Шырав: тĕрĕ

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

алăсталăх

2.
искусство, мастерство, умение
тĕрĕ алăсталăхĕ — искусство вышивки

калейдоскоп

калейдоскоп (тĕслĕ тĕрĕ кăтартакан оптика приборĕ)

каркăчла

распяливать, туго натягивать
тир каркăчла — распялить шкурку (для сушки)
тĕрĕ тĕрлеме пир каркăчла — натянуть холст на пальцы

линкруст

линкруст (пресласа тĕрĕ çапнă хулăм картон)

мерешкеллĕ

выполненный в виде мережки
мерешкеллĕ тĕрĕ — мережка

мулине

мулине (тĕрĕ çиппи)
мулине çиппи — нитки мулине
мулинепе тĕрле — вышивать мулине

орнамент

орнамент (эреш, тĕрĕ)

рельефлă

рельефный, выпуклый
рельефлă карттă — рельефная карта
рельефлă тĕрĕ — рельефная вышивка
рельефлă ӳкерчĕк — рельефный рисунок

тăваткал

3.
клетчатый, в клетку
тăваткал тĕрĕ — 1) клетчатый узор 2) вышивка в клетку
тăваткал куçлă тутăр — клетчатый платок

тĕлĕнтермĕш

2.
причудливый, затейливый
диковинный
разг.
тĕлĕнтермĕш тĕрĕ — причудливый узор вышивки

тĕр

I.
то же, что тĕрĕ

тĕрĕ

1.
вышивка

тĕрĕ

вышивальный
вĕтĕ тĕрĕ — мелкая вышивка
шултра тĕрĕ — крупная вышивка
тĕрĕ ăсти — вышивальщица, мастерица вышивать
тĕрĕ çиппи — нитки для вышивания
тĕрĕ тĕрле — вышивать, заниматься вышиванием

тĕрĕ

2.
узор, орнамент, рисунок
тĕрĕ ӳкерсе ил — снять, скопировать узор
Аалăсăр, урасăр тĕрĕ тĕрлет. (Сивĕ кантăка пăрлантарни). — загадка Без рук, без ног, а узоры рисует. (Замерзание окон).

тĕрĕ

3. перен.
рулады, переливы голоса

тĕрле

I.

1.
вышивать
тĕрĕ тĕрле — вышивать, заниматься вышиванием
тутăр тĕрле — вышивать платок
тĕрленĕ кĕпе — вышитая сорочка
тĕрлесе çавăр — окаймить вышивкой
тĕрлесе çĕленĕ кĕрĕк — расшитый полушубок

хантăсла

I.
в стиле хандыс, стилем хандыс
хантăсла тĕрĕ — вышивка, исполненная в стиле хандыс

чечеклĕ

2.
цветистый, цветастый, с цветами
узорчатый

чечеклĕ тĕрĕ — цветистый узор
чечеклĕ тутăр — цветастый платок

чĕнтĕр

1.
кружево и кружева
тюль
узоры

чĕнтĕр тĕрĕ — ажур
чĕнтĕр ăсти — кружевница
чĕнтĕр çых — вязать, плести кружева
чĕнтĕр кара — тюлевая занавеска

эреветлĕ

красивый
эреветлĕ тĕрĕ — красивый узор

эреш

украшение, резьба
отделка

мозаикăллă эреш — мозаичная отделка
эрешсемпе тĕрленĕ хапха — ворота с резными украшениями
эреш чĕнтĕрлĕ çурт — дом, украшенный резьбой
эреш тĕрĕ — паутинка (вид вышивки)

ӳкерчĕк

4.
образец, образчик
тĕрĕ ӳкерчĕкĕ — образчик узора
ӳкерчĕк тăрăх кофта çых — вязать кофту по образцу

çап

20.
набивать, наносить узоры
тĕрĕ çап — выбивать узоры
çитсă çапакан машина — ситценабивная машина
чечек çапнă пусма — набивная цветастая ткань

тăрăшуллăн

старательно, усердно, прилежно
хĕрсем тăрăшуллă тĕрĕ тĕрлеççĕ — девушки прилежно вышивают

тату

II. сущ.

тату, татуировка (ӳт çине йĕп чиксе тунă тĕрĕ)
тату ту — татуировать
тату тутар — татуироваться

çавăр

19.
отделывать
обшивать, оторачивать

кĕпе аркине тĕрĕ çавăр — отделывать подол рубахи вышивкой
ука кирлĕ çуха çавăрма, хайла кирлĕ юрă юрлама — фольк. чтобы обшить ворот, нужны позументы, чтобы спеть песню, нужно искусство

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

явăнчăк

явăнчăк (jавынζ'ык, jавын'цъык), извивающийся.
- Н. И. Полорус. Явăнчăк тĕрĕ анат. (По палке) спускается извилистая нарезка, полоска, узор. Туя йĕри-тавра кукăр-макăр тĕрлесе анаççĕ, ăна çапла калаççĕ.
- N. Явăнчăк йывăç.

|| Ib. „Почти тоже [sic!], что явкаланчăк: питĕ явăнчăк, сăмахăн вĕçне тухаймаç“. Ib. Пĕр май киле-киле, хĕрен пек çаврăнса çӳрекен (с какими-то намерениями) çынна явăнчак теме пултараççĕ.

|| О грязной дороге, когда грязь навивается на колёса.
- Стик. Явăнчăк çул — грязная дорога («грязь не так жидка, чтобы она не приставала к телеге»).

|| Моток лент из мочала, достаточный для тканья одной рогожи.
- Икково. Пĕр явăнчăк корăс чĕртĕм (приготовил). См. явкаланчăк

