сиктереççĕ, сапорсам çинчен, карлăк çинчен. || О, об. Сборн. по мед. Уйăрăм пичетлесе хăйсем çинчен тата уйăрăм кĕнекелле тунă. Регули 113. Ĕçлес çинчен онта поплерăм. Ib. 1095. Вăл ялан чăвашсам çинчен поплет. N. Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. Ст. Ганьк. Мĕшĕн шавлат çав халăх: чăн çинчен те шавларĕç, суя çинчен те шавларĕç. Кн. для чт. 56. Эпĕ сан çинчен пит усал тĕлĕк куртăм. || По (чему). N. Тинĕс çинчен утса пыр. Çутт. 54. Тин çунă юр çинчен киле кайрĕç. || По, за (сколько). N. Вăтăр тенкĕ çинчен. N. Тенкĕ çурă çинчен, по 1½ руб. N. Ку сĕлĕ пирĕн аллă тăххăр çинчен кăна кайрĕ. Мы продали этот овес всего по 50 коп. N. Çăнăхне хăй 1 Т. 80 пус. çинчен илнĕ пулнă, парасса 2 Т. çинчен пачĕ. N. Сысна аш 2 пус çинчен сотат. N. 600 тенкĕ çинчен. Кан. Улăмне торки туса 4 тенкĕ те 10 пус çинчен сутрĕç. Альш. Çитмĕл пилĕк пус çинчен килĕшрĕмĕр (сторговались за 75 коп.). Арзад. 1908, № 42. Кăтюк инке пасарта çăмартине 2 пус çинчен 10 çăмарта сутнă. || Над. N. Куç çинчен пульăсем вĕçеççĕ. Сюгал-Яуши. Сасартăк пирĕн ял çинчен хура тĕтĕм тухрĕ. || По случаю. Тогаево. Пĕр çĕре пыçтарăнса ĕç пĕтернĕ çинчен ĕçрĕç. Микушк. Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ. || При наличии. Чув. пр. о пог. 320. Аслати юр çинчен авăтсан, тырă пулмаст. Если гром гремит на снегу, урожая не будет. || Сверх, того, кроме того; сверх, в придачу. Чăв. й. пур. 25. Яккуне, çинчен укçа парсах, ратнике панă. Илебар. † Кĕштеклĕх те памасан, çинчен хамăр парăпăр. Регули 1529. Вăл пире ĕçтерчĕ, çитарчĕ, çинчен (çинчен тата) прер сом окçа пачĕ. Изванк. Тата çинчен ăштрав тутараççĕ, тата ăристанскине хупса лартаççĕ, N. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ, çинчен (çийĕнчен) окçа пачĕ (сверх того). N. Пĕтĕм чун çĕкленсе каять. Ĕçлес мар çинчен ĕçлес килет. N. Пĕрре çапла тӳленĕ çинчен тата качака путекки парса янă. N. Тӳлев çинчен, сверх платы. || Поверх. Изамб. Т. Халат çинчен симĕс пиçикки çыхаççĕ. Утăм 20. Кĕпи çинчен жилеткă. ТХКА 50. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Альш. Çак хыçрисене пĕтĕмпе сукна çинчен кăларса яраççĕ (части украшения, висяшие на спине, выпускают поверх кафтана). || N. Эпир вăрçас çук çинчен мĕншĕн эсĕ çавăн чухлĕ халăха кăлăхах тертлентеретĕн? N. Ăна шанса пурăннă çинчен эпĕ аптăрамăп.

çу

масло, жир. Календ. 1903. Çу уçлама хура алăпах (с грязными руками) пикенеççĕ. В. Олг. Орен (орэн) уçласан, çу ӳкет (сбивается масло). N. Ăна кашни кунах вулатăп та, чун пĕтĕмпех савăнса каять, пĕтĕм ăшчик çу пик ирĕлсе каят. N. Пĕре сехрине хăпартрĕç те (пугнули), пирĕн улпут кайран çу пек пулчĕ (стал как масляный, т. е. ласковый, мягкий). Бел. Гора. † Çу пек çемçе аллăмпа тытса пăхайăттăм (девушек). Сред. Юм. Пирĕн ĕç халь çу çинчи пик пырать. Наше дело на мази („как по-маслу“). Ib. Тунă ĕç çу пик. Кильд. Чĕлхи-çăварĕ — çу тути. Ее речи приятны как масло. Чураль-к. † Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тохать. Собр. Нумай калаçса çу тухмаст, теççĕ. В многословии пользы нет. (Послов.) Юрк. Нуммай калаçсан та, çу тухмас-тăр çав. Собр. Хĕре чи первей венчет туса кил-хушши алăкĕ патне çитсессĕн чăкăтпа çу çитерсессĕн, хĕрĕ çу пек пулат, теççĕ. С. Алг. † Сĕтел лартса çу хуракан, ут куçĕ-тĕр (надо: вут-пуççи-тĕр) унăн чĕрисем. Пазух. Улатăртан илтĕм ула ĕне, нумай та тăмарăм, çу турăм. Янорс. Ураписене çу сĕрсе (подмазав) хатĕрлесе лартрĕ. Альш. † Эпир усала кайсассăн, тăшман çĕççи çу çинче (т. е. враги будут очень рады). || Сало, жир N. Çу нумай хывнă чĕрисене. Бюрганский. Манăн чĕре эсĕ çу хывнă пекех пулчĕ. Ты влил отраду в мое сердце. Юрк. Ăшăмра пĕр пĕрчĕ çу юлмарĕ-тĕр. Я совсем истосковался, высох от горя. ЧП. Çак тăвансем аса килсессĕн, ирĕлмĕ-шин чĕренĕн çăвĕсем (не растает ли жир сердца, т. е. не буду ли я томиться тоской). Альш. † Йĕрсе, хуйхăрса ан тăрăр, хуйхăран чĕресенче çу пулмĕ. Собр. † Ушкăн пыран кайăк-хур, çуначисем вĕçĕнчен çу юхат. N. Пирĕн чĕре çумĕнче пĕр чĕрĕк те çу çук-тăр. || Скоромное. В. Олг. Эс паян çу çиетĕн-и? Ешь ли ты сегодня скоромное. (То же у КС). Тораево. Çула çупа пурăнать, хĕлле типĕ. (Какая-то загадка).

