Шырав: уртăш-йывăçĕ.

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

айва

айвовый
айва йывăçĕ — айва, айвовое дерево
айва компочĕ — айвовый компот

алыча

алычовый
алыча варенийĕ — алычовое варенье
алыча йывăçĕ — алыча (дерево)

апельсин

апельсинный, апельсиновый
апельсин йывăçĕ — апельсиновое дерево
апельсин хуппи — апельсинная корка

банан

банановый
банан йывăçĕ — банановое дерево

каучук

каучуковый
хайлавлă каучук — синтетический каучук
каучук йывăçĕ — каучуковое дерево

каштан

каштановый
каштан йывăçĕ — каштан, каштановое дерево
каштан мăйăрĕ — каштан, каштановый орех

кипарис

кипарисный, кипарисовый
яштака кипарис — стройный кипарис
кипарис йывăçĕ — кипарисовое дерево
кипарис турачĕ — кипарисовая ветка

китайка

китайка (пан улми тĕсĕ)
китайка йывăçĕ — яблоня-китайка

кӳкен

терновый
кӳкен йывăçĕ — терновник
кӳкен çырли — тĕрн, ягоды терновника

мандарин

мандаринный, мандариновый
мандарин йывăçĕ — мандариновое дерево
мандарин сĕткенĕ — мандариновый сок
мандарин хуппи — мандаринная корка

маслина

маслина (çу çырли тата унăн йывăçĕ), см. олива

пилеш

рябиновый
хĕрлĕ пилеш — красная рябина
хура пилеш — черноплодная рябина
пилеш йывăçĕ — рябина (дерево)
пилеш çырли — рябина (ягода)
пилеш сăпаки — кисть рябины
пилеш эрехĕ — рябиновая наливка
пилеш патне çул турăм, йывăçĕшĕн мар, пилешĕшĕн — фольк. проторила я тропку к рябине, не ради дерева, а ради ягод

уртăш

можжевеловый
уртăш йывăçĕ — можжевельник
уртăш çырли — можжевеловые ягоды
уртăш туя — можжевеловый посох

фисташка

фисташковый
фисташка йывăçĕ — фисташковое дерево
фисташка çăвĕ — фисташковое масло

çатракалан

3.
ветвиться
слива йывăçĕ çатракаланса ӳсет — сливовое дерево сильно ветвится

çĕмĕрт

черемуховый
çĕмĕрт йывăçĕ — черемуха (дерево)
çĕмĕрт çеçки — цветы черемухи
çĕмĕрт пек хура — черный, как черемуха, черный-пречерный
çĕмĕрт куçлă хĕр — девушка с глазами черными, как черемуха
çĕмĕрт çеçки çурăлчĕ — черемуха расцвела
Хырăмĕ — юман, кăвапи — çăка, пиçиххийĕ — çĕмĕрт. (Пичке). — загадка Живот дубовый, пуп липовый, а пояс черемуховый. (Бочка).

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хăшместĕр

лесник. Карм. Çӳлă тусем çинче кăвак юман, хăшместĕрĕн савнă йывăçĕ.

сапас

(-б-), запас (русск.). Бижб. † Ан уртăнăр уртăш йывăçне, улма йывăç сапас пур чухне. Актай. Сапанлă çын сапаслă, пирĕн сапан çук — сапас çук.

сик

(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).

сăвăс йывăççи

сăвăс йăвăçĕ, жимолость (кустарник). Эпир çур. çĕршыв 21. Вăрмансенче юман, çăка, шĕшкĕ, вĕрене, ăвăс, çӳçе, палан-йывăççи, çĕмĕрт, йытă çĕмĕрчĕ, пилеш, улмаççи, шăлан-йывăççи, катăркас, хăва, сăвăс йывăçĕ, кăпчăкан, хăмла-çырли йывăççи ӳсеççĕ.