сăх

(сы̆х, сŏх), клевать. Çамр. Хр. Çакăн пек çанталăксенче йăвăç турачĕсем ниçта сăхми вырăн юлми шăнса пăрланса лараççĕ. Сред. Юм. Чăх толă пĕрчи сăхать (клюет). Якейк. Чăх-чĕппи çăмарта шăнчен (= ăшĕнчен) тохиччен валтан çăмартая сăхать. N. Çавăнта сана вĕçен-кайăксем пыраканĕ пĕри сăха-сăха кайĕç. КС. Хур сăххăрĕ. Гусь ущипнул. Буин. Карташне кĕрсен, эпĕ ăна ятăм та, сăхасран хăраса часрах пăлтăр алăк патне чупса кайрăм. Изамб. Т. Çын вилет — усем çăхан пек сăхса илеççĕ (попы). || Кусать, жалить. Орау. Тутана шăна сăхса шыçтарчĕ. Ал. цв. 13. Чĕтĕресе кайса, чĕрине темĕскер сăхнă пек, йĕрсе ярать. || Рук. Календ. Прокоп. Урнă йытă çыртсан, çĕлен сăхсан, пĕр хăрамасăр часрах çыртни вырăнти юна çăварпа сăхса илсе, сурса пăрахас пулать. || Жечь (о крапиве). Тораево. Карта витĕр кăшкăртать. (Вĕтрен сăхни). || Давить гнид гребнем или двумя ногтями. N. Сăхмассерен пĕр-ик шăрка вĕлерет (гнид убивает гребнем). || Бить. КС. Вăл та пулсан пырса сăхатех. И он тоже бьет (о малосильном или ребенке в драке). || Делать отметку. КС. || Колоситься. Собр. † Ыраш пуçах сăхнă чух çара аллăн ан тытăр. Баран. 27. Ыраш икĕ эрне ешерсе ларать, икĕ эрне пуçах сăхать, икĕ эрне шăркине тăкать. || Вышивать глазки (об узоре). См. тĕрĕ. Нюш-к. Тĕрре сăхса тухман-ха, теççĕ. Вăл тĕрĕ куçĕсене симĕс, кăвак, чакăр, е хĕрлĕ лартса тухман тени пулать (отдельные участочки узора еще не вышиты). Якейк. Эп паян икĕ масмак сар симĕс сăхрăм (сар-симĕспе туса тохрăм). Сред. Юм. Сарлăх кăтай тĕрленĕ чôхне, тĕрлесе пĕтере пуçласан, варрисĕне пăртак чиксе тôртмалли йолсан: пăртак сар сăхмалли йолнăчă, теççĕ. || Сглазить, подумать или сказать о том, что кто-нибудь много ест или пьет. Орау. Такăш сăхса чыхăнтарчĕ, чыхăнса пĕтĕмпе антăхсах карăм (зашелся от кашля). N. Эсĕ сăхрăн пулĕ мана? (Говорит в шутку поперхнувшийся). СПВВ. Х. Сăхса пăхса тăрать çинине Сапăнсассăн, пĕри-пĕри сăхрĕ пулĕ, теççĕ.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çырă

письмо, писание. КС. Çак хут çыррине вуласа пар-ха. Прочти-ка это написанное. Панклеи. Шорт çапать те сĕм тăвать, катам пирĕ пек пир тăвать, хот çыри пек тĕрĕ тăвать.

тăвĕç

встреч. в сложении: алă тăвĕç, рукоделье. N. Алă тăвĕç хитре онăн (тĕрĕ тума). Шел. II. 11. Мĕн пур çемйи çийĕ-пуçĕ ун хăй алли тăвĕçĕ.

хантăсла

назв. узоров. Юрк. Кĕпе умне хантăсла тĕрленĕ. Ib. † Çынсем тăвас тĕрĕ хураллă пулчĕ, эпир тăвас тĕрĕ хантăсла.

хултăрмачă

то же, что хултăрмач. СПВВ. N. Хултăрмачă = хĕрарăмçем кĕпе хулĕ çине тĕрĕ тăваççĕ. Н. Карм. Хултăрмачă, у женщин узор на плечах. Ст. Чек. Хултăрмачă, шур кĕпен хулпуççи çинчи тĕрлĕ тĕслĕ тĕрĕ. Ib. Ку кĕпен хултăрмаччине пĕтерес-ха. Ib. Ку кĕпене хултăрмачă тăвас-ха. || Торп-к. Хултăрмачă, скальница.

хунт

нензв. сл. в загадке. Н. Лебеж. Хун хĕрĕ хунт илет, тĕттĕм çĕрте тĕрĕ тăвать. (Вĕлле хурчĕ).

хут çыр

писать (что). Мусир. Çӳпçи тулли пулсассăн, хут çырса çеç кайăпăр. Юрк. Лешсем, паллă, çав ĕç, пирки кун çине хут çырса сута хураççĕ. Урож. год. Пирĕн Татьян пит аслă, хут çырать, тĕрĕ тăвать, пурçăн çиппи хăй арлать.

хăма тĕрри

украшения тканей, узор. Н. Р. Романов. Хăма тĕррине алшăли, сурпан, пуç тутри çинче курма пулат. Вăл тĕрре пир тĕртнĕ чухне хĕç умне хăмасем чиксе тĕрлесе пыраççĕ. Ĕлĕк хăма тĕррине чăвашра пĕлместчĕç. Тутартан (мишертен) курса вĕренчĕç. Йĕп тĕрринчен нумай çăмăлтарах тĕрлеме. Тĕрĕ ĕлкине пирус курупки, супăнь хучĕсем çинчен илеççĕ.

кус

кос (кус, кос), катиться. N. Пăрçа пĕрчи кусса пырать. Горошина катится. ЧП. Пăрçи тула пуçласассăн, тăрни кусса пырать-çке. Ск. и пред. 91. Тăшман чĕри лăпланĕ хĕвел кусса тухиччен. Якейк. Тырри сара та, ани косать анчах (жнется быстро). Ск. и пред. 73. Михетерĕн килĕнче сăра пичĕки кусать, ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. К.-Кушки. Урапа кусат. Б. Куссан-куссан, урапа та такăнать. Çутт. 133. Е пĕрмай кусса урапа хĕрсе çитет, вут тивсе каять. || Идти, бежать. В Пшкрт. — просто в смысле чуп. N. Мана пичче: кус киле, тĕрĕ. Тюрл. Кус-ха, çанта кайса кил-ха! — Йытă пăх (п̚о̆х') ту-ха! Ступай-ка, сходи туда! — Пойду, чорта с два! СПВВ. ПВ. Кус! = беги! — Кускалаçа çӳрет, кусать — урапа, насекомое. Такмак. Çӳлĕн-вĕçен, çĕрĕн-кусан, пурте пырăр туй курма! Якейк. Кос-ха, пăру кайса илсе кил-ха. Ib. Лешеккине (на ту сторону, напр. оврага) косса кайса килтĕм. Ib. Эс паян пасара косса кайса косса кил (сбегай); эс килсенех, авăн сарăпăр. N. Утна яр та, çуран кус, теççĕ. (Послов.). Мусир. † Ай тантăшçăм, тантăшçăм! Ир те кусса пыраттăн, каç та кусса пыраттăн. N. Кусăр каллех, хăвалăр (догоняйте). N. Кусăр (ступайте), пĕри-пĕри кайса илсе килĕр çав шăллăра. Ск. и пред. 19. Ак мĕлкесем кусаççĕ, Кăвакал шурĕ енчен сиккипеле каяççĕ. Альш. Кус-ха, ывăлăм, мачча çине улăхса, çарăка пăхса кил. N. Кус-ха, кайса пĕр ĕнине пус-ха. N. Кус, кала. Ступай, скажи. БАБ. Кусăр пĕрех хут хăр вырăнăрсене; хăçан çуртăрсене ише-ише антариччен пурăнăр, унтан вара хуть те ăçта кайăр, манăн ĕç çук. || Жировать (гулять в лесу). || Обгуляться, случиться. Б. Олг. Ĕне перĕн косрĕ. Срв. анат.-тур. косӳ, коснӳ (у Сами-бея).