çул пуç

çул пуçĕ, çул пуççи, путеводитель, проводник. ЧП. Альш. † Аслă çулпа апус пырат-çке, çул пуçĕ-тĕр кăвак лашасем. Собр. Упус килет çулпала, кăвак лаши пулин çул пуççи. Золотн. Çол поççи, проводник. || Вождь, руководитель. N. Кам сирĕн кунта ĕç пуçласа яраканни? Кам халăха хĕтĕртет? Çул-пуçĕ кил кунта! || Назв. дер. Салагаевой, Янтиковского р. || Назв. дер. Аксариной.

çурăм

çорăм (с’уры̆м, с’оры̆м), спина. Ала Зб°. Кутамккине çурăм çине çакса янă. Альш. Çурăмран пĕр-иккĕ хурас (дать раза два по спине). Ib. Тĕнчере çук сăмах кала пĕлмес, тет те, çурăм тирне сӳсе илет, тет. N. Çурăмĕ çине (или: хул-пуççи çине) çавăрса хучĕ. Вскинул на спину. Якейк. Çорăмпе вот енелле выртнă (или: çорăмне вот енелле туса или çавăрса выртнă). Зап. ВНО. Алăпа тунăскерне çурăмпа тӳсес пулать. Орау. Çурăмне стена енелле туса тăчĕ (или: выртрĕ). N. Çурăмĕ пур, хырăмĕ çук. (Такана). Яндобы. Кашкăр кĕçĕн хĕрне тытнă та, çурăм çине хурса тухса тарнă. N. Эпĕ йĕвене çурăм çине хутăм та, кайрăм лашасене шырама. СТИК. Арăмĕпе упăшки урапа çинче çурăмпа çурăм ларса пыраççĕ (сидят спиною). Яргуньк. Атти çурчĕ сала пак, çурăм хыçне тăрса юлч. (Солд. п.). Кан. Нумайăшĕ çуранах кутамккисене çурăм хыçне çакса килнĕ. N. Çил манăн çурăма тӳрех вĕрет. N. Çурăмăпа ман енелле çаврăнса тăр. || Поясница. Начерт. 150. || Вышивка на спине кафтана. Золотн. Начерт. 150. Çурăм — узор, нашиваемый на кафтане сзади.

çăлкăш

(с’ŏлгŏш), то, что остается после дергания. Б. Олг. Кантăр айĕ полат çăлкăш, осалли, йолашки (кантăр татсассăн юлать тĕпне, низенькие стебли). Коракыш. Çăлкăш çурĕм, вар-пуççи, нимĕн тума юрамин, йĕм тума вăл юрать. Якейк. Кантăр татса пĕтерсен, кантăр вырăнне çăлкăш юлать. Вăл çăлкăш çăлăхса тулнă пуса.

тачкăш

(-ы̆ш), толщина (его). Нюш-к. Хурана ал çупăш (тачкăш) ăвăспа витсе хунă. N. Пĕр качи-пурне тачкăшĕ аяларах лекнĕ пулсан, хул-пуççи шăммине ватса каятьчĕ (разбила бы плечевую кость).

тевет

(тэвэт, т’эвэт’), назв. женск. Убора — лента, украшенная монетами и надеваемая через левое плечо. Изамб. Т. Альш. Суллахай хул-пуççи çинчен сылтăм хулайне (чалăш) тевет (умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ эрет, тата шăрçа пуснă, тата çавăнтах юнашартарах çиччĕ-саккăр, тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем, çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук; тевете тăхăнмалла). ЩС. Тевет — широкая лента, перевешиваемая через правое плечо (шăрçа, нухрат, ял-тăрка, хурт-куççи). СПВВ. Тевет; хĕрсем хул çинчен çакаççĕ. Начерт. Тевет, лента, убранная бисером, коею препоясываются женщины, наподобие орденской ленты. Слеп. Тевет (чалăшла çакаççĕ; хор-поççиллă, тенкĕллĕ, хĕрлĕ сентелтен). Янш.-Норв. Тевет хĕрĕнчи шур, кукăр-макăрлă кăвак тытнă пукранка (тесьма). Теветĕн икĕ вĕçĕ пĕр çĕре сыпăнакан вырăнти „йыт пулли тĕрри пусма“ илсен, çав луччă тӳсекенччĕ-ха, теççĕ. Тевете хĕрарăмсем туй хĕр-çумми ларма çакса кайнă. Тевете сулахай хул-пуççи çинчен каялла туса çакса кайнă. Алших. † Тевет, тевет тиеççĕ, тевет çакки час пулмасть. N. Тевет, тевет тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă — хĕр, сарă хĕр тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас (не достанется вам, не попадет в ваши руки). Зап. ВНО. † Çуракине çитсессĕн, трр...и, трр...и! тăри сасси; хĕр вăййине тухсассăн, чăнкăр-чăнкăр тевет сасси. Ib. † Тевет, тевет, теветсем, эсир пурте пирĕншĕн, анчах телейшĕн кăна. Ib. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çекленмест (не достанется); сар хĕр, сар хĕр, тиетĕр, сар хĕр сире çекленмест. Ск. и пред. чув. 69. Шăпкăр-шанкăр теветне хул-пуççи урлă ярать. Собр. 253. † Çийăм тулли теветĕм пур, сире халал тăвас çук, хĕвел карти пултăр-и! Кĕвĕсем. Ман теветри пилĕк тальăр — пилĕкĕш те пĕр манир. Байгул. † Тевет куççи, хурт-куççи, татса илмеллех килнĕ эпир. См. Золотн. 241.