сăпка

(сы̆пка), зыбка. Изамб. Т. Сăпкара ача сиктереççĕ. СПВВ. ЕХ. Сăпка — чĕчĕ ачине вырттармалли вырăн. О сохр. здор. Вĕсем (чуваши), ачасене сиктермешкĕн, е хупран авса, е тăват йывăç çумне пир çĕлесе, сăпкасем тăваççĕ. Юрк. Сăпка таврашĕ: сăпка, пĕкече, сиктĕрме, сиктĕрме унки, сăпка çакки, сиктĕрме кантăри, сăпка çитти (витнине калаççĕ). Ib. Пушă сăпкана сулласан, ачи йĕрекен пулат. Б. 13. Ватта туя кирлĕ, пĕчĕкçĕ ачана сăпка кирлĕ. Альш. Сăпка çумне усал пырса ан вăрăнтăр тесе, тимĕр çакаççĕ. Тюрл. Сăпка çакакан ункине те сăпка тимри теççĕ. Н. Карм. † Атте-анне çурчĕ — ылтăн сăпка, хăш ачине савать, çав тытĕ. Альш. † Пиччепеле инкене чуптутарма килтĕмĕр; сăпка тулли ачине çывăрттарма килтĕмĕр. Ib. Сăпкари ача, малый ребенок, дитя. Юрк. † Хуп касрăм, сăпка турăм Тарье хĕрне сиктерме; сăпки сиксен, ачи утсан, хамах пырăп килелле. Кн. для чт. I, 3. Хурама хупĕ сăпкийĕ, уртăш йывăç пĕкечи (scr. пĕкĕчи), пилеш йывăç сиктĕрми, ӳлма йывăç çеклийĕ, çăка йывăç пăявĕ, пилĕк пирĕ пикелчи (с афф. З л., пеленка), улттă пирĕ кипкийĕ, çиччĕ пирĕ çи витти, саккăр пирĕ шăналăкĕ, тăххăр пирĕ кĕпийĕ. Чертаг. Виçĕ çăка пĕр çĕрте, варринчи çăкана касса илеççĕ те, хуппине ӳкерсе сăпка тăваççĕ: ача пôрнат, тесе калаççĕ, онпа. См. шăнаш.

çтена

(с’т’эна), стена. N. Унăн (мунчанăн) çтени уртăш-йывăç. Кн. для чт. 14. Шкап патĕнче çтена çине тумтирсем çакса хунă.

тип

сохнуть, высыхать, черстветь. Слеп. Çĕр типсе çитрĕ. Земля совсем высохла. Эпир çур. çĕршыв 9. Çĕр типерех парсан, йывăçсене шăваратпăр. Альш. Ахаль те çуркуннесенче пырса кĕмелле мар, çĕр лайăх типсе çитиччен. О сохр. здор. Вара шыв пĕрмаях аялалла юхса анать те, çĕр типсе юлать (земля высыхает). Ib. Мунча хыççăн (после бани) пуç типсе çитиччен çара-пуçăн тула тухма та юрамасть. Ала 86. Çăккăра пĕрре çыртать, тет, çур тинĕс типсе ларать, тет; тепĕрре çыртать, тет, тепĕр çурри типсе ларать, тет. (Из сказки). Якейк. Çăкăр типет. Хлеб черствеет Чхĕйп. Çĕр çинчи тĕрлĕрен çимăç (= çимĕç) çăмăрсăр типсе ĕнсе тăнă пек, вăсам та вĕрентекенсĕр типсе пурăннă. N. Çитĕнес çимĕçӳсем (плоды) типсе ларĕç (высохнут). || Об источниках и т. п. Никит. Нăмай çăлсем (родники), тарасасем (колодцы) типе-типе ларчĕç (пересохли). || Таять (об облаке). Тюрл. Пĕлĕт пынă çĕртех типсе пырать. || О молоке у коровы. Толст. Çав вунă кун хушшинче ĕнин сĕчĕ типсех ларнă. || О частях тела. N. Алли типсех ларнă. У него рука совсем высохла (от повреждения). || О горле (при жажде и т. п). Ст. Чек. Куштан çинчен: пырĕ типнĕ ĕнтĕ, ерекшĕн чупса çӳрет, теççĕ. Юрк. Пыр шăтăкĕ типет (сохнет в горле), тӳсме хал çук. Кан. Типнĕ пыра лĕп шӳрпе, теççĕ ваттисем. (Послов). || О слезах. N. Макăрса ĕнтĕ манăн коç-çоль типрĕ. || Страдать от жажды. Баран. 253. Ушкăнпа карталанса пыракансем шывсăр типсе вилессĕнех туйăнать. Ib. Шывсăр типсе çуннă çынсене тĕвесем пальмă-йывăçĕ сулхăнне илсе çитеççĕ. || Худеть, истощаться. N. Утсам типсе карĕç (похудели). N. Ахаль типессе типрĕм ĕнтĕ те... || О пропаже. Орау. Унăн укçи типпĕрĕ (пропали. Срв. там же: укçине çынна парса типĕттĕрĕ).