кӳпелек

(кӳбэл'эк), особая, неширокая, кумачная обшивка, образующая четырехугольник и идущая (ambiens) сзади и спереди вокруг ворота женской рубахи. Ст. Чек. СПВВ. N. Кӳпелек — хĕрарăмсем кĕпе умне хăмачăпа тĕрĕ çĕлесе хураççĕ. Альш. Унтан тата кăкăр умĕнче кӳпелек тенĕ: тĕрлесе тунă çумне хăмаç тытса çавăрнине каланă вара: «кӳпелеклĕ кĕпе» тенĕ, тата «хăмаç çĕвĕлĕ кĕпе» тенĕ (у женщин). Кӳпелексене улача кĕпене, кăвак кĕпене тунă; хĕрлĕ кĕпене туман. Халĕ ĕнтĕ вăл кӳпелексене тума та пăрахаççĕ.

кĕскĕ

нагрудная вышивка на женской рубашке. По словам старых чуваш, рисунки узоров изображают солнце, как податели жизни. МПП. Нюш-к. Кĕскĕ = хĕрарăмсен кăкăр çинчи тĕрĕ. Ib. Пилĕк пӳрнеллĕ кĕске (похоже на пять пальцев, по четырем углам кĕскĕ как бы по пяти пальцев). Алдиар. Кĕскĕ — узор на обеих сторонах груди рубахи. Ib. Качча каякан хĕр упăшкин хурăнташне кĕскĕ, тата ытти пир-авăртан тунă парне панă. Янш.-Норв. Кĕскĕллĕ кĕпе (теперь не шьют). См. кĕрчĕлĕ, нирке.

тĕвеçĕм

шерстяные нитки. СТИК. Пĕр вунă тĕвеçĕм илтĕм-ха лавккаран. Купил один вунă шерстяных ниток. Ib. Тĕвеçĕмпе тĕрĕ тĕрлеççĕ.

тĕр

то же, что тĕрĕ. ЧП. Хут çыру пек тĕр тăваççĕ. N. Хĕрсем çула тĕр тунă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? тет.

тĕрле

вышивать, делать узоры, рисовать. N. Алăсăр, урасăр тĕрĕ тĕрлет. (Хĕл сивви). ЧП. Тĕрле (шурă кĕпе çухине). Чертаг. Тĕрленĕ хăю, обшивка женской рубашки. ||Строчить (напр., ворот чапана). Торх. Альш. Хай пысăк шапа хутаç çăварне уçат та, ку ухмаха çав тĕрлĕ лайăх хаклă йыши чулсемпе тĕрленĕ çĕрĕ кăларса парат. Образцы 17. † Хапхăрсене кам тунă, юписене тĕрленĕ. СТИК. Ку пӳрт умне епле тĕрлесе пĕтернĕ. Фасад дома разукрасили резьбой. || Писать. Сан çинчен приккасра тĕрлесе хунă, тет. || Полосовать.

тĕрĕ

сделать опору, прислонить. Изамб. Т. Çынна аллинчен сĕтĕрнĕ чухне ул урипе тĕрет те, ниепле те сĕтĕрмелле мар. N. Тĕресе хутăмăр (забор). || Ст. Чек. Калат ĕнтĕ вăл тĕресе (вм. тĕртсе, с укором, с тонким намеком).

тĕрĕ

узор, вышивка, рисунок. Нюш-к. Икĕ енни пĕр пекки çын пĕлми тĕрĕ. Унпа юнашар ухмах тĕрĕ. Çын пĕлми тĕрре пит ăста çын анчах тăвать. Чăнах та çын пĕлми тĕрре тăвакан çын кирак мĕнле тĕрре те тума пултарать. Çын пĕлми тĕрре халь тума пăрахнă. Куна куç витĕр курман карчăк чухпа тăвса пачĕ. ЧП. Ӳкерсе тума тĕрĕ мар. Сл. Кузьм. 164. Тĕрлĕ тĕрĕсемпе илемлетсе пĕтернĕ. М. Яниково. Ĕлĕк ку тĕрре (расшитый узорами платок) кĕрӳ туйра çурмаран хутласа икĕ кĕтеслĕ тăвса çурăм çине çакса çӳренĕ. Т. II. Загадки. Юплĕ-юплĕ тĕрĕ йăвăç çинче чĕрĕ аш çакăнса тăрать. (Пилеш). Нюш-к. Тĕрре хуратрăм тени пир çинче пĕр çипе тĕрĕ мĕнле пулассине йĕрлесе тухрăм тени пулать. Мыслец. Тĕрĕ, вышивка. Кубово. Эс мĕн тăван, тăхлачă? – Йăвăр тĕрĕ тăватăп. Шемшер. † Тĕрре пĕлмен хĕрсене сарă порçăк нушнах мар. Образцы 22. † Тĕрре пĕлмен хĕрсене мĕне кирлĕ сар пурçăн. Ib. 4. † Ялан вăйăпа пулас мар, тĕрĕ тумасăр юлас мар. Ib. 1. † Кăвак чечек тăррисем – вĕт улача тĕррисем. || Рисунок на монете. Шаймурз. Йешĕлех те хурăн çулçисем чистă патша укçи тĕррисем. N. Укçа тĕрри пур пирĕн, эпир тухса кайиччен, ӳкерейсе ăна юлсамăр. Тим. Пирĕн савна тусăн куçĕсем çĕнĕ çитмĕллĕхĕн тĕрри пек. Юрк. Виç пус укçи тĕрри пур.

тĕрĕ ӳкер

вышивать. N. Кунăн-çĕрĕн чул ерешлет, мĕн пур шухăшĕ те унăн тĕрлĕрен тĕрĕ ӳкересси çинче.

тĕрĕ тĕрки

сверток вышивок. N. Тĕрĕ тĕрки сарă улми, утсам кунта пĕр улмине, эс утмасан ют утĕ.

тĕрĕ

свежий. Магн. М. 152. Описка.

чапруш

назв. узора. К.-Кушки. Чапруш (тĕрĕ): кумми тăват, пĕрчĕ хĕрлĕ, иккĕ шурă, ун варринче пĕр пĕрчĕ кăвак.

чĕлхеçĕ

ворожей, ворожея. Ск. и пред. чув. 105. Чĕлхеçĕ пăхăр укçипе илнĕ çиппе тĕрĕ тăвать. Ib. 16. Пĕр пĕринчен чĕлхеçĕсен ирттереççĕ чĕлхисем...