текерлӳ

(т’эг’эрл’ӳ), то же, что текерлĕк. Сорм-Вар. † Тек-тек килме текерлӳ мар. ЙФН. Тĕвик-тĕвик текерлӳ, санăн йăву хăш тĕлте? Якейк. † Сĕм вăрманта текерлӳ, уя тохман, уй корман. Б. Олг. Текерлӳ çӳренĕ чохне мыракне (хохол) тăратат, вĕçсе кайнă чох выртарат. То же сл. в Питушк. Зап. ВНО. Услан кайăк шыв ĕçет, ик текерлӳ вăй вылять. (Лаша шыв ĕçнĕ чух икĕ хулхи выйлани, т. е. выляни). Яргуньк. Тĕвик-тĕвик текерлӳ, текерлӳвĕн чĕпписем тылла-пуççи хушшинче.

тел-пуççи

неизв. сл. ЧП. Теллĕм, теллĕм, тел пуççи. Ib. Тел-пуççинĕн çаранĕ.

тепĕррехи

(-h’и), сущий (seiend) в другой раз. N. Тата тепĕррехинче тискер кайăк, хул-пуççи çине сиксе ларса (вспрыгнув), хама та, лашама та çĕре сирпĕтсе ячĕ (сбросил).

тыла поç

тыл пуç, тыл пуçĕ, тыл пуççи, кочка в болоте. Юрк. † Çӳçĕ-пуçĕ тыла пуç (опред. предложение), çӳçне-пуçне пуçтараймас, хунчăкăшне юраймас. Собр. Çак çар халăхĕ тыла пуçĕ пулса тăрĕçинччĕ (пусть это войско обратится в кочки), тесе каларĕ, тет. Сорм-Вар. Вара хĕр каларĕ ăна: манăн атте тӳрĕ килнĕ çĕртре тыла пуçи нумай, çавăнпа час килеймес. Ёрдово. † Тыла пуçĕ усалĕ ыр çарана сая ячĕ (произн. саячĕ). Тюрл. Тыла пуçĕ, кочка. Зап. ВНО. Тыла пуççи, кочка на лугу. N. Хитре, çӳлĕ курăксем вырăнне... тыла пуççисем анчах лараççĕ. Сенчук. † Шăпчăк чĕппи ӳстертĕм тыла пуççи хушшинче. N. † Хухă çулçи тӳшек пек, тыла пуççи минтер пек. N. Çаран çинче тыла пуççи айĕнче путене йăви пулнă. || Назв. поля. Ураскилт. Тыла пуççинче выратпăр.

тылă пуççи

то же, что тыла поç. ЧС. Тылă пуççи минтер пек.

тылла пуççи

(п̚ус’с’и), тылла поççи (п̚ос’с’и), кочка. Календ. 1908. Чи лайăх тирĕс выльăхсем айне ыраш улăмĕпе тылла пуççи хутăштарса сарсан пулать. N. Шур, лачака, тылла пуççи таврашĕсем. || Кудель. Сомн.?

тына пуççи

кочка. Нюш-к. || Кочка на лугу. Янтик. ЧП. Тына-пуççи минтер пек. || Назв. поля. Алших.

тула пуççи

то же, что тыла пуççи. Пазух. Санăн çурту ăçтарах? Тула пуççи айĕнче, айĕнче.

Тули-вар

назв. поля. Алших. Яжутк. Тулин-тули тули-вар, тули варри тӳшекки, тылла пуççи çытарри.

томката

(томгада), пень; столб. Сятра. Хапха томкати, но: сарай столпи. Байгул. Тумката = тунката. Никит. Йăмра тумкати çинче ак мĕн-мĕн япала пулнă. N. Тумкатана такăнса пуçа çĕрелле илтĕм. Кан. Чуллă тăвăн хул-пуççи персе анчĕ тумкати. || Кочка. Макс. Чăв. К. I, 67. Урам хушши тумката, утас килмес, тупата. || Глыба. Кан. Манах ятлă чуллă ту тумкати çурăлса кайнă.

Хитиван

имя мужч.(?) Атмал-к. Уть-уть, Утиван, Утиван тв Хитиван! Сарă хĕрсем кĕрт йăтти, хура хĕрсем вут-пуççи.

тĕвик

звукоподраж. ЙФН. Тĕвик-тĕвик тăмана, чăхсам тĕлне пĕлмесĕр арпа ӳклинче çĕр каçнă. Собр. Тĕвик-тĕвик тăмана, арпалăхра чăхă сыхлат. Чураль-к. Тĕвик тĕвик тăмани, арпа ӳклинче чăх сыхлать, чăххи чее тыттармасть. ЧП. Тĕвик-тĕвик тăмани, чикмек тăрринче çĕр каçнă. Сорм-Вар. Тĕвик-тĕвик путене, санăн йăву ăçтарахра? Тылла пуççи çийĕнче. Пазух. † Тĕвик-тĕвик текерлĕк, текерлĕк, ăçта каян, текерлĕк, текерлĕк? Торп-к. Тĕвик-тĕвик текерлӳ. Ядр. Тĕвик-тĕвик текерле, текерле те месерле, тем тесен те месерле. Шел. II. 133. Çӳлтен текерлĕксем тĕвик-тĕвик! кăçкăрса, пирĕн çине пăрăлтатса, вăшлатса вĕçсе анса, çӳлелле хăпарса каяççĕ. Сет-к. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш туса вĕçсе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен тĕвик! тесе кăçкăрать. || Пазух. † Шывра тĕвик: кăшкăрать, шыв типессе сиснĕ пуль. Ib. † Çӳлте тăвик кăшкăрать.