тирек-йывăç

, тирек-йывăççи, осокорь. Бур. † Алăкĕ умĕ таса пулсассăн, тирек-йывăçĕ ларас тет. Шумерля. Тирек йывăççи [называют то же дерево кирек-йывăç (с „к“). В дер. Илянкиной, около с. Раскильдина, оно наз. просто „тирек“].

тухрăм

1 л. прош. вр. от гл. тух; встреч. в чувашизме. N. Хура вăрман витĕр тухрăм чуне, хушрĕç хурăн çулçи суйлама (вар. уртăш йывăç çине уртăнтăм. Трхбл.).

кăранташ

(кы̆рандаш), карандаш. Юрк. Манра пур (которые есть у. меня) кĕнекесене эпĕ хĕрлĕ кăранташпа паллă турăм (отметил). Пазух. Шурă хутне çырасчĕ — кăранташ çук; юррине юрласчĕ, ай, сăвви (слов) çук. Трхбл. † Чӳречĕрсем çинче уртăш йывăç, уртăш йывăç çинче кăранташ. Ĕнтĕ пĕр тантăшçăм, савнă тантăш, хăçан пулăпăр-ши хурăнташ? (породнимся) || Плетёнка (экипаж). Абаш.

кĕтĕллĕ

с кустом(-ами); кустарниковый. V. S. Кĕтĕллĕ ӳсекен çырла йывăçĕ.

чул

чол (ц’ул, ч’ул, ч’ол), камень. N. Чул катăкĕ, обломок камня. Дик. леб. З6. Темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тĕп-тикĕс якатаççĕ. Ib. 37. Чи варринче анчах шывран пĕр шĕвĕр чул тухса тăрать. N. Лаша урисемпе чула çаптарнипе вут тухса пырать. N. Лаша чĕрнине (урипе) чула хыртарса илчĕ те, чултан вут тухса кайрĕ. Пазух. † Вуник ывăл вилсе те пĕтиччен чĕрене чул хурса та çӳрерĕм. Янгильд. Петĕрĕн ори лашапа çона таптаса кайнă тĕлте чол пак шыçса кайнă. Яргуньк. Чул пуçтарать вăл сана пемешкĕн. || Мельничный жернов. N. Чул тăх, ковать мельничный жернов. Якейк. Чолта виçĕ кăшăл. На жернове три обруча. Изамб. Т. Çав армансенче виç чултан ытла авăрмаст. Ib. Чул çĕкленнипе армана хытă кайсан пусараççĕ. || Каменка. N. Мунчийĕн лавкки ылттăн, чулĕ мерчен, мĕлĕки пурçăн. (Такмак). N. Мунчи уртăш йывăçĕнчен, çийĕ калай, лапки кĕленче, чулĕ мерчен, ăшши шерпет, милĕкĕ пурçăн, валашки пăхăр, курки кĕмĕл. (Такмак). Образцы 20. † Мунча чулĕ тикĕссĕр, ăшши яма кăмăлсăр. || Соль. N. Ишек енелле тăвара чол теççĕ. Вомбу-к. Сире чол кирлĕ поль-ха, тесе каларĕ, тет. || Каменный. Ск. и пред. чув. 104. Хăйĕн анлă кăкăрне чул чышкипе чăмăрлать. Ib. ЗЗ. Эпир иксĕмĕр сăмахпа чул çурт та лартатпăр. Образцы 78. † Пирĕн аттенĕн чул пусма, чул пусмана хăпарма вăйлă, тăнлă çын кирлĕ.