хĕр-çынла кĕпе

назв. особой девичьей рубахи. Янш.-Норв. Хĕр-çынла кĕпе — виркеллĕ кĕпе. Хăрах пӳштĕрлĕ. Пӳштĕре хăмаçпа, тĕрĕпе тăвнă. Хăрах пӳштĕре сылтăм енне тăвнă ĕлĕк. Умĕ çумне икĕ йĕнне виçшер кĕтеслĕ хăмаç çыпăçтарнине хĕрлĕ пĕсехе теççĕ. Çĕвви тăрăх симĕспе терлени — çын пĕлми тĕрĕ. Пӳшттĕр çине лартса тухни — чечек пуçĕ.

хĕреслĕ тĕрĕ

назв. узора. К.-Кушки. Хĕреслĕ тĕрĕн кумми: тăватă пĕрчĕ хĕрлĕ, иккĕ кăвак, тата иккĕ хĕрлĕ те иккĕ кăвак, унтан çĕнĕрен тăваттă хĕрлĕрен пуçланса каят. Ураççине çаплах ывăтаççĕ. Тата тепĕр тĕслĕ хĕреслĕ тĕрĕ пулат: кумми — иккĕ хĕрлĕ, пĕрре кăвак улшăнса пырат, ураççи те çаплах.

Шорча

село Акрамово (Ишлейск. р.). Шарбаш. Шорча чиркӳвĕ котăн тăрĕ. (Тĕрĕ). Чураль-к. Шурча чӳркӳн алăк çок. (Çăмарта).

шăраçла

красиво отделать кисточками „шăраç“. Орау. Эх, кĕпине шăраçласа пĕтернĕ-çке, калама çук хитре, йăлтăртатса анчах тăрать. (Ĕлĕк шăраç тĕрĕ пулнă. Халĕ укасемпе тĕрлесе пĕтерсен шăраçланă теççĕ).

шăтăклă

в дырьях, с дырьями, дырявый. Сĕт-к. Ах, ах! Аххăм карти хыçĕнче лăпсăр-лапсăр хĕр ларать, арки вĕçĕ чăнтăрла, чĕччи тăрри шăтăклă. || С отверстием. Ала З0. Ай, ули Якку пур, шăтăк тесе ан кала, шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть, эпир ăна пĕлместпĕр, çавах илсе каятпăр. || N. Шăтăклă йывăç — см. арман. || Çатра-Марка. Йысна кăмаки — шăрçа кăмака, шăтăклă çăккăр пĕçерет. Печь у нашего зятя — бисерная, она печет пухлый хлеб. Изамб. Т. Ул (кăймак) капăртма пек хăпарса шăтăклă пиçмест. || Узорчатый, с узором „шăтăкла“. ЧП. Кĕпи умĕ шăтăклă. N. Ах, аппаçăм Настаççи, виçĕ пĕрчĕ йĕтĕнрен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ, вăл та пулин шăтăклă (узорчатая, кĕрĕ çĕклесе тунă, в песне хвалят невесту). N. Шăтăкла кĕпе, узорчатая рубашка. N. Шăтăкла тотăр, платок с „шăтăкла“. Шишкин. Шăтăклă тотăр пăхма чипер, поçа çыхсан поç корнать, алла тытсан ал корнать. Икково. Шăтăклă тоттăр шăрçа пек: поçа çыхсан çӳç корнать, алла тытсан ал корнать. Батыр. Шăтăклă тĕрĕ, узор, вышитый по выдергу (русск. „вырезы“).

ниркеллĕ кĕпе

женская рубаха с узорами на рукавах. Янш.-Норв. Алдиар. Ниркеллĕ кĕпе; нирке — çанă çинчи тĕрĕ. Ку кĕпе хĕр-çынла мар (= замужняя женщина, срв. арçын), кĕскĕсĕр пулсан, хĕр çынла мар теççĕ. Кĕскĕ тĕрри, хан тăсла. Çĕвви, сарри, хĕрли, элмен пурçын тăрăх симĕспе тĕрлени, çерçи чĕрни.

пыйтă

(пыjды̆), вошь. Собр. Пыйтă тĕрĕ çине тухсан, тĕрĕ вĕрентме тохнă, теççĕ. Ядр. † Пыйти йохать, кормастăр-и? См. пăйтă, пытьă.

пыл

(пыл), мед. ТММ. Эй пылпа кулаç, тутлă-çке! — Ху çирĕне? — Пасарта асаттепе асанне çинине куртăм. Орау. Ах, тамаша, пылтан та тутлă-и тен (пожалуй слаще мёда, трубка). Альш. Харсăр Энтрийĕн хурт питĕ нумайччĕ, пыл та пит нумай илеччĕ ун чӳне. Чăв. й. пур. 32. Кĕркунне пыл татнă вăхăтра... БАБ. Пыл пек тутлă пултăр, çу пек çемçе пултăр! (Хĕрпе качча хĕве хупнă чухне калаççĕ). Собр. Хĕрĕн пылĕ, упан юнĕ, теççĕ. (Послов). Торх. Пыл сахăрланчĕ (засахарился). Тогач. Хунĕм хĕрĕ — хура хĕр, тĕтĕм çĕтре (= çĕрте) тĕрĕ тăвĕ. (Хурт пыл туни). СТИК. Пĕр-пĕр хĕрача пăсарсан, амăшĕ-и, йинкĕшĕ-и ăна: пылĕ тăкăнчĕ, мĕн çитерĕн туйăнта! тет. || Медвяная роса. Якейк. Кĕçĕр пыл (сладкие пятна на листьях растений) хыт çунă, корăк çинчи пыла тăраниччен çирăм. || Мед (напиток). Хурамал. Çул каякан килне таврăннă та, хыçĕнчен пырасса сиснĕ те, пыл хывса йӳçĕтсе хунă. Такмак. Пĕр пуçĕнчен (бочки) тутлă пыл юхать, тет, тутлă пылĕне ĕçсе тутă пулмăпăр-шин. Тепĕр пуçĕнчен йӳçĕ пыл юхать, тет, çавна ĕçсе ӳсĕр пулмăпăр-шин эпир. Юрк. † Эрех ĕçрĕм, пыл ĕçрĕм. Кĕвĕсем. Пыл ĕçмелле вылясан, хурт ĕрчемес тиеççĕ. N. † Пыл ĕçмелле ан выльăр, хурт ĕрчемес тиеççĕ. Шел. П. 38. Пĕрне-пĕри ыталаса пыл ĕçмелле выляççĕ. Альш. Пыл ĕçеççĕ, мĕн тăваççĕ (игры). N. † Тутлă шерпет, йӳçĕ пыл пирĕн пиччен кĕрекинче. Бур. Сар алтăрпа пыл йӳçет. Тайба-Т. Тутлă чĕлхесене пыл витмес. Альш. Тепĕри тата (другая речка) пыл юхат, тет. Çавăн пекех выртса ĕçсен — пыл, илсе ĕçсен — шыв, тет. См. пул.