чатăр

шатер, палатка, шалаш, беседка. Образцы 26. † Чатăр айĕнче ӳснĕ эпир. Ск. и пред. чув. 28. Çуркуннехи пĕлĕт кăн-кăвак пĕлĕт чатăр пек ăна (хĕвеле) витсе çеç тăрать. Ib. 98. Кăвак пĕлĕт чатăр пек. N. Кунта виçĕ чатăр карар. Устроим здесь три шатра. О сохр. здор. Тата хăш чухне чатăр тăваççĕ. Чатăра та хушă (шалаш) пекех тăвас пулать. Юрк. Чи аслă улпучĕ, хăй салтакĕсенчен пĕр энерех кайса, чатăр ăшне кĕрсе выртат. Трхбл. Çурăм пуçсем килет ай шуралса, шурă чатăр карса чарнас çук. Кильд. Чатăр картăм улăха, типтĕр терĕм хĕвелпе. Калашн. 26. Тĕве каçан хушшинче пырать чӳхенсе çӳремелли чатăрсен йăрăм аркисем. Мотаясь, висели меж твердых горбов узорные полы походных шатров. || Полог. Якейк. Чатăр вăл мăн шăналăк, онпа çулла тола вырăн (постель) тăваççĕ. || Н. Седяк. Чатăр, вĕçен кайăка тытмалли. || ЙФН. Пичи, лаша кӳлсе пар, инке, чатăр кӳртсе пар, атьăр каяр улкаша. || Белая Гора. Чатăр сурпан кӳтĕмĕр, пуçĕ тавра яврăмăр, укçалă хушпу кӳтĕмĕр, пуççи тăррине лартрăмăр.

шакăрт

подр. обрывающемуся стуку. См. шаккăрт. ЧП. Хутаç, хутаç хурт пуççи, шакăрт ятăм сакайне. N. Ăшкап айĕнче темскер шакăрт тутарчĕ, те кушак-кайĕк? || Сразу, неожиданно. Сред. Юм. Пĕр тенкĕ ôкçа шакăрт кăларчĕ-хучĕ, эп ôна ôн пик парасса шôтламан. Йӳç. такăнт. 20. Шакăрт кĕрсе тăрса.

шӳлкеме

нагрудное украшение женщин. Питушк., Сĕт-к., Мыслец. Зап. ВНО. Шӳлкеме, женское украшение, на особой коже пришиты монеты, а с краев „хурт пуççи“. Якейк. Шӳлкеме (пĕр хутлă). Сред. Юм. Шӳлкеме, хĕрарăмсем ôмма çакакан тенкĕллĕ сăран. N. „Шӳлкеме состоит из кожи, на которую пришиты серебряные монеты (большею частью 5-копеечные, очень редко, у богатых, 10-копеечные), а с нижней стороны и с краев „хурт-пуççи“. Чертаг. Шӳлкеме — у девушек лишь в один ярус, а у женщин — в два яруса, представляет кожаный четыреугольник, подкладка холщевая, на коже нашиты серебряные гривенники и пятачки. Нижний край „шӳлкеме“ обшит „хурт-пуççи“, остальные же края — мелким бисером в три ряда: внутренний ряд — красный, потом – белый и наконец-черный. Мелким же бисером в один ряд обшит и нижний край. ЩС. Шӳлкеме тăват кĕтеслĕ. Мăйран çакса яраççĕ. А.-п. й. 60. Лайăх юрлама ман шурă шупăрпа çутă шӳлкемем çук çав.

шăкăр

подр. рассыпанию твердых мелких предметов. Орау. Шăкăр кăларса парать те, кураймастăн унта. Дает (сдачу) грудой, и трудно рассмотреть (фальшивые деньги). Е. Орлова. Шăккăрр мырă сапрĕ. Б. Олг. Ту çинчен нумай вĕт чол тăкăнат, шăкăрр! тет. Т. II. Загадки. Шăкăр пĕр май. (Хурт пуççи). || Подр. выливанию. КС. Шыв шăкăрр юхса туххăрĕ. Ib. Курки тĕпĕ шăтăк та, сăри шăкăрр юхса туххăрĕ. || Дружно, исключительно, сплошь. N. Пур пухăннă хăна шăкăрах тăчĕçĕ. Якейк. Пĕр лакăм топрĕç те, он йĕри-тавра шăкăр пырса ларчĕç. || Сплошной. Шел. П. 49. Пĕтĕм хирте çĕмелпе шăкăр сурат курăнать.