чухне

то же, что чух. Такмак 1. Çав çулпа килнĕ чухне çак хăтасен ялĕ курăнчĕ хула пек. Ib. 1. Утмăл çухрăм хура вăрман урлă каçнă чухне пĕр пăлан куртăмăр. Калашн. 6. Вăл ахаль чух йăваш, тӳрĕ çын, пурăнăçĕ лăпкă чухне вăл хăй те лăпкă çын. Образцы 28. † Хура вăрман витĕр тухнă чухне уртăш туя юлчĕ авăнса. Ib. † Атьăр уттарар-и те чуптарар-и, çулсем çинче шурă юр пур чухне. Ib. 40. † Çак картари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Ал. цв. 15. Эсĕ маншăн чĕрĕ чухнех вилнĕ çыншăн йĕнĕ пек ан йĕр. Н. Карм. † Ай выляр-и, тăван, ай кулар-и, пур тăвансем пурте сыв чухне. Будем, родимый, веселиться, пока живы и здоровы все наши родные. Юрк. Пиччӳ те, мĕскĕн, савăнса пурăнас чухне вилсе кайнă иккен. Кан. Пĕр килнĕ чухне пĕтерсе каяс, вунтăватшар йĕрке тиетпĕр. N. Хăш кун каç пулнă чухне йĕрет, алла тытсан чарăнать. Юрк. Калаçса ларас чухне те выртса калаçма тăрăшать. СПВВ. БМ. Чухне = чуне, когда; кайнă чухне = кайнă чуне. Регули 175. Эп холара чохне ман кил çонса кайнă. Трень-к. Вăл вăрманта Чăкăртан тавăрăннă чухне çулăн сулахай енче пĕр тарăн çырма пур. Тогаево. Вара йомах янă чухнех тол çутăлса карĕ. А.-п. й. 12. Пĕçернĕ чухне мулкачăн пăчăр-пăчăр çу юхать, тет.

хăшместĕр

лесняк. Карм. Çӳлĕ тусем çинче кăвак юман, хăшместĕрĕн савнă йывăçĕ.

шăлан-йывăççи

шиповник. Эпир çур. çĕршыв 21. Вăрмансенче юман, çăка, шĕшкĕ, вĕрене, ăвăс, çӳçе, палан-йывăççи, çĕмĕрт, йытă çĕмĕрчĕ, пилеш, улмаççи, шăлан-йываççи, катăркас, хăва, сăвăс-йывăçĕ, кăпчакан, хăмла çырли йывăççи ӳсеççĕ.

шăнаршă

колыбель, зыбка. Золотн. 110. Шăнаршăри ача, зыбочный ребенок. Изамб. Т. Шăнарша сиктер-ха (покачай-ка). М. Яльч. Шăнаршă, люлька из лубка, зыбка. Тоскаево. Шăнаршă, детская зыбка. Ib. Ача шăнаршăра выртать. N. Çак тăвансем килне килсен, шăнаршăри ача пек силентĕм. Зап. ВНО. Уртăш йывăççи пĕкечи, хурама хуппи шăнарши. N. Уртăш йывăç пĕкечи, хурама хуппи шăнарши.

нăхăт

(ны̆hы̆т), то же, что нухăт, нăкăт. Отсюда: нăхăт йывăçĕ, нăхăт чулĕ.

çонат кашти

i. q. çунат йывăçĕ. Якейк.

пус

колодец. См. пусă. Юрк. Пус пурине пурама йывăç та хатĕрлемелле. Йывăçĕ те халĕ вăрманта ӳсет. Ib. Пус тĕлне пĕлместнем, ху (сама) ăсса кĕр. Альш. † И пус вылять, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять (вар. пус тĕпĕнче хур вылять). Вишн. 73. Пусса ача-пăча каясран, пус пурине çĕртен пĕр аршăн çӳлелле хăпарттарас пулать. ТММ. Пус тĕпĕнче кĕмĕл çĕрĕ. (Çăлтăр).