кунăн çĕрĕн

дни и ночи (нареч.). N. Кунăн-çĕрĕн чул эрешлет (мастер), мĕн пур шухăшĕ те унăн тĕрлĕрен тĕрĕ ӳкересси çинче. Бгтр. † Уй варĕнчи çил арманĕ кунăн-çĕрĕн авăрать. N. Санăн куçусем кунăн çĕрĕн çак çурт çинче пулччăр.

ӳкер

заставить упасть, уронить, свалить; сшибать (с ног), сшибать (с места); поразить горем или радостью. N. † Йор çĕнчен çăмăр çусассăн, тем чул çына (= çынна) ӳкерет. Если на снег выпадет дождь, то делается так скользко, что очень многие падают. Изамб. Т. Кăна хăваласа çитсе ӳкернĕ (сшибли с ног). Упа 270. Тĕлленĕ те, ӳкернĕ пăланне. Нацелился и свалил оленя. || Навести. N. Куç-кĕскипе хĕвел çуттине вĕсен куçĕсем çине ӳкернĕ. Навел им на глаза зеркалом зайчика (солнечный свет). || Лишиться положения, должности. Букв., 1 ч. 1904. Унтан кайран Иван çав чынта нумаях тăрайман: айăпласа час ӳкернĕ ăна (лишили должности). Серг. Рад. Тохтамыш Мамая, çĕнтерсе, патшаран ӳкернĕ те, ун вырăнне патшана хăй ларнă. Чăв. й. пур. Ваçка хăй ăсĕпе, старастана вырăнтан ӳкерсе, тĕрмене хуптараччĕ. Васька, в своих мечтах, уже видел старосту уволенным и посаженным в тюрьму. || Afficere aliqua re У. Çынна хуйха ӳкер, причинить человеку горе. || Заставить спуститься и сесть, заставить слететь. Альш. † Кăвик кăвакарçăн вĕçтертĕм, пуян анкартне ӳкертĕм. Ч.П. Икĕ кăлат утă хушшине ăмăрт-кайăк чĕппи ӳкертĕм (пустил лететь и сесть). || Вышивать; снимать копию, фотографировать, рисовать, записать. КС. Тĕрĕ (т'ӧ̌рӧ̌) ӳкерсе ил, вышивать по рисунку или снимать узор на бумагу. Юрк. † Мĕшĕн пăхатăр укçана? — пăхса ӳкерме тĕрĕ мар. Янтик. Аппа тĕрĕ ӳкерме кайнă. Старшая сестра пошла снимать узоры. Беседа чув. 20. Сан ывăлу салтака кайнă пултăр; эсĕ ăна курма пултараймастăн; хăвăн курассу килет, ăна киле ямаççĕ; хай вара эсĕ ăна: ывăлăм, ху сăнна ӳкерсе яр-ха, тесе, çыратăн. БАБ. Хăйĕн кĕнеки çине ман кĕлеткене ӳкерсе илме (срисовывать меня) тытăнчĕ. Иревли. Чул çинчи çырусене ӳкермех пирĕн пата кĕрсе выртас, терĕ. Он хотел нарочно заехать к нам, чтобы срисовать надписи на надгробиях. Ист. церк. Тата вăл çын сăнне ӳкерсе çырма пĕлнĕ. Кроме того он был искусным портретистом. Сред. Юм. Ӳкерсе ил, снять какой-нибудь рисунок или копию письма. IЬ. Ӳкерсе ил, сними, спиши. Мухаммед. Корана эпĕ хам çырмастăп, мана ăна турă пĕлĕт çинчи хăйĕн [кĕнеки çинчен ӳкерсе парать. || В курм. и нек. др. говорах — писать (= çыр). Хот ӳкерсе ятăм. Я написал и послал письмо. || Перенимать, усвоить; передать точно; подражать. Г. Т. Тимоф. Пирĕн ялсем, кăнтăрла еннелле кайса, унти юрра ӳкерсе килнĕ. Альш. Çав Элшей, Чаппи, Саркамăш пулса Мăрсаран епле кĕл-тумаллине ӳкерсе юлаççĕ, тет. СТИК. Эпĕ вĕсен юррине çавăнтах ӳкерсе илтĕм (сразу перенял; в курм. говоре это значило бы: записал). N. Япаларан тухакан сасса ӳкерес, подражать звуку предмета. N. Кăвакал сассине ӳкерсе парать. Подражает крику утки. Лаша кĕçеннине ӳкерсе парать. Подражает ржанию лошади. К.-Кушки. Шăнкăрчă тиха сассине ӳкерсе парат. Скворец подражает ржанию жеребца. N. Сассине те чăваш сассиях ӳкерет. Подражает точно даже тону чувашской речи. Доводить до известной суммы (свой заработок). Хыпар № 31―2, 1906. Кунне мĕн чулшара ӳкеретĕн? тесе ыйтатăп эпĕ те. Я спрашиваю: «До какой суммы доходит твой дневной заработок?».

ăнма

зачем. Описка? † Тĕрĕ пĕлмен хĕрсене ăнма кирлĕ сар(ă) пурçăн? Вăйя тухман хĕрсене ăнма кирлĕ сар(ă) каччă?

ăсма тĕрĕ

назв. узора. Ст. Чек. Виçĕ тĕслĕ ăсма тĕрĕ.

явăнчăк

(jавы̆нζы̆к, jавы̆нџ̌ы̆к), извивающийся. Н. И. Полорус. Явăнчăк тĕрĕ анат. (По палке) спускается извилистая нарезка, полоска, узор. (Туя йĕри-тавра кукăр-макăр тĕрлесе анаççĕ, ăна çапла калаççĕ. N. Явăнчăк йывăç. || IЬ. «Почти то же, что явкаланчăк: питĕ явăнчăк, сăмахăн вĕçне тухаймаç». IЬ. Пĕр май киле-киле, хĕрен пек çаврăнса çӳрекен (с какими-то намерениями) çынна явăнчăк теме пултараççĕ. || О грязной дороге, когда грязь навивается на колеса. СТИК. Явăнчăк çул — грязная дорога («грязь не так жидка, чтобы она не приставала к телеге»). || Моток лент из мочала, достаточный для тканья одной рогожи. Икково. Пĕр явăнчăк корăс чĕртĕм (приготовил). См. явкаланчăк.