шăкăр-шăкăр

подр, журчанию воды. КС. Вăл çырмара шыв шăкăр-шăкăр-шăкăр юхса выртать. Качалово. Шăкăр-шăкăр шыв юхать, шыв юхать те çĕр юлать, эпĕр юлас иртрĕ пулĕ. Якейк. Шăкăр-шăкăр шу йохать, çĕр çинчен мар, чол çинчен. Ib. Шăкăр-шăкăр томла йохать. || Подр. звону монет. А.-п. й. 60. Шăкăр-шăкăр тенкисем, чăнкăр-чăнкăр тенкисем,— тесе юрлать тилли йăпăлтатса. || Подр. стуку. Толст. Пӳрт патне çитсен, вĕсем унăн алăкне шăкăр-шăкăр шаккарĕç, тет. || Подр. шумному разговору. ЧС. Ахаль чухне çинĕ çĕрте шăкăр-шăкăр шакăртаттарса çиекенччĕ, халĕ пурте чĕлхесĕрсем пек шăппăн, пĕри пĕр сăмах чĕнмесĕр çисе ларатпăр (после того, как пала лошадь). || Сплошь. Г. А. Отрыв. Тевет çинче шăкăр-шăкăрах хурт-пуççи хĕрлĕ сентел çине йĕри-тавра тытнă (пулнă).

шăпăрла

назв. наговора. Изванк. Кунта пĕр „шăпăрла“ тиекен чĕлхене анчах çыратăп. Çак чĕлхе ак çапла пуçланса каять: „Ырă мăн туррăн çетмĕл те çич ылтăн кӳлĕ, çав ылтăн кӳлĕсенчен ылтăн çапмапа (= çатмапа?), ылтăн кашăкпа хăçан та хăçан ылтăн шыв ĕçтерсе кайтăр та, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе килтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕ. Çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕрен кĕмĕл çапмапа, кĕмĕл кашăкпа, кĕмĕл шыв ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕ. Çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕсенчен пăхăр çапмапа, пăхăр кашăкпа хăçан та хăçан ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич урапа тукунĕ. Çитмĕл те çич урапа тукунĕсем çине хăçан та хăçан хăмăш шăтса, этем ывăлĕ-хĕрĕ шăпăрла чĕлĕх çавсенчен тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывалĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вутлă вучах. Çав çитмĕл те çич вучахшне (= вучах ăшне) хăçан та хăçан хăмăш шăтса тухса, çав хăмăшсенчен кутăн чĕлĕх лартса, шăпăрла туса çĕнтерсе тин илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пӳртĕш хăмпи. Çав çитмĕл те çич пӳртĕш хăмписене хăçан та хăçан юн тулса çĕре ӳктĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич хĕрсе тухакан хĕвел, çав хĕвелсем хĕррисене хăçан та хăçан юн тултарса илтĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич тылла пуççи. Çитмĕл те çич тылла пуççисем çинчен çитмĕл те çич купа утă, вилнĕ çын алли-уррипе кĕрепле туса, тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вар пуç, çав вар пуçсенчен çитмĕл те çич тинĕс тухса, пĕтĕм çынсене путарса вĕлерсен, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан, лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ. Хăйсем пĕр-пĕр алтăр çине, çак эпĕ кунта çырнă чĕлхесене каламассерен алтăр çине сураççĕ. Чĕлхе вĕрсе пĕтерсен, шывне лашана ĕçтереççĕ пур усала, пĕтĕм пăсташа хуса кăларăр тесе.

шăраçлă

имеющий узоры. Торп-к. Ылтăм арчана питĕрме шăраçлă ушшă кирлĕ мĕн. || N. Шăраçлă пыççи, имеющий узоры особый женский пояс у чувашек. Якейк. Шăраçлă пыççия хĕрарăмсем воникшер, вонтăватшар хĕçпе (особые берда) тĕртеççĕ, ăна ахаль порçăнтан тĕртеççĕ. Шибач. Шăраçлă пиççи, особый пояс. Чертаг. Шăраçлă пуçаххи, чувашский женский пояс. Актай. И кайăп, ни кайăп, Ентри пасарне кĕрех кайăп. (Шăраçлă пуççи).

шăрша

то же, что шăрçа, бусы. Чебокс. Тюрл. Йăлтăрка шăрша, хĕрлĕ шăрша, шор шăрша. ЧП. Симĕс шăрша N. Пирĕн йысна пулассин шур шăрша пек шăрки, хурт пуççи пек пыйти. Собр. Пăхăр çĕрĕ, шăрша куç, ун начарне кам пĕлмест. Ib. Шăтăк шăрша çĕрте выртмаст, теççĕ. N. Шăтăклă шăрша çĕрте выртмас, хăй майпелен, тор хошни-пелен вырнаçать. Сред. Юм. Çип çине тирнĕ шăршана шăрша ярăмĕ теççĕ. ЧП. Çинçе пуçлă шăршине хĕр пуç çырса ятăмăр. || Бисер. Тяберд.

пыçаххи

(пыз'аххи), пояс. Тиханьк., Чертаг. См. пиçиххи, пиçикки, пуççи. Якейк. Пыçаххи çых, подпояшься.

Пинеслу

яз. имя женщ. Ялюха М., Рысайк., Рекеев. Собр. Пĕчĕкиç Пинеслу, пин хут кĕпе тăхăнат. (Хурт-пуççи). Ib. Пĕчĕкиç Пинеслу, пуççапа-пуççапа сăра ĕçтерет. (Çĕр çырли). Ib. Пĕчикиç Пинеслу, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста).

пуççи

пояс. Тогач. Пĕчĕк тияк йĕс пуççи çыхĕ. (Пурнене çĕрĕ тăхăнни). См. пиçиххи, пиçихи.

ампуççи

(амбус’с’и), i. q. ан-пуççи, humerus, плечо. Изамб. Т. Ампуççи çине çулăк çакаççĕ. На плечи вешают (особый) платок. Ib. 107. Ампуççи çине пĕреççĕ. Исĕве вăта çĕрне касаççĕ. На плечах (женской рубахи) делают сборы. Ворот прорезывают посредине.