пушăт йывăççи

лутошка. Изамб. Т. Никит. Эсĕ кăна çырлахтарма пушăт йывăçĕ кайса ларт. Собр. Пĕчикçĕ пушăт йăвăççи пуççапса ларат. (Хурăн çырли). Сред. Юм. Паян пушăт сӳрĕмĕр те, пушăт йывçине ниçта хурса вырнаçтарма та аптăранă. [Название лутошки в разных диалектах чувашского языка слагается трояким образом: 1) пушăт йывăççи, дерево лыка. Разновидности этого образования: пушйывăççи, пушйиççи, пушшиççи, пуштӳççи и пр.; 2) пушăт шăччи, тычина лыка. Разновидности этого образования: пушшуччи, пошшуччи, пушчиччи, пошчуччи, пушчи и пр.; 3) пушăт тĕшши, сердцевина лыка. Разновидности этого образования: пошчушши, почушши, пошчуш и пр. Первые формы употребительны в южных, а вторые и третьи в центр. и северных районах Чувашии. ТММ].

пĕкече

(пэ̆гэζ), дужка (напр., у зыбки), лук для пускания стрел (с мар.). Шибач. Сăпка пĕкечи. N. † Уртăш йывăç пĕкечи, хурама хуппи шăнарши. Т. II. Загадки. Пĕчĕкçеççĕ пĕкече пĕтĕм хире çавăрать. (Çурла). IЬ. Хура таканăн пĕр пĕкече. (Хуран). N. Ешчĕк пĕкечи. СПВВ. ЕХ. Пĕкече — кăрманăн пысăк хулăран авса туни. СПВВ. МС. Пĕкече — дужка у замка. СПВВ. КМ. Пĕкече = сиктĕрме. Шалча-к. Пĕкече, дужка зыбки. Мочи-к. † Ик холхара кĕмĕл алка, пĕкечи хуçăлч — пăрахас поль. || Вязовое или дубовое кольцо у бороны или на конце веревки, употребляемой для таскания соломы с гумна. Трхбл. Сӳре пĕкечи, улăм пăяв пĕкечи.

калай

(калаj), кровельное железо. Изамб. Т. «Калай — листовое железо». N. Унăн (мунчанăн) çтени уртăш-йывăç, çийĕ калай. Туй. Хапхи пилĕк юпалă, виçĕ хупăлă, çие калай, юпи мерчен, хуппи кĕленче, тăпси пăхăр, тыткăччи кĕмĕл. Ib. Улми сачĕ варринче мунчи пур, мунчи урттăш-йывăç, çийĕ калай, лапки кĕленчĕ, чулĕ мерчен. Алманч. Хăшĕ калайпа виттернĕ (çуртсене).

каранташ

(карандаш), присловье к слову хурăнташ. Чăв.-к. † Уртăш йывăç хулли каранташ. С. Дув. † Уртăш йывăç пулат каранташ, çичĕ ютран пулат хурăнташ.

купташка

плота у сохи. Вута-б., Изамб. Т. Хĕлĕпе тутăхса выртнă суха-пуç тимĕрне суха купташкине тăхăнтараççĕ. СПВВ. ТМ. Авăннă хăмана купташка теççĕ, тата пĕкрĕç тесе те калаççĕ. Купташка суха-пуçин пулат. Имен. Купташка — суха-пуç куккăрĕ, тимĕр лартмалли йывăçĕ. Шумерля, Шундряши. Купташка — часть «ака-пуç». || Шорк. Копташка, чурбан, обрубок корявого дерева. || МПП. Хăмăт купташки — клешни хомута? Çи чӳлĕк — хăмăт купташкисене çӳлтен çыхаççĕ. || Так обзывают горбуна. Орау. Е-е, купташка! См. капташка.

лăп

(лы̆п), низина, лощина. С. Дув. Лăпра улма йывăçĕ, ларса юлчĕ шăпчăкĕ. N. Вăл пĕр çынна илсе çырма патĕнчи лăпри чăтлăха аннă. N. Çак лăпран пуçне ăна (медведю) ниçта выртма та вырăн çук. См. лап.