мĕшкĕл

назв. узора. См. тĕрĕ. Альш. Аркăм вĕçĕ мĕшкĕллĕ, мĕшкĕл пулмасăр, мĕн пулăс? Сасартăках туй турĕç: мăшкăл пулмасăр мĕн пулас.

мĕшкĕл тĕрĕ

назв. узора. МПП. Мĕшкĕл тĕрĕ. См. мĕшкĕл.

виççĕ хĕрлĕ

иккĕ кăвак (тĕрĕ), назв. рисунка ткани (пестряди). К.-Кушки. Кумми: виçĕ пĕрчĕ хĕрлĕ, иккĕ кăвак; ураççи те çаплах.

волакла пăра

назв. инструмента (бурава). Хорачка. Волакла пăра (тĕкмелли; тĕрĕ тĕрлеччĕ онпала, т. е. им делают резьбу).

иккĕ кăвак

иккĕ хĕрлĕ (тĕрĕ), назв. рисунка на холщевой ткани. К.-Кушки. Куммипе ураççи пĕрех: иккĕ кăвак иккĕ хĕрлĕ улшăнса пырать. Основа и уток одинаковы: (все время) чередуются две синих нитки и две красных. (Такая ткань идет на женские рубахи).

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

улах

(улах, олах), уединенный, уединение. Мар. Егип. Монастырĕ (чит. мăнастирĕ) пушă хирте, улах çĕрте пулнă. Шибач. Ман олах, айта ман пата. N. Эпĕ алăкне тухса питĕрем-ха, урăх никам та ан кĕритĕр, хамăра улах пултăр (чтобы нам быть наедине), терĕ, тет. || Ночное собрание молодежи. N. Осенью и зимою, когда обыкновенно ночи длинные, девушки собираются в одю баню с работами. Позднее туда же являются парни с какою-нибудь музыкою. И начинаются игры, шалости, нередко и драка. Это назыв. улах. В. Олг. Олах. Йокорпа арĕмĕ сара ĕçме кайса, ачисем олаха çĕнчĕç: килĕр, тет, ларма, аттисем перĕн сăра ĕçме кайса. Окаххи ятлă хĕр ачи хĕр тантăшшане чĕнет: килĕр, тет. Похăнчĕç ачасам ларма; арçын ачасам çăпата туаччĕ, хĕр ачасам кăнчала арлаччĕ; тĕрĕ туаканĕ те пор. Вăлсам ларчĕç-ларчĕç те: тавай выльăпăр, тет, чĕпикле, тет. Ĕçлĕк тăхăнса выляччĕ. Пысăкĕсем чĕчĕ тытмалла вляччĕ. Хĕре, çĕклеме исе, тӳшек кокрине исе каять, чеччине тытать, inferiores quoque pertrectct partes. Тепĕри калать: тавай, тет, шу коркипе чĕчĕ виçĕпĕр, тет: камăн чĕчĕ пусăк, камăн пĕчĕккĕ? тет. Тата туаччĕ — мăйăран пĕрне-пĕри çеклетсе тортаччĕ пиççипе. Çине выртса, çĕклесе тăратать тата. Тата, мăклашка çине ларса, ора çине ора хорса, ларас полать, каран йĕп çăртине çип тирс'илес полать. Пăлаттин çине алăпа тытса, çавăрнса, хăпарса выртать — кошт! çӳлелле. Пăлаттин çинчен шăрпăк илмелле, тата похан виттĕр тохмалла, тата кăшăл виттĕр авăнса тохмалла. Атан атиччен лараччĕ. Икшер йĕке арлаччĕ хĕрсем, çинче çин йĕки. Лайăх туакан арçын ача пĕр мăшăр çăната пĕтерет. Онта йорлаччĕ тем тĕслĕ йорă: той йорри, ĕçкĕ йорри; самый лайăх йорăсам вĕренеччĕ, тем тĕслĕ сăмах вораччĕ. Каран тарначчĕ. Варлă хĕрсем лăка кĕрсе йолаччĕ — яшă ачапа яшă хĕр, варлă ачана варлă хĕр, atque ibi mixtis corporibus iuvenilis amoris suavitate stantes perfruuntur. Н. Седяк. Улах шăп, канăçлă вырăн тени пулать. Улаха хĕлле тăваççĕ, пĕрле пухăнса ларса алă ĕç тăвасшăн, праçник каç вăйă-кулăшăн тăваççĕ, ташласшăн. Улаха çамрăк çитĕннĕ хĕрсемпе çитĕннĕ каччăсем тăваççĕ. См. Стюх. чув. 25. Нюш-к. Улах ула кутлă (т.-е. посиденки до добра не доведут и пр. Якейк. Йори калаçрăм çыр хĕрпе олахсенче çăвăрма (= çывăрма). Собр. 209. † Хамăр савнисене кĕте-кĕте, уйăх çурă выртрăм улахра. † Хĕрсем, улаха мĕн-ма тухмастăр чунусене йăпатма? ТРМ. Сирĕн ачăрсем, улаха кайса, пĕчĕкреннех аскăна вĕренеççĕ. † Манăн еркĕн — виç еркĕн; вăсем тăрса юлаççĕ, улах яшки юлатĕ. (Солд. п.). См. Магн. 236.

ухмах тĕрри

, ухмах тĕрĕ, назв. узора (вышивки). Н. Е. Ефимов. Ухмах тĕрĕпе çын пĕлми тĕрĕ (названия двух узоров). N. † Сан йăмăкна ухмах тĕрри тыттарнса ярам-и, аслăк хыçне кăтартиса ярам-и.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

вышивка

сущ.жен.
1. тĕрлев; тĕрĕ тĕрлени; заниматься вышивкой тĕрĕ тĕрле
2. тĕрĕ, эреш; чувашская вышивка чăваш тĕрри

заниматься

глаг.
1. (син. учиться) вĕрен, вĕренме çӳре; заниматься в университете университетра вĕрен
2. чем ту, ĕçле, ĕçе хутшăн; заниматься вышиванием тĕрĕ тĕрле; заниматься лыжным спортом йĕлтĕр спортне хутшăн

искусство

сущ.сред.
1. ӳнер; изобразительное искусство сăнарлă ӳнер; музыкальное искусство юрă-кĕвĕ ӳнерĕ; заслуженный деятель искусств ӳнерсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
2. (син. мастерство) ăсталăх, хайлалăх, маçтăрлăх; искусство вышивки тĕрĕ ăсталăхĕ