ан

(ан), i. q. tat. įjįн, humerus, unde derivatum est ан-пуççи (п̚ус’с’и), quod idem valet. Слово, встречающееся лишь в соединении: ан-пуççи (ан-п̚ус’с’и), плечо. N. Вырăс пупа ан-пуççи çине хурса йăтса тухса кайнă çырманалла. Русский взвалил попа на плечи, вынес его и понес в овраг.

апап

(абап?), vox incerta, quae in cantilena quadam legitur, неизвестное слово, встречающееся в песне (сăвă), не поддающейся обьяснению. Собран. † Апапап, апапап, апап каси вут пуçи (quo loco equidem „апап-касси, вут-пуççи“ leg. putaverim, вместо чего я прочел бы здесь: „апапкасси, вут-пуççи“), хура чипчип куç тулли. i. q. апап?

Каринке

(карин’г’э) повидимому, имя человека. Бур. Каринке кантăр кăларма каят, кĕрĕк аркине тавăрнă, сенĕкне хул-пуççи çине хунă. (Качака).

кил пуç

кил поç, кил пуçĕ, кил пуççи, хозяин, глава дома. Шибач. Кил поç, хозяин. Собр. Атте-анне пиллесен, эпир те пулăпăр кил пуççи. || Назв. духа. Вил-йăли. Кил пуç — нечто вроде «хĕрт-сурт» (ангел дома).

Ĕнлет

(э̆н'л'эт'), назв. реки Илети, притока Волги. Нюш-к. Ĕнлет шывĕ Шур-Атăла(?) тухать. Шур Атăл тăрăх ухсан-ухсан, чи вĕçĕнче шурлăх пур. Çав шурлăх варинче тына-пуççи (кочка) пур. Тына-пуççи çинче кайăк патши пурăнать. Кайăк патши пĕрре шăхăрсан, пĕтĕм кайăк пухăнать. Вара кайăк вăрçи пуçланать. Çав вăрçăра çăмăр çунă пик кайăк вилсе ӳкет. Тепре шăхăрсан, вăрçă чарăнать. Кайăксем вара, кăçтан килнĕ, çанта каяççĕ. Кайăк патши çĕн уйăхра çĕнелет, кив уйăхра кивелет. Çав шурлăх айккинче хумăшлăх. Хумăшлăх çумăнче карчăк пурăнать. Çил-тăвăл тухсан, хумăш кашлама пуçлать. Хумăш кашланине илтелесе, карчăк юрăсем, кĕвĕсем юрлать, хăен юррисене пирĕн енеле ярать. IЬ. Ĕнлет шывĕ тăрăх кайсан-кайсан-кайсан, темĕн чул кайсан та нимĕн те çук, пĕр таса уйпа шыв анчах. Тата кайсан, пĕччен хурăн ларать. Патша вăрçă пуçлаччен, çав хурăн патĕнче кайăк вăрçи пулать. Кайăк вăрçнă вăхтăрта (= вăхăтра) унта çын пырса тăрас пулсан, нипле те чăтса тăрас çук, çавăнтах кайăк сассипе вилсе каймалла. У (= вăл) вырăна çын пыраймасть. Пĕччен хурăн патĕнче Хултер (Хул'д'эр) патша турăпа чаршав витĕр йăмахлать, тет.

ярăм

(jары̆м), полоса; полосатый. Букв. 1886. Ярăм, полоса, прядь. Байгл. † Ярăм-ярăм ярапай ярăнтарса пулмĕ-ши? Çакă пӳртри халăхсе тĕлĕнтерсе пулмĕ-ши? (Хĕр сăри такмакĕ). Б. Олг. Ай-ай лайăх йĕмлĕх, ярăмăн-ярăмăн хора тăла пор! Чума. Вилес умĕн çыннăн пĕтĕм ӳчĕ ярăмăн-ярăмăн хуп-хура хуралса каять. Перед смертью у человека все тело покрывается черными-пречерными полосами. || Снизка, гирлянда, плетеница бус, ягод и пр. М. П. Петр. Б. Олг. Тенкĕрен ярнă ярăм. Чăв. юм. Йĕм-ешĕл (= ем-ешĕл) турачĕсем, ярăмăн-ярăмăн усăнса, ăшă çилпе хумханса тăраççĕ. КС. Пĕр ярăм шăрçа илтĕм (çип çине тирсе хунă шăрçана калаççĕ). Зап. ВНО. Эпĕ мăй-çыххи тирме ик ярăм шăрçа илтĕм. Ч.П. Ярăм-ярăм шур шăрçа (снизками). Сала 252. † Ярăмĕ-ярăмĕ ылттăн шăрçи чĕсĕ (sic!) каяссăн туйăнайрать; пирĕн пичче хĕрĕ сая каяссăн туйăнайрать. Юрк. Ярăм (шăрçа). Килд. † Симĕс шăрçа ярăмне юсалăха тиеççĕ. Ст. Чек. Ярăм, кисть. Кр. Чет. † Çакă Чотай хĕрĕсен хорт-пуççи пак пыти пор, ярăм-ярăм (кистями) шăрки пор. || Ст. Янаш. Пĕр ярăм çип, более или менее длинная нитка (аршина до 11/2), || В одной брошюре употребл. в см. шага. Этем йăх еп. пуçл. кай. Çӳреме (= çӳрессе) ярăмăн утса мар, сиккелесе çӳреççĕ. Они (лемуры) ходят не шагами, а прыжками. [В др. гов. могли бы сказать: çӳрессе ярса пусса çӳремеççĕ (или: утăмласа çӳремеççĕ), сиккелесе анчах çӳреççĕ].