мерчен

(мэрζ’эн, мэ̆рџ̌эн’), первоначально — коралл. || Янш.-Норв. Мерчен — бусы с весьма крупную горошину или даже больше повидимому, из глины бурого цвета; сверху — слой красной краски. Коралл. Зап. ВНО. Мерчен — коралл. Ӳпке мерчен, крупный, величиною с орех, мягковатый и упругий; чăн мерчен — мелкий коралл красноватого цвета. Собр. † Хăпарайтăм çӳлĕ ту çине, ярăнтăм Мерчен хулине (вар. ярăнайтăм мерчен лавкине), хушрĕç мерчен суйлама. Янтик. † Тарăн шыва кĕтĕм: ăшăк, тесе, сакăр пĕрчĕ мерчен пур, тесе. Н. Седяк. Мерчен, жемчуг, яхонт. Мошкоа. † Олăхрăмĕ-çке Мерчен, ай, хулине; мерчен хулисенче чăн мерчен çук. Кугульм. † Чăн мерчентен хула çавăрни çук (не строят). Алших. † Суйларăмăр утсене кайри ури сакăлне... (пропуск) тантăшсе хура мерчен куçлине. Ib. † Мерченме шыва ярас мар, мерченме сая ярас мар. Кан. Çиетчĕç халăха мерчен пек куçсем. N. Увăн (мунчанăн) çтени уртăш-йывăç, çийĕ калай, чулĕ мерчен. N. (Хапханăн) çийĕ шăвăç, юпи мерчен. Кильд. (Тет.). † Чӳречĕрсем çинче виç мерчен, хăçан ярăм пулса тăни пур? Ib. † Пасар, пасар витĕр çӳрерĕм, пĕр. сапаклăх (на одну кисточку) мерчен тупмарăм. Сунчел. † Пичче пӳрчĕ мерчен пӳрт, сăран атăсăр пăсăлас çук. Ст. Чек. Мерчен куçлă куккук [„(мерчен —) драгоценный камень = хĕрлĕ хаклă чултан тунă шăрçа“]. Микушк. † Мерчен куçлă куккук авăтнипе хурамаллă (поросший вязами) улăх ян каят. Т. VI. Мерчен куçлă куккук. (Из наговора. Тюрл.). М. В. Васильев. Мерчен шăрша — хĕрлĕ шăрша (авалхи). Сред. Юм. † Пичче хапхинчен кĕнĕ чôх мерчен сапса кĕтĕмĕр. Альш. † Иç каймăттăм пасара, ахахпа мерчен йыхăрат. Буин. † Тарăн шыва кĕтĕм: тарăн, тесе, вуникĕ мерчен пур, тесе. N. Мерчен — йăлтăрка шăрçа. Сунчел. † Тӳрече çинче ларакан хăй та (так!) мерчен çуха юсакан. || ПВЧ. Йĕс мерчен пек („подобного медному бисеру“) савнине асăнман кун иртмерĕ. См. кăркка мерченĕ. || Яз. Имя женщ. Т.-Е.-Шем. Мерчен (мэрζ’эн’). || Фамильное прозвище. Ст. Чек.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

ыткăн

(ыткы̆н), то же, что ывăткăн. N. Кашкăр ыткăна пачĕ. Волк бросился бежать. Изамб. Т. Хĕрсем ыткăнса çӳреççĕ (ходят гоголем) IЬ. Лаша ыткăнса пырать (бежит быстро, свободно). Букв. 1904, I. Унччен те пулмасть, пĕр арăслан сиксе тухать те, ыткăнать пăлан çине. Пазух. † Сирĕн кӳлнĕ лашăр çĕмĕрт-хура, халь ыткăнĕ эпир те ларсассăн. Ст. Дув. † Ыр ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. Альш. † Ыткăнса утса пынă чух ылттăн шăрçанăн курăнаттăн (тантăшçăм). (Из «хĕр йĕрри»). Янтик Б. † Пахчи — пахчи пан улми чи тăрринчи сар улми; самай татас тенĕ чух, ыткăнайрĕ-каяйрĕ (отлетело в сторону). † Хамăр ял кĕперĕ ылттăн кĕпер, — епле ыткăнса каçам-ши? Шурăм, № 6. Никамран хăрамасăр ыткăнатăп (устремляюсь, кидаюсь). Собр. 327°. Улăхаяттăм çӳл ту çине, ыткăнаяттăм (устремился бы) уртăш йывăççи çине. Уртăш йывăççин мĕн хуйхă? Амăрт-каяк лармас, çав хуйхă. Альш. Ыткăнса утса пынă чух, ылттăн шăрçанăн курăнатăн! N. Шыв ыткăнать-кăна: çул çине мĕн лекнĕ, çавна илсе каять. Чебокс. Ылттăнпала ыткăнмалла выляма. (Смысл непонятен). Альш. Ытканас (возноситься, гордиться) мар: ылттăнсем пур, тесе; хурланас мар: телейсем çук, тесе.