мастер

сущ.муж., множ. мастера, мастерица жен.
1. ăста, ăстаçă, маçтăр; мастер столярного дела сĕтел-пукан ăсти; Катя — мастерица вышивать Катя — тĕрĕ ăсти
2. мастер (производствири специалист); сменный мастер смена мастерĕ
3. мастер (спортри пусăм); мастер спорта по лыжам спорт мастерĕ — йĕлтĕрçĕ; кандидат в мастера спорта спорт мастерĕн кандидачĕ ♦ мастер на все руки пур ĕçе те ăста

нитка

нить сущ.жен. (син. пряжа)
çип; вышивальные нитки тĕрĕ çиппи; катушка ниток çип пушкарĕ ♦ шито белыми нитками ултавĕ курăнсах тăрать; промокнуть до нитки витĕрех йĕпен; потерять нить разговора калаçури çыхăнулăха çухат

орнамент

сущ.муж.
эреш, тĕрĕ (геометри кĕлеткисенчен майлаштарса туни); орнамент чувашской вышивки чăваш тĕррин эрешĕ

узор

сущ.муж.
тĕрĕ, эреш, ӳкерчĕк; узор ткани пусма ӳкерчĕкĕ; кружевной узор чĕнтĕрĕн эрешĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

вышивăть

что несов., вышить -шью сов. тĕрле, тĕрĕ ту.

вышивка

1. тĕрлени; 2. тĕрĕ, чӗнтĕр.

тиснение

1. пусса пичетлени, ӳкерни; 2. ӳкерсе тунă тĕрĕ, çыру; на переплёте тиснение золотыми буквами кĕнеке хуппи çине ылтăн саспаллисемпе çапнă (пичетленĕ).

узор

тĕрĕ, эреш, ӳкерчĕк.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

ажур

м. чĕнтĕр тĕрĕ, шăтăкла; вышивать ажуром чĕнтĕрлесе тĕрле;

вышивальный

прил. тĕрĕ тумалли, тĕрлемелли, тĕрĕ ⸗ĕ [⸗и]; вышивальные нитки тĕрĕ çиппи.

вышивальщица

ж. тĕрĕçĕ, тĕрĕ тăвакан (хĕр е хĕрарăм).

вышивка

ж. 1. по гл. вышить; заниматься вышивкой тĕрĕ ту; 2. (узор) тĕрĕ; нарядная вышивка капăр тĕрĕ; платье с вышивкой тĕрĕллĕ платье.

вышить

сов. что тĕрле, тĕрĕ ту; вышить скатерть сĕтел çитти тĕрле; вышить золотом (или серебром) укала, ука тыт.

гладь

ж. (вышивка) яка тĕрĕ.

канва

ж. 1. канва, шăла пир (тĕрĕ тĕрлемелли); 2. перен. тĕп çул-йĕр (событисен, пулăмсен).

канитель

ж. 1. канитель (тĕрĕ тĕрлемелли ылтăнланă е кĕмĕлленĕ çип); золотая канитель ылтăн канитель; 2. перен. аппалану, мĕшĕлтетӳ, вăхăта пустуй ирттерни.

мастерица

ж. 1. мастерица (квалификациллĕ хĕрарăм çĕвĕç); 2. ăста, маçтăр (хĕрарăм); она мастерица вышивать вăл тĕрĕ тĕрлеме маçтăр.

мережка

ж. мерешке (пир çиппине туртса кăларса тăвакан тĕрĕ).

мерёжка

ж. мерешке (пир çиппине туртса кăларса тăвакан тĕрĕ).

мулине

с. мулине (тĕрĕ çиппи).

набить

сов. что 1. (наполнить) тултар, хыв, чыхса (е чышса) тултар; набить погреб льдом нӳхрепе пăр хыв (е тултар); 2. что (насадить, надеть) çап; набить обруч на бочку пичкене кăшăл çап (е кăшăлла); 3. что (тиснуть, отпечатать узор) тĕрĕ сап; набить ситец çитса çине тĕрĕ çап; 4. что, кого-чего (настрелять) тытса тултар, нумай тыт; набить уток кăвакал тытса тултар; 5. что, чего (вколотить) çапса тултар; набить гвоздей пăта çапса тултар; 6. что, чего (разбить) вата-вата тух, ватса тултар; набить посуды савăт-сапа ватса тултар; ◇ набить карман пуйса кай; набить оскомину 1) шăла шантар; 2) (надоесть) йăлăхтарса çитер; набить руку ăсталанса çит; набить цену хака хăпарт (е ӳстер).

набойщик

м. 1. (рабочий) набойщик; 2. текст. тĕрĕ çапакан, набойщик.

насечка

ж. 1. по гл. насечь; 2. (украшение) касса (е картса) тунă тĕрĕ; 3. (нарезка) тăхнă (е касса паллă тунă) йĕр.

незамысловатый

прил. кăткăç (е йывăр) мар, ансат, çăмăл; незамысловатый узор ансат тĕрĕ.

орнамент

м. орнамент, тĕрĕ, эреш.

паутинка

ж. 1. разг. эрешмен çиппи; 2. (вязанье, вышивка) эреш тĕрĕ.

причудливый

прил. 1. (затейливый) тĕлĕнтермĕш, тĕлĕнмелле, каткие; причудливый узор тĕленмелле кăткăс тĕрĕ; 2. разг. (капризный) тиркешекен, юрама çук (çын).

пяльцы

мн. каркăч (тĕрĕ тумалли).

разводы

мн. тĕрĕ; скатерть с разводами тĕрĕллĕ сĕтел çитти.

раскраска

ж. 1. по гл. раскрасить; 2. (узор, расцветка) илемлĕ тĕрĕ, нумай тĕслĕ ӳкерчĕк.

резать

несов. 1. что и без доп. кас, вакла; резать бумагу хут кас; резать мясо аш вакла; резать ножом çĕçĕпе кас; этот нож не режет ку çĕçĕ касмасть; 2. кого-что, разг. (оперировать) кас, операци ту; 3. кого (убивать острым) пус, чик; 4. что, по чему, на чём (гравировать) кас, касса ту; резать по дереву хăма çине касса ту (тĕрĕ, кĕлетке); 5. что и без доп. (причинять режущую боль) кас, касса ырат; (вызывать неприятное ощущение) ыраттар, йăмăхтар, шартар; в желудке режет безл. вар касса ыратать; свет режет глаза çутă куçа йăмăхтарать; ◇ ухо режет хăлхана йĕрĕнтерет; правду-матку см. href='/s/правда'>правда.

резьба

ж. 1. (вырезывание) касса тĕрлени (е ĕçлени); 2. (рисунок) шараç, касса тунă тĕрĕ, чĕнтĕр; 3. тех. (винтовая нарезка) резьба.

сколок

м. 1. (осколок) катăк, хăйпăнчăк; 2. (наколотый узор) шăтарса тунă тĕрĕ; 3. перен. (точное подобие) хăраххи, евĕрскер, каснă лартнă.