Ярăм-йăвăççи

то же, что ярăм-йывăççи. М. П. Петр. «Ярăм-йăвăççи, то же, что яр-пуççи(?). Н. Седяк. Ярăм-йăвăççи хутăрнă çипе ярăм-йăвăçĕ çинчен кăшкăр çине çăмхалаççĕ. Орау. Ярăм-йăвăççи çине хуттăрсене хурса, карăлтарса, кăшкар çине çăмхаласа илеççĕ. Ун тĕпĕ ураллă; ăна ярăм-йăвăççи ури, тата тунката та тиççĕ; ун çинче хĕреслĕ çавăрнакан патаксене ярăм-йăвăççи теççĕ.

лашлаттар

понуд. ф. от лашлат. Нюш-к. Лашлаттарса çӳреççĕ (= тĕреклĕ утаймаççĕ, вследствие того, что ноги толсто обверчены). || Капк. Пысăк рычакпа пĕррех хул-пуççи урлă лашлаттарчĕ!

лĕнчĕр-ленчĕр

слабый. СТИК. Лĕнчĕр-ленчĕр чĕркуççи (тĕрексĕр чĕркуççилĕ çынна калаççĕ). Ib. Лĕнчĕр ленчĕр хул пуççи („показывает слабость“). Г. А. Отрыв. † Лĕнчĕр-ленчĕр кĕлетке, тăлăхăн-туратăн ӳснĕскер, ăçтан çич юта юрĕ вăл?

мăкăрлан

(мŏгŏр-, мы̆гы̆р-, мы̆ҕы̆р-), выходить массой (о дыме). Выçăхакансем 15. Вăл (трупасăр ламппă) мăкăрланнипе пӳртре тĕтĕм паярккан-паярккан явăнса çӳрет. Ст. Чек. Ав ял епле мăкăрланат! (горит сильно). Ib. Мăкăрланат = çуннă çĕртен пит нумай тĕтĕм тухат. СТИК. Тĕтĕм мăкăрланса тухат çав („дым валит“; мăкăрланса „рисует картину сильно выходящего дыма“). N. Ачам, эсĕ тĕлне те пĕлеймĕн пулĕ-ха, веçа (вон) мал енче кăвакан-симĕсĕн мăкăрланса тăрать, çавăнта тӳрех кай. N. Хула çинче тĕтĕм мăкăрчанса тăнине курнă. Янорс. Сӳнтерсе пĕтерсен, тĕтĕмпе пăс питĕ хытă мăкăрланать, нимскер те курăнмаç. Сред. Юм. Лампă пит мăкăрланать. Лампа коптит. Ib. Вăт-пуççи мăкăрланса çиç выртать. Головня только дымится. Пшкрт. Вот-поç мăкăрланса выртат. Б. Яуши. Вара çурта тин сӳнчĕ, тет; анчах ача анса кайсан, каллех мăкăрланса нумайччен выртрĕ, тет. || Зап. ВНО. Эх, Хлат-пуç мăкăрланать. Ыраш шаркана ларсан, мăкăрланма пуçлать (Над нею в роде тумана, облака. мглы).

вăшкал

подобно. Хау 16°. † Хĕртен арăм турăмăр, хамăра вăшкал турăмăр; чĕкеç пуçĕ пуççине (ее головку) тыла-пуççи (кочкою) турăмăр. См. вышкал.

йăтăрлан

поднимать через силу тяжесть. Альш. Шуйттан ачи кĕсрене икĕ хул-пуççи çине хучĕ, тет те, чух йăтăрланса йăтса, çавăрăнса килчĕ, тет, кӳлĕ тавра. Ib. Хай çын та çак пукана илчĕ, тет те, йăтса тарать, тет: ни пăрахаймас, ни хураймас, тет, кăна: ятăрланса тăрать, тет.

вар-пуççи

вар-поççи, то же, что вар-поç. Чертаг. Вар-пуççи — самый лайăххи (кантăрăн, йĕтĕнĕн, пусан); вăтамĕ — 2-й сорт; лапрашки — 3-й сорт. Микушк. † Вар, вар урла каçрăмăр, вар-пуççи сурпан сырăнма. (Свад. п.). Коракыш. † Кантăр çурĕм (= çурăмĕ), кантăр çурĕм вар-пуççи, нимĕн тума, нимĕн тума юрамин, кĕпе тума вăл юрать. Тим. † Вар, вар урлă карăмăр, вăр-пуççи пек парне илмешкĕн. Слепой. † Кантăр çорăм вар-поççи кĕпе тума йорамĕ-ши? Йĕтĕн çорăм вар-поççи сорпан тума йорамĕ-ши?

васкат

торопить. Упа. Ман кĕрĕке илсе, хул-пуççи çине çакса ячĕ те, мана васкатать. || Орау. Манăн васкатаканни пур-ха, кайса килем („за нуждой“).

вут-пуççи

вот-поççи, горящая головня. Сĕт-к. и др. Сказки и пред. чув. 99. Çур-çĕр енчи, инçетрен, пĕлĕте çурса, вут-пуççи вĕçсе килет, çиçтерсе, Лапсар ятлă ял çине. Образцы 46. Чунне хĕнесе мул хывакан — вут-пуççитĕр унăн чĕрисем. См. ут-пуçĕ. Ст. Чек. Асли вут-пуççи пек, чĕп-чĕрĕ (бойкий, как огонь). Шашкар. Çанта вот-поççисене ĕçеркеле-ха (подвинь в середину огня). || Черные зерна в хлебе (не спорынья, а особые, напр. у „вир“). Б. Олг. Вот-поççи, головня, головешка (в хлебе). Яргунък. Вут-пуççи — бывает на овсе (черноватое утолщение шелухи семени). || СПВВ. ТА. Вăл елек вут-пуççи = вăл елекçĕ.