ирхинеччен

до утра. Альш. Кусене ирхинеччен иккĕшне-кăна хăвараççĕ (оставляют наедине). IЬ. Ман пӳрт йĕри-тавра ирхинеччен улма йывăçĕ ларт.

укçу

окçу, шерстобитный лук. Первая ф. запис. в Н.-Карамалах, вторая — в Пшкрт, Питушк., Б. Олг. Хурамал. Укçу — çăм тапаканнин йывăçĕ. Хирлӳ, тапкăчă. Б. Олг. Çăм (с'ом) тапнă окçу хирлулă, çăм тапнă кокакпала çăм тапат, сылтăм алăпа хирлуа çаптарат: çоттăк! çоттăк! çоттăк! || Лук для стредьбы. Пшкрт. Б. Олг. Той чох кĕçĕн-кĕрӳ туаччĕ, пиччĕш ульне и моччăш ульне, хорăнташа. Вăл çакат — тăхăнат — окçу, çомне-çыхат, сылтăм енне пиççирен. Ячĕ он окçу. Тата солахай енне çакат, охă такмакĕ (колчан). Той тапранать. Кĕçĕн-кĕрӳ окçу хатьăр, çакат, охă такмакне çакать. Шăпах хатьăрчанчĕ. Каран вăл ял тăрăх кăчкăрма каять: атьăр тоя! тоя! тет... Каран кĕçĕн-кĕрӳ хайхи окçуя çыхат çома, охă такмакне. Вый-килĕ-пуç кĕçĕн-кĕрӳ валли утне çатса килет шыльăк çомне. Каран вара кĕçĕн-кĕрӳ ут çине утланать, хӳел майпеле шыльăк йĕри-тара виççĕ çарнат, пош ут утлансан. Вый-килĕ-пуç ут поçĕнчен çатса тохать толалла, орама. Кĕçĕн-кĕрӳ окçуа салтать, охă тытать алла, тортсарать — воç лере, таста ӳкет вăл! Ачасам, кайса, топса килĕччĕ она. Топса кисен, кăтартаччĕ той-пуçсане: вот, тет, эп, тет, охă топса килтĕм, тет. Той пуççам тытса пăхаччĕ. — Ну, тет, кĕçĕн-кĕрӳ, ил! теччĕ. Кĕçĕн-кĕрӳ сотăн илет каллах çав охха ачаран, пилĕк пус ли, вонă пус ли парать. Çав охха çомри такмака чикет и карая вăл ташлать, хĕпĕртесе, шыльăкра.

орăç-юç

можжевельник. Шашкар, В. Олг. См. уртăш, урттăш.

уртăн

ортăн, виснуть, повиснуть, свиснуть. П. Патт. 23. Эпĕ вăл патакран уртăнса пырам. Н. Патт., 25. Вăл хулă çинче уртăнса пырса... С Тайба, Буин. у. † Улăхайрăм çӳлĕ эп ту çине, уртăнайрăм уртăш-йывăç çине. Хурамал. Кашта çинчен уртăнса тăрать. Вяснет на шесте. Изамб. Т. Пуслăх (бастрык) çыхнă чухне уртăнаççĕ, ул вара хытă çыхăнать. Питушк. Ортăнса тăрать — налёт. Ч. П. Ан уртăнăр уртăш-йăвăçне сатра улма-йăвăç пур чухне. Ст. Чек. Кун хута выçă тарать ĕнтĕ уртăнса. Пшкрт. Сӳс (водосы) найăркки ортăнса, тăрать (свесилась). Шибач. Çын çине ортăнтăм. Я повесился на человека (сзади).

уртăш-йывăç

можжевельник. Трхбл. Хура вăрман витĕр тухрăм (siс!) чунĕ уртăш йывăç çине уртăнтăм. N. Вĕçсе пыран ăмăрт-кайăк та уртăш-йывăç çине ларса канать.