татуировка

ж. 1. по гл. татуироваться; 2. (рисунок на коже) татуировка (ӳт çине шăтарса ӳкерне тĕрĕ).

тиснение

с. 1. пичетлени, ӳкерни; 2. (узор) тĕрĕ, ӳкерчĕк; красивое тиснение илемлĕ тĕрĕ.

тиснёный

прил. тĕрĕ çапнă, тĕрĕ ӳкернĕ (пусса); тиснёный переплёт тĕрĕ çапнă хуплашка.

тканый

прил. тĕртнĕ, тĕртсе тунă; тканый узор тĕртсе тунă тĕрĕ.

узор

м. тĕрĕ, эреш, чĕнтĕр, ӳкерчĕк.

узорный

прил. 1. тĕрĕ ⸗ĕ [⸗и], эреш ⸗ĕ [⸗и]; узорные линии тĕрĕ йĕрĕсем; 2. см. узорчатый.

художественный

прил. 1. художество ⸗ĕ [⸗и], художествăлла, илемлĕ; художественное училище художество училищи; художественный руководитель театра театрăн художествăлла руководителĕ; художественная литература илемлĕ литература; 2. (красиво исполненный) илемлĕ, паха; художественная вышивка паха тĕрĕ; ◇ художественная самодеятельность художество пултарулăхĕ; художественная гимнастика художествăлла гимнастика.

чеканка

ж. 1. по гл. чеканить; чеканка монет укçа çапни; чеканка яблонь улмуççи тăррисене татни; 2. (рисунок на металле) тĕрĕ, эреш; кольцо с чеканкой тĕрĕллĕ çĕрĕ.

шахматный

прил. 1. шахмат ⸗ĕ [⸗и]; шахматная доска шахмат хăми; шахматный турнир шахмат турнирĕ; 2. (наподобие шахматной доски) шахматла, тăваткал; шахматный посев шахмат йĕркипе акни; шахматный узор шахматла тĕрĕ.

шить

несов. что 1. çĕле; шить на машине машинăпа çĕле; шить иголкой йĕппе çĕле; шить сапоги атă çĕле; 2. (напр. у портного) çĕлет, çĕлеттер; шить пальто в мастерской мастерскойра пальто çĕлет(тер); 3. (вышивать) тĕрле, тĕрĕ ту; шить шёлком пурçăнпа тĕрле; ◇ шито да крыто или шито-крыто никам та пĕлмест, ним те паллă мар; белыми нитками шито курăнсах тăрать (пытарас тесен те пытарăнмасть); лыком шит начар, пултарусăр; не лыком шит начар мар, пултарусăр мар; не шубу шить кĕрĕк çĕлеç çук (пырать, темех мар).

шитьё

с. 1. (если шьётся самим) çĕлени; (если даётся шить другому) çĕлетни, çĕлеттерни; шитьё одежды тумтир çĕлени; рубашка домашнего шитья килте çĕленĕ кĕпе; 2. (вышивание) тĕрлени; шитье шёлком пурçăнпа тĕрлени; 3. (то, что шьётся или сшито) çĕленĕ япала, çĕлекен япала; 4. (вышивка) тĕрĕ, тĕрленĕ (е тĕрлекен) япала; белое платье с шитьем тĕрленĕ шурă кĕпе.

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

тĕрĕ

чигеш, чигү

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

тĕр(ĕ)

[tere]
brodaĵo, ornamaĵo
чăваш тĕрри — ĉuvaŝa brodarto, brodaĵo
тĕрĕ ăсти — brodist(in)o
тĕрĕ тĕрле — brodi
тĕрĕллĕ — ornamita, gravurita
тĕрĕллĕ хапха — gravurita pordego
тĕрĕçĕ — brodist(in)o

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Stickerei

tĕrĕ
тĕрĕ

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

тĕрĕ

«вышивка», «узор»; тĕрле «вышивать» (узор на платье); кирг., казах. тӳр «вид»; «форма»; «орнамент»; тор «сеть»; «сетка»; тӳр тор «тонкая сетка»; «тонко сплетённый», «вязаный»; уйг., узб. тор «кружево», «сеть»; тур., чаг. (Будагов I, 387) тор «рыболовная сеть», «сетка», «силок (для птиц)»; ср. перс. (тур) «сеть»; (тури) «кружево».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Парне кӳр

Парне кӳр 1. дарить / подарить кому-чему, что; 2. (устар.) приносить / принести жертву (в жертву) кому-чему, кого-что.
1. Парне кӳме тĕрлерĕç тутăр «Паха тĕрĕ» ăстисем. С. Шавли. Çынсем хăйсемшĕн çеç чĕтреççĕ тесе те эс ан ӳпкеле. Çут тĕнчере пурнать поэзи Çавна парне ман кӳмелле. П. Хусанкай. Çĕрте пĕр поэт кĕвĕ кĕвĕлет, Паттăрăн ятне парнесем кӳрет. С. Шавли. 2. Киремет картине кайса аслă турăн аслă ывăлне парне хыççăн парне кӳчĕç. Юхма М. Фараон вилсен, ун ячĕпе кĕлĕ çурчĕ тунă, ăна парнесем кӳнĕ. Хыпар.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

асилтер

п.в. Аса илтер, астутар, ăша килтер. Сĕт шăрши... мĕне асилтерет, атьсемĕр. А.Алга, 1962, 52 с. Вырăнĕ-вырăнĕпе пирĕн уй-хир çыннăн пĕркеленнĕ сăн-питне асилтерет. В.Алендей, 1979, 6 с. Унăн [çăмартан] хĕрлĕ тĕсĕ эпир Христос юнĕпе çĕнелнине асилтерет. П-н, 1990, 3 /, 10 с. Пĕрлешмен шăпасене асилтерĕ тĕрĕ. Г.Ефимов //ТА, 1991, 9 /, 2 с. Шĕвĕ яшка ... пăтранчăк шыва асилтеретчĕ. ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.

ĕçтешлĕх

ç.с. Ĕçтешсен (1) пĕрлешĕвĕ (коллеги, гильди, предприяти). Н.Ильина модельер-художник ӳнер ăстисен «Паха тĕрĕ» ĕçтешлĕхĕнче капăр тума аталантарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатрĕ. ХЭ, 1996, 4 с. — адвокатсен ĕçтешлĕхĕ (ÇХ, 1998, 32 /, 4 с.).

Çавăн пекех пăхăр:

тĕр-тĕр-тĕр тĕр-тер тĕр-тяр тĕрçĕ « тĕрĕ » тĕрĕ енчĕк тĕрĕ тĕрки тĕрĕ тĕрле тĕрĕ тĕрт тĕрĕ ӳкер

тĕрĕ
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150