вут-пуççилен

быть поражену болезнью вут-пуççи (о хлебных растениях). Ст. Чек. «Вут-пуççилен; между колосьями полбы встречаются грибы (болезнь полбы)».

вут-пуççилĕ

пораженный болезнью вут-пуççи. N. Пăри (полба) кăçал вут-пуççилĕ пулчĕ (кăмпалă пулчĕ).

ункăлă

ункăллă, онкăллă, имеющий кольцо. Ядр. Çит ункăллă ула пуççи. . Улт ункăллă ула пуççи (пояс).

уть-уть

восклицание в песне. Атмал-к. Уть, уть, Утиван, Утиван та Хитиван! Сарă хĕрсем кĕрт пăтти, хура хĕрсем вут-пуççи.

уша юпи

, оша юпи, Н. Карм. Уша юпи-столб около печи. Тюрл. Уша юпи — доска у печи. Шел. 22. Уша юпи çумĕнче çуначчĕçĕ çуртисем. И. С. Степ. Уша пуççи, уша юпи. N. Тата сентĕре юпи çумне ăрасна пĕр çурта çутаççĕ, вăл çуртана «кил çурти» теççĕ, ăна: килĕм-çуртăм, вутăм-кăварăм, выльăхăм-чĕрлĕхĕм лайăх тăтăр; çула тухсан, çула савăнтар, киле килсен киле савăнтар, тесе, лартаççĕ, ăна: кил пуçне лартатпăр, тесе, лартаççĕ («кил-пуç» нечто в роде «хĕрт-сурт», в роде ангела дома), сентĕре юпине «уша юпа» теççĕ. БАБ. Вăлсем (колдуньи) вара, мана вĕрентес тесе (колдовству), мунчана илсе кайрĕç. Мана хĕресе (крест) пăрахтарса, уша юпи çине лартăрăç. СПВВ. ТМ. Уша юпи — кăма(ка) айĕкĕнчи (ita scr.) юпа, ун çине сентре хураççĕ. Вил. ял. Сентĕре юпине уша юпи теççĕ. Сред. Юм. Оша йôпи тесе, кăмака çомне тăратакан йôпасене калаççĕ; ôлă йôпасем çине оша-пуççи хăми хôраççĕ.

уша-пуççи

(ужа-п̚ус'с'и), лавка при печке. М. П. Петров. Уша пуççи — полочка в старой чувашской избе вдоль печки, под печурками. СПВВ. Т. Уша-пуççи — кăмака сакки пулать. Изамб. Т. Уша-пуççи — кăмака çумĕнче алăк енче пулать (хăма), унта витрепе шыв лартаççĕ, тиркĕсем ӳплентерсе хураççĕ. Сред. Юм. Õша-пуççи тесе, кăмака çумне япаласем хума хунă хăмана калаççĕ. П. П. Т. Анне хывнине тăкма пĕр савăт уша-пуççи çине лартса хураччĕ. (Çăпата çунтарни).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

головня

сущ.жен.
вут пуççи (çунса пĕтмен пуленке, турат)

кочка

сущ.жен.
тĕмеске, тылла пуççи; луг покрыт кочками улăхра тылла пуççи нумай

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

кочка

ж. тĕмеске, тумхах, тылла пуççи.

пахота

ж. 1. ака, суха, суха туни, сухалани; паровая пахота çĕртме сухи; глубокая пахота тарăн суха; 2. (вспаханное поле) суха пуççи.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

ан

ан пуççи «плечо». По-видимому, это сочетание тесно связано со словом анинбаш, кумык. инбаш, карач. ӳмбашыңын, тефс. XII—Хlll вв., АФТ ӓгин, Замахш., туркм., тув. эгин, кирг., пог., ойр. ийин, алт. В, казах., к. калп. иин, узб. С игин, хак. иңни «плечо».

вар

, варă 1. «середина», «центр»; 2. «сердцевина»; 2. «желудок», «живот»; вар, вар пуççи «лучшая часть волокна»; КБ, уйг. ӧз «сам» ӧзӳм «я сам» тур. ӧз «внутренность»; «сердцевина»; «сущность». «лучшая, отборная часть чего-л».; «сам» «собственный», «родной»; уйг., азерб. ӧзәк, туркм. ӧзег, тув., казах., ног. ӧзек, к. калп. озек, кирг. ӧзӧк, тат., башк. ӳзәк, узб. узак, якут. ӳӧс «сердцевина»; монг. ӧрӧ, ӧзек «сам» ӧр(ӧн) «центр пола в юрте»; «квадратный столик в центре юрты»; вдр. тюрк. ӧ «думать» > ӧз «сердцевина»; «внутренность»; «сам». Ср. чув. вар витти. Замахш. ичи ӧтти, казах. иш этӳ, кирг. ич отӳӳ «понос» где чув. вит, кирг. ӧт — «проходить».

хул

«рука от кисти до плеча»; хул пуççи «плечо»; Замахш. кол «плечо»; уйг., тур., кирг., казак., к. калп., ног. кол, кумык. къол, азерб., туркм. гол, узб., тат., башк. кул, тув., хак. хол «рука».

хурт

хурт куççи, хурт пуççи «ужовка», «раковина»; казах., башк. кортбаш «ракушки» (они употреблялись для украшения, фигурировали в монистах наравне с бусами и монетами); чув. хурт «червь», пуççи «его голова»; куççи «его глаз».

Çавăн пекех пăхăр:

яр çутăличчен яр пӳлĕ Яр- яр-çутă « яр-пуççи(?). » яр-тутри яр-уçă яр-шурă яр-яр ярăлтат

яр-пуççи(?).
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150