уртăш-йывăççи

можжевельннк. N. † Уртăш-йывăççи пĕкечи, хурама хуппи шăнарши (зыбка). СПВВ. МА. Уртăш-йывăççи — йывăç.

урттăш-йывăçĕ

можжевельник. С. Шемурша. Урттăш — усал-тĕселтен кирлĕ янала. N. Орттăш йывăçĕ. Альш. Урттăш-йывăçийĕн мĕн хуйхă? — Ăмăрт каяк лармас, çав хуйхă.

орччă-йывăç

то же, что уртăш-йывăçĕ. Шибач.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

груша

сущ.жен.
груша (йывăçĕ, çимĕçĕ)

можжевельник

сущ.муж.
уртăш (чăрăш евĕр йывăç)

ореховый

прил.
мăйăр -ĕ; мăйăрлă; ореховое дерево мăйăр йывăçĕ; ореховый торт мăйăрлă торт

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

акация

акаци (пăрçа йывăçĕ).

вишня

чие, чие çырли, чей çырли; чей çырли йывăçĕ.

таволга

тупăлха, тупăлха йывăçĕ.

банан

банан (кăнтăрта ӳсекен тутлă çимĕç; унăн йывăçĕ).

бересклет

кăпчанкă, кăпчан йывăçĕ; сăвăс йывăçĕ.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

апельсинный

прил. апельсин ⸗ĕ [⸗и]; апельсинное дерево апельсин йывăçĕ.

калина

ж. палан (йывăçĕ, çырли).

кофейный

прил. 1. кофе ⸗ĕ [⸗и]; кофейная плантация кофе плантацийĕ; 2. (цвета кофе) тĕксĕм хăмăр, кофе тĕслĕ; кофейное дерево кофе йывăçĕ.

маслина

ж. маслина, çу çырли (йывăçĕ тата çимĕçĕ).

можжевеловый

прил. уртăш.., уртăш ⸗ĕ [⸗и]; можжевеловый куст уртăш тĕми.

можжевельник

м. уртăш.

персик

м. персик (йывăçĕ тата çимĕçĕ).

слива

ж. слива (çырли тата йывăçĕ).

смородина

ж. хурлăхан (йывăçĕ тата çырли); красная смородина хĕрлĕ хурлăхан; чёрная смородина хура хурлăхан; белая смородина шурă хурлăхан; куст смородины хурлăхан тĕмĕ.

тутовый

прил. тут ⸗ĕ [⸗и]; тутовое дерево тут йывăçĕ.

черешня

ж. черешня (йывăçĕ тата çимĕçĕ).

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

тар

тар йывăçĕ «осокорь», «один из видов тополя», «черный тополь»; в других тюрк. яз. «осокорь» называется: кирг., казах. кара терек, узб. кара терак, тат. кара тирәк, уйг. тоғрак и т. д. Ср. инд. тар «пальма» (подобная финиковой, дает сок, употребляемый как хмельной напиток) (Будагов I, 331).

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Хапăл ту

Хапăл ту 1. принимать / принять радушно, охотно, сердечно кого-что; 2. приветствовать кого-что.
1. Директор пире пурне те хапăл тусах йышăнчĕ. Г. Алентей. Хапăл ту-ха, лар-ха эсĕ Кĕреке умне, инке. Я. Ухсай. Йывăçĕ-курăкĕ, пур чĕрĕ чунĕ хапăл тăваççĕ ăна савăнса. С. Элкер. 2. Партире тăман юлташсем те фронта каяс кăмăла хапăл турĕç. Митта В. — Тинĕс, тинĕс, тинĕс! — тетпĕр, — Хапăл ту эс хăнуна! Н. Янкас.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

пĕкече

çакă. Тата уртăш йывăççи теççĕ, хуппи хурăн хуппи евĕрлĕрех, сăпка пĕкечи (çакки) тăваççĕ – çавă пур [Тимофеев 2002:82].

Çавăн пекех пăхăр:

урра урт уртăн уртăнтар « уртăш-йывăçĕ. » урта уртар уртмах уртмахçă уругвайцы

уртăш-йывăçĕ.
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150